— Эсĕр пурте çамрăк çынсем. Мана, старике, авалхине кăшт аса илме ирĕк памăр-ши?
Колхоз уявне пухăннисем çак кукша старик çине тилмĕрсе пăхса илчĕç.
— Кĕскен калăп, ан хăрăр... Нимех те калаяс çукта... Эпĕ ак ватсупнă çын, çапах çĕнĕ обществăна кирлĕ çын эпĕ. Ĕçлемесен те эпĕ пултаратăп, анчах ĕçсĕр пурăнассăм килмест. Вăй пур çинче ĕçлемесĕр ма пурнас-ха?
— Асатте, ватă çынна халĕ хисеплеççĕ! — кăшкăрса ячĕ хайхи старикĕн ачин ачи, Ваççа студент.
— Тĕрĕс, Ваççа, тĕрĕс! Анчах ман килте кивĕ япаласем пур. Никама та кирлĕ мар вĕсем.
— Мĕнсем? — терĕç темиçе çын харăс.
— Вут çапса кăлармалли çулу (чакма), ăвă, вутчулĕ те пур. Халĕ мĕне кирлĕ-ха вĕсем? Кĕтӳçĕре çӳренĕ чухнехи карт та пур.
— Карт? Мĕнлескер вăл?
— Кĕтӳçĕсем камăн миçе чун выльăхне пĕлме пĕр патак çине карт туса паллă тăватчĕç. Пĕр ĕнешĕн хăйне пĕр карт картаççĕ, пĕр сыснашăн та çаплах. Икĕ качакашăн пĕр карт. Сурăхсене — 4 сурăхшăн пĕр карт картаççĕ. Çапла камăн миçе карт, унăн çавăн тăрăх укçа тӳлес пулать, çавăн чул талăк апат çитерес пулать.
— Асатте, — ыйтрĕ Ваççа. — Çав картсемпе çулусем халĕ те пур-и сан?
— Сана пурпĕр мар-и? Çулăвĕ халĕ те çап-çутах... Карчĕ хуралнă. Апла пулин те, картнă паллисем аванах палăраççĕ.
— Вĕсене эсĕ кирлĕ япаласем мар тетĕн-и-ха? Май мар кирлĕскерсем-çке вĕсем. Ара, хамăрăн драмкружок членĕсем укçаллах илме пултараççĕ вĕсене. Авалхи пурнăçран илнĕ пьесăсене вылянă чухне эс асăннă япаласем шутсăрах кирлĕ пулаççĕ вĕсене. Ан хуйхăр! Артистсене парсан, авалхи япаласенчен те хăтăлăн, искусствăна та усă кӳрĕн, — терĕ.