Кăштах канар. Эп ывăнтам, тăванăм.
Каллех пăрланнă пирĕн йĕлтĕрсем.
Эпир паян ларса канма та маннă,
Эпир паян — Январь чечекĕсем!
Мускав таврашĕ — Хурăнлах, çăкалăх.
Ват чăрăшсем пĕркеннĕ тĕтрепе.
Ăçтан пĕлен,
Çак кун, тен, юлĕ асăнмалăх,
Тĕл пулусем иртсен
Çурхи ачаш çил пек, шыв хумĕ пек...
Ик мăшăр йĕр —
Пирĕн йĕрсем — çухалĕç.
Çурхи кунсем шăнкăртатсан.
Çак вырăнта ун чух
Сана такам ачашшăн калĕ:
«Кĕтне ачи çинчен мансам,
Мана кăштах саван пулсан...»
Вăл вăхăтра эп
Питĕ тунсăхлăп, тăванăм,
Кĕтне çинче сана аса илсе.
Вара эп юрлăп:
«Вăл мана нихçан та манмĕ,
Нихçан та ютшăнмĕç
Юратнă чĕресем...»