Вилем те, кăмăл ман çапла:
Инкеклĕ çын-мĕн тĕл пулсан
Мĕнпе май пур — пулăшмалла.
Пулăшмасан чун пуснă ман.
Таса чĕреллĕ тӳр этем
Хăй чăн çинчен чунне хуçсан —
Юнпа тулать ман шур чĕрем,
Унпа пĕрле çунап ялан.
Тӳр çын телейлĕ пек туйсан
Эп хам та савăнап унпа,
Сăпайлă çынсене чунтан
Сунатăп ĕмĕр ыр курма.
Юратнă халăх хушшинчен
Ан тухтăрччĕ нуша сасси,
Ан пултăрччĕ çак çĕр çинче
Вĕлересси, çаратасси.
Курасчĕ ман тĕнче тени
Çурхи кунсем пек çиçнине,
Курасчĕ пĕтĕм ĕç çынни
Культурлă, ырă пурннине.
Эп çакăншăн кăна çунап,
Пĕр çавăншăн вăя хурап.