Чăваш юррине халалласа…
Пур çĕрте те халăх хăйне юрăпа хавхалантарма пĕлет. Юрă этеме пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерме, халăх тытса пыракан ырă йĕркепе пурăнма вĕрентет, телейшĕн кĕрĕшме хавхалану парать…
Чăваш юррисем янравлă, ăшă туйăмлă, çут çанталăк илемлĕхĕпе пĕр кĕвĕллĕ пулаççĕ, вĕсенче çынсем хăйсен кăмăл-туйăмне кăтартаççĕ…
* * *
Пит çăмартине хĕвел шевли кăтăкланăран вăранса кайрĕ Юрилемпи. «Ах! Епле илемлĕ-ха çут çанталăк!» — шухăшларĕ хĕр. Чăнах та, Юрилемпи пурăннă вырăн калама çук илемлĕ пулнă: йĕри-тавра пиншер çул кашласа ларакан юмансем, аякрах та мар Юрă Амăшĕ ятлă юхан шыв йăлтăртатса выртнă. Хăй те вăл шур чулран купаланă темиçе хутлă, тем пысăкăш çуртра пурăннă. Çуртри кашни пӳлĕмĕнченех юрă кĕвви илтĕннĕ.
Çапла йĕри-тавра юрă янăракан патшалăхра çуралнă та чиперкке. Патшалăхĕ те ахаль патшалăх пулман, асамлă Юрă патшалăхĕ пулнă. Çак пĕчĕк çĕр-шывра кашни кунах çĕнĕ юрă, çĕнĕ кĕвĕ çуралнă. Маларах каларăм ĕнтĕ, патшалăхĕ асамлă пулнă, ăна никам та курман, ун çинчен никам та пĕлмен. Çавăн пек илемлĕ çĕре кайса курас тесен чăн чăваш культурине хисеплемелле, ăна чунтан юратмалла пулнă. Шел пулин те, çавăн пек çынсем хальхи вăхăтра çуккипе пĕрех…
Юрă патшалăхĕ тем тери чаплă, тем тери пуян пулин те, Юрилемпи хăйне кунта питĕ кичем туйнă. Патшалăхра пурăнакансем пурте питĕ ĕçчен пулнă, вĕсен канма пĕр вăхăт та пулман. Юрилемпийĕн ашшĕ -амăшне тем тери пулăшас килнĕ, анчах ăна: «Пĕчĕк-ха эсĕ, хĕрĕм», — тенĕ. Çапла пĕр-пĕччен ирттернĕ те Юрилемпи кунĕсене. Юлташĕсем унăн пулман…
Пĕр кунне улăх тăрăх уçăлса çӳренĕ май, Юрилемпи хăй пĕчĕк пулнă чух асламăшĕ каласа панă юмаха аса илчĕ. «Юрă Амăшĕ юхан шыв тĕпĕнче мĕн авалтанах усал-тĕсĕл пурăнать. Юхан шыва лекнĕ çын нихăçан та каялла таврăнаймĕ», — тенĕ асаламăшĕ. Çавăнпах пулĕ ĕнтĕ Юрă патшалăхĕнче пурăнакансем шыва кĕме васкамаççĕ.
Тен, кичем пурнăçпа пурăннипе, тен, çанталăк çав тери шăрăх пулнăран, Юрилемпи шыва кĕме шут тытрĕ. Эх, асламăшĕ çакна курнă пулсан-и…
* * *
Мĕн иртенпех Наташăн ĕçĕсем ăнса пымарĕç… Малтан шыв кранне сӳнтерме манса кайнипе аялти хутра пурăнакансене шыв айне тума пуçланă хĕр, апат пĕçерме тăрсан вара газ сӳнтерни кансĕрлерĕ ăна, Интернета «кĕрсе тухас» шухăшпа компьютер сĕтелĕ патне пырсан, ноутбукĕ те чĕрĕлмерĕ. Çакăн пек пăтăрмахсем патне малтанах хăнăхса çитнĕ ĕнтĕ хĕр. Кашни кунах унпа хуть те мĕнле те пулин инкек пулса иртет. Кунсăр пуçне вăл кунĕн-çĕрĕн килте пĕччен. Амăшĕн хĕрĕ валли нихăçан та вăхăт çук. «Эс пĕчĕк ача мар ĕнтĕ текех, Наташа», — тесе вăл ĕçне чупать. Тĕрĕссипе каласан, Наташăна шкулта пĕрле вĕренекенсем те юратсах каймаççĕ. Мĕншĕнне хĕр хăй те калаймасть. Шутласан, хĕр ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть. Çапла пулин те, Наташăн юлташĕсем çук. Шкул, чăваш юррипе ташши кружокĕ, кил… Çапла иртет те хĕрĕн кун-çулĕ.
Амăшĕ хушса хăварнă ĕçсене туса пĕтерсен Наташа урама уçăлма тухрĕ. Çанталăк калама çук лайăх! Йĕри-тавра кайăк юрри илтĕнет, пĕтĕмпех ешерет, кашниех çулла килнишĕн хĕпĕртет тейĕн: пĕчĕк ачасем кунĕпех урамра хăйăр купи çинче аппаланаççĕ, ашшĕ-амăшĕ ачисем çине ытарлăн пăхса киленет, кушаксем хĕвел питтийĕ çинче хĕртĕнеççĕ, шкул ачисем вара тинех каникул çитнишĕн савăнаççĕ… Çынсем пысăк хула тусанĕ пирки мансах кайнă тейĕн. Çак телейлĕ çынсем çине пăхса Наташа хăй те вĕсемшĕн савăнчĕ, анчах çав вăхăтрах кичем пулни те аса килчĕ.
Акă ĕнте хĕрĕн юратнă Юлташлăх паркĕ курăна пуçларĕ. Мĕншĕн ăна çапла ят панă-ха? Шел пулин те, çак ыйту çине Наташа хуравне хăй те пĕлмест. Каярахпа вара шăп та лăп çак вырăн икĕ çын, икĕ пĕр пек телей тĕл пулнă вырăн пулĕ…
Паркра Наташа хăйне урăх патшалăха лекнĕ пекех туять. Йĕри-тавра ӳсекен ешĕл йывăçсем эсĕ пысăк та шавлă хулара пурăнни çинчен манса кайма пулăшаççĕ, кайăк-кĕшĕк сасси кăмăла хăпартса малалла пурăнма вăй парать… Кунсăр пуçне Наташăн «пĕчĕк патшалăхĕ» варринче вырнаçнă кӳлĕ нӳрĕ парса тăнипе паркра тем тери шăрăх çаталăкра та уçă.
Çак кӳлĕ çинчен кăштах каласа хăварас килет-ха. Асамлăха, ăрăмçăсене ĕненекен çын, тен, ĕненĕ те, теприне вара ман сăмахсем нимĕн те калаймĕç, çапах та, ĕлĕк-авал, пирĕн атте-аннесем çураличченех (ун чухне çак вырăнта хула туса лартасси çинчен пач та шутламан), кӳлĕ вырăнĕнче пĕр пĕчĕк пӳрт ларнă тет. Çав пӳртре пĕччен хĕр пурăннă. Унăн ашшĕ-амăшĕ пулман… Çак пĕчченлĕхре хăйне йăпатас тесе вăл кунĕн-çĕрĕн юрă юрласа киленнĕ. Çапла никама та тĕкĕнмесĕр, мирлĕ пурăннă тет хĕр. Кайран мĕн пулса иртнине никам та пĕлмест, анчах çак пĕчĕк пӳртрен нимĕн те юлман, веçех çунса кайнă… Çапах та Турă пулăшнах пулĕ ĕнтĕ мĕскĕн çынна, мĕншĕн тесен, çынсем каланă тăрăх, хĕр çунса кайман, шăп та лăп «хĕрлĕ автан» алхасма пуçлансан çĕр пичĕ çурăлса унтан шыв пĕрĕхме тытăннă тет. Каярахпа вара çак вырăнта кӳлĕ пулса тăнă тет. Ку вăл халăх хушшинче çӳрекен сăмах.
Кӳлĕ хĕрринче пысăках мар ларкăчсем вырнаçнă. Пĕрин çине пырса ларчĕ те Наташа. Тин çеç çурăлнă сирень шăрши сăмсана кăтăклать. Епле-ха кăмăллă çут çанталăк! Анчах… Мĕн-ха кӳлĕ варринче кăпăкланать пек… Хĕр пуçĕнче лайăх мар шухăшсем çуралма кăна пуçланăччĕ-ха, çав вăхăтра шывран темскер вĕçсе тухрĕ. Темиçе çеккунт иртрĕ-и, тен, ытларах та, пĕлĕтрен шыва йывăр михĕ ӳкрĕ тейĕн…
* * *
— Ăçта эпĕ? — çак шухăш Юрилемпи пуçне вĕçсе кĕчĕ. Чăнах та, ăçта лекнĕ-ха вăл? Хĕр ăçта пырса çитни çинчен никамран та ыйтма май çук. Хăй шывра пек, йĕри-тавра симĕс йывăçсем, пĕр çын та курăнмасть… Çук-ха… Кӳлĕ хĕрринчи ларкăч çинче пĕр хĕр ларать. Шăп та ун патне пырса ыйтма шут тытрĕ те Юрилемпи…
* * *
Хăйĕн патне палламан хĕр пынине курсан, Наташа тĕлĕннипе çăварне те уçаймарĕ. Тен, ку тĕлĕк? Хăйне хăй чĕпĕтсе илес килчĕ. Тепĕр самантран кӳлĕрен тухнă хĕр калаçма пуçласан, Наташа тăнне çухатас патнех çитнĕччĕ.
— Кала-ха, чиперккем, эпĕ ăçта лекрĕм-ши? — ыйтрĕ хĕр.
— Ю-ю-юлташлăх па-па-паркне, — халь те хăйне ĕнĕнмесĕр хуравларĕ Наташа.
— Ăçта??? — Наташăран сахалрах мар тĕлĕнсе ыйтрĕ Юрилемпи.
— Тĕплĕнрех каласан, N хулари Туслăх урамĕнчен аякрах мар вырнаçнă Юлташлăх паркĕнче, — ку хутĕнче хăрамасăр каларĕ Наташа. — Анчах кала-ха, епле шывран çав тери çӳле вĕçсе хăпарма пултарайрăн вара эсĕ?
Юрилемпи ним ăнланмасăр куçĕсемпе мăчлаттарса тăчĕ. Унтан çав тери хытă йĕрсе ячĕ. Наташа хĕре лăплантарма пикенчĕ, анчах та усăсăр. Тепĕр самантран Юрилемпи макăрма чарăнчĕ те Наташăна хăйĕнпе мĕн пулса иртни çинчен пĕр чарăнмасăр каласа пама пикенчĕ…
* * *
— Пулма пултараймасть! Кун пеккине киносенче кăна кăтартаççĕ! — тĕлĕннипе хытса кайрĕ Наташа.
— Ман хамăн та пĕрре те ĕненес килмест, — куççульлĕ питне кĕпе аркипее сăтăркаласа хуравларĕ Юрилемпи. — Ах, аслисем мана хăтаратчĕç вĕт-ха, Юрă Амăшĕ юхан шывра НИХĂÇАН та шыва ан кĕр тетчĕç, çук вĕт, итлемерĕм. Халĕ акă мĕн пулса тухрĕ… — хĕр малтанхинчен те хытăрах макăрса ячĕ.
— Ме, куççульне типĕт, — Наташа Юрилемпие сăмса тутри пачĕ. — Макăрнипе нимĕн те пулмасть. Халĕ ман пата кайăпăр. Ыран вара мĕн тумалли çинчен шутлăпăр.
— Çук-çук-çук, — аллисемпе суллакалама пуçларĕ Юрилемпи. — Эпĕ сана палламастăп та вĕт-ха...
— Эпĕ сана кӳрентермерĕм вĕт. Паллашасси вара вăл нимĕн те мар. Наташа, — аллине тăсрĕ хĕр.
— Юрилемпи, — иккеленерех аллине пачĕ тепри те.
— Сана çав тери хитре ят панă! Халь ман пата каяр, — тесе Наташа Юрилемпие алран çавăтса паркран илсе кайрĕ.
* * *
— Анне, паллаш. Ку — Юрилемпи, — хваттере кĕнĕ-кĕменех амăшне каларĕ Наташа.
Юрилемпи пит çăмартийĕ кăшт хĕрелчĕ. Наташа вара хыпаланса паян паркра мĕн пулни çинчен калама пикенчĕ. Амăшĕ хĕрне пĕр чармасăр итлесе пĕтерчĕ.
— Хăнуна апата ларт, хĕрĕм. Ак мĕн тăвăпăр, — терĕ Наташа амăшĕ. — Паянлăха Юрилемпи пирĕн патра çĕр каçĕ. Ыран ирхине ирех эсир иксĕр парка тепĕр хут кайса пăхăр, унсăр пуçне ыран канмалли кун, ирхине халăх çывăрать.
Çак сăмахсем хыççăн самаях хавхаланнă Юрилемпипе Наташа çывăрмалли пӳлĕме уттарчĕç. Те ывăннипе, те апат хыççăн Юрилемпин куçĕ хупăнма пуçларĕ. Наташа çывăрма вырăн хатĕрлесе панă-паманах Юрă патшалăхĕнчен килнĕ хăна çав тери хăвăрт çывăрса кайрĕ. Наташăн вара пĕрре те çывăрас килмерĕ. Вăл халь те çав асамлă Юрă патшалăхĕ çинчен шухăшласа, унта çитсе курма ĕмĕтленсе ларчĕ:
— Ах, енчен те çав асамлă çĕр-шыва кайса курсан епле-ха лайăх пулĕччĕ! Çапах та унта кашниех кайса кураймĕ пуль çав. Тепĕр ыйту та сиксе тухать: унта епле лекмелле? Тен, Юрилемпи çĕр-шывне кĕмелли алăк паркри кӳлĕ тĕпĕнче вырнаçнă та. Нивушлĕ çапла тарăн чăмма май килет, ун пек сывлăш та çитмĕ.
Сасартăк Наташа хăйпе пĕр класра вĕренекен арçын ача дайвинг-клуб çинчен каласа панине аса илчĕ. Олег (Наташăпа пĕр класра ăс пухакан ача) каланă тăрăх, çак клубра аквалангпа шыври тарăн вырăнсенче ишме вĕрентеççĕ, кунсăр пуçне клуба кашниех çырăнма пултарать. Чăнах! Паркри кӳлĕ тĕпĕ таранах акă епле çитме пулĕ!
— Ыранах! Ыранах çак клуба Юрилемпипе çырăнăпăр! — хăйĕн пуçне çав тери чаплă шухăш кĕнишĕн савăнчĕ Наташа.
* * *
Тепĕр ирхине такам çари! çухăрса янăран вăранса кайрĕ Наташа.
— А-а-а! А-а-а! Мĕн ку?! Мĕн?! Çаплах кĕрлет, çутатса выртать, чĕтренсе те илет… Наташа, пулăш! — хĕр çине тархасласа пăхрĕ пӳлĕм тăрăх чупса çӳрекен Юрилемпи.
Наташа пĕр кана нимĕн те ăнланмасăр тăчĕ. Кайран мĕн пулнине тавçăрсан, ахăлтатса кулса ячĕ:
— Эс мĕн? Ку — карас телефонĕ. Вăл пулăшнипе çынсем пĕр-пĕринпе тем тери аякра пулсан та калаçма пултараççĕ, — савăнăçлăн пĕлтерчĕ Наташа.
— Ман çĕр-шывра кун пек япала çук. Эп пĕлменипе хăраса ӳкрĕм, эсĕ вара манран кулатăн… — çилленерех сасăпа каларĕ Юрилемпи.
— Ан кӳрен. Эп юри мар.
— Ку тата мĕнле япала? — компьютер çине тĕллесе ыйтрĕ Юрă çĕр-шывĕнчен килнĕ хăна.
— Ку вара — компьютер. Ан хăра, вăл сана тивмест, — вăрттăн кулса илчĕ кил хуçи. — Компьютер — çав тери усăллă япала. Мĕн кăна тума пулăшмасть вăл! Шутлама, ӳкерме, çырма, Интернета та тухма пулать!
— Интереслĕ сирĕн кунта, — кăшт ăмсанарах каларĕ Юрилемпи. — Пирĕн вара кун пекки нимĕн те çук.
Ирхи апат хыççăн хĕрсем дайвинг-клуба кайса пăхма шут тытрĕç, анчах та Наташăна Юрилемпийĕн тум-çийĕ килĕшмерĕ, хăйĕн япалисене пама лекрĕ. Малтанах Юрилемпи Наташа панă илемлĕ кĕпене пĕрре те тăхăнасшăн пулмарĕ. Темиçе минут иккеленсе тăнă хыççан вара тăхăнчĕ. Клуба кайнă чух урамри машинсене курсан Юрилемпи каллех хăраса ӳкрĕ, анчах Наташа ăна çийĕнчех лăплантарчĕ. Çапла Наташăн аякран килнĕ хăни телефонран та, машинсенчен те хăрама пăрахрĕ.
— Акă эпир çитрĕмĕр те, — савăнăçлăн пĕлтерчĕ Наташа.
Канмалли кун пулнăран, дайвинг-клубра çын çукпа пĕрех. Инструкторпа калаçнă хыççăн хĕрсем тата та савăнăçлăрах пулчĕс. Вĕсене йышăнчĕç!
— Ыран ирхине 9 сехет валли клуба килĕр, — каларĕ инструктор.
— Ку лайăх хыпар ячĕпе морожен та илсе çиме юрать, — терĕ Наташа. Çапла Юрилемпи хăйĕн пурнăçĕнче пĕрремĕш хут çак тутлă япалана çисе курчĕ.
* * *
— Ĕненместĕп! Кĕçех эпĕ килте пулатăп! — хăй савăннине пытармасăр каларĕ Юрилемпи дайвинг-клуба кайнă май.
— Манăн та сан çĕр-шывна кайса курас килет те… — хурлăхлăн пĕлтерчĕ Наташа.
Сасартăк Юрилемпи куçĕсем ялтăртатса кайрĕç:
— Айта вара манпа пĕрле!
— Ах…Пĕлесчĕ санăн, мĕнле ман эс каласа кăтартнă çĕр-шыва кайса курас, чăн чăваш юрри-кĕввине итлес, таса чăваш чĕлхипе калаçас килет… Анчах… Анне мана ниçта та ямасть, — макăрса ярас патне çитнĕ сасăпах каларĕ Наташа.
Юрилемпи хăйĕн юлташне ыталаса илчĕ:
— Ан хурлан, енчен те эпир мĕн шутлани пурнăçлансан, сан аннӳпе хамах калаçса пăхатăп.
Çак сăмахсем хыççăн Наташăн кăмăлĕ лăпкăрах пулчĕ.
Акă вĕсем дайвинг-клуба та çитрĕç. Паян вĕсен пĕрремĕш занятийĕ… Анчах вĕсен хăвăртрах инструктортан водолаз костюмĕсемпе аквалангсем пама ыйтмалла, çакă ĕнтĕ вĕсен тĕп тĕллевĕ…
* * *
… Çапла Юрилемпи тăван мар çĕр-шывра пĕр эрне пурăнать. Хăй килĕнче мар пулин те, Наташăпа пĕрле ăна пĕрре те кичем мар. Тĕрĕссипе каласан, çак çĕр-шыври хĕр Юрилемпишĕн чăн-чăн юлташ пулса тăчĕ, мĕншĕн тесен чăн юлташ кăна çавăн пек пулăшма пултарать. Хĕр шучĕпе, Наташа пурăнакан тĕнче Юрă патшалăхĕнчен самаях улшăнса тăрать. Юрă-кĕвĕ тĕнчинче пурте пĕр-пĕринпе сăпайлă, тарават пулсан, кунта вара халăх ялан таçта васкать, пĕр-пĕрин çине пăхмасть те темелле. Хальхи юрăсене пĕрремĕш хут илтсен вара хĕр пĕрчи малтанах хăй питĕ тĕленнине пытараймарĕ. «Чăн чăваш юрри-кĕввипе нимĕн те танлашаймасть», — шухăшларĕ вăл. Çав çĕр-шыври пулăмсенчен, япалисенчен Юрилемпи тĕлĕнме те, хăрама та тахçанах пăрахнă ĕнтĕ.
Наташăн та Юрилемпие пĕрре те килне ярас килмест. Çавăн пек çывăх туса камăн-ха çухатас килĕ?
Хĕрсем кашни кунах дайвинг-клуба çӳрерĕç. Клубри инструктора тем тĕрлĕ тархасласан та, лешĕ водолаз костюмĕсене пама васкамарĕ. «Хăвăра лайăх енчен кăтартатăр пулсан, тепĕр эрнерен, тен, сире мĕн кирлине парăп та», — терĕ вăл.
Наташăпа Юрилемпи шутсăр тăрăшни сая каймарĕ. Тепĕр эрнерен инструктор хăйĕн сăмахĕне тытрĕ.
Шăп та паян каçала май икĕ хĕр-юлташ паркри кӳлĕ тĕпне анса пăхма шут тытрĕç те. Юрилемпин чĕри тухса тарасла тапрĕ. Енчен вĕсем мĕн шухăшлани пурнăçланмасан, вăл килне, ашшĕ-амăшне, тăванĕсене нихăçан та урăх кураймĕ.
— Ну, айта, хатĕрленер-и, — терĕ Наташа.
— Айта, — кăшт хумханарах хуравларĕ юлташĕ.
Хĕрсем ним чĕнмесĕр водолаз костюмĕсене тăхăнчĕç те хăнăхмалла шыва васкамасăр кĕчĕç. Çакă чăнах вĕсемпе пулса иртет е ку тĕлĕк кăна? Çук-ха. Тĕлĕк мар. Ахальтен шыв сивви туйăнмастчĕ, тĕлĕкре кун пек пулмасть. Хĕрсем пĕр-пĕринчен аякка ишсе каймастпăр тесе шантарчĕç те шыва чăмрĕç…
* * *
Наташăна вĕсем темиçе сехет ишнĕн туйăнчĕ. «Тĕпĕ хăçан пулать-ши?» — шухăшларĕ вăл. Çав вăхăтрах Юрилемпи Наташăн шухăшне илтнĕн мĕн тарăнăшне аннине пĕлме çӳлелле пăхрĕ. Унта вара! Çав тери илемлĕ ӳкерчĕк куç умне тухса тăчĕ — варринче пĕр пысăк çутатакан хăмпă тейĕн, ку уйăх пулмалла, ун йĕри-тавра тата та пĕчĕкрех «çăлтăрсем», кусем вара кӳлĕ хĕрринче вырнаçнă хунарсем… Пĕр кана хĕр çутăсемпе киленчĕ, Наташа аллинчен туртсан тин тарăнрах чăмрĕ. Тарăнрах ишнĕçемĕн йĕри-таври шыв хуралса пынăн туйăнать, йĕпере ванман фонарик пулăшнипе çеç хĕрсем малалла ишрĕç. Анчах мĕн çутатать-ха умра? Хĕрсем çутă патнелле çывхарса пычĕç. Сасартăк шыв авăр пек çаврăнма пуçларĕ. Наташăпа Юрилемпи хăранипе куçĕсене хупрĕç. Тепĕр самантран вĕсене такам аялтан питĕ вăйлă тĕкнĕн туйăнчĕ те, хĕр ачасем шывран вĕçсе тухрĕç. Юрилемпи куçне уçсан савăннипе çăри! çухăрса ячĕ. «Пулчĕ, илтетĕн-и, Наташа? Эп килте!» — кăшкăрса ячĕ хĕпĕртенипе ниçта кайса кĕреймен Юрилемпи.
* * *
Наташа куçне уçсан хăйĕн умĕнче тем кăшкăрашакан Юрилемпине курчĕ. Анчах вăл мĕн кăшкăрнине Наташа нимĕн те илтмерĕ. Хĕр мĕн пулнине ăнланса иличчен самаях вăхăт иртрĕ. Хĕпĕртенипе пĕр сăмах та калаймарĕ.
— Наташа, илтетĕн-и? — ыйтрĕ савăннипе кĕç-вĕç вĕçсе каяс Юрилемпи. — Пирĕн пулчĕ! Эпĕ килте!
— Куратăп-ха… Куратăп… Халь те хамăн куçсене ĕненме пултараймастăп, — хуравларĕ Наташа çĕр çине тухсан.
— Айта эпĕ сана хамăн кил-йышпа паллаштаратăп. Мĕн-мĕн пулса иртнине атте-аннене веçех тĕпĕ-йĕрĕпе каласа паратпăр, — Наташăна аллинчен ярса илсе каларĕ Юрилемпи.
Наташа пĕрре те хирĕç пулмарĕ.
* * *
— Атте, анне! Анне! Атте! — тăван килне чупса кĕчĕ Юрилемпи.
Юрилемпи амăшĕн чĕри чарăнса ларчĕ тейĕн. Ашшĕ тĕлĕннипе аллинчи çăкăр татăкне те ӳкерчĕ. Эрне ытла ĕнтĕ Юрă патшалăхĕнче пурăнакансем вĕсен хĕрне шыранă. Анчах та усси пулман, çамрăк хĕр çĕр айне шăтарса кĕрсе кайнă тейĕн. Эрне ытла хăйĕн юратнă хĕрне тупайманран ашшĕпе амăшĕ çĕрĕ-çĕрĕпе çывăрайман. Халĕ вара акă вăл вĕсен умĕнче чĕрĕ-сывă тăрать. Куçсем хăйсем мĕн курнине ĕненесшĕн мар.
— Атте-анне, мĕн сирĕнпе пулнă? Мĕншĕн нимĕн те чĕнместĕр? — тĕлĕнчĕ Юрилемпи.
— Хĕрĕм, чăнах сана куратпăр-и эпир е ку тĕлĕк анчах? — ыйтрĕ амăшĕ.
— Чанах эпĕ, чăнах! Эпĕ сире пĕр япала каласа парасшăн, тархаслатăп, ан вăрçăр мана. Юрать-и? — шăппăн каларĕ хĕрĕ. — Анчах малтан сире пĕр çынпа паллаштарасшăн. Наташа, кĕр!
Çав вăхăтра пӳлĕме Наташа кĕрсе тăчĕ. Унăн пичĕ вăтаннăран хĕрелни самаях палăрнă. Юрилемпи ашшĕпе амăшĕ тĕлĕннипе çăварне карса хуманни çеç юлнăччĕ. Хĕрĕ вара вĕсене мĕн пулса иртни çинчен пĕтĕмпех каласа пама пикенчĕ…
* * *
Юрилемпи калавĕ нумай вăхăта тăсăлчĕ. Ашшĕпе амăшĕ ним чĕнмесĕр итлерĕç ăна. Каласа пĕтернĕ хыççăн ашшĕ çапла каларĕ:
— Пирĕн Юрă çĕр-шывне хальччен урăх тĕнчерен никам та килсе курманччĕ. Наташа, эсĕ пĕрремĕш. Пĕлетĕн-и мĕншĕн çапла пулса тухнине? Юрĕ, хамах хуравлатăп. Наташа, эсĕ чăн чăваш культурине хаклатăн, ăна юрататăн, çавăнпа. Сан вырăнта тепĕр çын пулнă пулсан, вăл пирĕн асамлă çĕр-шыва нихăçан та килсе кураймĕ. Санăн ĕмĕтӳ пурнăçланчĕ, çапла-и?
— Çапла, — тата та вăйлăрах хĕрелсе кайса каларĕ Наташа.
— Санăн вара, — каларĕ ашшĕ Юрилемпи енне çаврăнса, — Наташăна тав тумалла. Пире итлеменнипе çавăн пек пăтăрмаха лекрĕн те эсĕ, хĕрĕм.
— Атте, Наташăн пирĕн пата хăнана килсе çӳреме юрать-и? — тархасласа ыйтрĕ Юрилемпи.
Ашшĕ ăшшăн кулса çапла каларĕ:
— Чăваш юрă-кĕввине чунтан савакан çыншăн пирĕн патшалăхăн алăкĕсем ялан уçă!
Çапла вара Юрă Амăшĕ юхан шыв икĕ тĕнче хушшинчи алăк пулса тăчĕ.
* * *
Çак пулăм хыççан çулталăк та иртрĕ ĕнтĕ. Мĕн пулса иртнине Наташа та, Юрилемпи те тĕпĕ-йĕрĕпе ас тăваççĕ. Хĕр ачасем паллашнă кунранах питĕ туслашрĕç, пĕр-пĕрин патне хăнана кайса тăчĕç. Çакă мар-и ĕнтĕ вăл чăн туслăх? Аякра пурăнаççĕ пулсан та, хăйсен туслăхĕ вĕсен пурнăçĕнчи чи пахи, чи хакли пулса тăчĕ.
Наташа пурнăçĕнче пулса иртнине аса илсен, тен, пирĕн йĕри-тавра Юрă çĕр-шывĕ пек пытаннă тĕнчене лекмелли алăксем пур. Анчах та вĕсем пурне те курăнмаççĕ çеç. Эпир ялан васкатпăр, ялан ĕçлĕ. Енчен те йĕри-тавра вырнаçнă япаласем çине тимлĕрех чарăнса пăхсан, тен, эпир те хамăр валли асамлăх тĕнчин алăкне уçăпăр. Ĕненес пулать кăна…