Эп каллех — асамлă хулара,
Пĕр-пĕрне кунта эпир юратнă.
Ак, сăнатăп та йĕри-тавра,
Ăнланатăп хам кама çухатнă.
Асăрхатăп: урамсем — çавах,
Унчченхи пек парксемпе скверсем те.
Ăшшăн йăлкăшать хĕвел. Анчах
Çук çумра халь эсĕ, тем тесен те.
Акă сан çурту — куç умĕнче.
Ун балконĕнче кĕпи такамăн
Çакăнса тăрать вĕрен çинче
Вĕлкĕшсе çилпе вăрах.
Вăл камăн?
Санăн упăшкун пуль çав кĕпе?
Унăн пулмасассăн, камăн пултăр?
Пĕр ача чупать, ав, сиккипе
Выляса-кулса.
Вăл — санăн?
Култăр.
Ак — аллея, кунта эп сана
Пирвайхи хут юратса чуп турăм.
Инçетрен те шуррăн курăнать
Ĕмĕте çуратнă йăрăс хурăн.
Эп сывлатăп халĕ сывлăшпа,
Хăшĕнпе-тĕр иксĕмĕр сывланă.
Ак, пыратăп пирĕн урампа.
Тĕрĕсрех, ман мар вăл халĕ — санăн.