«Канаш» тусĕсене халаллатăп
Автор
Атя, ентеш, пĕрле шутлар,
Çакна аса илер ăсра:
«Канаш» вĕт тăхăр çул ытла
Тухса тăрать Ульяновскра!
Аса илсем, тăван сăмах
Çĕтсеччĕ хамăр тăрăхра.
Нушаччĕ ку. Каланă, «Ах,
Хастар çын çук-ши халăхра?
Капла мĕнле пурăнмалла —
Атте-анне чĕлхи çĕтсен?
Ку мыскара улшăнмалла...»
Çуралчĕç çĕнĕ ĕмĕтсем...
Çав ĕмĕтсен ачи — «Канаш».
Пурнать ак вунă çул ытла.
Апла пулсан, вăл пите яш,
Чуна çунтарĕ шав вутла.
Ун вучĕпе, ентешĕм, çун,
Новелла хур та çыр эссе.
Çыру çӳрет эс, ырă сун.
Ан асăн çулăм сӳнессе.
Пĕрле пулар, инçе утар,
Аллу кăна ан кайтăр лаш!
Хаçат лавне пĕрле туртар,
Эпир пулсан — пулать «Канаш».