— Эс, мĕншĕн, йăмра,
Çырма хĕрринче
Ялан, авăнса,
Йĕрен куççульпе?
Çулçу сан çăра,
Ишет шыв çинче.
Анчах хурланса
Тăран кунĕпе.
Ӳсет-çке пĕрле
Хăва санпалан,
Лаштра хурама
Сыхлать тăвăлтан.
Кӳршӳ сан куллен —
Илемлĕ палан.
Чунран хурланса
Эс пурпĕр тăран.
Ан тăк эс куççуль,
Вăрах ан кулян,
Ан хуç кăмăлна:
«Пĕччен эп», — тесе.
Ем-ешĕл çулçу,
Туратă аван,
Ан ус эс ăна,
Шыва лектерсе...
Йăмран пурпĕрех
Юхать куçĕнчен
Куççуль. Вăл хуллен
Калать сăмахне:
Пур çамрăк тирек
Çырма леш енче,
Пăхатăп куллен
Эп çавăн енне.
Тăсса турата
Çырма леш енне,
Йĕретĕп пĕрмай
Ăна савнăран.
Анчах юратать
Вăл вĕренене:
Телейĕмçĕм ман
Çук юратура.