Эп пурăнатăп Штанашра
Хастар та харсăр тăрăхра.
Кулленех шкула çӳретĕп,
Тĕрлĕ предмет вĕренетĕп.
Манра чăваш юнĕ чупать,
Çакăнпа эп мухтанатăп.
Хам юратнă чĕлхепе
Ĕмĕтленме юрататăп.
Çил-тăман вĕçтерет урамра,
Ĕмĕтсем çуралаç пуçăмра.
Эх, пуласчĕ ман хулара-
Атăл çинчи Шупашкарта!
Залив хĕррипелле утасчĕ,
Акăшсемпе йăпанасчĕ.
Палăк-аннене ыталасчĕ,
Телейлĕ пулма пил илесчĕ.
Пулас килет ман Мускавра —
Чи пысăк-пысăк хулара.
Кремле çитсе курасчĕ,
Мавзолей курса тĕлĕнесчĕ.
Каяс килет ман кăнтăра,
Тĕлĕнмелле ăшă вырăна.
Кайăксемпе пĕрле вĕçме,
Тутлă-улма — çырла çиме.
Курас килет ман Слакпуçа —
Ухсай çуралнă вырăна,
Ухсай чавтарнă çăлкуçа,
Вăл çитĕнтернĕ хурăна.
Тĕрлĕ чĕлхесем чылай,
Чаплă чĕлхесем нумай.
Чăваш чĕлхи пекки çуках!
Чăнахах, тĕрĕс сăмах.
Маттур, ĕçчен чăвашсем,
Сăнарлăхпа палăрнисем.
Кашни тивĕç мухтава,
Кашни тивĕç чыслава.
Чыса тивĕç чăваш нумай!
Яковлевпа Иванов,
Çеçпĕлпеле Хусанкай,
Çĕр çул тултаракан Ухсай!