Çулла элес-мелес тусан
Çул çийĕнче тăрать.
Автобуспа çула тухсан,
Пиçсе çунан вара.
Пит пăчă, шăрăх салонра —
Ларатăн тарласа.
Пуçа чиксен çеç кантăкран,
Яратăн сывласа.
Ларса пыратăп Энтрипе.
Вăл — кӳршĕ ял каччи.
Темме аптранă чĕрипе
Çак çын. Ват пек ун чир.
Энтрийĕн куçĕ, хĕсĕнсе,
Пăхать чӳречерен:
Вăрах мар иккĕнччĕ вĕсем,
Халь юлчĕ вăл пĕччен.
Уй-шухăшсем ун пуçĕнче
Памаççĕ лăпланма.
Пĕр ăслă уй: «Хуйхăриччен, —
Калать, — хăвна ан ман!
Темех пулмарĕ-çке санпа:
Каларĕ хĕр уйне.
Текех çӳреймĕн суранпа,
Кулса ил хăш чухне.
Нина сана юратманни —
Тем мар вăл. Теприне,
Часах тупса хитре савни,
Йăпанăн каçхине».
Анчах ку шухăша тепри
Хăваласа ярать:
Хитре савни кирлех марри
Пуçа ыраттарать.
«Нина, Нина, епле, Нина,
Килсе тухать капла?
Кӳрентермен-ши эп сана,
Пĕр-пĕр чух пуçтахла?
Усал тума сана, нихçан
Пуçра уйсем пулман.
Анчах та сиввĕн эс пăхан,
Епле уйсем-ши сан?»
Çапла Энтри шухăшласа,
Хутран хаш-хаш! сывлать.
Чупать автобус, васкаса
Киле, анаталла.
Качча эп лайăх ăнланса,
Пăхатăп шеллесе,
Пит хăпартмасăр хам сасса,
Калатăп: «Лар», — тесе.
«Ан хуйхăр, эсĕ, çав тери!
Çапла вăл, хĕр тени.
Итле мана, лăплан, Энтри!
Начар вăл кулянни.
Нина сана кӳрентерсе,
Каланă хăй камне.
«Телейлĕ пул, Нина!» — тесе,
Юрат урăххине.
Итлеччĕ аслă пиччӳне —
Эп — пурнăç курнăскер.
Хытар ыратнă чĕрӳне,
Ан шухăшла темскер».
Энтри кăна илтсен, мана,
Каларĕ: «Ку — çапла.
Телейлĕ пурăнтăр Нина,
Ман та пурăнмалла».
Тусан автобус кăларса
Чуптарчĕ малалла.
Вăл илчĕ хыттăн кăшкăртса,
Пырса кĕрсен яла.