икĕ пайлă пьеса
Вылякансем:
Иван Яковлевич Яковлев — Чăваш шкулĕсен инспекторĕ, авланман каччă.
Екатерина Григорьевна — учительница, качча тухман хĕр, Иван Яковлевичăн çамрăк чухнехи савнийĕ.
Павăл — ямшăк, çамрăк арçын.
1877 çул. Çĕртме уйăхĕ.
Аслă çул хĕрринчи трактир. Трактирта купăс кĕвви илтĕнет. Пĕр ватă çын пуçĕнчи карттусне хывса хунă та пукан çинче купăс каласа ларать. Трактира апатланма кĕрекенсем ватă çыннăн карттусĕ çине вак укçасем пăрахаççĕ. Яка тумланнă Яковлев килсе кĕрет. Вăл çара пуçăн — пичĕ таса, мăйăхсăр. Аллинче портфель. Хыçĕнчен унăн ямшăкĕ Павăл кĕрет, аллинче кĕске пушă. Ямшăкăн çи-пуçĕ кивĕрех пулсан та, пĕрех хула çыннин тумĕ.
Яковлев (ямшăкне). Павăл Константинович, эс манса кайрăн-им, ку лаша вити мар, трактир! Пушшуна лав çине хăвармаллаччĕ, шаларах чиксен никам та йăтса каяс çук.
Павăл. Чĕн пушă-çке-ха вăл, такам пĕçертсе кайсан, алăсăр тăрса юлнă пекех пулĕ, çавăнпа хамран хăвармастăп ăна.
Яковлев (айккинелле тинкерсе пăхать). Çавă! Турăшăн та çавă!
Павăл (çаврăнса пăхать). Кам, çавă? Ăçта вăл? Курмастăп-иç...
Яковлев (çаплах айккинелле тинкерсе). Йăнăшмарăм пулĕ-çке?
Павăл. Ав çав хĕрупраç пирки иккĕленсе тăратăр-и вара эсир, Иван Яккăльчă?
Яковлев (хĕр çинчен куç илмесĕр). Кӳми çĕмрĕлнĕ пулас вĕсен. Ямшăкĕпе иккĕшĕ те кӳме патĕнче аппаланаççĕ.
Павăл. Кӳме тенĕрен, пирĕн те сулахай енчи тевĕш шанчăклах мар, Иван Яккăльчă.
Яковлев. Шанчăксăр тевĕшсемпе мĕншĕн çула тухрăн вара эс? Вăт мыскараçă!
Павăл. Килтен тухнă чухне чиперехчĕ вăл, çулсем вĕт кунта тикĕс мар, ăçта çитнĕ — унта лакăм-тĕкĕм, пĕрмай сакăлтасем çинче сиккелесе килетпĕр. Çавна пула тевĕшсене йывăр килет. Тӳсейменрен тепĕр чух пынă чухнех пат! татăлса каяççĕ, кӳме вăр-р-р! çаврăнса тăрать çула урлă. Инçе çула тухсан, шуйттан чĕпписем анчăксем пек кӳме хыççăн чупаççĕ. Ха-ха-ха!
Яковлев. Чарăн эхĕлтетме! Чĕмпĕре çитеетпĕр-и эпир ку тевĕшсемпе — çавна татса кала эс мана.
Павăл. Чĕмпĕре эпир ку тевĕшсемпе юрласа кăна мар, ташласа çитетпĕр, Иван Яккăльчă. Уншăн эсир пĕртте ан пăшăрханăр.
Яковлев. Пирĕн те ав çавсем пек лашасене тăварсах кӳме юсама лекет тесе чăнласах та пăшăрханма пуçларăм эпĕ. Чĕмпĕр çулĕ çывăх çул мар вĕт, тăванăм.
Павăл. Манăн ларкăч айĕнче çĕнĕ тевĕшсем те пур. Саппас çăкăр ыйтмасть, хыçран та тапмасть тесе, çула тухнă чухне пĕрмай хампа пĕрле илсе çӳретĕп.
Яковлев (кăмăллăн). Ах, Павăл. Павăл Константинчă! Тевĕшсем шанчăксăр тесе сехреме хăпартать малтан, унтан вара эпĕ нихçан та саппассăр çӳреместĕп тесе савăнтарать. Ах, шыв пулли-çке эсĕ! Ну юрĕ, атя, трактира кĕрсе апатланса тухар та малалла çул тытăпăр, каç пуличчен çитесчĕ.
Павăл. Эсир кĕрсе апатланăр, Иван Яккăльчă. Манăн хырăм выçман-ха, хăнара тутлă çитерчĕç те, халĕ те-ха каклишĕ çăвартан килет. Хе-хе-хе!
Яковлев. Эпир санпа, Павăл, миçе кĕпер урлă каçса килтĕмĕр, шутларăн-и?
Павăл. Шутламан, Иван Яккăльчă, çуеçтерейместĕп.
Яковлев. Эпĕ вара шутларăм.
Павăл. Чăнах-и? Миçе урлă каçса килтĕмĕр вара эпир?
Яковлев. Яшка çинĕ хыççăн каласа парăп, халь выçă хырăмпа калаçас килмест. Ут атя, ут! Эс мĕн, чăнласах та апатланма кĕресшĕн мар-и вара?
Павăл. Хыпас та килмест манăн, Иван Яккăльчă, çăвартан кашăкпа чышсан та апат анмасть.
Яковлев. Чĕмпĕр кунтан миçе çухрăм пулать-ха?
Павăл. Тепĕр ик сехетрен, Турă пулăшсан, лашасем тăрăшсан Чĕмпĕрте пулатпăр, Иван Яккăльчă.
Яковлев. Апат çимесĕрех каяр тетĕн-и вара?
Павăл. Лашасем пăртак сывлăш çавăрса яччăр та, кайăпăр вара хуллен-хуллен, ерипен ырă утсен еккипе те пĕлнĕ Чĕмпĕр çулĕпе.
Яковлев. Лашасене эс сĕлĕ панă пуль?
Павăл. Çуршар пăтлă михĕсем çакса ятăм пуçĕсем çине, çиччĕрех! Сĕлĕ шел мар. Ман пек харам пырсем мар çке-ха вĕсем, ĕçлесе çиеççĕ. Эпĕ ак ларса анчах çӳретĕп те, пĕрех хырăм выçать. Хе-хе-хе!
Яковлев. Лашасем сĕлĕ çиччĕр, эпир яшка çиер. Атя, кĕтĕмĕр трактира! Ме укçа, кайса ил вĕри апат. (Павăла кĕсйинчен укçа кăларса парать).
Павăл. Шӳрпе çумне шаркку та туянмалла-и, Иван Яккăльчă?
Яковлев. Аллунта укçа, мĕн кирлĕ, çавна туян. Трактирта паян кăна çиместпĕр эпир санпа. Ăнлантăн-и?
Павăл. Ăнлантăм, Иван Яккăльчă!
Яковлев. Ăнлантăн пулсан хушнине пурнăçла!
Павăл. Вырнаçса ларăр, Иван Яккăльч! Халех вĕри апат илсе кмлетĕп. (Тухса каять).
Яковлев (аяккинелле пăхса). Кӳмине юсаса пĕтерчăç пулмалла, аллисене çурĕç те трактира кăреççĕ. Апат сĕтелĕ хушшине лариччен эпĕ те алăсене çуса килем-ха эппин. (Тухса каять.)
Григорьева (такама). Эй, лакей, килĕр-ха кунта!
Павăл. Итлетĕп сире, сударыня.
Григорьева. Вĕри апат çиме пулать-и сирĕн патăрта?
Павăл. Тархасшăн, тархасшăн, сударыня! Укçа пулсан вĕри апат çиме кăна мар, эрех-сăра ĕçме те пулать, картла выляма та пулать.
Григорьева (портфелĕнчен укçа илсе Павăла парать). Акă укçа, апат илсе килĕр, тархасшăн.
Павăл. Мĕн çиес тетĕр вара эсир, сударыня?
Григорьева. Чăх какайĕ пур-и сирĕн?
Павăл. Чăх какайĕ вырăнне кăркка какайĕ параççĕ кунта. Çырлахтарать-и сире кăркка какайĕ, сударыня?
Григорьева. Çырлахтарать.
Павăл. Шӳрпе çиетĕр-и, сударыня?
Григорьева. Мĕн шӳрпи?
Павăл. Какай шӳрпи, сударыня.
Григорьева. Илсе килĕр!
Павăл. Вырнаçса ларăр, тархасшăн, сударыня, халех илсе килетĕп. (Каять.)
Григорьева (канăçсăрланса). Лакей!
Павăл каялла çаврăнса кĕрет.
Павăл. Итлетĕп сире, сударыня.
Григорьева. Какай шӳрпи вырăнне çăмарта шӳрпи илсе килĕр-ха, тархасшăн, юрать-и?
Павăл. Эсир мĕнле калатăр, çапла пулать, сударыня.
Григорьева. Тата эпĕ сире салат пирки калама манса кайнă.
Павăл. Урăх нимăн те кирлĕ пулмасть~и?
Григорьева. Пĕр курка чей тата...
Павăл. Пăшăрханма кирлĕ мар, сударыня, пурте йĕркеллĕ пулĕ. (Каять.)
Григорьева (Яковлев килнине курса). Турăçăм! Яковлев вĕт ку! (Яковлев ватă вăйçă патне чарăнса кĕсйинчен вак укçа кăларса унăн карттусĕ çине хурать.) Кĕтмен тĕлпулу! Хаçат вуланă пек туса ларам-ха, хупланса ларсан тăруках палласа илеймĕ. (Портфелĕнчен хыпаланса хаçат туртса кăларать те вуланă пек туса пичĕ курăнмалла мар ларать. Яковлев килсе кĕрет.)
Яковлев (Григорьева çумĕнчи пушă тенкелсене асăрхаса ун патне пырать). Ырă кун пултăр, сударыня! Сĕтел хушшинче эсир пĕчченех-и?
Григорьева (хаçатпа хупланса). Вырăн кирлĕ-и сире, сударь?
Яковлев. Пире икĕ вырăн кирлĕ, çакăнта вырнаçма пулать-ши?
Григорьева. Икĕ вырăн тетĕр те, мăшăрăра курмастăп-ха эпĕ?
Яковлев. Эпĕ ямшăкпа, пире ак çак кĕтес те çырлахтарать, енчен те эсир ирĕк паратăр пулсан?
Григорьева. Вырнаçăр, тархасшăн, сударь.
Яковлев. Тавтапуç, сударыня.
Сĕтел хушшине вырнаçса ларать. Павăл кĕрет. Вăл Григорьевăна валли ешĕл салат илсе килет.
Павăл (Григорьевăна). Акă эсир ыйтнă ешĕл салат, сударыня!
Григорьева. Тавтапуç.
Яковлев (Павăл çине тĕлĕнсе пăхать). Ку мĕнле камит? Ак тамаша! Вăт сана, тӳлевсĕр спектакль, курса лар çăвара карса. Ай, Павăл, Павăл... Павăл Константинчă!..
Павăл (Яковлева). Ан пăшăрханăр, сударь, кĕçех çире валли те илсе килетĕп. (Каять.)
Яковлев. Павăл! (Павăл каялла çаврăнса килет.)
Павăл. Итлетĕп сире, Иван Яккăльчă!
Яковлев. Панулми пур-ши унта? Пур-тăк, туян виç-тăват кĕрепенкке!
Павăл. Юрать. (Тухса каять.)
Григорьева (Яковлев пĕрмай айккинелле пăха-пăха илнĕрен). Такама кĕтетĕр-им, сударь?
Яковлев (хăйпе хăй калаçать). Ăçта кайса çĕтрĕ Кĕтерук? Анчах кунтаччĕ-çке...
Григорьева. Кам пирки пăшăрханатăр, Иван Яковлевич?
Яковлев (юнашар ларакан Григорьевăна тинех палласа илет). Кĕтерук? Катя! Екатерина Васильевна! Ырă кун пултăр, тăванăм! Ырă кун пултăр, хаклă çыннăм! Аван пурăнатăр-и? (Григорьевăна алă парать. Хĕр аллисене ăшшăн чăмăртаса чуп туса илет). Хăвăра асăрхаман-шăн, тархасшăн, каçарăр мана, Екатерина Васильевна. Тимлĕ пăхаймарăм пулас, пуç çĕклемесĕр хаçат вуласа лараттăрччĕ те. Пĕри ĕлĕк чухне айĕнчи урхамахне виçĕ кун шыранă тет-и çав? Ман пекки пулнă ĕнтĕ, ăнкарса илейменскер!.. Намăс сирĕн умăрта, Екатерина Васильевна.
Григорьева. Пăшăрханма кирлĕ мар, Иван Яковлевич. Эпĕ сирĕнпе тĕл пулнăшăн хавас. Хавас кăна та мар, хавас çурă хавас! (Ăшшăн кулса илет.)
Яковлев. Тĕлпулу ячĕпе сире, Екатерина Васильевна, ырлăх-сывлăх, тулли телей сунатăп! (Григорьева аллине тепĕр хут ăшшăн чуп туса илет.) Яланах Турăпа çӳрĕр. Яланах Турă сыхлатăр сире, ырă çыннăм.
Григорьева. Тавтапуç, сире те çавнах сунатăп, Иван Яковлевич!
Павăл пĕр пĕчĕк чашăк панулми илсе килет.
Павăл. Акă эсир ыйтнă панулми, Иван Яккăльчă! Тăват кĕрепенкке те виç аçмушка кунта. (Панулми чашăкне Яковлев умне пырса лартать.)
Яковлев (Григорьевăна панулми сĕнет). Тархасшăн, Екатерина Васильевна, тутанса пăхсамăр пирĕн кучченеçе.
Григорьева. Тавтапуç, Иван Яковлевич. (Панулми çиеççĕ.) Ай тутлă çав панулмийĕ! Çăварта ирĕлет, шерпет сапнă тейĕн.
Яковлев Павăл, пире валли какай шӳрпи илсе килсе паратăн, пăру ашĕ тата чей.
Григорьева. Эпĕ çăмарта шурпи кăмăллатăп, Иван Яковлевич.
Яковлев. Екатерина Васильевна валли çăмарта шӳрпи илсе килетĕн, хамăра валли какай шӳрпи, ăнлантăн-и?
Павăл (кулкаласа). Ăнлантăм, сударь. (Каять.)
Григорьева. Сире, Иван Яковлевич, пур çĕртре те палаççĕ-и вара? Трактирта та лакейпа тахçан пĕлнĕ çын пек калаçатăр?
Яковлев. Ку вăл ман ямшăк.
Григорьева. Ямшăк? Эпĕ ăна трактирта ĕçлекен лакей тесе шутланă. (Кулать.) Ак ăçта вăл мыскара!
Яковлев. Манăн ямшăк чăн малтан сире валли апат кӳрсе панăран эпĕ хам та ăнланса илеймерĕм, ку мĕн тамаши-ха тетĕп.
Кăмăллăн кулса илеççĕ
Григорьева. Сирĕн ямшăкпа сĕмсĕррĕн усă курнăшăн каçарăр, тархасшăн, Иван Яковлевич? Темле, аван мар пулса тухрĕ. Пите пĕçертекен вăтанăва тӳссе лариччен çĕр шăтăкне анса кайăп çав, тупата...
Яковлев (кулать). Павăл вăл хăй те ялти пĕр шутник! Хе-хе-хе!
Григорьева (Яковлев çине кăмăллăн пăхса). Апла пулсан кӳренес çук вăл мана. Пĕрех эпĕ унран каçару ыйтма тивĕç. Тупрăм-çке хама валли ӳкĕнмелли... Сирĕн умăрта намăса кĕтĕм... Тархасшăн, мана сĕмсĕр тесе ан питлĕр, Иван Яковлевич. Атă кунчи ăшне чикнĕ пушшине халь анчах асăрхарăм, халь анчах вăл ямшăк пулнине ăнласа илтĕм.
Яковлев (Григорьева çине ăшшăн-ăшшăн пăхса). Эпĕ вара сирĕн çине пăхса тăранаймастăп, Екатерина Васильевна. Пăхнăçемĕн пăхас килет. Тавах Турра çак тĕлпулушăн. Тĕлĕнмелле тĕлпулу. Асăнман-туман çĕртен, ак сана, иксĕмĕр ик енчен килтĕмĕр те чарăнтăмăр ял хĕрринче ларакан трактира... Эппин, Турă хушнă пире тепĕр хут тĕл пулма.
Григорьева (Яковлев çине вăтанса пăхать). Сире тĕл пулнăран манăн чунăм пĕлĕтре вĕçет, Иван Яковлевич. Ман пит-куç пĕçерет сире курнăран.
Яковлев. Миçе çул эпир пĕр-пĕрне курманни?
Григорьева. Чылай пулать, Иван Яковлевич.
Яковлев. Ăçтан эсир халь капла? Килетĕр-и, каятăр-и?
Григорьева. Чĕмпĕртен таврăнатăп.
Яковлев. Ăçта пултăр Чĕмпĕрте? Тăван-пĕтен патне хăнана кайнăччĕ-и?
Григорьева. Шкул ĕçĕпе кайнăччĕ. Илья Николаевич Ульянов патĕнче пултăм.
Яковлев. Тĕл пулайрăр-и? Атту вĕт Илья Николаевича тытма хĕн, хӳри кĕске унăн. (Çăмăллăн кулса илет.) Ман хăраххăм, Илья Николаевич ытларах чухне кĕпĕрне тăрăх тухса çӳреме юратать. Илья Николаевичпа иксĕмĕрĕн çитсе курман кĕтес юлман пуль Чĕмпĕр кĕпĕрнинче...
Григорьева. Турă пулăшрĕ пулас, куннехинче Илья Николаевич тухса кайма ĕлкĕрменччĕ, вăхăтлă çитсе ĕлкĕртĕм.
Яковлев. Ыйтăвăрсене татса парайрăр-и?
Григорьева. Калама çук ырă çын-çке вăл Илья Николаевич! Эпĕ инçетри ял шкулĕнчен килнине пĕлсен хăй ĕçне пăрахсах ман ыйтăва татса пачĕ. Ырă çынсем пулаççĕ те, Илья Николаевич пеккине тĕл пулман эпĕ халиччен те. Эпĕ унăн тăванĕ тейĕн. Апат çитерсе, чей ĕçтерсе хапха умне тухсах ăсатса ячĕ. Мăшăрĕ Мария Александровна та питĕ тарават хĕрарăм иккен. Пĕр курман çынна çапла пысăк чыс туни мана хытă тĕлĕнтерчĕ.
Яковлев. Пĕр сăмахпа калăсан, хамăр çын вăл Илья Николаевич. Тăван атте пек çывăх вăл маншăн.
Григорьева. Вырăс çынни чăваша çапла çывăха хунăшăн чĕререн хĕпĕртерĕм, хытă савăнтăм.
Яковлев (Григорьева çине кăмăллăн пăхса). Эсир пачах та улшăнман, Екатерина Васильевна.
Григорьева (куларах). Эсир вара самай çуталнă, Иван Яковлевич.
Яковлев. Чăнах-и?
Григорьева. Эсир халь вĕреннĕ чухнехи пек çамрăк каччă мар, кĕрнеклĕ çамрăк арçын. Хусанти университетра вĕреннĕ чухне мăйăх ӳстереттĕрччĕ, халь сăн-питĕр сирĕн çап-çутă.
Яковлев (хĕр çине ăшшăн пăхса). Эсир мана мăйăх ӳстернĕшĕн пĕрмай ятлаттăрччĕ вара, Екатерина Васильевна, мĕншĕн тесен...
Григорьева (вăтанарах). Мĕншĕн тесен сăмсана кăтăклатчĕç вĕсем манăнне... Ахăртнех, сире урăххи те асăрхаттарнă пулас ун пирки?
Яковлев. Ватăлсан сухалпа çӳрĕп-ха тесе хырса пăрахрăм мăйăха. (Ăшшăн кулса илет.)
Григорьева. Тĕрĕс тунă. Эсир сухалсăр та хитре, Иван Яковлевич.
Яковлев. Тавтапуç ырă сăмахшăн, Екатерина Васильевна. Каçарăр та тĕлсĕр ыйтушăн, качча тухман-и-ха эсир?
Григорьева (Яковлев çине пăхса кăмăллăи кулать). Илекен çук. Тиркеççĕ. Ватта юлтăм пулмалла.
Яковлев. Сире тиркеççĕ-и? Пулма пултараймасть. Хам çӳллĕш нухрат купаласа хурсан та ĕненместĕп ку сăмаха, Екатерина Васильевна.
Григорьева. Шӳтлетĕп эпĕ, Иван Яковлевич.
Яковлев. Çемьеллĕ эппин эсир?
Григорьева. Ирĕкри кайăк эпĕ, Иван Яковлевич. Ăçта вĕçсе каяс килет — çавăнта каятăп. Хăш турат çине ларса юрлас килет çав турат çине ларса юрлатăп.
Яковлев. Качча тухма васкамастăр эппин?
Григорьева (куларах). Пулас упăшка чӳречерен пырса шаккасса кĕтетĕп.
Яковлев. Шансах тăратăп, кĕтсе илетĕрех эсир çав телейлĕ саманта.
Григорьева (Яковлев çине ыйтуллăн пăхса). Кам пĕлет çав...
Яковлев. Ĕçлессе ăçта ĕçлетĕр, хăвăр ял шкулĕнчех-и?
Григорьева. Ăçта ĕçлемелле ĕнтĕ тата?
Яковлев. Эпĕ иртнĕ эрнере кăна сирĕн шкулта пултăм, курмарăм-çке.
Григорьева (именсе). Вăтантăм эпĕ сире курăнма, Иван Яковлевич...
Яковлев. Вăтантăм? Манран вăтантăр-и?
Григорьева. Коридорта расписанисем пăхса тăнă вăхăтра эсир пĕччен кăначчĕ, пур пĕрех сирĕн пата пыма хăяймарăм,..
Яковлев. Ман патăма пыма хăяймарăр-и? Ай, Кĕтерук. Ай, Катя! Ай, Екатерина Васильевна!.. Ют çынсем мар вĕт эпир сирĕнпе. Ытла сăпайлă çын эсир, çав таранчченех вăтанчăк пулма юрать-и вара? (Хĕр çине кăмăллăн пăхса.) Ăçтаччĕ вара эсир ун чухне?
Григорьева (аванмарланса). Шкул ачи пек кăмака хыçĕнче пытанса тăтăм сире курăнмасăр.
Яковлев. Хăвăрт манса кайнă вара эсир иртнисене, Екатерина Васильевна.
Григорьева. Иртнисем манăçманнине пула пытантăм та эпĕ сиртен, Иван Яковлевич.
Яковлев. Эпир вĕт сирĕнпе Чĕмпĕрти гимназире вĕреннĕ чухнех паллашнă. Хусанта вĕреннĕ чухне пирĕн туслăх чăн çӳлти шая çитрĕ, юратăва куçрĕ. Эпĕ сире чун-чĕререн юратса пăрахрăм ун чухне. Пĕрлехи илемлĕ вăхăтсем паян кунччен те манăçмаççĕ.
Григорьева. Çав илемлĕ вăхăтсене каялла кăна çавăрса килесчĕ те, пурнăçа юмах тума май çуккă...
Яковлев. Енчен те эсир ун чухне манăн арăм пулма килĕшнĕ пулсан, эпир тахçанах арлă-арăмлă пурнăмалли çынсем, ачасем те сак тăрăх чупнă пулĕччĕç... (Кăмăллăн кулса илет.) Анчах килĕшмерĕр. Вĕренсе тухмасăр пуç çине шур пĕркенчĕк пĕркенместĕп терĕр. Ку вара мана пуçран чукмарпа çапнă пекех пулчĕ. Чылай вăхăт тăна кĕреймесĕр çӳрерĕм.
Григорьева. Хăравçă пулнă эпĕ ун чухне, качча тухсан пĕлӳ илеймесрен хăранă. Юлашки курсра вĕренеттĕмччĕ, çемье пурнăçĕ мар, пĕлӳ илес шухăшчĕ ун чухне ман пуçра.
Павăл вĕри апат илсе килет.
Павăл. Тархасшăн, Иван Яккăльчă, акă эсир ыйтнă какай шӳрпи!
Яковлев. Тавтапуç. Мĕншĕн шӳрпе пĕр чашăк кăна?
Павăл (шӳтлесе). Икĕ чашăк шӳрпе çиесшĕн-и вара эсир, сударь?
Яковлев. Хăвна валли мĕншĕн илмерĕн?
Павăл. Эпĕ сире чăрмав кӳрес мар терĕм, уйрăм лартăм. Кӳренместĕр пуль, сударь?
Яковлев (кулкаласа). Ай, Павăл... Павăл Константинчă!
Павăл. Шаркку тепĕртакран илсе килетĕп.
Яковлев. Юрать.
Павăл (Григорьевăна). Акă сире валли çăмарта шӳрпи, сударыня. (Тулли чашăкне Григорьева умне лартать.)
Григорьева. Тавтапуç. Эсир мана каçарăр, тархасшăн, Павел Константинович. Мана апатланма пулăшнăшăн акă манран чейлĕх укçа. (Павăла вак укçа парать.)
Павăл. Тавтапуç, сударыня. Апачĕ тутлă пултăр.
Григорьева. Тавтапуç. (Павăл каять.) Кампа çӳретĕн, çав пулатăн тени тĕрĕсех иккен вăл. Сирĕн ямшăкăр та хăвăр пекех ăслă пуçлăскер, Иван Яковлевич.
Яковлев (ассăн сывласа янă хыççăн). Ямшăк ман сăмахран тухмасть, анчах эсир ун чухне эпĕ епле йăлăнсан та ӳкĕте кĕмерĕр, Екатерина Васильевна.
Григорьева. Эпĕ ун чухне калама çук пысăк йăнăш тунине кайран çеç ăнланса илтĕм, Иван Яковлевич. Халь ак чавса çывăх та... Иртнине каялла çавăрса килме май пулсан, çур ĕмĕре панă пулăттăм çав асамçă этеме. Анчах иртни каялла таврăнмĕ. Мĕн чухлĕ куççуль тăкман-ши эпĕ кайран хама хам ӳпкелесе... Хама хам вăрçса-ятласа. . Вăт мĕнле пулать вĕт пурнăçра, Иван Яковлевич. Турă мана телей парасшăн пулнă ун чухне, эпĕ ăнланман, çавăнпа телейсĕр тăрса юлтăм. Паян кунччен те телейсĕр. Ӳлĕм те телейсĕрех иртĕ манăн пурнăç. Каçарăр, Иван Яковлевич, ӳкĕнӳ капланчĕ кăкăр кăшкарне... (Пичĕ тăрăх юхса анакан куççульне кĕсйинчен сăмса тутăрĕ кăларса шăлса илет.) Каçарăр, кăмăл хуçăлчĕ.
Яковлев. Эпĕ сире çемьеллĕ пуль тенĕ...
Григорьева. Хăтана çӳрекенсем пулчĕç, халь те килсе çӳрет пĕри, анчах ман чĕрере вĕсем валли вырăн çук.
Яковлев. Мĕншĕн ун пек калатăр, Екатерина Васильевна?
Григорьева (ун-кун пăхкаласа илет). Кунта çывăхра никам та çук, хамăр çеç, çавăнпа та пытарса тăмастăп, куçкĕрет калатăп: эпĕ пĕр сире çеç саватăп, Иван Яковлевич. Эпĕ сире, эсир манран уйрăлнă хыççăн та юратма пăрахман. Эпĕ паян кун та ĕмĕт-шухăшпа сирĕнпе. Сирĕнпе сывлатăп. Сирĕнпе канашлатăп. Сирĕнпе пурăнатăп. Эсир яланах ман чĕремре. Эпĕ сирĕн патра темиçе хутчен те çыру çыртăм, анчах хурав кĕтсе илейместĕп паян кунччен те...
Яковлев. Эпĕ сиртен çыру илмен, Екатерина Васильевна. Ак çăкăр умĕнче калатăп... Турă умĕнче калатăп, сирĕн çырăвăрсем ман патăма çитмен.
Григорьева. Эпĕ вăл çырусене почта ещĕкне яман, Иван Яковлевич.
Яковлев. Ăçта вара вĕсем?
Григорьева. Килте, арча тĕпĕнче выртаççĕ...
Яковлев. Тур çырлах!
Григорьева. Çулсем иртсе пыраççĕ пулин те иртни манăçмасть. Хальхи пекех пурте куç умĕнче. Сирĕнпе алран ал çавтăнса Атăл хĕрринче çӳренисем те... Эсир мана киле ăсатса янисем те... Йăмра айĕнче, тăрăхла сак çинче сирĕнпе юнашар шăпчăк кĕввине итлесе ларнисем те... Тӳпери çăлтăрсем çине пăхса ĕмĕтленнĕ çутă ĕмĕтсем те... Хĕлле сирĕнпе пĕрле йĕлтĕрпе ярăннисем те... Пурте... Пурте куç умĕнче. Чуна кичем вăхăтра шухăша каятăн та, Чĕмпĕрпе Хусан хулисем куç умне тухаççĕ. Сире куратăп. Уйрăлу каçне аса илетĕп. Аса илсен йĕмесĕр тӳссе тăраймастăп, мĕншĕн тесен çав уйрăлу ман çамрăк чĕремре ĕмĕр сипленми суран хăварчĕ. Ун чухне те хальхи пек çу кунĕччĕ. Хальхи пек хĕвел хĕртсе пăхатчĕ. Пĕр тутар тальянка калатчĕ. Кĕвĕ хыççăн кĕвĕ шăрантаратчĕ. (Яковлев çине пăхса.) Çаплаччĕ пуль, Иван Яковлевич?
Яковлев (ассăн сывласа янă хыççăн). Çаплаччĕ, Екатерина Васильевна, çаплаччĕ... Çимĕкре туй тăвăпăр тесе шутланăччĕ ун чухне. Сире Кăнна Кушки кинĕ тăвас ĕмĕт пурччĕ манăн. Пĕлĕтрен çăлтăр татăлса ӳкнĕ пек пулчĕ çав ĕмĕт. Татăлса ӳкрĕ те çухалчĕ.
Григорьева. Çавăнпа халь манăн Хусан хули çине çаврăнса та пăхас килмест.
Яковлев. Хула айăплă-ши вара?
Павăл каллех апат йăтса килет.
Павăл. Акă сире валли пăру какайĕ, сударыня! (Какай чашăкне Григорьева умне пырса лартать.)
Григорьева. Тавтапуç, Павел Константинович.
Павăл. Акă сире валли шаркку, Иван Яккăльчă! (Яковлев умне пĕчĕк чӳлмек пырса лартать.)
Яковлев. Тавах сана, тăванăм!
Павăл. Кĕçех чей илсе килетĕп. (Каять.)
Григорьева. Эсир тахçанах çемьеллĕ пуль, Иван Яковлевич?
Яковлев. Турă пулăшсан кăçал авланас тетĕп.
Григорьева. Хĕр çураçса хунă эппин?
Яковлев. Çураçайман çав-ха... Чăрмав сиксе тухрĕ...
Григорьева. Мĕн пулчĕ тата?
Яковлев (кăшт куларах). Хĕрĕ ӳссе çитеймест-ха ниепле те...
Григорьева. Ытла çамрăкскер эппин?
Яковлев. Вун улттă та тултарайман...
Григорьева. Ай-у-у-уй! Миçе çул кĕçĕнрех вара вăл сиртен?
Яковлев. Эпĕ çирĕм тăххăрта, тĕрĕсне каласан, çирĕм тăххăр тултартăм ĕнтĕ ака уйăхĕнче, вăтăрпа пыратăп...
Григорьева. Вун тăватă çул эппин сирĕн хушăсем?
Яковлев. Турри çапла çырнă пуль...
Григорьева. Пулас арăмăр чăваш хĕрĕ-и?
Яковлев. Вырăс хĕрĕ. Сăмах май каласан, ăна та Катя тесе чĕнеççĕ.
Григорьева. Ăçта вĕренет?
Яковлев. Гимназире.
Григорьева. Чĕмпĕрте-и?
Яковлев. Хусан хулинче.
Григорьева. Майра хĕрĕ чечен пулакан...
Яковлев Аптрамасть.
Григорьева. Майран чĕлхи-çăварĕ те япшар, хăюллă та. Тунсăхлама памаççĕ вĕсем. Çыру хыççăн çыру çырать пуль-ха?
Яковлев. Кун сиктресе çырса тăрать, хурав парса ĕлкĕрейместĕп. Ӳпкелешет вара тепĕр чухне.
Григорьева. Ача çулĕнче-çке-ха вăл.
Яковлев. Вун улттăра эпĕ çĕр виçекен таксора вĕренсе тухнă хыççăн хам тĕллĕн пурнăç тытса пынă.
Григорьева. Сирĕнпе мĕн калаçма, Иван Яковлевич! Сирĕн пекки вăл тĕнчере пĕрре!
Яковлев. Ан мухтăр мана, Екатерина Васильевна! Ман пеккисем тĕнче тулли!
Григорьева. Камшăн мĕнле-тĕр те, маншăн эсир асран кайми çутă сăнар. Эпĕ сире нихçан та манас çук, Иван Яковлевич. Ман юрату нихçан та сӳнес çук.
Яковлев. Мана хама та малтанласа питĕ йывăрччĕ сирĕнсĕр, Екатерина Васильевна, ăна пĕр пытармасăр калатăп. Мĕншĕн тесен хăй вăхăтĕнче сире хытă юратнă-çке-ха! Манăн чĕрере ун чухне таса ĕмĕтлĕ юратуччĕ. Турăçăм! Эпĕ сире ун чухне мĕнле юратнине халь сăмахпа каласа параяс çук. Çавăнпа пуль хамăр калаçса татăлнă вырăна кирек хăçан та вăхăтра çитме тăрăшатгăмччĕ. Ытларах чухне маларах та çитсе тăраттăмччĕ.
Григорьева (аса илӳ авăрне путса). Калаçса татăлнă вырăн... Калаçса татăлнă вырăн Атăл хĕрриччĕ пирĕн. Миçе хутчен ярăнтарман-ши эсир мана çăмăл кимĕпе?.. Сире уншăн тав туса та пĕтерес çук... Тӳлесе те татаяс çук... (Ăшшăн кулса илет.)
Яковлев. Сирĕн хитре юррăрсем чĕрене çунатлантаратчĕç. Мана валли ятарласа юрланă юррăрсене манман-и эсир, Екатерина Васильевна?
Григорьева (салхуллăн). Эпĕ халь юрлама пăрахнă, Иван Яковлевич.
Яковлев. Сирĕн ытарма çук илемлĕ сасă. Турă панă парне ку! Çавăнпа та сирĕн юрламасăр пурăнма юрамасть, Екатерина Васильевна. Астăватăп-ха эсир Чĕмпĕрте Глазовсен хваттерĕнче епле хитре юрланине. Сире вĕт ун чухне Чĕмпĕрти ятлă-сумлă çынсем ура çине тăрса, тăвăллăн алă çупса тав турĕç. Языковпа Поливанов тата Гончаров çыравçăн шăллĕ те пурччĕ ун чухне. Концерт хыççăн хуçисем пире еплерех хăна турĕç.
Григорьева. Калама çук ырă кăмăллă çынсемччĕ çав Глазовсем.
Яковлев. Манăн пурнăçра Глазовсен çемйи тарăн йĕр хăварчĕ. Эпĕ, ачаран хăюсăр ӳснĕскер, Глазовсем патĕнче çеç хама çын çинче тытма вĕрентĕм, çынпа кăлаçма хăнăхрăм, пурнăçри илемлĕх туйăмне ăнланакан пултăм.
Григорьева. Çав Глазовсем патĕнче вĕт-ха эпир килти театр сцени çинче спектакль лартсаччĕ? Спектакльте эпĕ сирĕн арăмăр пулнăччĕ. Астăватăр пуль?
Яковлев. Епле астумастăп пулать вăл! Питĕ лайăх астăватăп. Мĕн çинчен калаçнисене те хальхи пек астуса тăратăп, ĕнер кăна вăл спектакльте сирĕнпе тейĕн çав...
Павăл кĕрет. Ывăс çинче чей куркисем.
Павăл. Акă эсир кĕтнĕ чей куркисем! (Яковлевпа Григорьева умне чей куркисем пырса лартать.)
Яковлев. Тавах!
Григорьева. Тавтапуç, Павел Константинович.
Павăл. Тата мĕн кирлĕ? Тен, сăра илсе килмелле?
Яковлев (Григорьевăна). Сире нимĕн те кирлĕ мар-и, Екатерина Васильевна?
Григорьева. Нимĕн те кирлĕ мар. Тавтапуç, Павел Константинович, ĕçтернĕшĕн, çитернĕшĕн, пире сума суса чыс тунăшăн, кăмлăл-туйăмсене çĕкленĕшĕн.
Яковлев (Павăла). Хăв çирĕн-и вара? Апат çитрĕ-и?
Павăл. Пурте йĕркеллĕ, Иван Яккăльчă! Манăн арманĕ ултă çунатлă, çилсĕр-мĕнсĕр авăрса ларать. (Григорьева çине пăхса.) Сударыньăн арманĕ япăх ĕçленĕ вара, авăртма кӳнĕ тырри пĕрне çине те тăрса юлнă ав! Хе-хе-хе! (Кулать.) Пушаннă чашăксене илсе кайма юрать-и, сударыня?
Григорьева. Тархасшăн, тархасшăн... (Павăл апат çинĕ хыççăн пушаннă савăт-сапана пуçтарса каять.)
Григорьева (Яковлевран). Авланнă-и-ха ку каччă?
Яковлев. Виçĕ ача ашшĕ вăл!
Григорьева. Ай-у-у-уй!
Яковлев. Виç ача нумай-и вара? Сирĕн ак ытларах та пулĕ тен?..
Григорьева. Эпĕ качча тухмастăп.
Яковлев. Мĕншĕн?
Григорьева. Савнăç курмастăп эпĕ паянхи пурнăçра.
Яковлев. Манăн савнăç вара паян, чăваш каларĕш, кĕпене шăнăçмасть! Эпир халь шкул уявĕнчен таврăнатпăр. Пăва уесне кĕрекен Упи вулăсĕнчи Тăваньел ялĕнче шкул уçрăмăр. Вырăнĕ унта питĕ илемлĕ. Çырма ик енĕпе пилеш, çĕмĕрт, çăка, шĕшкĕ ӳсеççĕ. Шыв хĕррипе тăватă ял юнашарах лараççĕ Кивĕ Тăваньел, Вырăс Тăваньелĕ, Тутар Тăваньелĕ, çырма урлă Чăнлă Шăхаль ялĕ, унтă та чăвашсем пурăнаççĕ. Çав пĕчĕк çырмара шыв арманĕ те ĕçлет вĕсен! Çил арманĕсем кашни ялтах икшер те виçшер!
Григорьева. Хир енче пурăнатпăр-çке-ха эпир, Иван Яковлевич. Пирĕн енче çил çывăрса выртмасть, пĕрмай ĕçлет, арман çуначĕсене çавăрать. Халăх валли çăнăх авăртать.
Яковлев. Тăваньел тăрăхĕнче ĕлĕк-авал вăрман пулнă тесе ĕнентерчĕç манă вырăнти шур сухалсем. Вăрман кӳлли патне те илсе кайрĕç мана. Çавăнтан тĕлĕнмелле, юханшывран çирĕм-çирĕм пилĕк аршăн çӳлерех сивĕ çăлкуçсем тапса тăраççĕ. Çăлкуçсем тавра ӳсекен хăмăш хушшинче кайăк-кăвакалсем те пурăнаççĕ. Шкул уçнă ятпа çамрăксем çавра кӳлĕ хĕрринче вăйă та вылярĕç. Капăр тумланнă хĕрсемпе каччăсем алран ал тытăнса, хуркайăксем пек карталанса, мăнаçлăн та килĕшӳллĕн, умлăн-хыçлăн васкамасăр утса, хавхаланса чăвашла вăйă юрри юрланине куртăм. Епле киленсе итлерĕм. Ташшисем тата! Ай, ташшисем!.. Тутарла та мар, вырăсла та мар, чуна çĕклентерсе чăн чăвашла ташлаççĕ вĕт. Епле маттур ташлаççĕ-ха тата! Савăнтарчĕç паян мана Тăваньелсем. Ай, хытă савăнтарчĕç!
Григорьева. Хир енчи чăвашсем юрлама-ташлама питĕ ăста вара! Анатри чăвашсен чĕлхи те таса. Чун хавалĕ те çĕкленӳллĕ, ĕçпе юрă юнашарах утаççĕ унта.
Яковлев. Çав Тăваньел ялĕнче тепĕр тĕлĕнтермĕш тупрăм хама валли: тĕне кĕнĕ чăвашсемпе тĕне кĕменнисем те пĕр ялтах пурнаççĕ, вĕсен кассисем кăна уйрăм. Тĕне кĕмен чăвашсем Уркассинче пурăнаççĕ. Тĕл пулса калаçрăм та эп вĕсемпе - тĕне кĕресси пирки яхăнне те ямаççĕ, ĕлĕкхи чăваш йăлине тытса пыраççĕ. Авланас-тăвас пулсан та тĕне кĕмен чăваш хĕрне илеççĕ, е Чăвашкассинчен, е Виçпӳрт-Шăмăршăран. Унта та пĕр кăсă тĕне кĕмен чăвашсем пурăнаççĕ. Чăвашкасси ялĕ вара вуçех тĕне кĕмен! Чиперех пурăнаççĕ!
Григорьева. Пулнă эпĕ Тăваньелĕнче, пирĕн тăвансем пурнаççĕ унта. Чăвашĕ, тутарĕ, вырăсĕ туслă пурăнаççĕ, пуринчен ытла çав паха.
Яковлев. Эпир уçса хăварнă шкула малашне чăваш ачисемпе пĕрле вырăс ачисем те, тутар ачисем те çӳрĕç тесе шутлатăп.
Григорьева. Çапла пултăрччĕ, Иван Яковлевич.
Яковлев (çĕкленӳллĕ туйăмпа). Халăх савăнчĕ вара. Ай, хытă савăнчĕ. Кăвакалсем пусса, эрех-сăрапах хăна турĕç пире. Такам сĕрме купăс илсе пынă. Пиртен ташласах юлчĕç. Çапла çулсерен шкул çине шкул уçса пырсан чăваш ялĕсенче те пурнăç улшăнатех, Екатерина Васильевна.
Григорьева. Тăваньел çумĕнчи Чăнлă Шăхаль ялĕнче шкул çук-ха халлĕхе, Иван Яковлевич. Вĕсен валли те шкул уçса парсан аванччĕ...
Яковлев. Шăхальсем каçнăччĕ Тăваньелне, каларĕç-ха манпа шкул пирки. Тен, Турă пулăшсан пĕрер çултан Чăнлă Шăхальсене те шкул уçма мехелĕ тупăнĕ-и-ха... Сăмах патăм шăхальсене шкул пулать тесе. Халь сăмах çине тăрасах пулать, атту халăх шанма пăрахать. Халăх умĕнче халиччен шанчăка çухатманччĕ, ӳлĕм те çухатас марччĕ тетĕп.
Григорьева. Сирĕнпе мĕн калаçма, Иван Яковлевич! Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ хăех эсир хăвăр аллăрсемпе хăвăра валли ĕмĕр асăнмалăх лартнă чĕрĕ палăк.
Яковлев. Манăн ĕçе ырлакансем кăна мар, курайманнисем те пур вĕт, Екатерина Васильевна. Чĕмпĕрти чăваш шкулне паянах хупса лартма хатĕр тăракан çынсем те сахал мар кĕпĕрнатăр таврашĕнче ĕçлекенсем хушшинче. Çав хăратать мана, Екатерина Васильевна.
Григорьева. Халь чăваш шкулĕ аталаннаçемĕн аталанса пырать, ăна хупса лартни Турă умĕнче калама çук пысăк çылăх туни пулать.
Яковлев. Шуйттан аташтарсан этем çылăх çинчен те, сăвап çинчен те йăлт манса каять. Шуйттанне çывăха ярас марччĕ, Екатерина Васильевна. Ӳлĕмрен хăрачасен уйрăмĕ те уçасшăн эпĕ чăваш шкулĕнче.
Григорьева. Ку вара калама çук лайăх пулĕччĕ, Иван Яковлевич.
Яковлев. Тутарсен хăйсен чĕлхипе кĕнекесем пичетленсе тухаççĕ, поляксен те хăйсен чĕлхипе çырнă кĕнекесем пур, чăвашсен çук! Намăс. Калама çук намăс! Вунă-вун виçĕ çул ĕлĕкех ĕнтĕ мана çак ыйту канăç памастчĕ. Хусанта вĕреннĕ чухне Николай Иванович Ильминский профессорпа тĕл пулман пулсан манăн ĕмĕт пурнăçа кĕрейместчĕ тем тесен те, ăс параканĕ Николай Иванович Ильминский пулчĕ. Енчен те эпĕ Ильминские тĕл пулман пулсан, ман пурнăçра улшăну пулас çукчĕ, пĕр-пĕр чиновник пулса кантурта ĕçлесе ĕмĕре ирттерĕттĕм — çав анчах. Чăваш халăхне çутта кăларас тĕллеве манра чăн малтан Николай Иванович Ильминский вăратрĕ. Эпĕ ун умĕнче ĕмĕр-ĕмĕр парăмра.
Григорьева (Яковлев çине ăшшăн пăхса). Эпĕ сирĕн умăрта парăмра, Иван Яковлевич. Эсир мана пурнăç çине урăхла пăхма вĕрентрĕр.
Яковлев. Эсир кăлăхах юрлама пăрахнă, Екатерина Васильевна. Юрă вăл — пурнăç çуначĕ. Юрă вăл — чун хăвачĕ!
Григорьева. Юрлама пăрахман эпĕ, юрлатăп, анчах хамшăн çеç юрлатăп. Чуна йăпатма тесе. Кăмăл-туйăма çĕклеме тесе.
Яковлев. Ташлама та пăрахрăр-и?
Григорьева. Яшлăх хĕрӳлĕхĕ сивĕнчĕ пулас, çавăнпа ташлама та пăрахрăм.
Яковлев (трактирта купăс каласа ларакан ватă çын вальс шăрантарнăран). Халь янăракан вальс кĕввипе те ташлама кăмăл çук-и вара сирĕн?
Григорьева. Эсир ташлакан марччĕ-çке, Иван Яковлевич?
Яковлев (ура çине тăрса). Вальс кĕвви чуна чĕпĕтсе илчĕ, тӳссе тăраймарăм — сиксе тăтăм.
Григорьева. Эппин манăн та вырăнтан хускалас пуль?
Яковлев. Чыс тусамăр, Екатерина Васильевна. (Аякра аслти сасси илтĕнет.) Çумăр килет-и вара, аслати сасси пулчĕ? (Каллех аслати кĕмсĕртетет.)
Григорьева. Тăвар мар, ирĕлмĕпĕр-ха, Иван Яковлевич.
Яковлев. Сирĕн куçăрсем Екатерина Васильевна, маншăн çав-çавах ырă. Эпĕ сирĕн çине пăхатăп та, пĕрле ирттернĕ каçсем асăма килеççĕ.
Григорьева. Кам эпĕ сирĕн çумăрта? Ялти хресчен хĕрĕ. Ман пеккисем пинĕ-пинĕпе, тен ытларах та! Апла пулсан та çав хресчен хĕрне вĕреннĕ вăхăтра, миçе çул каялла, Иван Яковлевич Яковлев савса пăрахнăччĕ. Енчен те çав ниме тăман чăваш хĕрĕ ăслăрах пулнă пулсан, халиччен Иван Яковлевич Яковлевпа çемье те чăмăртанă пулĕччĕç, ачисем те сак тăрăх чупнă пулĕччĕç.
Яковлев. Эпĕ айăплă мар, Екатерина Васильевна...
Григорьева. Алă çине килсе ларнă телей кайăкне вĕçтерсе ятăм. Манран ухмах кам пур-ши тата?
Яковлев. Ташлатпăр-и, Екатерина Васильевна?
Григорьева. Ташлатпăр, Иван Яковлевич. (Ташланă май юрлать.)
Çумăр килет тӳпене хупласа,
Кĕмсĕртетет аслати инçетре.
Купăс кĕвви юрласа-ташласа
Варкăш çилпе çавăрать халь пире.
Çиçĕм ташлать пĕлĕтсем хушшинче,
Эпĕ каллех чун савни çумĕнче.
Сывпуллашать пирĕнпе юрату.
Чун-чĕреме явса илчĕ пушар.
Юр пек шап-шурă хитре хуратул,
Анчах ун илемĕ паян маншăн мар.
Çиçĕм ташлать пĕлĕтсем хушшинче,
Эпĕ каллех чун савни çумĕнче.
Эсĕ мансан та хавас каçсене,
Эпĕ нихçан манас çук вĕсене.
Сывпуллашсан та манпа юрату,
Ĕмĕр сипленĕ чунри ырату.
Çиçĕм ташлать пĕлетсем хушшинче,
Эпĕ каллех чун савни çумĕнче.
Купăс тĕрлет чунра тунсăх тĕрри,
Куçăм умне тухрĕ Атăл хĕрри.
Талăх тăрна явăнать сывлăшра,
Хурлăхлă сас питĕрет кăкăра.
Çиçĕм ташлать пĕлĕтсем хушшинче,
Эпĕ каллех чун савни çумĕнче.
Павăл кĕрет.
Павăл (Григорьевăна). Сире чăрмав кӳнĕшăн каçарсамăр, тархасшăн, сударыня!
Яковлев. Павăл, мĕн пулнă?
Павăл. Çумăр килет, элес те мелес, Иван Яккăльчă! Килелле май тапранмалла мар-ши тетĕп...
Яковлев. Кайрăмăр!
Павăл. Эпĕ лашасем патĕнче пулатăп, Иван Яккăльчă. (Тухса каять.)
Григорьева. Каятăн эппин, Иван Яковлевич?
Çине-çине аслати авăтать.
Яковлев (çиçĕм хыççăн аслати авăтнăран). Каçарăр, Екатерина Васильевна, сывпуллашма вăхăт. Шел, çумăр килсе чăрмантарчĕ пире, ытти пулсан ларма пулатчĕ-ха тата тепрер сехет... Тепĕр чух тĕл пулсан вăрах ларăпăр калаçса, Екатерина Васильевна. Пирĕн аса илмеллисем сахал мар.
Григорьева (тунсăхлăн). Чипер кайăр, Иван Яковлевич!
Яковлев. Чипер юлăр, Екатерина Васильевна. (Григорьевăна алă парать, аллине ăшшăн чуп тăвать.) Тепре тĕл пуличчен!
Григорьева. Туй хăçан сирĕн, Иван Яковлевич?
Яковлев. Кĕркунне.
Григорьева. Чĕмпĕрте пулать-и?
Яковлев. Хусанта пулать.
Григорьева (ăшĕнчи пăлхава аранах тытса чарса). Аван çитĕр, Иван Яковлевич! Турă сыхлатăр сире!
Яковлев. Ӳпкелесе ан юлăр, Екатерина Васильевна! Сывă пулăр! (Тухса каять.)
Григорьева. Кайрĕ. (Питçăмарти çине ик куçĕнчен куççуль юхса анать, трактирта вара çаплах кĕвĕ янăрать.) Маншăн паян калама çук илемлĕ, хĕвеллĕ кунччĕ, ăçтан килсе тухрĕ-шм ку аслатиллĕ çумăр?! (Çиçĕм çиçет. Аслати авăтать.) Сывă пул, юратăвăм! Куççуль витĕр ăсатса яратăп эп сана. Сывă пул! Чипер кай! (Шăнкăрав сасси аякран аякка кайса пырать.) Ĕмĕтленмелли юлмарĕ. Манăн савни кĕркунне авланать. (Ват çын çаплах купăсĕпе «Сывпуллашу вальсĕ» шăрантарать. Григорьева ватă çын патне пырать те кĕсйинчен вак укçа мар, ху укçа кăларса мучие тыттарать.) Тавтапуç. (Портфельне йăтса тухса каять, çине-çинех çиçĕм çиçет, аслати кĕмсĕртетет.)
Чаршав.