1
Таюк инке сĕтел хушшинче кĕнеке çинелле ӳпĕннĕ ывăлне ытти чухнехинчен урăхларах пăхса илчĕ.
— Леша!
— Мĕн, анне?
— Чăрмантаратăп-ха та... Хамшăн мар... Кам хĕр ачи иккенне пĕлеймерĕм. Ытла хăвăрт ӳсеççĕ хальхи ачасем. Çапла мар-и? — Таюк инке хăй еннелле çаврăннă ачине юратса сăнарĕ, кушăрканă аллине ывăлĕн сарăла пуçланă хулпуççийĕ çине хучĕ, тепринпе çурăмĕнчен ăшшăн тĕкрĕ. — Урама тух, пĕр таса чун кĕтет унта.
— Ка-ам? — авăнчăк хура куç харшине тĕлĕнсе хускатрĕ Леша. — Микул паян çĕрлечченех пушанаймасть. Кам, анне?
— Синерте Микул çеç пурăнмасть. — Амăшĕн вăхăтлăха çепĕçленнĕ сасси çирĕпленчĕ. — Сана тухма ыйтрĕ.
— Ют ялсем-и? Ан шӳтле-ха, анне. Ют ялтан ку вăхăтра ман пата никам та килес çук.
— Килме тытăнаççĕ пулĕ çав... Çулсем иртеççĕ, Леша. — Таюк инке каллех сассине кăшт йăвашлатрĕ. — Атя тухах — сак çинче ларса ывăнчĕ те пуль. Нимĕнле Микул та мар вăл, тĕрĕсех тавçăратăн. Ытти мĕнĕ... тухсан курăн. Нумай ан çӳре, ыран миçере тăмаллине пĕлетĕн.
Таюк инке калаçу пĕтнине систерсе аллине сулчĕ, вучахра вут чĕртме тытăнчĕ.
Леша кĕске çӳçне пӳрнисемпе туранçи турĕ те пӳртпе çенĕк алăкĕсене шăлт-шалт уçса хупса картишне тухрĕ, урам еннелле пăрăнсан карта хушăкĕпе хĕр ачан сарă çӳçлĕ пуçне асăрхарĕ. «Кӳршĕ ялти Натали килнĕ-çке, мĕнле ĕçпе? — мĕлтлетрĕ шухăш кăшт тĕлĕннĕ ача пуçĕнче. — Урок пиркиех ун чухлĕ утмĕ-ха — хăех ку енĕпе манран та ирттерет. Мĕн пулнă?»
Красков тавраналла йăлт-ялт пăхса çаврăнчĕ: çывăхри çуртсем умĕнче каçа юлнă сурăхсем симĕс курăка кăчăртаттараççĕ, кӳршĕри Натюш аппа ĕнине сума ларчĕ пулас — витре тĕпĕнче малтан самантлăха тумламсем выляса илчĕç, унтан сĕт чăрăлтатни çеç илтĕнме тытăнчĕ. Турарах, урамăн тепĕр енче, вут пăнчи йăлтлата-йăлтлата илет. Ватăсем, яланхи пекех, чикарккă мăкăрлантарса паянхи ĕç кунĕ епле иртни çинчен юмах яраççĕ ĕнтĕ. Çамрăксем вăйă картине тухма ĕлкĕреймен-ха, купăс сасси мар, балалайка хĕлĕхĕсем пăнтăртатни те илтĕнмест. Апла тăк Наталие куракансем те çукрах пулĕ-ха. Ара, синерсем ăна, тен, пĕлсех те каймаççĕ, Синер ачисен вара кӳршĕ ялта палламан чун çук тесен те йăнăш мар. Çыннисене те ватти-вĕтти таранах, выльăхĕсене те ĕни-качакине çитиех пĕлеççĕ. Натали, пĕлтĕртенпе хăвăрт ӳссе кайнă çинçе пӳллĕ хĕр ача, — курăмлисенчен пĕри. Асăрхакаланă-ха Леша, вĕсен параллельлĕ класĕнче вĕренсе пыраканскерне аслăраххисем те куç хываççĕ, тăхтавсенче ун тавра явăнаççĕ, шкултан таврăннă чухне те ун çумне çыпăçасшăн. Кулли те унăн ытти хĕр ачасенни пек мар, темĕнле çепĕçреххĕн, такама шаннăн тата çав ачашăн кăна янăранă пекрех илтĕнет. Çав çепĕçреххĕн янăракан кулла Лешăн юлашки вăхăтра час-часах илтес килме пуçларĕ. Тĕлĕнмелле, пĕлтĕр арçын ача Наталипе юнашар та утса курманччĕ, учитель параллельлĕ класра математикăна питĕ лайăх вĕренекен хĕр ача пурри çинчен асăнкаланине çеç илтнĕ. Леша ку предметпа «пиллĕксĕр» пуçне нимĕнле паллă та илсе курман, çавăнпа учитель сăмахĕсем унăн хăлхине кĕрсех те вырнаçман. Наталие хăйне паллать-ха вăл, пĕлтĕр лешĕ ытти хĕр ачасенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмастчĕ: вăтам пӳллĕ, çинçерех мăйлă, пăртак вăрăмрах ураллă. Кивĕ кĕске пиншакĕ чĕркуççийĕсене аран çеç пытарать. Кăçал вара!.. Мĕн пулнă çуллахи каникулта Наталие?
Леша вĕрлĕк алăка уçичченех Натали карта çумĕнчи сак çинчен яшт! сиксе тăчĕ, ун еннелле темиçе утăм турĕ. Пăх-ха ăна халĕ: сарă çăра çӳçне çивĕтлесе хулпуççийĕ урлă кăкăрĕ çинелле уртса янă, хура пысăк куçĕсем пиçсе çитнĕ хурлăхан пек. Çулла вăл Леша пуçĕ таранах ӳснĕ иккен, арçын ачаран нумаях та лутра мар. Урисем татах вăрăмланнă, ура хырăмĕсем чăмăрланнă. Ялта çулла пушмакпа çӳрекен çукпа пĕрех. Натали те ав уй урлă каçмалла пулин те çаруранах.
— Ырă каç сана, Натали!
— Сана та салам, Леша... — Хĕр ача чарăнчĕ те ăна куçĕнчен пĕр харсăрланса та вăтанса пăхса илчĕ. Арçын ача ют çынсене хальлĕхе ытла нумаях пĕлмест, çапах та Натали халĕ ăна никамран та урăхла, çакăн пек сăнлă пĕртен-пĕр çын пек курăнчĕ. Тата — пĕлĕт айĕнчен тасалса тухнă хĕвелĕн каçалахи çутинче Леша хĕр ачан куçĕнче типсех çитеймен куççуль тумламĕ курчĕ. Ку Наталин арçын ача пĕрремĕш хут çĕнĕлле курнă чипер сăнне татах та илемлетсе ячĕ. Анчах мĕншĕн çав илем куçа курăнман темĕнле япалапа витĕнсе çын асăрхасран хупланнă пек туйăнать-ха? Леша салам сăмахĕсем хыççăн хăй малтан калаçу пуçарасшăнччĕ, анчах çăварне уçма кăна ĕлкĕрчĕ — Натали ун патнелле васкаса тепĕр утăм турĕ те, сарă çӳçлĕ пуçне унăн хул хушшинче пытарма шутланă пек, пĕтĕм пичĕпе ăна сĕртĕнчĕ. Çавăнпа пĕрлех чăмăрлана пуçланă хулпуççийĕ кăшт кăна палăрмалла чĕтреме тытăнчĕ. Ку питех те кĕтмен çĕртен пулса иртнĕрен арçын ача çухалсах кайрĕ. Мĕн пулнă Наталие? Мĕнле инкеке лекнĕ? Мĕн тесшĕн вăл кӳршĕ ял ачине? Халь çеç сак çинчен именчĕклĕн пăхса çĕкленчĕ-çке... Лешăна хăйне амăшĕ тепер чухне çурăмĕнчен ачашлани, аллисем пĕтĕм кĕлеткине ăшăтса ырă туйăмсемпе тултарса лартни аса килчĕ. Натали пичĕ амăшĕн аллинчен те вĕрирех — Лешăн кăкăрне сĕртĕннĕ çĕрте вут пекех çунтарать, вăл çеç те мар-ха, хĕр ача куççульне тытса чараймарĕ, вăл та вĕри иккен, арçын ачан кĕлеткине пуçĕнчен тытăнса ури тĕпне çитиех хĕрӳлентерсе ячĕ.
Кун пеккине вăл нихçан та курманччĕ-ха. Енчен те амăшĕ çак вăхăтра иккĕшне кантăкран пăхса тăрать пулсан? Мĕн темелле унăн Наталие? Аллисем пушă, ăçтан тытмалла хĕр ачана? Епле лăплантармалла?
— Натали... — хĕр ача çеç илтмелле шăппăн каларĕ Леша. — Илтетĕн-и, Натали?..
Хĕр ача ют ял урамĕнче хăйне виçерен тухса тытнине тинех ăнланчĕ — сарă çивĕтлĕ пуçне Леша кăкăрĕ çинчен илчĕ те çинçе кĕлеткине тӳрлетсе, пуçне пĕксе хăюсăррăн каларĕ:
— Каçар, Леша... Чăтаймарăм, çиллентĕн пулĕ?
— Мĕншĕн?
— Килӳ умĕнчех сана сăпса пек çыпăçрăм та... Çын курсан темĕн те шухăшлĕ, каçар, — хĕр ача куçне алă тупанĕпех йăпăр-япăр сăтăрса типĕтрĕ.
— Ан калаç-ха темĕскерле, Натали! Мĕн пулчĕ? Инкек-им? Мĕншĕн çаплах шарламастăн?
— Паçăр чупса тенĕ пекех килтĕм, халĕ тата... иккĕленсе ӳкрĕм. Тĕрĕсех турăм-ши килсе? Каламаллах-ши?
— Килтĕн пулсан кала! — хытăрах хушрĕ Леша хĕр ача чăнах та темĕн пирки иккĕленнине туйса.
Халĕ Натали каç чаршавĕпе хупланса тĕттĕмленекен урама хăй те пĕрремĕш хут шиклĕнреххĕн сăнаса илчĕ, хытăрах вăтанса кайрĕ.
— Ай, çынсем курсан мĕн тейĕç? Ах, мĕн тăвам-ши? Тен, ахалех чупса килтĕм эпĕ? Тен, çынсене култарса çеç çӳреп? Çук, текех никам та пулăшаймĕ...
— Мĕнле пулăшу кирлĕ сана, Натали? Мĕншĕн чĕнместĕн? — Леша хĕр ачан хурлăхлă хура куçĕпе ăнсăртран тĕл пулчĕ те кӳршĕ ялтан лешĕ каçа хирĕç ахальтен чупса килменнине çамрăк чĕрипе тата лайăхрах туйрĕ, çавăнпа Наталие аллинчен çавăрса тытрĕ.
— Кала, унсăрăн çур çĕрчченех ниçта та ямастăп! Тен, çĕрĕпех те!
Ку хутĕнче Леша хĕр ачана куçĕнченех тĕллесе пăхрĕ, çав хушăрах пĕр уйăх каялла, вĕренӳ çулĕ пуçланнă хыççăн пĕр-ик эрнерен, пулса иртнĕ ĕç куçĕ умĕнчен вĕлтлетсе иртрĕ. Ун чухне те ачасем шкултан яланхи пекех шавлăн шӳтлесе-кулкаласа тухрĕç. Арçын ачасем хĕр ачасене клуба пыма чĕнчĕç. Пĕрисене килĕшрĕ ку сĕнӳ, теприсем пушă вăхăт çукки çинчен систерчĕç. Виççĕмĕшĕсем, клубри ташăсене курайми пулса çитнĕ евĕр, тутисене пăчăртаса килĕсене пĕчченшерĕнех саланчĕç. Леша клуба çӳреме юратмасть, унта кайса ирттерес вăхăтра алгебра е геометри задачисемпе аппаланни усăллăрах тесе шутлать вăл. Шкул библиотекине çĕнĕ кĕнекесем килнĕ, çавсене те вуламасăр хăварма юрамасть. Фермăна çитсе амăшне те пулăшмалла. Лешĕ, кĕçĕрхи пек, выльăхсем патĕнчен иртерех таврăнни уйăхра пĕрре-иккĕ çеç пулкалать. Çулла пĕвĕ ӳссе кайнăран кĕскелсе юлнă пиншаклă Наталие иккĕн-виççĕн хупăрланă, ăна ялне çитичченех ăсатма хатĕрленнĕ. Анчах хĕр ача ытти чухнехи пек уçă сассипе кулкаласа калаçни илтĕнмест.
— Атя каятпăр! — терĕ Микул Красков сумкине çатăрласа тытса. — Е клуб илĕртме тытăнчĕ-и сана?
Микулпа Леша пĕр урамрах пурăнаççĕ, çавăнпа шкула та пĕрлех утаççĕ, унтан та пĕрлех таврăнаççĕ. Микул самаях лутра кĕлеткеллĕ, типшĕм питлĕ арçын ача. Унăн та ашшĕ вăрçăран таврăнайман, çавăнпа урам вĕçĕнче, кивелнĕрен тайăла пуçланă пĕчĕк çуртра, амăшĕпе иккĕшĕ çеç пурăнаççĕ.
— Ташă шухăшĕ мар-ха... — Леша çак Микул унпа пĕрле çӳреме юратнине хăнăхнă ĕнтĕ, вăл тепĕр чухне фермăна та пĕрлех пырать, ĕнесене улăм салатса пама пулăшать.
Малтан вĕсем уйрăмах çӳретчĕç, анчах пĕррехинче Микула тепĕр ял ачисем темĕншĕн чышкă çитерме хăтланнине курчĕ те ăна хӳтĕлесе хыттăнах çапла каларĕ:
— Микула тĕкĕнсен манпа та тытăçма тивет сирĕн. Камăн чышки вăйлăраххине пĕлетĕр эсир, çавна ан манăр. — Çапла лекрĕ Красков хӳттине тăван ялĕн тулашĕнче те Микул.
Красковĕ арçын ачасемпе харкашмасть, анчах пурте астăваççĕ вăл хăйне пĕр сăлтавсăр тапăннă ик-виçĕ çул аслăрах, пысăк пуçлă, çӳçне кастармасăр сапаланчăккăн çӳрекен пĕр лӳппере хăйĕн айне туса муталанине. Кĕçĕнрех ачасене, уйрăмах вăрçа пула ашшĕсемсĕр юлнă, çавăн пирки ыттисенчен япăхрах тумланнă ачасене, хӳтĕлет Красков. Типшĕм Микул та çавсен шутне кĕрет. Микул «тăваттăсем» сайра хутра çеç илкелет пулин те кăмăллать ăна Леша, уйрăмах çирĕп тĕллевĕшĕн килĕштерет. «Тракториста вĕренетĕп, — тет Микул çитĕнсен кам пуласси çинчен калаçма тытăнсан. — Тинех вара аннепе иксĕмĕр çăкăр çителĕклĕ çиме пуçлăпăр, Эпĕ хирте тракторпа çĕмĕрттерĕп, анне мана хам ĕçлесе илнĕ тырăран пĕçернĕ ăшă çăкăрпа пырса хăналĕ».
Микул хыççăн Синер ялĕ еннелле утма пуçланăччĕ çеç Леша, сасартăк Натали сасси хăлхине пырса кĕчĕ:
— Красков, тăхта-ха! — Хĕр ача аллинчи тетраде силлесе кăтартрĕ. — Геометрипе ниепле те мирлешейместĕп — пур кунта пĕр теорема!
— Пушă вăхăт çукрах-ха паян, Натали. Математика класне таврăнаймастăп.
— Мĕншĕн таврăнмалла унта? Киле пĕрле кайăпăр. Çул çинче ăнлантараймастăн-им? Эпĕ питĕ тимлесе итлĕп. — Сасартăк Натали хăйне кĕтекен арçын ачасенчен уйрăлса ун патнех пырса тăчĕ, кăкăрĕ çинелле усăннă сарă çивĕтне пушă аллипе йăваласа унăн питĕнчен хура куçĕпе çунтарса илчĕ, шăппăнраххăн, халь çеç харсăррăн кăшкăрса калаçнинчен хăюсăртараххăн, пăртак именсе каларĕ: — Килĕш, Красков...
— Темĕн... Куран пуль, сана ахаль те виççĕн харăс кĕтеççĕ те...
Натали вĕсем еннелле аллипе сулчĕ, сасси çирĕпленчĕ:
— Ыйтрăм вĕсенчен — пĕри те пĕлмест. Эпир ачасенчен каярах юлăпăр, майĕпентерех калаçса утăпăр... Никам та ан кансĕрлетĕр.
Леша сисет: Микул аллине унăн сумкинчен пушатрĕ. Пĕчченех киле таврăнма тивет тесе шутлать-ши? Натали те куçне унăн питĕнчен тартмасть. Аяккарах тăракан виçĕ ача вăл мĕн каласса кĕтеççĕ. Паллать-ха вĕсене Красков, паллать çеç мар, лайăхах пĕлет: пĕри колхоз бухгалтерĕн ывăлĕ, теприн ашшĕ — бригадир, виççĕмĕшĕн — МТС инженерĕнче ĕçлет. Кирлех-ши унăн хĕр ача çумĕнче çав ачасен вырăнне йышăнма? Çитменнине, ăна лешĕ хăй чĕнет-ха, ку вара ĕçе хытах кăткăслатать. Пĕрремĕшĕ, хĕр ача ыйтăвне пурнăçламасан ачасене пулăшма хăнăхнăскере пурин умĕнче те намăс. Иккĕмĕшĕ, çавăн пек чиперккепе юнашар утса уй урлă каçма килĕшмесен, тĕрĕссипе, арçын ача та мар вăл, хĕр ачаран та йăвашрах пулса тухать. Краскова уйрăмах виççĕмĕш сăлтавĕ татăклă йышăну тутарчĕ. Наталипе иккĕшне юнашар тăратса пур енчен те танлаштарсан иккĕшĕн хушшинче уйрăмлăх та нумаях тупаймăн: иккĕшĕ те ашшĕсемсĕр ӳсеççĕ, иккĕшĕ те математикăна лайăх пĕлеççĕ, иккĕшĕ те пĕрешкелтерех çи-пуçпа — кивĕрех пиншакпа, якалнă пушмакпа — çӳреççĕ. Уйрăмлăх та пур, паллах. Ара, Красков хура çӳçлĕ пулни лайăхрах та-и, тен? Сарă çӳçлĕ арçын ачасем хĕр ачасене питĕ час парăннă пек туйăнать ăна, пĕр-пĕр яваплă ĕçе те хура çӳçлин пурнăçламалла пек туйăнать.
Шкул умĕ хăвăрт пушанчĕ — ачасем килĕсене васкаççĕ.
— Эпĕ те каятăп, — терĕ Микул.
— Кай, — терĕ Красков, Микул ăна сасартăк хĕсĕкрех куçĕпе вăрттăн мăчлаттарса илнине кăштах тĕлĕнсе тата ăшĕнче кулкаласа пăхрĕ — харсăрланать юлташĕ.
Наталисен ялне çитме ултă çухрăмран та ытларах. Кĕрхи çил ачасен пиншакĕ витĕрех кĕрсе вĕсен кĕлеткисене ытамласа тухать. Анчах Лешăпа хĕр ача çакна туймаççĕ те пулас: пĕр-пĕрин çине пăхмасăр нимĕн чĕнмесĕр утаççĕ, çапах та арçын ăчана апла туйăнмасть. Наталине иккĕшĕ математика (геометрипе шутламалла-ха задачине) çинчен калаçса пынă евĕрех туять вăл. Сасартăк вĕсене шкултан инçех мар вырнаçнă лавккана кĕрсе юлнă виçĕ ача хăваласа çитсе иртсе кайрĕç.
— Пĕр задача мар, çур кĕнекех шутларăр пуль? — уççăнах йĕкĕлтесе ыйтрĕ МТС инженерĕн ачи. — Пуçăрсем сирĕн станок-автомат пекех ĕçлеççĕ-ха та...
— Станок-автомат та тепĕр чухне чăхăмлать, — терĕ Натали яланхи пекех лăпкă сасăпа, арçын ача юри йĕкĕлтесе ыйтнине сисмен пек.
— Апла пулсан сĕтел вырăнне сукмак çинех ларса шутласшăн пулĕ-ха, — кулса илмесĕр чăтаймарĕ бригадир ывăлĕ Микуç. — Çил кăна пуçăрти шухăшăрсене вĕçтерсе ан кайтăр.
— Каймасть! — кĕскен те сиввĕн хуравларĕ ку хутĕнче Натали.
Красковăн та çак кăсăклă калаçăва хутшăнса хыттăн кăна виç-тăватă сăмах каласа хурас килет, анчах вĕсем чăкăрашрах ачасем пулнăран хăйсен мăнкăмăллăхне тӳрех пусăрăнтарас çуккине ăнланса чĕнмесĕр утать. Хăйшĕн шикленмест-ха вăл, Натали çинчен ахальтен сăмах вĕçтерттерес килмест. Ачисем çавнашкаллисем — чĕлхисем вĕçĕнчен мĕн вĕçерĕнсе каясса шутласах тăмĕç, çавăнпа паян шăпăрт пынине нимĕн те çитмест пулĕ. Татах сасартăк аса килчĕ Лешăна: улттăмĕш класра вĕреннĕ чухнех ют ял ачисемпе çыхланасран асăрханатчĕ Натали. Çавăншăнах сӳнчĕ пулас ун чухне вĕсен хушшинче амалана пуçланă туслăх.
Натали, ахаль те майĕпен утаканскер, тата вăрахăнтарах пыма пуçларĕ. Виçĕ ача ял хапхи патнелле çывхарнине курсан çултан çирĕм-вăтăр утăмра вырнаçнă сарă ыраш улăмĕн вăрăм çӳллĕ купи еннелле сумкипе сулчĕ.
— Хӳтĕ вырăн. Ларса çырма та меллĕ — ку енче çил те чăрмантараймасть.
— Килĕшетĕп, — терĕ Красков.
Темиçе минутран вĕсем ыраш хăмăлне чăштăртаттарса хайхи купа патне çитсе те тăчĕç. Натали сумкине тӳрех улăм çине пăрахрĕ, ун хыççăн хăй те ун ăшне чавалансах кĕрсе ларчĕ, унтан пĕчĕк аллипе кăкăрне тытрĕ те сывлăша вăрăммăн сывласа çăвар туллин çăтма тытăнчĕ.
— Ах, юрататăп-çке уйри улăмăн шăршине! Леша, лар çакăнта, ăшăн, — сĕнчĕ вăл юнашарти улăма аллисемпе тирпейлесе.
— Эпĕ шăнман, — сасартăк шăппăн именсе тавăрчĕ Красков, унтан çак хĕр ача хыççăн улăм купи патне килнĕшĕн хăй тĕллĕн кăмăлсăрланнă пекрех пулса хыттăн каласа хучĕ: — Кăлар кĕнекӳне хăвăртрах, киле васкамалла манăн.
— Малтан лар-ха, санăн çеç мар, манăн та часрах çитмелле киле. Анне шкултан тӳрех сурăх фермине пыма хушрĕ...
Хĕр ача темерĕн — унăн та пушă вăхăт сахал. Красков хăйне ун умĕнче кăшт тӳрккессĕн тытнăшăн аванмарланчĕ. Натали аллипе кăтартнă тĕле унпа юнашарах лаплатрĕ. Чĕркуççийĕ хĕр ачан ура хырăмне сĕртĕнчĕ, хăй те пĕтĕм кĕлеткипе Наталие çапăнчĕ.
— Ой, каçар, Натали, ыраттармарăм-и? — хĕр ача çумĕнчен пăртак аяккалла шуçса ларасшăн пулчĕ вăл, анчах ĕлкĕреймерĕ — лешĕ ун çумне хăй хытăрах сулăнчĕ. Кивĕрех пиншакĕ витĕр самантрах Краскова унăн кĕлеткинчен ăшă çапса хĕрӳлентерсе ячĕ.
— Иккĕн пĕр-пĕрин çумне çыпăçнă пек ларсан сулхăн та мар иккен, — терĕ те Натали Красков çумне тата хытăрах тĕршĕнчĕ. Арçын ачана самантлăха шалкăм çапнă пекех пулчĕ — ниçталла хускалма хăяймарĕ. Хĕр ачан кĕлетки çеç мар, урин хырăмĕ те вĕри иккен, унтан çапакан ăшă арçын ачан шăлаварĕ витĕрех сив çил çинче шăна пуçланă чĕркуççине темĕн самантрах ăшăтса ячĕ. Ним калама аптранă Красков хăйсем улăм купи патне мĕншĕн килнине çапах та манмарĕ.
— Ну, ăçта кĕнекӳ? Мĕн ăнланмарăн? — ыйтрĕ вăл. — Тахçан эсĕ Паскаль виçкĕтеслĕхне те лайăх пĕлеттĕн-çке.
Наталин хура куçĕнче кĕтмен çĕртен çутă хĕлхем ялтлатрĕ, унтан вăл пăртак йăвашланса шăппăн кулса ячĕ.
— Сумкăран кĕнеке кăларма шутламастăп та.
— Анланмастăп...
— Шутланă эпĕ вăл задачăна! — сасартăк савăккăн кулса ячĕ Натали. — Хальлĕхе учителе пĕлтермерĕм çеç...
— Апла тăк пушшех ăнланмалла мар, — Красков хĕр ачан хĕрлĕ чипер пит çăмартине айккинчен пăхса илчĕ, унăн çамрăк кĕлеткинчен пиншакĕ витĕр çапакан ăшша тата хытăрах туйрĕ. — Ун пек пулсан мĕн шутламалла ман? Киле васкас чухне...
Натали мĕнле кулса ячĕ, çавăн пек хăвăрт кулма чарăнчĕ.
— Эпĕ те, асăнтăм-çке, сурăх фермине хыпаланатăп. Санран эпĕ, Леша, çав ачасенчен хăтăлас шутпа юри пулăшу ыйтрăм... Йăлăхтарчĕç, мухтанине те, мухтаннине те илтес килми пулса çитрĕ. Тав сана — итлерĕн мана. Анчах эпĕ кунпах çырлахасшăн мар-ха... Тăнлатăн-и, Красков?
— Хăлхана чăнках тăратнă-ха...
— Киле эпĕ кашни кунах санпа пĕрле таврăнасшăн. Кулмастăн-и манран? Ну, киле çитичченех мар ĕнтĕ... Санăн пирĕн яла кĕме тивмест, ну, ял хапхи патне çитиччен эппин. Унтан сирĕн ял еннелле сукмак выртать. Ну, ачасем тӳрĕрех çулпа çӳреççĕ-ха та... Кăшт кукăртарах пулать сана, ку паллă.
— Бригадир тата инженер ачисене урăх çулпа çӳреттересшĕн мар-и эс?
— Тĕрĕс тавçăртăн. Вĕсемшĕн гипотенуза та меллĕ — çула мĕн чухлĕ кĕскетет.
— Виçкĕтеслĕх катетĕнчен сивĕтесшĕн апла? — ку хутĕнче Красков та кăшт кулса илчĕ. Хĕр ача тĕрĕсех калать: унпа пĕрле ял варринчи тăкăрлăк патне çитсе унтан хăйсен ялĕ еннелле тухакан çулпа мар, шкултан тӳрех хăйсен ялне çул тытсан лайăхрах-ха та вĕсене, анчах Натали вырăнне урăххине е урăххисене тупма тивет вара. Аслăрах класра вĕренекенскерсем пĕрмай хĕр ачасене çыпăçаççĕ, хăш-пĕрисене ирĕклĕн утма та памаççĕ. Наталипе аплах хăтланмаççĕ-ха та, çапах ăна та йăлăхтарма ĕлкĕрнĕ ав.
— Çӳреччĕрех апла çак формулăпа, — Красков гипотенуза формулине каларĕ. — Ăнах манман пулĕ-ха...
— Анчах çавна та пуçĕсенче тытасшăн мар вĕсем. Ну, килĕшетĕн-и ман сĕнӳпе? Эсĕ пĕччен утмастăн пирĕнпеле, хăвăр ялсемех, ялăн леш пуçĕнче пурăнакансем, пирĕн ял хапхи патĕнчен паçăр асăннă сукмакпа каяççĕ килĕсене. Ну, ахаль халăх та çав çулпах çӳрет, çавăнпа хĕлле те çухалмасть вăл.
— Пĕлетĕп...
— Килĕшрĕмĕр-и? — Красков куçĕнчен хура шăрçа пек куçĕпе чăр-р пăхрĕ Натали.
— Эпĕ пĕччен мар, Микул та манран юлмасть, — терĕ Красков.
— Çӳретĕр ара, чăрмантарать-им вăл пире? Хамăр пек ачах... Тĕрĕссипе, питĕ именчĕк хĕр ача эпĕ. Чĕкеç чĕриллĕскер. Кăштах астăватăн пуль улттăмĕш класрине...
— Пĕтĕмпех маннă эпĕ! — татса хучĕ Леша. Унтан тин йăвашраххăн хушса каларĕ: — Чĕкеçĕн, Натали, питĕ ырă чĕре теççĕ. Тата... çав тери ĕçчен кайăк вăл. Пӳрт кĕтессине, чи çӳле-ха тата, мĕн тери хитре йăва çавăраççĕ вĕсем. Пĕрре эпĕ юриех шăппăн сăнаса тăтăм мĕнрен çавнашкал чаплă кермен тăваççĕ-ха кусем тесе... Эй, мĕн кăна туртмаççĕ чĕкеçсем йăва çавăрма! Асăрхаман-и? — ăна Натали илемлĕ тути хĕррисене уçса питĕ тимлĕн итленине сасартăк асăрхарĕ Красков.
— Аплах чарăнса пăхман...
— Улăм пĕрчисене, типнĕ курăк çулçисене, кайăк-кĕшĕк тĕкĕсемпе мамăкне... Пĕчĕкрех хăрăк туратсене те ним мар çĕклесе пыраççĕ. Тепĕр хутĕнче сăнасарах пăх-ха, мĕнешкел чаплă архитекторсем вĕсем: хăйсен йăвине мĕнлерех çыпăçтарса лартаççĕ хăма çумне! Мĕнле тăмпа? Ăçтан тупаççĕ ăна? Мĕнле рецептпа хатĕрлеççĕ? Çăмартисене чĕкеç ами çавăнта тăвать, чĕпписене кăларать. Анчах йăва нимĕнле çил-тăвăлтан та шикленмест: катăлмасть, ишĕлмест, ӳкмест. Эсĕ чĕкеç чĕриллĕ пулнăшăн нихçан та ан кулян!
— Апла тăк чаплă архитектор та пулать-и манран? — йăл кулчĕ Натали.
— Математикăна пĕлетĕн, чертежсемпе аппаланма юрататăн, мĕншĕн архитектор пулаймастăн? Пулатăн! Кăмăлу ун еннелле туртăнсан...
— Кăмăлăм пирки пĕлместĕп-ха... Такама вĕренмелле, ăçталла çул тытмалла... Шкулне ăнăçлă пĕтересчĕ çеç...
— Пĕтеретпĕр, Натали! Ял хапхине хупса хурсан та пĕтеретпĕрех!
— Сана çăмăлтарах-ха, эс — арçын ача... — Наталин савăк пичĕ тĕксĕмленчĕ, хура шăрçа евĕр куçĕсем йăлтăртатма чарăнчĕç. Уçă сасси те пусăрăнчĕ. — Пурнăçĕ хĕсĕкрех-ха пирĕн, Леша... Ăна та пăхмаççĕ, тата хытăрах хĕсеççĕ.
Хĕр ача ку сăмахсене ытла та пусăрăнчăк сасăпа каларĕ те, Леша чĕри çине темĕнле йывăр япала лекнĕнех туйăнчĕ. Пурнăç епле хĕстернине хăй те лайăх пĕлет вăл: пĕчĕклех ĕне-сурăх кĕтĕвне кĕтнĕ, çуркунне уйра юр ирĕлсен пĕлтĕрхи çĕр улми пуссинче крахмал та пуçтарса курнă, шăтнă-шăтман вĕлтĕрен çулçисене те татнă, кăчкă кукăлĕ те сахал мар чăмланă... Натали те çавсене тӳссе курнах ĕнтĕ. Амăшĕпе иккĕшĕ çеç пурăнаççĕ — камран пулăшу ыйтчăр.
— Налук пуçтаракан сирĕн ялта та питĕ хаяр çын пулĕ-ха?
— Ах, Леша, асăнас та килмест вăл çын ятне... Этем мар, икĕ ураллă кашкăр теççĕ ун çинчен ялта... Юрать-ха, пурте ун пек мар, ырă çынсем те пур. Кӳршĕсем, тĕслĕхрен. Ехрем пичче пирĕншĕн нимĕнле тăван та мар, хăй вара тăванран та тăванрах тет анне. Атте хурăнташĕсем ялта çукпа пĕрех, анне вара кунта инçетрен, Йĕпреç енченех, качча килнĕ. Питĕ аякра ун тăванĕсем, кайса та кураймастпăр...
— Пĕлмен... — Хăйĕн çумне тĕршĕннĕ Наталие канлĕрех пултăр тесе Красков улăм ăшĕнче урисемпе йăшăлтатса йлчĕ.
— Ехрем пичче арăмĕ, Матрӳне инке, тата вашаватлăрах. Тепĕр чухне вăл пĕр курка тăвар пани те пирĕншĕн ылтăн панипе пĕрех. Кашкăр Карачăмĕ вара...
— Питĕ тарăхтарнă пулас сире налук агенчĕ?
— Питĕ, Леша! Пуçларăм та, те веçех каламалла?.. — самантлăха шăпланчĕ Натали, арçын ача асăрхамасăр тенĕ пек унăн пĕчĕк алли çине хăйĕн аллине хунине вăрттăн пăхса илчĕ, икĕ алă пĕр-пĕринпе пĕрлешсе чăмăрккана куçсан та нимĕн те шарламарĕ.
— Каламалла, — терĕ Леша, вара тин хĕр ачан çинçе пӳрнисене хăйĕннипе хĕреслесе тытса пăчăртанине курчĕ, ыраттармарăм-ши тесе каçару ыйтма та хатĕрччĕ вăл, анчах малтан Наталие çаврака питĕнчен пуçне пăрса пăхрĕ, вăл инçетри тӳпенелле тинкерсе тарăн шухăша путнине курчĕ. Ку вăраха пымарĕ, хĕр ача хăй те черчен пӳрнисемпе Красковăн хытă пӳрнисене яваларĕ, куçĕсене инçетри тӳпе çинчен унăн еннелле куçарчĕ те шăппăнраххăн çапла каларĕ:
— Пирĕн килте арçын çук та, эсĕ паян маншăн сасартăк пичче пекех туйăнтăн...
— Пирĕн вара хĕр ача çук, çавăнпа эсĕ ман йăмăкăм пулсассăн-и? Эх, Натали...
— Мĕн тăвăттăн?
— Кирек мĕнле ĕçре те пулăшăттăм... Такамран та хӳтĕлĕттĕм...
— Сана шанма пулать, Леша. Сăмаха эсĕ çирĕп тытатăн. Çапах та пĕлес килет, мĕн тума пулăшăттăн? — хĕр ачан хура куçĕнче çутă хĕлхем ялкăшса илчĕ, çӳхе тути хĕррисенче те йăваш кулă палăрчĕ. — Ну, тĕслĕхрен çеç. Шутла-ха мана хăвăн йăмăку тесе. Ахальтен, шӳтлесе те пулин...
Красков куçĕ Наталин кивĕ пиншакĕ айĕнчен тухса улăм çинелле сапаланнă кĕпи аркинчи хитре чĕнтĕр тĕлне пулчĕ. Асăрхама ĕлкĕрнĕ-ха вăл: çак хĕр ача шкула, хăш-пĕрисем пек, кĕпе-тумтир çине-çинех улăштара-улăштара çӳремест, анчах унăн çи-пуçĕ яланах тап-таса. Авă еплерех хитре, темĕн тĕрлĕ эрешлесе пĕтернĕ чĕнтĕр капăрлатать унăн кĕпине. Саппунĕ хутланнă та, лайăхах курăнмасть, вăл та шап-шурă чĕнтĕрлĕ. Красков амăшĕнчен чĕнтĕр çыхма мĕнле вĕреннине аса илчĕ те кулкаласа хуравларĕ:
— Тĕслĕхрен, чĕнтĕр çыхма пулăшăттăм.
— Эсĕ çыхатăн-и? — тĕлĕннине пытармасăр куçне чарса пăрахрĕ хĕр ача.
— Çыхатăп,
— Усă та курнă-и вĕсемпе?
— Вăхăта мĕншĕн ахаль ирттерес? Эсĕ пирĕн тĕлтен иртсе çӳренĕ-и?
— Пĕрре... иртнĕччĕ...
— Кантăкра чĕнтĕрлĕ карă асăрхамарăн-и?
— Юлташ хĕр ача сирĕн пӳрт тенĕрен иментĕм çав... Йăпăрт çеç пăхса илтĕм, çапах та чипер чĕнтĕре курма ĕлкĕртĕм...
— Эпĕ çыхнă ăна.
— Эсĕ суяс çук — ĕненетĕп.
— Вутă килте эсĕ те çурса курнă пуль?
— Курнă, анчах анне чарать, урана кастарасран хăрать. Ну, эп çав-çавах çуратăп.
— Мĕн тăвас тетĕн, ятлас вырăнне мухтани те пулкалать. Анне савăннине курсан эпĕ те савăнатăп.
— Апла пулсан иксĕмĕр те пĕр танах: эс арçын ĕçне тăватăн, эпĕ — хĕрарăм ĕçне.
— Çапла пулса тухать. Аттесем вăрçăра вилмен пулсан-и...
— Эсĕ налук агенчĕ çинчен мантăн, Натали. Калатăп терĕн вĕт, — тинех асăрхаттарчĕ Красков.
— Манма-ан, урăх сăмах айне пулчĕ-ха... Вăл Кашкăр Карачăмне ĕмĕр тăршшĕпе те манаяс çук пулĕ, пырса кĕрет те кĕтмен çĕртен — çиет, ĕçет вара, аннепе çав-çавах ятлаçса тухса каять. Мĕн чухлĕ макăртман пуль аннене вăл. Халь мар-ха, эпĕ пĕчĕкрехчĕ ун чухне — пахчари виçĕ улмуççие пуртăпа касса йăвантарчĕ. Çав çул виççĕшĕ те пĕрремĕш хут пан улми туса кăтартнăччĕ. Улмуççийĕсене атте Йĕпреç енчен, аннесен ялĕнчен, кăкласа килсе лартнă. Ку енче садсем çук, çавăнпа та вăл хамăр ялта сад ӳстерсе кăтартасшăн пулнă. Виçĕ улмуççийĕ те чиперех чĕрĕлнĕ, анчах атте вăрçăран таврăнайман...
— Карачăма мĕншĕн чăрмантарнă вара аçун улмуççийĕсем? — ыйтмасăр чăтаймарĕ Красков, хĕр ачан хурлăхлă сасси унăн чунне те çитсе çапрĕ.
— Астăван пуль, пĕр вăхăтра пахчари тĕрлĕ улма-çырла йывăççисемшĕн те налук пуçтаратчĕç. Малтан эпир лăпкăнах пурăнаттăмăр-ха, ĕне сĕтне хамăр çимесĕрех çуне патшалăха леçеттĕмĕр. Уйранĕпе чăкăчĕ те çырлахтаратчĕ аннепе иксĕмĕре. Улмуççисем чечек кăларнă çул питĕ хĕпĕртерĕмĕр — пан улми çисе куратпăр-çке! Анчах ку кăлăхах пулнă иккен. Чечек çеçкисем тăкăнса пĕтме те ĕлкĕреймерĕç — хайхи Кашкăр пырса та кĕчĕ. Улмуççисем çурăлнă, апла вĕсемшĕн те налук тӳлемелле имĕш. Ăçта пирĕн укçа? Колхозĕ пĕр пус памасть. Пасарта çу сутнисĕр пуçне ниçтан ним тупăнмасть. Анне çавăн çинчен темĕн тĕрлĕ те ăнлантарать — налук агенчĕ хăлхине те чикмест, ял советне чĕнтерессипе, суда парассипе хăратать. Ятлаçсан, ятлаçсан ман еннелле куç шуррине çавăрттарса пăхрĕ те: «Мĕн хăлхуна тăратса ларатăн? Ача вырăнĕ урамра! — тесе кăшкăрса тăкрĕ, аллине алăк еннелле кăнтарчĕ: — Юлташусем патне тух!» Эпĕ тенкел çинчен урайне шуса антăм.
«Ан тух!» — терĕ анне мана ытти чухнехинчен урăхларах, йăлăнса ыйтнă пекрех пăхса.
«Тӳлетĕр-и? — налук агенчĕ урса кайнă пек яштах сиксе тăчĕ. — Юлашки хут ыйтатăп: тӳлетĕр-и е тӳлеместĕр?!»
«Пĕр пус та çук, Карачăм Уртемччă. Тур пул, кĕркуннеччен кĕт», — анне епле тархасласа ыйтнине итленĕ май ăна хĕрхеннĕрен куçсем куççульпе тулса ларчĕç, унăн сăнне те аран куратăп.
«Апла пулсан пăру сутатпăр. Пур вĕт сирĕн пăру?»
«Пур, анчах ытла пĕчĕккĕ-ха... Кĕркунне аша пама усрасшăн-ха ăна. Устĕр ик-виç уйăх».
«Çĕршыва укçа кирлĕ! Кĕркуннеччен кĕтейместĕп».
«Туянакан та тупăнмасть...»
«Тупăнать! Çур хакпа паратпăр та — наччасах туянаççĕ!»
«Пăрăвĕ килте мар-ха... Ку енче выльăх-чĕрлĕх усрама çăмăл мар — улăхсем çук. Çавăнпа ăна лайăх ӳстĕр тесе Йĕпреç енне анне патне леçрăмĕр. Унта вăрман, çаранлă уçланкăсем темĕн чухлех».
«А-а, пăрăвĕ те çук-и? Юри Йĕпреçе кайса пытартăр-и? Патшалăх умĕнчи тивĕçе çапла пурнăçлатăр-и? Юрамасть капла! Кун чухлĕ кĕтрĕм, урăх каçарма пултараймастăп! Кĕркуннеччен эсир улмисене те çисе яратăр, вара улма йывăçĕсемшĕн те сирĕнтен пĕр пус та кĕтсе илейместĕн!»
«Çеçке çурни пан улми мар-ха, — аннен сасси вăйсăрлансах çитнĕччĕ, анчах пан улми çинчен калаçа пуçласанах унăн сасси çирĕпленчĕ, хăй те хăюланчĕ, — те тытăнаççĕ-ха улмисем? Тытăнсан та — çĕмĕрт сивви тивме пултарать, тăм ӳкни те... Упăшкам Витали лартса хăварнăскерсене ӳстермеллех пирĕн, çимĕçне те тутанса пăхмаллах. Хăй вăрçăран таврăнаймарĕ, çав улмуççисем хăть пире пăртак та пулин хӳтĕлеччĕр! Турă вырăнне хурсах ыйтатăп, кĕркуннеччен кĕтĕрех ĕнтĕ...»
«Ман сĕнӳпе килĕшнĕ пулсан виçĕ йывăçĕ пирки пачах манма пулатчĕ-ха, — сасартăк кăшт йăвашланчĕ агент сасси. — Ытти налукĕсене те чакарма май тупăттăм. Килĕш, Клатюк».
Анне сасси, такам ăна вăрттăн вăй парса тăнă пек, татах çирĕпленчĕ:
«Вĕлерсен те килĕшместĕп! Виталие эпĕ ĕмĕрĕмре те манас çук. Илтетĕн-и, ĕмĕрĕмре те! Аллине те, сăнне те пĕтĕм ял ăмсанатчĕ. Маншăн та вăл куçăм хупăничченех пĕртен-пĕр упăшкам пулса юлĕ».
«Ну, пурăн эппин вăрçăран таврăнман пĕртен-пĕр упăшкупа, анчах патшалăх умĕнчи парăма ан ман! Тӳлеместĕн апла тăк улмуççисемшĕн?»
«Мĕнпе? Сутма та нимĕн юлмарĕ-çке... Пĕлтĕр Виталин çĕвĕ машинине суттартăн, унччен вăлах ăсталаса хăварнă хултăрчăна».
«Кĕлет мĕншĕн сутас мар? Çиччас турттарса каяççĕ, вара пухăннă парăму пĕтĕмпех татăлать!» — те чăнласах, те тăрăхласа каларĕ Кашкăр Карачăмĕ, куçĕсем тискер кайăкăнни евĕрех чарăлнă. Анчах аннене ку сăмахсем пушар çулăмĕ пĕçертнĕ пекех туйăнчĕç пулас.
«Аха, пире эсĕ çара кутăн хăварасшăн-и? Асту, Карачăм Уртемччă, асаплантарни хăвнах пырса çапĕ-ха. Ман упăшкам нимĕçсемпе паттăррăн çапăçса вилнĕ, ав медалĕ те куç умĕнчех малти стена çинче çакăнса тăрать. Çынсем ахальтен каламаççĕ пуль эсĕ вăрçă хирне те çитсе курман тесе! Курнă пулсан...»
Налук агенчĕн тискер сăнĕ куна илтсен кăвакарса кайрĕ, аннене пӳлсе пӳрт ăш-чиккине йăлт-ялт пăхса çаврăнчĕ, хăйне кирлине тупайман пирки урмăшнă сасăпа хаяррăн ыйтрĕ:
«Пуртă ăçта выртать сирĕн?»
«Çенĕкре...»
«Кăтартатăп сана эпĕ вăрçăра ăçта пулнине! Налук мар, чĕлхӳне тăпăлтарса кăлармалла малтан санăнне! Улмуççи мар, шăлан лартса ӳстермелле пахчунта!» — Вăл пӳлĕм урлă тăлт-талт утса каçрĕ те алăка уçса ячĕ. Тепĕр самантран çенĕкре шăнт-шант! тутарса картишне вирхĕнсе тухнине туйрăмăр. Анне, чунĕ пăвăнса çитнĕрен, питне тутăр вĕçĕпе хупласа шăппăн, питĕ хурлăхлăн йĕрсе ячĕ. Эпĕ те ăна епле йывăр иккенне ăнланса ун çумне çыпçăнарах лартăм... Эх, Леша... Ытлашши сӳпĕлтетсе сана йăлăхтарсах çитертĕм пулĕ. Каçар.
— Иăлăхтарман, вăл Карачăма эпир те лайăх пĕлетпĕр, пирĕн ялта та налук вăлах пуçтарать вĕт, — терĕ Красков, хĕр ача йĕрсе ярасран пулăшу ыйтнăн пӳрнисене хытăрах пăчăртанине сисрĕ. — Лăплан, На-тали. Пирĕн, вăрçă ачисен, темĕнле йывăрлăха та чăтма тивет. Серте яшки кăна çиетпĕр пулсан та, çав-çавах ӳсетпĕр-çке. Вĕренсе те малаллах каясчĕ-ха, Карачăм пек нушалантаракансен те пирĕн куçран пăхма вăхăт çитĕ акă.
Красковсене те çав Кашкăр Карачăмех налук вăхăтра парайманшăн çĕвĕ машини суттарасшăнччĕ. Ун чухне Леша хăюлăхне мĕнле çитернĕ-ши, амăшĕ çав хыпара илтсен сасартăк самантлăха чĕлхесĕр пулса ларнине курчĕ те тĕпелти машинка патнелле утма пуçланă Карачăма пӳлчĕ, вуннăри кĕлеткине тӳрĕ тытса çапла каласа хучĕ:
«Çĕвĕ машини сутсан пирĕн нимĕн те юлмасть, — вăл тĕпелти тенкел патне чупса пычĕ те тĕрĕллĕ вит кĕçпе хупланă çĕвĕ машини çинелле ӳпĕнчĕ, икĕ аллипе те ăна ыталаса тытса ун çумне çилĕм пекех çыпăçрĕ. — Памастăп! Кирлех пулсан машинипе пĕрле мана та йăтса тухса кайăр. Мана та унпа пĕрлех сутăр».
Ку сăмахсене илтсен Карачăм çилли иртмерĕ-ха, çапах та шухăшне улăштарса сассине пăртак пусарчĕ.
«Сурăх сĕтне хăçан парса тататăр? Пăхатăп та — така та питĕ ӳснĕ сирĕн. Хĕрĕх кило туртаймĕ, çапах та патшалăх умĕнчи парăм чакать. Е путекне паянах çавăтса пырăр, район центрне ыран-виçминех хăваласа каятпăр. Пухăнаççĕ-ха унта леçмелĕх...»
Лешăпа амăшĕ така пирки темиçе те калаçнăччĕ ĕнтĕ — ăна кĕркуннеччен усранин усси пысăкрах: какайĕ те чылай тухать, çăмĕ те — самаях. Тепĕр сурăхĕн путек пулчĕ те, вăл пĕчĕкрех-ха. Патшалăха аш-какай хĕрĕх кило памалла, путекĕ хальлĕхе вунă килоран та кăшт çеç иртĕ. Мĕн çитмест çав Карачăмăн шампа хырăмне — нихçан та кĕркуннеччен кĕтесшĕн мар. Ара, тепĕр икĕ уйăхранах путек амăшне çитет-çке, патшалăх валли те пахарах какай пулать. Çук, итлемест Кашкăр Карачăмĕ — ăна халех пар, унăн ытти налук агенчĕсем хушшинче мала тухас пулать. Ун пеккисене хăвăрт асăрхаççĕ, çӳлерех вырăна та куçарма пултараççĕ. Кунта сана вăрçăра пулманнишĕн кашни куçран тĕкет (ылханакансем те пур), çĕнĕ çĕрте кам тавçăрĕ унăн кача пӳрни мĕншĕн çуккине. Ăна вăл фронтăн малти линине ямашкăн хатĕрлекен батарейăра вĕрентнĕ чухне пушка лафечĕпе хĕстерсе хăех татнăччĕ...
«Таюк, пĕррелĕхе каçаратăп — юлтăр машинку, такине выльăх тепре пуçтарнă чухне парăр. Путекне вара ачу халех, кĕçĕрех, колхоз картине леçтĕр. Пĕтрĕ çакăнпа калаçу!»
Тавлашмарĕç — усси çуккине ăнланчĕç. Лешăпа амăшĕ кил картине тухса хайхи путеке тытса мăйĕнчен кантрапа мăйкăчларĕç. Арçын ача кантра вĕçĕнчен сылтăм аллипе çатăрласа тытрĕ, амăшĕ урамалла тухасшăн мар туртăнакан путеке хулăпа хăратма пикенчĕ.
«Ан çап, анне. Хуллине çеç вылят», — терĕ Леша. Вăл çак шурă çăмлă, хура çамкаллă путеке юлташне юратнă пекех юратать. Пĕчĕкле пӳртре унпа вылянă, путек Леша чĕркуççийĕ çине сиксе хăпарса кушак пек лăпчăнса выртма хăнăхнă. Ĕне-качакана та, йытă-кушака та çынсем ят параççĕ, анчах путексене ялта никам та ят панине пĕлмест Леша. Çапах та ялан унпа ачашланакан кăтрарах çăмлă путеке ят парасах килчĕ арçын ачан. Ятне вара вунна яхăн хушшинче аран хăйне килĕшекеннине тупрĕ: Мэри. Ача Мэрие кĕтĕве те ăсатнă, кĕтӳрен те кĕтсе илнĕ. Лешĕ ялан тенĕ пекех амăшĕнчен уйрăлса ун патне чупса пынă, аллине çулама тытăннă. Халĕ ăçта илсе кайнине те ăнланмасть ĕнтĕ, Леша хыççăн яланхи пекех хаваслăн чупса пырать. Ача чунĕ çак ӳкерчĕке курсан ыратса кайрĕ, пуçне кĕтмен çĕртен чăрсăр шухăш пырса кĕчĕ. Мăйкăч вĕçне амăшне тыттарчĕ те çенĕк еннелле чупрĕ. Пӳртре шкул сумкинчен темиçе тетрадь туртса кăларчĕ те чăштăр-чăштăр уçкаларĕ, таса хут тупса ăна варринчен чĕрсе кăларчĕ, ун çине ал айне лекнĕ кăранташпа васкаса çапла çырса хучĕ: «Ку путеке Мэри тесе чĕнеççĕ. Эпĕ ăна питĕ юрататăп. Тархасшăн, чĕррĕн хăварăр. Леша». Çак хут татăкне урама тухиччен унăн мăйĕнчи кăтринчен çиппе çыхса хучĕ: малтан ăна çиелтен пăхса иртсен асăрхаймастăн та. Тепĕр çур сехетрен, путеке Кашкăр Карачăмĕ пуçтарнă выльăхсен картине кĕртсе ярсан, Леша сасартăк каялла çаврăнса пăхрĕ те карта хăмисем хушшипе ăна Мэри куçне сиктермесĕр хурлăхлăн пăхса тăнине курчĕ. Ачан ун патне чупса пырса юлашки хут хитре çамкинчен ачашлас килчĕ, анчах ку шухăшпа пĕрле унăн куçĕсене самантлăха тĕтре карса илчĕ. Вăл путек патнелле утас вырăнне куçĕсене кĕпе çаннипе сăтăрчĕ те анаталла, килнелле, пĕр чарăнмасăр чупрĕ, пӳртре никам çукран амăшĕ кӳршĕсем патне каçнине ăнланчĕ те лăпланма вырăн ниçта тупаймасăр каллех кил картине хыпаланса тухрĕ, пахча алăкне уçса унти вăрăм курăк ăшне месерле тăсăлса выртрĕ...
Красковăн та Наталие çакăн çинчен пĕтĕмпех каласа кăтартас килчĕ: ара, пурнăç шăпи иккĕшĕн те пĕрешкелех. Пырне темскер тулса ларнă пек туйăнчĕ ăна, хĕр ачан черчен кĕлеткинчен татах та хытăрах вĕри çапрĕ. Çапах та вăл нимĕн те шарламарĕ, Кашкăр Карачăмĕн тискерленнĕ сăнне аса илсе шăлне çеç çыртрĕ. Пăртак вăхăт иртсен тин шăплăха пăсрĕ вăл:
— Улмуççисем халĕ хăйсене епле туяççĕ?
— Виççĕшне те çавăн чухне Кашкăр Карачăмĕ пуртăпа касса йăвантарнă.
— Ай-яй, сирĕн ялта вăл пирĕн патринчен те вăйлăрах урать-çке!
— Сирĕн ял пысăкрах, Леша. Арçынсем те нумайрах. Пирĕн пĕчĕк ялта кам пур? Уксах Мĕтрипе чăлах Ванюш та — ыттисен çырăвĕсем арча тĕпĕнче упранаççĕ... Гитлера çĕнтертĕмĕр, анчах пĕрисем çĕнтерӳшĕн савăнса ик-виçĕ лав нимĕç япалипе таврăнчĕç; теприсем, пирĕн аттесем пеккисем, фашист танкĕсемпе тупписен ураписем айĕнче çĕрпе хутăшса пĕтнĕскерсем, халĕ хăш тĕлтерех çĕрсе выртаççĕ-ши?.. Çавăн-шăн хăть пире патшалăхăн аш-какайпа сĕт тата ытти енĕпе кăштах та пулин çăмăллăх кӳрес...
— Кӳреççĕ, кĕтсех тăр, — терĕ Красков.
Тепĕр хушă чĕнмесĕр ларсан Натали кăштах хутлатнă чăмăр урисене тăсса ячĕ, сăнĕ те, мыскараллă пулăма лекнĕ пек, ăнсăртран хĕп-хĕпĕрчĕклĕн çуталса кайрĕ, кĕлеткипе карт хускалнăран вăрăм сарă çивĕчĕ арçын ачан çамкине çапăнчĕ. Леша амăшĕн çӳçĕнчен ырă, чуна çĕклентерекен шăршă кĕнине лайăх пĕлет, анчах Натали çӳçĕ, çивĕтленĕ пулсан та, унтан та çемçерех, тата чĕри çумĕнчех вăл халиччен туйса курман темĕнле ăшă туйăм вăратать. Хĕр ача ури çине тăчĕ те, темиçе минут каялла çеç йывăр ĕçсене аса илсе ларнине пачах маннă пек, йĕри-тавралла пуçне пăркаласа пăхса çаврăнчĕ, çаврака пит çăмартийĕсемпе хура куçĕнче çĕкленӳллĕ харсăр шевле вылянса илчĕ. Сасси те уçă, хавас лă:
— Мĕнешкел уй сарăлса выртать, анчах чĕрĕ чунсем унта иксĕмĕр çеç! Ниçта пĕр чун курăнмасть. Çитет хурланса! Тĕрĕс каларăн эсĕ, Леша, паçăр. Эпир, вăрçă ачисем, Кашкăр Карачăмĕ тем тĕрлĕ тулашсан та, çав-çавах ӳссе çын пулатпăр. Атя кулянмастпăр! Атя киле таврăниччен пĕрре çакăнта, сарă ыраш купи тавра, выляса илетпĕр.
— Килĕшетĕп! — Наталин аллинчен юри вĕçерĕнменле туртăннă пек яштах сиксе тăчĕ Леша та. — Мĕнле вăйă вылятпăр?
— Пытанмалла выляма пурте пур кунта: типĕ улăмĕ те, çӳллĕ вăрăм купи те. Улăма шăтарса шаларах çеç кĕрсе вырт. Тупмашкăн йытăсăр та пултараймăн вара! — Хĕр ача ури айĕнче тенĕ пекех выртакан патака тытса çĕклерĕ. — Çакă веçех кăтартса парĕ. Патак тăррине çитекен малтан пытанаканни пулать.
Хĕр ача аллинчи патака иккĕн виçсе тухрĕç. Пытанма малтан Наталие тиврĕ. Куншăн хĕпĕртенине вăл пытармарĕ, пит çăмартийĕн икĕ енче те Краскова асамлă путăксем илĕртсе илчĕç. Çав хушăрах, Наталие хăçантанпа паллать пулсан та, пĕрремĕш хут унăн илемне арçын ачалла ăмсанса, тĕлĕнсе те хавхаланса сăнларĕ: «Сарă çӳçлĕ хĕр ачасен куçĕсем пурин тенĕ пекех кăвак е сенкер тĕслĕ. Кунăн — пиçнĕ çĕмĕрт пек...» Пытанма алла çити шутлас терĕç. Арçын ача пуçне улăм ăшне чиксе шут виçисене кăшкăрма тытăнчĕ, Натали сарă хăмăла чăштăртаттарса улăм купи пуçнелле ыткăнчĕ.
Тепĕртакран купа çывăхĕнче шăп пулчĕ, анчах таврара апла мар иккен. Ялăн анат пуçĕнчи çырман леш енче трактор кĕрлени илтĕнет. Колхоз йĕтемĕ çинче тем çĕмĕрĕлнĕ — мăлатукпа мар, рельс татăкĕсемпе шаккаççĕ те шаккаççĕ. Çав самантрах çурçĕр енчен капланса вĕçсе килнĕ вĕршĕнсен шавлă ушкăнĕ тӳпене хупласа улăм купи çийĕнех вĕçсе каçрĕ те çывăхри ялти сарăха пуçланă йывăçсен çулçисем хушшинче çухалчĕ. Арçын ачан хăлхинче ку шав пĕр хушă кăна янраса иртрĕ, унтан вăл ăна пачах илтми пулчĕ тесен те йăнăшас çук, мĕншĕн тесен халĕ ăна пĕртен-пĕр сасă çеç кăсăклантарать — Натали сасси. Ăçта пытанчĕ вăл, мĕнле тупмалла ăна? Красков кашни хăмăл тунине сăнать, ура айне пулнă кашни улăм пĕрчине тинкерет. Ерипен утса улăм купи пуçне çитрĕ вăл, тепĕр енĕпе те утса пăхрĕ, анчах улăм купи ăшĕнче пĕр чĕрĕ чун йăшăлтатнине те илтмерĕ, пĕр-пĕр çĕрте улăм хускалнине те асăрхамарĕ. Иккĕмĕш хут купа хĕррипе татах та асăрханарах утма тытăнсан вăл сасартăк пĕр тĕлте улăм кăшт мăкăрăлса тăнине, çав тĕлте пĕр хушă сисĕни-сисĕнми хускалса илнине асăрхарĕ. Çавăнталла питĕ шăппăн, ури айĕнчи хăмăлтан сасă ан тухтăр тесе, васкамасăр утса çывхарчĕ. Унтан, хĕр ачана тĕлĕнтерес шутпа, пĕр самантлăха та чарăнмасăр тӳрех çав мăкăрăлчăк улăм çине пĕтĕм кĕлеткипе аллисене саркаласа ӳкрĕ. Йăнăшман иккен вăл, улăмпа Натали пăртак çеç витĕннĕ-мĕн, çавăнпа Красков купари мăн çын вырнаçмалăхах туса хăварнă (хĕр ача ун чухлĕ ниепле чаваяс çук, тахăш кунта çумăртан сыхланса ларнă ахăр) шăтăка пытаннă тантăшĕ çинех кĕрсе ӳкрĕ. Лешĕн ниçталла пăрăнма май пулман пирки унăн пичĕ Натали питне тиврĕ, тути çавна пула унăн çӳхе тути хĕррисене сĕртĕнчĕ, кăкăрĕ те хĕр ачан хальтерех кăна çавракаланма тытăннă пĕчĕк кăкăрĕсене лекрĕ. «Туп-рăм!» — тесе кăшкăрасшăнччĕ Красков, анчах Натали тутине тӳрех тартманран нимĕн те калаймарĕ, унăн кăкăрĕсене ыраттарас мăр тесе пĕвĕпе çеç унпа юнашар шуçса выртрĕ. Вырăнĕ, чăнах та, самаях пысăк, иккĕшĕ чиперех вырнаçаççĕ. Хĕр ачана хăвăрт тупни çинчен каласшăнччĕ Красков, анчах вăл халĕ те куçне хупса выртнине, улăм пĕрчисем лекнипе хĕрлĕ пит çăмартийĕсем ывăннă хыççăнхи пек канлĕхпе паçăрхинчен те хитреленсе кайнине курчĕ те нимĕн те шарламарĕ. Ăçта васкас? Килĕсене ĕлкĕрĕç-ха. Ара, çакăн пек улах вырăнта пĕрремĕш хут хĕр ачапа юнашар выртма епле ырă иккен! Наталин çӳхе вĕри тути сĕртĕннĕ тĕлте арçын ача тути çаплах-ха кăвар тивнĕ пек пĕçерсе тăрать, унăн çавра кăкăрĕсем тивнĕ вырăнта та Красков кĕпи çунса çаралнă евĕрех туйăнать.
Мĕн чухлĕ вăхăт иртрĕ-ши çапла — нихăшĕ те сăнаман. Çапах та кашни япаланах виçи пур. Красков чавси çине тĕренчĕ те тантăшне тепре сăнаса пăхрĕ, унтан Натали пичĕ çинчи улăм пĕрчисене асăрханса аяккалла сирчĕ. Хĕр ача çакна çеç кĕтнĕ тейĕн, малтан куç харшийĕсемпе куç хăрпăкĕсене сиктерсе илчĕ, унтан куçне те уçрĕ. Красков куçĕсемпе тĕл пулсан та çĕмĕрт пек хура куçĕсене тартмарĕ, шăрçа пек шурă шăлĕсене кăтартса ăшшăн куланçи турĕ.
— Арçынпа пĕр шăтăкра выртма та хăрушă мар иккен. — Натали хăйне çинçе пилĕкĕнчен темĕн хĕстернĕ пек йăпăр-япăр тăрса ларчĕ, сарă çивĕтне аллипе йăлт-ялт юсарĕ, кĕпи аркине тӳрлетрĕ, кулкаласа каларĕ: — Тахăшĕ пирĕн валлиех хатĕрлесе хунă пуль ку шăтăка... Эпĕ нумай шутламарăм та — тӳрех ун ăшне чăмрăм... Анчах эсĕ ăна малтан курман-и? Мана ытла хăвăрт тупрăн-çке.
— Курман, — терĕ Красков. — Ан ман, халĕ мана санăн шырамалла пулать.
— Пĕлетĕп... Анчах эпĕ çапла шутлатăп, Леша. Вылярăмăр паян, сана пытантарассине атя тепĕр куна хăварăпăр. Килте иксĕмĕре те аннесем кĕтеççĕ, ачасемпе пĕрле таврăнманран шикленсе ӳкмĕç-и вĕсем?
Красков тути хĕр ача тути сĕртĕннĕ тĕлте халĕ те паçăрхи пекех çунать, унăн Наталие халех хăйне шыраттарас килет. Ара, пулĕ-ши кун пекки тепĕр хут вĕсем хушшинче? Темĕн вăранчĕ арçын ача чĕринче, анчах мĕнне Красков çавăн çинчен темиçе ыйтсан та паянах ăнлантарса пама пултараймĕ. Çавăнпа унăн Наталипе пĕрле çакăн пек шăтăка е улăм путăкне çак самантрах тепре кĕрсе ӳкес килет. Çав хушăрах ăнланать: амăшĕсем пирки тĕрĕсех пăшăрханать хĕр ача, итлемех тивет ăна.
Пĕр хушă чĕнмесĕр пырсан каллех Натали сăмах хушрĕ:
— Манăн сĕнӳ пур. Леша, атя малашне юлташлă пулăпăр. Юрать-и?
— Килĕшетĕп, — терĕ каллех Красков. — Анчах мĕншĕн юлташлă çеç? Туссем пулсан?
— Килĕшетĕп. Эпĕ те çавăн пек ыйтасшăнччĕ, анчах иментĕм... Туссем апла?
Çул юппи патне çитиччен урăх пĕр сăмах та хушмарĕç. Юнашар утнă чухне шăппăн пыма та лайăх иккен: пĕр-пĕринпе чи çывăххăн калаçса утнă пекех туйăнать. Пурин çинчен те. Нимĕн пытармасăр. Тĕлĕнмелле, Красков хăйĕн кĕнекисен йывăрăшне те, Натали сумкине йăтса пынине те туймасть. Унăн кăмăлĕ çĕкленчĕк, хĕр ачапа юнашар утма мар, унпа пĕрле çĕр çине анмасăр таçта çитиех вĕçсе каяс килет. Çав хушăрах унăн пуçĕнче тĕрлĕ шухăшсем кĕшĕлтетеççĕ, пĕри вара сарă ыраш купи патĕнче çуралчĕ те халĕ те пуçĕнчен тухма пĕлмест. Çул юппинче çеç ун пирки Наталипе калаçса пăхма шут тытрĕ.
— Кашкăр Карачăмĕ касса йăвантарнă улмуççисем хунав ячĕç-и?
— Виççĕшĕ те, — вĕсене иккĕшĕ уйрăлас умĕн аса илнĕшĕн тĕлĕнчĕ хĕр ача.
— Ку лайăх.
— Мĕн усси вĕсенчен, атте сыпнă сортсем тутлă улмасем пулнă, кусем вăрман улмийĕ пекех йӳçĕ пулĕç. Эпĕ çĕр улми çĕрне ан хытарччăр тесе пур хунавне те касасшăнччĕ, анчах анне ирĕк памарĕ. Атте улмуççийĕсен хунавĕнчен те тутлă çимĕçсемех пуласса шанать вăл.
— Тĕрĕс шанать, — терĕ Красков.
— Ботаникăна нивушлĕ маннă эсĕ?
— Манман, çавăнпа калатăп. Çав улмуççисене çĕнĕрен сыпмалла.
— Пирĕн ялта пулăшу ыйтаймăн, никамăн та улмуççи çук. Кукаçи пултарĕччĕ, анчах вăл йăпăр-япăр килсе çӳреймест...
— Эпĕ пулăшатăп, Натали. Пирĕн кӳршĕн, Семен Андреевичăн, улмуççи темиçе те пур. Мана вăл вĕсене сыпма та вĕрентнĕ. Чиперех чĕрĕлчĕç. Паян кая юлтăм, анне патне фермăна каймалла. Ыран вара сирĕн пата пырса куратăп. Пăхăпăр, сыпма май пур-и? Халĕ шăпах улмуççисене сыпма лайăх вăхăт.
— Тен, çуркунне? — Натали сăн-пичĕ çĕнĕрен çуталса кайрĕ, сумкине Красковран илсе хулпуççийĕнчен çакрĕ.
— Çуркуннене хăвармастпăр, Натали. Кĕркунне сыпни аван чĕрĕлет. Турачĕсене Семен Андреевичран ыйтатпăр. Вăл парать. Аманнă вăл вăрçăра, ырă чунлă çын. Кĕçĕрех калаçатăп эпĕ унпа.
— Ой, Леша! Ахальтен туртăнман иккен эпĕ сан еннелле. Юлташ кăна мар, чăн-чăн пичче пулатăн эсĕ капла. Кĕçĕрех аннене каласа савăнтаратăп-ха.
Калаçса татăлчĕç. Анăçра пĕлĕтсем çине хĕвел шевлисем ӳкеççĕ. Ачасем уйрăлас умĕн пĕр-пĕрне сумкисемпе ерипен çапса илчĕç. Красков Наталисен ялне кĕриччен мăн çултан хăйсен ялĕ еннелле тăсăлакан сукмак çине пăрăнчĕ.
2
Тавра тĕттĕмленет, часах пӳртсен мĕлкисем çеç курăна пуçлĕç. Тури урамра тахăшĕ хут купăсне те тăсса ячĕ. Красков хĕр ачана халĕ куçĕнченех тĕллесе пăхрĕ.
— Кала, Натали.
Хĕр ача хытăрах хăюсăрланчĕ, анчах кунта килсе арçын ачана амăшĕ урлах урама чĕнсе кăларма харсăрлăх тупрĕ пулсан килне ахаль таврăнма юрамастех. Çакна Красков та ăнланать, хĕр ачана хавхалантарма мĕн тумалла-ши тесе темĕн те пĕр шухăшлать. Çавсенчен пĕри килĕшрĕ ăна, анчах хĕр ача кӳренмĕ-ши?
— Манăн сĕнӳ пур, калас-и? — терĕ вăл шăппăн. — Урăх кунта тăмăпăр, Натали. Эсĕ тăкăрлăкпа килнĕ çулпах сирĕн яла кайăпăр. Хăвалать тесе ан шутла, ăсатса яратăп. Çул çинче пĕтĕмпех каласа кăтартăн. Килĕшетпĕр-и çапла?
— Эсĕ сĕнни питĕ аван, Леша. Хускалатпăр-и?
— Хускалатпăр.
Часах вĕсем тăкăрлăкалла пăрăнса кĕчĕç.
— Леша, ачасем эсĕ район центрĕнчен Канаша выльăхсем хăваласа кайма килĕшнĕ теççĕ. Тĕрĕсĕх-и?
— Тĕрĕсех, — терĕ Красков, хăй çав хушăра хĕр ачана палăртмасăр ăшĕнче хытах тĕлĕнчĕ: «Епле майпа пĕлеççĕ-ха Канаш çинчен, эпĕ никама та каламан-çке?»
Ку ĕçĕ çапларах пулса иртрĕ. Виçĕ кун каялла ачана шкул директорĕ хăй патне чĕнтерчĕ. Ăна сывлăх сунсан Леша унпа юнашар тенĕ пекех ларакан сăран курткăллă, салтак шăлаварĕпе кирза атă тăхăннă, шĕвĕр сăмсаллă, карттусне хывса чĕркуççийĕ çине хунă сайра çӳçлĕ арçынна сăнаса пăхрĕ. Хăйне директор патне чĕнтерни çак ют арçын шкула килнипе çыхăнман-ши? Кам вăл? Красков район пуçлăхĕсенчен чылайăшне паллать, анчах ку çынна халиччен пĕрре те курман. Арçын ача шухăшне сиснĕ пекех, шкул директорĕ Иван Сергеевич курткăллă арçын еннелле çаврăнчĕ.
— Пирĕн пата, Красков, хатĕрлев кантурĕн çĕнĕ директорĕ Махмин Петр Аверкиевич килчĕ. Шкултан пулăшу ыйтать. Çавна пурнăçлама сана хушасшăн эпир. Учительсем те хирĕç мар.
— Мĕн тумалла? — тинех кăсăкланса ыйтрĕ Красков.
— Канаша сысна кĕтĕвĕ хăваласа каймалла. — Сĕтел пуçĕнче ларакан Махмин, ура çине тăма хатĕрленнĕ пек, мăн сăмсаллă карттусне аллине тытрĕ, унпа сĕтел хĕррине сăтăрса илчĕ. Сасси те сивĕ шыв ĕçнĕрен, те çумăр айне лексе шăннăран çурăк чанăнни евĕр хăрăлтатса тухать. — Колхозниксенчен çĕре яхăн сысна пуçтартăмăр та, часрах Канаша çитермелле. Унсăрăн начарланма тытăнаççĕ. Вырăна çитсен тӳрех вакунсене кĕртсе хупатпăр. Мускав кĕтет.
Малалла вăл каланинчен тата директор хушса ăнлантарнинчен Красков çакна пĕлчĕ: сысна кĕтĕвне Махмин мăн çул тăрăх Канаша икĕ кун хушшинче çитерме шутлать. Темиçе кунлăха тытнă кĕтӳçсен бригадирĕ Махминăн ĕçри çумĕ Шарлатанов пулать. Сысна сурăх е ĕне пек лăпкă выльăх мар, вĕсене хăвалама та, кĕтӳрен саланса каясран сыхлама та çивĕч куçлă, вăр-вар ураллă кĕтӳçсем кирлĕ. Çавсене Махмин вăтам шкул арçын ачисенчен суйласа илме шут тытнă. Уроксенчен тăватă куна хăтарнипех çырлахмаççĕ иккен, çул çинче апат та çитереççĕ, унсăр пуçне укçа та тӳлеççĕ. Красков пӳçĕнче самантрах шутласа пăхрĕ: Канаш укçи хĕлле валли çĕлĕк е самаях лайăх кĕпе те туянма çитет. Тен, пĕр-пĕр интереслĕ хулăнрах кĕнеке те тупма май пулĕ?
— Эсĕ, Красков, лайăх вĕреннĕрен темиçе кун уроксене сиктернĕшĕнех кая юлмăн терĕмĕр. Анчах сыснасене пĕччен итлеттерсе çитереймĕн. Ятарлă ушкăн пухма тивет. Арçын ачасем хăвăр класранах суйлама пултаратăн. Килĕшекенсем тупăнĕç-ши?
— Тупăнаççĕ. Миçе ача?
— Виççĕн-тăваттăн çитет, — терĕ Махмин.
— Ыран мана ыттисен хушамачĕсене калăн. Ăнлантарма ан ман: пурте килĕсенче ашшĕ-амăшĕпе канашласа пăхчăр. Вĕсем хирĕçлесен ачисене Канаша çитиччен яма ирĕк çук пирĕн, — директор умĕнче тăракан Лешăна куçĕпе ырласа пăхса илчĕ.
Икĕ кун куç хупса илнĕ пекех хăвăрт иртрĕ. Ыран Канаш еннелле сысна кĕтĕвĕпе çула тухмалла. Красков çамрăк кĕтӳçсем вăрах шырамарĕ: пĕрне тӳрех Микула илчĕ, иккĕмĕшне те хăй лайăх пĕлекен, шкула район центрĕпе юнашар ялтан çӳрекен, физикăпа класра задачăсене пуринчен малтан шутлакан лăпкă кăмăллă Эрхипе çăмăллăнах çураçтарчĕ. Эрхипĕн те ашшĕ вăрçăран таврăнайманнине, унăн йĕкĕреш икĕ йăмăкĕ пуррине, вĕсене арçын ачан пулăшма тивнине лайăх пĕлет вăл. Эрхип сыснасене Канаша çитерсенех укçа парассине пĕлсен питĕ савăнчĕ:
— Иăмăксем валли çитсă тутăрсем те туянма пулать-çке апла тăк.
— Пулать.
Шкул директорĕ Микула Канаша ярасшăн марччĕ, анчах Красков унпа ятарласа уроксене пĕрле хатĕрленме сăмах парсан хирĕçлемерĕ. Виççĕмĕш ачине тупма ăнсăртран сиксе тухнă пĕр пăтăрмах пулăшрĕ. Кӳршĕ ялти бригадир ачи Касьян, хăйсенчен Натали пачах уйрăлнине сиснĕскер, кану вăхăтĕнче футбол хыççăн чупнă чухне Эрхипе юри такăнтарса ӳкерчĕ.
— Кун пеккине çеç курмăр-ха Канаш çулĕ çинче, — терĕ вăл уççăнах йĕкĕлтесе кулкаласа. — Хĕр ачасене сыснасенчен урăхларах пăхмалла-çке-ха.
— Мĕнле хĕр ачасене? — çĕр çинче ларнă çĕртенех ыйтрĕ Эрхип.
— Красков Канаша Наталие те илет теççĕ. Анчах эсĕ килĕшместĕн иккен. Тĕрĕс тăватăн, мĕншĕн тесен сыснисем хыççăн сан чупма тивет, Красковĕ Наталирен çул тăршшĕпех уйрăлмĕ, — малтанхинчен те хытăрах йĕкĕлтесе кулчĕ вăл.
— Илтмен хĕр ачасем çинчен... — Эрхип тăма пикеннĕ вăхăтра тахăшĕ тапса янă футбол мечĕкĕ каллех ăна çитсе çапăнчĕ. Касьян футбола тапнă пек туса Эрхипе ури çине пусса татах ӳкерчĕ. Эрхип йынăшса ячĕ, икĕ аллипе те ури сыппинчен çавăрса тытрĕ.
Çак самантра Эрхип тусĕ Витя Касьяна пĕр вăхăтрах ура лартса тата çурăмĕнчен вăйлăн чышса темиçе утăма вирхĕнтерсе ячĕ. Касьян ахаль ӳкнипех çырлахмарĕ-ха, мăкăль-макăль икĕ-виçĕ хут çаврăнса илчĕ те хăвăрт сиксе тăрса Витя умне уксахласа пычĕ, чышкине чăмăртаса шăлĕсене шăтăртаттарчĕ, сурчăкне сирпĕтсе каларĕ:
— Эс мĕншĕн вăйă йĕркине пăсатăн? Мĕншĕн çурăмран чышса ӳкеретĕн?
Витя, пăт пуканĕсене çĕклесе ăмăртăва хатĕрленекенскер, Касьяна чавси тĕлĕнчен чăмăртаса тытрĕ, ыратнăран Касьян ахлатса илчĕ, чышкине пушатрĕ. Витьăн нимĕн улшăнман лăпкă сасси Касьян чунне хĕстерсе тарăхтарать, анчах пăт пуканне çĕр хут ытла çĕклекенпе çапăçма вăйĕ çитменнине пĕлет, уншăн МТС инженерĕн ывăлĕ те нимĕн тума пултарайманнине те туять. Вăйсăррисемпе çеç харсăртарах çав вĕсем. Витя Эрхипĕн урине тыткаласа пăхрĕ те Касьяна питĕ хыттăн каларĕ:
— Натали пирки элеклесе ан калаç. Эрхипе эс епле ӳкернине питĕ аван куртăм — тунма ан та шутла. Тепре çапла ирсĕрленсен хамăн туссемпе пĕрле сана футбол картинчен аллусенчен тытсах кăларса яратпăр.
Красков та Эрхипшĕн пăшăрханса ӳкрĕ:
— Çитейĕн-и Канаша? Ура шăнăрĕ тăсăлмарĕ-и? Витя маттур, пуçне каçăртма юратакан Касьяна лайăх ăс кĕртрĕ.
— Наталипе иксĕре кĕвĕçет пулас вăл... — Эрхип пĕр вырăнта сиккелесе пăхрĕ, çăмăллăн сывласа ярса хуравларĕ: — Аптăрамастăп, ыранччен веçех иртет.
Красков Витьăна татах ырласа пăхрĕ, кăмăллăн кулкаласа каларĕ:
— Пире тепĕр ача кирлĕччĕ-çке, Эрхип. Ман шут-па, тупрăмăр эпир ăна. Акă вăл, Витя ятлăскер, хамăр умрах тăрать. Эсир иксĕр пĕр-пĕринпе питĕ туслă пулас, çапла-и?
— Пĕчĕкренпех, — терĕ Витя пĕрре Эрхипе, тепре Краскова кăсăкланса пăхса. — Ăçта кирлĕ эпĕ? Эрхипрен эпĕ те уйрăлмастăп.
Çапла пухăнчĕ сысна хăвалакансен Красков ушкăнĕ. Ачасем пытармаççĕ: уроксенчен те пăртак пушанаççĕ вĕсем, Канаш хулине те çитсе кураççĕ. Хулинчен ытларах поездсем кăсăклантараççĕ вĕсене. Канаш пысăк хула, унтан чугун çулсем тăватă еннелле саланаççĕ. Çĕпĕртен Мускава каякан поездсем пурте Канаш витĕр иртеççĕ. Пăравусĕсемпе çыннисене курни мĕне тăрать!
Наталипе Красков тăкăрлăкпа пахчасен хыçне тухрĕç. Наталисен ялĕпе Красковсен ялĕ хушшинче пысăках мар уй сарăлса выртать. Уйĕнче çулла выльăхсем валли викăпа сĕлĕ чашкăрса ӳсрĕç. Унтан ăна сухаларĕç та ыраш акрĕç. Халĕ талккăшĕпех симĕс калча ешерсе ӳсет. Тăкăрлăкран тӳрех ыраш калчи урлă сукмак тăсăлса выртать. Натали тинех калаçу пуçармаллине туйрĕ.
— Пĕлместĕп, майĕ тупăнать-и, анчах акă мĕнле пулăшу ыйтатăп эпĕ санран, Леша, — хĕр ача пăлханма чарăнчĕ пулас, кĕмĕл сасси лăпкăн, юрă пек янраса илтĕнет. — Кашкăр Карачăмĕ ĕнер кĕтӳçсене пирĕн сыснана каçхине кĕтӳрен тӳрех колхозăн пушă картине хăваласа кĕрттернĕ. Кайран киле пырса темĕн те пĕр каласа пĕтерчĕ: эпир патшалăха аш-какай юри памастпăр имĕш. Çăмарта та халиччен те парса татман. Анне ăнлантарать: чăхсене пĕр каç хушшинче таçтан килсе кĕнĕ тилĕ мăйĕсенчен пăвса вĕлернĕ. Мĕнле пăлхатнă вĕсене вăл, мĕнле майпа кашта çинчен хăратса антарнă — хамăр та чухлаймастпăр. Карачăм аннене ĕненесшĕн те мар, ун шучĕпе, эпир чăхсене е пусса çинĕ, е Çĕрпӳ пасарне кайса сутнă. Сутнă пулсан пирĕн налук та халех парса татмалла имĕш. Укçине ăçтан тупмалла — пĕр пус та çук-çке, Леша. Çапла хăратса кăшкăрашса ятлаçрĕ-ятлаçрĕ те сыснана патшалăха пани çинчен квитанци чăр-чар çырса сĕтел çине персе хăварчĕ. Вăтăр кило туртать тенĕ. Çурине кукаçи патшалăха тытса ан паччăр тесе юри пĕчĕккине парнелерĕ те, ӳссе те çитейменччĕ-ха. Питĕ пысăк шанчăкчĕ аннепе иксĕмĕрĕн сав сысна çине. Пĕрремĕш юр çусан сутасшăнччĕ эпир ăна. Аш-какай планне сурăхсемпе тултарасшăнччĕ. Хăв пĕлетĕн — сысна хăвăрт сутăнать...
Красков хĕр ачана сăмах сиктермесĕр итлет, çав хушăрах куçĕ умне Мэри шуса тухать. Ăçталла хăваласа кайрĕç-ши çав путеке? Карта хушăкĕпе Лешăна епле хурлăхлăн пăхса юлчĕ вăл. Мĕн тесе шутларĕ-ши ун çинчен? Юлташлăха ним вырăнне хуман ача терĕ пуль? Çаплах ĕнтĕ, Кашкăр Карачăмĕшĕн пулсан... Çăмĕ ăшне пытарнă кĕске çырăва кам та пулин тупса вуларĕ-ши? Пĕр-ик хутчен те пулин мăйĕнчен ачашларĕ-ши?
— Çавна тытса хăварма май килмест-ши? — Натали утма чарăнчĕ.
— Мĕне?
— Пирĕн сыснана, — Красков темĕн тума пултарасса та шаннă пек ăна куçĕнченех тинкерчĕ хĕр ача.
— Мĕнле тытса юлас-ха ăна? Эпĕ кĕтӳ хуçи мар-çке.
— Пĕр-пĕр çырма урлă каçнă чухне е вăрмана кĕрсен... кĕтӳрен уйăрса хăварма çук-ши?
Красков хĕр ача сыснана кĕтӳрен мĕнле майпа ирĕке кăларасси çинчен сахал мар шутланине сисет, пулăшас та килет унăн Наталие, анчах мĕнле меслетпе усă курмалла-ши? Кашкăр Карачăмĕ кĕтӳ хуçи хăй пулсан? Вăл ачасене куçĕнчен пĕрре те вĕçертмĕ-ха, кĕтĕвне те питĕ тимлĕ сăнаса пырĕ. Кĕтӳçĕсене Красков хăй пухнă, вăл вĕсене шанать. Вĕсем ăна пулăшма та хирĕç пулас çук-ха. Ку енчен шанчăклă, тепĕр енчен вара... Калăпăр, сыснана кĕтӳрен уйăрма май тупĕç ачасем, анчах ăна аслă çул çинче пĕччен тăратса хăвармалла мар-çке, хуçин аллине памалла. Анчах ку япала та чăрмавлă, мĕншĕн тесен Наталие хăйсемпе пĕрле илме юрамасть ачасен. Çакăн çинчен ерипен систерчĕ ăна Красков.
— Çухалса çеç каять сирĕн сысна ют çĕрте...
— Çухатмастпăр, Леша. Эпĕ кĕтӳпе пĕрлех пыратăп.
— Юрамасть.
— Пĕлетĕп, çавăнпа сирĕнпе пĕрле мар, кĕтӳрен виçĕ-тăватă çухрăм каярах юлса утăп.
— Ют çынсенчен хăрамастăн-и?
— Мĕншĕн? Малта эсĕ пыратăн-çке, çавăнпа мĕн те пулин сиксе тухсан сана систерме май тупăп-ха... Эс пур чухне эпĕ никамран та шикленместĕп, Леша. Тата... пĕлетĕн вĕт эпĕ мĕнле хăвăрт чупнине.
— Çапла-а, районти ăмăртусенче чупас енĕпе ахальтен мала тухмастăн пулĕ-ха, — Красков пĕлет: шкултан таврăннă чухне вăл хĕр ачаран уйрăлса хăйсен ялĕ еннелле пăрăннă-пăрăнманах Натали ăна аллипе сулса хăварса чупма тытăнать. Тепĕр кунне те çапла чупнине пулах шкула ачасенчен маларах çитет вăл. Нимĕн те калаймăн, питĕ пултаракан хĕр ача! Чупнă хыççăн юнпа тулнă хĕп-хĕрлĕ пичĕ магнит пекех туртать Лешăна. Вăл унăн хура çырла пек куçне те, темĕнле асамлă вăйпа туртса-илĕртсе тăракан çавра пит çăмартиăĕсене те уççăнах килĕштерсе пăхать. Натали тепĕр чухне, хĕрсе кайнăскер, çавна асăрхамасть те, иккĕшĕ çул çинче пĕр-пĕринчен уйрăлсан хăйпе мĕн-мĕн пулса иртнине савăккăн каласа кăтартма тытăнать. Эх, калаçать вăл, эх, калаçать — чĕвĕл-чĕвĕл чĕкеç тейĕн... Красков та унăн шăнкăрав пек уçă та çемçе сассине, эх, итлет вара, эх, итлет! Анчах ку яланах пĕр пек пулмасть. Натали тепĕр чухне арçын ачан хăйне тăрăннă куçĕсене сасартăк асăрхать те кĕтмен çĕртен шăпăртах пулать: пуçне пăртак пĕкет, тулли пит çăмартийĕсем çав вăхăтра тата хытăрах хĕрелсе каяççĕ — пӳрнепе вĕсене кăшт кăна тĕртсенех вĕсенчен пиçнĕ палан шĕвекĕ пĕрхĕнсе сирпĕнме пуçлассăн туйăнать. Хура куçĕпе те Лешăна мар, хăй умĕнчи çул çине, кивелнĕрен тĕсне çухата пуçланă пушмакĕсене ытларах сăнать вăл çавăн пек чухне. Утаççĕ вара иккĕшĕ юнашар чĕмсĕррĕн. Анчах ку та çиелтен пăхсан çеç çавăн пек туйăнать. Чĕмсĕррĕн пымаççĕ вĕсем, сăмах хушмасăрах пĕр-пĕринпе ăшшăн, пĕр-пĕрне лайăх ăнланса калаçса утаççĕ.
— Тупрăн-и, Леша, мĕн те пулин шутласа? — хĕр ача Красков куçĕнчен тилмĕрсе тенĕ пекех, шанса та ĕненсе пăхать.
— Тупаймарăм-ха...
— Тупаятăн-и?
— Тупатăп, Натали. Пиччĕшĕн йăмăкне пулăшусăр хăварма юрать-и вара? Юрамасть. Хăв шутланă пек, виçмине Канаша кайма хатĕрлен. Шкул директорĕнчен ирĕк ыйт.
— Ыйтмастăп, — терĕ Натали.
— Апла юрать-и? Уроксене сиктернĕшĕн...
— Ан та сĕн, кĕместĕп унăн пӳлĕмне! — хĕр ача сасси харсăрланса çирĕпленчĕ. — Кĕрсен Канаша мĕншĕн кайнине те каламалла пулать. Ыйтмастăп ирĕк, мĕншĕнне те пĕлтерместĕп. Иван Сергеевич лайăх директор, тепĕр чухне Канаша мар, Мускава кайма та ирĕк парĕ. Анчах эпĕ Канаш çулĕ çинче хамăр сыснана вăрласа юласса пĕлсен мана шкултан та кăлармасть вăл. Таса чунлă çын Иван Сергеевич, çыннăнне халиччен патак татăкĕ те тытса курман пулĕ. Эпир вара патшалăхăнне сысна вăрлама шутлатпăр. Тытсан — тĕрмене те лартĕç. Вăт мĕнлерех тискер ĕç тума хатĕрленетпĕр эпир, Леша. Çавăнпа анне те сирĕн хыççăн мана Канаша ямасть. Кала çеç, пĕтĕм плана пăсса хурать. Ăна та пĕр сăмах та шарламастăп. Канаш çулĕ çине ирхине сирĕнтен малтан тухатăп.
— Чим-ха, чим, мĕнле вăрăсем çинчен сӳпĕлтететĕн эсĕ, Натали? Кам вăрларĕ сирĕн сыснăра? Лайăхрах шухăшласа пăх-ха, эпир ăна патшалăхран йăкăртма хатĕрленетпĕр-и е патшалăх хăй ăна сирĕнтен вăрланă?
— Патшалăх мар çав, Кашкăр Карачăмĕ...
— Кашкăр Карачăмĕ мар, патшалăх! — терĕ хыттăн Красков. — Патшалăх лартнă çав ĕçе Кашкăр Карачăмне, çав финагент мар-и халăха патшалăх ячĕпе хĕсĕрлесе пурăнать. Мускав питĕ аякра, вăл нимĕн те курмасть Кашкăр йăхĕ пире еплерех асаплантарнине. Мĕншĕн курмасть? Мĕншĕн çавнашкал яваплă ĕçе вăрçăран икĕ пӳрнине касса хăтăлса юлнă çынна шанса парать? Тĕрмене пирĕн мар, малтан унăн çакланмалла!
— Леша, шăпрах-ха эсĕ... — хĕрсе кайнă Красков çăварне Натали çепĕç аллипе хупларĕ. — Пĕлместĕн-им: уй куçлă, вăрман хăлхаллă...
— Пĕле-еп!
— Апла тăк ăнлан: уй куçлă пулсан хăлха та пур унăн. Вăрманăн çеç мар.
— Çапах та сирĕн сыснăра патшалăхран вăрламастпăр эпир, — хĕр ачан вĕри аллине хăйĕннипе чăмăртаса шăппăнраххăн тавăрчĕ Красков, — усал агентăн усал ĕçне çеç юсатпăр. Кашкăр Карачăмĕ налук пухнă чухне пурне те: «Кремль те Кремль», — тесе хăратать. Ман шутпа, Кремльте ĕçлекенсем çавна илтсен пирĕн финагента тӳрех ĕçрен кăларса сирпĕтмелле. Эпир, Натали, вăрăсем мар, тискер çын сирĕнтен вăйпа туртса илнĕ выльăха хупса лартнă çĕртен ирĕке кăларакансем кăна. Анчах епле хăваласа çитĕн ăна киле? Сысна ĕне мар-çке, сĕре пуçтах вăл.
— Çитетĕп, куншăн эсĕ пачах ан пăшăрхан, Леша. Мана хăйĕн тусĕ вырăннех хурать вăл. Çуаш тесе ят панă эпĕ ăна. Хам мĕн çинине кăштах та пулин тутантарасса питĕ аван чухлать вăл, Çуаш тесе йăпатсан кунĕпех манпа пĕрле çӳреме хатĕр.
Тӳпере çăлтăрсем йышлансах пыраççĕ, такам вĕсене юриех сапаласа тăрать тейĕн. Сывлăш сивĕнет. Ăна кăшт çеç пăлхатакан çил те пăртак вăйланчĕ. Красков килĕнчен хыпаланса тухнă чухне кивĕ пиншакне хул-пуççийĕнчен уртса янăшăн тинех чунтан хĕпĕртерĕ. Вăл ăна хыврĕ те Натали еннелле тăсрĕ:
— Тăхăн-ха çакна, аслăрах пулсан та кăштах ăшăтĕ. — Вăл пиншакне хĕр ача туртăннине пăхмасăрах унăн хулпуççийĕнчен уртса ячĕ.
Натали кун хыççăн инкеке лекнĕ пек пĕтĕм кĕлеткипе чĕтресе илчĕ, çийĕнчен шуса анма пуçланă пиншака икĕ аллипе харăс çатăрласа тытрĕ, Краскова сăмахсăр тав туса ăшшăн пăхса илчĕ, именсе пăшăлтатрĕ:
— Тăхăнамах-и эппин?
— Тăхăн.
Пăртак утсан кăмăлĕ тулнăран чăтаймарĕ Натали, хăйĕн савăнăçне пытармасăр каларĕ:
— Ах, Леша, пиншакпа нумаях та утмарăм, пĕтĕм кĕлетке ăшăнса кайрĕ. Питĕ вĕри сан кĕлеткӳ, пиншакна еплерех хĕртсе янă. Çынсем çеç ан курччăрччĕ...
— Ан пăшăрхан — курмаççĕ. Кам çӳрет çак вăхăтра уй урлă? Никам та!
— Тавах, пиччем тесех каламалла та...
— Кала ара, эпĕ уншăн хĕпĕртĕп çеç... — Красков хĕр ача çăварĕнче темĕнле сăмах чарăнса юлнине туйрĕ. Нивушлĕ унăн пиншакне килĕштерместех-ши?
— Пичче темех юрать-ха та, анчах та, Леша, манăн темшĕн тус тесе калас килет. Туссем пĕр çулхисем пулаççĕ, эпĕ вара санран кăшт кĕçĕнрех... — Хĕр ача чĕлхине çăтнă пек шăпăрт пычĕ, унтан пĕтĕм харсăрлăхне пухса çапла каларĕ хучĕ: — Атя, Леша, малашне те иксĕмĕр туссем пулăпăр. Килĕшетĕн-и?
Красков юлташĕсенчен пĕлет, хăй те ачасем уççăн, нимĕн пытармасăр каланине пĕрре çеç мар илтнĕ: «Авă туссем пыраççĕ» е «Пĕр-пĕринчен уйрăлма та пĕлмеççĕ çак савнисем: шкула та — пĕрле, шкултан та — пĕрле».
Савнисем... Ку сăмах Краскова питĕ килĕшет, вăл ăна шкултан таврăннă чух Наталипе пĕрле ыраш улăмĕ купи патĕнче пытанмалла вылянă хыççăн халиччен сисмен çĕнĕ вăй парса тăрать. Красков ку таранччен те ĕçрен хăраман, анчах шкултан Наталипе пĕрле таврăнма тытăннăранпа кирек хăш ĕçе те çĕкленӳллĕ кăмăлпа çеç пурнăçлать. Натали уншăн шкулти чи çывăх хĕр ача шутланма тытăнчĕ: Леша тетрачĕсемпе кĕнекисен страницисем çинче Наталие аса илтерекен хура куç харшисемпе хура куçсем, унăн вăрăм çивĕчĕ, çаврака пит çăмартийĕсемпе çӳхе тути хĕррисем, кăштах каçăртарах сăмси, черчен мăйĕ, яштака çинçе пилĕкĕ курăнма тытăнчĕç... Сарă ыраш улăмĕн купи хӳттинче Натали кĕлеткинчен пиншакĕ витĕрех çапакан хĕр ача ăшшипе пуçĕ кăштах çаврăнса илнĕ хыççăн Красковăн пĕтĕм кĕлетки халиччен курман туйăмпа тулса ларчĕ. Ку таранччен тĕлĕк курмасăр çывăраканскер, вăл халĕ кашни каç тенĕ пекех Наталипе аташма пуçларĕ. Пĕррехинче ăна амăшĕ кулкаласа кун пирки тĕртсе те илчĕ:
— Мĕн пулчĕ, Леша, юлашки вăхăтра сана?
— Мĕншĕн апла ыйтатăн?
— Ку таранччен эсĕ тĕлĕк курнă чухне мана асăнаттăн, халĕ аннӳ вырăнне урăххи йышăнчĕ...
— Кам ятне калатăп вара? — ку сăмахсенчен вăтаннă Лешăн хăлхисем хĕрелсе кайрĕç, çунакан питне амăшĕ ан асăрхатăр тесе вăл аллине куçĕ тĕлне лекнĕ пĕрремĕш кĕнекенех ярса тытрĕ.
— Ятне асăнмастăн-ха... Те уçăмсăр мăкăр-мăкăр тунăран хам уйăраймарăм-и? Анчах кашнинчех унпа математика задачисем пирки тавлашатăн. Мĕн, вĕсене шутлама йывăрланать-им?
Çук, анне, вĕсене эпĕ лайăхах шутлатăп-ха...
Амăшĕ ку хутĕнче ачин тĕлĕкĕсем çинчен урăх калаçмарĕ, вучах умĕнче тĕрмешкеленнĕ хыççăн сĕтел çине яшка антарса лартрĕ. Тепĕр хутĕнче урăхларах пулса тухрĕ. Амăшĕ сурăхсене шыв ĕçтерме кил картине тухнăччĕ те, Леша йăпăр-япăр малти стена çинчи тĕкĕр умне пырса тăчĕ, ĕнер шкултан таврăнсан кӳршĕри Семен Андреевича кастарнă çӳçне капла та апла тăрмаласа турапа хыçалалла майлаштарса вырттарма тытăнчĕ. Анчах пуç тӳпинчи çӳç пайăрки ниепле те выртмасть, шăтнă çĕртех юпаланса тăрать. Шывпа йĕпетсе те аллипе пусарса пăхрĕ ăна арçын ача — çӳç пайăрки çав-çавах итлемест. Пуçри юрăхсăр клеткăсемпе çыхăнман-ши çав темиçе çӳç пĕрчин тымарĕсем? Унашкал клеткăсем пулсан ача пуçĕ вĕсене туймаллах пек-ха: е ыратмалла унăн, е хушăран та пулин çаврăнмалла-пăтранмалла, е вăйне чакармалла. Ун пеккине туймасть-ха Красков пуçĕ: ыратмасть, вăйсăрлатса та аптăратмасть. Апачĕ те пĕрешкелех лекет ĕнтĕ çӳç пĕрчисен тымарĕсене — ара, пул лăпкăрах, меллĕн кăна ыттисемпе юнашар вырнаçса вырт. Çук вĕт, итлемест пуç тӳпинчи çӳç пайăрки турана, йĕпе аллине те парăнмасть.
Сасартăк амăшĕ тултан кĕчĕ те, Леша тĕкĕр умĕнчен пăрăнма та ĕлкĕреймерĕ.
— Шкулта уява хатĕрленетĕр-им? — ыйтрĕ вăл.
— Çук-ха, уяв пирки илтмен, анне... Сана çавăн пек туйăнчĕ-им?
— Ирĕксĕрех çапла шутлатăн... Çӳç санăнне Семен Андреевич питĕ чаплă каснă çĕркаç. Ĕнер асăрхасах пăхаймарăм, паян ирхине вăрансан тимлесерех тинкертĕм те, тĕлĕнтерсех ятăн, — терĕ амăшĕ ăшшăн ывăлĕн куçĕнчен пăхса.
— Тĕлĕнтертĕм? Мĕнпе? — нимĕн пулман пек юри лăпкăн хуравлама тăрăшрĕ Леша. Пĕлет вăл: амăшĕнчен нимĕн те пытарма çук. Тепĕр чухне лешĕ ывăлĕн хулпуççийĕсем сарăлнине çеç мар, унăн пуçĕнчи вăрттăн шухăшĕсене те тĕпĕ-йĕрĕпе курса тăнăн туйăнать. Ак халĕ те тĕкĕр умĕнче тăнăшăн мĕн те пулин хушса хурать ĕнтĕ. Чăнах та, йăнăшман иккен вăл.
— Ах, вăхăт хăвăрт шăвать-çке, Леша! Анчахрах эсĕ сĕтел айĕнчен упаленсе тухса ман кĕпе аркинчен тытса утаттăн, халĕ пăх-ха, çӳç «полькăлла» кастарса тĕкĕр умĕнче тăракан пултăн. Шăвать вăхăт — иксĕмĕрĕн пĕр-пĕринчен уйрăлас самант та çитĕ.
— Мĕншĕн уйрăласшăн эсĕ, анне? Эпĕ сана хамран нихçан та уйăрмастăп.
— Ĕмĕр Синерте пурнаймастăн, вĕренме ăçталла çул тытăн-ха...
— Таçта вĕренсен те, анне, Чăваш çĕршывнех таврăнатăп. Пысăк мар Синер ялĕ Чурачăк тăрăхĕнчен ниçта та куçса каймасть.
— Каймасть, куна тĕрĕсех каларăн, — Таюк инке ывăлĕн пуçне тимлĕн пăхса çаврăнчĕ, çамки патне хăварнă вăрăм çӳçне ĕçпе хытнă пӳрнисемпе çепĕççĕн, юратса тăрмаласа илчĕ, унтан хăй умĕнче йĕп çинчи пек тăракан ывăлĕ умĕнчех хаваслăн кулса ячĕ. — Çакăншăн тĕкĕр умĕнче тăратăн-и эсĕ? — кулма чарăнса ывăлĕн пуçĕнчи хайхи çӳç пайăркине аллипе тытрĕ вăл.
— Çавăншăн, анне.
— Семен Андрейч çĕркаç мĕншĕн касмасăр хăварчĕ ăна?
— Çĕркаç йĕркеллехчĕ, анне.
— Кала-ха, Леша, ку сана итлемен çӳç пайăрки хăвна килĕшмест-и е урăххине кама та пулин? — чеен кулкаласа ыйтрĕ Таюк инке.
— Хама, анне. Шкулта ачасем умĕнче аван мар. Курмастăн-им, çав пĕчĕк япалах пĕтĕм сăна нĕрсĕрлетет.
— Мĕне, мĕне? — çаплах чеен кулма чарăнмарĕ амăшĕ.
Ывăлĕ тинех йăнăш персе янине ăнланчĕ, анчах пĕрре çăвартан тухнă сăмаха каялла кĕртеймĕн.
— Сăна мар, пуçа урăхла кăтартать тесшĕнччĕ эпĕ, — ячĕшĕн пулин те тӳрлетрĕ Леша.
Халĕ Таюк инке ывăлне пилĕкĕнчен тытсах ытамларĕ. Сасси çепĕççĕн, çав хушăрах çаплах-ха пăртак кулса йĕкĕлтенĕ пекех илтĕнет:
— Эх, ывăлăм, çак çула çитиччен ӳсен тесе мĕн чухлĕ ĕмĕтленнĕ эпĕ... Акă çитĕнтĕн, çӳç те каччăсем майлăрах кастарма пуçларăн, тĕкĕр умĕнче те вăрах тăма тытăнтăн... Хĕр ӳчĕсен ăшши те илĕрте пуçлĕ-ха, киле те каçсерен вĕсем çумĕнчен каярах юлса таврăнма тытăнăн... Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть.
— Эй, çак аннене... Темĕн те калаçатăн... Пите хĕретсех ятăн, — пуçĕ тăрринчи çӳç пайăркине тепĕр хут тытса вăйпах кăкласа кăларас патне çитрĕ Леша.
— Çитет, ачам, вăл çӳçпе муталанма. Ак хачă тытатăп та çатăрт! çеç касса ывăтатăп!
— Апла юрать-и? Пуç тата ытларах улшăнмасть-и? — асăрханса ыйтрĕ ывăлĕ.
— Лайăх еннелле çеç улшăнать, атту тăрать автан киккирикне асилтерсе, — терĕ те амăшĕ хачă тупса хайхи çӳç пайăркине качăрт! çеç касса татрĕ, аллипе ывăлне пуçĕнчен паçăрхинчен те ытларах юратса ачашларĕ. — Пулчĕ те! Пăх-ха тимлĕрех тĕкĕр çине — паллă та мар вĕт. Якарах, хулăнрах...
Красков амăшне куçĕнчен, кăшт шуранкарах питĕнчен тав туса пăхрĕ: мĕн тери лайăх та ырă чунлă унăн амăшĕ! Пĕтĕмпех ăнланать вăл, Наталипе пĕрле çӳренине те çын сăмахĕсенчен пĕлетех ĕнтĕ, ăна чĕнсе кăларнă хĕре те палланах пулĕ, анчах ун пирки шарламасть, ывăлне ытлашши вăтантарас мар тесе те шутлать пуль. Апла пулсан çав хĕр ачапа туслашнине те хирĕç мар вăл. Килĕшмесен кун чухлĕ чăтаяс çук-ха, чĕлхи тепĕр чухне çĕçĕ пекех çивчĕ унăн — касать те татать. Çавăнпа налук агенчĕ те юлашки вăхăтра унпа малтанхи пекех тӳрккессĕн калаçмасть. Тен, ку унăн амăшĕ çынна парăнма юратманнипе çеç мар, Леша ӳссе тĕрекленсе пынипе те, вăл вунă çухрăмри Чурачăк вăтам шкулĕнче «пиллĕкпе» çеç вĕреннипе те çыхăннă? Финагент ачи, çиччĕмĕш класа çӳрекенскер, аран-аран «виççĕсемпе» тытăнкаласа пырать тенине те илтнĕ-ха Леша.
Кӳршĕри Семен Андрейч (çӳç кастарма çур ял каччи ун патне çӳрет, вăрçăран вăл нимĕçсен çӳç кастармалли машинкине илсе таврăннă) амăшĕ пек мар, ялан тенĕ пекех унпа ӳссе çитнĕ çынпа калаçнă пек сăмахлаканскер, калаçăва аякран кукăртса пуçламарĕ, тӳрех ыйтрĕ:
— Кам валли кастаратăн «полька»?
— Тепĕр класа куçрăм, Семен Андреевич. Эсир пĕлетĕр, унта çӳç хăварман пĕр ача та çук, — куçĕ умне Наталин хура çĕмĕрт пек куçĕ шуса тухрĕ.
— Класĕ çапла пулĕ-ха та... Анчах «полька» мĕнле хĕр ача е хĕр валли кастаратăн? Хамăр ялсемех-и?
— А-а... Хĕр теме иртерех-ха, хамăр ялсем мар, кӳршĕрен... Çынсем пекех уççăн çӳреместпĕр эпир, çапах та пĕр-пĕринпе уроксем пирки те, ытти çинчен те канашлама юрататпăр. Çӳç мĕнле кастарсан лайăх-ши тесе ыйтрăм та — «полькăлла» терĕ...
— Ăнланакан хĕр ача, — пĕр кулмасăр ырларĕ Семен Андреевич. — Пирĕн те апла тăк маххă пама юрамасть. Ячĕ мĕнле?
— Натали... — темĕншĕн Семен Андреевичран нимĕн те пытарас килмерĕ.
— Хитре, сайра тĕл пулакан ят, — кӳршĕ машинкин пайĕсене хытарчĕ те Лешăна хыçлă пукан çине вырнаçма хушрĕ. — Сан çӳçе те Наталие килĕшмелле касасчĕ-ха.
Уйăх ку таранччен хăйне хупланă пĕлĕт татăкĕ айĕнчен çурла пек шуса тухрĕ. Сукмак хĕр ачапа Лешăна ыраш калчиллĕ уй урлă каçарса Натали ялĕн пахчисем хыçне ертсе çитерчĕ. Кунта яла тăкăрлăкпа кĕмелле. Уйăхăн шупка çутинче пахчасенчи сайра йывăçсемпе çуртсен тата сарайсен мĕлкисем курăнса кайрĕç.
— Çитрĕмĕр, — терĕ Натали кăшт тунсăхлăрах сасăпа, вăл Лешăпа юнашар каçхи ял йĕри-таврах утса çаврăнма хирĕç мар пулас. — Эпĕ киле тăкăрлăкпа мар, хамăр пахчапа кĕретĕп.
— Хăшĕ сирĕн пахча?
— Тăкăрлăкран виççĕмĕшĕ...
«Улттăмĕш класра пĕрре пахчапах кĕрсе курнăччĕ, шел, çавăн чухне вутă кӳме килĕшмерĕç. Çывăхланса çитеймесĕрех сивĕнтĕмĕр пĕр-пĕринчен», — каллех аса илчĕ Леша. Сасăпа вара çапла каларĕ:
— Апла пулсан çавă-и? — аллипе тĕллесе ыйтрĕ Красков. — Мĕн тĕммисем палăраççĕ унта?
— Çавă, — терĕ Натали. — Тĕммисем вара Кашкăр Карачăмĕ касса йăвантарнă улмуççисен тункатисенчен шăтса тухрĕç. Кӳршĕсем вĕсене касма сĕнеççĕ, финагент йывăçсене сыпнинчен аяларах каснă пирки ку-сем ӳссен те йӳçĕ вăрман пан улмийĕ çеç параççĕ теççĕ. Анчах анне яхăнне те ямасть, атте лартнă улмуççисен улмисем, ун шучĕпе, тутлах пулмалла... Йывăçсене питĕ юратать вăл... Эпĕ те юрататăп.
— Санăн аннӳ ытла та ырă кăмăллă пулас?
— Ялĕпе те çук пулĕ ун пекки.
«Çавăнпа эсĕ те çав тери кăмăллă хĕр ача пулнă», — вĕлтлетрĕ шухăш Красков пуçĕнче, вăл Наталин çамрăк çăка пек яштака кĕлеткине хавасланса пăхрĕ, хăйĕн кивĕ пиншакне тăхăннăскер чуна çывăх-çывăх туйăнса кайрĕ, вара çĕкленчĕк сасăпа каларĕ:
— Кунта çитнине сирĕн пахчана та кĕрсе курас эппин, улмуççисен хунавĕсене тыткаласа пăхас! Сыпма вăхăт часах.
Красков чашкăрса ӳссе кайнă çамрăк хунавсем тавра ерипен утса çаврăнчĕ, пĕр тĕмĕ патĕнчен тепри патне ешĕл çулçăллă çĕр улми касси тăрăх утса пычĕ. Сăнаса пăхса пĕтерсен çĕр улми кассисем хушшинчех çапла ыйтрĕ:
— Аннӳ хирĕçлемĕ-и?
— Хирĕçлемест, — терĕ çирĕппĕн Натали.
— Епле пĕлен? Паçăр ун пирки урăхларах каларăн вĕт-ха.
— Эпĕ, Леша, аннене сан çинчен пĕтĕмпе-пĕтĕмпе каласа кăтартнă. Унран нимĕн те пытарма хăнăхман...
— Ятларĕ пулĕ-ха? — Çакна илтнĕрен Красков чĕри самантлăха тапма чарăннăнах туйăнчĕ.
Хĕр ача пуçне пăркаларĕ.
— Ыйтса пĕлкелерĕ паллах. Килĕшрĕн эсĕ ăна, Леша... Аттесем вăрçăра вилнĕрен каллех йĕрсе илчĕ... Унтан çапла каларĕ: «Шанчăклă тус тăванран та лайăхрах». Эпĕ куншăн хĕпĕртенипе ăна ыталасах чуптурăм.
Красков иккĕшĕ сарă ыраш улăмĕн купи патĕнче пытанмалла вылянă чухне Натали çине ӳксен иккĕшĕн тутисем ăнсăртран пĕр-пĕрне сĕртĕнсе кăвар пек пĕçертсе илнине аса илчĕ те пичĕ каллех вĕриленсе кайнине туйрĕ. Мĕнле асамлă вăй хĕрӳлентерсе тăрать-ши çак хĕр ача кĕлеткине? Хĕр шутне кĕрсен каччăсен тутисене, хăйне чуптутарма килĕшсен, çулăмпа çунтарнăн кĕллентерсех яма пуçлать пуль. Анчах килĕшĕ-ши ун пек хăтланма? Красков аслăрах ачасем хĕр ачасене чуптуни çинчен каласа кăтартнине темиçе те илтнĕ-ха, анчах пĕри те хĕрсен тутисем кăвар пек вĕри пулнине асăннине илтмен. Леша арçын ачасем çавнашкал сӳпĕлтетнинчен мĕн кăна пĕлмест-ши, енчен те хăй кама та пулин чуптусан нихçан та чĕлхине ирĕке ярас çук вăл. Ара, хăвна килĕшекен çын çинчен епле-ха çапла çăмăлттайланса пакăлтатма юрать? Вăл санăн чĕрӳнех кĕрсе ларать-çке, ăна эсĕ пĕр минутлăха та ăшунтан кăлармастăн. Чи çывăх тусунтан хакли урăх кам пур-ши тĕнчере? Амăшĕ пур, анчах кун пек чухне аннӳпе тусна танлаштарма юрамасть пек туйăнать. Краскова Натали амăшĕн сăмахĕсем чунтанах килĕшрĕç: «Шанчăклă тус тăванран та лайăхрах».
— Канашран таврăнсанах сыпатпăр. Виççĕшне те. Хунавсем вăйлă тымарлă, сыпнă туратсем çӳлелле хăвăрт ӳсĕç, — терĕ Красков.
— Канаш... Мĕн те пулин шутласа тупрăн-и, Леша? — Натали арçын ача пиншакне хывма тытăнчĕ. — Атя сана кăштах ăсатса ярам...
— Эпĕ хамах сукмак çине тухатăп. Эсĕ киле кĕрсе юл...
— Ан чар, Леша, ăсататăп... Атя пахчаран тухиччен çĕр улми кассипе эсех малта пыр, — Натали арçын ачан пиншакне хывса ун еннелле тăсрĕ. — Тавтапуç, сулхăн мĕнне те туймарăм... Сан кĕлеткӳн хĕрӳлĕхĕ мана хутнă кăмака пекех ăшăтса тăчĕ.
Сукмак çине тухсан иккĕшĕ тăкăрлăк еннелле васкамасăр утрĕç. Красков хăюланчĕ, сĕнӳ пачĕ:
— Атя тăкăрлăкпа урама тухса килех кĕртсе хăваратăп сана.
— Эпĕ хирĕç мар, — шăппăн, хăюсăррăн тавăрчĕ Натали. — Аннӳ çухатмĕ-ши сана?
— Çухалмастăп, утса мар, чупса таврăнăп уй урлă! — Красков пиншакне каллех Натали хулпуççийĕнчен уртрĕ. — Сысна пирки те шутларăм-ха, анчах епле паллас манăн сирĕн сыснана? Вĕсем пурте пĕрешкел унта.
— Пурте мар, — терĕ Натали, — эпĕ хамăрăнне хăлхинчен кăвак хăю тирсе ятăм. Пысăк мар хăйăвĕ, тимлĕрех пăхмасан ăна асăрхама та çук. Ирех Канаш çулĕ çине хăваласа тухатăр пулĕ-ха?
— Ирех, хĕвелпе пĕрлех.
— Апла эпĕ уроксем пуçланиччен санпах пыратăп, тупса кăтартатăп ăна.
— Санăн унта пыма юрамасть, хамăнах кĕтӳре тимлĕрех пулма тивет.
Вĕсем Наталисен хапха алăкĕ патне çитсе чарăнчĕç. Хĕр ача икĕ кантăкран урамалла ӳкекен çутă шевлисене аллипе тĕллесе кăтартрĕ.
— Анне çывăрмасть, ачине кĕтет...
Красковпа иккĕшĕ çул тăршшĕпех шăппăн калаçса килчĕç пулин те, халĕ тата пăшăлтатарах пуплеме тытăнчĕç. Ахаль ĕç çинчен пымасть-çке вĕсен калаçăвĕ, çавăнпа ăна никам илтменнине нимĕн те çитмест. Красков хĕр ачана хăйĕн ытамне тытнă пекех тăрать, Натали те ун çумне пĕтĕм кĕлеткипе тенĕ пекех нихçанхинчен те хытăрах тĕршĕнчĕ. Лешăна вăл куçĕнчен ун кашни сăмахне шанса, ĕненсе пăхать.
Яш каччă ытамĕнче тăраканскерĕн тути кăшт çеç унăн тутине перĕнеймест, сывламассерен хĕр ачан çавра кăкăрĕ çĕкленсе Красков кăкăрне сĕртĕнет те хыççăнах пусăрăнса самантлăха темĕнле асамлă тыткăнран ирĕке янăн, ăшă сывлăшĕ вара Лешăн питне çунтарса тухатнăнах туйăнать.
«Пĕрре çинçе пилĕкĕнчен хыттăн-хыттăн çупăрласа вĕри тутинчен сывлăшĕ пӳлĕнмеллех чуптуса пăхмал-ла та... — анчах ку харсăр шухăша арçын ача çийĕнчех путарать. — Кĕçĕр ашкăнас мар, чăтмалла. Хăв килĕштернĕ хĕр ачана пурнăçра пĕрремĕш хут чуптума, тен, кун пек меллĕ самант урăх пулмĕ те, çапах та хама йĕркеллех тытас — пулăшма сăмах панăшăн юри чуптăвать тесе ан шухăшлатăр». Красковăн Наталие апла шухăшлаттарас килмест, мĕншĕн тесен кĕçĕр вăл хăй ăна епле хытă килĕштернине нихçанхинчен те лайăхрах туйрĕ. Тен, хĕр ача шанăçне тивĕçни çеç мар ку? Тен, унăн пĕрремĕш юратăвĕ?..
Пуçне пăтратакан çакнашкал шухăшсенчен хăвăртрах хăтăлас тесе Леша хĕр ачан аллисене шыраса тупрĕ те вĕсене çепĕççĕн пăчăртаса çапла ыйтрĕ:
— Район центрĕнчен Канаш çулĕпе Шăхасан еннелле кайса курнă-и эсĕ?
— Мана анне çиччĕмĕш класра вĕреннĕ чухнех, каникулта, Канаш хулине илсе кайса кăтартнă. Çиччĕмĕшне Мухтав грамотипе вĕçленĕшĕн...
— Апла райцентртан инçех мар, виçĕ-тăватă çухрăмра, аслă çул урлă тарăн çырма каçса кайнине те астăватăн?
— Мĕнле астумастăп вара? Ун урлă хывнă кĕпер патне çитиччен сахал чупнă-им физкультура урокĕсенче? Çĕрпӳпе Кăшнаруй еннелле те чупса курнă эпир.
— Э-э, эп сире учитель Канаш еннелле чуптарман тесе... Эпир ăмăртусене вăл енче ирттеретпĕр-ха. Вăт çав кĕпер айĕнчи çырма анат енче тӳп-тӳрĕ курăнса выртать. Тепĕр енче, кĕпертен çĕр утăмра, сасартăк сылтăм еннелле тăваткал кĕтес туса пăрăнать те тӳрех куçран çухалать. Çапла-и? Астăватăн-и?
— Астăватăп... Мĕншĕн ыйтатăн?
— Итле, Натали. Эпĕ сысна кĕтĕвне хăвалама виçмине ирех пуринчен малтан пыма тăрăшăп. Эс хăюпа палăртнă сыснана шыраса тупăп. Санăн та питĕ ир тăма тивет. Кĕперĕн сылтăм енче сăрт пекки пур, çавăн хыçнелле пăрăнса çухалать те ĕнтĕ эп асăннă çырма. Кĕтĕве эпир кĕпер патне хăваласа çитериччен сăрт патне маларах çитсе лармалла санăн.
— Çитетĕп, Леша...
— Çав кĕпер патĕнче виçĕ-тăватă сысна, ун çине кĕрес вырăнне, нăрăхлатса, кĕтӳрен уйрăлĕ те çырманалла ĕрĕхтерĕ, унтан çырма тĕпĕпе тăвалла чупĕ. Эпĕ аялалла вĕсем хыççăн вирхĕнсе анăп, тăвалла та вĕсем хыççăнах вĕçтерĕп. Çырма сылтăмалла пăрăнсан эсĕ хăвăн сыснуна уйăрса юлăн, эпĕ ыттисене каялла хăваласа Канаш çулĕ çине кăларăп. Асту: çул çине тухма юрамасть санăн, урапа çулĕпе, район центрне кĕмесĕр, тӳрех ялна таврăнмалла.
— Ай-яй, Леша, мĕнлерех пуç иккен санăн! Тавах сана! — арçын ача сĕнĕвĕшĕн çав тери хĕпĕртесе кайнăскер, Натали пуçне каçăртса Краскова питĕ хăвăрт тимлесе пăхрĕ те питĕнчен, тути çывăхĕнченех, чăпăрт чуп-туса илчĕ, куларах каларĕ: — Маттур, Леша пичче!
Красков ку ытла та кĕтмен çĕртен пулса иртнĕрен малтан ним калама аптăрарĕ, пуçĕнче çеç харсăр шухăш çиçĕмле мĕлтлетсе иртрĕ: «Акă вăл Наталие хăйĕн ытамне питĕ хыттăн пăчăртаса тытмалли вăхăт, пĕтĕм тутине хупласа хĕрӳллĕн чуптумалли самант...» Анчах Леша ку шухăша çийĕнчех пуçĕнчен хăваларĕ, ĕçне тумасăр апла хăтланма юрамастех тесе хăйне хытарса хĕр ачана ытамĕнчен пачах пушатрĕ, аллисене те ирĕклентерчĕ. «Пĕл-ха вĕсен шухăшне, чуптăвăн та савăнас вырăнне сасартăк çупкă тутанăн. Кĕçĕр юлашки хут тĕл пулмастпăр-çке», — вăл хĕр ача чуптунă тĕлте ӳтне Натали тути çунтарса илни çаплах иртменнине лайăх туять пулин те çакна палăртасшăн пулмарĕ, иккĕшĕн хушшинче нимĕн те пулса иртмен пекех сывпуллашма тытăнчĕ:
— Чипер юл, Натали... Тен, ыран санпа калаçма май килмĕ те, хăв виçмине мĕн тумаллине ан ман вара... —
Вăл хĕр ачан вĕри аллине тепре тытса пăчăртарĕ, Натали хывса тыттарнă пиншакне хăвăрт тăхăнса тăкăрлăк еннелле ярса пусрĕ. — Улмуççисене, илтрĕн ĕнтĕ, Канашран таврăнсан сыпатпăр.
— Ан кай-ха пĕччен, — темĕн пулассăнах хыпăнса ӳкрĕ лешĕ, — Тăкăрлăкран кăларсах яратăп эпĕ сана. Епле-ха апла, эсĕ мана уй урлă каçарма та ӳркенмерĕн те...
— Пĕчченех каятăп, сарă çӳçлĕ, вăрăм çивĕтлĕ йăмăкăм... — Красковăн та уйрăлас умĕн пăртак шӳтлес килчĕ. — Тăкăрлăкалла пăрăнсанах чупма тытăнатăп эп, пĕрре тапса сикетĕп те — ыраш калчи уйĕ урлă каçса хамăр кил алăкне уçса та яратăп!
— Туссем апла хăтланмаççĕ, Леша. — Хĕр ача Красков хирĕçлеме ĕлкĕриччен ăна хулĕнчен çирĕппĕн тытрĕ те унпа юнашарах утма пуçларĕ. — Ан та туртăн, тăкăрлăк вĕçнех çитеретĕп.
Красков тантăшĕ сăмахне çирĕп тытнине, унтан ахальлĕн уйрăлма çуккине пĕлет, çавăнпа пиншакне каллех Натали хулпуççийĕнчен уртса яма тиврĕ. Хальхинче калаçсах каймарĕç, тĕттĕмленнĕ ансăр тăкăрлăкпа чĕнмесĕр тенĕ пекех утса пычĕç. Кашни хăйпе юнашар кам утнине манмасăр хăйĕн шухăшĕпе ăшĕнче хавхаланчĕ. Красков хăйĕн хулĕнчен хĕр ача тытса утнине пĕрремĕш хут курать. Тĕрĕссипе, Наталие хулĕнчен унăн çаклатмаллаччĕ-ха, анчах ун пек хăтланма вăл ниепле те хăюлăхне çитереймест, хĕр ачасемшĕн ун пек тăвасси нимĕн те мар иккен. Виçмине Канаш çулĕ çинче мĕн пулса иртесси çинчен шухăшлас та килмест Красковăн. Хĕр ача хулĕнчен унăн хулне кĕпи çанни витĕрех ăшă çапать, çав ăшă унăн пĕтĕм кĕлетки тăрăх саланса чунне çĕклентерет, кăмăлне хавхалантарать. Пуçне темĕнле ашкăнчăк шухăшсем пыра-пыра кĕреççĕ: Наталие унăн пĕрре пĕчĕк ачана тытса çĕкленĕ пек икĕ аллипе тытса йăтса утас килет; ун чухне, çӳлерех çĕклесен, хĕр ачан кĕрен пит çăмартийĕсем унăн питнех сĕртĕнĕç, пĕчĕк çавра кăкăрĕсем те ăна чĕри тĕлĕнченех перĕнĕç, сисеймĕн те — юн пĕрхĕнес пек хĕрлĕ тути хĕррисем те унăн тутинех лекме пултараççĕ. Тепре унпа пĕрлех çунатланса тата пĕр-пĕрне аллисенчен тытса таçта-таçта çитиех çынсем ирĕклĕн те савăнăçлăн пурăнакан çĕре вĕçсе çитес килет. Финагент Кашкăр Карачăмĕ те ан пултăр унта. Красков ĕмĕчĕсенчен хăтăлса юнашарти Наталие вăрттăн сăнаса пăхса илчĕ: сăнĕ шухăшпа витĕннĕ пулсан та темĕнле шалтан çапакан хаваслă çутăпа илемленсе хăй еннелле туртать вăл. Унăн питĕнче çавăн пекех тӳперен чăваш ялĕсене сăнакан уйăх çути палăрать. Вăл хĕр ача сăнне кăштах шупкалатать пулин те, унăн хитрелĕхне нимĕн чухлĕ те пĕтереймест.
Сисмерĕç те хайхи тăкăрлăка утса та тухрĕç.
— Урăх утар мар, — терĕ Красков, — тавах сана, Натали, мана туслă ăсатнăшăн.
— Ну, чипер кай, Леша. Çулу такăр пултăр, чупнă чухне такăнса ан ӳк, — терĕ те Натали арçын ачан пиншакне хывма тытăнчĕ.
— Ан васка-ха хывма, — чарчĕ ăна Красков.
— Мĕскер тата?..
— Çак уй хĕрринче пĕччен тăратса хăварма пултараймастăп сана.
— Ан калаç-ха... Уй варринче юлмастăп-çке, хамăр пахчапа юнашарах. Кунта эпĕ нимĕнрен те хăрамастăп. МТС инженерĕн ывăлĕпе унăн юлташĕсем аякра ку тĕлтен.
— Çав-çавах хăвармастăп, килӳ тĕлнех çитеретĕп. Хапха алăкĕнченех кĕртсе яратăп.
— Аннӳ çухатрĕ ĕнтĕ сана, самантлăха тухаймĕ-ши тенĕччĕ çеç эпĕ...
— Çухалмашкăн йĕп мар-ха... Итле, тăкăрлăкпах таврăнатпăр. Хальхинче хулунтан та хамах тытам-ха, — Красковпа Натали пĕр-пĕрне хăнăхса çитрĕç, çавăнпа Леша ку хутĕнче хĕр ача хулĕнчен хăюллăнах тытрĕ. Натали куншăн чунтанах хĕпĕртерĕ пулас, урăх хирĕçсе тăмарĕ, арçын ачапа юнашар савăккăн тăпăл-тăпăл утса пычĕ. Кунталла пĕр-пĕрне чĕнмесĕр, кашни хăй тĕллĕн шухăшласа утнă пулсан халĕ кунпа килĕшмерĕ хĕр ача, хăйĕн калаçас килнине кăтартса çăварне хупма шутламарĕ те:
— Кун чухлĕ çӳретпĕр, анчах пуласси çинчен пĕрре те калаçмастпăр. Эпир кăçал вăтам шкулăн юлашки класĕнче вĕренетпĕр-çке, малалла ăçта каяссине те эсĕ тахçанах шутласа хунă ĕнтĕ...
Хĕр ача тĕрĕсех калать: унсăрăн епле пултăр-ха? Амăшĕпе те пĕрре çеç мар калаçнă. Анчах урăх никама та каламан. Наталирен пытарни аван мар пулĕ, каламах тивет.
— Математикăна вĕрентекен Мускава кайма сĕнет...
— Тĕрĕс, Леша! Юлашки çулсенче унта кам та пулин кайса кĕни çинчен илтменччĕ-ха эпĕ... Эсĕ пĕрремĕш пулатăн! Мĕнле института?
— Малтан кайкаланă-ха... Анчах ăçта кĕрессе халех калани мухтаннă пек пулмĕ-ши? Ăнтараймасан? Сан умăнтах мана намăс пулĕ...
— Нимĕн те пулмасть! Эс мана ăнланаймасть ку тесшĕн пулĕ-ха... Пĕтĕмпех ăнланатăп! Математикăна эпĕ те питĕ юрататăп, çавăнпа шухăшласси те иксĕмĕрĕн пĕрешкелтерех пулма кирлĕ. Туссем-çке эпир... Санран эпĕ, Леша, нимĕн те пытармастăп, мĕншĕн тесен санран çывăх çын, аннесĕр пуçне, манăн урăх çук та— Вара каламастăнах-и?
Ытла таса та уçă чунлă хĕр ача çак Натали. Красков хăй те ахальтен сӳпĕлтетме юратмасть, çавăнпа ун умĕнче турткаланни пушшех те килĕшмест-ха ăна. Çитменнине, ăна хулĕнчен тытса утать-ха вăл. Чуна ырă, халиччен сисмен туйăмсем хупăрласа илеççĕ: Натали ăна хăйĕн шăпине пĕтĕмпех шанса панă пек; хулĕсем çеç пĕр-пĕрне сĕртĕнеççĕ пулсан та, иккĕшĕн келетки те пĕр кĕлеткене уйрăлми пĕрлешсе кайнă пек; харпăр хăй шухăш-ĕмĕчĕсене сасăпа мар, сăмахсăрах пĕрне-пĕри пĕлтерсе пынă пек...
Пытарма юрамасть, каламаллах хăйĕн шухăшне сасăпа:
— Бауман ячĕллĕ института... Тепĕр майлă — аслă училище вăл, академиксем вĕрентеççĕ унта.
— Вуланă эпĕ — питĕ чаплă техника училищи. Каясах пулать, вĕрентекен ахальтен сĕнмест, Леша. Кам пĕлет, пурăна киле эсĕ те академика çитĕн. Пултаруллă эс, питĕ пултаруллă. Шанатăп сана, — Натали сасартăк шăппăн кулса ячĕ. — Çулла роман вуланăччĕ, сĕре интереслĕскер: «Курак — çурхи кайăк». Училище ятне панă Бауманăн революцири вăрттăн ячĕ пулнă имĕш вăл. Шутла-ха, Леша, санăн хушаматунтан кăшт çеç урăхла.
— Хушаматшăн йышăнмаççĕ-çке, инçетре хальхи вăхăтра пурăнма та йывăр. Пĕр тăван-пĕлĕш те çук Мускавра пирĕн. Камран пулăшу ыйтан? Апат-çимĕçĕ енчен унта та кунти пекех çăмăл мар теççĕ.
— Ку тĕрĕсех, Леша. Пулăшакансăр пурнăçра ытла йывăр. Тĕслĕхĕ хамăрпа пĕрлех пырать: мана пулăшма сан май килмен пулсан çакăн пек çăмăллăн утаяттăм-и кĕçĕр санпа юнашар? Иксĕмĕр пĕрле чухне эпĕ хама кайăк пек çăмăл туятăп. Анне сăмахĕпе те килĕшес килмест вара!
— Мĕнле сăмахпа?
— Пĕрре телей çук тăк ăна çĕр çинче те, шывра та тупаймастăн тет... Эпĕ, Леша, çав-çавах телейсĕр пуласшăн мар-ха... Кала-ха эппин, ăçталла çул тытас-шăн?
— Канашран инçе каясшăн мар малтанлăха. Кайран куç курать...
— Фельдшерсен училищине-и?
— Вăл çеç мар Канашра...
— Апла педучилищĕне? Учительсен институтчĕ пур тата унта...
Красков пуçне пăркаларĕ. Натали тинех уйăх çутинче хура куçне çиçтерсе илчĕ.
— Тавçăртăм: финанс техникумне! Тĕрĕс-и?
— Тĕрĕс... Хальлĕхе çавăнпах çырлахма тивет. Хамăр республикăрах. Шупашкартан та çывăхрах. Киле те килсе кайма пулать. Стипенди параççĕ, общежити пур. Выçса вилместпĕр. Ун хыççăн, ĕçлекелесе укçа пухсан, Хусан еннелле те пăхма юрать. Унта финанс институчĕ пур.
— Анăçу сунатăп, Леша. Пĕтĕм чĕререн.
— Тавах уншăн. Санăн та пурнăç çулĕ яланах такăр пултăр, тусăм.
— Эпир туссем пулсан пурнăç сукмакĕсем иксĕмĕрĕн те яка пулмалла, — терĕ Натали, хăйсен хапха алăкĕ умĕнче чарăнчĕ те арçын ача пиншакне иккĕмĕш хут хывма пуçларĕ.
— Чим, Натали, санăн та пĕр çултан сахалтарах юлчĕ вĕренмелли. Темĕн, нимĕн те шарламарăн-ха эсĕ хăв пирки.
— Калатăп. Сана ыраш калчи уйне çитиччен ăсататăп та — пĕлтеретĕп.
— Эсĕ мĕскер, каллех манпа тăкăрлăка пырасшăн-и?
— Уйрăлас килмест пачах, Леша. Çĕрĕпех санпа пĕрле утас килет... — шăппăн, аран-аран илтĕнмелле, вăтаннăран куçĕсемпе çара урин пӳрнисем епле хускалнине тимлĕн сăнаса пăшăлтатрĕ Натали.
— Апла пулсан тухăçа шуçăм çути çапичченех утма тивет пирĕн. Пĕрре эпĕ сана уй хĕрринчен кунта çитеретĕп, тепре эсĕ мана тăкăрлăкпа ялтан тухиччен ăсататăн. Çапла мар-и?
— Çапла, — пĕр кулмасăр хуравларĕ Натали, унтан хывнă пиншакне хăех Красков çине уртса ячĕ. — Ытла ăшă пиншаку, Леша. Халĕ эсĕ ăшăн. Сисетĕн пуль, сулхăнлатать. Пиншакупа манăн çеç вĕриленмелле мар. Тавтапуç мана шăнасран хӳтĕленĕшĕн. Анне тепĕртак кĕтĕ, çутă сӳнтермен. Кофта илме кĕрес — сан патна урăх кăлармĕ тата.
Натали каллех ăна хулĕнчен тытрĕ те, кĕлетки çумне çыпçăннă пекех, тăкăрлăк еннелле утасшăн пулчĕ. Анчах хальхинче Красков хапха патĕнчен пăрăнасшăн та пулмарĕ.
— Çӳрерĕмĕр, Натали. Кĕçĕрлĕхе çитет. Тĕнче пĕтсе килмен-çке, шкулта çеç мар, паянхи пек, уроксене хатĕрленсен малашне те каçсерен тĕл пулăпăр-ха...
— Тепре ăсатма кăна ирĕк пар, Леша. Тăкăрлăкра, чи тĕттĕм тĕлте, пĕр сăмах каласшăн эпĕ сана...
— Кунта кала.
— Хамăр хапха умĕнче именетĕп — уйăх çути чăрмантарать.
— Ырана хăвар.
— Кĕçĕрех калас килет. Пĕтĕм ăш-чик тулса ларчĕ çав сăмахпа... Тăкăрлăкра калатăп та урăх сана тытса тăрас мар тесе тӳрех каялла вĕçтеретĕп.
— Хальхинче хамăн сăмахран чакмастăп. Аннесене те манмалла мар: эпир киле кĕричченех пире пăшăрханса кĕтеççĕ вĕсем. Сăмахна ăшăнта лайăх упра — тепре тĕл пулсан калăн. Ну, килĕшетпĕр-и, йăмăкăм? Пиччӳ сĕнĕвне итлемелле сан.
Натали пĕр самант шутларĕ те арçын ача шухăшĕпе кăмăлсăрланнине пачах палăртмарĕ, сассине те улăштармарĕ.
— Аннесем пирки тĕрĕс каларăн... Пăшăрханаççĕ. Кĕрĕпĕр, Леша. Эсĕ чипер çит. — Хĕр ача хапха алăкне шăппăн уçрĕ те шалалла кĕнĕ май: — Эпĕ, Леша, геолога вĕренме шутлатăп... Мĕн чухлĕ кĕнеке вуламарăм пуль вĕсем çинчен! — терĕ, унтан хупнă алăка çĕнĕрен уçса çирĕппĕн пăшăлтатрĕ: — Леша, пĕтĕмпе сан аллунта! Макуç сăрчĕ çине ирех çитетĕп. Спаççипă сана кĕçĕр манпа çавăн чухлĕ вăхăт ирттернĕшĕн.
Алăк хупăнчĕ, шашулккине те Натали шăппăн антарчĕ. Красков çапах та хапха умĕнчен тӳрех пăрăнмарĕ-ха, хĕр ача алăк патĕнчен пӳрт çенĕкĕ еннелле утса кайнин сассине илтес килчĕ унăн. Анчах картишĕнче те шăп, пĕр сас-чӳ илтĕнмест. Çенĕк алăкĕ те уçăлса хупăнмарĕ. Нивушлĕ Натали те вăл хапха патĕнчен пăрăнасса сывламасăр тенĕ пек кĕтет? Красков хăлхине алăк хăмисем çумне тытрĕ, шăппăн чĕнчĕ:
— Натали! Мĕншĕн кĕместĕн? Асту, шăнса пăсăлсан хуравне эпĕ тытмастăп!
Красков сывламасăр итлерĕ — хирĕç никам та чĕнмерĕ.
— Натали! Эсĕ киле кĕмесĕр эпĕ вырăнтан та хускалмастăп!.. Илтетĕн-и? Хăть сассуна пар!
— Ну, мĕн унта? Пирĕн тĕлте урамра çăлтăр ӳкессе кĕтетĕн-им? Кай!
— Эсĕ кĕр — эпĕ те каятăп.
— Ахалех вăхăта сая яратпăр: ку таранччен тăкăрлăка çитеттĕмĕр вĕт, эсĕ те ман сăмаха илтеттĕн...
— Кала эппин сăмахна, хăлхамсене чăнках тăратрăм.
— Э-э, çук, унашкал сăмаха хапха хыçĕнчен каламаççĕ... Тухас-и урама?
Тĕрĕсрех каласан, Наталин вăрттăн сăмахне кĕçĕрех илтес килет Лешăн, урама тух тесе те чĕнес кăмăлĕ пур, анчах вăхăчĕ те кĕтмест — уйăх каллех пĕлĕтпе хупланма хатĕрленет. «Тек иккĕленес мар, кирек мĕнле ĕçе те ăнăçлă пурнăçлама хăвна çирĕп тытни кирлĕ», — юлашкинчен çапла шутласа хапха патĕнчен темиçе утăм чакса тăчĕ Красков.
— Ан тух! Çапла тăвăпăр, Натали: эпĕ виççĕ таран шутлатăп та тăкăрлăк еннелле чупатăп. Манпа пĕр вăхăтрах эсĕ киле кĕретĕн. — Вăл чăнахах Натали илтмелле виççе çити шутларĕ те хайхи тăкăрлăк еннелле чупрĕ, çав хушăрах хĕр ача, те вăл илттĕр тесе, çенĕк алăкне уçса шалтлаттарсах хупрĕ. «Кăмăлĕ хирĕçлерех пулин те итлет тата», — Наталие тепĕр хут ырларĕ Красков.
Уйра шăп. Кĕрхи çĕртме сухалакан трактор та чарăннă. Самаях сулхăнланнă. Анчах Красков ăна туймасть. Хĕр ачана пĕрремĕш хут çĕрле килне çитиччен ăсатрĕ кĕçĕр, каччă шутне кĕчĕ. Хăйсен пысăках мар çурчĕн алăкне ерипен уçса кĕчĕ вăл. Темĕн пек шыв ĕçес килет пулин те алăк патне майлаштарнă тĕпелелле иртмесĕрех вырăнĕ çине пиншакĕ качкипех кĕрсе выртрĕ. Тĕпелти вырăн çинче амăшĕ çывăрать е ăна кĕтсе куçне хупса çеç выртать. «Эсĕ-и ку, Леша?» — тесе ыйтаканччĕ вăл кун пек чухне. «Эпĕ. Çывăрах, анне. Пурте йĕркеллĕ!» — тесе тавăратчĕ те Леша хăвăрт хывăнса амăшĕ сарса хунă вырăн ăшне чăматчĕ. Кĕçĕр амăшĕ, ывăлĕ паçăр кам патне тухнине пĕлекенскер, чĕнмерĕ. Ывăлĕ те нимĕн те шарламарĕ, Натали пĕвĕн ăшши çапакан пиншакне хывмасăр çаплипех выртрĕ. Пĕрремĕш хут вăл çав каç амăшĕн ăшшинчен урăхларах ăшă пуррине пĕлчĕ. Иккĕшĕ те лайăх, иккĕшĕ те ырă. Амăшĕн ăшши ăна мĕн ачаран ӳсме пулăшнă — куна Леша аван пĕлет. Хĕр ачаран хĕре куçса пыракан Наталин ăшши асамлăраххине туять вăл, анчах çав ачаш ӳт ăшши мĕн тăвĕ-ши унпа малалли пурнăçĕнче?
3
Кĕçнерни кун Красков шкула никамран малтан çитрĕ. Сумкинче ытти чухнехи пек кĕнекесемпе тетрадьсем мар, çур çăкăрпа пĕçернĕ çĕр улми.
— Кирлĕ мар, анне, пире çул çинче çитереççĕ, — тесе килĕшесшĕн пулмарĕ Красков малтан амăшĕ сумкăна ăна-кăна хума вĕткеленнине сăнаса.
— Килти апат çăвар маччине пĕçертмест, Леша. Çул çинче сăмах паракан нумай, ăна тытаканĕ сахал. Канаш çулĕ кĕске мар. Мĕн панине нимĕн те ан хăвар.
Хатĕрлев кантурне çитсе курасшăнччĕ çеç, шкул картишне хулпуççийĕсем урлă кĕтӳç пушшисем çакнă Микул, Эрхиппе Витя çитсе кĕчĕç. Сăнĕсем виççĕшĕн те хаваслă — ара, епле яваплă ĕç шанса панă вĕсене. Çанталăкĕ ачасем хăйсен вăрăмах мар пурнăçĕнче пĕрремĕш хут патшалăх ĕçне хутшăннине ăнланнă пекех лайăх: хĕвеллĕ, çилсĕр, лăпкă.
— Кайрăмăр! — терĕ Красков хăй те кĕтӳçсен пĕчĕк командинчен кая мар хавхаланса. — Мĕн чухлĕ иртерех çула тухатăн, ĕçӳ те çавăн чухлĕ ăнать.
— Шкул директорне кĕтместпĕр-и? — Микул Лешăна куçĕнчен пăхрĕ. Ăна директор малтан Канаша ярасса хирĕç пулнине Красков каласа панинчен пĕлет вăл. — Шухăшне улăштарман-ши? — Вăл пушшине пĕр хул-пуççийĕнчен илсе теприн çине çакрĕ. Пĕтĕм шухăшĕпе халĕ Канаш çулĕпе утать вăл! Унта ку таранччен пĕрре те кайса курман-ха. Эрхип унти чугун çул станцине сар çу сутма темиçе те çитнĕ. Витя та шкул ачисен ăмăртăвĕнче кире пуканĕ çĕклесе вăйне виçме кайса курнă. Курнă çеç мар, республикăра иккĕмĕш вырăн йышăнса таврăннă. Красков Микула директор сăмахĕсене пĕлтересшĕн те марччĕ, анчах лайăхрах шухăшларĕ те — пĕтĕмпех каларĕ: çул çинче ан ӳркентĕр, вĕренесси çине те тимлĕрех пăхтăр. Чухлать Красков директора Микул паян мĕншĕн курасшăн иккенне, çавăнпа ăна лăплантарма васкарĕ:
— Ан пăшăрхан, Иван Сергеевич хăйĕн сăмахне çирĕп тытать.
Ачасем хайхи кантура çитнĕ тĕле сысна картинче ирхи шăв-шав пуçланнăччĕ ĕнтĕ. Сыснасем нăрхлатни таçтанах илтĕнет: пĕрисем сăмсисемпе çĕр чавалаççĕ, теприсем валашкасенчи шыв тавра апла та капла çаврăнаççĕ. Çула кăлариччен вĕсене хĕрарăмсем апат пама та ĕлкĕрнĕ. Хăшĕ-пĕрисене сахалтарах лекнĕ-ши, çаплах пĕтĕм таврана янраттарса çухăрашаççĕ. Красков сысна картинче хуçа майлах утса çӳрерĕ: вĕсене çурăмĕсенчен тыта-тыта ачашларĕ, хăйне палланă пекех кĕтсе илекенсене саламат аврипе шăртлă тирĕсенчен хыçса кăмăлĕсене çемçетрĕ. Ун пеккисем тӳрех унпа туслашаççĕ, уйрăлмасăр хыççăнах нăрăхлатса пыраççĕ. Çапах та Лешăн тĕп тĕллевĕ сыснасене çурăмĕсенчен хыçкаласа çӳресси мар-ха, хăйне кирлĕ Çуаша тупса унпа лайăхрах паллашасси. Сыснасем хушăран сассисене пусарсан вăл темиçе хут хыттăнах кăшкăрса чĕнчĕ:
— Çуаш! Çуаш!
«Илтсенех чупса пырать», — тесе шантарнăччĕ Натали. Красковран хăрать-ши? Сыснасен хăлхисене те куçне чарсах сăнарĕ Леша, анчах кăвак хăю çыхнă хăлхаллине ниепле те асăрхаймарĕ. Тен, хăйăвĕ салтăнса ӳкнĕ? Апла пулсан паян тăвас питĕ яваплă ĕç путланма та пултарать-çке. Эс, Красков, вил те чĕрĕл, анчах Наталие панă сăмаха пурнăçла. Кашни сыснана тенĕ пекех пăхса тухрĕ — Наталисен Çуашĕ çук та çук. Халь тупмасан çул çинче йывăртарах лекет. Сыснасене çул тăрăх хăваласа пынă чух çуйхатма юрамасть. Пĕрре аяккалла чупма тытăнсан вĕсене пухса та çитереймĕн. Наталипе калаçса татăлнă кĕпер патне çитиччен Çуаша чăнласах тупаймасан? Красков çамки çине тар тапса тухрĕ: каллех Кашкăр Карачăмĕн мăшкăлĕ пулĕç-и Наталипе амăшĕ? Çапла шухăшласа çамки çинчи тарне ал тупанĕпе шăлма ĕлкĕрчĕ çеç Красков, хăй умĕнчех карта айне хурса тултарнă пысăк чулсене сăмсипе тĕрте-тĕрте вырăнтан хускатма тапаçланакан шап-шурă пĕчĕк сыснан хăлхине шăтарса çыхнă кăвак хăйăва курах кайрĕ.
«Тинех тупрăм! Мăнтарăн, çĕре чавса, чулсене сирсех килне тухса тарасшăн! — мĕлтлетрĕ Красков пуçĕнче. — Тек аптрамастпăр, тусăм. Паян хуçу аллине лекĕн». Вăл уншăн хăй те савăнчĕ:
— Çуаш! Çуаш! Чарăн чаваланма. Вăю кайран та самаях кирлĕ пулĕ-ха.
Сысна ăна илтсен чăнахах сăмсипе чула тĕкме чарăнчĕ те пуçне каçăртса ют çынна пăхма тытăнчĕ. «Ку — сан валли Наталирен кучченеç», — тесе Красков сумкинчен пысăкрах çĕр улми кăларса Çуаш еннелле тăсрĕ. Сысна йытă мар, унпа калаçма та, ăна килĕштерме те çук пек туйăнать. Ку тĕрĕс маррине тӳрех ăнланчĕ кĕтӳçсен ертӳçи. Çуаш хăине Натали панă ята та ман-ман, чăмăр çурăмлă, шап-шурă шăртлă. Патшалăха пама та, сутма та иртерех ăна. Хуçи мĕнле, выльăхĕ те çавнашкал. Краскова Çуаш хăйсен выльăхĕ пекех килĕшрĕ, ăна Наталие париччен те паян лăпланаяс çуккине ăнланчĕ вăл.
— Шарлатанов килет! — Микул Лешăна асăрхаттарса пушшине шартлаттарса илчĕ. Эрхиппе Витя та вăл карта урлă каçнă çĕре пычĕç.
Унтан хатĕрлев кантурĕн пуçлăхĕ Петр Аверкиевич Махмин хăй те çитрĕ.
— Арлан Архипович, — терĕ вăл хура çӳçлĕ, сарлака питлĕ, малти пĕр шăлне çухатнă Шарлатанова, — санпа пĕрле заготкантур хуралçи Çерçи Элекçейĕ те пымаллаччĕ, анчах халь кăна арăмĕ усал хыпарпа чупса килчĕ: Элекçей вар виттипе аптăранă. Ун вырăнне хăй çула тухма хатĕр. Пăру пек йыттине те ертнĕ. Эпĕ тӳрех килĕшмерĕм, малтан санпа канашласа пăхас терĕм.
— Питĕ тĕрĕс тунă, — терĕ Арлан Шарлатанов вăрăм сăмсаллă лапчăк карттусне пĕркеленчĕк çамки çине пусарах лартса. Мăйĕ тăрна мăйĕ пек çинçе те вăрăм унăн, сайра çӳçĕ карттусĕ айĕнчен ĕнси çинелле усăнса аннă. Кивĕ сăран аттин пĕр кунчине сапланă пулин те вăл утăм тумассерен нăтăртатса илет. Хура çăра куç харшийĕсем авăнса тăнă пирки Шарлатанов Чурачăка темĕнле юмахран лекнĕн туйăнать. Вăл Элекçей арăмне килĕштермест çеç мар, кураймасть те пулас. — Сысна кĕтĕвне пăхас чух Элекçей арăмĕнчен сыхланма тивет пирĕн. Йытти чух-чухсене туртса çурма пултарать. Хăй килте Элекçее кăшламасăр пурăнайманнине пĕлетпĕр, çул çинче мана кăшлатăр-и? Çук, килĕшместпĕр Элекçей арăмне хамăрпа илме. Ăна, шампа хырăма, сăртлă вырăнсенче çурăменчен тĕксе хăпартма тивет пирĕн. Ачасем, эсир мĕнле шутлатăр?
— Сирĕн пекех шутлатпăр, Арлан Архипович! — пĕр çын пек хуравларĕç ачасем, çав мăнтăр хĕрарăм райцентр тăрăх кăшкăрашса утнине пĕрре çеç мар курнăскерсем. — Пушăсемпе эпир питĕ пĕлсе усă куратпăр. Элекçей арăмĕн аслати пек сассинчен хăраса сыснасем пĕр-пĕр çырмара ăçта кирлĕ унта тарса пытанма пултараççĕ.
Красков пĕрремĕш хут çав хĕрарăмăн сăмси айĕнче арçынсен пек хура шăрт ӳснине асăрхасан хăвăртрах юнашар урамалла пăрăннине аса илчĕ те вăл кĕтӳпе пырсан Наталипе иккĕшĕ умĕнче епле хăрушлăх сиксе тухасса ăнланчĕ. Çавăнпа хăйĕн вăрттăнлăхне ачасене пĕлтермен пулин те уйрăммăн та хушса калас терĕ:
— Урасем вăр-варах-ха пирĕн, чупма ӳркенместпĕр, — юлташĕсем еннелле çаврăнчĕ вăл. — Тăватсăмăрах ĕлкĕретпĕр, çапла-и?
— Елкĕретпĕр! — терĕç Витьăпа Эрхип тата Микул.
— Тĕрĕс, ачасем! — Шарлатановăн та куна илтсен кăмăлĕ уçăлнă пек пулчĕ. — Элекçейрен вĕрен явса пурăнать вăл. Пĕле-еп, ухмахла ун патне киле кĕрсе виçĕ эрне тамăк мĕнне чăтса курнă эпĕ.
Хатĕрлев кантурĕн пуçлăхĕ те çамрăк кĕтӳçсен шухăшĕпе килĕшрĕ. Те юриех — хавхалантаранçи те турĕ:
— Выльăхсене панă тĕле Канашра манăн та пулмалла, — терĕ вăл. — Эпĕ каярахпа лашапа хăваласа çитĕп-ха сире. Пулăшăп та.
Тепĕр çур сехетрен сысна кĕтĕвĕ Канаш еннелле çула тухрĕ. Петр Аверкиевичпа Шарлатанов картаран кăларакан сыснасене иккĕшĕ шутласа тăчĕç. Пĕтĕмпе çитмĕл тăватă сысна иккен — хут çинчи пекех. Малтан сыснасем хăйсене питĕ пăлханчăклă тытрĕç, вĕсене çул икĕ енĕпе сарăлса выртакан анлă хирсем илĕртрĕç. Анчах ачасен вăрăм пушшисем шартлаттарса пыни вĕсене майĕпен йĕркене кĕртрĕ: аяккалла пăхма чарăнчĕç, пуçĕсене çул çинелле пĕксе пĕр ритмпа утма тытăнчĕç. Ачасем хăйсем те çапла йĕркеленчĕç: кĕтӳ пуçĕнче Эрхип пычĕ, Микулпа Витя — унăн икĕ енĕпе, хыçалта — Красков. Шарлатанов вара хăш тĕлте пырас тет, çавăнталла васкать.
Красков хăйне Наталисен сысни лайăхрах хăнăхтăр тесе ăна картаран кăларсан никам асăрхиччен çăкăр чĕлли те хыптарма ĕлкĕрчĕ. Халĕ унăн ăна куçĕсемпе кĕтӳре вĕçĕмсĕр шырама та кирлĕ мар: Çуаш кĕтӳ варринелле кĕмест, ун хĕрринче Красковран инçех те мар утса пырать.
Сысна ĕне мар çав, чипер пынă çĕртенех пĕр-иккĕшĕ кĕтӳрен сасартăк чупса тухса çул айккинчи айлăмалла вирхĕнет. Çапах та ачасем вăр-вартарах: ун пеккисене самантрах каялла тавăраççĕ. Кун пеккисемшĕн Красков ытлах пăшăрханмасть, мĕншĕн тесен Наталисен сыснине вăл шăпах çавнашкал лару-тăрура çеç çăлса хăварма пултарать. Палăртнă вырăналла кĕтӳ çывхарса пырать те ĕнтĕ. Çамрăк кĕтӳç малалла темиçе те куçне шартарсах пăхрĕ, анчах, Наталипе калаçса татăлнă пек, унăн кĕлеткине çулăн сылтăм енчи сăрт çинче пĕрре те асăрхаймарĕ. Нивушлă хĕр ача унта çитсе вырнаçайман? Çывăрса юлман-ши? Тен, юри пытанса ларнă? Темĕнле ыйту та парать Красков хăйне, анчах Натали мĕлки çук та çук. Пĕрре çеç кĕтмен çĕртен сăрт çинче шурă ялав вĕлкĕшсе илнĕ пек туйăнчĕ, анчах вăл самантрах куçран çухалчĕ...
Акă кĕтӳ пуçĕ сăртпа танлашрĕ, Микул малта кĕпер çине кĕнине систерсе пушшине хыттăн шартлаттарса илчĕ. Кĕперĕ ансăртан сыснасем ун умĕнче кĕпĕрленсе тăчĕç, кĕпер çине тӳрех лекейменнисенчен пуçтахраххисем каллех аяккалла туртăнма пуçларĕç. Кунта Красковăн хăйне евĕрлĕ ăсталăх кăтартма тиврĕ. Вăл кĕпер айнелле чăмнă тăватă сыснана юриех чармарĕ, вĕсем хыççăн чупнă пек туса Наталисен сыснине те çавсемпе хутшăнтарса ячĕ. Унтан тепĕр енчен çырмана анасран сыснасене кĕпер патнелле хуптĕрлекен Шарлатанова кĕске пушшине çĕклесе кăшкăрчĕ:
— Темиçе сысна çырмана анса тарчĕ! Эпĕ вĕсем хыççăн чупатăп! — ăшĕнче Красков кулаймасăр чăтаймарĕ. Шарлатанов хăйĕн кивĕ сăран аттине хывнă та нăрхлатакан чĕр чунсене пĕркеленчĕк кунчипе çурăмĕсенчен çатлаттарать кăна!
— Пулăшмалла-и? — ыйтрĕ Эрхип Лешăран.
— Хамах тавăрса килетĕп. Эсир кунтисене кĕпер урлă йĕркеллĕ каçарăр! — Красков çырма тĕпне анса çитнĕ сĕмсĕрсене, Çуашсăр пуçне, тăваттăшне те саламачĕпе çунтарса илчĕ, лешсем вара тăвалла ыткăнчĕç. Натали сысни те вĕсенчен юлмасть. Кĕпер çинчен пăхакан, паллах, хытă чупакан сыснасене Красков хăваласа çитсе каялла, çул еннелле, çавăрасшăн тапаçланать тесе шутлать. Лешăн пуçĕнче вара урăх шухăшсем вĕлтлете-вĕлтлете иртеççĕ: ăçта-ха Натали? Вăл килмен пулсан Çуашне каяллах ыттисемпе пĕрле хăваламалла-и? Е пĕчченех çырма кукринче хăвармалла? Красков çимĕçĕсене тутанса курнăскер юлма килĕшĕ-и-ха унта?
Çамрăк кĕтӳçсен ертӳçи сыснасем нăрăхлатни вăйсăрланнăран каялла çаврăнса пăхрĕ. Вăл сисмен те — çырма хыçнелле пăрăннă. Çав самантрах хăлхине палланă сасă çитсе кĕчĕ:
— Леша-а! Эпĕ кунта-а! — сăрт айккипе çырманалла патак вĕçне шурă татăк çыхнă Натали вĕçтерсе анать.
— Ăнтаратпăр, йăмăкăм! Унашкалах ан чуп-ха эсĕ, тăрăнса кайăн та — темĕн курмалла пулĕ...
Красков хăвăрт чупса çаплах çырма тăрăх васкакан сыснасенчен иртрĕ те саламачĕпе çавăрттарса вĕсене чупма чарчĕ. Çуаш хăйĕн хуçине сассинчен е кĕлеткинчен палларĕ-ши — тăп! чарăнчĕ те хĕр ачана куçĕпе тăрăнчĕ.
— Леша! Манăн ялава асăрхарăн-и?
— Асăрхарăм... Малтан эсĕ çывăрса юлнă тесе...
— Каларăм вĕт ĕнер сана шкултан таврăнаймастăп тесе... Киле кайман эпĕ, юлташ хĕр ача патĕнче çĕр каçрăм. Ирех килсе пытантăм сăрт хыçне. Ан хăра, мĕншĕнне ăна та каламан, — хăвăрт-хăвăрт ăнлантарчĕ Натали Лешăна чунтан тав туса пăхса, унтан Çуашне хăлхисенчен кăтăкланçи турĕ. — Манман мана... Кĕтнĕ те пулĕ-ха... Епле пултартăн кунта çитерме? Юлташусем пулăшрĕç-и?
— Вĕсене эпĕ те нимĕн те шарламан. Натали, халĕ калаçса тăмăпăр, манăн кусене хăвăртрах кĕтӳпе пĕрлештермелле. Аттуш Шарлатанов килсе тухĕ тата... Ну, яла çитейĕн-и Çуашпа? Тартмăн-и ăна?
— Ан пăшăрхан пирĕншĕн, вăл манран ниçта та уйрăлмасть. Кĕтӳре сыснасене шутларĕç-и?
— Шутларĕç...
— Мĕнле ăнлантарăн сысна çухалнине? Çав канăç памасть-ха мана...
— Курăпăр-ха унта, малтан Канаша йĕркеллĕ çитмелле. Пăрах эсĕ пирĕншĕн кулянма, хăвăн çулу такăр пултăр. — Красков хĕр ача çырмана чупса аннăшăн питĕ савăнчĕ, унăн хура куçĕ ăна нихçанхинчен те урăхларах, нимĕн пытармасăр уççăнах кăмăлласа пăхать. «Тен, çапла пăхнинче хĕрĕн юратăвĕ сисĕнмест-ши?» — вĕлтлетрĕ хаваслă та çунатлă шухăш йĕкĕт пуçĕнче, унăн чĕри темĕн хушăра хытăрах тапма тытăнчĕ, чунĕ самантрах çепĕç туйăмсемпе тулса ларчĕ. Çакăнта, пĕр ют куç курман улах та лăпкă вырăнта, сăрт айккинчи типе пуçланă кĕрхи курăк çинче Натали кĕлетки çумне тĕршĕнсе ларас килчĕ унăн. Хăйне ăна йĕкĕт текенсем те сахал мар ĕнтĕ, ялти хĕрсем те унпа шӳтлекелесе илеççĕ. Анчах Леша апла шутламасть, хĕрсенчен питĕ именет, вăтам шкултан вĕренсе тухсан, кун сиктермесĕр ĕçе çӳреме тытăнсан тин çав ята тивĕçлĕ пулмалла пек туйăнать ăна. Натали кĕлеткипе те, ăс-тăнĕпе те, хăйне тыткаланипе те чăн çулĕнчен аслăрах курăнать. Красков вара çулĕпе чăн та аслăрах, çапах кăмăл-туйăм çинчен калаçма унран та вăтанать. «Именмелле мар, хама хăюллăрах тытмалла», — тесе миçе каламан-ши ăшĕнче Леша, анчах Наталипе иккĕшĕ çеç юлсан вăтаннипе çавна тӳрех манса каять вăл. Çавăнпа уроксем тата çынсем лайăх пĕлекен япаласем çинчен уççăн та нимĕн пытармасăр калаçаççĕ вĕсем, ытти пирки пĕр-пĕринпе ăшра çеç пуплеççĕ, çапах та пĕр-пĕрне аванах ăнланнă пек туять вăл. Натали кăшт харсăртарах-ха, ку килĕшет Краскова, нумай чухне калаçăва кирлĕ çулпа чуптарма хĕр ача хăюлăхĕ пулăшать.
— Тепĕр чухне тĕл пуличчен! — Хĕр ача Красков патнелле тайăлчĕ те сасартăк тӳрленсе ăна сылтăм енчи пит çăмартинчен тути хĕрринчен тенĕ пекех чăпăрт чуптурĕ, унтан арçын ачана икĕ аллипе харăссăн аякĕнчен тĕртсе хăй патĕнчен сыснасем еннелле сулăнтарса ячĕ.
— Эс... мĕн хăтланатăн? — ӳкесрен аран çăлăнса юлнă Красков тӳрленчĕ те хăйне юри çилленнĕ пекрех кăтартма тăрăшса хĕр ача патнелле васкаса утăм турĕ. — Куншăн сана çак çырмарах...
Красков малалла мĕн калас-ши тенĕ пек чарăннипе усă курса Натали çийĕнчех çепĕççĕн кулса ыйтрĕ:
— Мĕн «çак çырмарах»? Мĕн, кала!
Чуптуса пĕтеретĕп тесшĕнччĕ Красков, анчах чĕлхи каллех урăхларах тавăрчĕ:
— Ыталаса вĕлеретĕп!
— «Чуптуса вĕлеретĕп» те тата! Хăраççĕ санран, Леша, кĕтсех тăр!
— Ну, чăтса кур-ха пĕрре эппин! — Красков тинех хăй патнелле йыхăрнă евĕр шăппăн кулса тăракан хĕр ача еннелле ыткăнчĕ. Хальхинче çырма тăрăх тăвалла таракан Наталие хăваласа çитсе ыталасах чуптума хăюлăх çитеретчĕ-и тен вăл, анчах ерипентерех чупмалла мар-ши тесе каялла çаврăнса пăхнă хĕр ача сасартăк чарăнчĕ те аллипе çырман тепĕр еннелле ĕрĕхекен сыснасене тĕллесе кăтартрĕ:
— Леша! Тараççĕ!
Вăл енче хăмăллă уй, йĕтем çине турттарса кайма ĕлкĕреймен ыраш çĕмелĕсем. Тырă тутине тутанма ĕлкĕрсен çĕмелсенчен часах уйăраймăн вĕсене. Мĕншĕн çаплах çул çине тухаймаççĕ тесе кунта Шарлатанов хăех килме пултарать. Вара Наталие те курĕ, унăн çумĕнчен уйрăлма пĕлмен Çуашпа та кăсăкланĕ. Плансем путланĕç!
Красков самантлăха хĕр ачан илĕртӳллĕ куллин тыткăнне лекнине ăнланчĕ те çырман тепĕр еннелле таптарчĕ. Кĕçех вăл тăватă сыснана çырмаран хӳтерсе кăларчĕ, кĕперĕн тепĕр енче мăкăрланса тăракан тусанлă çулпа вĕсене хăвăртрах хăваласа инçех кайма ĕлкĕреймен кĕтӳпе пĕрлештерчĕ.
Шарлатанов ăна çурăмĕнчен çапса илчĕ.
— Маттур! Пĕр сыснине те тартман, тăваттăшне те тĕрĕс-тĕкелех тавăртăн!
«Мĕнле çитерĕ-ши Натали хăйĕн Çуашне киле? Кашкăр Карачăмĕ тĕлне ан лектĕрех, ялне йĕркеллĕ çиттĕрех...» — пăлханса шухăшларĕ çав хушăра Красков çăварне лекнĕ тусана шăлĕсемпе кăчăртаттарса.
4
Кĕтӳ майĕпен малаллах куçать. Пĕрре лăпланса çулпа тикĕссĕн утать, тепре сасартăк пĕр-пĕр сысни çихĕрсе янăшăн пăлханса пăтранма тытăнать, тӳпе курăнми тусан çĕклет. Ун пек чухне ачасем те хĕрсе каяççĕ: кĕтӳ тавра чупкалаççĕ, вăрăм пушшисемпе шартлаттараççĕ, аяккалла пăрăнма талпăнакан пуçтахсене самаях лектеркелеççĕ. Хирĕç килекен урапа лавĕсене Микул аллипе сулса çултан пăрать. Хыпаланчăксем лашисене патакпа çапса ураписене çул айккипе тăнкăлтаттараççĕ, теприсем ниçта та васкамаççĕ, лашисене хирелле пăрса тăратса сысна кĕтĕвĕ хăйсен тĕлĕнчен нăрхлата-нăрхлата иртнине сăнаççĕ. Тăватă çамрăк йĕкĕт çавăн чухлĕ сыснана лăплантарса Канаш еннелле хăюланса хăвалани тĕлĕнтерет вĕсене. Ун пеккисем вăрăм пушăллă кĕтӳçсемшĕн ырă сăмах шеллемеççĕ, Шарлатанова сĕнӳсем те паркалаççĕ:
— Ăçтан тупрăн эсĕ ку маттурсене?
— Канашра вĕсене столовăйĕнче лайăхрах хăнала!
— Мунча кĕме ешĕл милĕк Ямаш вăрманĕнченех хуçса кайăр! Пĕр-пĕрне юман милĕкпе ислетмесĕр те тасалаймастăр!
Кусем çынна ырă сунакансем, çул çинче хăйсем те темĕн те пĕр тӳссе курнăскерсем. Шăл йĕрекенсем те тупăнкалаççĕ, вĕсен шӳчĕ-калаçăвĕ те тӳрккесрех:
— Эй, мужик! Ку паттăрсемпе эсĕ кĕтĕве Канаша мар, Чулхула урлă Мускава çитичченех хăвалатăн пулĕ-ха.
— Канашран Хрущев патне телеграмма çаптарăр — Кремль алăкне уçса хутăр.
— Кĕтӳçĕсем те çăпатисене сырнипех пыччăр — чăвашсен чаплă пушмакне политбюро членĕсем ятарласа тухса курччăр!
Шарлатанов, кĕтӳ айккипе утаканскер, малтан чĕнмесĕр пычĕ, анчах юлашки сăмахсене илтсен унăн сăнĕ кăвакарса кайрĕ, хура çăра куç харшийĕсем силленсе илчĕç. Вăл лашисене чарнă икĕ арçын ураписене хирĕç пырса тăчĕ, хаяррăн ыйтрĕ:
— Кам асăнчĕ Кремле? Хăшне пурнăç йăлăхтарса çитерчĕ? — унăн хулăн та вăйлă сасси кĕтӳ çийĕн аслати пек кĕрлесе иртрĕ те Канаш енчен килекен фургонлă машинăна çитсе çапăнчĕ. — Ачасем, илтрĕр-и çак çын мĕлкисен карма çăварĕсем хăвăр çинчен мĕн каланине? Сире курсан автомашина чарăнса çул парать, ав кусем, чалăш тутисене çурăмĕсенченех пĕлме пултарнине чухламанскерсем, кашни юрра вĕçне çитиччен юрлайманнине те ăнланаймаççĕ.
— Хăлхасене сухăр тулман-ха, пĕтĕмпех илтрĕмĕр! — терĕ пуриншĕн те Красков. Ачасене кĕтӳ хуçи хĕрӳленсе хӳтĕлени ăна килĕшрĕ, çавăнпа хăй те пĕррехинче шкул директорĕнчен илтнĕ сăмахсене ун майлă çавăрттарса хучĕ: — Лаша темĕнле хытă чупсан та тĕве унран иртсе каять!
— Аха, кунта еплерех çивĕч чĕлхесем пухăннă иккен — хыçалти урапа çинче лараканни ахăлтатса кулса ячĕ. — Çавăнпа-çке вĕсен сыснисем салтаксем пек утса пыраççĕ. Çамрăк кĕтӳçĕсене пулăшу кирлĕ мар-и? Тен, утланма ашаксем тупса памалла?
Шарлатанов куна илтсен урсах кайрĕ. Сылтăм уринчи пĕрмечеллĕ кивĕ сăран аттине хыврĕ те унпа ашака асăнакан арçыннăн урапине туртса çапрĕ, малтанхинчен те хаяртараххăн кăшкăрса тăкрĕ:
— Кремле те, политбюрона та эсĕ малтан асăнтăн пулас, апла тăк пире патшалăх ĕçне тума эсĕ чăрмантарасшăн пултăн! Пĕлместĕн иккен качака мăйракисем кĕçĕтсен кĕтӳç туйинчен хыçăннине. Асту, сыснасем те çавнашкалах! — Вăл темĕн хушăра аттине тăхăнчĕ. Эрхипĕн вăрăм пушшине илсе ун патĕнченех ăна урапа еннелле ункăн-ункăн çавăрттарса пычĕ те хайхи лавçăн сăмси тĕлĕнчех шартлаттарса илчĕ.
Урапи çинчен урисене усса ларакан лавçă хыçалалла тӳнчĕ, иккĕшĕн те лашисем кăртах! пуçĕсене çĕклерĕç, харăссăн хартлатса илсе хуçисене итлемесĕр çул айккипех малалла таптарчĕç. Хыçалти урапа чалăшса кайрĕ, пĕр хушă вăл икĕ урапи çинче кăна кустарса пычĕ, çапах та çаврăнса çапăнмарĕ, тӳрленсе лаши хыççăн тăнкăлтатрĕ. Хуçи кĕтӳç пушши хăйĕн пит-куçне тивсе ӳтнех вистерĕ пулĕ тесе аллипе хыпашласа тухрĕ, анчах вăл нихăш тĕлте те йĕр хăварманнине пĕлсен тарăхнине пăхмасăрах унăн ăсталăхĕнчен тĕлĕнчĕ. Ара, çĕлен пекех авкаланса илчĕ те-ха пушă вĕçĕ унăн куçĕ умĕнче! Сăмала пек сарлака куç харшиллĕ кĕтӳç те лăпланайман-ха, вĕсене кăшкăрсах ăсатать:
— Патшалăх выльăхĕнчен култармастпăр! Шăхасана çитсенех милицие пĕлтеретпĕр! Сталин вилмен пулсан кĕçĕрех Çĕпĕре тыттарса яма пулатчĕ сире. Çухалăр часрах куç умĕнчен — хăть унталла кайăр, хăть кунталла килĕр, çав-çавах тусан ăшне лекетĕр!
Сталина асăнни лавçăсене хытăрах хăратрĕ ахăр, лашисене мăн çул çинчен пăрса уйри ансăр çулпа сулахаялла чуптарчĕç. Шарлатанов та майĕпен лăпланчĕ. Çамрăк кĕтӳçсем унăн сăнĕ мĕнле улшăнса пынине пĕр вăхăтрах кăшт шикленсе, кăшт хавасланса сăнарĕç. Çапах та вĕсене те хӳтĕлерĕ-çке вăл. Лайăхрах ăнланчĕç: çул çинче асăрхануллă та, хăюллă та пулма тивет. Уйрăмах вĕсене Шарлатанов кĕтӳç пушшине ăста тыткалани тĕлĕнтерчĕ. Ăна епле вĕренни çинчен ачасем ятарласа ыйтасшăнччĕ, анчах лешĕ çавна сиснĕ пек хăех хуравларĕ:
— Эпĕ аттепе пĕрле вăрçăчченех, сакăр çултискер, ял кĕтӳçĕнче çӳренĕ. Сурăхсене тапăра антарсан вăл мана çыран хĕррине тăрататчĕ те вăрăм пушшипе шартлаттаратчĕ. Пушă вĕçне чĕн хăюсенчен яватчĕ, çавă ман сăмсаран пĕр сантиметрта шăхăрса иртетчĕ, анчах атте пите пĕрре те тивертмен. Вăрçăра вăл снайпер пулнă, унтан таврăнаймарĕ...
Кăнтăрла кĕтĕве пĕр тарăнах мар çырмара, пĕчĕк юхан шыв хĕрринче, кантарчĕç. Çырман икĕ енĕпе те çулла улăх пулнă. Сыснасем çарана çулса пуçтарнă хыççăн шăтнă ешĕл курăка юратсах çирĕç, шыв та ĕçрĕç. Шарлатанов Шăхасана телефонпа шăнкăртаттарма çывăхри яла кайрĕ: унти хатĕрлев кантурĕ сысна кĕтĕвне çĕр каçарма карта мĕнле хатĕрленине пĕлесшĕн пулчĕ. Арçын ачасем пĕр тĕмеске çине вырнаçса камăн мĕн пуррине сумкисенчен кăларса апатланчĕç. Унтан çăпатисене салтса урисене уçăлтарса кантарчĕç. Красков çул çинче пĕрремĕш хут амăшне симĕс курăк çинче çаруран утса пăхнă чухне аса илчĕ. Ара, шăпах вăл ăна пушмакпа ямарĕ, çул çинче çăпата ывăнтармасть тесе вăйпа тенĕ пекех ура сыртарчĕ. Сумкине апат-çимĕçпе тултарчĕ, ырă сунчĕ. Сасартăк çырман анат енче Микул хăраса кăшкăрса яни илтĕнчĕ:
— Леша-а! Инке-ек! — сыснасен пĕр ушкăнĕ ыттисенчен уйрăлса çырма тăрăх анаталла çул тытнине асăрханă тусĕ вĕсене чарма унталла чупрĕ. Мĕн пулнă Микула? Тĕмеске айккине кăштах канма канлĕн тасăлса выртнă кĕтӳçсем виççĕшĕ те яштах сиксе тăчĕç. Микул тепре кăшкăрчĕ: — Килĕр-ха-а, сыснасем шурлăха путаççĕ-ĕ!
Ачасем çаруранах анаталла ыткăнчĕç. Тепĕр самантран виççĕшĕ те юлташĕ çырма тĕпĕнчи лачакаллă вырăна тăсăлса выртнине курчĕç. Шурлăхлă вырăн самаях пысăк лаптăк йышăнать. Унта никам та çӳременни ку тĕлте халĕ те хăях чашкăрса ӳснинчен, çырмаран çӳлелле çĕрĕк шăршă сарăлнинчен палăрать. Хăяхлă лачака ăшĕнчен сысна пуçĕ курăнать. Вăл çихĕрни тĕмеске патнех илтĕнетчĕ, халĕ унăн вăйĕ пĕтсех çитнĕ пулас, çăварне пылчăк лекнĕрен хăрăлтатать çеç. Чупса çитнĕ ачасене мĕскĕннĕн пăхать. Микул шурлăх хĕрринче пĕçĕ кăкĕ таранах лачака ăшнелле анса кайнă, икĕ аллине те шурлăхалла чикнĕ.
— Сысна малти урисемпе темĕскертен тĕрĕнчĕ пулмалла, эпĕ те ăна кайри пĕççинчен çавăрса тытма ĕлкĕртĕм. Пĕрремĕшĕнне, хăях ăшне малтан васкаса кĕнĕскерĕнне, хăлхисене çеç курса юлтăм. Тӳрех шурлăх туртса анса кайрĕ. Сывлăшĕ кăна пĕр хушă кăпăкланса тухса тăчĕ.
— Хыççăн хăв анса ан кай! — илтĕнчĕ ялтан таврăннă Шарлатановăн сасси. Вăл Микул ăнлантарнине пĕтĕмпех илтнĕ иккен. — Çухатусăр пулмасть! Премисĕрех тăрса юлтăмăр. Хăв тĕллĕн тухаятни?
— Эпĕ хытă çĕр çинчех тăратăп-ха... Сисетĕн, мана та çăтасшăн шурлăх, çапах та сыснана алăран вĕçертме юрамасть. Халĕ эпĕ ăна пулăшнине вăл та чухлать пулас — ниçталла та хускалмасть. Алăран вĕçертсен малти урисене тĕрекрен пушатĕ те самантрах шурлăх тĕпнелле анса çухалĕ. Çавăнпа шăла çыртсах тытса тăратăп.
Красков юлташĕшĕн хĕпĕртерĕ. Пĕчĕк кĕлеткеллĕ, вĕренӳре кайрисенчен иртеймест теççĕ те — пăх-ха ăна, кирлĕ чухне еплерех вăр-вар ача вăл: шурлăха сикме те хăраман, сыснана та пĕççинчен ярса тытма ĕлкĕрнĕ. МТС инженерĕпе бригадир ачисем нихçан та апла тăрăшас çук! Ара, чăн-чăн паттăрлăх вĕт ку!
— Шурлăх миçе сыснана çăтрĕ терĕн? — лайăхрах пĕлесшĕн пулчĕ Шарлатанов.
— Пĕрре çеç те, çапах питĕ шел... Çитсе чараймарăм... Айăпа йышăнатăп.
— Пушат аллуна! Сан пурнăçу хаклăрах, кайтăр ку та хăнкăр-ханкăра анса! Ăнлантаркалăпăр Канашра. Эпĕ хам та кунта шурлăх пуррине пĕлмен, асăрхаттарса хăвараттăм сире. Е урăх вырăнта чарăнаттăмăр. Вĕçерт аллуна, мĕншĕн итлеместĕн?
— Ан вĕçерт, Микул! — терĕ Красков юлташĕн куçĕпе тĕл пулса. Сисрĕ вăл, Микул юлашки вăйĕпе чăтса тăрать. — Пĕрне те пулин çăлмаллах пирĕн! Сысна та — ырă выльăхах.
— Тĕрĕс! Çăлмалла, Леша!
Красков юлташне кĕтме йывăррине туять, çавăнпа хывăнмасăрах унпа юнашар сикрĕ. Анчах пур çĕрте те шурлăх тĕпĕ пĕрешкел мар иккен. Вăл Микулпа юнашар тăма пикенчĕ пулин те урисем хытă çĕре лекмерĕç. Чăнахах каланă пулса тухать: пырккана хăвалатăн — чечек йăранне куратăн, сысна хыççăн чупатăн — пылчăкпа вараланатăн. Кунта вараланни çеç мар-ха, Красковăн шурлăхра кăкăрĕ те кăшт çеç курăнать, хăй хăрушă инкеке кĕрсе ӳкнине, çамрăк шăпине хăех çинçе çипрен çакса янине ăнланса та илеймен-ха вăл, шурлăха анса каясран аллисемпе хăяхран çавăрса тытрĕ, анчах хăяхĕ çатăртатса татăлчĕ. Шурлăх ăна пăчăртаса хăйĕн ытамне йышăнма хатĕрленнине тинех туйрĕ Красков.
— Тарăн-и? — тусĕ кĕтмен çĕртен хăрушлăха кĕрсе ӳкнине ăнланнă Микулăн лачакапа лапăртаннă пичĕ-куçĕ шурса кайрĕ. — Эрхип, пăх-ха анатарах, унта вăрăм шăчă выртнă пек туйăнчĕ. Йăнăшмарăм пулсан...
— Тарăн, — терĕ Красков, — урасем çине тăма çук...
— Пушататăп апла пулсан алăсене. Сыснашăнах путмалла-им? — терĕ те Микул юлташне каллех куçĕнчен тинкерчĕ. Лешăн куçĕсенче путассишĕн хăрани пачах палăрмасть, сасси яланхи пекех çирĕп:
— Ан пушат! Тухатпăрах кунтан, халех ак эпĕ санпа юнашар куçса тăратăп. — Леша аллисемпе хытăрах ĕçлеме пуçларĕ, тепĕр хут хăяхсене тăрринчен мар, тунисенчен пăчăртаса тытрĕ, унтан шурлăха лакса ларнă сыснана шеллесе пăхрĕ. — Сана та путармастпăр. Инкекрен пĕрлех çăлăнмалла.
— Ай, куçу çивĕч санăн, ачам! — Шарлатанов вăрăм шăчăна çӳлтенех шурлăх хĕрринче тăракан Эрхипе тыттарчĕ. — Тĕрĕсех асăрханă! Эпирчченех кунта такамсем асапланнă курăнать. Та-ак, çирĕпрех тыт эсĕ шăчă вĕçĕнчен, Эрхип! Халĕ ăна шутарса Краскова пар! Тытрăн-и, Красков? Пĕрре, иккĕ, виççĕ! Харăссăн туртатпăр! — Шăчăпа пĕрле Леша ерипен Микул çумне туртăнса çитрĕ, вăл кăтартнипе сыснана пĕççисенчен хăй тытрĕ те ыттисене хушрĕ:
— Эсĕ, Микул, ман пилĕкрен пĕр аллупа хытă тыт, тепĕр аллупа — шăчăран, туратлă тĕлтен. Çыран хĕрринчисем унăн тепĕр вĕçĕнчен пире шурлăх хĕрринелле туртаççĕ. Эй, хатĕр-и? Кайрăмăр!
Пуринчен хытăрах вăйлă Шарлатанов туртрĕ. Малтан сыснан хыçалти пĕççи курăнчĕ, унтан пуçĕ те Красковпа пĕрле шурлăх хĕрринелле шурĕ. Часах ăна, шуйттан тĕсĕ çапнăскере, çырана туртса кăларчĕç. Сысна тинех ирĕке тухнине ăнланчĕ пулас — юлнă вăйĕпе пĕтĕм улăх тăршшĕпе илтĕнмелле çихĕрсе ячĕ.
Çывăхри яла кайсан Шарлатанов телефонпа çеç калаçман, палланă арçын патне те кĕрсе тухнă иккен. Вăл кĕтӳ патне таврăнсан сыснасем улăхра лăпкăн çӳренĕшĕн кăмăллă юлчĕ. Эрхиппе Витя типĕ çи-пуçпах-ха, урисене таса шывра çуса çăпатисене сырчĕç çеç, Çĕрпӳ енчен хатĕрлев кантурĕн пуçлăхĕ Петр Аверкиевич лашапа кĕрлеттерсе çитрĕ. Ăна кĕтӳпе пулса иртнĕ пăтăрмах çинчен каласа кăтартрĕç. Пуçлăх пĕр сыснана çăлса хăварнăшăн кĕтӳçсене мухтарĕ, шурлăх патне кайса унăн тарăнăшне шăчăпа хăй чышкаласа пăхрĕ, анчах вăл та унăн тĕпне тупаймарĕ.
— Ку шурлăха юхтарса типĕтме çулталăк та çитес çук, — терĕ вăл, — сысна унта анса кайни çинчен акт çырма тивет.
Махмин çамрăк кĕтӳçсем валли урапа çине хурса киве комбинезонсем илсе килнĕ. Вĕсене унăн, шкул директорĕпе калаçса татăлнă тăрăх, ирхинех тăхăнтартса ямалла пулнă иккен, анчах васканипе маннă. Халĕ вĕсем ачасемшĕн питĕ меллĕ пулчĕç. Петр Аверкиевич кĕтӳпе пĕрле пăртак пырассине пĕлсен Шарлатанов Лешăпа Микула, чĕтреве ернĕскерсене, хайхи яла ертсе кайрĕ те пылчăклăскерсене çынсем курасран хăйĕн çывăх çынни патне пахчи витĕр кĕртрĕ. Мунчинчен иртмерĕç, шала кĕчĕç. Хуçи, самаях тĕреклĕ арçын, Шарлатановăнни пек хулăн сасăллăскер, мунчара сăмакун юхтарать иккен. Шарлатановĕн кумĕ имĕш вăл. Çавăнпа хире-хирĕç пĕчĕк йывăç сĕтел хушшине вырнаçса, пĕр-пĕрне кум та кум текелесе темиçе черкке пушата-пушата аллисемпе тутисене сăтăркаларĕç. Çав хушăра арçын ачасем сăмакун юхтарса ăшăтнă шывпа хăвăрт-хăвăрт çăвăнчĕç. Шурлăх пылчăкĕнчен тасалсан кил хуçи çамрăк йĕкĕтсене кивĕ кĕпе-йĕмпе икĕ мăшăр çăпата тупса пачĕ. Ăш-чике ăшăнтарма аншарли те сыптарасшăнччĕ те, иккĕшĕ те пуçĕсене татăклăн пăркаларĕç. Ку таранччен нихăшĕ те черкке тытса курман-ха... Вĕсен пылчăклă япалисене вара Шарлатанов кумĕ халь çеç хăйсем çăвăнса тасалнă валашканах лачлаттарчĕ те:
— Эсир каялла таврăннă тĕле арăм çуса тасатать, — терĕ, унтан мунчаран тухса Арлан Шарлатановпа иккĕшĕ çенĕкре пăшăл пашалăвĕ тĕпĕ çуничченех пĕçерчĕç.
Икĕ тус кĕтĕве хăваласа çитнĕ тĕле сыснасем чылай малалла кайма ĕлкĕрнĕччĕ ĕнтĕ. Комбинезон тăхăннă Эрхиппе Витя тусанран шикленмесĕр пушшисене вылятаççĕ кăна. Малта Петр Аверкиевич урапине кĕмсĕртеттерсе пырать. Микул кĕтӳ пуçĕнче хăйĕн вырăннех йышăнас тесе шурлăха путасран хыçалти пĕççинчен ярса тытнă сыснана куçĕпе шырарĕ, ăна Шăхасанта çуса тасатма май пур-ши тесе Махминран ыйтса пĕлесшĕн пулчĕ. Ăна Эрхип чарчĕ.
— Çук вăл. Эсир кĕрсе юлнă ялтан икĕ арçын ача тухрĕ те, Петр Аверкиевич ăна çавсене тыттарса ячĕ. «Ку сыснаран йĕркеллĕ выльăх пулаяс çук, аран тай-каланса утаканскер Шăхасана çитичченех кăнса выртĕ, вара ăна йытăсем валли пăрахса хăвармалла-и? » — тесе ăнлантарчĕ вăл пире.
— Ăна çапла çухатассишĕн лачакара вилес пекех çăрăлтăмăр-и? — Красков сыснана питĕ шеллерĕ, вăл шурлăхра хăйне çăлакансене куçĕпе епле йăлăнса пăхни куçĕ умне тухрĕ.
Тепĕртакран Арлан Шарлатанов та çитрĕ. Хатĕрлев кантурĕн пуçлăхĕн урапи çине ларса темĕн пакăлтатрĕ вăл. Махмин кун хыççăн лашине тилхепинчен кăрт-карт! турткаларĕ те, пуçлăх урапи самантранах çул кукринелле кĕрсе çухалчĕ.
— Шăхасанта пире çĕр каçма вырăн хатĕрлет, — пĕлтерчĕ Шарлатанов кĕреçе пек аллисене сăтăркаласа. Мунча шĕвекĕпе сарлака пит çăмартийĕсем самаях хĕрелнĕ, куçĕ пĕлĕт çине улăхса аннă пек йăлтăртатать. Петр Аверкиевичпа темĕн пирки сăмах татайман пулас вăл. — Лашаллă çын çуран утакана ăнланмасть, — терĕ. Унтан хăй тĕллĕнех тӳрккессĕн кулса ячĕ те çапла хушса хучĕ: — Йытă урапа айне выртсан хĕвелтен хăйĕн мĕлкипе хупланнă тесе шутлать.
Çамрăк кĕтӳçсем Шарлатанов мăкăртатнине итлесех каймарĕç. Сыснана шурлăхран туртса кăларма пулăшни килĕшнĕччĕ вĕсене, анчах халĕ мĕн пирки вилес умĕн кăткăн та çунатсем шăтаççĕ текелет? Кĕтӳ Шăхасан патнеллех çывхарать. Сыснасем е ĕшенчĕç, е хăйсен йышĕ чакнине туйрĕç — лăпкăн утаççĕ. Шарлатанов сасартăк каллех те арçын ачасене, те хăйне вĕрентсе каларĕ:
— Çисе пăхрăн — тутине пĕлтĕн, ыттисене хăналарăн — мухтава тивĕçрĕн, хăвăн хыççăн та хăвартăн — ырă ят илтрĕн. — Унтан вăл кашни патне пырса хул-пуççийĕсенчен çапса тухрĕ. Çемçен кăна çапнă пек туйăнчĕ, анчах сăмахĕсене кĕтӳçсем каллех ăнланаймарĕç: — Çĕлен пĕтнĕке питĕ юратмасть, пĕтнĕкĕ вара яланах унăн шăтăкĕ умĕнче ӳсет. — Юлашкинчен Шарлатанов çĕкленӳллĕн пĕлтерчĕ: — Çитетпĕр, ăмăрт кайăк кĕтӳçсем! Çав сăртран айлăмалла Шăхасана анатпăр!
Анăçра хĕвел анса çухалнăпа пĕрех ĕнтĕ. Тӳпе таса. Кăнтăралла вĕçекен хур кайăксем кăрăлтатни те паçăрах илтĕнмест. Тухăç енче катăк уйăх палăра пуçларĕ. Сулхăнлатать. Тӳпери çул çинчен айлăмри çуртсем курăнса кайрĕç. Темиçе мăрьерен çӳлелле тĕтĕм явкаланса хăпарать. Кăмака хутса каçхи апат пĕçерекен те пур-ши вара кунта?
Шарлатанов кăтартнипе (район центрĕ пысăкрах ял пек çеç иккен) кĕтĕве район центрĕн урамĕсене кĕртмесĕр хӳме хĕррипе сулахаялла пăрса хăваларĕç. Часах умра вăрăм вите евĕрлĕрех çурт тата унăн умĕнчи пысăк карта курăнса кайрĕç, кĕтӳ унăн сарлака алăкĕ умĕнче кĕпĕрленме тытăнчĕ. Карта çумĕнчи пĕчĕк çуртран пуçне калпак тăхăннă, кĕске пиншакне йӳле янă, сухалне виçĕ кун хырман кирза атăллă арçын васкаса тухрĕ. Шарлатановпа алă тытса пĕр-пĕрне сывлăх сунсан вăл çурăк сасăпа кăшкăрса пĕлтерчĕ:
— Сыснасене картана шутласа кĕртетпĕр, кĕтĕве хыçалтан хăратса ан тăрăр!
Алăк уçăлчĕ, карта хуçи пĕр енчен, Шарлатанов тепĕр енчен шалалла кĕрекен сыснасене хыттăн кăшкăрсах шутлама тытăнчĕç. Часах çамрăк кĕтӳçсем алăк умĕнче вăрăм пушшисемпе кăна тăрса юлчĕç. Хуралçă çурăк сасăллă çеç мар, лапчăк сăмсаллă, пашалу пек хулăн туталлă пулнине халĕ тин курчĕç.
— Эсĕ кунĕпе çывăрса пире пачах кĕтмен няк? Мĕншĕн валашкасене шыв тултармарăн? — кăмăлсăррăн сас пачĕ Шарлатанов.
— Витене улăм сартăм. Шывне ак кĕтӳçсем те ăсĕç. Çăлĕ картарах, таçта çӳрес çук, — хуралçăна Шарлатановăн хулăн сасси те тивмерĕ иккен.
Арлан Архипович карта юпи çумне тăратнă миххе уçса пăхрĕ, аллине шала чиксе ячĕ.
— Сĕлĕ вырăнне арпа-и? Республикипе малта пыракан район сыснисем маршпа утса килсен те эсĕ вĕсене арпапа çеç хăналасшăн-и? Нуккă, шутласа кăтарт-ха, миçе тырă пĕрчи тупăнать ку михĕре? Шарлатанова хывăхпа улталаймăн! Мускава яракан сыснасене çул çинчех начарлатма-и? Халех акт çыратпăр!
— Актне пĕрре мар, иккĕ те çырмалла вара... Çул çинче икĕ сысна çухатнă тесе... Те сутса янă-ха эсир ăна, те пусса çинĕ — кам курнă икĕ сысна шурлăха анса кайнине хăвăрсăр пуçне? Тепĕр чухне чипер ураллă çынсемех шурлăх шуйттанĕсенчен те чеереххине кам пĕлмест?
— Эс... Арлан Шарлатановпа çапла калаçатăн-и? — çамрăк кĕтӳçсен хуçи хайхи хуралçăна пиншак çухавинчен çатăртаттарса тытрĕ. — Эпир патшалăх валли пĕр кунта çитмĕл ытла сысна пуçтаратпăр, эсĕ вĕсен виçине Канаша çитеричченех çуррине чакарасшăн-и? Йытă сăмсине чикнĕ уйрана та ĕçмеççĕ Чурачăк сыснисем, эсĕ, çĕр çăтман Клопов-Хăнкăла, арпапа кĕтсе илетĕн вĕсене. Мĕскер, прокурора чĕнсе килмелле-и?
Прокурор тесен Клопов хулпуççийĕсем пусăрăнчĕç, çылăхĕ сахал мар пулмалла унăн. Арлан Шарлатанова сывлăшпа хăналаса лăплантараймăн, малти пĕр шăлĕ çук пирки вăл хыттăн калаçнă чух сасси сăмахĕсемпе пĕрле шăхăртнă евĕр те илтĕнет:
— Сан району республика çĕрĕ çинче саплăк пек кăна курăнать, е эсĕ географи картти çине пĕрре те пăхман? Пирĕн район аш-какай парассипе малта пынине пĕлетнех ĕнтĕ. Чурачăк сыснисене сирĕн район çĕрĕсем çине харăс кĕртсе ярас пулсан пĕр кун хушшинчех районĕпе пĕр çĕмел те хăварас çук!
Çав вăхăтра сыснасем картаран витенелле хыпаланчĕç. Вĕсем мĕн хăтланнине çамрăк кĕтӳçсем тĕлĕнсе пăхрĕç. Клопов-Хăнкăла ăнлантарма вăскарĕ:
— Унти валашкасене кунти колхоз йĕтемĕ çинчен молотилка тĕпне юлнă арпана машинпах турттарса килсе салатрăмăр. Çурри майлах тырă унта... Çавна сисрĕç...
Куна илтсен кĕтӳçсен те кăмăлĕ çĕкленчĕ.
— Арлан Архипович, шывне хамăрах ăсса валашкасене тултаратпăр, — терĕ Красков. — Кайран акт та çырма пулать.
— Тырă тесен сысна марафон та чупма пултарать, — терĕ Шарлатанов, унтан Хăнкăла сăмахĕсене витене кĕрсе тĕрĕслерĕ. Суйман хуралçă. Колхоз бригадирĕпе канашласа сĕлле тырăллă арпапа улăштарнă. Сĕллине те çав йĕтем çинченех илмелле пулнă иккен, анчах кая юлнипе ăна пĕр гектар та вырайман-ха. Бригадира мĕн? Сĕлли кайран хăйне юлать...
Арлан Архипович хăвăрт çилленет — хăвăрт сӳрĕлет. Хăнкăлапа иккĕшĕ çăлтан пĕр-пĕринпе ылмашăнсă шыв ăсса тăчĕç, кĕтӳçсем лапчăнса пĕтнĕ кивĕ витресемпе ăна валашкасене йăтрĕç.
— Халĕ пӳрте кĕрĕр, — терĕ ĕç вĕçленсен Клопов. — Унта кастрюльте сире валли сĕлĕ пăтти, бидонра — чей.
Çăл патĕнче тапаçланнă чухнех сисрĕç-ха ачасем: Клоповран чăнах та темĕнле, хăнкăланни евĕрлĕрех, шăршă перет. Те çавăнпа сивĕннĕ сĕлĕ пăттинчен те хăнкăла шăрши кĕнĕ пек туйăнчĕ. Вĕсем пăтă тирĕкне чӳрече ани çине лартрĕç те килтен мĕн чиксе тухнине çырткаланипех çырлахрĕç. Чейне çеç кăшт сыпкаларĕç.
Шарлатановпа хуралçă акт пирки манчĕç-ши, хăйсен ĕçĕпе таçталла пăрăнсан Эрхиппе Витя вырăн пекки çине тӳнсенех хуп туртма тытăнчĕç. Микул çывăрса кайиччен йăшăлтаткаларĕ, унтан вăл та тăпланчĕ. Красков çеç маччана пăхса чылайччен выртрĕ. Натали çинчен шухăшлама çул çинче выльăхсем чăрмантаратчĕç, халĕ никам та кансĕрлемест — хăть ирччен ăна асăнтан ан кăлар. Мĕншĕн çав териех вĕри хĕр ача-ха вăл? Красков тути хĕрри çунса кĕсенленмен-ши тесе аллипе те тытса пăхрĕ — йĕркеллех, анчах Натали сăрт айккинче чăпăрт чуптунă тĕлте халĕ те ӳт пĕçерсе тăрать. Мĕнле çитерчĕ-ши вăл сыснине хăйсен ялне?
Кунта, çул çинче, ĕçсем йĕркеленсех пыраççĕ пек-ха. Пĕр сысни шурлăха сикнĕ-сикменех ун тĕпнелле анса кайни, теприне Микул пĕççинчен ярса тытма ĕлкĕрни çеç кăшт иккĕлентерет. Нивушлĕ унăн куçне икĕ сыснах курăннă? Мĕншĕн? Хытă шикленнĕрен-и? Чурачăкра йăнăшма пултарайман: хутсем тăрăх та, питĕ тăрăшса шутласан та кĕтӳре çитмĕл тăватă сысначчĕ, халĕ иккĕ сахалтарах. Пĕри шурлăх тĕпĕнче, тепри Шарлатанов кумĕ патĕнче. Çуаша Натали валли Çӳлти Турă ярса пачĕ-им?
Çапла пăшăрханса-савăнса выртнă çĕртех Красковăн та куçĕсем хупăнчĕç. Çĕрле вăл сасартăк, хăйне такам аякĕнчен тĕкнĕ пек, вăранса кайрĕ. Илтет: тулта пăчкăпа хăма касаççĕ. Камсем? Мĕн тума? Мĕнле хăмана? Вăл тăчĕ те кантăкран пăхрĕ. Уйăх тĕксĕмленнĕ. Карта çумĕнче икĕ-виçĕ мĕлке лăпчăнса тăнă. Пĕри кĕске пăчкăпа картан аялти хăмине касать... Вăрăсем-и? Карта алăкне Клопов çĕркаç çăрапах питĕрчĕ, вите алăкне те. Кусен сысна вăрлас шухăш пулсан витене епле уçас теççĕ? Леша хăлхинче шкул директорĕ вĕрентсе калани янраса кайрĕ: «Шанатăп сана, Красков. Пĕтĕм шкул шанать, мĕншĕн тесен питĕ яваплă ĕç вăл — сысна кĕтĕвне çул çинче пĕр пуç çухатмасăр Канаша çитересси». Вăл темĕн хушăра юлташĕсене аллисенчен турта-турта вăратрĕ те хăй мĕн курнине шăппăн пĕлтерчĕ. Вăрăсене тытаяс çук, анчах кĕтĕве сыхласа хăвармаллах. Хăюлăх кирлĕ! Красков пуçĕнче çуралнă план пурне те килĕшрĕ.
— Никам та ман пăшала ан тĕкĕннĕ пултăр! Авăрланăскер вăл! — тесе асăрхаттарчĕ çĕркаç Клопов.
Красков шкулта пĕчĕк калибрлă винтовкăпа персе ирттерекен ăмăртусене ялан тенĕ пекех хутшăннă, сунарçăсен пăшалне те тыткаласа курнă. Клоповăн сунарçă пăшалĕ пулчĕ. Вăл ăна стена çинчи çекĕлрен вĕçертрĕ, затворне уçса хупрĕ. Юлташĕсем пушшисене сӳтсе тытрĕç. Унтан пӳртпе çенĕк алăкне юриех хыттăн шăнт-шант! тутарса уçса тулалла пĕрин хыççăн тепри кăшкăрса тухрĕç:
— Вăрăсем! Сысна витине çаратаççĕ! Пулăшăр! Чăн малтан темĕн хушăра Микул пушшине çавăрттарса шартлаттарчĕ. Шарлатанов унăн пушшипе кĕтӳçсенчен тăрăхласа кулнă лавçă сăмси умĕнче мĕн хăтланнинчен ахальтен тĕлĕнмерĕ вăл, кайран çул тăршшĕпех çапла тума вĕренсе пычĕ. Мĕн пултарнине кăтартрĕ Микул, унăн пушшин вĕçĕ тивнипе çĕр çине чĕркуçленнĕ арçын аллинчи пăчкă малтан картана шаплатса çапăнчĕ, унтан хăйĕн хыççăн сапаланнă йывăç кĕрпи çинех нăйлатса ӳкрĕ. Теприн карттусĕ Эрхип пушши мăн сăмсинчен тивнипе çĕре хывăнса ӳкрĕ — вăл та Арлан Архипович ăсталăхне Микултан кая мар хăнăхнă иккен. Витя пушши вара виççĕмĕш çыннин туйине тивсе ăна аяккалла ывтăнтарса ячĕ. Юлташĕсен хăюлăхĕпе хавхаланнă Красков сунарçă пăшалĕпе сывлăшалла хаплаттарчĕ. Вăрăсем карта çумнех лаплатса тӳнесрен аран-аран чăткаласа, куклене-куклене тахăшĕн пахчине сикрĕç те тĕттĕмре çухалчĕç. Ял урамĕсенче темиçе йытă вĕрме тытăнчĕ, унтан автан сассисем те илтĕнчĕç.
Пăшал сасси ир еннеллехи шăплăхра инçете саланать. Шарлатановпа Клопов-Хăнкăла чупса çитрĕç. Вăрăсем пăчкине хăварман, анчах картана каснă тĕлте Красков уçă тупрĕ, унпа вите çăрине уçса пăхрĕ — уçать. Нивушлĕ вăрăсемпе хуралçă хăй каварлашнă, уççине панă? Шарлатанов ăна каллех çухавинчен хыттăн çавăрса тытрĕ:
— Ман кĕтӳçсемпе Шарлатанова çаратасшăн пулнă апла? Сыснасене сыхлас вырăнне кампа мĕн хăтланса çĕр каçнине калăттăм та — çамрăк кĕтӳçсенчен вăтанатăп. Прокурора та, милицие те хамах пĕлтеретĕп, вĕсем эсĕ уççуна кама парнеленине хăвăрт тупаççĕ!
Клопов кĕсйинчен уçă кăларса кăтартрĕ, çапах мĕскĕнленсех ӳкрĕ:
— Никама та паман эп ăна, акă вăл! Манăн кашни утăма йĕрлеççĕ вĕсем, пĕрешкел уçă тупма йывăр-им çакăн пысăкăш ялта?.. — Клопов пуçне уснă, сасси çĕтнĕ, куçĕсем çав-çавах тилĕ куçĕсенчен те чеереххĕн пăхаççĕ. Çавна Шарлатанов та туять, анчах милици мĕнне вăл та аван пĕлет пулас.
— Тепĕр тесен, мильтонсемпе çыхлан кăна — кĕтĕве икĕ эрнелĕхех тытса чарĕç, экскаватор тупса шурлăха та чавтарĕç. Пирĕн вара сыснасене Канаша паянах çитермелле. Мускав кĕтме юратмасть!
Шарлатановпа Клопов иккĕшĕ те пĕр хваттертех çĕр каçнă пулас — хытă кăшкăрашрĕ пулин те «сӳнчĕ». Шурăмпуç çути çапнă хыççăн часах çĕнĕ кун пуçланать. Кĕтӳçсем вите алăкне уçрĕç. Сыснасем арпа куритисене çуласа тасатрĕç те шыв валашкисене тăрăнчĕç. Кĕтĕве ирех мăн çул çине кăларчĕç. Петр Аверкиевич, Клопова ĕненес пулсан, район центрĕнче нумаях чарăнса тăман, Канашалла васканă. Сыснасене картаран хăваласа кăларса пĕтернĕччĕ çеç, ял хĕрринчи çуртран пĕр тулли питлĕ хĕрарăм кĕтӳ патне пычĕ те Клоповпа темĕн калаçрĕ, унтан Красков патне пырса ал шăллипе чĕркенĕ япала тыттарчĕ.
— Шăхасан çыннисенчен кучченеç сире, маттур çамрăк кĕтӳçсене. Çул çинче аннӳсен яшки çук...
— Мĕн ку?
— Какайпа çĕр улми кукли... Çĕркаç пӳртре сивĕ пек туйăнчĕ те, вут хутрăм. Арлан Архипыча çывăх пĕлетĕп эпĕ, пĕр ачин хĕреснашшĕ вăл... Упăшкапа туслă вĕсем. Тытăр.
Красков ним тума аптăраса Шарлатанова пăхса илчĕ.
— Тыт, çын кăмăлтан сĕнет... Ăшшипех пулĕ-ха?
— Ăшшипех, Арлан Архипыч! Халь çеç кăмакаран кăлартăм, — терĕ кучченеç хуçи, сăнĕ кукăль пичĕ пек хĕрелсе кайрĕ.
— Ил, ил, Красков! Çĕркаç эсир мĕнле «пăтă çинине» куртăм эпĕ. Канаша çитиччен нумай утмалла-ха, ăшă чунлă çын кучченеçĕ вăй хушать. Райцентртан тухсан юлташусемпе хăналанăр. Тарье сире килнех чĕнсе вĕри апат çитересшĕнччĕ те — вăхăт çукки чăрмантарать. Илтмерĕн-и, ирех автансем авăтрĕç. Мĕн терĕç тетĕн пуль вĕсем? Ĕçлекенни çывăраканнинне çиет тесе систерчĕç. Эсир çĕрле те çывăрман.
Шарлатанова итлерĕ Красков. Тарье инкене юлташĕсен ячĕпе тав турĕ. Çав хушăрах шутласа та илчĕ: тĕнче Чурачăкра пĕтмест, мĕн тĕрлĕ çын çук-ши унта?
Клопов та сысна кĕтĕвне райцентртан тухичченех ăсатса ячĕ. Таврăннă чух кĕрĕр тесе уйрăлса юлчĕ. Акт пирки асăнмарĕ те — çăра уççи çамрăк кĕтӳçсен аллине лекни тата вĕсем пушшисемпе пиркри пекех ĕçле-ни ăна самаях сехĕрлентерчĕ-ши? Канаша çитиччен урăх нимĕнле пăтăрмах та чăрмантармарĕ кĕтӳçсене. Шарлатанов Шăхасан Хăнкăли çинчен каласа кăтартни кăна вĕсене хырăмĕсене тыттарсах култарчĕ. Выльăх пама пыракансем хăйне аншарлипе хăналанине сĕре юратнă вăл, анчах ку йăлăхтарса çитернĕ-ши, — пĕррехинче çак этем Кĕтнекасси çыннисене çапла калать те хурать: «Сăмакун та аншарли! Аншарли те сăмакун! Пĕрре хăнкăла эрехĕпе хăналасчĕ хăть... Тепре какай сортне палăртнă чухне манас марччĕ-ха!»
Аншарли йăтса йăлăхнă кĕтнекассисем тĕлĕннĕ пек пулаççĕ: «Мĕнле хăнкăла эрехĕ çинчен калаçан эсĕ? Халĕ пирĕн ялта кунĕпе шырасан та пĕр хăнкăла тупаймастăн!»
«Тутанса та пăхман пулĕ терĕм çав... Ял лавккине илсе те пымаççĕ пулĕ-çке.., Коньяк теççĕ ăна! — Тараса çине хăпартса тăратнă сурăха виçекен Клопов ун хуçине — Мĕкĕтене виçĕ çăлтăр ӳкернĕ пушă кĕленче тыттарать. — Пăх-ха шăршласа, мĕн шăрши кĕрет? Хăнкăла шăрши...»
«Нивушлĕ ун пекки те пулать?»
«Пулать! Асту, Мĕкĕте, пилĕк хăнкăларан кая ан пултăр!» — Клопов пушă кĕленче çинчи виçĕ çăлтăра пӳрнипе шаккаса кăтартать.
Кĕтнекассисем хатĕрлев кантурĕнчи Клопова тарăх-са çитнĕ ĕнтĕ, ăна ĕçтернĕ аншарлие пухса пынă пулсан краççын пички тулатчĕ пуль. Харам пыра тавăр-ма вăхăт çитмен-ши? Арçынсем какай укçипе пилĕк çăлтăрлă коньяк туянаççĕ те кĕленчине тумлам юлмиччен пушатаççĕ. Анчах хăнкăлине пĕр хушăкра та тупма çук. Ĕлĕкрех пурччĕ-ха та... Хăнкăласем вĕлтĕренрен хăраççĕ, çавăнпа урайĕнчи чĕрĕ вĕлтĕрен ун-кинче çывăрсах ачасем çуратнă ун чухне. Шырасан-шырасан тупаççех арçынсем хăйсене мĕн кирлине. Ял хĕрринчи чалăша пуçланă çурт хуçине, катăкрах ăслă Митрофана, аншарлипе хăналаççĕ те çавăн пек шĕвекех коньяк кĕленчине те тултараççĕ. Сурăхсем йышăнакан Клопов: «Пилĕк хăнкăларан кая ан пултăр!» — тесе асăрхаттарнине манман-ха вĕсем, анчах мĕн вăл пилĕк хăнкăла?! Митрофан стени çинчи шпалер айĕнчен алă хăнкăла тытса яраççĕ вĕсем коньяк кĕленчинчи аншарли çине. Клопов эрнерен хĕпĕртесех йышăнать чаплă парнене, малтан пилĕк çăлтăра чуптуса илет, вара кĕленчерен перекен хăнкăла шăршине юратса шăршлать. Сурăхсен категорине тинех улăштармасть вăл, тĕрĕсех кăтартать квитанцире. Вара шăвăç куркана хĕррипе тан тултарса хаплаттарать хайхи «коньяка». Хаплаттарать те, куçĕсем чарăлса каяççĕ. Шăлĕсем хушшине лекнĕ хăнкăласене сурса кăларать. Кĕтнекассисем хăйсем те питĕ тĕлĕнеççĕ: хăнкăласем те хытă ӳсĕрĕлнĕ иккен, Клопов кĕленче тĕпĕнчен силлесе кăларнăскерсем сĕтел çинче тайкалана-тайкалана утаççĕ, бензинпа сапсан тин ӳпне çаврăна-çаврăна выртаççĕ... Çавăнтанпа Клопов кĕтнекассисене улталама чарăнать, хăйне вара Хăнкăла ят çилĕм пекех çыпăçать.
Канаша çитсен сыснасене вакунсене хăваласа кĕртрĕç. Петр Аверкиевич та çамрăксем патне кантуртан кулкаласа тухрĕ: акта Канашри пуçлăхсем йышăннă, анчах çул çинче икĕ сысна çухатнăшăн тесе кĕтӳçсене укçа пĕр пус та тӳлеме килĕшмен. Ун вырăнне пурне те пĕр сыснана шурлăхран туртса кăларнăшăн Мухтав хучĕсем пачĕç.
Красков Мухтав хутне çавăркаласа пăхрĕ, унтан Эрхип сăнĕ епле улшăнса шурса кайнине асăрхарĕ те сасартăк Махмина ыйту пачĕ:
— Ыйтма юрать-и?
— Юрать, — терĕ Махмин кăмăллăн.
— Шурлăхран сысна туртса кăларнăшăн тенĕ... Апла пулсан пирĕн кĕтӳрен пĕр сысна çеç катăлнă пек пулса тухать-çке. Эпир вара хамăр çăлнă сысна ăçта çĕтсе юлнине те пĕлместпĕр. Çĕр çăтман-çке ăна.
— Эсир кам патĕнче çăвăнса тасалтăр, çав çын патĕнче, — терĕ хатĕрлев кантурĕн пуçлăхĕ. — Сăмах майăн, унăн кĕпи-йĕмне каялла таврăннă чухне кĕртсе пама ан манăр. Сыснине, шурлăх пылчăкĕпе тискерленнĕскерне, çав-çавах кунта йышăнмастчĕç. Хăвăрах куртăр вĕт, вакуна улăхтарса хупиччен вĕсене насуссемпе мĕнле вăйлăн çуса тасатрĕç. Лешĕн вара шурлăх шăрши тирне те, ăшне те çул çинче пĕтĕмпех касса кĕретчĕ. Вăл шăрша насус та тасатса кăлараймасть.
— Хушмаллаччĕ, пире укçасăрах хăварасса пĕлнĕ пулсан хамăр малтан çăвăннă çырмарах куç кĕски пекех çуса тасататтăмăр ăна. Çапла-и, ачасем?
— Тасататтăмăр, — харăс хуравларĕç кĕтӳçсем.
— Йăнăшрах пулса тухрĕ, чăнах та, ачисем маттурскерсем, пĕр тенкĕ те...
— Эсĕ те çапла пакăлтататăн-и, Арлан Архипыч?! — ăна пӳлсех кăшкăрса тăкрĕ лăпкăн калаçма тăрăшакан Махмин Шарлатанова. — Шурлăха икĕ сысна путарнине ĕненмесен те пултаратчĕç, куншăн бригадир тесе чăн малтан хăвна явап тыттаратчĕç вĕт. Çавăнпа тӳрех алă пусрăн-çке! Епле ăнланмалла сана, арăмупа икĕ эрне çеç пурăннăскерне? Çавăнпа актра çул çинче чирленĕ хытанкарах сысна чарма ĕлкĕриччен машина айне пулса кăнчĕ теме тиврĕ... Чирлĕскер никама та кирлĕ мар кунта. Машин айне лекнине шоферĕсем те ĕнентерчĕç. Ачисем ак Мухтав хучĕсем илме тивĕçлĕ пулчĕç.
— Ку тĕрĕсех, — терĕ Шарлатанов сассине пусарса. — Мухтав хучĕ никама панине те астумастăп. Молодцы!
Калаçнин усси çуккине ăнланчĕ Красков. Хатĕрлев кантурĕн пуçлăхĕ питĕ чее те хура чунлă çын пулмалла, вăл Арлан Архиповича ятланă чухне ирĕксĕрех Кашкăр Карачăмĕ ирсĕрле хăтланнисем аса килчĕç.
Тепĕр тесен, Мухтав хучĕ те япăх япала мар. Микул уншăн уйрăмах хытă савăнчĕ, маншăн ку орденпа танах терĕ. Шарлатанов ачасене хула мунчине ертсе кайса Ямаш вăрманĕнче хуçса килнĕ юман милĕксемпе çапса тасатсан вĕсем Канашра кăштах куркаласа çӳрес терĕç. Махминпа Шарлатановăн хулара тытăнса тăма урăх сăлтав та çук иккен, çула май вĕсем пылчăклă сысна шăпипе интересленесшĕн имĕш.
Ачасем çула, пуян мар пулин те, укçасăрах тухман. Çапах та Канаш чугун çул станцийĕллĕ хула. Сыснасен кĕтĕвне хăваланăшăн панă укçапа, паллах, кашниех асăнмалăх мĕн те пулин туянма ĕмĕтленнĕ. Вăл пурнăçланайманшăн ытлашшиех хурланмарĕç вĕсем, япала таврашĕ илес вырăнне Эрхип куляннине вĕсенчен те пытарайманнине курсан укçисене унăн йĕкĕреш йăмăкĕсем валли виçĕ кĕтеслĕ капрон тутăрсем туянма пачĕç. Лавккасем тăрăх çӳресе ĕшенсен тата çăра тĕтĕм кăларакан пăравуссем епле кăшкăртнине итлесе тăрансан тăваттăшĕ те хатĕрлев кантурнех таврăнчĕç, хуралçăпа калаçса татăлса темĕнле сарайăн маччинчи пĕлтĕрхи кивĕ утă çинче йăшалана-йăшалана, тусан нумай тухнăран сунасла-сунасла çĕр каçкаларĕç ачасем. Тĕттĕмленсен вĕсем патне кĕтмен çĕртен Арлан Архипович Шарлатанов пырса тухрĕ, сарай маччи çине пусмапа хăпарса кашнине тутлă мороженăйпа хăналарĕ.
Ирхине хĕвелпе пĕрлех вăранчĕç, ăна-кăна çырткаласа тӳрех çула тухрĕç.
Пĕр тапхăр çуран утса, тепĕр тапхăр урапа е трактор çине ларса пырса çамрăк кĕтӳçсем Кăшнаруйне чиперех çитрĕç. Унта автомашина та тупăнчĕ, вăл Красковпа Микул шурлăхра тапаçланнă ялах çитерчĕ.
Петр Аверкиевичпа Шарлатанов маларах та ĕлкĕрнĕ, сĕтел хушшинче кăмăллăн сăйланаççĕ. Çуррине пушатнă кĕленче кантăкран ӳкекен хĕвел шевлипе йăлтăртатса ларать. Малтан каланă пекех вĕсен çи-пуçне те, çăпатисене те çуса тасатнă, типĕтнĕ. Хăвăрт улăштарса тăхăнчĕç. Шарлатанов вĕсене сĕтел хушшине чĕнчĕ.
— Пурăнаймасть тесе кил хуçи хайхи сыснана пуснă, — терĕ вăл. — Пĕверĕ-мĕнĕсене ăшаланă— Ларăр хампа юнашар. Ак халь çеç Петр Аверкиевичпа калаçрăмăр, вăл ыранах сирĕн ĕçченлĕхпе тăрăшулăх çинчен шкул директорне пĕлтересшĕн.
— Тавтапуç, киле хĕвел аниччен çитмелле. Паян ĕлкĕреймесен аннесем хытах пăшăрханса ӳкĕç, — терĕ Красков, сĕтел хушшине ларма хирĕçех те марччĕ-ха вăл, анчах çав самантра шурлăха лекнĕ сысна куçĕсене, ачасене тилмĕрсе пăхаканскерне, аса илчĕ те, ăшĕ йĕкленнĕ пек пулчĕ. Çавăнне, хăйсем вилĕм ытамĕнчен туртса кăларнăскерĕнне, чĕри-пĕверне çимелле-и халь? Касăкĕсем пырне ларĕç... Юлташĕсем те унпа пĕрешкелех шухăшларĕç пулас, хăвăрт сывпуллашса урамалла васкаса тухрĕç.
Нумаях та утаймарĕç вĕсем, хапха алăкĕ чĕриклетсе уçăлса хупăнчĕ, Шарлатановăн хулăн сасси илтĕнчĕ:
— Чарăнăр-ха, тăхтăр! — Вăл вашлаттарса çитрĕ те шăлаварĕн кĕсйинчен укçа туртса кăларчĕ. — Молодцы! Паттăрсем темелле сире! Ытти чухне унашкал кĕтĕве вуншарăн хăваланă, сыснисене çухатни те пулнă. Куртăр, хуçи эп мар... — Шарлатанов сасси сисĕнмеллех çемçелчĕ. — Хамран паратăп. Нумайрах тиветчĕ те, бригадирăн та урăх çук. Лайăх çитĕр. Тăрăшăр. Вĕреннĕ çын çулне çӳллĕ ту та картлаймасть.
Шарлатанов вăйпах ачасен кĕсйисене вуншар тенкĕ чиксе ячĕ, кашнинпе алă тытса сывпуллашрĕ:
— Пушăсене упрăр, пурнăçра катăк пуртă та кирлĕ пулать.
Арлан Архипович арçын ачасене хăйĕн укçине панинчен ытларах вĕсемпе вăл аллисене чăмăртаса сывпуллашни килĕшрĕ. Кăштах пусăрăнчăк кăмăлĕсем çĕкленчĕç, мăн çул çине тухнă чухне Эрхип тăваттăшĕн шухăшнех каларĕ:
— Интереслĕ çын Арлан Архипыч... Пурнăçра унăн темĕн те курма тивнĕ пулас.
— Муталаннă, анчах парăнман, — хушса хучĕ Красков.
Кĕрхи хĕвеллĕ кун. Машинăсем чăшт-чашт! иртсе каяççĕ.
Сасартăк ачасемпе юнашарах тормозне шăхăртса хăлтăр-халтăр машина чарăнчĕ. Шоферĕ çул хĕррипе çуран пыракансенчен сăнĕпе нумаях та аслă мар пек курăнать. Пуçне кабинăран кăларса кулкаласа ыйтрĕ:
— Ăçтан таврăнатăр?
— Австралирен! — терĕ Красков.
— Ăçталла çул тытатăр?
— Çĕнĕ Зеландие! — шофер кăмăлне кура хуравларĕ хаваслăн Леша.
— Мĕншĕн çав териех кукăртмалла-ха çула? — шофер географие аван пĕлни сисĕнет. — Австралирен Çĕнĕ Зеландие Чăваша кĕмесĕрех кайма пулать-çке.
— Пулать, анчах унта сурăх кĕтевĕ çухалнă. Çула май çавна Чăваш çĕршывĕнче тĕрĕслеме сĕнчĕç.
— Мĕнле? Тупрăр-и?
— Тупрăмăр, анчах кая юлтăмăр — кĕтĕве Канашран вакунсене тиесех Мускава ăсатрĕç!
Пурте ахăлтатса кулса ячĕç. Çамрăк шофер аллипе кузов еннелле тĕллерĕ:
— Юрататăп шӳтçĕ кĕтӳçсене! Анчах Турра кĕлтума ан манăр — машин ураписем тухса ан ӳкчĕр. Илтрĕр пулĕ мĕнле хăлтăртатнине? Манăн Çĕрпĕве çитмелле!
Машинипе çамрăк шофер çилпе ăмăртса пычĕ пулсан та Чурачăка тăватă урапапах кĕрлеттерсе кĕчĕ. Красковпа Микулăн яла тӳрĕрех каяс тесен маларах анса юлмаллаччĕ, анчах юлташĕсемпе район центрĕнче тин сывпуллашас терĕç, мĕншĕн тесен вĕсен пачах тепĕр еннелле Красковпа Микулăнни чухлех утмалла. Амăшĕ тахçанах çĕнĕ тутăр çыхманнине асăрханă Красков, çавăнпа лавккана чупса кĕрсе Арлан Архипович панă укçапа амăшĕ валли хитре чечеклĕ çĕрçĕн тутăр туянчĕ, ара, ахальтен сĕнмен вĕсене укçа Шарлатанов, хăйĕнне пулсан та ĕçленĕшĕн панă. Микул унран вĕренсе пырать, вăл та çаплах турĕ. Юлашки укçипе Красков логарифм линейки туянчĕ.
Чурачăкран тухсан пĕр хушă чĕнмесĕр утрĕç. Унтан тин Микул ун еннелле пуçне пăрчĕ те ăна пăлхатса ямаллах тĕлĕнтерсе каласа хучĕ:
— Эсĕ Наталисен сыснине кĕперлĕ çырмара ăна парса хăварнине куртăм эпĕ, Леша... Темиçе сыснана кĕперĕн тепĕр енче те аялалла анасран чарма тиврĕ те ăнсăртран çырма тăрăх тăвалла пăхса илтĕм. Эсĕ шăпах сыснасем хыççăн çĕмелсем патнелле чупаттăн, Натали — сан хыççăн... Унтан самантранах курăнми пултăр. Тепĕр тесен, халĕ те иккĕленетĕп-ха, иксĕрехчĕ-и çав?..
— Тĕрĕсех курнă, иксĕмĕрех... — Красковăн пуçĕнче пĕр шухăш вĕлтлетрĕ: «Мĕн тери тĕрĕс ваттисем калани: «Уй куçлă, вăрман хăлхаллă».
Красков юлташне Натали нушине ăнлантарасшăнччĕ, анчах Микул тӳрех чарчĕ:
— Кирлĕ мар, Леша... Эпĕ веçех пăлетĕп. Çынсем çав Кашкăр Карачăмне çапса пăрахма хатĕр. Пирĕнне те вăл пăранлас сурăхах тытса кайрĕ. Анне: «Путекне кĕтсе илессе тăхтăр-ха», — тесе йăлăннине те хăлхине чикмерĕ. Эсĕ мана шан, Леша. Урăх сире никам та курман. Эпĕ нихăçан та никама та шарлас çук. Тĕрĕсех тунă эс. Эпĕ вăт тĕрĕс хăтлантăм-ши? — çухалса кайнă пек пулчĕ Микул.
— Мĕн пирки? — ыйтрĕ Красков.
— Шурлăха пĕр сысна та путман... Сана пулăшас шутпа каларăм эп. Натали илсе юлнă сыснана кĕтӳ шутĕнчен мĕнле кăларас? Темиçен шутлаççĕ те йăнăшасран... Петр Аверкиевич калашле, халĕ «шито-крыто».
Красков лутра юлташĕн аллине тав туса пĕтĕм вăйĕпе чăмăртарĕ, унпа та çырлахмарĕ — Микула пилĕкĕнчен тытса пăчăртарĕ те вăл урисемпе тапкаланнине пăхмасăрах ăна аллисемпе çĕклесе вунă утăма яхăн утрĕ.
Кайран ял хапхинчен кĕричченех пăт-пат калаç-каласа çеç пычĕç. Микул килне пахча хыçĕсемпе кайрĕ. Икĕ кун хушшинче мĕн кăна курмарĕç, мĕн кăна чăтмарĕç пулĕ вĕсем. Шухăшĕсем улшăнчĕç. Уйрăмах çакна Красков лайăх туйрĕ. Канаша кайнă чухне вăл ача çеçчĕ-ха, халĕ хăйне ӳссе çитнĕ чăн-чăн арçын пек туять. Тĕттĕмлене пуçланă Синер урамĕсемпе вăл килне пуçне кăшт каçăртарах, виçĕ кун хушшинче сисĕнмеллех тĕрекленнĕ кĕлеткине тӳрĕ тытса анчĕ. Ĕшеннĕ урисенче çĕнĕ йышши вăй хушăннă, çавăнпа-ши çул та халĕ хытăрах пек тата ансăрланнă евĕртереххĕн курăнать. Акă вĕсен çурчĕ. Çак пĕчĕк çуртрах арçын ятне илтмеллех ӳссе çитĕнчĕ-ши ĕнтĕ вăл? Амăшĕ кĕтсе те ывăнчĕ пуль ăна. Тавçăрĕ-ши килне кĕçĕр вуннăмĕш класра вĕренекен арçын ача мар, шухăшĕсемпе те, ĕçĕсемпе те чылай аслăланнă çамрăк йĕкĕт кĕнине?
5
Амăшĕ ывăлне кĕтсе ывăннă.
— Таврăнтăн-и, Леша? Чун юлмарĕ саншăн кулянса! Халех яшка антаратăп.
— Кăшт тăхта-ха яшкапа, анне.
Таюк инке те ывăлĕ улшăннине тӳрех асăрхарĕ: сасси виçĕ кун хушшинчех улшăннă, пӳртре те кил хуçи арçынни пек васкамасăр, урисене çирĕппĕн пусса утать, сăнĕ те çул çинчи çилпе, хĕвелпе, тусанпа тата амăшĕ ăнлансах илеймен ытти япаласемпе урăхланнă. Çăпатисене салтмасăрах кĕрекенскер халĕ вăрăм çултан таврăнсан та ун пек тумарĕ, пăлтăрта вăл илтесрен шăппăн хывса хунă. Ывăлĕ сумкинчен кулач кăларса тыттарчĕ, унтан хутпа чĕркенĕ пĕчĕк тĕркене салтма тытăнчĕ.
— Анне, çаврăн-ха тепĕр еннелле. Çаврăн, ан хăра.
— Ара, мĕншĕн хăрас-ха ман хамăн ывăлăмран? — Таюк инке ачин аллинче хут чăштăртатнине илтрĕ, унтан вăл унăн хулпуççийĕ çине çĕрçĕн тутăр уртса янине сисрĕ.
— Астăватăн-и, Анне, эсĕ пĕррехинче хамăр ял акатуйĕнче çакнашкал тутăрăн тĕррине питĕ юратса пăхрăн?
— Хăçан? Маннă эпĕ... — Ывăлĕ çĕрçĕн тутăра вăл мĕнле кăмăлласа пăхнине асăрханинчен, ăна çак таранччен асĕнче тытса усранинчен тĕлĕнчĕ те, савăнчĕ те. Вăл ун еннелле çаврăнса тутăра питĕ тирпейлĕн çавăрса çыхрĕ, тĕкĕр çине пăхсан сасартăк именсе кайрĕ. — Çĕрçĕн тутăр час çĕтĕлмест, чечекĕсем те шупкаланмаççĕ. Асту, Леша, иртĕнтерсех ярăн эсĕ мана капла... Радио кĕртнĕ çĕрте ĕçленĕшĕн панă укçапа çап-çутă резина атă туянтăн ман валли. Халĕ куна... Иĕкĕт пекех ӳссе çитрĕн, Леша... Ху çинчен те шутламалла.
Леша амăшне çепĕççĕн ыталарĕ те ăшшăн каларĕ:
— Эсĕ манăн чи юратнă çын, анне. Эсĕ пурăнсан ман валли те мĕн кирлине пĕтĕмпех туянăпăр-ха.
— Мĕнле çитсе килтĕр Канаша?
— Чиперех çитсе килтĕмĕр. Халĕ мар, ыран-виçмине веçех тĕплĕн каласа кăтартăп.
«Калатăп-çке улшăннă тесе... Тепĕр чухне ача пек тӳрех пĕтĕмпе шăкăлтатса паратчĕ, кĕçĕр апла мар», — ывăлĕ часах çитĕнсе çитнисен йышне кĕрессе çĕнĕрен лайăхрах туйрĕ амăшĕ, унтан такама кĕвĕçнĕ-ăмсаннă сасăпа пĕлтерчĕ:
— Пĕр хыпар пур-ха сан валли... Малтан яшка çийĕ-пĕр, унтан...
— Мĕнле хыпар, анне? — чĕри кăртах сикрĕ Лешăн. — Малтан хыпарне кала. Инкек таврашĕ мар пулĕ-çке?
— Антарам-ха яшкине...
— Çук, малтан хыпарнех пĕлмелле. Мĕн пулнă, анне? Мĕншĕн пытаран?
— Пытармастăп... Лешĕ, кӳршĕ ял хĕр ачи, виççĕ килчĕ паян... Санпа интересленет. Темĕнпе пулăшнă эс, тав тăвать те тав тăвать.
— Юлашки хут хăçан килчĕ? — васкаса ыйтрĕ Леша, самантрах сак айĕнчен пушмакĕсене туртса кăларчĕ.
— Ак халь кăна урамран кĕтĕм. Сана кĕтсе сак çинче лараттăм та... Вунă минутсем иртрĕ пуль...
— Натали вĕт вăл! — Йĕкĕт шăлаварне, кĕпине хăвăрт улăштарса тăхăнчĕ. Пиншакне уртса ячĕ. Амăшне куçĕнчен айăплăн тинкерчĕ. — Эп çиччас!..
— Çавнашкал çул хыççăн-и? Ĕшеннĕскер? Апат çимесĕрех-и? Хĕр хыççăн вута сикме-и? «Çиччас» мĕнлине те пĕлетĕп. Иртнинче миçере таврăнтăн? Яшка çиетĕнех!
— Тутă эпĕ, анне. Ывăнман — машинпа килтĕмĕр. Нимĕнле вута та сикместĕп. Шкулта темскер пулман-и?
Епле тытса чарайтăр унашкал чухне амăшĕ ывăлне? Тепĕр çеккунтран вăл урама вирхĕнсе тухрĕ, тата тепĕр çеккунтран тăкăрлăка ыткăнса кĕчĕ. Красков пахчасем хыçне чупса çитрĕ. Ыраш калчи тепĕр енче мĕлке курăнать. Вăл яла кĕрсе çухаличчен çамрăк йĕкĕт никам илтесрен шикленмесĕр кăшкăрма ĕлкĕрчĕ:
— Натали-и!
Мĕлке утма чарăнса каялла çаврăнса пăхрĕ. Сасранах палларĕ вăл хăйне кам чĕннине, сукмакпа ун еннелле утма пуçларĕ, унтан — чупмах тытăнчĕ. Шăпах икĕ ял хушшинчи çул варринче тĕл пулчĕç вĕсем. Пĕр самант шутласа тăмасăр Красков аллисене сарса ячĕ, хĕр ача малтан унăн ытамне кĕрсе ӳкрĕ, вара хăй те йĕкĕте аллисемпе кĕлеткинчен ыталарĕ. Пĕр хушă пĕр-пĕрин чĕрисем мĕнле тапăлтатса тапнине итлесе тăчĕç.
— Леша... — пăшăлтатрĕ хĕр ача пуçне унăн кăкăрĕ çине хурса.
— Натали! — Красков аллине хĕр ачан çăм кофти айĕнчен çурăмĕ çинелле кăларса янă хулăн çивĕчĕ лекрĕ, ăна çепĕççĕн ачашласа çавăркаларĕ. — Питĕ тунсăхларăм, Натали... Питĕ!
— Эп те — сан пекех, Леша... Тен, санран та вăйлăрах...
Красков хĕр ачана хăй çумне хытăрах çупăрларĕ, хавхаланса шухăшларĕ: «Килте аннене юратса ыталарăм, унăн ăшши те чуна çĕклет. Натали кĕлеткинчен çăм кофти витĕрех çапакан ăшă мĕншĕн урăхларах? Вăл ман кĕлеткене пĕтĕмпе ăшăтса çеç мар, вĕрилентерсе ярать».
— Киле пырсах сан çинчен калаçнăшăн çилленместĕн-и? — пуçне çĕклесе сасартăк ыйтрĕ Натали. — Кашни сехете паллă туса пытăм эсĕ кайсан, кĕçĕр каялла çаврăнса çитетĕнех терĕм. Чун сисрĕ. Пĕлес килет-и мĕн чухлĕ вăхăт иртнине иксĕмĕр чăнкă сăртăн çырминче уйрăлнăранпа?
— Миçе?
— Алă тăватă сехет...
— Математик, — теме çеç пултарчĕ ăшшăн Красков. — Аннене мĕн терĕн вара?
— Шкулта пĕрле вĕренетпĕр терĕм. Директор интересленет теме те тиврĕ. Ну, пăхрĕ тĕк пăхрĕ мана сăнаса. Çĕр айнех анса каятăп пулĕ терĕм те, чăтрăм-чăтрăмах. Сиввĕн пĕрре те калаçмарĕ, мĕнле пурăнни çинчен ыйтса пĕлчĕ. Лайăх сан аннӳ, Леша. Чиперскер. Сана питĕ юратать пулас. Çапла-и?
— Çапла, аннӳ сана юратнă пекех. Ну, кала-ха, Çуашна мĕнле çитертĕн?
— Йĕркеллех çитрĕмĕр. Юри каçа юлтăм. Çынсем курасран. Витерен кăлармасăрах мăнтăрлатас тетпĕр — Кашкăр Карачăмĕ ан систĕр.
— Тем пекехчĕ...
— Канашра вăл çухалнине ăнлантарма тиврĕ-и?
— Унта шутламарĕç, — хĕр ачана çул çинчи мыскарана пĕлтерес килмерĕ унăн.
— Эпир кунта сан пирки шутласа аннепе иксĕмĕр те çывăраймасăр пурăнтăмăр...
— Халĕ лăпкăнах çывăрăр.
— Сана, Леша, анне сĕре курасшăн-ха... Чĕнетĕп-ха пĕрре хăнана. Тĕлĕнсе хытсах кайрĕ вăл эпĕ Çуаша епле тавăрса килнине пĕлсен. Санашкал ырă чунлă çынсем питĕ сайра пулаççĕ тет.
— Ытла ӳстерсе калать вăл, — хăйсене пулăшнăшăн Арлан Архипович Шарлатанова пĕр сăмахпа та тав туманнине кĕтмен çĕртен яр-р! аса илчĕ Красков. Хĕрелсе кайрĕ. Юрать-ха, шупка уйăх çутинче сăнĕ улшăнни палăрмасть. «Арлан Архипович хастар бригадир пулман тăк темĕнле çаврăнса тухатчĕ-ха çамрăк кĕтӳçсен ĕçĕ? Еплерех каласа хучĕ вăл вăрăсем тарсан: «Вăхăтра пенĕ пăшал сасси тупă сассинчен те вăйлăрах». Ах, намăс! Вăл шăчă персе паман пулсан тĕпнеллех çăтатчĕ пуль ăна шурлăх, çакăнта халĕ Наталие те ыталаса тăраймастчĕ-и тен? Чурачăкра хатĕрлев кантурне кĕрсех тав тăвас пулать Арлан Архиповича».
Натали те темĕн аса илчĕ, йĕкĕт ытамĕнчен пушансан шăппăн кулса ячĕ:
— Сăмахна тытаймарăн, Леша...
— Мĕнле сăмах?
— «Ыталасах вĕлеретĕп» тесе кам каланăччĕ-ха?
— Тăхтарăм-ха, вĕлерсен кама чуптумалла пулать тет ман?
— Хĕр ачасем нумай...
— Нумай, анчах Натали ятли пĕрре çеç.
— Ну, сана курса савăнтăм, Леша. Сывпуллашар. Каçар мана, çул çинче ĕшеннĕскернех мĕн чухлĕ тытса тăтăм.
— Халех-и? Ывăнман эпĕ. Эсĕ аннепе калаçнине пĕлсен кĕлеткем кайăк пекех çăмăлланчĕ. Атя ăсатса ярам.
Пахчасем хыçне мĕнле çитнине те сисмерĕç. Натали карта çумне тĕршĕнчĕ те Краскова аллинчен тытса хăй патнелле туртрĕ.
— Тăр çумарах, Леша, сулхăнран кăшт хӳтĕлен. Хире-хирĕçле пултăр, иртнинче сан пиншакупа çӳрерĕмĕр, паян ман çăм кофта сана ăшăттăр.
— Аннӳ çыхрĕ-и? Килĕшет сана...
— Хамах, вăл çаннисене майлаштарма çеç пулăшрĕ. Чăнах килĕшет-и? — Красков ырланăшăн хĕпĕртесе унăн умĕнче вăр-р! çаврăнчĕ Натали, унтан хăй йĕкĕт çумне тĕршĕнчĕ. — Шанчăклă çын эсĕ, Леша. Сан çумăнтан уйрăлас та килмест.
— Ытла вĕри эсĕ, кофту витĕрех кăмака пек пĕçертетĕн...
— Ой, Леша, анне те çаплах калать. Йĕркесĕр çунса каймалла ан пултăр тет. Атте вĕри арçын пулнă. Çавăнпа йĕрет ĕнтĕ анне аçу хăш çĕршыв çĕрне ăшăтса выртать-ши тесе...
— Натали, виçмине, канмалли кун, аçун улмуççийĕсене сыпатпăр, — терĕ Красков.
— Манăн мĕн хатĕрлемелле?
— Нимĕн те. Мана çеç лайăх кĕтсе ил.
— Канмашкăн мамăк тӳшек сарса-и? — каллех савăнăçлăн кулса ячĕ Натали.
— Улмуççисем сыпнăшăнах выртса канман-ха эпĕ.
— Мĕнле, кала?
— Каласах-и?!
— Ыйтнине тăватăп.
— Кашни сыпнă улмуççишĕн пĕрре чуптăватăн.
— Ну, ку йывăр ĕç мар-ха, сана пĕрре мар, чармасан икшер те чуптума пулать. Шутламасан — лайăхрах та!
— Шутламасан та хирĕç мар, — терĕ Красков. — Сăмах татрăмăр апла?
— Татрăмăр...
Сывпуллашнă чухне иртнинчи пек каллĕ-маллĕ çӳремерĕç, хапха алăкĕ умĕнче аллисене хыттăн чăмăртаса уйрăлчĕç. Çапах кĕçĕр пĕр-пĕрне нихçанхинчен çывăхрах туйрĕç.
6
Уроксенче ачасене хăваласа çитме йывăрах пулмарĕ Краскова. Микул кая юлни сисĕнчĕ, çавăнпа ăна хăш-пĕр предметсемпе пулăшма тиврĕ. Эрхиппе Витя та аптăрасах каймарĕç. Шкулăн комсомол комитечĕ Красков команди Канашран ăнăçлăн таврăнни çинчен «Çиçĕм» те кăларчĕ. Шкул директорĕ патне хатĕрлев кантурĕнчен чăнах та шăнкăравланă иккен, тепĕр куннех тăваттăшне те вăл пысăк тăхтав вăхăтĕнче хăй патне чĕнтерчĕ.
— Шурлăха сикиччен асăрхануллăрах тытмаллаччĕ хăвна, Красков, ун тĕпнеллех анса кайма пултарнă-çке эсĕ.
— Ан асăнăр-ха, Иван Сергеевич... Халĕ хам та шутласа пăхатăп та, çӳç вирелле тăрать. Ун чухне эпĕ Микулăн ывăннă сăнне тата сыснана шурлăх çăтма пуçланине çеç асăрхарăм, хăй хыççăн вăл Микула та туртса антарать — çавна кăна куртăм хам умра ун чухне. Эпĕ ăна питĕ лайăх пĕлетĕп-çке. Тепри çăлас тесе сыснана ун пек тытса та тăман пулĕччĕ, анчах Микул ăна аллисенчен вĕçертес çукчĕ.
— Ун пек шухăш асра та пулман ман, — терĕ Микул.
— Çапла çав... Çавăнпа эпĕ те унпа юнашар тăма вырăн çукки çинчен шутламан — хывăнма та вăхăт пулман манăн — тӳрех Микул çумне сикрĕм ăна пулăшас тесе... Хам унран та пысăкрах хăрушлăха кĕрсе ӳкнине халĕ çеç майĕпен ăнланса пыратăп-ха эпĕ, Иван Сергейч. Ун чух, чăнах та, шутламан. Шутланă пулсан, тен, çакăнта халĕ Микул та лараймастчĕ пуль... Ну, Эрхиппе Витя та шикленсе тăмарĕç. Витя вăйĕ, вăл шăчча еплерех тапса туртни мĕне тăрать! Тата шăпах çав самантра Арлан Архипыч Шарлатанов пирĕнпе пĕрле пулни пулăшрĕ, çухалса кайма, хăраса ӳкме памарĕ вăл. Шурлăх хăракансене юратать.
Калаçнă май директор çамкине вĕтĕ-вĕтĕ тар тумламĕсем сике-сике тухрĕç. Вăл ачасенчен те хытăрах пăлханнине пурте ăнланчĕç.
Шкул директорĕ те асăрхарĕ: виçĕ кун хушшинчех вăл калаçура именни чакнă; малтан та шухăшламасăр нимĕн те персе ямастчĕ, халĕ кашни сăмахне ытларах та шутласа калаçни сисĕнет. Сăран курткăллă Петр Аверкиевич хатĕрлев кантурĕнчен килнĕ чух, виçĕ кун каялла, ачаллăрах тытатчĕ-ха хăйне, паян вара çав ачалăх пĕтнĕпе пĕрех, ун вырăнне арçын енĕсем ытларах палăраççĕ. Сăмси айĕнчи тĕссĕртерех сайра мамăк та çăралнă, хурарах тĕс çапнă... Авă еплерех улăштарать ачана яваплă ĕç!
Çакна кӳршĕри Семен Андреевич та курчĕ: вăл кăтартнă улмуççи тураттисене асăрханса, пĕрре те амантас мар тесе касать, тĕрĕс суйлать, татăкпа пĕлсе чĕркет.
— Камсен пахчинче сыпатăр терĕн-ха? Биологипе кирлĕ сăнав апла? Яла радио кĕртсе патăн, сан аллу çăмăллине пĕлетĕп — улмуççисем те ĕрчеме пуçлĕç-ха.
— Ку хамăр ялта мар, кӳршĕре... Тата... биологи опычĕ çеç те мар, — Красков Натали ашшĕн улмуççийĕсене кам мĕнле инкек кӳнине кĕскен каласа кăтартрĕ. — Пĕрле вĕренетпĕр унпа, амăшĕпе иккĕшĕ çеç пурăнаççĕ те, кăшт пулăшма шутларăм.
— Пулăшас пулать... Ашшĕне пĕлеттĕм. Нумаях калаçман та, йывăçсене юратнăшăн асра юлчĕ. Шел, вăрçăран таврăнайман. Ну, куна, çут çанталăка хирĕç пыракан Кашкăр Карачăмне, вăхăт çитсен кашкăрсемех явап тыттарĕç-ха.
Улмуççисене Наталипе иккĕшех сыпрĕç.
— Анне тахăшĕ чирленĕрен фермăра ун вырăнне юлнă та тĕттĕмленсен тин таврăнать.
— Улмуççи сыпнине пĕлет-и? Хирĕç мар-и?
— Мĕн калаçан, Леша? Атте улмуççийĕсене чĕртекене кам çиллентĕр? Эпир ĕç пĕтериччен фермăран хăпарма та ĕлкĕрĕ-ха.
Наталипе ĕçлеме питĕ аван, мĕн хушнине тӳрех ăнланать. Туратсене тыткаланă чухне çепĕç пӳрнисем унăн аллисене сĕртĕнеççĕ те, кĕлетки тăрăх магнит хумĕсем саланнă пекех туйăнать. Çапах та пĕрле ĕçлеме хăнăхсах пычĕç, питĕ тимлĕ пулмалла чухне Красков лăплансах çитрĕ, Наталипе юнашар пĕрремĕш хут мар, ялан пĕрле ĕçленĕ пекех туйма пуçларĕ. Çапла лăпкăн та ерипен шăкăлтата-шăкăлтатах кашни улмуççи çине тĕрлĕ сортлă виçĕ турат сыпрĕç.
— Тĕмĕрен туратланса ӳссе кайнă хунавсене кĕркунне урăх тĕкĕнместпĕр, çуркунне касса майлаштаратпăр, вара сыпнă туратсем çĕнĕ сĕткенпе вăйлăн ӳссе каяççĕ.
— Пĕтĕмпех пĕлетĕн эсĕ, Леша... — ĕç вĕçленнĕ хыççăн уççăнах кăмăлласа пăхрĕ ăна Натали.
Пурнăçра веçех кирлĕ пулать.
Улмуççисене сыпса пĕтерсен кăна тухрĕ пахчана хĕр ача амăшĕ, Клавти инке. Йĕкĕте хăй малтан сывлăх сунчĕ, сыпнă туратсене юратса сăнаса пăхрĕ, тав турĕ. Натали пур енчен те амăшне хывнă иккен, çӳçĕ амăшĕн те сарă, çивĕчĕ вăрăм, куçĕсем хура. Кĕлеткисем те пĕр пекрехех, Натали амăшĕнчен çинçерех çеç, çӳллĕшĕпе пĕр тан темех юрать. Ахальтен мар класра Наталие çитекенни çук.
— Хĕвеле канма вăхăт, часах уйăх тухать, — терĕ Красков нумаях мар хатĕр-хĕтĕрне пуçтарса. Вăл пахчаран тӳрех килне таврăнасшăнччĕ, анчах пахча хуçисем илтесшĕн те пулмарĕç, ăна вăйпа тенĕ пекех килне ертсе кайрĕç, сĕтел хушшине кĕртсе лартса каçхи апатпа хăналарĕç. Клавти инке унпа ăшшăн калаçрĕ, килĕнчи ĕçсем, шкулта мĕнле вĕренни çинчен ыйтса пĕлчĕ, ассăн та сывларĕ.
— Аçусемсĕрех çакăн пысăкăш ӳсрĕр... Кашни хăйĕн телейне туптать теççĕ те, тĕрĕсех пулĕ çав. Пĕтĕм шанчăк — вĕреннинче. Пирĕн ашшĕ Натали çураличченех ăна вĕреннĕ çын тăвасси çинчен калаçатчĕ... Анчах ашшĕсĕр вĕрентме те çăмăл мар. Ĕне усранă чухне те хăймисĕр турăхне çеç çиеттĕмĕр, çуне пĕтĕмпех — патшалăха. Уттине мĕнле тата ăçта тупан? Наталие вăтам шкула ярассишĕнех сутма тиврĕ, унсăрăн мĕнле тумлантаран? Кĕнеке мĕнле туянса паран? Патшалăх умĕнчи парăма мĕнле татан? Сысна сутса хĕллехи тум-тир туянайăпăр-ши?
Натали шур чăлана кĕчĕ те — тухмасть-ха. Амăшĕ хăй çинчен калаçнăшăн именет пулас.
— Ăçта çухалтăн эсĕ унта? Мĕн ĕçтеретĕн пире? — Клавти инкен сассине итленĕ май ăна Красков ирĕксĕрех хăйĕн амăшĕннипе танлаштарчĕ: хăюллă хĕрарăм унăн амăшĕ, сасси те ялан тенĕ пекех çирĕп, çынна йăпăр-япăр парăнмасть. Клавти инке унтан хăюсăртарах пек, кăмăлĕ те çемçерех пулас. Анчах иккĕшĕ те ачисене чун-чĕререн юратаççĕ.
— Чей хатĕрлерĕм, анне. Çырла варенийĕпе сăйлатăп, — вучах умĕнче Натали сăнĕ те çырла майлах хĕрелнĕ, питĕнчен юн тапса тухассăнах туйăнать. Вăл Красковпа амăшĕ умне тулли стакансем лартрĕ.
— Хăв та ĕç, хĕрĕм. Ак вырнаç кунтарах, Лешăпа юнашар.
Вĕри чее вĕре-вĕре ĕçрĕç. Пĕр шутласан тĕлĕнмелле пек: Красков ют çынсем патĕнче ĕçлерĕ, ют çынсемпе апатланчĕ, çапах та ăна çывăх тăвансем патĕнче хăналаннăнах туйăнать. Натали амăшне те кĕçĕр пĕрремĕш хут курнă пек мар, ăна нумайранпа палланă пек. Çăкăрне çи те чысна та пĕл теççĕ. Красков кил хуçисене тав туса сĕтел хушшинчен тухрĕ.
— Натали, Лешăна тăкăрлăк патне те пулин ăсатса яр, — терĕ Клавти инке.
— Юрать, анне, — савăнсах килĕшрĕ хĕр ача, самантрах ăшăрах тумланчĕ, çăм кофтине те манмарĕ.
Уйăх тулса çитнĕпе пĕрех. Пуç тăрринчех çăлтăрсем мĕлтлетеççĕ. Хур кайăк çулĕ çинче вĕтĕрех çăлтăрсем тапса тухнă. Ялăн ту енче, пысăках мар клубра, музыка илтĕнет — çамрăксем ташша пухăннă. Красковпа Натали юнашарах утрĕç, анчах пĕр-пĕрин аллисене тытмасăр, кĕлеткисене сĕртĕнмесĕр тăкăрлăк патне çитрĕç.
— Ну, сывă юл, Натали. Тутлă тĕлĕксем кур, — терĕ Красков самантлăха чарăнса.
— Ай, пысăк ĕç турăмăр паян, Леша. Пирĕн пахчара эсĕ атте ĕçленĕ евĕрех туйăнтăн.
— Чĕрĕлеççĕ йывăçсем, ан пăшăрхан.
Натали йĕкĕте тинех хулĕнчен тытрĕ, ăна уйăх çутинче йывăçсенчен ӳкекен мĕлкесемпе тĕттĕмленнĕ тăкăрлăкалла туртрĕ.
— Эсĕ, мĕн, аннӳ асăрхаттарнине итлесшĕн мар-им?
— Итлетĕп, хăйĕн хĕрне кам амăшĕ çĕрле уйсем тăрăх çӳреме сĕнет? — шăппăн кулса ячĕ Натали. — Эпĕ таçта мар, тăкăрлăк вĕçне çеç çитетĕп.
— Юрĕ эппин... — Красков пĕтĕм хăюлăхне пухса сылтăм аллипе хĕр ачана яштака пĕвĕнчен çупăрласа тытрĕ.
Вĕсем пĕр чĕнмесĕрех пĕр-пĕрин шухăшĕсене ăнланса ыраш уйне тухрĕç.
— Çакăнтан эсĕ мана пĕччен ярасшăн-и? — Красков хĕр ачана хытăрах çупăрларĕ.
— Ярасшăн мар...
— Кунсем кĕскелеççĕ, Натали. Шкула вăхăтра çитме тĕттĕмлех çула тухма тивет.
— Тивет...
— Çуаш епле пурăнать?
— Аптăрамасть-ха вăл, анне тупать мĕн çитермеллине... Эпĕ пахчара симĕс курăк çулса пухатăп. Уçăлтарма витерен тĕттĕмленсен тин кăларатпăр. Çав-çавах аннепе иксĕмĕрĕн чунсем вырăнта мар, кирек мĕнле вăхăтра та Кашкăр Карачăмĕ пырса кĕрессĕнех туйăнать... Сысна кил картинче çӳренĕ чухне эпĕ урама тухса анаталла-тăвалла пăхса ларатăп...
— Уроксене вĕренме вăхăт юлать-и?
— Юлать, Леша. Вăл ĕç яланах манăн чи малти вырăнта. Ку таранччен «пиллĕксемпе» вĕреннĕ пулсан каялла чакас мар-ха.
— Ĕлкĕреймен чухне ыйт манран. Нихçан та ан имен, — сĕнчĕ Красков.
— Пĕр кун улăм купи патĕнче ыйтнă пек-и? — каллех шăппăн кулчĕ Натали. — Ыйтасшăнччĕ-ха пĕрре, вăхăт хĕсĕкрех пулчĕ...
— Ну, вăхăтне тупăпăр-ха! — темĕнле питĕ кирлĕ япала çинчен калаçса татăлнă пек хăпартланса хуравларĕ Красков. — Халĕ сирĕн урама таврăнатпăр, алăкранах кĕртсе хăваратăп.
— Килĕшетĕп! — хĕр ача хальхинче йĕкĕте хулĕнчен пăчăртасах тытрĕ.
Каллех пĕр-пĕрне чĕнмесĕр, кашни хăйĕн шухăшĕпе хавхаланса, ерипен утса таврăнчĕç. Хапха умĕнче пачах тăмарĕç. Красков алăка уçса хăйне шалалла кĕртсен тин унăн хулне пушатрĕ хĕр ача.
Вăхăт питĕ хăвăрт иртет. Шкул çумĕнче инçетри ялсенчен çӳрекен ачасем валли интернат уçăлчĕ. Наталипе Краскова иккĕшне те унта вырăн пачĕç. МТС инженерĕн, колхоз бухгалтерĕн тата бригадир ывăлĕсем ашшĕсем лайах палланă çынсем е тăван-хурăнташĕ патĕнче хваттере вырнаçрĕç. Интернат çумĕнчех столовăй та пур. Ачасемшĕн ку пушшех те меллĕ.
Халĕ Наталипе Красков шкулта пĕр-пĕрин патне туртăннине палăртсах каймаççĕ, интернатра вара уроксене час-часах пĕрле хатĕрленеççĕ. Çавнашкал чухне Леша тĕлĕнме чарăнмасть: темĕнле кăткăс задачăсем тĕл пулсан та вĕсене хĕр ача çăмăллăнах шутлать. Хăш-пĕр предметсемпе ытлах хавхаланмасть вăл, çапах та вĕсене çиелтен вĕреннипе çырлахмасть, лайăхах хатĕрленет. Анчах та чи юратнă предмечĕсем унăн математикăпа физика тата хими. Формулăсем, физика законĕсем унăн сарă çӳçлĕ пуçĕнче лайăхрах шăнăçмалăх ятарлă вырăнсем хатĕрлемен-ши тесе те шутлатăн тепĕр чухне, мĕншĕн тесен пĕр формулăпа физика законне те Натали икĕ хутчен вуламасть — тӳрех асĕнче юлаççĕ вĕсем. Задачăсене шутласси те уншăн хĕвел çаврăнăш шĕкĕлченипе пĕрех: пĕрре шутлать те, тӳрех хуравĕ тухать. Талант теççĕ ун пирки учительсем, турă пани пур. Малалла вĕренмеллине асăрхаттараççĕ. Кусемсĕр пуçне вырăс тата чăваш литературине те питĕ кăмăллать вăл, Александр Пушкинпа Михаил Лермонтов сăввисене асра тытать. Константин Ивановăн «Нарспине», Красков пекех, пĕтĕмпе пăхмасăр калать. Пĕррехинче киле таврăннă чухне Леша ыйтнипе калама тытăнчĕ те, Нарспин телейсĕр юратăвĕ патне çитсен хурланнипе куççулĕсене ниепле те тытса чараймарĕ...
Килтен аякра ачасем ашшĕ-амăшĕшĕн питĕ тунсăхлаççĕ, çавăнпа май пур чух эрне варринче те тăван ялĕсене кая-кая килеççĕ. Шăмат кунпа вырсарни кун Красковпа Наталишĕн чăн-чăн праçник: килти апат-çимĕçпе сăйланаççĕ, амăшĕсен ăшăлăхĕпе çепĕçлĕхне лайăхрах туйса вĕсен пĕлтерĕшне çамрăк чун-чĕрисемпе тарăнраххăн ăнланаççĕ, хăйсем каннипе пĕрлех май килнĕ таран пулăшса хăварма та тăрăшаççĕ. Çуран утнă майăн та, лашапа ларса пынă чухне те куçĕ çĕнĕлле уçăлса пынине лайăхрах туять Красков: шкулта, уроксенче, интернатра та вăл хăйне те, Наталие те ача пекех туять-ха, анчах шкул тулашĕнче: интернатран уçăлма тухсан, киле çуран хыпаланнă е унтан таврăннă чухне хăйне ытларах та ытларах яш йĕкĕт пек, Наталие вара çамрăк хĕр евĕрех курма пуçлать. Çак туйăм юлашки уйăхра пулса иртнĕ икĕ пăтăрмах хыççăн уйрăмах хытă вăйланчĕ. Пĕрремĕшĕ шăмат кун уроксем хыççăн интернатран киле кайсан пулса иртрĕ. Амăшĕ ăна кĕтнĕ, çавăнпа тӳрех сĕтел хушшине кĕртсе лартрĕ, ывăлĕ юратакан шарккăва кăмакаран кăларчĕ. Кайран, сĕтел хушшинчен тухсан, амăшĕ ăна урай варрине тăратрĕ те ун тавра утса çаврăнчĕ, хулĕнчен тытса пăхрĕ, çурăмĕнчен лăпкаса илчĕ, модăпа кастарнă çӳçлĕ пуçне ачашларĕ, унтан çул çинчи çилпе çĕнĕлле улшăннă питне нумай ĕçленĕрен кушăркаса хытнă аллипе сĕртĕнчĕ.
— Пачах улшăнса кайрăн... Аçу пекех вăйланса пыратăн, Леша! Часах арăслан çине пăхнă пек пăхакан хĕрсем сана аннӳрен те сивĕтме тытăнĕç.
— Ан асăн-ха çавнашкал япаласене! Эпĕ тахçанах каласа хунă сана аннерен хакли никам та çук, никам та пулмĕ тесе. Хĕрсем... Малтан вĕренсе çынна тухмалла-ха!
— Лешĕнпе, пирĕн пата тăкăрлăкпа чупса килекеннипе, мĕнле? Пĕлкелерĕм-ха, нушаллă пурнăçпа ӳсет... Амăшĕ ырă кăмăллă, ĕçчен хĕрарăм, ашшĕ вăрçăра пĕтнĕ.
— Натали ятлă вăл, анне... Шкулĕпе те ун пек пултаруллă вĕренекен çук. Юлташлă эпир.
— Санран та ирттерет-и?
— Хăш-пĕр предметсемпе ирттерет те пуль...
— Пултаруллă çынпа юлташланни лайăх-ха.
— Сана сĕре килĕштернĕ вăл, анне, чипер хĕрарăм тет.
— Çаллах асăнчĕ-и? Чипер тесех-и?
— Питĕ чипер тет...
— Каччăна юрас тесе амăшĕ çинчен темĕн те калĕç-ха хĕрсем. Савни чухне хăйсем те питĕ чипер вĕсем, Леша.
— Эпир юлташлă çеç, — нумай сăмахласшăн пулмарĕ Леша. — Савнисем тесе калама иртерех-ха. — Сăнĕ хĕрелсе кайнине амăшĕ ан асăрхатăр тесе пушмак шнурокĕсене туртса хытарма пуçне хăвăртрах пĕкрĕ вăл.
Вырсарни кун кăнтăрла Красковпа Натали, уçăлмалла тенĕ пек, пĕр-пĕринпе тĕл пулма калаçса татăлнăччĕ. Вăхăт ахаль ан ирттĕр тесе улмуççисем мĕнле сыпăннине тĕрĕслеме шутларĕç. Ирхине Леша Çĕрпӳ енчен килнĕ шофертан амăшĕ туянса юлнă пĕр машина вутта Семен Андреевичсен бензин пăчкипе пĕтĕмпе татса тирпейлĕн шаршанларĕ. Тепĕр канмалли кун çурма шутласа хучĕ. Амăшĕ фермăран таврăнайманччĕ-ха, çавăнпа ăна пĕлтермесĕрех уй урлă выртакан палланă сукмакпа кӳршĕ яла çул тытрĕ. Натали ăна пахчара кĕтсе илме пулнăччĕ, анчах темĕнле тимлесе пăхсан та хĕр ачана нихăш кĕтесре те асăрхамарĕ. Малтан иккĕленчĕ Красков: Натали патне килнех кĕмелле-ши е улмуççисене хăй пĕччен пăхнипех çырлахмалла-ши? Ун-кун шухăшлакаларĕ те улмуççисем патне пахчана пĕчченех кĕрес терĕ. Йывăçсем çулçă тăкса пĕтернĕ. Сыпнă туратсене кашнине уйрăмшарăн тĕрĕслерĕ Леша, тимлĕ сăнаса пăхрĕ. Тăхăр турачĕ те аван сыпăннă, кĕрхи сĕткен вĕсем тăрăх чупма тытăнни те сисĕнет. Апла тăк вĕсен малашнехи шăпи, тĕпрен илсен, кăçал-хи хĕл епле пулнинчен нумай килет: лăпкă та вăтам сивĕллĕ çанталăка ăнăçлă тӳссе ирттереççĕ туратсем; вăтăр градуслă е хĕрĕхеллех çывхаракан шартлама сивĕсенче вара сиенленме те пултараççĕ. Унашкал чухне вĕсене çуркунне хура тĕс çапать, çулçисем тухса сарăлаймаççĕ, туратсем хăрма тытăнаççĕ...
Красков Наталие кĕтсе илеймерĕ, çавăнпа кăларса пуçтарнă çĕр улми кассисемпе юнашар хывнă кăшт çеç палăракан сукмакпа пахча хыçне тухрĕ те яла хăнăхнă тăкăрлăкпах кĕчĕ. Чĕри пăлханса тапма тытăнчĕ: мĕн пулнă Наталие? Чирлесе ӳкмен-ши? Е урăх инкек сиксе тухман-ши? Хăйĕн сăмахне вăл яланах çирĕп тытаканччĕ-çке...
Хапха алăкне ерипен уçса кĕчĕ вăл. Кĕчĕ те кил картинче мĕн курнинченех Наталипе амăшĕ мĕнле инкеке лекнине тӳрех ăнланчĕ. Вите патĕнче самаях самăрланнă Çуаш кăштăртатать. Сысна пуçне çĕклесе пăхрĕ те, палласа илнĕ пек те туйăнчĕ ăна. Унпа юнашарах умне кăвак хăюпа илемлетнĕ саппун çакнă Натали тăрать. Çĕнĕ саппун хĕр ачана кăшт аслăлатса, кĕлеткине ытти чухнехинчен те илемлетсе кăтартать. Натали нумай пулмасть çеç йĕнĕ пулас, йĕпеннĕ куç хăрпăкĕсене ăна курнă-курманах аллинчи шурă сăмса тутрипе вăр-вар шăлса типĕтрĕ. Унтан ăна курнăшăн савăннă тата иртсех пĕтмен хурлăхлă сасăпа каларĕ:
— Килех, Леша! Инкек пирĕн...
Кил карти варринче Клавти инкепе Кашкăр Карачăмĕ пĕр-пĕрне нихçан мирлешме пултарайман тăшмансем пек пăхсă тăраççĕ. Натали амăшĕ, макăрса тăраннăскер, куççульне шăлмасăрах путакан çын улăм пĕрчинчен те пулин тытса çăлăнасшăн пек каларĕ:
— Юлашки тĕреке туртса илчĕç... Пурăнма мар, пĕвене кайса сикмелли çеç юлать...
— Мĕн пулнă вара аплах? — хальхинче Кашкăр Карачăмĕнчен нимĕн чухлĕ те шикленмесĕр ыйтрĕ Красков. — Эсир нумай пулмасть çеç патшалăха сысна патăр-çке. Канаша сысна кĕтĕвне хăваласа кайма пулăшмашкăн шкул директорĕ мана та хăйĕн патне чĕн-терсех хушнăччĕ ун чухне...
— Недоимка! — хăйĕн ĕçне хутшăннăшăн чармак куçĕсене ялкăштарса кăшкăрнă пекех сиввĕн каларĕ финагент. — Манран сысна пытарса хăварасшăн пулнă-ха тата! Темиçе хут каламастăп — çитес эрнере пырса паратăр! Итлемесен виçĕ хут та штраф хума пулать!
Красков Çуаш шăпине хăй епле хутшăннине аса илчĕ те чăтаймарĕ:
— Çынсене эсир пачах пĕтерес тетĕр-им? Пĕр сысна ӳстерсе панăшăн та тав тумалла вĕсене, эсир вара веç çаратса хăварасшăн. Кун пек тĕрĕсмарлăх çинчен Мускавах çырса яма пулать. Хĕр ачи Чурачăкра вĕренет, çаратас вырăнне пулăшу памалла вĕсене.
Кашкăр Карачăмĕн çилли куна илтсен çĕпре йӳçсе хăпарнă пек çĕнĕрен вăйланса кайрĕ, Красков еннелле ик-виç утăм турĕ те, ăна сарлака ал тупанĕпе халь-халь çутăлтарса ярас тенĕ пек, хаяррăн кăшкăрса тăкрĕ:
— Кам пулатăн эс мана хирĕç капла калаçса тăма?! Патшалăха улталакансене хӳтĕлетĕн-и? Куншăн сана ĕмĕр асăнмалăх вĕрентетĕп ак! Кала, кам?
— Алексей Красков эпĕ. Кӳршĕ ялтан. Наталипе район центрĕнче пĕрле вĕренетпĕр, — лăпкăн хуравларĕ çамрăк йĕкĕт, Карачăм хĕр ачи Варвари кашни класра икшер çул ларса пынине пĕлекенскер.
— А-а, Красков-и? Аннӳ пекех çивĕч чĕлхеллĕ иккен эсĕ. А мĕн, кĕскетме те пулать чĕлхӳне! Шкулпа та сывпуллаштармалла патшалăха сиен кӳрекенсене хӳтĕленĕшĕн! Парăмăрсем сахалах мар-ха, нумайрах калаç кунта — сирĕн яла та часах çитетĕп. Ку хутĕнче çăлăнаймăр!
— Сирĕнтен темĕн те кĕтме пулать...
— Кĕтĕр çав! — питĕнченех çупса яратчĕ пулĕ Карачăм, анчах Красков та чышкине чăмăртанине курчĕ те çĕкленĕ аллинех усрĕ. — Тĕл пулăпăр-ха, кунта свидетельсем пур. — Урăх вăл чарăнса тăмарĕ, çиллине шăмарса хапха алăкне шант! хупса хăварчĕ.
— Эх, Леша, пурнăç! — Клавти инке ăна куçĕнчен тав туса пăхса илчĕ те питне саппун аркипе шăлса Карачăм хыççăн урама чупса тухрĕ.
Натали хăй тĕлĕннине пытармарĕ:
— Мĕн хăтлантăн, Леша? Пире хӳтĕлеме епле хăрамарăн?
— Сана хӳтĕлемесен камшăн калаçас ман, Натали? Анчах усси пулмарĕ-çке. Хутшăнса япăхрах та туса хутăм пуль... Чĕнмесен ĕмĕрлĕхех ĕнсе çине улăхса ларать вăл.
— Ларать... Юрать-ха, эсĕ килсе кĕтĕн. Мĕн кăна каласа пĕтермерĕ пире. Çын макăрнăшăн савăнать пулмалла вăл. Эсĕ вара пире шеллесе шурлăха сикетĕн.
— Ăçтан пĕлтĕн?
— Илтмен-им, шкулĕпех калаçаççĕ çурăму хыçĕнче. Эрхилпе Витя каласа кăтартнă. Мана, Леша, ăнлантарма кирлĕ мар. Ара, хам тытса юлтăм-ха та Çуаша... Тăрăшрăмăр, анчах кăлăхах.
— Мĕнле майпа пĕлнĕ ку тискерĕ?
— Пĕрне панă, куна хăй шута илесрен пытарнă тет вăл...
— Çапах та епле сиснĕ-ха?
— Куракан пулнă ĕнтĕ пытарса тенĕ пек усранине. Кĕвĕçекен тупăнать.
— Эпĕ пахчара пултăм, — терĕ Красков, — сирĕн инкеке сиснĕ пекех, улмуççисене хам пĕчченех тĕрĕслерĕм. Пурте чиперех сыпăннă.
— Эпĕ вăхăтра тухаймарăм Çуаш пирки. Тавтапуç сана.
Иккĕшĕ çенĕке улăхмалли картлашкасенчен пĕрин çине пĕр-пĕрин çумне тĕршĕнсе вырнаçрĕç.
— Леша, сана ку таранччен каламанччĕ... Çав-çавах пĕлтермелле... — Хĕр ача пĕр хушă чĕнмесĕр хăй тĕллĕн шухăшласа ларчĕ. — Пĕр-пĕринчен шкултан вĕренсе тухичченех уйрăлма тивет. Пĕлетĕн-и, анне мĕн тăвасшăн?
Урăх çĕре куçса каясшăн. Пĕлтĕрех пуçтарăнма тытăннăччĕ вăл. Астăватăн-и иксĕмĕр сарă ыраш купи хӳттинче задачăсем «шутланине»? Çавăн чухне Йĕпреçе те, кукамайсем патне, кайса килчĕ вăл. Анчах эпĕ питĕ хирĕç тăтăм та, вăхăтлăха лăпланнă пек пулчĕ, тепĕр çулталăк кунтах пурăнăпăр-ха эппин терĕ...
— Ăçта куçса каясшăн вара?
— Инçете, Леша, питĕ инçете... Çĕпĕре çитиех.
— Çĕпĕр пысăк...
— Красноярск крайне, Леша. Манăн пач каяс килмест. Йĕпреçе тесен татах хăть. Йĕпреç енчен, кукаçисен ялĕнчен, пĕлтĕрех вунă кил куçса кайнă, мăнаккасен çемйи те пур вĕсен хушшинче. Унта та, Йĕпреç енче, налукпа аптăратсах çитернĕ çынсене. Çĕпĕре куçса каякансене налукран темиçе çула хăтараççĕ иккен. Кунти парăмсене те каçараççĕ. Сывлама тăвăр вăл налуксенчен. Кашкăр Карачăмĕ пурăнма памасть аннене, аптăратсах çитерчĕ ăна... Курсан урамра та ирĕклĕн утма памасть тет. Анне килет те мана ыталаса илет, куççульне типĕтсе ĕлкĕреймест. Аттене питĕ хытă юратнă вăл, атте те çавнашкалах савнă ăна. Йĕпреç енне вăрман касма кайсан паллашнă вĕсем. Атте вăрçа тухса кайиччен эпĕ çуралма та ĕлкĕреймен, ултă уйăхра çеç пулнă. Эсĕ аннӳ хырăмĕнче мĕнле тапăлтатнине итлесе тухса кайрĕ вăрçа аçу тесе каласа парать анне. Унтан таврăнаймассине пĕлсе хам та иртерех çуралса ăна курса юласшăн хытă тапăлтатнă-ши?
— Тăвансенчен кам та пулин пур-и вара сирĕн Çĕпĕрте пĕлтĕр кайнă мăнаккусăр пуçне? — Наталин хурлăхлă сассине итленĕ май Красковăн та чунĕ тăвăлса килчĕ.
— Мучи пур, кукаçи пиччĕшĕ... Вăрçăчченех куçса кайнă унта. Унăн та ывăлĕсем вăрçăран таврăнайман. Пĕри çеç авланма ĕлкĕрнĕ, икĕ мăнукĕ пур. Иккĕшĕ те Красноярскри институтра геолога вĕренсе тухнă.
Красноярск крайĕ питĕ аслă, хăех Европăран пысăкрах. Çавăнпа Йĕпреç чăвашĕсем ăçтарах пурăннине те пĕлес килчĕ Красковăн.
— Красноярскран çурçĕр еннерех. Енисей шывĕнчен вунă çухрăмра, тайгари кӳлĕ хĕрринче тет. Мучи çав вырăна хăй шыраса тупнă. Ялне никĕслекенĕ те вăлах пулнă. Малтан вунă чăваш килĕ çеç пулнă тет. Кайран ентешĕсемех çĕнĕрен те çĕнĕрен пырса алă килтен те ирттерсе янă. Ятне те чăвашла панă — Хурăнкасси... Кукаçи кайса курнă унта. Ял пуçĕнченех Енисей еннелле шап-шурă хурăнсен лаптăкĕсем вырнаçнă тет. Хурăнĕсене хырсем, кедрсем хупăрласа тăраççĕ имĕш. Кӳллинче — пулăсем. Енисей хĕрринче самай пысăк поселок вырнаçнă, хурăнкассисем ĕçлеме унта нумаййăн çӳреççĕ: кам — хăма çурма, кам — пĕрене суллисем юхтарма, кам — тĕрлĕ кантурсенче ĕçлеме. Еçĕ мăй таранах пулас.
— Шкул пур-ши?
— Çичĕ çул вĕренмелли.
— Кайран ăçта каймалла?
— Манăн поселокри шкулта вĕренмелле пулать.
— Чăвашла вĕрентеççĕ-ши?
— Вăрçăччен ачасем чăвашла çеç вĕреннĕ, халĕ вырăсла вĕрентеççĕ тет. Чăвашла вĕрентекенсем çук.
— Ой, калатăн та — пирĕн енчинчен темĕн тери лайăхрах пек туйăнать. Эпĕ сана нимĕнле сĕнӳ те пама пултараймастăп.
— Хăв çуралса ӳснĕ вырăнтан лайăхраххи урăх ниçта та çук пулĕ, Леша. Эпĕ çапла шутлатăп.
— Курмасăр калама йывăр...
— Мĕншĕн йывăр? Чăваш юррисене, чăваш ташшисене курайăп-и унта? Чăваш улăхĕсем те çук, çав улăхсенче ӳсекен чăваш чечекĕсем те... Чĕкеçсем мĕнлерех-ши? Шăпчăксем пур-ши е çук-ши? — Натали сасартăк калаçма чарăнчĕ. — Чи кирлине калас-и?
— Кала.
— Чи кирли, маншăн чи çывăххи — эсĕ пулмастăн унта, Леша...
— Юлташсем тупатăн.
— Сан пекки урăх маншăн тупăнмасть. — Хĕр ача куçĕнчен куççуль тумламĕ тулли пит çăмартийĕ çийĕн юхса анчĕ те çаврака янахĕнчен унăн чĕркуççийĕ çине хунă алли сине тумласа пĕçертрĕ.
— Натали-и! — терĕ хĕрӳленсе Красков. — Макăратăн-тем?
— Чун ытла хытă хурланса килчĕ... — Çамрăк йĕкĕтĕн ал тупанĕ çинчи куççульне Натали саппун кĕсйинчен васкаса кăларнă юр пек шурă тутăрпа шăлса илчĕ те çав тутăрпах пысăк хура куçне те сăтăрчĕ, унтан куççулĕ витĕрех йăвашшăн кулса каларĕ: — Халех макăрас мар-ха, уйрăличчен хĕл каçмалла... Татах пĕлес килет-и?
— Мĕн çинчен?
— Хам çинчен. Эпĕ сан çине Синерте вĕреннĕ чухнех пăхнă... Паскаль виçкĕтеслĕхĕпе те питĕ интересленнĕ. Çапах та санпа пĕрле утма иртерех тенĕ. Анне те чаратчĕ. Эсĕ çилленеттĕн вара. Район центрне çӳреме тытăнсан ушкăнпа пĕрле утма май килсен те темĕн пекех савăннă. Эсĕ асăрхаман та! Никама та пăхмасть, çав териех мăн кăмăллă ача-ши ку тесе шутлаттăм... Ну, пĕтĕм хăюлăха пухса сăмах чĕнтĕм вара сана... Мĕнле йăнăшнă эпĕ сан çинчен çапла шутласа...
— Ăçта унта пуçа каçăртни? Сĕре хăюсăр ача пулнă эп, хĕр ачасене сăмах чĕнме те именнĕ. Кăшт харсăрлантăм-и халь — санран çывăххи никам та çук ман, Натали. — Вĕсем пĕр-пĕрне пилĕкĕсенчен ытамласа пăртак шăппăн ларчĕç те унтан пĕр-пĕринчен хăвăрт уйрăлчĕç.
— Аннӳ килсе курмасть-и пире? Е каллех Карачăм тытса чарчĕ-и ăна?
— Асаплантарсан та çав тискере парăнмĕ-ха анне. Ял советне кĕрсе тухасшăнччĕ вăл.
Иккĕмĕш пăтăрмахĕ хĕлле пулса иртрĕ. Кунсем кĕске ун чухне. Тул çутăлать çеç, кантăкран темиçе пăхма ĕлкĕретĕн-и — урамра тĕттĕмленнĕ те. Ачасем ăна пăхмаççĕ-ха, киносене те ĕлкĕреççĕ, ташăсенчен те юлмаççĕ. Наталипе Красков кăна хăйсене урăхларах тытаççĕ. Ыттисем уяр çанталăкра уçăлса çӳреме юратаççĕ, Наталипе Лешăшăн пулсан — çил-тăман хуçалантăр. Лапка-лапка юр çунă чухне тӳрех пӳлĕмрен тулалла васкаççĕ вĕсем. Утаççĕ вара курăнман çулпа юра ашса! Такăнса ӳксен пĕр-пĕрне алăран тытса тăратма кăмăллă. Тепĕр çĕрте юр урам урлă хӳсе каять те — çăматă ăшнех кĕрсе тулать вăл. Ун пек чухне тарăн юр çине пĕрле тӳнни те пулкалать. Выртаççĕ вара иккĕшĕ юнашар е сывлама чарăнса, е пит-куç çине лекнĕ юра пĕр-пĕрне вĕре-вĕре ирĕлтерсе. Тарăн юр ăшнелле юри тĕксе яни те пулкалать, ăшăрах вăхăтра çухаваран юр çурăмалла чыхни те... Ним курăнми çил-тăман тустарнă чухне пĕр-пĕрне хăвалама, пĕр-пĕринчен юр ăшне пашлатса пытанма уйрăмах интереслĕ. Асăрхамасăр пĕр-пĕрин çинех ӳкетĕн те ахăлтатса кулса яратăн, Натали кăкăрĕ кĕтмен çĕртен аллунах кĕрсе каять-и е вăл хăйĕн вĕри тутипе санăн тутуна сĕртĕнет-и — çил ачисемпе вылянă сăну именнĕрен хĕрелсе вĕриленсе каять. Анчах çил-тăман алхаснă е лапка-лапка юр çунă чухне Çĕпĕре вĕсем, пĕр-пĕринпе юри калаçса татăлнă пек, пĕрре те аса илмеççĕ-ха.
Пĕлекен хăйĕн ĕçнех тăвать, пĕлменни чĕрнисене кăшлать теççĕ те, унпах лăпланмаççĕ пулас иккĕмĕшĕсем, вĕсен чунне кĕвĕçӳ те самаях кăшлать. Ташлама пĕлмест, çапах та ташă картинче тăвăр тенипе пĕрех ĕнтĕ ку. Пĕр каçхине юпа тăрринчи лампочкăран ӳкекен çутăра халь çеç çунă çĕнĕ юр çинче ăмăртмалла тенĕ пек йăваннăран пĕр-пĕрне ачашланă евĕр çапкаласа юртан тасатнă самантра кĕтмен çĕртен тĕттĕм кĕтесрен вĕсен умне икĕ мĕлке сиксе тухрĕ те усаллăн ахăлтатма тытăнчĕ.
— Юр çинче никам курман çĕрте йăванатпăр-и?
— Интернатра тӳшек çинче йăванма меллĕрех мар-и? Мĕлкесене сассисенчен палларĕç, анчах хирĕç тӳрех нимĕн те чĕнмерĕç-ха, уççăнах çапла киревсĕррĕн калаçни малтан иккĕшĕн чĕлхине те çыхлантарчĕ.
МТС инженерĕпе бухгалтер ывăлĕсем — мĕлкесем çавсем пулчĕç — малтанхинчен те усалтараххăн кулса ячĕç.
— Пĕлме-енчĕ сирĕншĕн çĕнĕ юр кăмакаран та ăшăраххине!
— Сирĕншĕн хĕлле те шăпчăксем юрламаççĕ-и ăнсăртран?
— Асăрхан, Красков: юрату çулăм кăлармасть, çапах та вутран та хăрушăрах! — терĕ бухгалтер ывăлĕ.
Хуйхă макăртать, юрату хӳтĕлеме ыйтать. Çак шухăш вĕлтлетрĕ Красков пуçĕнче юпа патĕнче шăлне йĕрсе тăракан бухгалтер ывăлĕ патнелле утнă май. Вăл пĕтĕм вăйне пухрĕ те пĕр чĕнмесĕр чышкипе ăна янахĕнчен янклаттарчĕ. Анчахрах ихĕлтетсе тăракан сĕмсĕр ача малтан пуçĕпе юпана çапăнчĕ, унтан кĕлеткипе лĕнчĕрленсе юр çине ӳкрĕ.
— Красков, ыранах кун çинчен директор пĕлет! — çухăрса ячĕ МТС инженерĕн ывăлĕ.
— Эсĕ те илтмен пулĕ-ха: хăвăл сухан пуçне кăларнă тет те эпĕ те чечек тесе мухтанать тет. — Красковăн çĕнĕрен чăмăртаннă чышки каялла чакма пуçланă МТС инженерĕн ывăлĕн сăмсинчен тивсе куçĕсенчен вут ялтлаттарса кăларчĕ — вăл та тарăн юр ăшне пашлатрĕ.
Каçхи мĕлкесем тăванĕсем патĕнче пурăнаççĕ, çавăнпа вĕсем тарăн юра ашса Наталипе Красков хыççăн чупни çил-тăман витĕр курăнмарĕ. Хĕр савăнăçлăн ырласа илчĕ:
— Маттур, Леша! Иккĕшне те ăс кĕртрĕн! Çавă кирлĕ-ха вăл сĕмсĕрсене!
Тепĕр кунне пăхаççĕ: пĕрин сăмси лапчăннă, теприн куçĕ айĕсем кăвакарнă. Çапах та директор патне никама та чĕнмерĕç. Класра сăмах сарăлчĕ: хваттерте пурăнакансем çил-тăманра юр айĕнче выртакан тимĕр-тăмăр купине пырса тăрăннă... Хăшĕ-пĕри ĕненчĕ пулĕ вĕсене, анчах пурте мар. Эрхип Красков аллине пырса чăмăртарĕ, Витя куçне чеен хĕссе илчĕ...
Çĕнĕ çул иртсен, çуркунне еннелле, Красков тепĕр çĕнĕ хыпар пĕлчĕ: Çĕпĕре Микул та куçса каять иккен.
— Пӳрт чалăшсах пырать, тайгара кунти пек йывăçсăр аптăрамаççĕ, атте тунинчен те аслăрах çурт лартатпăр, — терĕ вăл çирĕппĕн.
— Трактористах вĕренес тетĕн-и?
— Лере куç лайăхрах курать: Енисей тăрăх пăрахутсем ишеççĕ, геологсем тайгара урлă та пирлĕ çӳреççĕ, вăрман хуçалăхĕсенче хăватлă тракторсем кĕрлеççĕ. Еçсĕр пурăнмастăп, Леша.
— Çапах та вĕренесси çинчен ан ман.
— Пурнăç хăех вĕрентет. — Микул хăйĕн малашлăхĕ çинчен çирĕп шухăшласа хуни сисĕнет. Тĕллевне пурнăçлатех вăл: нимĕнле ĕçрен те ӳркенмест. Эс ĕçе килĕштерсен вăл та сана килĕштерет. Микул чылай улшăнчĕ — ӳсет. Шӳчĕсем те унăн хăйне евĕрлĕ: «Арçын пулатпăр — чултан çăкăр пĕçеретпĕр».
Çанталăк ăшăта пуçларĕ. Кăнтăр енчен хура кураксем вĕçсе килчĕç. Вĕсем хыççăн — шăнкăрчсем. Çырмасем çурхи шывпа тулса хухма та тытăнчĕç. Уй-хирсем хуралаççĕ. Çĕпĕре куçса каякансен унти çур аки ĕçĕсене ĕлкĕрмелле теççĕ.
Наталие те çурхи сăн çапрĕ, çавăнпа тикĕс те шап-шурă шăлĕсем çăварне уçсан темĕнле ятарласа шуратнă евĕр курăнаççĕ. Анчах юлашки вăхăтра вăл кулма пăрахрĕ — ялан шухăшлать пулас. Лешăпа иккĕшĕ те туяççĕ: уйрăлу саманчĕ питĕ хăвăрт çывхарса килет. Çавăнпа шкулта та, çул çинче те пĕрмай пĕрле пулма тăрăшаççĕ.
— Çырупа çеç çыхăну тытасси юлать, — терĕ Натали ассăн сывласа пĕр шăмат кун каçхине хăйсен хапхипе юнашар сак çинче ларнă чухне. — Леша, манмастăн-и, çыратăн-и?
— Çыратăп, Натали.
— Эпĕ кашни кун çырăп. Хучĕсене куллен яраймасан та тетрадь çине пĕр кун сиктермесĕр çырса пырăп. Ялан санпа юнашар ларсах калаçнă пек пултăр, Леша...
— Эпĕ те пĕтĕм хыпарсене пĕлтерсе тăрăп.
— Ытла инçе каятпăр-çке, туслăх вăйĕ çитĕ-ши ăна тытса пыма?
«Туслăх вырăнне мĕншĕн юрату вăйĕ теместпĕр?» — çаплах каласшăнччĕ Красков, анчах халĕ те хăяймарĕ, хĕр ача сăмахĕпех тавăрчĕ: — Çитет, Натали. Туслăх мĕн чухлĕ вăйлăрах, çыхăну та çавăн чухлĕ çирĕпрех.
— Темĕнле пулĕ ĕнтĕ...
Тул çутăлма пуçласан, пахчара пĕр-ик шăпчăк вăранса пĕр-пĕрне сас парсан тин уйрăлчĕç. Натали кĕпепе çеç тухнăччĕ те, çĕрĕпех Красков пиншакĕпе витĕнсе ларчĕç. Килне кĕрес умĕн вăл çапла асăрхаттарчĕ:
— Ман ăшша уйра салатса ан хăвар, ялах илсе çитер.
— Салатмастăп, Натали. Сан чунун ăшши пирĕн киле те ăшăтса ятăр.
Амăшĕ çав каç те пачах çывăрман, те алăк сассине илтсе вăранчĕ, ывăлĕ пӳрте кĕрсенех ыйтрĕ:
— Чиперех çитрĕн-и, Леша?
— Чиперех.
— Кӳршĕ ялтан-и?
— Кӳршĕ ялтан.
— Ну, мĕнле унта Натали? — амăшĕ ывăлĕ ăçта тата кам патне çӳренине пĕлнине пĕрремĕш хут пытармарĕ, хăй хирĕç маррине те палăртасшăн пулчĕ пуль.
— Йĕркеллех, анне. Каяççĕ...
— Илтрĕм çав эпĕ те... Юлташ хĕр ачасăр çеç мар, Микулсăр та юлатăн иккен. Çав Кашкăр Карачăмĕ пĕтĕм яла таçти çĕр шăтăкне хăваласа яма хатĕр. Пире те çĕнĕрен тапăнма пуçларĕ-ха. Хăю çитерсе тарăхсах каларăм: ачана вĕрентсе кăларма памастăн пулсан Шупашкарах çитетĕп, унтисем килçе тĕрĕслеччĕр эсĕ мĕнле майпа вăрçа каяссинчен хăтăлса юлнине терĕм. Эсĕ тепре тĕл пулсан кала, анне те сире телейлĕ çул сунать те. Ыйхă çĕтрĕ, Леша, сан çинчен шутласа, çавăнпа сӳпĕлтетсе кайрăм ыйхуна тартсах.
— Тартман, анне. Хĕвел тухать — çывăрмастăп. Ĕç мăй таранах, кăнтăрла пĕр сехет пек канса илсен те çитет.
— Эсĕ Наталие улмуççисем сыпса панине те пĕлетĕп эпĕ. Ятламастăп, ырлатăп çеç, Леша. Çынна пулăшни хăвнах таврăнать. Хĕр ачине тепĕр япалашăн та ырлатăп. Çуртне сутса каяссине вăл хирĕç пулнă теççĕ. Малтан çĕнĕ вырăнта мĕн пуррине курмалла, çурчĕ тепĕр çул çаплипех лартăр-ха тесе каланă пулать амăшне. Пĕлетĕн пуль?
— Эпир ун çинчен калаçман.
— Семен Андрейч каланă пек пулсан улмуççи турачĕсем сыпăннине тĕрĕслеме вăхăт çитнĕ. Эсĕ ун пирки ан ман, Леша. Çын шанни питĕ хисеплĕ япала. Вĕсем ав сана шаннă.
— Манмастăп, анне.
Амăшĕн сăмахĕсемшĕн темĕн пекех савăнмалла, анчах Çĕпĕре каяс текенсен инçе çула тухма вăхăт питĕ хăвăрт çывхарать. Улмуççисене Наталипе иккĕшĕ пĕрлех тĕрĕслерĕç. Йывăçсем тăрăх чĕрĕ сĕткен чупни паллă: турат хупписем симĕсленеççĕ, çулçă папакĕсем пысăкланаççĕ.
— Эх, Леша, кунтах пурăннă пулсан сан ятупа кăна чĕнĕттĕм çаксене! Пан улмийĕсене те иксĕмĕр пĕрлех çиеттĕмĕр пуль... Эсĕ мана ăсатма пыратăн-и?
— Пымасăр, Натали!
— Тен, ĕмĕрлĕхех уйрăлатпăр, Леша?
— Аплах ан кала-ха, Натали. Пирĕн пурнăç пуçланать кăна.
— Вырсарни кун çула тухатпăр.
— Мĕнпе?
— Канаша çитиччен лашапа кӳршĕ ăсатать. Аттепе ачаранах пĕрле ӳснĕскер. Вăрçăра сылтăм хулне çухатнă. Микулсем — автобуспа.
Канашра Çĕпĕре куçса каякансем пурте пухăнаççĕ. Унтах Иĕпреç енчен Натали кукашшĕн çемйи пырать. Унтан — поезд çине. Вара сывă пул, Чăваш çĕрĕ-шывĕ!
Каçхине Натали амăшĕ ялти темиçе çывăх çынна чĕнсе сывпуллашу ячĕпе пĕчĕк ĕçкĕ турĕ. Наталие пĕрле вĕренекенсем шăмат кун шкулта ăсатрĕç. Директор ăна çĕнĕ çĕрте те ăнăçӳсем сунса пĕчĕк радиоприемник парнелерĕ. Юлташĕсем альбомсем, кĕнекесем, хĕр ача япалисем пачĕç. Краскова та чĕнчĕç çав ĕçке. Анчах вăл Наталипе калаçса унта кĕмерĕ. Иккĕшĕ вара çынсен куçĕсене курăнса ларма аван мар тесе урамра мар, пахчара, улмуççи тĕмĕсем хушшинче ятарласа пĕр каç валли вырнаçтарнă хăма сак çинче, юлашки çĕре ирттерчĕç.
— Хамăр пахчара сан çумна тĕршĕнсе кашни йывăç мĕнле сывланине, кашни кăпшанкă мĕнле чупнине, кашни кайăк мĕнле юрланине туйса та курса тата итлесе ларас килет... Санăн, Леша?
— Кĕмĕл шăнкăрав пек сассуна çеç итлес килет манăн.
Çурхи каçсем сулхăнрах пирки вĕсем малтанах ăшăрах тумланма калаçса татăлнăччĕ. Çавăнпа Красков хулăн пиншак, карттус тăхăнчĕ. Натали те çăм кофта тăхăннипе çеç çырлахман, ăшă тутăр та çыхнă, çӳхе пальто та уртнă.
Çĕрĕпе тенĕ пекех хĕр ача пальтовĕпе пĕркенсе ларчĕç. Красков хăйне тинех хăюллăнраххăн тытрĕ. Пуçне Наталин вĕри пĕççисем çине хучĕ те кĕлеткипе урине сак вĕçнелле тăсса хăйĕн пичĕ патнелле пĕкнĕ хĕр ачан пуçĕнчи тутăр айĕнчен тухса аялалла усăннă çӳç пайăркисемпе вылярĕ; унтан Натали пуçне тата хытăрах пĕкнĕрен çав сарă çӳç пайăркисем хăйсемех унăн çамкине, пит çăмартийĕсене, янахне сĕртĕнсе кăтăклантарчĕç. Хушăран хĕр хăйĕн хĕрлĕ сăнĕпе Красков питнех сĕртĕнет, тути те унăн тутине тивет, анчах йĕкĕт хăйне лăпкăн тытма тăрăшать, аллисене ирĕке ярса юлашки каç хĕр ачана кӳрентересрен шикленет. Таса чунлă хĕр ачапа çӳренĕ вăл, чăн малтан çав тасалăх илĕртнĕ ăна, халĕ те илĕртет. Çав тасалăха ялтан та кăларса ярас килмест унăн, анчах куна пурнăçлама унăн вăйĕ çителĕксĕртерех-ха, çавăнпа ку ĕçе татăклăн хутшăнаймасть те вăл. Пăртакран вĕсем хăйсен вырăнĕсене улăштараççĕ: Красков пуçне хĕр ача пĕççисем çинчен çĕклет те тăрса ларать, вара хăйĕн чĕркуççийĕсем çине Натали пуçне майлаштарать, хĕр ача урисене çĕр çинчен çĕклесе сак çине хутлатса хурать. Хальхинче йĕкĕт пуçне çамрăк хĕр сăнĕ патнелле пĕкет, унăн сарă çӳç пайăркисене çепĕççĕн ачашлать, пуçне хытăрах пĕксе вăл та пичĕпе Наталин шурă çамкине, кăвар пек вĕри пит çăмартийĕсене, юнпа тулнă çӳхе тутине сĕртĕнет. Аллисем пĕр-пĕринпе пĕрлешсе пĕрре пушанаççĕ, унтан каллех чăмăртанаççĕ. Сăмахсем çеç илтĕнмеççĕ пахчара, вĕсене çамрăксем пурне те е маннă, е ăшĕсене çăтса янă тейĕн. Наталин пысăк хура куçĕсемпе Лешăн хăмăр куçĕсем çеç пĕр-пĕринпе сăмахсăрах пĕр чарăнмасăр ăшшăн калаçаççĕ. Пăлханаççĕ те вĕсем, хурланаççĕ те; хавхаланаççĕ те куçсем, тунсăхлаççĕ те. Сасартăк Натали пуçне çеклерĕ те, чĕлхи çĕтменнине палăртса, йĕри-тавралла сăнаса пăхса кăшкăрнă майлах каларĕ:
— Тул çутăлать, Леша!
— Çутăлать... — Икĕ çамрăк пĕр-пĕрне хыттăн ытамласа илчĕ те чĕрисем пăлханчăклăн кăлт-кăлт тапнине итлесе пĕр хушă ниçталла хускалмасăр ларчĕ.
— Тăратпăр-и? — шăппăн ыйтрĕ Натали.
— Тăратпăр, — терĕ Красков. Харăсах сак çинчен çĕкленчĕç.
— Паян сана ăсатнă чухне тепре тĕл пуличчен, Натали!
Тек тăмарĕç — вăхăт кĕтмест. Красков пахчаран тӳрех ыраш уйне тухрĕ, Натали ăна пăхса тăчĕ-тăчĕ те куçĕнчен юхса аннă куççульне шăлса типĕтмесĕрех кил карти алăкĕ еннелле чупнă пекех утрĕ.
Çутăлса килекен çĕнĕ кунра хăй кама ăсатма каясса амăшĕнчен пытармарĕ Красков.
— Мĕнпе каяççĕ? — ыйтрĕ амăшĕ.
— Лашапа.
— Ăçта çитесшĕн эсĕ?
— Канаш çулĕ çине тухиччен.
— Эсĕ хăвăн юлташу Микул çинчен те ан ман-ха, миçе çул шкула пĕрле утрăр.
— Халĕ, кăшт тăхтасан, шăпах ун патне каятăп эпĕ. Вĕсемпех Канаш çулĕ çине те çитетĕп. Автобус çине ларма вĕсен район центрнех кайма тивет.
— Ну, каях эппин, ывăлăм. Текех пĕчĕк ача мар — кăçал вуннă пĕтеретĕн. Пурнăçра хăвăн пуçупа ытларах шутламалла пулать.
Чăнах та Микулсен урапи çине ларса тухрĕ вăл ялтан. Икĕ ял çулĕ пĕрлешнĕ тĕлте юлташсем пĕр-пĕрне ыталаса сывпуллашрĕç.
— Ну, Микул, Çĕпĕр çулĕ саншăн аслă пултăр.
— Тăван енрен пирĕн пек ан сивĕн эсĕ, Леша, — чĕтрекен сассине юри хаваслă пек кăтартасшăн пулса сĕнчĕ Микул, унтан çывăхри айлăмалла анса çухаличченех аллине сулса пычĕ.
Тепĕртакран кӳршĕ ял енчен те лаша килни курăнчĕ. Хуçи ăна чуптармасть, ерипен уттарать. Каярахпа пĕлчĕ Красков: тăван вырăнсене лайăхрах асра хăварма юри уттарма ыйтнă иккен Натали, амăшĕ Йĕпреç енчен çакăнти инçете качча килсе юратнă упăшкипе сахал пурăннăшăн хурланса куççульленнĕ куçĕсемпе нимĕнех те асăрхаса юлайман. Хĕрĕ: «Леша кĕтет», — тесе аллинчен кăлт! тĕксен çеç куççульне йăпăр-япăр шăлса типĕтнĕ. Ара, юратнă упăшкинчен юлнă пĕртен-пĕр хĕр ачин çывăх тусĕ-çке вăл. Краскова пурте хапăл пулчĕç.
— Лар, Леша! — хăйпе юнашар аллипе тĕллесе кăтартрĕ Натали.
Çул çинче çапах та кашни хăйĕн шухăшне шухăшларĕ, çавăнпа пĕр-пĕрне пăт-пат çеç сăмах хушкаларĕç. Наталисен кӳрши, лавçă, сарлака хул-çурăмлă, анчах хăрах хуллă çирĕп арçын, Красков еннелле çаврăнчĕ те ăна тахçанах пĕлнĕ пек сăмах хушрĕ:
— Вăрçăра та çĕр çăтаймастчĕ Кашкăр Карачăмĕ пек сĕмсĕрсене. Кунта мĕн хăтланать вăл! Недоимкăшăн сысна çурине тытса тухать те — ăçтан этем тесе калан ăна? Çынсем ялтан тара пуçларĕç уншăн, Леша.
Канаш çулĕ çине тухсан Наталипе Красков урапа çинчен сиксе анчĕç.
— Эсир малалла ерипен уттарăр лашана, анне. Эпĕ пăртак Лешăпа пĕрле тăрам, — терĕ хĕр ача.
Красков тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕ: мĕнешкел хитре хĕр иккен унăн Наталийĕ! Йăрăс пӳллĕ, çурхи хĕвел çапнă пулсан та таса шурă çамкаллă, пан улми пек çаврака хĕрлĕ питлĕ, тӳрĕ пĕчĕк сăмси каçăртараххи кăшт кăна палăрать, пысăках мар янахлă, çӳхе тути хĕррисем çурхи çилпе кушăрканăран еплерех илĕртӳллĕ. Пит çăмартисем çинчи икĕ асамлă путăка халĕ тин питĕ лайăххăн курчĕ вăл — пулаççĕ те иккен пуçа çавăракан çавнашкал пĕчĕк путăксем! Епле куçпа пăхса пурăннă-ха вăл çак таранччен çурхи чечек пек илемлĕ, хăй еннелле магнит пек туртса астаракан чуна. Ара, ахаль хĕр ача мар, шăнкăрав курăкĕ пек ӳссе сарăлнă çап-çамрăк хĕр тăрать-çке унăн умĕнче! Çапла сасартăк ӳссе ытармалла мар илемленсе кайнăшăн унран каçару ыйтнă пек ăна именерех пăхаççĕ пысăк хура куçĕеем. Çав куçсенчен Красков еннелле темĕнле ăнланмалла мар çепĕç чун ăшши кумса тăрать, çав ăшă унăн пĕтĕм келеткине куçа курăнман асамлă вăйпа тултарать. Унран яланлăхах уйрăлать-и вара паян вăл?
Каччă савнă хĕрĕ еннелле пĕр утăм ярса пусрĕ, пăлханса чĕнчĕ:
— Натали-и!
— Леша! — терĕ хĕр ача, хĕрӳллĕн каларĕ пулин те сасси шăппăн, ăна илтĕнмелле çеç тухрĕ.
Красков тек чăтаймарĕ, çамрăк хĕре икĕ аллипе икĕ пит çăмартинчен ачашшăн тытрĕ те хĕвел пек вĕри тутинчен хĕрӳллĕн те вăрах чуптурĕ, вара ӳкесрен ун еннелле куçне хупса тайăлнă Наталие çинçе пилĕкĕнчен ытамласа тытрĕ.
— Турă каларăшле виççĕ! — хальхинче пĕчĕк хытă кăкăрĕсемпе ăна вăтанмасăр сĕртĕнсе хĕр те Краскова çулăмпа çунтарнă пек тутинченех чăпăрт! чуптуса илчĕ.
Красков ытамĕнче çемçелсе, вăйсăрланса кайнă хĕре сарă çӳçĕнчен, хĕрлĕ питĕнчен, çӳхе тутинчен сывлăшĕ пӳлĕничченех чуптурĕ, текех Наталирен те, амăшĕнчен те, ют çына курасран та вăтанмарĕ.
— Манăн пĕрремĕш юратăвăм! Манăн хĕрлĕ тюльпанăм!..
Таса кăвак тӳпере, вĕсен пуçĕ тĕлĕнчех, кăнтăр енчен иртерех вĕçсе килнĕ пĕччен тăри тăрăлтатать. Унăн сассине илтсе ыйхăран вăраннă пек пулчĕç вĕсем, çул тăрăх Канаш еннелле иккĕшĕ те харăс пăхса илчĕç. Лавçă лашине чарнă, анчах урапа çинчисенчен нихăшĕ те вĕсен еннелле пăхмасть. Ара, вĕсем çамрăк пулса курман-и, уйрăлу тунсăхĕпе аташман-и?
— Чупатпăр-и? — Красков ытамĕнчен ирĕкленсе ыйтрĕ Натали.
— Чупатпăр! — терĕ каччă.
Пĕр вăхăтра кăшт маларах иртнĕ Леша халĕ тин асăрхарĕ: Натали çаннисене чĕнтĕр тыттарнă çĕнĕ кĕпе тăхăннă, хитре хăюсемпе илемлетнĕ çĕнĕ саппун çакнă. Çӳхе пальтовĕпе резина атти çеç пĕлтĕрхисемех.., Çапах та вĕсем хĕрĕн йăрăс пĕвĕн асамлăхне те, яштака та тулли ура хырăмĕсен илемне те нимĕн чухлĕ чакармаççĕ лайăхрах кăтартаççĕ çеç. Красков чĕри самантлăха пĕрĕнсе ыратса килчĕ: çитмен пурнăç мĕнешкел ырă çынсене тăван çĕртен инçет Çĕпĕре хăвалать, Кашкăр Карачăмĕ пек тискер чунлисем кунтах юлаççĕ...
Натали урапа çине хăпарса амăшĕпе юнашар вырнаçрĕ. Красков виççĕшне те алă тытса тухрĕ. Хăрах хуллă лавçă тилхепине туртрĕ. Натали темĕнчченех çамрăк йĕкĕте аллинчи шурă тутăрпа сулса пычĕ. Красков малтан урапа хыççăн темиçе утăм турĕ, унтан вăл та чарăнса малтан аллипе, унтан кивĕ карттусне пуçĕнчен хывса унпа нумайччен сулчĕ...
Кам пĕлет вăл çакăн хыççăн шкула пĕччен мĕн тери тунсăхласа утнине? Виçĕ эрнерен çеç пĕр харăс икĕ çыру илчĕ. Микулпа Натали тайга чăтлăхĕнче вырнаçнă чăваш ялĕнчен сукмакпа сарлака Енисей хĕрринчи поселока вăтам шкула çӳреççĕ. Арçын ача майĕпен çĕнĕ çĕре хăнăхать, вăлах Натали пĕрремĕш уроксенчех физикăпа математикăна тата химие питĕ лайăх пĕлнипе учительсене тĕлĕнтерсе яни çинчен çырать.
Хĕр çырăвĕ вара питĕ кĕске: «Ытарайми Леша тусăм! Инçетри Çĕпĕр тайгинче пурăнма тытăннă чăваш хĕрĕнчен хĕрӳллĕ салам йышăнсам. Çĕнĕ шкула хăнăхса пыратăп. Анне те, тăвансем те лайăх ĕçсене вырнаçрĕç. Карттă çинче мар, хăв куçупа курсан çеç пирĕн çĕршыв çав тери пысăккинчен тĕлĕнетĕн. Халĕ уроксем хыççăн Енисей хĕрринчи поселокри почта ещĕкне ярса хăварма кĕскен çеç çыратăп. Теприне килте васкамасăр вăрăм-вăрăм çырса яратăп. Синертен кашни кун хут кĕтсе юлатăп. Санăн сарă çивĕтлĕ хĕрӳ Натали».
Пĕтĕм çырăвне мар, унăн вĕçĕнчи предложение миçе хутчен вуламарĕ-ши Красков. Ăна çак çутă тĕнчере пĕрремĕш хут савнă хĕрĕ «санăн Натали» тесе пĕлтерет-çке. Ку çырăва вăл киле хăвармасăр пур çĕрте те кĕсйинче чиксе çӳрет, кашни кун çырăвăн юлашки предложенийĕнчи сăмахсене хăпартланса, юратса вулать.
Хулăн çыру ячĕ вăл Натали патне. Именнĕрен ăна калама тăхтанă çунатлă туйăмĕ çинчен те тинех пĕтĕм-пепĕтĕмпе тенĕ пекех пĕр вăтанмасăр çырчĕ. Вара Наталин иккĕмĕш çырăвне питĕ тунсăхласа, ыйхă çухатса, ачасемпе сахалтарах та сахалтарах калаçса кĕтме тытăнчĕ. Пĕр эрне, икĕ эрне, унтан уйăх та иртрĕ, тайгаран çыру килмест те килмест. Экзаменсем пуçлансан çеç Наталирен мар, Микултан пысăках мар çыру илчĕ. Леша ăна пăлханса, ерипен уçрĕ, малтан майĕпен вуласа тухрĕ — нимĕн те ăнланаймарĕ. Унтан тепре, кашни сăмахне чарăна-чарăна вуларĕ те, сăнĕ шурса кайрĕ, аллисем чĕтреве ерчĕç. Мĕн пирки хыпарлать ăна юлташĕ? Тĕрĕсех-и?.. Татах та татах вуларĕ вăл, вуланăçем куçĕ тĕтреленсе-тĕтреленсе пычĕ, юлашкинчен пӳртре ăçта мĕн ларнине курма пăрахса, вăйĕ пĕтсе килнĕрен урай варринчех тӳнсе каясран алăк патĕнчи вырăн çине ларчĕ те пуçне минтер ăшне чикрĕ. Куçĕсем куççульпе тулчĕç.
«Çырма питĕ йывăр пулсан та хурлăхлă хыпар пĕлтеретĕп, Леша, — тенĕ Микул. — Чăт, хăвна çирĕп тытма тăрăш. Пирĕнтен таса чунлă Натали ытла та сасартăк ĕмĕрлĕхе уйрăлса кайрĕ...»
Енисей хĕрринчи шкула пĕрлех çӳренĕ Наталипе Микул, кашни кунах асран тухма пĕлмен тăван ялĕсем, Чурачăк шкулĕпе учителĕсем, иккĕшĕншĕн те питĕ çывăххи çинчен калаçнă... Енисей хĕрринчен тайгари яла таврăнма икĕ çул пулнă: кукăртарах çĕнни тата тӳрĕрех кивви. Малтан çӳренĕ кивĕ çула çынсем мана та пуçланă, питĕ васканă чухне çеç темиçе хăюллă чăваш сайра хутра кивĕ çулпа усă курнă. Пĕррехинче Натали те: «Микул, паян эсĕ яла ытти ачасемпе таврăн, эпĕ хурăнлăхра çӳресе экзаменсенче мĕнле хуравламаллине çĕнĕрен тепре аса илесшĕн», — тесе кăшт çеç палăракан кивĕ çулпа пĕчченех тайгана кĕрсе çухалнă... Кивĕ çул çинче тарăнах мар шурлăхлă çырма пулнă, ун урлă кивелсе çитнĕ каçăпа каçма тивнĕ. Çав кун Натали киле çитеймен... Тĕттĕмленес умĕн икĕ чăваш, геологсем, каçă урлă каçнă чухне унăн кивелнĕ карлăкĕ варринчен хуçăлнине курнă. Тĕлĕннĕскерсем, мĕнле те пулин инкек пулман-ши тесе, йĕри-тавралла сăнама тытăннă та, аялта, шурлăх çинче, шурă хут татăкĕ асăрханă. Унта темĕнле инкек пулса иртнине сиснĕ вĕсем, çавна пĕлме каçă айĕнчи хут татăкĕ пулăшмĕ-ши тесе каялла таврăннă та çекĕл пек вăрăм патак шыраса тупнă, вăл пулăшнипе хайхи хута çӳле çĕкленĕ. Шурлăх пылчăкĕпе йĕпенсе лапăртаннăскерне тасаткаласа пăхнă та, вăл Натали çырма тытăннă çыру пуçламашĕ пулнине ăнланнă. Каçăпа асăрханса тепĕр енне каçсан геологсем йывăç тункати çумне тĕршĕнтерне шкул сумкине тупнă. Уçса пăхсан кĕнекисемпе тетрачĕсем тарăх вăл Наталин иккенне пĕлнĕ. Хуçи ăçта? Нивушлĕ каçă çинчен ӳксе шурлăха путнă? Е çултан аяккалла пăранса тайгара çухалса кайман-ши? Кăшкăрса та пахнă геологсем, анчах хирĕç нимĕнле хурав та илтенмен. Çавăнпа Хурăнкассине çитсен тӳрех хальтерех куçса килнĕ çынсен хваттерĕсене кĕрсе кăсăкланма шутланă. Пулнă-и вĕсен Натали ятлă шкул ачи? Шăпах хĕр кукашшĕ пурăннă çурта лекнĕ хайхисем. Тепер кунне Хурăнкасси çыннисем каçă айĕнчи шурлăхра Наталин ӳтне темĕн тĕрлĕ те шыранă, анчах ниепле те тупайман. Чăтлăхсенче те эрне çӳренĕ, çапах та хĕр йĕрĕ çине ӳкеймен... «Çынсем мĕнле хурланса йĕнине çырса кăтартма хал та çук, Леша, — пĕлтернĕ Микул çырăвĕнче. — Геологсем тупнă çырăва Натали сан пата çырма пуçланă. Хăй çĕтнĕ, çырăвĕ çăлăнса юлнă. Сумкинче те вăл сан ятпа çырнă çырусем татах вăтăр ытла пулнă... Анчах никам та ăнлантарма пултараймасть: мĕншĕн сумкине тункатапа юнашар хурса пуçланă çырăва аллинче тытнипех тепĕр хут кĕрсе кайнă вăл кивĕ каçă çине? Çырăвне те Натали çав тунката çинчех çырма тытăннă пулас?»
Леша çакăн хыççăн мĕнле хуйхăрнине, сарă савнийĕн шăпи çапла инкеклĕн питех те кĕтмен çĕртен татăлнăшăн ытла та хытă хурланнине кам пĕлет-ши? Ывăлĕ сасартăк шуралса начарланнине, унпа та сахал калаçса таврара мĕн пулнине асăрхамасăр тарăн шухăша путса çӳренине амăшĕ çеç ăнланнă пулĕ. Пĕррехинче Леша экзаменран «пиллĕк» паллăпа таврăнсан, киле ытти чухнехинчен çăмăлтараххăн утса кĕчĕ, савăнăçлăрах сасăпа çапла пĕлтерчĕ:
— Кашкăр Карачăмĕн шăпи тулнă, тӳрĕ урампа утса пынă çĕртех машина кузовĕнчен ӳксе юлнă кирпĕчрен такăннă та тусан ăшне пĕтĕм кĕлеткипе тăсăлса выртнă. Урăх тăрайман вара... Ял советĕнче тахçан Сталин хунă налуксене веç пĕтерни çинчен пĕлтепнĕ. Хыпарĕ Мускавранах килнĕ.
—Леша, çитет, майĕпен пуçна çĕклеме пуçла. — Амăше ăна пысăках мар хут татки тыттарчĕ. Вула çакна. Почтальон пирĕн пата чупсах килетчĕ те мана курсан хавăртрах сана пама хушрĕ. Телеграмма! Çĕпĕртен!
«Леша, каçар, тӳрех пĕлтереймерĕм. Виçĕ эрне тайгара çĕтсе çӳрерĕм. Мана унта геологсем тупса больницăна илсе çитернĕ. Сывалатăп. Кĕт. Çырура тĕплĕнрех çырăп.
Тăна çухатичченех сана асран кăларман Натали».
Аяла çапла хушса хунă: «Леша, Наташа эрнерен киле каять. Маттуртан та маттур сан савнă хĕрӳ.
Тĕп врач Сибирцев».
Савăннипе каччă куçĕсем шывланчĕç. Вăл амăшне ыталаса илчĕ те çĕкленнĕ туйăмне ниçта пытараймасăр кăшкăрнă пекех каларĕ:
— Натали тупăннă! Сывах вăл, анне. Сывах!