1
197... çулхи сивĕ хĕл иртсе кайсан Мускав радиостанцийĕн çуркуннехи пĕр хыпарĕ пĕтĕм тĕнчене тĕлĕнтерсе ячĕ. Каярахпа Наукăсен академийĕ совет корреспонденчĕсемпе ют çĕршывсен журналисчĕсем валли ятарласах пресс-конференци ирттерчĕ. Виталий Синичкин биофилологпа унăн çывăх тусĕсен — дельфинсен — сăн ӳкерчĕкĕсене пичетлесе кăларчĕç.
«Ученăй дельфинпа калаçать» («Советская Чувашия»).
«Коммунистсем пур океансене те хăйсен аллине çавăрса илме хатĕрленеççĕ. Вĕсен дельфинĕсем паян тесен паян Америка материкне хупăрласа илме хатĕр» («Уолл-стрит джорнэл», Нью-Иорк).
«Пирĕн янташ дельфинĕсем летчик-космонавтсемпе паллашаççĕ» («Атăл ялавĕ», Шупашкар).
«Акăлчансем дельфинсене хăçан ăнланма пуçлĕç?» («Дейли телеграф», Лондон).
«Виталий Синичкин хăйĕн ăслă дельфинĕсемпе пирĕн хулана килсе çитрĕ. Çамрăк биофилолог фашистсен хула çывăхĕнче путнă архив карапĕпе интересленет» («Каçхи Одесса»).
«Халăхсен иртнĕ вăрçă вăрттăнлăхне пĕлмеллех» («Народна трибуна», София).
«Сăр шывĕнче дельфинсем пурăнĕç-ши?» («Çĕнтерӳ çулĕпе», Етĕрне).
2
Çамрăк лаборантка урайне сарса пăрахнă магнитлă пленка урлă Виталий Синичкин биофилолог асăрханса каçрĕ те шалти пӳлĕме кĕчĕ. Малалла иртсе виçĕ кантăкран пĕрне яриех уçса хучĕ, аллипе кармашса çеçкене ларнă йывăç тураттине хăй патнелле туртса аврĕ те кантăк умĕнче кăштах тытса тăнă хыççăн каялла вĕçертсе ячĕ. Пӳлĕм самантрах çурт умĕнчи садăн шăршипе тулса ларчĕ. Çил вăйлах мар, çавăнпа сăрт айлăмĕнчи тинĕс шавĕ йывăçсем витĕр кăшт кăна илтĕнет.
— Мана никам та ыйтмарĕ-и?
— Çук.
Синичкин пĕр хушă кантăк умĕнче шухăша кайса тăчĕ, унтан, тем аса илнĕн, ыйхăран вăраннă пек пулчĕ те васкасах сылтăм енчи кантăкпа тĕлме-тĕл сĕтел хушшине вырнаçрĕ. Вăл сунтăха уçса хулăн папка туртса кăларчĕ, шалти хутсем çинче выртакан кăвак конверта илчĕ те, ун ăшĕнчен тăваткаллатса хутлатнă хут листи тухрĕ.
«Синичкин юлташ!
Иртнĕ эрнере эпир, Хура тинĕсрен пулă тытса совхоза таврăннă чух, çыран хĕрринче ăнсăртран кĕмĕл портсигар тупрăмăр... Эсир дельфинсемпе ирттернĕ сăнавсем çинчен хаçатсем пĕлтерсен портсигара сире кăтартса пăхас терĕмĕр...
Ăна эпĕ июнĕн 29-мĕшĕнче районти пулăçăсен канашлăвне хампа пĕрле илсе пырăп.
Июнĕн 26-мĕшĕ, шăмат кун. «Ереван» совхозри пулăçăсен бригадирĕ Самед Эксузъян».
Çыру вĕçĕнче хушса çырнине биофилолог темиçе хутчен те вуласа тухрĕ:
«Пулăçăсене уйрăмах кĕмĕл портсигар çинче сирĕн хушаматăр пурри тĕлĕнтерчĕ...»
Синичкин сехет çине пăхса илчĕ — тăххăр иртни çирĕм минут. Вăл сĕтеле пĕр самант кăранташпа чăтăмсăррăн тăкăртаттарчĕ, унтан телефон трубкине çĕклерĕ те хăйне пулăçăсен профсоюзĕн райкомĕпе çыхăнтарма ыйтрĕ. Канашлу вун пĕр сехетре тин уçăлать-мĕн. Профсоюз деятелĕ Самед Эксузьяна та паллать имĕш, анчах «Ереван» совхозран катер çаплах килсе çитеймен.
Синичкин сĕтел кĕтессинче ларакан графинтан ывăçĕ çине ик-виçĕ тумлам сивĕ шыв тумлатрĕ те сарлака çамкине сăтăрчĕ. Çĕрĕпех çывăрман пирки йывăрланнă пуç ирхине тинĕсре шыва кĕрсен те ыратма чаранмарĕ. Ĕçĕ вара татах юлчĕ-ха, çапах та биофилолог ăна паян вĕçне çитермех тăрăшĕ, вара инçетри Сăр шывĕ хĕрринчи яла çитсе курмашкăн çула тухма та пултарĕ вăл.
Пултарасса пултарĕ те, анчах кая юлмĕ-ши?.. Ăна Вакăша васкасах пыма чĕнсе янă хучĕ те сĕтел çинчех выртать ав...
«Витали! Анне сывлăхĕ сасартăк йывăрланса çитрĕ. Мĕнле те пулин вăхăт тупса килсе курмах тăрăш. Мамакку санпа питĕ-питĕ калаçса юласшăн...
Лисук инкӳ».
Тен, Эксузьянпа тĕл пуласса кĕтмелле те-и марччĕ унăн?.. Хăй çук чух дельфинсене епле ĕç хушмалли çинчен те ассистентсемпе калаçса татăлнăччĕ ĕнтĕ — Шупашкара çити туяннă авиабилета ĕнер каялла тавăрса парас та çукчĕ-и, тен?.. Тинĕсре тупнă портсигар çинче унăн хушамачĕ пулни ниме те пĕлтермест вĕт-ха. Сахал-и Хура тинĕс флотĕнче Синичкин хушаматлă матроссем, пулăçăсем хушшинче те, паллах, ун пеккисем пур. Канмалли çурта е курорта килнĕ пĕр-пĕр арçын çыранри хăйăр çине ӳкерсе хăварман-и ăна?
Синичкин! Çак хушамата биофилолог умĕнчи шурă хут листи çине умлă-хыçлах темиçе хутчен çыра-çыра хучĕ. Пулăçăсем тупнă портсигар, паллах, унăн мар — вăл, вăтăртан иртнĕ пулин те, ку таранччен те чĕлĕм тĕтĕмне ăша ярса курман. Анчах Виталий чунĕнче çаплах пĕр шанчăк хĕмленсе тăрать: вăл иртнĕ вăрçăра сас-хыпарсăр çухалнă ашшĕ çинчен мĕн те пулин пĕлесшĕн. Сергей Петрович Синичкин, Тинĕс Çар флочĕн офицерĕ, вăрçă пуçланас умĕн шăпах Хура тинĕс флотĕнче çĕршывăн хĕвел анăç чиккине хӳралланă. Таçта та хут çырса пăхнă хыççăн пĕр вăхăтра ашшĕн йĕрĕ çине ӳкес шанчăк пĕтсе ларнăпа пĕрехчĕ Виталин — акă сасартăк кĕмĕл портсигар...
Тинĕс леш енчен тӳпене улăхнă хĕвел пайăркисем çăра йывăç вуллисем витĕр тухса Синичкин сĕтелĕ çинче сиккелеме пуçларĕç. Çанталăк паян та вĕри пулать — ирех шăрăхланать авă. Тутлă шăршлă чечексем çинче пыл хурчĕсем сĕрлеççĕ. Аялта, тинĕс хĕрринчи пансионатра, ыйхăран вăраннă дельфинсем пĕр-пĕринпе ӳхĕрсе калаçни илтĕнет.
Алăкран Рена лаборанткăн кăтра пуçĕ курăнса кайрĕ.
Сирĕн пата, Виталий Сергеевич. Совхозран...
Тепĕр самантран Синичкин кĕпи çухавине йӳле янă пулăçăн шăнăрлă аллине хĕрӳллĕн тытса чăмăртарĕ, ăна малалла иртме сĕнчĕ, сĕтел умĕнчи пукан çине тĕллесе кăтартрĕ. Самед Эксузьян пукан çине лариччен Синичкин умне портсигар кăларса хучĕ.
— Тинĕсре çак япала чылайччен выртнă пулас. Кайран шыв юхăмĕпе çырана çитнĕ...
Пулăçă Синичкин кăтартнă пукан çине ларчĕ. Виталий хăйне пулăçă тимлĕн сăнама пуçланине тӳрех сисрĕ. Вăл портсигара пĕр енчен тепĕр енне çавăрса пăхрĕ. Чăнах-мĕн, ăна кĕмĕлтен тунă. Нумай вăхăт хушши тинĕс шывĕпе çăвăнса выртнă пирки портсигар çийĕ темиçе çĕртен хуралса кайнă, пĕр енче çĕçĕпе касма пикеннĕ хыççăн юлакан йĕрсем евĕрлĕ паллăсем пур. Хуçин ятне çырни курăнмасть, шал енче-ши ĕнтĕ вăл?
Портсигар пĕр сасăсăр уçăлчĕ. Хупăлчин шал енче пысăк сас паллисемпе мĕн çырнине Виталий питĕ хумханса вуларĕ. Ăна пĕр-пĕр ватă нимĕç маçтăрĕ çырнине тӳрех ăнланчĕ Виталий, мĕншĕн тесен кĕмĕл портсигара латин шрифчĕпе мар, готика шрифчĕпе йĕрлесе тухнă.
— Çуралнă кун ячĕпе панă вĕт çавна?.. — терĕ Эксузьян Синичкин портсигар çине мĕн çырнине вуласа тухсан. Унтан, биофилолог умĕнче айăпа кĕнĕн, çапла хушса хучĕ: — Эпир ăна совхозри нимĕç чĕлхин учи-тельне кăтартнăччĕ...
— Çапла, — терĕ Виталий, — темĕнле механика парнеленĕ.
— Нимĕçсем енче ĕçленĕ механика-и? — хушса хучĕ пулăçă.
— Портсигар çине мĕн çырнине ĕненес пулсан ун хуçи, чăнах та, нимĕçсен пĕр-пĕр карапĕ е катерĕ çинче ĕçленĕ... — Синичкин «Ереван» совхозран килнĕ пысăк куçлă çак çамрăк эрменрен хăйĕн шухăшĕсене пытарас темерĕ. — Самед, — терĕ вăл, — тавтапуç, хăвăр тупнă япалана мана кăтартса пăхнăшăн. Манăн ĕнер хам çуралса ӳснĕ тăван яла тухса каймаллаччĕ, анчах сирĕн çырăвăра пула кунта тата икĕ кунлăха юлтăм.
— Виталий Сергеевич, сирĕн аçăр...
— Çапла, вăл вăрçă пуçланас умĕн Хура тинĕс флотĕнче службăра пулнă, 1942 çулта вара сас-хурасăр çухалнă, — терĕ биофилолог пулăçа пӳлсе. Самед унăн ашшĕ çинчен сăмах пуçарнăшăн кăштах тĕлĕнчĕ пулин те Виталий çакна палăртсах каймарĕ. — Çавăнпа эсир темĕнле Синичкин портсигарне тупнине пĕлсен аттем çинчен мĕн те пулин илтес шанчăк çуралчĕ. Анчах кăлăхах иккен. Ман атте Готлиб мар, Сергей ятлă пулнă, вăл нихçан та механикра ĕçлемен. Çитменнине, тинĕсри чикке пăсакансене тытса чарнă чух паттăрлăх кăтартнă совет офицерĕ (ăна уншăн орден та панăччĕ) фашистсем енне куçнине те ĕненме йывăр...
Синичкинăн юлашки сăмахĕсене илтсен Эксузьян аванмарланса хĕрелчĕ.
— Каçарăр, Виталий Сергеевич, эпĕ сире кӳрентерес теменччĕ, — терĕ вăл хăюсăррăн. — Калаçса кăна пăхасшăнччĕ, те юрать, те юрамасть...
Эксузьян сăнĕнче тĕксĕм йĕрсем пур — ахăртнех, нумай пулмасть пысăк хуйхă тӳссе ирттернĕ пуль вăл. Калаçăва пуçарма та тӳрех кирлĕ сăмах тупаймарĕ пулăçă. Вăл малтан кĕсйинчен шурă тутăр кăларса тарлама ĕлкĕрнĕ çамкине шăлса типĕтрĕ.
— Манăн атте, Вургун Эксузьян, нумай вăхăт хушши чирлесе выртрĕ. Вăрçăранах питĕ вăйсăрланса таврăннăччĕ вăл. Ăна, йывăр амантнăскерне, фашистсенчен Одессăри пĕр ватă хĕрарăм пытарса хăварнă пулнă. Кайран вăл хулари партизансен ушкăнĕпе çыхăннă, вĕсем пулăшнипех портра механика вырнаçнă, унтан партизансен штабĕ хушнипе нимĕçсен катерĕсене сиенлеме тытăннă... Ну, кĕскенрех калас тăк, атте час-часах Синичкин хушаматлă механика асăнатчĕ... Пĕррехинче аттене сасартăк нимĕçсем ярса тытсан ăна вилĕмрен çав механик çăлса хăварнă-мĕн...
— Епле майпа?
— Темĕн тĕрлĕ асаплантарса пĕтернĕ хыççăн гестаповецсем аттепе тепĕр тăхăр çынна каçхине тĕрмерен тинĕс хĕррине ертсе тухнă та вуннăшне те катер çине лартнă. Допрос унта та малаллах пынă. Партизансем ăçта пытанса пурăннине каламасан вĕсене çав каçах алли-урисене сăнчăрласа Хура тинĕсе кăларса ывăтассипе хăратнă. Çапах та вунă совет çыннинчен пĕри те хăрушлăхра чĕтресе ӳкмен — тăххăрăшĕ гестаповецсен ыйтăвĕсене пĕр сăмахпа та хуравламан. Вуннăмĕшне, çав тери тарăхса çитнипе гестапо офицерне питĕнчен лачлаттарса сурнăскере, çавăнтах каютăран çӳле кăларнă та палуба хĕррине тăратса темиçе хутчен пистолетпа пенĕ.
Эксузьян тарланă çамкине татах шурă тутăрпа шăлса типĕтрĕ.
— Машина уйрăмĕпе юнашар тĕттĕм камерăра аран-аран йынăшса выртакан çынсемшĕн кĕтмен çăлăнăç килсе çитнĕ. Катер механикĕ сасартăк пӳлĕме вирхĕнсе кĕнĕ те: «Юлташсем, сире тарма çул уçă! Пĕтĕм вăя пухăр та çырана çити ишĕр!» — тесе кăшкăрса янă. Атте палуба çине тухнă чух чутах нимĕç часовойĕнчен такăнса ӳкмерем тетчĕ. Камерăна уçиччен икĕ часовойне те механик пĕр сассăрах пуçтарса хума ĕлкĕрнĕ.
— Кам пулнă механикĕ?
— Унăн ятне атте çырана тухсан каярахпа тин пĕлнĕ. Вĕсене вилĕмрен нимĕç катерĕн механикĕ Готлиб Синичкин çăлса хăварнă-мĕн. Анчах хăй вара хăтăлайман: çыраналла ишекенсем катер çинче автоматпа пистолетсенчен пенине илтнĕ, унтан катер хăй те темиçе татăка пайланса сывлăшалла сирпĕнсе кайнă... Катер механикĕ совет разведчикĕ е нимĕçсене вăрттăн сиенлекен ушкăнăн çынни пулнă пулĕ тетчĕ атте.
Самед калаçма чарăнчĕ те Синичкин çине хальхининче çывăх юлташла пăхса илчĕ.
— Ăнланмалла калап-и эп?
Синичкин пулăçăпа килĕшсе пуçне сĕлтрĕ, Самед халĕ тин чи кирлине калама хатĕрленнине туйса портсигар хупăлчине каялла хупса хучă.
— Паянхи пекех ас тăватăп: çуркунне эсир дельфинсемпе калаçма вĕренни çинчен çырнă хаçатсене атте çав тери хумханса вуласа тухрĕ, уйрăмах хаçатра пичетленнĕ сирĕн сăн ӳкерчĕкĕр çине тĕлĕнсе пăхрĕ. «Самед, пĕлетĕн-и дельфинсене этем чĕлхине вĕрентекен çамрăк ученăй кам иккенне?» — терĕ вăл мана хăйпе юнашар вырăн çине лармашкăн пӳрнипе кăчăк туртса чĕнсе. Сисетĕп: атте çав тери хытă савăннă, куçĕсем хăйĕн сывă чухнехи пекех телейлĕн ялкăшса çиçеççĕ. «Çак этем каснă лартнă пире тамăкран çăлса кăларнă Синичкин механик!» — вăйсăр сассипе кăшкăрса ячĕ вăл. Эпĕ тӳрех ĕненмерĕм, нимĕç катерĕ çинчи механик сăнарне лайăхрах аса илме сĕнтĕм. Вăл ӳкерчĕке тата тимлĕрех сăнаса пăхрĕ. «Биофилолог — мана вилĕмрен çăлнă çын ачи е тăванĕ мар тăк мана çакăнтах тинĕс турри тыттăр!» — терĕ атте малтанхинчен те хĕрӳллĕрех. Хаçатра пичетленнĕ очеркран сирĕн хушаматăр Синичкин иккенне пĕлсен Готлиб Синичкин сирĕн тăванăр пулнă пулĕ терĕмĕр.
— Анчах ман атте çемьере пĕр ывăл кăна пулнă, — терĕ пулăçă калавĕнчен шалт тĕлĕннĕ Виталий ăна хирĕç ним калама аптăраса.
— Çапах та калăр-ха: эсир сăнран аçăра хывман-и?
— Аттен пĕр сăн ӳкерчĕк çеç сыхланса юлнă. Унпа танлаштарсан кăштах пĕрпеклĕх пур пек... Асанне вара эпĕ отпуска яла пырсан мана пур енчен те аçу пек тесе калать...
— Вăт, вăт, аçăрах хывнă çав эсир, — терĕ Самед хĕпĕртесе.
— Сирĕн аçăр халĕ совхозрах-и? Пулăçăн сăнĕ каллех улшăнса тĕксĕмленчĕ.
— Çук, вăл икĕ уйăх каялла çĕре кĕчĕ. Нимĕçсем хĕнени ăша юлниех пĕтерчĕ ăна...
Синичкин пулăçа графинтан шыв ярса тыттарчĕ.
— Сирĕн пата ятарласах çыру ярасшăнччĕ атте, — калаçрĕ малалла Эксузьян, — анчах сывлăхĕ сасартăк питĕ япăхланнипе çыраймарĕ. Хам вара çырма аванмарлантăм. Эсир пирĕн совхоз çывăхĕнчех дельфинсен пансионатне уçни çинчен илтсен хам та кунта питĕ килсе курасшăнччĕ. Ăнсăртран иртнĕ эрнере çыран хĕрринче çак портсигара тупсан атте каласа хăварнисем тепĕр хут аса килчĕç. Чăтаймарăм — çыру çыртăм.
— Тĕлĕнмелле, — терĕ Виталий Синичкин. — Хăçантанпа эпир аттене шыраттаратпăр, анчах вăл хыпарсăр çухалнине пĕлнисĕр пуçне нимĕн те паллă пулмарĕ. Халь ак... тӳрех мĕн чухлĕ... Енчен Готлиб Си-ничкин ман атте пулсан епле ăнланас-ха вăл нимĕçсен катерĕ çинче ĕçленине?..
— Атте каларăшле, вăл совет разведчикĕ пулнă ĕнтĕ.
— Ах, сирĕн аçăрпа курса калаçнă пулсан вăт... Чимĕр-ха, катер çинчен тарнисем сывах мар-ши?
— Тăваттăшне нимĕçсем çавăн чухнех персе тивертнĕ, тепри вара партизансен вăрттăн госпиталĕнче вилсе кайнă. Сывă юлнисенчен виççĕшĕ совет чаçĕсемпе пĕрлешсе анăçалла çул тытнă. Пĕри пирĕн совхоза Одессăран килсе кайнине астăватăп, анчах ячĕпе хушамачĕ те асра юлман.
Синичкин ура çине тăчĕ те пӳлĕм тăрăх каллĕ-маллĕ утса çӳре пуçларĕ. Самед Эксузьян кĕмĕл портсигара сĕтел çинчен илсе татах биофилолог еннелле тăсрĕ.
— Виталий Сергеевич, эсир шалта мĕн пуррине тĕрĕслемерĕр те-çке.
— Çӳхе пленкăпа чĕркенĕскер-и?
— Ийя.
Синичкин çӳхе пленкăна сӳтсе пĕтерсен унăн ăшĕнчен кĕтмен çĕртен сиксе тухнă пĕчĕк çĕрĕ урайне ӳксе кĕтеселле кусса кайрĕ. Тепĕр самантран Виталий ăна çĕклерĕ те ывăçĕ çине хурса ним хускалмасăр пăха пуçларĕ. Ашшĕ сăнне аса илме тăрăшнăран çамки çине пĕчĕк пĕркеленчĕксем те сиксе тухрĕç. Çак çĕрре тахçан амăшĕн пӳрнинче курнă пекех туйăнчĕ Виталие пĕр кĕске саманта, анчах, ашшĕн чĕрĕ сăнарне те йĕркеллĕн астăвайманскер, вăл нимĕн те çирĕплетсе калама пултараймарĕ.
— Самед, — терĕ вăл пулăçă умне пырса тăрса. — Аттепе 1941 çулхи июнь уйăхĕнче сывпуллашнă чух эпĕ ытла та пĕчĕк пулнă.
— Анланатăп...
— Çапах та... Сан аçуна ман сăн ӳкерчĕк Готлиб Синичкина аса илтерни тата çак пĕчĕк çĕрĕ... Вĕсем хушшинче темĕнле çыхăну пур пекех туйăнать мана.
— Вăт, вăт...
— Ыран эпĕ хама пăхса ӳстернĕ асанне патне тухса каятăп. Çавăнпа портсигарпа çĕрре вăхăтлăха сиртен ыйтса илесшĕн эпĕ...
— Эпĕ вĕсене пуçĕпех сире пама килтĕм-çке, Виталий Сергеевич.
— Тавтапуç. Вĕсене эпĕ асаннене кăтартса пăхăп. Аттен епле çĕрĕ пулнине пĕлме тивĕçех вăл.
Синичкинпа Самед Эксузьян пĕр-пĕрне тахçантанпа çывăх пĕлекен туссем пекех сывпуллашрĕç. Биофилолог Сăр шывĕ хĕрринчен таврăнсан пулăçă ун патне татах кĕрсе тухма пулчĕ. Синичкин ун чухне Самеда хăйĕн дельфинĕсемпе паллаштарма сăмах пачĕ.
3
Пулăçăран уйрăлсан Виталий Синичкинăн аэропорта шăнкăравласа каçару ыйтма тиврĕ. Трубкăра хĕр сасси çав-çавах вашават: Мускава каякан каçхи самолет çинче шăпах пĕр пушă вырăн пур-мĕн, биофилологăн кăмăл пур тăк вăл çичĕ сехет тĕлнех аэропорта çиттĕр. Виталий çепĕç сасăллă хĕре тав турĕ те сĕтел хушшинчен тухса пĕр хушă пӳлĕм тăрăх утса çаврăннă хыççăн лабораторие кайрĕ, унтан тинĕс хĕр-ринчи пансионата анса дельфинсене саламларĕ, вĕсене хăй пĕр эрнелĕхе Сăр юхан шывĕ хĕрринче ларакан чăваш ялне кайса курасси çинчен пĕлтерчĕ.
Çамрăк ученăй кăмăлĕ паян сасартăк палăрмаллах улшăннине унăн шыври тусĕсем те сиерĕç. Дельфинсенчен чи аслине Виталипе пĕрле ĕçлекен лаборантсем пĕр-пĕринпе килĕшсех Гермес тесе чĕнеççĕ. Гермес биофилолога ыйту пама хатĕрленсе çăварне уçнăччĕ кăна, ученăй калаçу аппаратне хупса хучĕ те шыври тусĕсен эрнелĕх программине тĕрĕслеме тытăнчĕ.
Гермес çакна курсан çăварне хупса çурăм çине çаврăнса выртрĕ, кăшт тăхтасан вара ученăй хăй пурăнакан пĕчĕкрех шурă çурт еннелле утнине сăнама пуçларĕ...
Синичкин тĕп хулана кăвак шуçăмпа вĕçсе çитрĕ. Мускавра чарăнса тăрас темерĕ вăл, çавăнпа çав кунах Шупашкара самолетпа çитрĕ. Етĕрне еннелле каякан автобус çине ларса мăн çул ик енĕпе чӳхенсе выртакан ыраш уйĕсене пăхса пычĕ. Сăр кĕперĕ патне çитес умĕн шофера автобуса вăрманта чартарчĕ те пĕр аллипе пĕчĕк çеç чăматанне, тепринпе шупка пĕлĕт тĕслĕ костюм пиншакне хывса йăтса сулахай енчи хурăнлăхалла ансăр сукмакпа пăрăнса кĕчĕ.
Эксузьянпа тĕл пулса калаçнăранпа та лăпланайман çамрăк ученăй тăван тавралăха курсан тата хытăрах пăлханса кайрĕ. Йĕри-тавра ачаранпа пĕлнĕ кайăксем чĕвĕлтетеççĕ, хурăнлăх леш енче куккук та ĕлĕкхилле авăтать. Умри уçланкăри сарă чечексем çинче пыл хурчĕсем сĕрлеççĕ. Ума самантрах ачалăхра çак вырăнсене çырла татма çӳренисем, кăнтăр вăхăтĕнче сăрт çамкинчен анса тӳрех Сăр шывне чăмнисем, вăрманта ĕнесем пăхнă чух сарă пуçлă хурăн пуç çĕленсемпе хĕр ачасене хăратнисем тухса тăчĕç. Эй, ĕмĕтленнĕ-ши ĕнтĕ Виталий ялти пуçламăш шкулта вĕреннĕ вăхăтра хăй хăçан та пулин биофилолог пуласса? Çук, дельфинсем епле чĕр чунсем иккенне те чухласах кайман вăл ун чухне. Çитĕнсе çитсен шоферта е комбайнерта ĕçлеме шухăшлатчĕ. Ак халĕ вăл тăван яла Хура тинĕс хĕрринчи дельфинсен пансионатĕнчен таврăнать. Чăн та, тĕлĕнмелле иккен вăл пурнăç тени: мĕн тĕрлĕ улшăну пулса иртмест пулĕ çынсемпеле. Çапах та çак самантра чи тĕлĕнмелли çамрăк ученăйшăн... Хура тинĕсре тупнă çĕрĕ пулчĕ. Уçланкă урлă каçса мăн юман патне çитсен Виталий чăматанне сулхăна лартрĕ, пиншакне шĕшкĕ тураттинчен уртăнтарчĕ, вара кĕсйинчен (çула тухнăранпа миçемĕш хут ĕнтĕ) пленкăпа чĕркенĕ çĕрĕ туртса кăларчĕ. Унтан вăл юманăн аялаллах усăнса аннă турат вĕçĕнчи пĕр çулçи çинчен мăйăр татса илчĕ, ун ăшĕнчен пӳрнипе пусса кăларнă хăмăр шĕвеке çĕрĕ çине тумлатрĕ. Çакăн хыççăн ылтăн çĕрĕ тата хытăрах çиçсе ялкăша пуçларĕ.
Виталий пĕркеленчĕк пит-куçлă ватă асламăшĕн сăн-сăпатне аса илчĕ. Епле-ши унăн сывлăхă? Кăнтăра хут янăранпа лайăхланнă-ши е малтанхинчен те йывăрланнă-ши? Виталий виçĕ кун каяллах яла телеграмма çаптарнăччĕ, ахăртнех, ăна кĕтсе те ывăнчĕç пулĕ. Вăл çĕрре кĕсйине пленкăпа чĕркесе чикрĕ, япалисене йăпăр-япăр пуçтарчĕ те кăшт çеç палăракан сукмакпа çуралнă ял еннелле тӳрĕрен васкаса утрĕ. Çамрăк ученăй урăх ниçта та чарăнса тăмарĕ, автобус çинчен анса юлнăранпа пĕр сехет иртеспе яла çитрĕ те хăйсен килне анкарти хыçĕпе кĕчĕ.
Инкĕшĕ шăпах пахчара утă çулатчĕ.
— Ай, Виталий çитрĕ-çке! — терĕ вăл хĕпĕртӳллĕн, çавине улмуççи айне тăратса алă пырса тытрĕ. — Халь кăна Сатлуйĕнчен колхозăнне çулса кĕтĕмĕр те...
«Хуйхă-мĕнĕ палăрсах каймасть, мамак вăй илнĕ пулас-ха», — çăмăллăн шухăшласа илчĕ хăй ăшĕнче Синичкин инкĕшĕпе юнашар кил картинелле утнă май. Çапах та ыйтмасăр чăтаймаре:
— Мамак сывлăхĕ еплерех?
— Халь чиперех, — терĕ инкĕшĕ. — Эрне каялла вара япăхлансах çитнĕччĕ, сана курса юласси çинчен çеç ĕмĕтленетчĕ. Хăв пĕлетĕн, çитмĕл çичче кайрĕ вĕт кăçал...
— Мĕн пулчĕ?
— Сывлăш пӳлĕннипе аптăрарĕ. Юрать, председатель пĕлнĕ те хăех хулари больницăна кĕрсе тухнă. Тĕп врачĕ хăй машинăпа персе çитрĕ. Сйплерĕç. Сана халь кашни кун кĕтетпĕр, колхоз шоферĕсем автовокзала пырсах тăраççĕ...
— Эпĕ Васанар сăрчĕ тĕлĕнче анса юлтăм. Сар чечеклĕ уçланкă урлă каçас килчĕ, — терĕ Виталий.
— Ай, анне хĕпĕртет те ĕнтĕ!
Асламăшĕ, чăнах та, питĕ савăнчĕ. Лаçра сĕт яшки пĕçерекенскер тĕреклĕ хул-çурăмлă мăнукне курсан аллинчи çăпалине те ниçта хума аптăрарĕ, вара çаплипех Виталин сарлака кăкăрĕ çине пуçне хурса йĕрсе ячĕ.
— Ах, Виталий, тăлăх ӳссех мĕнле çын пултăн! Аçупа аннӳ сывă пулсан епле мухтаннă пулĕччĕç санпа...
Пахча витĕр кĕнĕ пулин те яла чаплă ученăй килни çинчен хыпар питĕ час сарăлчĕ. Асламăшне лăплантарнă хыççăн хăнана инкĕшĕ нӳхрепрен кăпăклă сăра ăсса тыттарнăччĕ çеç, кӳршĕсем çитсе кĕчĕç. Унтан Виталие шкулта чĕлхепе литература вĕрентнĕ учительсем — Николай Егоровичпа Пелагея Максимовна — пычĕç. Каçалапа колхоз председателĕ, йăваш кăмăллă Алексей Смирнов, кĕрсе тухрĕ. Пурте дельфинсемпе интересленчĕç, çав чĕр чунсен чĕлхине ăнланма пултарнишĕн тĕлĕнчĕç, вĕсемпе епле калаçни çинчен ыйта-ыйта пĕлчĕç.
Хăнасем çур çĕр çитеспе тин саланчĕç.
— Кин, Виталие эс тулти чăланта вырăн сарса паран пуль, — терĕ асламăшĕ. — Вăл уçă сывлăша юратаканччĕ.
Çул çинче самаях ĕшенни тин палăрса çитрĕ пулин те Виталий канма шутламарĕ.
— Мамак, — чĕнчĕ вăл тĕпелте чашăк-тирĕк тирпейлекен асламăшне ăшшăн, — килсе лар-ха эс сĕтел хушшине. Санран ман пĕр сăмах ыйтса пĕлмелли пур.
— Мĕскер-ши?
— Мамак, астумастăн-и эс манăн аттен ылтăн çĕрĕ пулнине?
— Ма апла ыйтан, мăнукăм? — тăруках хумханма пуçланипе чĕтренсе тухрĕ ват çын сасси.
— Эс тем ан шутла, мамак. Ку вăл мана питĕ кирлĕ, — лăплантарчĕ Виталий.
Анчах лешĕ, мăнукĕн сăмахĕсене илтсен тата хытăрах пăлханса кайрĕ. Виталий асламăшне эрмен çыннипе, Эксузьянпа, тĕл пулни, çак эрмен çыннине ашшĕ Синичкин механик çинчен мĕн пĕлтерсе хăварни çинчен тĕпĕ-йĕрĕпех каласа пачĕ.
— Аçу нихçан та чĕлĕм туртман. Çавăнпа ку япала çинчен сана нимĕн те калама пултараймастăп, — терĕ те карчăк кĕмĕл портсигара хăй умĕнчен мăнукĕ çывăхнерех тĕксе куçарчĕ.
Тепĕр самантран вăл чĕтрекен пӳрнисемпе портсигар ăшĕнче тупнă çĕрре тытрĕ, кинне арчаран пысăкрах лампочка кăларттарса çактарчĕ, мăнукне сĕтел сунтăхĕнчен куçлăх илтерчĕ. Асламăшĕ пĕчĕк çĕрре куçĕ умнех тытса епле çавăра-çавăра сăнанине Виталипе инкĕшĕ тинкерсе пăхрĕç, мĕн каласса чăтайми кĕтрĕç. Анчах лешĕ сăмах хушас вырăнне куççулĕпех йĕрсе ячĕ.
— Мĕн эсĕ, мамак?
— Астурăм, Виталий... Ах, ытла та чун хурланать-çке иртнисем аса килсен... Вăрçă тухнă çул аннӳн çуралнă кунне паллă тунăччĕ. Çавăн чухне аçу ăна ылтăн çĕрĕ илсе панăччĕ. Ара, ăçтан манăн ун пеккине? «Вера, — терĕ аçу, — сана качча илнĕ чух эпĕ çĕрĕ илсе параймарăм, çавăнпа йышăнсам паян иксĕмĕрĕн мăшăрлану çĕррине», — терĕ. Ийя, астăватăп, кин ун чух аçуна çавнашкал хаклă япала туяннăшăн вăрçса та илчĕ кăшт, анчах хăй çав-çавах савăнчĕ...
Виталий асламăшĕ каласа панинчен лайăх пĕлет: унăн ашшĕ çар училищинчен отпуска килсен авланнă, ялта усравра ӳснĕ тăлăх хĕре качча илнĕ. Унччен вĕсем шкулта та иккĕшĕ пĕрлех вĕреннĕ-мĕн. Ашшĕ Тинĕс Çар офицерне вĕренме кайсан амăшĕ педтехникума кĕнĕ. Паллă ĕнтĕ, шăв-шавлă туй ирттерме майĕ те пулман вĕсен. Анчах...
— Мамак, çĕррине вара анне тăхăнса çӳресе-и?
— Ийя. Куратăн-çке, ку — хĕрарăм çĕрри. Аçун кача пӳрнине çеç юратчĕ вăл.
— Вара?
— Çав çулхине эпир пурте аçупа пĕрле Одессăра пурăнаттăмăр. Вăрçă пуçланнă хыççăн вăл пире яла ăсатса яни çинчен темиçе те каласа панă сана эп. Анчах пĕрре те çĕрĕ çинчен асăнман. Ку вокзалта пулчĕ. Уйрăлас умĕн аннӳ ăна çак çĕрре хывса тыттарчĕ. Ялан асăнмалăх, хăрушлăхсенчен çăлăнса пымалăх тесе эппин. Аçу çĕрре илесшĕн те марччĕ-ха, анчах Мускавалла каякан поезд тапранса та кайрĕ...
Виталий асламăшĕпе юнашар ларнă, амăшĕн арки çинче çичĕ уйăхри Вери ятлă йăмăкĕ пулнă.
Поезд çинче мĕн пулса иртнине Виталий хăй астумасть — ара, вăл ун чух виççе кайнă ача çеç пулнă-çке. Асламăшĕ каланă тăрăх, эшелона çул çинче нимĕç самолечĕсем темиçе хутчен те тапăннă. Вĕсем Одессăран инçех те каяйман, чугун çула бомбăсем аркатса пăрахнипе пĕр станцире темиçе сехетлĕх чарăнса тăнă. Кăнтăрлахи шăрăхра вакунсенче чăтма çук пăчă пулнă, çавăнпа пĕчĕк ачасем ĕçме шыв ыйтса макăрнă. Станцири водокачка сиенленнĕ пирки хĕрарăмсен шыв шыраса çывăхри урамсене чупма тивнĕ. Виталий амăшĕ те ывăлне асламăшĕпе хăварса çулсем çинче тăракан эшелонсен вакунĕсем айĕпех станци çывăхĕнчи шыв колонки патне васканă. Хытах çухăрса йĕме пуçланă пĕчĕк Верине те вăл хăйпе пĕрлех илнĕ.
Сасартăк станци çийĕн нимĕç самолечĕсем çăханла вирхĕнсе вĕçме тытăннă. Çывăхрах тахăшин çуртне çулăм тивсе илнĕ, вокзал енчен çӳлелле çăра тĕтĕм йăсăрланса хăпарнă. Самолетсем пулеметсенчен çур сехете яхăн персе çӳренĕ хыççăн тин хĕвел анăçнелле вĕçсе кайнă.
Çав самантра эшелон патне çӳçне-пуçне салатса янă хĕрарăм чупса çитнĕ те:
— Ай, пĕтрĕмĕр, мĕн чухлĕ хĕрарăма вĕлерчĕç мур илесшĕсем! — тесе кăшкăрса янă.
Виталий асламăшĕ вакунра чăтса ларайман, мăнукне çула тухсан паллашнă карчăка тыттарнă та çатăртатса çунакан вакунсем çывăхĕнче хускалмасăр выртакан çынсене пăха-пăха пĕчĕк тăкăрлăка чупса çитнĕ. Анчах кинĕ кунта та курăнман. Халĕ ĕнтĕ ăçта çитсе шырам-ши тесе асламăшĕ каялла çаврăнма тăнă çеç, çав хушăра вăл тăкăрлăкра шыв колонки пуррине асăрханă.
Колонкăпа юнашар пĕр хускалмасăр выртакан кинне курсан ура вăйĕ пĕтсе килнипе вăл тӳрех ун çумне тĕшĕрĕлсе аннă. Кинĕн хитре шурă çамки чĕп-чĕр юн айне пулнă, нимĕç пули пуçран тивнипе вăл колонка патĕнчен аяккалла та пăрăнайман-мĕн. Ун çывăхĕнче куçне хупса выртакан тепĕр майри вара Сергейпе пĕрле службăра тăракан çамрăк офицер арăмĕ пулнă. Анчах пĕчĕк Вери ниçта та курăнман.
Кинĕ çавнашкал сарăмсăр вилнипе тата пĕчĕк Верине çунакан станцире тупас шанчăк пĕтнипе чунĕ кӳтсе çитнĕ асламăшĕ икĕ хĕрарăм хушшине пуçне хурсах ĕсĕклесе янă. Пуçне вăл хăйне такам чĕннине илтсен тин çĕкленĕ.
«Асанне, тăрăр ĕнтĕ, час сирĕн поезд тапранса каять», — тенĕ хайхи çемçе сас.
«Атя эппин».
«Эпĕ кунтах пурăнатăп, сире урам вĕçĕнче шырарĕç».
Тăнă асламăшĕ. Вăл çак станцирех тăрса юлсан Виталий мăнукĕ ăçта çитсе тухĕ, ют çынсемпе хутăшса епле хĕн-хур тӳсĕ?..
Нимĕç самолечĕсем станци çине кĕç-вĕç татах вĕçсе килме пултарасса сиссе станци коменданчĕ эшелона часрах çула кăларса яма йышăннă. Асламăшĕ Виталий патне таврăнма ĕлкĕрнĕ-ĕлкĕрменех эшелон хускалса та кайнă. Те асламăшĕ çакăн çинчен пĕчĕк чухне нумай-нумай каласа кăтартнăран Виталие халĕ те асламăшĕ вакунра хăйне ыталаса илсе макăрнине астунăн туйăнать.
Асламăшĕ сасартăк татах тем аса илсе çĕрре мăнукĕ еннелле тăсрĕ.
— Ме-ха, тыт — шал енчен ним йĕрĕ те çук-и?
— Мĕн-мĕн? — ăнланаймарĕ Виталий.
— Витĕрех курмастăп тетĕп-çке. Аçу çĕррĕн шал енне хăçан мăшăрланнине çырса хунăччĕ. Кинпе питĕ килĕштеретчĕç те, ĕмĕрлĕх пултăр тенĕ ĕнтĕ. Хĕр ачине те çавăнпах амăшĕн ятне хуртарнăччĕ.
— Астăватăп, вĕсем тырă вырма тухас умĕн пĕрлешнĕччĕ, — терĕ Виталий инкĕшĕ. — Июнь вĕçĕнче.
— Ийя, эс çураличчен икĕ çул маларах, — хушcа хучĕ асламăшĕ.
— Апла тăк, пин те тăхăр çĕр вăтăр улттăмĕш çулта эппин, — ăнланчĕ Виталий.
— Вăт, вăт...
Унччен биофилолог çĕрĕ ăшне сăнаса пăхма шутламанччĕ те. Вăл халĕ ăна ура çине тăрсах электричество çути патнерех илсе пычĕ. Унăн кашни хусканăвне сăнаса ларакан асламăшĕпе инкĕшĕ тепĕр самантрах Виталий куçĕсем вут пек çуталса илнине, унтан пичĕ пĕр шуралса, пĕр хĕрелсе кайнине курчĕç. Пĕри те тӳрех чĕнмерĕ.
— Ма шăпăртах пултăн? — чи малтан сăмах хушрĕ асламăшĕ. — Çук-им нимĕн те?
— Пур...
— Çырнă-и?
— Аха, пăх-ха эс те, инки...
— Ĕ-мĕ-р-л-ĕ-х-е, — тăсса вуларĕ инкĕшĕ, — ай-уй, числосем те пур-няк... Июнĕн çирĕм çиччĕмĕшĕ, пин те тăхăр çĕр вăтăр улттăмĕш çул...
— Аçунах-иç апла...
— Иккеленмелли пĕтрĕ ĕнтĕ — аттенех...
Пĕчĕк çĕрĕ каллех алăран алла куçа пуçларĕ. Кашниех ăна çĕнĕрен сăнаса пăхрĕ. Асламăшĕн куçĕ умне ывăлĕпе чипер кинĕ тухса тăчĕç, инкĕшĕ вара вăрçăра вилнĕ хăйĕн упăшкине, Виталий пиччĕшне, аса илчĕ... Вăрçăччен çак çĕрре Виталий амăшĕ хĕпĕртӳллĕн тăхăнса çӳренĕ, унтан ашшĕ ăна кăкăрĕ çумĕнче упранă...
Ирчченех çывăраймарĕç вĕсем. Ашшĕн вăрçă çулĕсенче мĕн-мĕн тӳссе ирттерме тивни çинчен темĕн тĕрлĕ те шухăшласа пăхрĕç. Юлашкинчен асламăшĕ çапла каларĕ:
— Аçу çинчен мĕн те пулин илтес шанчăк та пĕтнĕччĕ, акă çĕррине те тытса пăхрăмăр. Телей пулсан Вери йăмăку çинчен те мĕн те пулин пĕлĕпĕр-и, тен?
— Ах, шанчăкĕ сахал-çке, — терĕ инкĕшĕ.
— Çичĕ уйăх хам юратса сиктертĕм, ах, халь тĕл пулса калаçас тăк... — терĕ асламăшĕ хаш сывласа.
— Курăпăр-ха, эсĕ сывлăхна çеç упрама тăрăш, — ăшшăн сĕнчĕ Виталий карчăкăн шăнăрлă аллине ачашласа. — Атте çинчен те нумайрах пĕлĕпĕр ак, тен, йăмăк та тупăнĕ.
— Тем пекехчĕ, мăнукăм, тем пекехчĕ...
4
«Вăрçă пĕтнĕ-пĕтменех дельфинсене сăнаса тĕпчеме тытăнатăп, кирлĕ пулсан пĕр-пĕр аслă шкула вĕренме кĕретĕп, анчах çак тĕлĕнмелле чĕр чунсен вăрттăнлăхне пĕлетĕпех...»
Çапла çырнăччĕ ашшĕ Вакăша янă пĕртен-пĕр çырăвĕнче. Ывăлĕ ашшĕн дневникĕсенче те дельфинсем çинчен çырса пынисене тупса вуланăччĕ. Ун ĕмĕтне Виталий халĕ пурнăçларĕ ĕнтĕ. Университетра вăл чи малтан «Дельфинсен вăрттăнлăхĕ» кĕнеке авторĕ, биологи наукисен докторĕ Кайненберг патĕнче вĕренчĕ, каярахпа ăна дельфинсен морфологи институчĕн директорĕ Сарпович хăй патне чĕнсе илчĕ. Сарпович çав вăхăтра шăпах Америка ученăйĕн Джон Хиллăн «Этем тата дельфин» ятлă кĕнекине куçарнăччĕ. Виталий дельфинсем çинчен хамăр çĕршывра тата чикĕ леш енче тухса тăракан наука журналĕсенче мĕн çырнине пĕр сиктермесĕр вуласа пыма тăрăшрĕ. Çурçĕрти пăрлă океан çывăхĕнчи тата Инçет Хĕвел тухăçĕнчи тинĕссенче пурăнакан дельфинсене сăнаса хăех экспедицисем туса ирттерчĕ, акă юлашкинчен Миме тĕпчев институчĕ сĕннипе Хура тинĕс дельфинĕсем патне куçса килчĕ. Ун чухнех наука çыннисем дельфинсен пуç мими питех те кăткăс тата вăл этемĕнни евĕрлĕрех иккенне асăрханăччĕ. Дельфин çулталăкра пĕрре çăвăрлать, амăшĕ çурисене ӳссе çитсен те ыттисенчен лайăхах уйăрса илет, вĕсем шывра яланах пĕрле çӳреме юратаççĕ. Ушкăнăн-ушкăнăн çӳрекен дельфинсем пурте пĕр çемьене кĕреççĕ-мĕн, пĕр-пĕринпе вĕсене тăванлăх туйăмĕ пĕрлештерсе тăрать. Çемье хуçи вара дельфинсен ашшĕ мар, амăшĕ иккен.
Дельфинсем этем чĕлхине те вĕренме пултараççĕ-мĕн, анчах ку вăл питех те йывăр тата вăраха каякан ĕç пулнине Виталий Синичкин тӳрех ăнланчĕ. Çавăнпа вăл урăх çул суйласа илчĕ — дельфинсем калаçнине тĕпчеме, вĕсен калаçу системине ăнланма шут тытрĕ. Хăш-пĕр ученăйсем халь çеç аталанма пуçланă биофилологин пуласлăхĕ пирки вăл часах путланса ларма тивĕç теме пăхрĕç. Анчах çамрăк биофилолог хăй тĕрĕс çул çине тухнине чунĕпе туйса тăчĕ, çавăнпа ăна пирвайхи ăнăçсăрлăхсем шиклентерес вырăнне тата тăрăшарах та нумайрах ĕçлеме хистерĕç. Ассистентсене те вăл дельфинсемпе пĕр чĕлхе тупассине çирĕп ĕненекен, биофилологи наукине чĕререн парăннă çамрăксене суйласа илчĕ, теприсем кăшт куларах пăхнине юриех асăрхаманçи пулчĕ, хăйĕн ушкăнне Синичкин икĕ хастар инженер-конструктора та явăçтарчĕ.
Хăйне евĕрлĕ урăх çул суйласа илесси Синичкинăн çакăнтан пуçланчĕ. Пĕррехинче Хура тинĕсри пансионат площадкинче пĕр дельфинне ăнсăртран тем пулчĕ. Вăл чипер выртнă çĕртех сасартăк питĕ йывăррăн сывла пуçларĕ. Унăн ӳпки этемĕнни пек çăварпа çыхăнман, çăварлăхпа çыхăннă. Çăварлăх тесе ученăйсем дельфин пуçĕ çинчи шăтăка калаççĕ. Акă пĕр кĕтмен çĕртен тинĕс чĕр чунĕн çăварлăхĕ пĕрре уçăлса сарăлма, тепре пĕчĕкленсе пухăнма тытăнчĕ. Дельфин çăварлăхĕн хупăлчи те çук, ăна нимĕн те хӳтĕлемест. Çăварлăха шыв кăштах кĕни дельфиншăн хăрушă мар, мĕншĕн тесен вăл ăна çавăнтах каялла пĕрĕхтерсе кăларать. Шыв нумайрах пулсан вара унăн пĕтĕм ӳпкине тултарса лартма пултарать, ун пек чух вăл этем евĕрлех чыхăнса каять.
Дельфин чирлĕ çын пекех йывăррăн сывласа выртрĕ.
— Мĕн тăвăпăр? — çамрăк ученăй куçĕнчен хумханса пăхрĕ Рена Хорькова врач лаборантка.
Виталий дельфина çурăмĕнчен хыпашласа пăхрĕ — тирĕ унăн яп-яка, кĕлетке температури вăтăр çичĕ градусран иртет пулин те, алла тиртен сивĕ çапать. Çурăмĕ унăн хуп-хура тĕслĕ, хырăмĕ вара юр пекех шурă. Кăшт çеç уçăлнă çăварĕнчен пĕр пек пĕчĕкрех шăлсем курăнаççĕ. Умне пĕшкĕннĕ Синичкина асăрхасан дельфин куçĕсене мăчлаттарса хупрĕ те ученăйран пулăшу ыйтнăн тата уççăнрах та вăрăммăн хашлатса илчĕ.
Синичкин дельфин епле асапланнине урăх чăтса лараймарĕ, ура çине тăчĕ те лаборантка еннелле çаврăнчĕ:
— Халех тинĕсе ярса пăхатпăр, — терĕ вăл дельфин шывра часах чиртен сываласса шанса. Хăй çавăнтах йăпăр-япăр хывăнчĕ те дельфина çуначĕсенчен питĕ асăрханса тытрĕ.
Дельфинпа пĕрле шыва Виталий те кĕчĕ. Хавшанăскере ун чух вилĕмрен çăлса хăварма (касса пăхсан вăл сарамакпа чирлени паллă пулчĕ) май килмерĕ пулин те ученăй унпа тăварлă тинĕс шывне чăмсан мĕн курнине нихçан та манмĕ. Путакан дельфина ыттисем самантрах темиçен пырса сĕртĕнчĕç те ăна каллех шывран кăларса çĕклесе тăчĕç. Пĕри мăн ушкăнтан уйăрăлса Синичкин патнех ишсе пынăччĕ, анчах ученăй умĕнче чарăнса та тăраймарĕ, чирлĕ дельфин çăварлăхĕнчен чуна ыраттармаллах хăйăлтатса тухакан сасса илтсен çавăнтах каялла ыткăнчĕ.
Дельфинсем, этем пекех, сывлăшсăр пурăнаймаççĕ. Çавăнпа вĕсем вăхăтран вăхăта шывран пуçне кăлараççĕ те ӳпкисене таса сывлăшпа тултараççĕ, унтан татах шалалла чăмаççĕ. Çав хушăра вĕсем пĕр-пĕринпе питĕ хăвăрт калаçаççĕ. Чирлĕ дельфин вăйсăрланса çитнипе юлташĕсем пулăшнине пăхмасăрах тинĕс тĕпнелле путса анса кайсан шыври сасăсем татах нумайланчĕç. Пĕрисем çинçен ӳхĕреççĕ, теприсем — хулăнраххăн, виççĕмĕшĕсен сасси вара шăхăрнине аса илтерет. Хурлăхлăн, çав хушăрах çепĕççĕн илтĕннĕ пек туйăнчĕç вĕсем биофилолога... Вилнĕ тусĕшĕн хуйхăрса пĕр-пĕринпе калаçакан дельфинсем хушшинче Виталий хăйне таçти урăх планетăна килсе лекнĕ пек туйрĕ...
Шăп çавăн чухне çамрăк ученăй дельфинсен пуç миминчи ăслăх центрĕсем çинчен нумай шухăшларĕ. Вара биофилолог пуçĕнче çĕнĕ шухăш çиçĕм пек ялтлатса иртрĕ... Темиçе кун хушши канăç памарĕ вăл Синичкина, амаланса, вăйланса пырса юлашкинчен çамрăк ученăя асамлă вăй пекех тыткăнласа хучĕ.
Чирлĕ дельфинпа шыва кĕнĕ хыççăн тăваттăмĕш кунне Синичкин пур ассистентсене те хăй патне чĕнтерчĕ. Унăн çĕнĕ шухăшне пурте ырласа йышăнчĕç...
Канашлу хыççăн биофилолог Мускава икĕ телеграмма çаптарчĕ. Тепĕр эрнерен вара Синичкин ушкăнне икĕ инженер-конструктор хушăнчĕ.
Çакăн хыççăн çамрăк ученăйсем, çĕнĕ идейăпа хавхаланса кайнăскерсем, Виталий Синичкин ертсе пынипе дельфинсен чĕлхине нихăçанхинчен те тĕплĕнрех тĕпчеме пуçларĕç. Çынсемпе çак ăслă чĕр чунсем пĕр-пĕринпе çăмăллăнах калаçма пултарччăр тесе дельфин чĕлхинчен этем чĕлхине куçаракан биофот текен çав тери кăткăс аппарат тума тытăнчĕç. Ăна пĕрремеш хут ĕçлеттерсе пăхнипе Хура тинĕс хĕрринче пансионат биофилологи наукин çĕнĕ страницине уçрĕ. Аппарата каçхинех пур енчен те хатĕрлесе çитернĕ пулин те ученăйсем ăна тепĕр кун ирхине тин ĕçе ярса пăхас терĕç.
Акă кĕтнĕ ир. Уçă сывлăш биофота вырнаçтарнă пĕчĕкрех шурă çурт кантăкĕ умĕнчи акаци çулçисене кăшт çеç варкăштарать. Çывăхри ту хушăкĕнче тинĕселле тухма хăяймасăр çăра тĕтре купаланса тăрать, Çуртран тулалла кăларнă пралуксене тинĕс еннелле лартса кайнă лутра юпасенчен çакса янă. Вĕсен вĕçĕсене тинĕс шывне путарса хунă çĕнĕ йышши репродукторсемпе çыхăнтарнă. Шурă çуртри микрофон умĕнче калаçакан ученăй сăмахĕсем биофотăн кăткăс механизмĕсемпе ăслăлăх приборĕсен тыткăнне лексе улшăнаççĕ те шыври репродуктортан дельфинсем калаçнă евĕр янраса тухаççĕ. Шыври дельфинсем çинçе те мăн саспа шăхăрса калаçни вара репродуктор карланкине лексе пралуксем тăрăх биофот патне вĕçсе çитет, халиччен çĕр чăмăрĕ çинче никам ăнланма пултарайман ультрасасăллă сăмахсем шалти репродуктортан чип-чиперех этем пупленĕ евĕр илтĕнеççĕ...
Анчах çав ир пансионат сотрудникĕсем çакна çирĕплетсех калайман-ха. Вĕсем Синичкин тавра пухăнса интереслĕ калаçу пуçланасса хумханса кĕтрĕç.
Акă Рена Хорькова врач лаборантка, тинĕс хĕрринче ятарласа дежурствăра тăраканскер, шурă çурта чупса хăпарчĕ.
— Дельфинсем вăранчĕç, халь гимнастика тăваççĕ, — пĕлтерчĕ вăл.
Шыври чĕр чунсем ир-ирех пĕр-пĕринпе кĕрешме пуçланине, шывра выляса ишнине ученăйсем гимнастика тенĕччĕ.
— Апла тăк, пуçлатпăр, биофота ток парăр-ха, — терĕ Синичкин.
Çак ăслă аппарата тăвакансенчен пĕри — Сафонов инженер — ток регуляторĕн рычагне аялалла пусса куçарнă хыççăн биофотăн кантăклă енĕнче вĕçĕмсĕр ылмашăнса тăракан çĕршер çутă пайăрка курăнса кайрĕ.
Виталий шыв хĕррине аннă Рена Хорьковăна биофот калаçăвне итлекен дельфинсем шывра хăйсене хăйсем епле тыткалани çинчен пĕлтерсех тăма хушрĕ.
— Сывлăх сунатпăр сире, тинĕсри пирĕн туссем! — терĕ хумханнă сасăпа Синичкин.
Шурă çуртра шăп. Мĕн тейĕç-ши хирĕç дельфинсем? Этем пуçласа вĕсен чĕлхипе калаçнине ăнланĕç-ши вĕсем? Дельфинсемпе чăн-чăн çыхăну тытма пулăшĕ-ши çынсене çак ăслă аппарат?
— Кам унашкал мăкăртатать — килтĕр-ха вăл ман паталла...
Ку сасă репродуктортан аран-аран хăрăлтатса тухрĕ пулин те, çуртра çавăнтах пĕр харăс хаваслăн ур-р-ра! кăшкăрни янăраса кайрĕ. Биофот дельфинла калаçма пултарать иккен!
— Чимĕр-ха, — терĕ Синичкин юлташĕсем пĕр-пĕрин аллисене тыта-тыта чăмăртанине савăнса пăхса, — биофотăн сасă улăштаракан пайне кăштах кăна хытарма тивет.
Сафонов инженер биофилолог шухăшне сăмахсăрах ăнланчĕ, аппарата ток яма чарса регулятор рычагне паçăрхи вырăна лартрĕ те çӳлти хупăлчине уçрĕ...
— Рена, шывра улшăну курăнмасть-и? — ыйтрĕ Синичкин тинĕс хĕрринчи дежурствăри врачран.
— Хальлĕхе çук-ха, — терĕ лешĕ.
— Шыва тепĕр хут сигналсем яратпăр, лайăхрах асăрха эппин.
— Схемăна кăштах улăштартăм, — пĕлтерчĕ çийĕнчех инженер.
Синичкин каллех микрофон умне вырнаçса ларчĕ.
— Сывлăх сунатпăр сире, пирĕн тинĕсри туссем! Çакăн хыççăн пĕтĕм тинĕс самантлăха шăпланнăн туйăнчĕ. Унтан репродуктортан асар-писер шăв-шав илтĕнме тытăнчĕ. Биофот дельфинсем çухăрашса калаçнине аран-аран çеç этем чĕлхине куçарса пыма ĕлкĕрчĕ пулас.
— Кам апла калаçать?
— Эй, хăшĕ паçăр унашкал мăкăртатрĕ?
— Килĕр-ха кунтарах — çак муклашка кăлармарĕ-и вăл сасса?
— Кам апла калаçать тетĕп?
Хулăн, çинçе сасăсем. Лăпкăн ыйтакансем, пăлханса кăшкăракансем, тĕлĕнсе çуйăхакансем...
— Виталий Сергеевич, дельфинсем пурте шыври репродуктор тавра пухăнчĕç! — тесе пĕлтерчĕ Рена Хорькова. — Темиçен пуçĕсене шывран кăларса шурă çурт еннелле пăхаççĕ, — терĕ вăл тепĕр вăхăтран.
— Гермес шывра лăпкăн тăма та пĕлмест, — хушса хучĕ врач кăшт каярахпа. — Куçĕсене чарса янă хăй!
— Туссем, — терĕ малалла Синичкин хăй хытă хумханнине сассинче палăртас мар тесе тăрăшса, — эсир халĕ ученăй сассине илтетĕр. Мана Синичкин тесе чĕнеççĕ. Эпир çак хушăра сирĕн чĕлхене вĕренсе çитрĕмĕр, эсир калаçнине этем чĕлхине куçаракан биофот текен аппарат турăмăр. Эсир сăмах хушасса кĕтетпĕр халь...
Дельфинсем каллех шавласа кайрĕç.
— Леш, ту çинчи çуртра пурăнаканни! — терĕ çинçе сасă.
— Гермес, хирĕç эс чĕн!
Ученăйсем пĕр-пĕрин çине пăхса илчĕç. Ватăрах дельфинне çынсем Гермес тесе чĕннине вĕсем те пĕлеççĕ-мĕн. Çынсем çав дельфин ыттисенчен чи аслăраххи те ăслăраххи тесе шутлани те тĕрĕсех пулас.
— Тип çĕр çыннисене илтетпĕр эпир, — терĕ Гермесăн хулăн сасси. — Анчах эсир ăнланма йывăр сăмахсемпе калаçатăр...
Çур сехете яхăнах пычĕ çак тĕлĕнмелле калаçу. Унтан вĕсем аппарата ток яма чарчĕç те пурте çуртран тулалла вирхĕнсе тухрĕç, тинĕс хĕрне чупса анчĕç. Пĕрисем хăйăр çине ларса салтăнма пуçларĕç, теприсем çĕнтерӳ савăнăçне ниçта шăнăçтараймасăр хăйсене кĕтсе çыран патнех ишсе пынă йăлтăркка дельфинсем хушшине сикрĕç.
Тепĕр эрнерен Синичкин биофилологпа Сафонов инженер-конструктор биофот дельфинсемпе мĕн калаçнине çырса пынă магнитофон пленкин тĕркине чăматана майласа чикрĕç те Мускава тухса кайрĕç.
Мускавра Наукăсен академийĕн чĕлхе уйрăмĕн ларăвĕ пулса иртрĕ. Тĕп хуларан Хура тинĕс хĕрринчи пансионата Синичкинпа пĕрле ватăрах академик вĕçсе килчĕ. Вăл дельфинсем ăçта тата епле пурăннине курса çӳрерĕ, врач лаборанткăпа тата инженер-конструкторпа тавлашма пуçличченех сăмахларĕ, юлашкинчен Гермеспа калаçса пăхрĕ. Каçалапа вара çамрăк ученăй аллине хĕрӳллĕн тытса чăмăртарĕ.
— Коллега, — терĕ вăл, — Кайненбергпа Сарпович вĕренекенĕ биофилологире чаплă çитĕнӳ тунăшăн савăнатăп эпĕ. Дельфинсене этем чĕлхине хăвăртрах вĕрентме пулать тесе хам йăнăш тунине те йышăнтăм. Малашне те наукăра ăнăçлăх сунатăп сире.
Виталипе пĕрле ирхи шуçăмла тытнă пулă яшкине пĕçерсе çинĕ хыççăн академик каллех Мускава таврăнчĕ. Нумаях та вăхăт иртмерĕ — совет корресподенчĕсемпе ют çĕршывсен журналисчĕсем валли пресс- конференци ирттерме Синичкина татах тĕп хулана чĕнсе илчĕç.
Вакăшран Хура тинĕс хĕррине таврăннă чух çул çинче çакна пĕтĕмпех çĕнĕрен аса илчĕ Виталий. Тăван ялĕнче эрне ытла пурăннă хыççăн вăл ашшĕн шăпипе хăйĕн дельфинĕсемсĕр пуçне урăх нимĕн çинчен те шухăшлама пултараймарĕ. Вăрçă вăхăтĕнче ют станцире çухалса юлнă йăмăкĕ те биофилолог асĕнчен тухмарĕ. Мĕн пĕчĕкренпе чуна пăшăрхантарса тăнă сăлтав Виталий чĕрине çĕнĕрен ыраттарса ячĕ...
5
Синичкин инçетри ту сăмсахĕ хыçĕнчен тухнă хĕвел шевлисем акаци тĕмĕсем çине ӳксенех тăчĕ, ал шăлли илсе сукмак тăрăх тинĕс хĕрне анчĕ. Лăпкăн çеç чӳхенсе выртакан тинĕс шывне снксен пĕтĕм çан-çурăма çав тери канлĕ пулса кайрĕ. Виталий çăвăнчĕ, вĕтĕ хумсем çийĕн ишрĕ, чăмса шыври ирхи сасăсене итлерĕ, дельфинсем епле пурăнаççĕ-ши тесе çывăхри пансионат еннелле пăха-пăха илчĕ.
Часах ученăй патнелле дельфин шыва çурса ишсе килни курăнчĕ. Ку — Гермес пулчĕ. Çак ăслă чĕр чун каçсерен ыттисенчен каярах лăпланать, ирхине те маларах вăранать. Пĕлессе те чылай пĕлет пулас вăл — ученăйсене тӳрех куçран пăхать, халь-халь этемле сăмах хушасла, йăваш куçĕсене мăчлаттарма пуçлать. Акă халĕ те вăл биофилолог тавра тăрă шыва сирпĕнтерсе çаврăнчĕ те унăн хĕвелпе пиçĕхнĕ çурăмĕнчен çепĕççĕн пырса сĕртĕнчĕ. Калаçасса ытларах çак дельфинпа калаçать Синичкин, — хăш-пĕр чухне вăл ученăй мĕн шухăшланине те витĕрех курса тăнăн туйăнать.
Гермес биофилолог тавра тепĕр çаврăм турĕ, ученăй ку хутĕнче ăна çурăм çунаттинчен кăмăллăн тытрĕ. Дельфин çунаттисем пĕртте пулăсенни пек мар, вĕсем çемçе те çурма çаврака, çавăнпа пӳрнесене кастарас хăрушлăх та çук. Гермес хӳрине вылятса илчĕ те пуçне шывран кăларса сăртри шурă çурт еняелле пăхрĕ. Уçă çăварĕнчен, каç кӳлĕм ӳхĕ çухăрнăн, тĕрлĕ сасăсем пĕр харăс янраса тухрĕç.
«Биофота тĕллесе кăтартать вĕт çакă, — шухăшларĕ хăй тĕллĕн Синичкин, — манпа калаçса пăхасшăн. Тунсăхланă ĕнтĕ... Хам пекех», — Виталий татах дельфина çурăмĕнчен ачашласа илчĕ.
— Гермес, çак кунсенчех эпир ĕçе тытăнатпăр ак, — терĕ вăл сасăпа кашни сăмаха уççăн калама тăрăшса, унтан куçпа виçейми инçене тăсăлакан тинĕсĕн хĕвел анăçнелле тĕллесе кăтартрĕ. — Ăнлантăн-и, часах эпир Одесса патне куçса каятпăр.
Дельфин кăкăр таран шывра тăракан çамрăк ученăй çине халĕ паçăрхинчен те хытăрах сăнаса пăхрĕ, вăл мĕн каланине тимлесе итлерĕ, унтан ученăйпа юнашар шыв çине лăпланса выртрĕ.
— Ну, каях эппин тусусем патне, — терĕ тепĕр самантран Виталий дельфина аякĕнчен кăлт тĕксе. — Ыттисем вăрансан биофот витĕр калаçăпăр.
Гермес ăнланчĕ — каялла пансионат патнелле ишсе кайрĕ. Синичкин вĕтĕ чулсем çийĕн шывран асăрханса утса тухрĕ те хул-çурăмне ал шăллипе сăтăрса типĕте пуçларĕ. Хĕвел шевлисен ăшшине халĕ çамрăк кĕлетке тата уççăнрах туйса илчĕ.
Çурт патне çитерехпе Виталий сукмак çинчи сирень тĕмĕ умĕнче чарăнса тăчĕ. Кунтан çывăхри аслă çул ывăç çинчи пекех курăнать. Ученăя, паллах, çулĕ мар, ун тăрăх ку еннелле чуптарса килекен сенкер автобус интереслентерчĕ. Экспедици членĕсем пансионатран виçĕ-тăватă çухрăмри сăрт айлăмĕнчи мăн ялта пурăнаççĕ. Врач лаборантка Рена Хорысова та çавăнта, лапсăркка йывăçсем айне пулнă пĕчĕкрех чул çуртра ашшĕ-амăшĕ патĕнче пурăнать. Çуркунне, ун чух Рена çирĕм виççĕ тултарнă кунччĕ-ха, Виталий вĕсем патĕнче пулса та курнăччĕ. Ашшĕ те, ялти учитель, амăшĕ те, виноград совхозĕнче ĕçлекенскер, питĕ сăпайлă çынсем пек туйăннăччĕ ун чух Синичкина... Хĕрĕ те вĕсен ырă кăмăллăскер, институт хыççăн тӳрех биофилолог экспедицине килнĕскер, дельфинсемпе Виталирен кая мар интересленет. Çĕр каç ученăй аэропортран килме тухсан автобусран Хорьковăсен çурчĕ тĕлĕнчех анса юлас тенĕччĕ, анчах патнерех çывхарса пынă май хăюлăхĕ унăн чакнăçемĕн чакса пычĕ, вара дельфинсем çинчен врачран ыран ир те ыйтса пĕлĕп-ха тесе хăйне хăй лăплантарчĕ те хĕр пурăнакан çуртăн çап-çутă кантăкĕсене пăхса кăна иртрĕ...
Рена Хорькова пансионата яланах питĕ ир çитет. Çавăнпа шоссерен тинĕс хĕрнелле пăрăнса кĕрекен ансăр çул тĕлĕнче сенкер автобусран çинçе пӳллĕ хĕр анса юлни Синичкина тĕлĕнтермерĕ. Вăл сирень тĕмне сирсе тепĕр енне тухрĕ те Ренăна хирĕç хăвăрттăн утса кайрĕ.
Виталие çак тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ, çырă çӳçлĕ хĕр тăван йăмăкĕ пекех çывăх туйăнать, унпа юнашар чух чуна яланах çăмăл, ĕçлес кăмăл та çĕкленет. Çак самантра вара Виталий сасси пĕртте ĕçлĕ ученăйăнни пек мар, çепĕçреххĕн илтĕнет. Биофилолог хăех темиçе те асăрхарĕ ĕнтĕ — ун пек чух Ренăн хура куçĕнче самантлăха темĕнле пысăк савăнăç палли çиçсе илет.
Акă Рена хăй те сăрт айккипе хирĕç килекен Синичкина асăрхарĕ, ученăя аллипе сулса саламларĕ.
— Сăр хĕрринчен çитнĕ ятпа сире, Виталий Сергеевичй — терĕ те хĕр хĕпĕртенине пытармасăр каччă еннелле хăйĕн пĕчĕк аллине тăсрĕ.
Рена алли çемçе, вĕри. Виталий ăна хăйĕн аллинче ахаль чухнехинчен нумайрах тытса тăчĕ пулас — хĕр пичĕ çавăнтах хĕрелсе тухрĕ. Те вăтаннине палăртасшăн пулмарĕ хĕр, те урăх сăлтавпа, тепĕр аллинчи шăтăклă сумки патне пĕшкĕнчĕ те Синичкина виноград сапаки кăларса тыттарчĕ. Халĕ вара Виталин хĕрелме черет çитрĕ.
— Ман хамăн Сăр кучченеçĕпе хăналамалла-çке сире, эсир ав... — терĕ вăл ним тавăрса калама аптăраса.
— Эй, ĕлкĕрĕр-ха ăна, — терĕ Рена йăл кулса, — унччен куна тутанса пăхăр. Атте хăй сыпса ӳстернĕ сорт...
— Юрĕ-çке эппин, — килĕшрĕ ученăй, — сире эпĕ кайран чие çырли çитерĕп. Асанне вăйпах тултарса ячĕ. Пурин валли те илсе кай, мăнукăм, тет...
— Еплерех ун сывлăхĕ?
Врач сасси ку хутĕнче тата та ытларах пăлханса тухрĕ, вăл халĕ Виталишĕн чи çывăх та ырă сас пекех илтĕнчĕ. Çамрăк ученăй иртнĕ эрнере хăй сисмесĕрех Ренăсăр питĕ тунсăхласа çитнине тин чунĕпе туйса илчĕ.
— Виталий Сергеевич, сирĕн ăна кунта илсе килмелле, — сĕнчĕ хĕр биофилолог асламăшĕ çинчен каланине итлесе пĕтерсен. — Пурăнатчĕ пирĕн патăрта. Ырă климат, сад, пахча, çимĕç...
— Э-э, çук ĕнтĕ, ялтан тухса каяссине хăлхана та чикмест вăл — иртнĕ вăрçа манаймасть, — терĕ те Синичкин калаçăва урăххи çине куçарчĕ: — Ну, пирĕн дельфинсем ятарлă программăна епле пурнăçласа пыраççĕ? — ыйтрĕ вăл винограда васкамасăр пĕрерĕн татса ĕмсе. — Хăйсене халĕ те эпир шутланă пекех тытаççĕ-и?
— Çавнашкалах, — терĕ врач лаборантка. — Эпĕ сире хăш-пĕр сăнавсене ĕнерех кăтартасшăнччĕ, çавăнпа юри пансионатра ĕç хыççăн юлса лартăм. Анчах сире, Виталий Сергеевич, кĕтсе илеймерĕм.
— Эпĕ вара çĕр каç аэропортран килнĕ чухнех сирĕн пата кĕресшĕнччĕ, анчах... хăю çитмерĕ.
Биофилологпа врач лаборантка пĕр-пĕрне куçран пăхрĕç те иккĕшĕ çеç туймалла телейлĕн кулса илчĕç.
— Эппин, пирĕн гипотеза тĕрĕс.
— Тĕпрен илсен, Виталий Сергеевич, юлашки сăнавсем те эсир каланинех çирĕплетсе параççĕ. Анчах вăт Гермес.
— Пĕлетĕп, — терĕ Синичкин лаборанткăна пӳлсе, — паяр ир каллех тĕлĕнтерчĕ-ха вăл мана.
— Мĕнле?
— Шыва кĕме антăм та, тӳрех ман пата ишсе пычĕ. Пĕчченех вăраннă. Ачашланать хăй, биофот еннелле пăха-пăха илет. Мĕн каланине те ăнланать. Анăçалла тĕллесе кăтартрăм та, часах хамăр кунтан куçса каясса та чухларĕ пек туйăнчĕ. Питĕ интереслĕ дельфин.
— Çапла-а...
— Кур вăт, Одессăра унашкал ĕçлекен те пулмĕ ак, — терĕ Виталий, унтан татах хĕр еннелле çаврăнчĕ. — Епле хыпарсем пур унти портран?..
— Эсир асаннĕр патне вĕçсе кайсан тепĕр куннех пароходствăран шăнкăравларĕç. Ятарласа калаçусем ирттерме сирĕн пата çын яратпăр тесе пĕлтерчĕç. Çынни килсе çитнĕ те пулас, ĕнер хуларан телефонпа эсир отпускран таврăнни çинчен ыйтса пĕлчĕ. Паян вăл кунта пулать ĕнтĕ...
Экспедици хуçалăхне пăхса çаврăннă хыççăн биофилолог сотрудникĕсемпе тинĕс хĕрринче кĕске канашлу ирттернĕччĕ кăна, пансионата хуларан пĕр ют çын килни, вăл Синичкинпа питĕ тĕл пулса калаçасшăн пулни çинчен пĕлтерчĕç.
Ученăя кĕтекен моряк шăпах Одессăри пароходствăра ĕçлекенскер-мĕн.
— Инженер-капитан Быков, — тесе паллаштарчĕ вăл хăйĕнпе.
Макар Данилович Быков Хура тинĕсре тĕрлĕ вăхăтра путнă карапсене тĕпĕнчен çĕклесе кăларакан экспедици начальникĕн заместителĕ иккен. Тăнлавсем кăштах кăвакарма та пуçланă унăн, çын çине вăл лăпкăн, куçран тĕллесе пăхать, калаçнă чух васкамасть, сăмахсене пĕрерĕн-пĕрерĕн шутласа пĕр-пĕринпе çыхăнтарса пырать тейĕн. Хура кителĕ çирĕп хулпуççийĕсене çăт тытса тăрать, ун çинчен йĕс тӳмесем хĕвел шевлипе куçа йăмăхтармаллах çиçсе ялкăшаççĕ.
«Ахăртнех, çур ĕмĕр пурăнса курнă çын, — шухăшларĕ хăй ăшĕнче Синичкин, — ман атте, сывă юлнă пулсан, халĕ епле курăннă пулĕччĕ-ши?..» Унтан вăл Быков ĕçлекен экспедици ĕçĕсемпе интересленчĕ.
— Хура тинĕсре путнă нумай-нумай карапсене тупса кăлартăмăр эпир, — терĕ инженер-капитан. — Ара, ĕçĕ çавнашкал та пирĕн йышши моряксен. Паллах, питĕ интереслĕ. Темĕн те пĕр курма тивет. Пĕрремĕш тĕнче вăрçине аса илтерекен экспонатсем, Граждан вăрçин юлашкисем, Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче шыв айне юлнă карапсем...
— Апла, тен, сире дельфинсен пулăшăвĕ кирлех те мар пулĕ?
— Ой, мĕн эсир, — терĕ те моряк пукан çинчен тăрса ученăй сĕтелĕпе юнашар стена çинчи карттă умне пычĕ. — Ак сирĕн шăпах кунта Хура тинĕс картти пур-ха... Ăçтан та ăçта çити сарăлса выртать вăл. Ĕмĕрсем хушшинче епле кăна событисем, çапăçусем пулса иртмен-ши çак тинĕсре? Епле кăна аварисемпе инкексене лекмен-ши çакăнта карапсем... Шучĕ те çук. Эпир тупса палăртнă суднăсем тинĕс тĕпĕнчи халичченех выртакан парăслă пысăк кимĕсен, суту-илӳ суднисен, çар карапĕсен, тинĕс пăрахучĕсен çав тери пĕчĕк пайĕ çеç вĕт. Çавăнпа вĕсене шыраса тупас енĕпе сирĕн дельфинсем пире пулăшу парсан мĕн тĕрлĕ пысăк çитĕнӳ пулĕччĕ. Акă мĕншĕн эпир çуркунне сирĕн сăнавсем çинчен хаçатсенче вуланă-вуламанах кунта шăнкăравларăмăр...
— Эсир хăвăр та пулăшма пулнăччĕ ун чух. Анчах ик-виçĕ уйăх кĕтме ыйтнăччĕ.
— Астăватăп-ха, Макар Данилович. Эпир дельфинсене Одессăна илсе пыма ятарлă программа тăрăх хатĕрлерĕмĕр. Ун пирки Наукăсен академийĕпе те калаçса татăлнă. Май пур таран пулăшма пултаратпăр сире. Одессăна сакăр-тăхăр дельфин илсе пырăпăр. Нумайлăха кирлĕ-и сире вĕсем?
— Ну, пĕр-ик уйăхлăха ыйтма тивет пулĕ. Мĕншĕн тесен эпир нимĕçсен архив карапне тупса кăларасшăн.
— Архив карапне?
— Çавна çав. Хура тинĕс хĕрринчи ялсемпе хуласенче хуçаланнă гестаповецсен вăрттăн архивне тиенĕ «Фаттерлянд» Одессăран Румыние кайма тухсан вăйлă взрыва пула çул çинчех сирпĕнсе кайни çинчен, тен, эсир те илтмен пулĕ, — Быков пӳрнипе карттă çинчи пĕр хура пăнчăна тĕллесе кăтартрĕ. — Вăл ак çакăнтарах путнă...
— Пирĕннисем путарнă-ши ăна? — ыйтмасăр чăтаймарĕ Виталий.
— Çавă паллă мар та ĕнтĕ, — аллисене сарса ячĕ моряк. — Взрыв сăлтавĕ çаплах-ха пирĕншĕн иккĕмĕш тĕнче вăрçин вăрттăнлăхĕ пулса тăрать. Карап путни çинчен вăрçă вăхăтĕнче нимĕç хаçачĕсем пачах хыпар-ламан, ара, гестаповецсен чи вăрттăн докуменчĕсене сасартăк Хура тинĕс çăтса яни çинчен пĕлтерме пултарайман та вĕсем ун чух. Анчах вăрçă хыççăн пичетленсе тухнă пĕр кĕнекере Румыни портĕнчи гестапо шефĕ «Фаттерлянда» советсен торпедăллă снарячĕ лекнĕ тесе ĕнентерме пикеннĕччĕ. Çапах та пире çак шеф хăйĕн асаилĕвĕсенче гестапо архивне сыхлама уйăрнă фашистсене юриех ырăпа асăнасшăн тăрăшнă пек туйăнать, мĕншĕн тесен совет торпеда катерĕсем ун чух Одесса çывăхĕнче çӳреме пултарайман. Тен «Фаттерлянда» шыв айĕнче çӳрекен совет кимми тапăннă? Анчах Совет Тинĕс Çар флочĕн историйĕнче кун пирки каллех пĕр сăмах та çук. Тинĕсре ăнсăртран пĕр-пĕр инкек сиксе тухнă тесе те калама йывăр. Апла пулнă пулсан «Фаттерлянд» радисчĕсем карап епле инкеке лекни çинчен çырана пĕлтерме ĕлкĕрнĕ пулĕччĕç. Çав вăхăтра вара нихăш радиостанци те «Фаттерляндăн» «SОS» сигналне тытман, çав тери вăйлă взрыв пулнă пирки тимĕр карап питĕ хăвăрт тинес тĕпнелле анса çухалнă, çавăнпа ун экипажĕнчен пĕр моряк та çăлăнса юлайман.
— Чăнах та, питĕ тĕлĕнмелле взрыв...
— Ирĕксĕрех вара çапла шутлатăн: «Фаттерлянда» хула портĕнче ĕçлекенсен нимĕçсене сăтăр тăвакан вăрттăн ушкăнĕ путарман-ши, вĕсем тăрăшнипе пулса иртмен-ши карап çинчи взрыв?
— Ун пек пулас тăк кам та пулин пĕлмелле-çке ăна, — терĕ Синичкин хăй сисмесĕрех сĕтел сунтăхĕнчен кĕмĕл портсигар туртса кăларса.
— «Фаттерлянда» сирпĕтекенсен ячĕсене пĕлмеллех çав пирĕн. Тен, вĕсем хăйсем те фашистсен карапĕпе пĕрлех вилнĕ — ăна та, куна та пĕлместпĕр эпир. Паттăрсен ячĕсене пирĕн халăх пĕлме кирлех. Паттăрсем нихçан та вилмеççĕ! Акă мĕн пирки пулăшу ыйтатпăр сиртен, Виталий Сергеевич...
— Калăр-ха, Макар Данилович, сире иртнĕ вăрçăра çапăçма тивнĕ-и?
— О-о, еплерех тивнĕ-ха? — терĕ те Быков брюкин пĕр кĕсйинчен пĕчĕк çеç кукăр чĕлĕм кăларса чĕртсе ячĕ. — Акă çак чĕлĕм шăпах вăрçă юлашки ĕнтĕ манăн. Вун улттăра чухнех, Одессăри катакомбăсенче пытанса пурăннă вăхăтра, çакна туртма вĕрентĕм те халĕ пируса хăнăхса çитейместĕп.
Быков халь тин çамрăк ученăй умĕнче выртакан кемĕл портсигара асăрхарĕ.
— Каçарăр, тен, кунта сирĕн туртма та юрамасть? Ара, асаилӳсем капланса килчĕç те... — терĕ вăл айăплăн чĕлĕм тĕтĕмне сĕтел патĕнчен вĕре-вĕре сирсе.
— Туртăр, туртăр. Унашкал чару çук пирĕн. Хам эпĕ туртмастăп, ку портсигарĕ вара... — терĕ вăл умĕнчи портсигарне çавăркаласа.
Быков куçĕсем тӳпе евĕрлех сенкер иккен. Вăл биофилолог çине ăшшăн та кăмăллăн пăхать, çамрăк ученăй мĕн каласса чĕлĕмне ĕмме тăхтасах кĕтет.
Виталий ăна кĕмĕл портсигара тыттарса пăхтарчĕ, амăшĕн çĕррине епле тупни тата Эксузьян ашшĕ Готлиб Синичкин çинчен вилес умĕн каласа хăварни çинчен кĕскен пĕлтерчĕ.
— Готлиб Синичкин эппин... — терĕ Быков каллех кукăр чĕлĕмне паклаттарма пуçласа. — Готлиб... Чимĕр-ха, Виталий Сергеевич, тем, ун пек хушамата илтнĕ пек туйăнать мана çамрăк чухне... Хăйне, паллах, курман эпĕ, анчах юлташсем асăнма пултарнă.
— Ах, епле пĕлес-ха ун çинчен тĕрĕссине? — терĕ çамрăк ученăй. — Чухлатăр ĕнтĕ, атте нимĕçсем патĕнче службăра тăни çинчен илтме çăмăл мар мана.
— Эсир аплах ан кулянăр-ха, Виталий Сергеевич, — терĕ Быков хумханса ӳкнĕ ученăя лăплантарма тăрăшса. — Эрмен пулăçин ашшĕ каласа хăварни, тен, чăнах та тĕрĕс. Катакомбăсенче пĕрле пулнă юлташсенчен виç-тăваттăшĕн адресне пĕлеттĕм-ха эпĕ. Çĕршывăн тĕрлĕ хулисенче пурăнаççĕ пулин те вĕсем патне çыру ярса илме тăрăшăп. Ну, малашне хамăрăн та пĕрле ĕçлеме тивет. Эсир хăвăр та пыратăр пулĕ Одессăна?
— Пымасăр?! — терĕ Виталий сĕтел хушшинчен тăрса тухса. — Кунта эпир дельфинсене ĕçе чылай вĕрентрĕмĕр те-ха, çав-çавах вырăнта татах ятарласа хăнăхтарма тивет. Ман шутпа, Гермес пулăшнипе сирĕн экспедици «Фаттерлянд» тинĕсре хăш тĕлте выртнине çăмăллăнах тупĕ...
Гермесĕ сирĕнпе пĕрле ĕçлекен ученăй-им?
Быков ыйтăвĕнчен Виталий кулмасăр чăтаймарĕ.
— Çук, — терĕ вăл, — чи ăслă дельфина эпир çав ятпа чĕнетпĕр. Сире пулăшма пыракан дельфинсене шăпах вăл ертсе кайĕ...
Каярахпа Синичкин капитан-инженера дельфинсен тинĕс хĕрринчи пансионатне анса кăтартрĕ, Гермеспа биофот витĕр калаçнине итлеттерчĕ. Биофилолог çитĕнĕвĕсенчен тĕлĕннĕ Быков калаçу аппаратне вăхăтлăха Одессăна куçарса пыма эрнеренех хăвăрт çӳрекен катер ярса пама пулчĕ.
6
Хĕвел инçетри хула хыçне анса çухалас чух тинĕс кукринчи вĕтĕ хумсем çинче кăшт çеç чӳхенсе тăракан пĕчĕк пристань çумне шурă катер пырса чарăнчĕ. Катерта кантăк умĕнче ларакан Синичкин микрофона хăй умнерех шутарчĕ.
— Ырă каç пултăр, Гермес! — терĕ вăл ĕшеннĕрех сасăпа. — Ыранччен эппин, тусăм.
Уçă кантăкран дельфинсем чăмса шыва шăмпăлтаттарни илтĕнчĕ. Вĕсем Синичкинпа сывпуллашса пристаньрен инçех мар хăйсене уйăрса панă лăпкă кĕтесе ишсе кайрĕç ĕнтĕ. Унтан катер капитанĕпе матроссем шӳтлĕн калаçса çырана тухрĕç. Кусем паçăрах çывăхри виноград совхозĕнчи çамрăксен вечерне хатĕрленетчĕç, катер çинчи яшсене унти хĕрсем, тен, кĕтсе те ывăнчĕç пулĕ.
Пĕр вăхăтлăха тавралăх шăпах пулчĕ. Аякран кăна тинĕс карапĕ тулхăрса кăшкăртни янраса çитрĕ, тĕттĕм тӳпере Одесса çути палăра пуçларĕ.
Синичкин уçă кантăк умĕнче хускалмасăр тинĕселле тинкерекен хĕр еннелле çаврăнчĕ.
Рена, сирĕн те, тен, совхоза каяс кăмăл пурччĕ?
Хĕр пуçне çĕклерĕ те ученăй çине ăшшăн пăхса илчĕ.
— Çук, Виталий Сергеевич, виçĕм кунах тăраниччен ташларăмăр-çке эпир. Шухăшласа ларатăп-ха эп.
— Мĕн çинчен?
— Ара, дельфинсемсĕр пуçне мĕн çинчен пултăр урăх. Вăт, эсир вĕсене мĕн чухлĕ сăнаса тĕпченĕ, йывăрлăхпа ăнăçсăрлăх тӳснĕ пулин те, хăвăр ĕçе çав-çавах пăрахман. Биофилологие пĕтĕм чунăра пама хатĕр эсир. Анчах, Виталий Сергеевич, пĕлетĕр-и, Гермеспа ытти дельфинсем хушшинчи уйрăмлăх шухăшлаттарать мана. Ытти дельфинсем çаплипех юлĕç-ши ĕнтĕ, математика машини пулăшнипе те калаçма вĕренеймĕç-ши вĕсем, э-э?..
— Эсир авă мĕн пирки иккен, — терĕ те биофилолог хĕр умне пырса тăчĕ. — Уншăн пăшăрханма кирлĕ мар. Ку — пĕрремĕш. Ну, ытти дельфинсем пирĕнпе калаçма вĕренеймеççĕ теме те пултараймастпăр эпир, мĕншĕн тесен хальлĕхе вĕсем çын сăмахĕсене чиперех ăнланаççĕ. Ку — иккĕмĕш. Виççĕмĕшĕнчен тата...
— Вăт, вăт, мĕншен шухăшлама вĕренеймеççĕ-ха вĕсем? — терĕ хĕр çамрăк ученăя куçран пăхса. — Мĕншĕн вĕсенчен Гермес кăна тавçăруллă?
— Ку ыйтăва эпĕ каярахпа хуравласшăнччĕ, — терĕ Синичкин. — Юрĕ эппин, пĕлесех килет тĕк, халех калăп кун çинчен мĕн шухăшланине.
— Интереслĕ...
— Тинĕсри ăслă чĕр чунсем епле аталанса пынине эпĕ хальлĕхе хам та лайăхах пĕлместĕп-ха, анчах хăш-пĕр шухăшсем мана çаплах канăç памаççĕ... Кĕскен каласан çĕр чăмăрĕ çинче этемлĕх пуçланиччен пĕр-пĕр чаплă цивилизаци пурăнма пултарайман-ши тетĕп. Калăпăр, миллионшар çул каялла. Хальхи дельфинсен тахçанхи тăванĕсем ĕçе юратакан питĕ ăслă чĕр чунсем пулман-ши теме те хăятăп эпĕ. Анчах тĕнче уçлăхĕнчи пĕр-пĕр катастрофа хыççăн, çанталăк условийĕсем пирĕн планета çинче сасартăк улшăннине пула, дельфинсем пĕтнĕ. Анчах пурте мар. Вĕсенчен хăшпĕрисем вилĕмрен тинĕссемпе океансенче çăлăнса юлнă. Вăхăт иртнĕ май ăслă чĕр чунсен кĕлеткисем улшăнсах пынă, вĕсем тип çĕртен ытларах шыва килĕштерме пуçланă. Елĕкхи аслашшĕсен хăнăхнă йăлипе хушăран хушă çырансене тухкаланă пулин те, дельфинсем хăйсен пĕтĕм кун-çулне тенĕ пекех шывра ирттерме тытăннă. Шыврах вĕсем хăйсене пурнăçра мĕн кирлине те ытлашшипех тупнă. Апат-çимĕç енчен дельфинсене пĕртте йывăр килмен, мĕншĕн тесен тĕрлĕ çимĕç шывра нумай ĕрченĕ. Вăйлă та ăслă чĕр чунсене шыв тĕнчинче парăнтарса çĕнтерме вăй çитерекенсем те тупăнман. Çавнашкал пурнăçра ăру хыççăн ăру улшăнса пынă, ĕмĕрсем ытла канлĕн те лăпкăн иртсе пынă май вĕсем те калама çук нумай улшăннă. Ĕç çинчен шутламан пирки дельфинсен пуç миминчи ăслăх центрĕсем сайраланса пĕчĕкленнĕ, хăйсем сисмесĕрех вĕсем ахаль чĕр чунсене куçма тытăннă...
— Чаплă цивилизацин юлашки йăхĕсем эппин?..
— Шыври тĕнчене хăнăхса пынăçемĕн дельфинсен çан-çурăмĕ те унти пурнăçа майлă вăраххăн улшăннине халĕ эпир те куратпăр ав. Çав вăхăтрах вĕсен цивилизаци ăрăвĕсенчен сыхланса юлнине аса илтерекен паллăсем те темĕн чухлех. Тĕслĕхрен, дельфинсем, этемсем пекех, çаплах-ха кислородпа сывлаççĕ, тăванлăх туйăмне упраççĕ. Дельфин çăварлăхĕ сасартăк шывпа тулса ларсан вăл этем пекех чыхăнса каять, вилме те пултарать. Инкекрен пĕр-пĕрне çăлас туйăм та вĕсен питĕ вăйлăн аталаннă.
Дельфинсен чĕлхе органĕсем ультрасасăллă пулни те ман гипотезăнах çирĕплетсе парать. Вĕсем тинĕссемпе океансенче нихăçан та çухалса кайманни те, çывăх паллакан дельфинсем пăр-пĕрне вуншар пин çухрăмран та çăмăллăнах шыраса тупма пултарни те тĕлĕнтерет пире. Çав хушăрах халĕ эпир дельфинсен ультрасасăллă сăмах пуянлăхĕ чакса чухăнланнине те пĕлетпĕр. Кăна Гермеспа ытти дельфинсем хушшинчи уйрăмлăхран та лайăх куратпăр.
— Анчах вĕсен пуç мими?
— Тĕрĕс, дельфинсенни пек вăйлă аталаннă пуç мими çĕр чăмăрĕ çинче хальлĕхе нихăш чĕр чунăн та çук. Этемлĕх вĕсемпе тачă çыхăну тытса ĕçлеме тытăнсан эпир дельфин майĕпен ахаль чĕр чуна куçса пырас процеса чарса лартма пултаратпăр. Енчен те ку ĕç чиперех ăнсан этемлĕх хăйĕн шыври тусĕсене унчченхи цивилизаци шайне çитерме те пикенсе пăхĕ. Туятăн-и, Рена, этемсемпе дельфинсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесси çинчен калаçса татăлсан епле пысăк улшăну пулса иртнĕ пулĕччĕ пирĕн пурнăçра!
— Ĕненес те килмест малтанласа, — терĕ Рена, — анчах сăнавсем, чăнах та, эсир каланă сăмахсенех çирĕплетсе параççĕ.
Пĕр самант нихăшĕ те чĕнмерĕ.
— Чим, кимĕ сасси мар-и çав?
— Чăнах та, кам каплах каçа юлса çӳрет-ши? Биофилологпа врач дельфинсене тĕрлĕ çынсем килсе курнине хăнăхнă ĕнтĕ. Синичкин экспедицийĕ Одесса çывăхне килсе вырнаçнăранпа тинĕс кукринчи пĕчĕк пристане станицăсемпе шкулсенчен ватă çынсемпе ачасем, арçынсемпе хĕрарăмсем, пулăçăсем, салтаксемпе моряксем пĕрмай килсе тăраççĕ. Пĕрисем дельфинсен «чи аслă пуçлăхĕпех» калаçса илесшĕн, теприсем вĕсен врачĕпе — ăшă кăмăллă хĕрпе — тĕл пулнипех çырлахаççĕ, виççĕмĕшĕсем вара хăйсем тĕллĕнех шыв хĕррине анса тинĕсре ишсе çӳрекен чĕр чунсене сăнаса тăраççĕ... Анчах кĕçĕрхи пек каçа юлса килекен никам та пулманччĕ-ха... Ахăртнех, инçетрен пулĕ ĕнтĕ, çывăхри çын пулсан ку вăхăтра дельфинсем те кайнине пĕлшлле-çке вăл. Е каçа юлнă пĕр-пĕр пулăçă-и, тен?..
Электричество хунарĕнчен тинĕсри хумсем çине ӳкекен çутă пайăркисем урлă, чăнах та, пысăках мар кимĕ ишсе каçрĕ те мотор кĕрлевне майĕпен лăплантарса пристань çумĕнчи тĕттĕмлĕхе пырса чарăнчĕ.
— Эй, капитан юлташ! — илтĕнчĕ кимĕ çинчен ватăрах çын сасси. Хирĕç никам та чĕнменнине кура кимĕ çинчи çын чăхлатса ларакан моторне пачах сӳнтерчĕ те, ятне тума тесе-и, çапла ыйтрĕ: — Эй, ма чĕнместĕр, катер çинчисем?
Рена Хорькова уçă кантăкран пуçне кăларчĕ.
— Мĕн кирлĕ сире, гражданин?
Кимĕ çинчи çын хĕрĕн çирĕп сассине илтсен хавасланчĕ пулас.
— Шăрпăк пур-ши тесеттĕм эпĕ. Пулла кайма тухрăм та сирĕн тĕлтен иртнĕ чух сасартăк кĕçĕр шăрпăк илменнине аса илтĕм. Унсăрăн мĕнле пулăç тинĕсе тухма хăйĕ... Çавăнпа ыйтса пăхам-ха катер матросĕсенчен терĕм.
— Матроссем çук, анчах сире пĕр коробка тупса парăпăр ĕнтĕ, — терĕ Хорькова куларах. — Малашне хĕртен шăрпăк ыйтмалла ан пултăр сирĕн.
Пулăçă хĕре тав турĕ те кимми çинчен пристане улăхса катер пусми патне пычĕ, вара тӳрех шалалла ярса пусма иккĕленсе самантлăха чарăнса тăчĕ.
— Иртĕр, иртĕр шалалла! — терĕ врач лаборантка çӳлте ура сассисем илтĕнми пулсан.
Каютăна кĕрсе тăнă арçын хавшакрах сывлăхлă пулас, янахĕ чылаях пĕркеленнĕ унăн, тăнлавĕ те самаях кăвакарнă. Хăрах куçĕ айĕнче тур палли пур, çамки çинче çамрăклах аманнă йĕр сыхланса юлнă. Ахăртнех, утмăл урлă каçнăскер ĕнтĕ вăл, куçĕсем вара çынна шăтараслах сăнаса пăхаççĕ.
— Хăш тĕлерех çул тытатăр пулла? — ыйтрĕ Синичкин кĕтмен хăна пĕртте каçхи пулăçăлла тумланманнинчен кăштах тĕлĕнсе. — Эсир кунти тинĕсе лайăх пĕлетĕр ĕнтĕ.
— Пĕлмесĕр! — терĕ каçхи çын Рена панă шăрпăк коробкине кăкăр умĕнчи кĕсйине чиксе. — Кашни кукăр-макăрах хыпашласа тухнă. Вăн çавăнтарах, кунтан ултă-çичĕ çухрăмра, питĕ лайăх кĕрет пулă.
Ют арçын пуçĕпе хĕвел тухăçнелле сĕлтсе кăтартрĕ. Унтан Хорьковăна сăнаса пăхрĕ те мăчлатакан куçĕсене сĕтел хушшинче çырса ларакан Синичкин çине куçарчĕ. Çав самантра Рена çыннăн куç харшисем темскертен тĕлĕннĕн хускалса çĕкленнине тата çӳллĕ çамки сасартăк пĕркеленсе илнине асăрхарĕ. Ют çын, каютăрисем хăй хумханнине ан асăрхаччăр тесе-и, юриех куланçи турĕ.
— Чимĕр-ха, эсир дельфинсене этем чĕлхине вĕрентекен мар-и çак? — ыйтрĕ вăл хăюллăнрах малалла иртсе. — Йăнăшмастăп вĕт эпĕ, юлташсем, э-э?
— Çапла, — терĕ Синичкин çак кĕтмен çĕртен килсе тухнă çын мĕншĕн хăйне интереслентерме пуçланине ăнланаймасăр, — чăн та йăнăшмастăр.
Пулăçă биофилолога наукăри чаплă çитĕнӳпе саламларĕ, малашне ку енĕпе тата çĕнĕ сăнавсем ирттерме хăрах аллине чĕри патне тытсах ăнăçлăх сунчĕ.
— Питĕ илĕртеççĕ сирĕн тĕпчевсем çынсене. Одесса таврашĕнче халĕ дельфинсем çинчен асăнман çын та çук пулĕ, — терĕ вăл. — Ну, тинех эпĕ те каласа парăп кӳршĕсене дельфинсен чăн-чăн хуçине курни çинчен...
— Эсир апла одессăсем пулатăр хăвăр, — терĕ Синичкин. — Çĕрле çӳреме хăрушă мар-и тинĕсре? Инçерех-çке хула. Тата кимми те сирĕн пысăках мар пулас-ха.
— Кимми ман çирĕп-ха. Вырăнĕсем те палланăскерсем. Ма хăрас? Ну, тав эппин сире шăрпăкшăн. Тепĕр тесен, турра шĕкĕр килтен унсăр тухнăшăн. Ара, урăх чух пулсан сирĕн пек ученăйпа ниепле курса калаçаяс та çук-çке...
Çын тухас тесе алăк патнелле пĕр утăм чакрĕ те, çак катер çинче хăйне темĕн илĕртсе тăнă пек, татах ыйтрĕ:
— Калăр-ха, хаçатсем те тĕрĕссинех çыраççĕ пуль апла тăк?
— Мĕн пирки?
— Ара, «Каçхи Одессăра» дельфинсем иртнĕ вăрçă вăхăтĕнче тинĕсе путнă карапа тупса кăларма пулăшаççĕ тенĕччĕ те...
— Тĕрĕсех-çке.
— «Фаттерляндах» тупасшăн-и?
— Ахă. Питĕ нумай вăрттăнлăх пытарса усрать теççĕ вăл карап.
— М-м...
Çыннăн çӳллĕ çамки пĕркеленсе илчĕ. Вăл аллисемпе хура пиншакĕн кĕсйисене хыпашласа пăхрĕ.
— Эсир, Синичкин юлташ, туртма памăр-ши мана? Вăн, куратăр-и, шыв сирпĕннипе пирус пачки те веç йĕпенсе пĕтнĕ, — терĕ те хайхискер пĕр пирусне кăларса пӳрнисемпе çавăркаларĕ те сĕтел çинче выртакан кĕмĕл портсигар çине тинкерсе пăхрĕ.
— Туртăр, — терĕ биофилолог çĕрлехи çын еннелле кĕмĕл портсигара тăсса. — Кăмăлăр пур тăк пулă тытнă чух туртмалăх та илĕр.
Пулăçă портсигара питĕ асăрханса тытрĕ, хупăлчине çавнашкалах асăрханса уçрĕ. Пĕр пирусне кăларса илсен вара, хупăлчин шал енне мĕн çырнине вулас тесе-и, портсигарне сĕтел çине каялла хуриччен кăштах ывăçĕ çинче тытса тăчĕ.
— Питĕ меллĕ япала — хитре те çирĕп, — терĕ вăл пирусне хĕр врач панă шăрпăкпа хыпаланса чĕртсе. Унтан, темскер шикленсе ӳкнĕ пек, каюта хуçисемпе хăвăрт сывпуллашрĕ те алăка уçса ячĕ. Ăна хупас умĕн тин, каялла çаврăнса, çапла хушса хучĕ: — Тавтапуç пирусшăн, Синичкин юлташ, пĕр-пĕр чух, тен, сире уншăн Хура тинĕсри чи тутлă пулла тытса çитерĕп.
Вăл катер тăрăх анса пристане тухрĕ. Тепĕр самантран тĕттĕмре мотор тулхăрма тытăнчĕ, унтан тинĕсри паçăрхи çутă урлă каллех пĕчĕкрех кимĕ мĕлтлетсе иртрĕ.
— Эх, кам иккенне те пĕлеймерĕмĕр, — терĕ хĕр врач çĕрлехи хăнаран ятне-шывне ыйтма ăс çитерейменшĕн чунтан кулянса. — Хăй те асăнмарĕ...
Виталий чĕнмерĕ, вăл çаплах дельфинсене паян мĕн-мĕн тутарни çинчен дневникĕ çине çырса ларать.
— Виталий Сергеевич, эсир нимĕн те асăрхамарăр-и? — хумханса ытрĕ Рена.
— Çук.
— Пулăçă кунтан тухсанах Одесса хули еннелле вĕçтерчĕ вĕт.
— Ара, кайтăр-иç — пире мĕн ĕç. Хăйĕнне хăй пĕлет пулĕ-çке.
— Апла тăк мĕншĕн-ха вăл пирĕнтен пулла кайма шăрпăк илчĕ?
Халĕ биофилолог та пуçне çĕклерĕ.
— Чăнах та-çке.
— «Фаттерлянд» çинчен чĕтрекен саспа ыйтса пĕлчĕ...
— Ну вара?
— Сире курсан тĕлĕннипе куç харшийĕсем те палăрмаллах çĕкленчĕç...
— Асăрхамарăм-çке эп.
— Эсир çырса лартăр çав, вăл каютăра хăйне хăй епле тытнине тимлĕрех сăнанă пулсан, тен, халĕ пачах урăхла шухăшлаттăрччĕ...
— Ну, Рена, хăш чух темĕн те пĕр аса килет сире. Унашкалах кирлĕ пулсан тепĕр хутĕнче ыйтса пĕлĕпĕр вăл кам иккенне. Пулăпа килетĕп терĕ вĕт.
— Çук, Виталий Сергеевич, урăх кунта килмĕ ĕнтĕ вăл, мĕншĕн тесен кĕмĕл портсигара ытла та тĕлĕнсе пăхрĕ.
— Чим-ха, Рена, мĕн тесшĕн вара эсир?
— Чĕлĕм туртма та юриех ыйтнă пек туйăнчĕ вăл мана... Тен, шăрпăкĕ те хăйĕннех пулнă унăн...
Синичкин пĕр хушă чĕнмерĕ.
— Куçĕсене тартса калаçнине хам та сисрĕм-ха эп. Тинĕсе пулла тухрăм тесен пулăçăлла тумланманнине те куртăм.
— Ах, веçех асăрхаймарăр çав эсир, — терĕ Рена уçă кантăка шутарса хупса. — Эпĕ вара пăхрăм, пăхрăм сирĕн çине, эсир çаплах пуç çĕклемесĕр çырса ларатăр...
— Ара, ĕнер çырайманччĕ те дневник...
— Портсигар хупăлчин шал енче нимĕçле çырса хунине курсан алли унăн самантлăха чĕтресе илчĕ, — малалла калаçрĕ хĕр. — Сăнĕ те шурса улшăннă пек туйăнчĕ. Куртăр вĕт, еплерех васкаса тухса кайрĕ çавăн хыççăн. Çак портсигара палласа илмерĕ-ши вăл? Тен, епле майпа портсигар тинĕсе лекнине те пĕлет вăл? Сăлтавсăрах сасартăк чĕтресе ӳкме кирлĕ мар-çке унăн алли. Мĕншĕн-ха вăл хăй кăтартнă çĕре, хĕвел тухăçнелле, каяс вырăнне часрах Одесса еннелле васкарĕ?..
— Портсигара палларĕ тĕк вăл ун çинчен каласа памалла-çке пире. Ахаль япала та мар, вăтăр çул иртнĕ хыççăн...
— Пĕрисем ăна курсан, паллах, чунтан савăнĕç. Çав хушăра хăраса ӳкекенсем те пулма пултараççĕ.
— Мĕнрен?
— Ах, Виталий Сергеевич, чăн-чăн ученăй çав эсир, çавăнпа пурнăçри хăш-пĕр япаласене тӳрех тĕшмĕртместĕр те ĕнтĕ. Ара, кĕмĕл портсигар тинĕс тĕпне лекнĕшĕн айăплă çын кăна хăрама пултарать-çке ăна çĕнĕрен курсан...
— Ну, ку ытлашши вара!..
— Çапах та ун çинче пулăç тумĕ маррине хăвăр та уртăр-иç!
Виталий Сергеевич хĕрпе килĕшсе пуçне сĕлтсе илчĕ.
— Питĕ интереслĕ çын пулчĕ апла ку каçхи хăна. Эсĕ калани пĕтĕмпех тĕрĕс пулас тăк...
— Виталий Сергеевич, итлĕр мана, кĕçĕр пристане мĕнле çын килсе кайнине сирĕн ыранах тивĕçлĕ органсене тĕпĕ-йĕрĕпе пĕлтермелле.
— Анчах эпир унăн хушаматне те, вăл ăçта пурăннине те пĕлместпĕр-çке, — терĕ биофилолог каюта тăрăх каллĕ-маллĕ утма пуçласа.
— Виталий Сергеевич! — сасартăк ура çине ялт сиксе тăчĕ хĕр. — Гермес кимĕ хыççăн йĕрлесе каяймĕ-ши? Ученăй сехечĕ çине пăхса илчĕ.
— Кая юлтăмăр. Моторĕ хăватлăччĕ унăн. Хулана çитме ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ вăл...
7
Тепĕр кун кăнтăрла çитеспе Виталий Синичкин катерĕ вуншар пăрахутпа тулнă хула причалĕсем тĕлĕнчен иртсе хăнăхнă маршрутпа Одессăран вăтăр çухрăмри района çул тытрĕ. Унта ăна якорь ярса чарăннă «Тинĕс сунарçи» хаваслăн кăшкăртса кĕтсе илчĕ. Лăпкă çанталăкра çӳллĕ хумсем курăнсах каймаççĕ, çавăнпа катер пысăк карап çумне çăмăллăнах пырса çыпçăнчĕ. «Тинĕс сунарçин» палуби çинчен самантрах хуçланакан пусма кăларса пачĕç, вара ун тăрăх катер çине тинĕсри шырав экспедицийĕн начальникĕ Сатломов капитанпа Макар Данилович Быков тата темиçе матрос анчĕç. Синичкин хăнасене катер вĕçĕнчи уçă площадкăна ертсе тухрĕ.
— Ăçта-ха пире пулăшакансем? — ыйтрĕ Сатломов кăкăр умне çакса янă бинокльпе хула еннелле тинкерсе. — Асăрхаса илеймерĕм-ха эпĕ вĕсене...
— Чăнах-и?
— Çук, курмарăмăр, — терĕ Быков та.
— Дельфинсем те пирĕнпе пĕрлех ишсе килчĕç, — терĕ ученăй кулкаласа. — Эпĕ вĕсене çыраналла çитсе килме хушрăм, ну-у, йывăр ĕçе пуçăниччен хăйсемшĕн усăллă хусканусем туччăр терĕм... Халех ак вĕсем кунталла килсе çитме тивĕç.
Чăнах та, çӳлте, палубăн леш енче, карап командин членĕсем такама саламласа пĕр харăс кăшкăрни илтĕнчĕ, тепĕр самантран дельфинсем пĕрин хыççăн тепри вирхĕнсе тухса катер тавра çаврăнма пуçларĕç. Чи пысăкки, Гермес, морякла тумланнă çынсен ушкăнĕнчен биофилолога палласа илчĕ те катер хӳри патне пырса шыв çине хăяккăн çаврăнса выртрĕ, шыври дельфин ученăй çине кăмăллăн, çав хушăрах шухăшлăнрах пăхнине халĕ хăнасем те сисрĕç.
— Кур-ха, епле ăслă унăн куçĕсем, — тесе пăшăлтатрĕ палуба хĕрринче тăракан çамрăк матрос юлташне хулĕнчен кăлт тĕксе.
— Ийя, чăн-чăн этемех хирĕç пăхнăн туйăнать, — терĕ лешĕ, тинĕсре мĕн курнине юлташĕнчен кая мар тĕлĕннĕскер.
Синичкин тимĕр карлăк çине ӳпĕнсе аллисемпе сулласа дельфина тем кăтартрĕ. Гермес хӳрине вылятса илчĕ, тепĕр аякĕ çинелле çаврăнса катер патне тата çывăхарах пычĕ.
— Тусусене пĕлтер, пурте кунталла пухăнччăр, — терĕ хыттăн Синичкин ывăç тупанне çăварĕ умĕнче тытса. — Часах ĕç çинчен тепĕр хут ăнлантарма пуçлатпăр.
Гермес сарлака çунаттисене хускатса илчĕ, пуçне шыва чиксе çăварлăхĕнчен шыв сирпĕтсе кăларчĕ, унтан пĕтĕм кĕлеткипе çурма ункă евĕр авăнса тинĕселле ним курăнми чăмрĕ.
— Ку этем чĕлхине те ăнланать мар-и? — тесе ыйтрĕç тинĕсре мĕн пулса иртнинчен тĕлĕннĕ моряксем.
— Гермес текеннине эпĕ хăш-пĕр сăмах çаврăнăшĕсене биоаппаратсăрах ăнкартма хăнăхтартăм, — терĕ ученăй. — Ыттисемпе биофот пулăшнипе çеç калаçатăп.
Синичкин хăнасене кăткăс чĕлхе аппарачĕ лартнă зала кĕрсе вырнаçма чĕнчĕ. Унта таса, çутă. Сĕтел хушшинче шурă халатлă хĕр тинĕсри шăв-шава радионаушниксемпе итлесе ларать. Умĕнчи экран çинче дельфинсем ише-ише иртни курăнать.
— Дельфинсем пухăнса çитрĕç, — терĕ хĕр радионаушникĕсене хывса.
Синичкин малалла иртрĕ те тепĕр экран умĕнчи сĕтел çине чавсаланса микрофона хăй патнерех тĕксе шутарчĕ. Унтан телефон аппарачĕн çаврашкине перĕнсе катер çине ятарласа илнĕ электровакуумран биофота ток пама хушрĕ. Кăткăс аппарата чун кĕнине пĕлтерсе ун варрине вырнаçтарса лартнă электромоторсем чăшăлтатса сĕрлеме тытăнчĕç.
— Туссем, — терĕ микрофон ăшнелле Синичкин, — паян Хура тинĕсре вуншар çул каялла путнă карапа шырама пуçласса пĕлетĕр эсир. Çакăн çинчен сире шырав экспедицине ертсе пыракан Сатломов капитан тĕплĕнрех ăнлантарĕ. Пурте итлĕр!..
Синичкин Сатломов еннелле çаврăнса хăйĕнпе юнашар пушă пукан çине тĕллесе кăтартрĕ. Тинĕсри ăслă чĕр чунсем умĕнче сăмах каламашкăн хатĕрленме капитана биофилолог ĕнерех хушнăччĕ. Сатломов тинĕсри шырав ĕçĕ çинчен дельфинсене мĕнлерех каласа памаллине малтанах шутласа хунă пулин те микрофон умĕнче калаçу пуçарма кирлĕ сăмах тупаймарĕ.
Кĕ-тет-пĕр Сат-ло-мов ка-пи-та-на!..
Репродуктортан сасă хулăн та лăпкă, анчах вăл кăштах шăнса пăсăлнă çын сасси евĕрлĕрех илтĕнет.
— Пуçлăр, капитан юлташ, куратăр — Гермес калаçать сирĕнпе, — терĕ Синичкин.
— Этем чĕлхине вăл питĕ лайăх пĕлет-çке! — тинĕсре ан илтчĕр тесе тĕлĕнсе пăшăлтатрĕ экспедици начальникĕ.
— Çук, дельфинсем хăйсен чĕлхипех калаçаççĕ, ăна пире биофот куçарса кăтартать. Пуçлăр эсир, ан шикленĕр — сире ăнланĕç вĕсем.
Сатломов ӳсĕрес килмен çĕртенех ĕххĕмлетсе илчĕ те Макар Данилович Быкова куç хĕссе Хура тинĕсри шырав тĕллевĕ çинчен калама пуçларĕ. Хумханни унăн майĕпенех иртсе пычĕ, залра капитан сасси çирĕппĕн те уççăн янраса тăчĕ.
Анчах дельфинсем «Тинĕс сунарçин» капитанĕ хăйсене мĕн калас тенине пĕтĕмпех ăнланчĕç-ши? Сатломов шăплансан залри кашни çынах çакăн çинчен шухăшларĕ. Синичкинпа врач лаборантка кăна хăйсене малтанхи пекех лăпкăн тытрĕ. Хумханни кăлăхах пулчĕ-мĕн, мĕншĕн тесен репродуктор тепĕр самантранах вуншар сасăпа кĕрлесе кайрĕ:
— Пулăшатпă-ăр!..
— Халех! Хале-ех!
— Шыратпă-ăр!..
— Тупатпă-ăр!
Унтан тахăшĕ тинĕсри дельфинсене шăпланма хушни илтĕнчĕ, юлашкинчен шывра пĕр сасă çеç илтĕне пуçларĕ. Çакна асăрхасан Синичкин микрофона хăй аллине тытрĕ.
— Гермес, — терĕ вăл, — эсĕ Сатломов капитанран мĕн те пулий ыйтасшăн-и?
— Унăнне икĕ сăмах ăнланаймарăм эпĕ...
— Хăшĕсене?
— Виç çĕр çиччĕмĕш квадрат тени мĕне пĕлтерет? Тата... водолазсем камсем пулаççĕ?
Биофилолог микрофона каллех Сатломов умне лартрĕ, вара капитан Гермес ыйтнă сăмахсен пĕлтерĕшне тĕплĕн, васкамасăр ăнлантарса пама тытăнчĕ.
— Тавтапуç, — терĕ дельфин «Тинĕс сунарçин» капитанне итлесе пĕтерсен. — Халĕ пĕтĕмпех паллă.
— Ух, ăслă та иккен ку чĕр чунсем, — терĕ Сатломов ученăй биофота ĕçлеме вăхăтлăха чарсан. — Дельфинсен пултарулăхĕ çинчен темĕн чухлĕ илтнĕ пулин те вĕсем кунашкалах пуласса кĕтменччĕ... Пуриншĕн те сире тав тăвас пулать, Виталий Сергеевич: дельфинсен вăрттăнлăхне тĕпчесе пĕлме пултарнишĕн те, çакнашкал ăслă аппарат туса хатĕрленĕшĕн те...
— Тавне «Фаттерлянда» тупсан калăр. Халĕ дельфинсене çав карапа шырама хушар-ха...
Аслă чĕр чунсене фашистсен карапĕ путнă тесе шутлакан района кăларса ярсан биофот залĕнчи çынсем каллех самантлăха шăпланчĕç. Тинĕсри шăв-шавра дельфинсен сасси илтĕнменнине кăтартса экран та пĕрешкел симĕсрех хăмăр тĕспе çеç çиçсе ялкăшрĕ. Рена Хорькова сĕтелĕнчен наука сăнавĕсен журналне туртса кăларчĕ. Сатломов капитан дельфинсем тинĕс тĕпĕнче мĕн-мĕн тупни çинчен пĕлтерме пуçличчен «Тинĕс сунарçи» çине хăпарса анас терĕ, Синичкин кантăк умне пырса тăрса хĕвел анăçĕнчен вĕрекен çил вăйланнипе пăрахут çумне çапăнса саланакан хумсене сăна пуçларĕ. Быков, яланхи пекех, хăйĕнчен ниçта хăварман кукăр чĕлĕмне кăларса тивертрĕ...
Çирĕм минут иртрĕ, çур сехет... Рена Хорькова çырма чарăнса темиçе хутчен те биофот экранĕ çине пăхса илчĕ, анчах Синичкин çаплах тинĕс çийĕн йăванса шăвакан хумсене тинкернине курсан нимĕн те чĕнмерĕ.
Быков чĕлĕмне паклаттарса тăранчĕ курăнать, ăна васкамасăр майласа чиксе биофилологпа юнашар пырса тăчĕ.
— Виталий Сергеевич, астăватăр-и, эпĕ сире хампа пĕрле партизанра çӳренĕ çынсем патне çыру ярса пăхатăп тенĕччĕ...
— Готлиб Синичкин пирки-и?
— Виçĕ çынтан ответ килчĕ. Иккĕшĕ унашкал çынна пĕлменни çинчен пĕлтереççĕ. Виççĕмĕшĕ вара портра Синичкин хушаматлă çын механикра ĕçленĕ пек астăватăп тесе çырать. Вăл каланă тăрăх, Синичкин, чăнах та, пĕр рейсран Одессăна таврăнайман-мĕн, анчах çав механик нимĕçсене хирĕç вăрттăн кĕрешнĕ ушкăн шутĕнче тăнипе тăманнине те, нимĕçсен катерĕ тинĕсре мĕншĕн путнине те пĕлмест иккен.
— Илтмен те-и?
— Илтмен ĕнтĕ. Ну, ку паллă-ха, мĕншĕн тесен пин те тăхăр çĕр хĕрĕх виççĕмĕш çулта портра фашистсен карапĕсене сиенлекен темиçе ушкăн та пулнă, вĕсем тăшмана кам мĕнле пĕлет, çавнашкал улталама хăтланнă. Тепĕр чухне икĕ çын, тен, ĕçре пĕр станок умĕнчех тăрса ĕçленĕ, пĕр-пĕрне шанмасăр вĕсем çывăхланма та пикенмен, каçхине вара пĕр-пĕринпе калаçса татăлмасăрах иккĕшĕ те хулан икĕ районĕнче Гитлерăн икĕ салтакне пĕтерсе хунă е ăçта кирлĕ унта вăрттăн листовкăсем салатса çӳренĕ...
Биофилолог вăрăммăн сывласа илчĕ.
— Каçарăр, Макар Данилович, чăрмантарнăшăн...
— Чипер калаçăр-ха эсир, Виталий Сергеевич, мĕн чăрманни унта. Май пур тăк яланах пулăшма хатĕр эп сире. Ку çын татах тепĕр юлташĕ патне çырса яратăп тенĕ. Тен, вăл пĕлет сирĕн аçăр çинчен...
Ĕнер пристане пырса кайнă ют çын çинчен Синичкин Быкова каласа парас тенĕччĕ, анчах халĕ, инженер-капитан пĕр усăсăрах çавăн чухлĕ çыру çӳретнине пĕлсен, урăх ăна чăрмантарас темерĕ. Вĕсен калаçăвне Рена Хорькова та илтрĕ. Синичкин çаплах пĕр чĕнмесĕр хумсем çине пăхса тăнине лаборантка пĕртте ырламарĕ, унăн шухăшĕпе, ĕнерхи кĕтмен хăна çинчен Быковăн пĕлмеллех. Ученăй калаçăва пуçармасть пулсан Макар Даниловича ĕнерхи шанчăксăр пулăçă çинчен Рена хăй те пĕлтерме пултарать вĕт-ха. Ан тив, Виталий кăмăлсăрлансан та ку ĕçе ахаль хăварма юрамасть. Анчах çапла шухăш тытнă хĕр çăварне уçма ĕлкĕреймерĕ, биофот шăнкăравĕ дельфинсем Синичкинпа калаçма хатĕрленнине пĕлтерсе залра хыттăн чăнкăртатса кайрĕ. Биофилолог кăртах каялла çаврăнчĕ. Быков туртма хатĕрленĕ чĕлĕмне васкасах кĕсйине чиксе хучĕ. Сатломов капитан та хăйне катер рулевойĕ сигнал панине илтсе «Тинĕс сунарçи» çинчен пусма тăрăх аялалла чупнă пекех хыпаланса анчĕ.
Репродуктортан пĕр самант тинĕс шавĕ çеç илтĕнсе тăчĕ, унтан биофот дельфинсен калаçăвне куçарма тытăнчĕ. Аппарат тинĕс хуçисен сасă уйрăмлăхĕсене те уйăрса илме май парать.
— «Тинĕс сунарçи» çывăхĕнче путнă карап çук, — тесе пĕлтерчĕ çинçерех уçă сасă.
— «Тинĕс сунарçинчен» кăнтăр еннерех нимĕнле карап та асăрхамарăм, — терĕ хулăн та çирĕп сасă.
— Сатломов пăрахутĕнчен хĕвел тухăçнерех тинĕс тĕпĕнче нимех те курăнмасть, — сасă хăрăлтатса илтĕннинчен Синичкин куна Гермеспа пĕрле ишме юратакан ватă дельфин каланине уйăрса илчĕ.
— Тинĕс тĕпне малалла сăнаса пыратпăр... Экспедици начальникĕпе Быков биофот çумĕнчи çавра сĕтел çине сарса хунă карттă патне ӳпĕнчĕç те дельфинсем пĕлтернине шута илсе кăранташпа паллă туса тухрĕç, унтан «Фаттерлянд» ăçтарах путма пултарни çинчен сӳтсе явма тытăнчĕç. Синичкин çаплах тинĕсри шăв-шава итлесе тăчĕ.
— Гермеса тем пулмарĕ пулĕ-çке, çаплах илтĕнмест ун сасси, — пăшăрханчĕ Рена Хорькова.
— Инçерех ишсе кайрĕ пулас, çавăнпа чĕнмест вăл, — лаборанткăна лăплантарчĕ Синичкин. — Путнă карапа тупмасăр чĕнесшĕн мар ĕнтĕ вăл. Хăв тă пĕлетĕн-çке Гермес епле дельфин иккенне...
— Тен, чĕнсе пăхмалла ăна?
— Тăхтăр-ха кăштах.
Татах кĕтрĕç, юлашкинчен тинех тинĕсрен Гермес сасси илтĕнсе кайрĕ. Биофилолог тĕрĕсех каларĕ-мĕн, дельфин питĕ инçетрен калаçать.
— Виталий Сергеевич! Илтетĕр-и мана эсир?
— Илтетĕп, Гермес! Сатломов капитан та итлет сана!.. Çынсем пурте шăпланса пуçĕсене репродуктор еннелле пăрчĕç.
— «Тинĕс сунарçи» шыракан пăрахута тупрăм эпĕ, анчах вăл пире кăтартнă районран чылай аяккарах. Бортăн пĕр енче пысăк хура хĕрес те сыхланса юлнă, пур çĕрте те темскерле ещĕксем йăванса выртаççĕ, хăшĕсем юшкăн айне те пулма ĕлкĕрнĕ...
— Карапĕ çаплипех-и?
— Вăл икĕ пая çурăлса кайнă пулас, сăмси те татăлнă. Вăйлă катастрофа хыççăн...
— Гермес, эсĕ унта пĕчченех-и?
— Ыттисене те кунта чĕнсе илтĕм эпĕ. Халех пĕрне Сатломов пăрахучĕ патне яратăп, кунта килме вăл сире çул кăтартса пырĕ...
— Маттур, Гермес!
Çĕнĕ хыпар илтнипе хĕпĕртенĕ моряксем пăрахут еннелле хăвăрт ишсе çывхаракан дельфина асăрхарĕç. «Тинĕс сунарçи» çинчи матроссем ăна алă çупса кĕтсе илчĕç. Часах Синичкин катерĕ пăрахут çумĕнчен уйрăлса дельфин хыççăн хĕвел анăçнелле çул тытрĕ. Ун хыççăн «Тинĕс сунарçи» те якорьне çĕклесе вырăнтан хускалчĕ. Ун палуби çинче хаваслă хĕвĕшӳ пуçланчĕ: пĕрисем водолазсене шыва анмалли костюмсем тăхăнма пулăшрĕç, теприсем сывлăш уçлакан механизмсене тĕрĕслерĕç, вахтăран пушă матроссем тимĕр карлăк çине таянса пăрахут умĕнче ишсе пыракан дельфина куçран вĕçертмесĕр сăнарĕç.
8
Тепĕр кунне «Каçхи Одесса» хаçатра «Дельфинсем пулăшрĕç» ятлă пысăк репортаж пичетленсе тухрĕ. Унта тинĕсри тусĕсемпе калаçакан Виталий Синичкина та, тинĕс тĕпне анса хăпарнă водолазăн хаваслăн çиçсе ялкăшакан пит-куçне те, шывра ишекен дельфинсене тимлĕн сăнакан Быков инженер-капитана та çапса кăларнăччĕ.
Икĕ кун иртсен хаçат «Тинĕс сунарçин» команди фашистсен карапĕн ванчăкĕсемпе вăрттăн архив ещĕкĕсене тинĕс тĕпĕнчен пуçтарса кăларни çинчен пĕлтерчĕ. Шырав экспедицийĕн начальникĕ Сатломов капитан каласа пани те пурччĕ хаçатра. Шыв айĕнче чиперех сыхланса выртнă пайсене специалистсем питĕ лайăх тĕпчесе пăхнă хыççăн «Фаттерлянда» вăтăр çул каялла рейсра сирпĕнтерсе яни паллă пулчĕ...
Анчах камсем, мĕнле хушаматлă паттăрсем тума пултарнă-ха тинĕсри çав тери хăватлă взрыва?.. Тата епле майпа?
9
Эрне иртрĕ. «Фаттерлянд» архивне тивĕçлĕ орган сотрудникĕсем тĕплĕн тишкерсе пăхма пуçларĕç. Дельфинсем пулăшнипех Сатломов капитан ертсе пыракан шырав экспедицийĕ Граждан вăрçи вăхăтĕнче путнă икĕ çар карапне тупрĕ.
Паян ученăй Гермеспа унăн юлташĕсене дельфинсен пансионатне таврăнма хушас тенĕччĕ, анчах кĕтмен çĕртен сиксе тухнă ĕçсене пула биофилологпа Рена Хорьковăн тата тепĕр темиçе кунлăха çак тинĕс кукринчех юлма тиврĕ.
Юлашки кунсенче Синичкин питĕ шухăшлăн çӳрерĕ. Ашшĕ çинчен мĕн те пулин пĕлес шанчăк ăна канăç памарĕ. Врач лаборантка та ученăй кăмăлсăр çӳренине асăрхарĕ. Пусăрăнчăк туйăмсенчен кăштах та пулин хăтарас тесе Виталие вăл дельфинсен кулленхи çитĕнĕвĕсем çинчен тĕплĕн те васкамасăр кала-кала пачĕ, моряксемпе тинĕсри чĕр чунсем хушшинчи туслăх малалла аталанса, çирĕпленсе пырас тăк этемлĕх пурнăçĕнче мĕнешкĕл улшăнусем пулса иртесси çинчен хавасланса калаçрĕ.
Пĕр ирхине биофилолог биомашина витĕр Гермеспа нумай вăхăтчен калаçрĕ, унтан биофот залĕнчех кăнтăрлаччен çырса ларчĕ, каçалапа, çыран хĕрринчи шыв ăшăнса çитсен, хĕре шыва кĕрсе уçăлма чĕнчĕ.
Дельфинсемпе пĕрле шыва чăма-чăма тăрансан вĕсем хĕрӳ хăйăр çине тухса выртрĕç.
— Пĕлетĕр-и, Рена, мĕн çыртăм эп паян кунĕпе? — терĕ Виталий врач куçĕнчен пăхса.
— Ăçтан пĕлем-ха эп? — йăпăртах çамрăк ученăй еннелле çаврăнса ларчĕ хĕр. — Сирĕн, ара, сахал-им çырмалли?!
Лаборантка пĕр хушă пӳрнисем хушшипе хăйăр юхтарма пуçларĕ, унтан пуçне çĕклесе ученăй çине ăшшăн пăхрĕ. Виталий те хĕр кăмăлĕ улшăнса çĕкленнине сисрĕ, юлашки кунсенче унпа питĕ сахал калаçнăшăн ăшĕнче хăйне хăй вăрçса илчĕ. «Питĕ пăшăрханатăн-çке эс маншăн, тусăм, хăçан сана уншăн пĕр пытармасăр тав тăвас-ши? — шухăшларĕ вăл хĕрĕн кăтра çӳçĕ халь-халь хăйĕн патне перĕнсе кăтăклантарасса сиссе. — Ах, ытла та çывăх çын-çке эс маншăн, те çавăнпа сана хам туйăмсем çинчен пĕлтерме хăяймастăп?.. Тен, мĕнле те пулин пĕтермелле çав хăюсăрлăха, э-э?..»
— Каллех тем аса илтĕр ĕнтĕ эсир, Виталий Сергеевич, хăвăр тĕллĕн кулатăр ав...
— Ара, кунĕпех çыртăм терĕм-çке. Сатломов капитан хăйне «Фаттерлянд» пирки Мускава чĕнтерсен унта пирĕн дельфинсене мухтаса пĕтернĕ. Наукăсен академийĕнчен тинĕсри туссем моряксене епле пулăшу пани çинчен тĕплĕнрех çырса пĕлтерме ыйтаççĕ, — терĕ Виталий васкавлăн. — Ну, кунсăр пуçне эпĕ академие тепĕр сĕнӳ тăратасшăн.
— Пĕлме юрать-и?
— Ма пытарас? — ыйтăва ыйтупах хуравларĕ биофилолог. — Ун пирки эпĕ малтан шăпах сирĕнпе канашласа пăхас тенĕччĕ. Академи çумĕнче эпĕ дельфинсен сăнав центрне уçма сĕнесшĕн. Ун чух ку ĕçе вуншар ученăй хутшăнма пултарĕччĕ, мĕншĕн тесен ăна иккĕн-виççĕн туса пыма май çук. Пирĕн малашне çурçĕрти тинĕссенче пурăнакан шурă дельфинсемпе те, Инçет Хĕвел тухăç çыранĕсем хĕрринче çӳрекен ула дельфинсемпе те çывăх паллашма тивет. Тата ыттисене те сăнаса пăхмалла, вĕсем çынсене мĕнле пулăшу пама пултарнине тĕпчесе пĕлмелле. Çынсемпе дельфинсем пĕрле тумалли ĕçсен программине хатĕрлемелле...
— Ой, Виталий Сергеевич, часрах çырса ярăр эппин!
— Часах кунтан хамăр пансионата куçса каятпăр. Мĕнле пурăнаççĕ унта ытти дельфинсем, мĕнле улшăну, çĕнĕ хыпар пур — пĕлес килет, тунсăхласах çитрĕм ĕнтĕ вĕсемсĕр...
Виталипе Рена тумланса пристань патнелле утма пуçланăччĕ çеç, Одесса енчен моторлă кимĕ сассине илтсе каялла çаврăнса пăхрĕç. Моторĕ хăватлăскер пулас, кимĕ хумсене чăрсăррăн каса-каса питĕ хăвăрт çывхарса килет. Часах Виталий кимĕ пуçĕнче тăрса пыракан çамрăка уйăрса илчĕ, хыçалта руле хăрах аллипе тытса тепĕр çын ларса пырать. Малта тăраканни хыçалалла çаврăнса лараканнине тем каларĕ те аллипе çыраналла тĕллесе кăтартрĕ. Вара лешĕ кимме Синичкинпа врач лаборантка еннелле пăрса ячĕ.
— Виталий Сергее-и-ич!
Куна малта пыракан çамрăк кăшкăрать, вăл ученăя шлепкипе сула-сула саламларĕ. Халĕ ăна Синичкин та палласа илчĕ ĕнтĕ. Ашшĕн портсигарне тинĕсре тупнă пулăçă Самед Эксузьян! Ăçтан тата епле майпа килсе лекнĕ кунта эрмен каччи? Тен... тен, Готлиб Синичкин çинчен мĕн те пулин çĕнĕ хыпар илсе килмест-ши вăл?
— Ара, ку пĕр кун пулă совхозĕнчен пирĕн пансионата пынă çамрăк-иç! — терĕ Рена та ученăйсене тĕл пулнăшăн савăннă каччăна палласа.
— Çавă, — терĕ те Синичкин пристань патнелле хăвăрт-хăвăрт ута пуçларĕ, унтан самантлăха чарăнса кимĕ çинчи çынсене тинĕс кукринелле пăрăнса кĕме паллă пачĕ.
Часах пулăç кимĕ çинчен хăйăр çине сиксе анчĕ. Синичкин аллине хыттăн тытса чăмăртарĕ.
— Килĕрех, ырă сунса кĕтетпĕр! — терĕ Виталий.
— Эсир Сăр хĕрринчен таврăннă хыççăн янă çырăва вуларăм эпĕ. Вăт интереслĕ! — терĕ Самед шап-шурă шăлĕсене кăтартса. — Пытăм кайран пансионата, анчах эсир Одессăна тухса килнĕ терĕç. Çитетĕп те каялла совхоза — мана кану çуртне кайма шăнкăрт кăна путевка кăларса тыттараççĕ. Пĕлетĕр-и тата — ăçта? Одесса çывăхне! Сăмахсăрах килĕшрĕм. Чăматана йăпăр-япăр пуçтартăм та — пăрахут çине. Çитетĕп — сирĕн дельфинсем водолазсене тинĕс тĕпĕнче «Фаттерлянда» тупса пани çинчен вулатăп. Çав самантра эп ларакан хыçлă тенкел патне ватă çын пырса тăнă иккен.
«Вулатăр эппин», — тесе сăмах хушать хайхискер. Сисетĕп хам, кăштах кулать хăй.
«Дельфинсем нимĕçсен карапне шыраса тупнă», — тетĕп хирĕç.
«Чимĕр-ха, эс Вургун Эксузьян ачи мар пулĕ-çке, каснă лартнă ман ĕлĕкхи тус», — тет старик аллинчи туйи çине таянса.
Çав самантра эп те йăлт аса илтĕм: вăрçă хыççăн атте патне Одессăран пĕр çын пырса кайнине те, вăл кăштах уксахларах утнине те. Сиксе тăратăп та старике хампа юнашар лартатăп. Йăнăшман-мĕн эпĕ, вăл та атте сăнарне манман. Паллашрăмăр, калаçма пуçларăмăр. Одесса çынни хăй, кану çуртне, ман пекех, икĕ эрнелĕхе çеç килнĕ.
«Пĕлетĕр-и, дельфинсемпе калаçма вĕреннĕ ученăй шăп та шай сире нимĕçсен тыткăнĕнчен хăтарнă механик ывăлĕ», — тетĕп. Ĕненмест. Эпĕ ăна вилес умĕн атте мана Готлиб Синичкин çинчен мĕн каласа хăварни, хам дельфинсен пансионатĕнче сирĕнпе тĕл пулни тата эсир совхоза янă çыру çинчен пĕлтертĕм.
Кану çуртĕнче лăпкăн çӳреме чăтăмлăх çитмерĕ урăх, иксĕмĕр те директор патне кĕрсе кимĕ ыйтрăмăр та Одессăна васкарăмăр, пароходствăран вара тӳрех кунта килтĕмĕр.
Самед аллисемпе сулкаласа питĕ хăвăрт калаçать. Çав хушăрах кимме пристань пусмипе юнашар вырнаçтарма пикенекен старик еннелле çаврăна-çаврăна пăхать. Унтан вăл чăтаймарĕ, чупса кайрĕ те кимме хăех карлăкран кăкарса хучĕ.
Самед ашшĕн юлташне Иван Иванч тесе чĕнеççĕ-мĕн. Вăл кимĕ çинчен çутă йĕс туя çине таянса тухрĕ, çамрăк ученăя ват çынла, хăюсăртараххăн, алă пачĕ. Çӳçĕ пĕтĕмпех шуралса çитнĕ унăн, куçĕ çеç чĕрĕ те йăваш.
— Вилĕмрен çăлнăшăн ашшĕ вырăнне ывăлне те пулин тав тума тӳр килчĕ эппин, — терĕ вăл арçынла мар çепĕç те çинçе сасăпа. — Самед ашшĕпе, Вургун Эксузьянпа, мĕн чухлĕ ĕмĕтленмен эпир Синичкин тăванĕсене тупма, анчах... ăнăçсăр. Паттăрсем нихçан та хыпарсăр çухалмаççĕ тесе ахаль каламан-çке халăх... — Ватă партизан сасси механик хăйсене фашистсем аллинчен епле хăтарни çинчен каласа кăтартнă чух халь-халь татăлса каяс пек чĕтренсе тухрĕ, юлашкинчен вăл кĕсйинчен пĕчĕк шурă тутăр кăларса шывланнă куçĕсене шăлса типĕтрĕ.
— Аçу пирĕн пата каютăна вăркăнса кĕнĕ чух эпĕ, допросран аран-аран çитсе ӳкнĕскер, урайĕнче выртаттăм. Çавăнпа механик сăнне те асăрхаса юлаймарăм. Вăл çӳллĕ пӳллĕ те кĕрнеклĕ пулнине çеç астăватăп. Тата çирĕп сассипеле: «Юлташсем, часрах шыва сикĕр те çырана çити ишĕр!» — тесе кăшкăрни халĕ те хăлхара янраса тăрать... Эпĕ, паллах, хама Самед ашшĕ пулăшман тăк çырана та çитеес çукчĕ, анчах вăл мана вăйпах тинĕсе сиктерчĕ, кайран ишме те хăех пулăшса пычĕ...
Шурă çӳçлĕ старик калама чарăнса пĕр самант ученăй çине айăплăн пăхса тăчĕ.
— Каçарăр, Виталий Сергеевич, — терĕ вăл шăппăн, — сирĕн аçăр пире çăлассишĕн хăй пуçне хурассине пĕлеймен эпир катер çинче. Хамăр хыçра автомат черечĕсем илтĕнсен кăна хамăр ăна фашистсен аллине тăр пĕччен тăратса хăварнине чухласа илтĕмĕр. Анчах кая юлтăмăр: эпир çырана çитсе пытанма та ĕлкĕрейменччĕ, тинĕсре хăрушă взрыв шартлатрĕ. Кайран кăна портри пĕр вырăс çыннинчен пире тинĕсе илсе тухнă катер механикĕ Готлиб Синичкин пулнине пĕлтĕмĕр. Питĕ хăюллă та паттăр çын тесе асăннăччĕ вăл механик çинчен, нимĕçсене нумай сăтăр тума пултарнинчен те тĕлĕннĕччĕ.
— Вăл çынна куркалатăр-и эсир халь?
— Çук, ăна нимĕçсем хупса лартнă хыççăн тĕрмерех асаплантарса вĕлерчĕç. Синичкина пĕлекенсене эпĕ урăх никама та тĕл пулман... Хамăра çăлнă çын çинчен мĕн те пулин пĕлейĕп-ши тесех эпĕ вăрçă хыççăн Одессăна пурăнма куçса килтĕм, анчах, каларăм ĕнтĕ, кăлăхах...
Виталий пулăçăпа Иван Иванча пристань витĕр катер çине ертсе кĕчĕ, хăнасем ыйтнипе биофота ĕçлеттерсе кăтартрĕ, ватă партизан хăлхисем çине сасса вăйлатакан çаврака аппаратсем тăхăнса дельфинсен калаçăвне ура çине тăрсах итлерĕ. Сывпуллашас умĕн Рена кану çуртĕнчен килнĕ Самедпа Иван Иванча тутлă чей вĕретсе ĕçтерчĕ.
Хăнасем кайсан та Виталий çаплах-ха канлĕх тупаймарĕ. Вăл сĕтел сунтăхĕнчен кĕмĕл портсигар кăларса илсе каллех çырана тухрĕ, чăнкă сăрт çине улăхса тинĕс каç чаршавĕпе хупланса пынине пăхса тăчĕ, унтан Одесса енче рейдра тăракан мăн карапсен мĕлкисене сăна пуçларĕ. Çак тинĕсре ĕнтĕ унăн ашшĕ Совет çĕршывĕн шыв чиккисене тăшмансенчен хуралласа ишсе çӳренĕ, каярахпа çак тинĕсрех фашистсене хирĕç вăрттăн кĕрешнĕ... Анчах нимĕç катерне сирпĕтсе янă механик чăнах унăн ашшĕ пулнă-ши, Вургун Эксузьянпа ытти совет салтакĕсене Виталий ашшĕпе пĕр хушаматлă çын хăтарман-ши тыткăнран? Çакна вăл халĕ те пĕлмест вĕт-ха. Тен, вăрçăра пĕр сас-чӳсĕр çĕтнĕ çын çеç унăн ашшĕ?
Çакнашкал шухăшласа тăраканскер, Виталий сасартăк аялта, пристань патĕнче, хăйне Рена кăшкăрса чĕннине илтрĕ:
— ...Часрах! Сирĕнпе Быков калаçса илесшĕн!
Ак тата тепĕр кĕтмен шăнкăрав! Инженер-капитанпа кăнтăрла çеç сывпуллашнăччĕ-çке, мĕн тума кирлĕ пулнă-ши Макар Даниловича вăл каçалапа?
— Радиорубкăна кĕрĕр, радист кĕтет сире, — терĕ ăна трап вĕçĕнче кĕтсе тăракан лаборантка.
— Пароходство радиорубкинчен калаçатăп эпĕ, — илтĕнчĕ Быковăн хумхануллăрах сасси. — Ыран эсир Одессăран тухса каятпăр терĕр те, çавăнпа кĕçĕрех пĕлтерес терĕм. Акă мĕн, Виталий Сергеевич, пĕр кун эпĕ каланăччĕ сире, çав çынран тинех çыру илтĕм...
— Ан васкăр-ха, тем, япăхрах илтĕнет, — асăрхаттарчĕ биофилолог.
— Ăнлантăр-и, Виталий Сергеевич, эпĕ çыру илтĕм. Ун авторĕ, ман ĕлĕкхи юлташ, хăй палланă пĕр çынпа курса калаçнă. Лешĕ Готлиб Синичкин механик çинчен вăрçă çулĕсенче сахал мар илтнĕ-мĕн, анчах унпа хăйпе тĕл пулса калаçма ăна тӳр килмен. Вăл каланă тăрăх, Синичкина лайăх пĕлекен, фашистсене хирĕç унпа пĕрле кĕрешнĕ тепĕр çын халĕ те Одесса çывăхĕнчи пĕр пĕчĕк хулара пурăнать имĕш. Вăл ун патне ятарласа çыру çырса янă, Одессăна пырсан сирĕн пата кĕрсе тухма сĕннĕ...
— Ой, мĕн тери тав сире, Макар Данилович!
— Мĕншĕн? — терĕ лерен инженер-капитан. — Хăвăра тав сире пирĕн экспедицие пулăшнăшăн. Итлĕр-ха, Виталий Сергеевич, каялла кайма эсир пĕр-ик кунлăха тăхтатăр пулĕ. Çынни пирĕн пароходствăна килнĕ-килменех ăна сирĕн пата лартса пыратăп эпĕ... Кĕме кирлех вăл кунта!
Быков хыпарĕ Виталие питĕ савăнтарчĕ. Тинех ашшĕн йĕрĕ çине ӳкме тӳр килет-ши ĕнтĕ унăн? Еплескер-ши вăл Готлиб Синичкина пĕлекен çын? Чăнах та, Виталий ашшех пулнă-ши нимĕçсене хирĕç вăрттăн кĕрешнĕ механик? Ăçтан чăтăн-ха кун пек чухне хумханмасăр?
Биофилолог çĕнĕ хыпара Ренăна та каласа парас тесе радиорубкăран васкасах тухрĕ.
— Рена, эпĕ Быковпа калаçрăм...
— Эпĕ те алăк хыçĕнче веçех илтрĕм, Виталий. Калаттăм вĕт шанчăка çухатма кирлĕ мар тесе...
— Çапла-а...
— Халĕ асаннӳ патне те çырса яран ĕнтĕ...
— Тĕл пулса калаçнă-калаçманах. Кĕтсе ывăнчĕ пулĕ, кашни çырурах ыйтать...
— Ыран апла тăк каймастпăр-ха кунтан. Çапла-и?
— Тăхтасса тăхтăпăр-ха пĕр-ик кунлăха. Анчах килĕ-ши вăл?
— Сывă тăк мĕншĕн ан килтĕр? Атьăр лайăх кĕтсе илме хатĕрленер ăна, — терĕ хĕр çамрăк ученăя чунтан ырă сунса.
10
Те хытă кĕтнĕрен, те сасартăк ыйхă çухалнăран Виталие вăхăт ытла та вăрах иртсе пынăн, çавăнпа кĕçĕрхи каç уншăн нихçанхинчен те вăрăмраххăн туйăнчĕ. Хĕвел тухса хăйĕн шевлисене вĕтĕ хумсемпе лăпкăн чӳхенсе выртакан тинĕс çийĕн сапаласан çамрăк ученăй биофот витĕр дельфинсене малтанхи пансионата кайма ик-виçĕ кунлăха тăхтасси çинчен пĕлтерчĕ. Гермеса ку хыпар савăнтарчĕ çеç пулас, çавăнпа вăл шывран тухса çӳлелле ялтах сиксе кăтартрĕ, вăл ӳхĕрнинче те çĕкленӳллĕ кăмăл палăрчĕ. Биофилолог ăна лайăх ăнланать: çĕр çинче пурăнакан çынсене хăй мĕнпе те пулин пулăшма пултарнишĕн çав дельфин яланах кăмăллă. Тинĕс тĕпне карап çинчи капитан хушнă пек тĕрĕслесе ишсе çӳреме килĕшет ĕнтĕ Гермеса, ахальтен мар Сатломовпа Быков экспедицине çирĕммĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче путнă пĕчĕкрех пăрахутсене те тупса пачĕ. Паян та вăл çамрăкрах дельфинсене ертсе çынсемшĕн усăллă япаласем татах тупса палăртмашкăн тухса каять акă. Кĕтсех тăр — каялла пушăлла таврăнмĕ.
Тăхăр сехет çитрĕ. Анчах Одессăран никам килни те курăнмарĕ, Херсонран Болгарие кайма тухнă нумай палубăллă теплоход та аякран кăна васкаса иртрĕ. Çывăхри пулă комбиначĕн суднисем те тинĕс кукринчен тухса майĕпенех кăнтăралла куçса пырса курăнми пулчĕç.
Вуннă та çывхарса çите пуçларĕ. Çапах та «Дельфин» пристанĕнче лăпкă та шăп. Радиорубкăн уçă кантăкĕнчен радист матроссен юратнă кĕввине ĕнĕрлени илтĕнет. Акă унăн сасси сасартăк çĕтрĕ, унтан радиорубка хуçи такампа калаçса илчĕ те пуçне çаврака кантăкран кăларчĕ.
— Виталий Сергее-ич! — чĕнчĕ вăл уçă сассипе катерăн хыçалти площадкинче каллĕ-маллĕ утса çӳрекен биофилолога.
— Мĕ-ĕн, кичем-им?
— Çук-çке...
— Хăвна кичем мар тăк хăть эс çынсене шелле. Тытса пар-ха вăн эфиртан Рена валли пĕр-пĕр савăк кĕвĕ!
— Тăхтăр-ха эсир шӳтлеме, Виталий Сергеевич, — терĕ радист, — сире Быков юлташ микрофон патне чĕнет...
— Тинех!
Малтан Быков ăна сывлăх сунчĕ.
— Калăр-ха хăвăртрах, мĕн пулчĕ?
— Ан хумханăр, Виталий Сергеевич, пурте йĕркеллĕ, — лăплантарма васкарĕ инженер-капитан.
— Пычĕ-и?
— Килчĕ!
— Халĕ те унтах-и?
— Çук.
— Кунта килет-и? — савăнчĕ Виталий.
— Çук-ха.
— Ăнланмастăп сире, Макар Данилович...
— Вăл ман патăмра та вунă минутран ытла лармарĕ. «Пĕр çĕре васкавлă çитмелле-ха», — терĕ те хыпалансах тухса кайрĕ.
— Тен, эпир кĕтнĕ çын та мар пулĕ вăл?
— Шăп та шай пире кирлĕ çын, Виталий Сергеевич. Аçăра та асăнчĕ вăл, сирĕн çинчен те ыйтса пĕлчĕ. Паянах тепĕр хут тĕл пулма калаçса татăлтăмăр. Ун чухне пĕр чарăнса тăмасăр сирĕн пата тухса пыратпăр.
— Хăш сехетре?
— Пĕлместĕп, мĕншĕн тесен кунтан тухса кайнă чух вăл хăçанччен чарăнса тăрасси хăйĕнчен килменни çинчен те асăрхаттарса хăварчĕ.
— Тен, чăнах та, кунталлах çула тухнă вăл?
— Темĕн, вăл хăйĕнпе пĕрле сирĕн пата пымашкăн мана та чĕннĕччĕ. Кĕтме хушрĕ.
— Макар Данилыч, — терĕ Виталий, — эпĕ хам сирĕн пата пырас пулсан... Пĕлетĕр-и, кĕтсе ывăнтăм эп ĕнертенпе.
— Эпĕ те сире кунта чĕнесшĕнччĕ. Килĕр, пĕрле кĕтĕпĕр ăна... Кайран ăна хăвăр патăра илсе кайма пултаратăр...
— Халех çитетĕп эппин...
Биофотлă катер çинче Рена Хорькова юлчĕ. Виталий ашшĕне пĕлекен çын сасартăк килсе тухас-мĕн пулсан Рена çийĕнчех Быков патне шăнкăравласа пĕлтерме пулчĕ. Виталий Синичкин инженер-капитан ярса панă катер çине ларса çур сехетренех порта çитрĕ те пароходствăн çӳллĕ çуртĕнчи Быков пӳлĕмне çăмăллăнах шыраса тупрĕ. Инженер-капитан хăйĕн чаплă чĕлĕмне ĕме-ĕме пĕчĕк хуларан килнĕ çынна сăнласа пама тытăнчĕ. Виталий куçĕ умне таçта курнă çын сăн-сăпачĕ тухса тăчĕ. Анчах ăçта? Хăçан?
— Макар Данилович, унăн хăрах куçĕ айĕнче тур палли çукчĕ-и? — ыйтрĕ Виталий Быков кам çинчен каласа панине сасартăк ăнкарса илсе. — Астăвăр-ха, пурччĕ вĕт?
— Чăнах та, тур паллине аса илтерекен хура пăнчă пурччĕ пулас унăн пичĕ çинче... — терĕ инженер-капитан тĕлĕнсе.
— Çамки çинче вара суран йĕрĕ...
— Çапла-а... Ăçта аманни çинчен те ыйтас тенĕччĕ эпĕ, анчах васкать те, пĕрре курсах ун пирки сăмах хускатни килĕшмест терĕм. Анчах... ăçтан пĕлетĕр эсир ăна?
— Калаçнă чух сылтăм аллине çĕклерех тытса тăрать, тепри вара — чĕтрет... Тĕрĕс-и?
— Ара, чăнласах курнă-çке эсир Павел Ефимовича!
— Эрне каялла вăл хăй пырса кайрĕ...
Ун чух ют çын хăйне хăй епле тыткалани çинчен Макар Даниловича тĕпĕ-йĕрĕпех каласа пачĕ Синичкин.
— Апла Павел Ефимовичах пулнă вăл. Анчах мĕншĕн паллашмасăрах, мĕншĕн нимĕн шарламасăрах каялла таврăннă вăл?
— Тен, кунта та килмĕ вăл урăх? — Виталие каллех иккĕленӳ туйăмĕ çавăрса илме тытăнчĕ.
— Хальхинче Павел Ефимович питĕ кăмăллăн калаçрĕ. Килес мар тăк хăйĕн ятне-шывне те пĕлтерес çукчĕ ĕнтĕ вăл, — Быков сӳннĕ чĕлĕмне шаккаса тасатрĕ. Биофилолог Хура тинĕсре хăш-хăш вăхăтра тата хăш тĕлте карапсем путнине кăтартакан карттăна пăха пуçларĕ.
Акă Быков сĕтелĕ çинчи телефон вăрăммăн чăнкăртатрĕ.
— Итлетĕп, — терĕ инженер-капитан трубкăна çĕклесе. — Кам тетĕр? А-а, здрасте, здрасте, Александр Александрович... Пĕлетĕп, питĕ лайăх пĕлетĕп. Çапла, наукăра çĕнĕ сăмах каланă ученăй вăл. Çамрăк... Ну, вăтăртан иртнĕ ĕнтĕ... Çапла, вăрçă вăхăтĕнче илткеленĕ вăл хушамата. Çук, хăйне курман. Çыру?.. Çырнă, темиçе çын патне те янă...
Инженер-капитан калаçăвĕнчен Виталий сăмах хăй çинчен пынине ăнланса илчĕ. Тата кама кирлĕ пулнă-ши вăл?
— Хурав?.. Виçĕм кун килчĕ, — терĕ малалла Быков. — Тĕрĕс. Паян тухса каясшăнччĕ, анчах эпĕ тепĕр кунлăха юлма сĕнтĕм. Ăна-и?.. Çук, йывăр мар. Вăл шăпах ман пӳлĕмре ларать. Юнашар... Юрĕ, тархасшăн... — Макар Данилович биофилолога кăчăк туртса чĕнчĕ те телефон трубки тыттарчĕ.
Трубкăри сасă биофилолога кăмăллăн сывлăх сунчĕ. Темĕнле Дубенко майор калаçать-мĕн.
— Каçарăр чăрмантарнăшăн, эсир халĕ Малиновкăри тăххăрмĕш çурта кĕрсе тухма пултараймăр-ши? Пушă вăхăт пур тăк...
— Паян эпĕ ирĕклĕ çын, халех пыратăп, — терĕ Виталий хăйне хăш учреждение пыма чĕннине ыйтмасăрах килĕшсе.
— Каçарăр ыйтнăшăн, эсир, Виталий Сергеевич, Готлиб Синичкинăн портсигарне халĕ те упратăр-и?
— Маншăн вăл аттерен асăнмалăх юлнă пĕртен-пĕр япала...
— Тепĕр ыйтушăн та каçарăр, Виталий Сергеевич, эсир... вăл портсигар аçăрăнах тесе шутлатăр-и?
— Малтан эпĕ ĕненсех кайманччĕ, анчах...
— Итлетĕп сире, — терĕ майор.
— Анчах, — терĕ Виталий, — портсигар ăшĕнчен эпир ылтăн çĕрĕ тупрăмăр. Çĕрĕ çаврашкин шал енне атте мĕн çырнине асанне халĕ те астăвать.
— Виталий Сергеевич, — терĕ Дубенко майор, — эсир хăвăрпа пĕрле çав çĕрре те илсе килеймĕр-ши?
— Юрĕ, анчах та...
— Ан пăшăрханăр, вăл сирĕнтех юлĕ. Эпир ăна тытса çеç пăхасшăн... Ну, кĕтетпĕр эппин.
Трубкăна аппарат çине хурсан Быковпа биофилолог пĕр-пĕрин çине тĕлĕнсе пăхса илчĕç.
— Пĕлетĕр-и эсир ăçта чĕнеççĕ сире? — ыйтрĕ инженер-капитан. — Малиновкăри тăххăрмĕш çуртра халĕ «Фаттерлянд» архивĕпе паллашаççĕ... Дубенко майор шăпах фашистсен докуменчĕсене тĕпчекен ушкăна ертсе пырать.
— Çĕрĕ çинчен епле пĕлме пултарнă-ха вĕсем?
— Ăна та ыйтрĕç-и?
— Чиксе пыма хушаççĕ.
— Тен, аçăр йĕрĕ çине ӳкнĕ вĕсем? Питĕ пултаракан çынсем ĕçлеççĕ Малиновкăри çуртра, ятсăр паттăрсене тупса палăртса вĕсем çинчен пĕтĕм халăх пĕлтĕр тесе тăрăшаççĕ.
Виталий чĕннĕ çĕре çитсен пурте паллă пулĕ тесе урăх пуçа ватса ларас мар терĕ, каярахпа каллех Быков патне кĕрсе тухмашкăн сăмах парса Малиновка урамĕнчи çурта васкарĕ.
Ăна унта ятарласах кĕтнĕ-мĕн. Дубенко майор, хĕрĕхрен иртнĕ вашават кăмăллă арçын, Синичкина дельфинсемпе пĕр чĕлхе тупнă ятпа чунтан саламларĕ, малашнехи ĕмĕтсем çинчен ыйтса пĕлчĕ.
— Каçарăр, Виталий Сергеевич, хăвăра кунта чĕнсе чăрмантарнăшăн. Анчах пирĕн сотрудниксем сире «Дельфин» пристанĕнче тĕл пулаймарĕç: эсир пĕрмай тинĕсре... — терĕ майор биофилолог кĕсйинчен сĕтел çине кăларса хунă портсигара çавăркаласа пăхса. — Хам та пĕрре мар пыма хатĕрленнĕччĕ, анчах кашни хутĕнчех мĕн те пулин чăрмантарать — служба... Питĕ курса калаçас килетчĕ сирĕнпе, анчах паянхи кунччен çынсем каласа панипе çеç çырлахма тиврĕ. Сирĕн аçăр, Сергей Петрович, Хура тинĕс флочĕн офицерĕ чухнех дельфинсемпе интересленни çинчен те илтме тӳр килчĕ мана, çавăнпа унăн ывăлĕ тинĕсри туссен чĕлхине тĕпчесе пĕлес енĕпе çĕршыври паллă ученăй пулса тăни чĕререн савăнтарчĕ.
— Апла эсир манăн атте çинчен те пĕлетĕр? — хумханчăклăн чĕтренсе тухрĕ Виталий сасси. — Каласа парăр-ха тĕплĕнрех!
— Юрĕ, анчах кăшт тăхтăр-ха, Виталий Сергеевич, — терĕ те вашават майор портсигарăн хупăлчи çине нимĕçле мĕн çырса хунине вуларĕ. — Унччен эпĕ пĕр пĕчĕк сейфа çеç уçса пăхасшăн...
Майор портсигарти пленка чăмăрккине асăрханса сӳтрĕ те унăн ăшĕнчен ылтăн çĕрĕ туртса кăларчĕ, шал енне мĕн çырнине вуларĕ, унтан хĕскăчĕн шĕвĕр вĕçĕпе хаклă чула хĕстерсе тăракан пластинкăна хирсе кукăртрĕ те, хитре чул катăкĕ майор алли çине тухса ӳкрĕ. Çакăн хыççăн Дубенко куçĕ умне лупа илсе пырса илемлĕ чул айĕнче мĕн пуррине пăха пуçларĕ, унта хăй мĕн шыранине асăрхасан кăмăллăн кулса илчĕ. Тепĕр самантран вăл паçăрхи хĕскĕчпе çӳхе хут татăкĕ туртса кăларчĕ.
— Куртăр-и ĕнтĕ, епле сейф йăтса çӳренĕ эсир хăвăрпа пĕрле, — терĕ майор хут татăкне сĕтел çине майĕпен сарса хурса. — Халех ак ун çине мĕн çырнине вулăпăр...
Дубенко мĕн тунине Виталий куç сиктермесĕр сăнаса ларчĕ. Лешĕ лупа тытса хут татăкне малтан хăй вуласа тухрĕ, унтан пуçне çĕклерĕ те:
— Виталий Сергеевич, итлĕр, мĕн çырса хăварнă Сергей Петрович 1943 çулта...
«Совет çыннисене. Эпир ик çĕр çитмĕл фашиста пĕтертĕмĕр. Виçĕ катер Хура тинĕсе путартăмăр. Николай Удяковпа Павел Тарасов «Фаттерлянда» рейсра сирпĕтсе путарчĕç. Мана фашистсем йĕрлеççĕ, çавăнпа порта таврăниччен «Шнеллер» катера сирпĕнтерсе яратăп. Сывă пултăр юратнă Тăван çĕршыв!
С.Синичкин.
20.IV.1943 ç. Одесса».
Виталий ура çине яштах сиксе тăрса майор сĕтелĕ патне утса пычĕ те Дубенко тыттарнă лупа витĕр хаклă çырăва йĕркипе темиçе хутчен вуларĕ, унтан çӳхе хут татăкне асăрханса тытса тути патне илсе пычĕ...
— Атте!.. — пăшăлтатрĕ биофилолог çырăва вĕри сывлăшпа варкăштарса. — Атте... — Виталий карланкине темĕн чăмакки ларнă тейĕн — чутах чыхăнса каятчĕ, куçĕсем шывланчĕç... — Тавтапуç сире, Александр Александрович, атте çинчен тĕрĕссине пĕлме пулăшнăшăн...
— Сирĕн аçăр, Сергей Петрович Синичкин, иртнĕ вăрçăра фашистсене хирĕç кĕрешекен питĕ вăрттăн ушкăн йĕркелеме пултарнă. Ну, унашкал ушкăнсем Одессăра темиçе те пулнă-ха. Вĕсем çинчен эпир лайăх пĕлетпĕр, анчах сирĕн аçăр ертсе пынă ушкăн çинчен ав халĕ тин тĕпчесе çитеретпĕр. Готлиб Синичкина пĕлекенсене сахал мар тупрăмăр-ха эпир малтан, анчах вăлах Сергей Петрович пулнине тата вăлах вăрттăн ушкăна ертсе пынине пĕлекенсемпе часах тĕл пулаймарăмăр. Халĕ паллă ĕнтĕ: Сергей Петровичăн чи çывăх юлташĕсене каярахпа фашистсем асаплантарса вĕлернĕ, шăпах çак çывăх тусĕсем урлă çыхăну тытнă пулнă вăл. Конспираци йĕркине питĕ лайăх чухлани çеç çав тери ăнăçлăн ĕçлеме май панă ăна. Кĕскен каласан, эпир вăрттăн ушкăнăн паттăрла ĕçĕсем çинчен пĕтĕмпе тенĕ пекех пĕлсе çитрĕмĕр. Малтан ăна кам ертсе пынине пĕлейместĕмĕр-ха. Çавăн пекех «Фаттерлянд» епле майпа ăнсăртран тинĕс тĕпне анса кайни те паллă марччĕ... Сасартăк эпир Батуми çывăхĕнчи больницăран çыру илтĕмĕр, ун авторĕ Вургун Эксузьян совет салтакĕсене нимĕç катерĕн механикĕ Готлиб Синичкин епле хăтарни çинчен çырса пĕлтерчĕ. Пирĕншĕн çĕнĕ ят! Тен... Шел, Вургун Эксузьянпа тĕл пулма пултараймарăмăр эпир... Сыпăнма пуçланă çип каллех татăлчĕ. Унтан, пачах кĕтмен çĕртен, пирĕн пата хамăр облаçри пĕчĕк хуларан çав тери интереслĕ çыру килсе çитрĕ. Каярахпа ун авторĕпе, Тарасовпа, хамăр та курса калаçрăмăр. Вăл шăпах «Фаттерлянда» путаракан партизансенчен пĕри пулчĕ. Çав çын пулăшнипе эпир Готлиб Синичкинăн чăн ятне пĕлтĕмĕр. Сергей Петрович нимĕçсем патне ĕçлеме кĕриччен хăйĕн ятне улăштарнине вăрттăн отрядра виççĕн-тăваттăн çеç пĕлнĕ-мĕн. Кĕмĕл портсигара юлташĕсем Синичкина çуралнă кун ячĕпе парнелени çинчен те каласа пачĕ пире Тарасов. Аçăр йăтса çӳренĕ çĕрĕри вăрттăн сейф çинчен те пире вăлах пĕлтерчĕ.
— Калăр-ха, кам вăл?
— Павел Ефимович Тарасов. Çавăн ятне асăнать те ĕнтĕ Сергей Петрович хăйĕн хутĕнче. Удяков текенни вара «Фаттерляндпа» пĕрле тинĕсе путнă...
— Павел Ефимович?..
— Çавă, пĕррехинче «Дельфин» пристанне сире курма ятарласа пынă вăл, анчах хăй çинчен калама хăяйман. Атьăр паллаштарам сире унпа, вăл хăй те сире питĕ кĕтетчĕ...
Дубенко пӳлĕмрен тухас умĕн самантлăха чарăнса тăчĕ.
— Тата акă мĕн çинчен асăрхаттаратăп сире, Виталий Сергеевич, — терĕ вăл. — Сирĕн аçăра нимĕçсем арестлеме хатĕрленни çинчен юлташĕсем сиснĕ. Анчах та вĕсем «Шнеллер» катер тинĕсе тухас умĕн çеç ăна асăрхаттарма ĕлкĕрнĕ. Акă мĕншĕн Сергей Петровичăн хăйне фашистсем йĕрленине пăхмасăрах апрелĕн 20-мĕшĕнче тинĕсе тухма тивнĕ... Кайран катер механикĕн чăн-чăн ятне пĕлекенсем Готлиб Синичкина фашистсен аллине Тарасов тытса панă тесе шутлама пуçланă. Çавăншăн вĕсем хайхине леш тĕнчене ăсатасси пирки те калаçса татăлнă пулнă. Анчах хаяр приговор пурнăçа кĕриччен Тарасова нимĕçсем тытса арестленĕ. Лагерьтен лешĕ виçĕ хутчен тарнă, темĕн тĕрлĕ асаплантарнине те тӳссе ирттернĕ, анчах ниçта та совет çыннин ятне ятман... Совет Çарĕ ирĕке кăларнă хыççăн вара Павел Ефимович облаçри пĕчĕк хулара ĕçле пуçланă. Кĕрешӳри юлташĕсем хăйне епле айăплама хатĕрленнине вăл яланах хурланса аса илнĕ, çав хушăрах Сергей Петровичăн паттăрла ĕçĕсем çинчен хальхи ăрăва тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пама кирлине те ăнланнă, анчах... каллех хăйне ĕненмĕç тесе пăшăрханнă... Çав тери сăпайлă, хăйĕн ĕçĕсемпе мухтанма юратман çын вăл, Павел Ефимович, «Фаттерлянд» архивне сирĕн дельфинсем тинĕс тĕпĕнче шыраса тупнине пĕлсен пирĕн пата килмесĕр чăтайман. Синичкин механикпа унăн юлташĕсене фашистсен аллине сутнă провокатор кам иккенне пĕлме кирлĕ самант та çитрĕ иккен тесе çырнăччĕ вăл пирĕн пата ун чух. Архивра провокатор ятне пĕлме пулăшакан хут тупăнмĕ-ши тесе асăрхаттарнăччĕ. Чăнах та, унăн сĕнĕвĕ усăллă пулчĕ пирĕншĕн — халĕ эпир Сергей Петровичпа унăн юлташĕсене кам сутнине те пĕлетпĕр ĕнтĕ. Гестапо архивĕнче ăна вăрттăн ятпа «Шăллăскер» тесе чĕнни те паллă. Ăçта пурăннине те шыраса тупăпăр ак...
Çапла, Павел Ефимович чăнласах Синичкин юлташăн паттăр соратникĕ пулнă, вăл сире аçăр çинчен пĕтĕмпех каласа кăтартĕ...
— Апла эппин... — терĕ Виталий Тарасовпа курса калаçичченех ăна чунтан хисеплеме тытăнса.
Дубенко Виталие вăрăм коридор вĕçĕнчи аслă пӳлĕме ертсе кĕрсен кантăк умĕнчи çӳллĕ фикуспа юнашар ларакан ватă çын тӳрех ура çине тăчĕ. Сайраланса юлнă кăвак çӳçлĕ вăл, çамки çинче ĕлĕкхи суран йĕрĕ. Сылтăм аллине çĕклерех тытса тăрать, тепри — кăштах чĕтрет.
— Каçарăр, Виталий Сергеевич, пĕр кун сирĕн патăртан хăвăрт тухса кайнăшăн... Мана ятлăр: паллашас тесе те тăрăшмарăм.
Ватă партизанпа çамрăк ученăй нумай вăхăт хушши пĕр-пĕрне курман чи çывăх тăвансем пекех ыталанчĕç. Юратнă ашшĕне çурăмĕнчен çупăрласа тытнăнах туйăнчĕ ку Виталишĕн. Вăл старике каллех фикус патĕнчи пукан çине çемçен лартрĕ.
— Аçăрах хывнă эсир, чăн-чăн Сергей Петрович! — терĕ Тарасов Виталий куçĕнчен тăван ашшĕ пек юратуллă сăнаса пăхса. — Нимрен те кая мар: Сергей Петрович майлах тĕреклĕ, маттур... Пушă вăхăт пур чух ăшшăн асăнатчĕ сире, йăмăкна та, асаннӳпе аннӳ-не те. Сахал мар итленĕ эпĕ вăл Сăрпа Атăл çинчен аса илнине, дельфинсем çинчен ĕмĕтленнине. Мĕн чухлĕ каламалли ман сире, Виталий Сергеевич! Эй, мĕн чухлĕ асаилӳ...
Татах телефон сасси янăраса кайре: Быков шăнкăравлать-мĕн,
— Виталий Сергеевич, — терĕ Дубенко телефон трубкине хурсан, — сирĕнпе суту-илӳ карапĕн врачĕ Коваленко юлташ тĕл пулса калаçасшăн, вăл сире Быков патĕнче кĕтсе ларать.
Тарасовпа Синичкина майор çуртăн аялти хутне çитиех ăсатса ячĕ, кайран çамрăк ученăй ватă партизана хулĕнчен хисеплĕн тытса порт еннелле утнине пăхса тăчĕ.
11
Быков кабинечĕн алăкне тачах хупман, çавăнпа пӳлĕмри сасăсенчен пĕрне илтсен Виталий шалалла кĕме сасартăк чарăнса тăчĕ, Павел Ефимович та ăна кура нимĕн чĕнмесĕрех шăп тăчĕ.
— Халех хăй кунта çитет ак, Вера Сергеевна, — терĕ такама инженер-капитан. — Урамра эсир пĕр-пĕринпе тĕл пулаймăр та...
— Калăр-ха, Макар Данилович, сăнран еплерех çын вăл, Виталий Сергеевич? Манпа... пĕр пекрех мар-и?..
Хĕрарăмăн сасси кăмăллăн та çепĕççĕн илтĕнет, çав хушăрах вăл хытах хумханни те уççăнах сисĕнет. Тата темскере чунтан пăлханса кĕтни те... Чим-ха, ытла палланă пек туйăнать-çке ăна ку хĕрарăм сасси, ăçта тата хăçан илтме пултарнă Виталий вăл çепĕç сасса?.. Биофилолог тем аса илсе Тарасов хулĕнчен хăй сисмесĕрех чăмăртарĕ: ара, Быков пӳлĕмĕнчен илтĕнекен сасă Витали асламăшĕнни евĕрлĕрех-çке, вăл ача чухне лешĕ унпа шăп та шай çавнашкал сасăпа калаçатчĕ!..
Биофилолог алăка яриех уçса ячĕ. Инженер-капитанран сулахай енче ларакан çамрăк хĕрарăм Виталий пӳлĕме кĕнĕ-кĕменех çемçе пукан çинчен çĕкленчĕ те пĕр хускалми хытса тăчĕ. Йĕтĕн сӳсĕ евĕр кăпăшка сарă çӳçлĕскер хăй, çинçе те йăрăс пӳллĕ, кăн-кăвак куçĕсем Хура тинĕс пекех тарăн... Анчах мĕншĕн çав тери çывăх та палланăн туйăнаççĕ-ха Виталие çак пысăк та тарăн куçсем?.. Чăнах та вăлах тăрать-ши ĕнтĕ Виталий умĕнче — тĕл пулса калаçмашкăн, тытса çупăрламашкăн вуншар çул хушши кĕтнĕ пĕртен-пер йăмăкĕ?..
Быков пĕрре пӳлĕме вирхĕнсе тенĕ пекех кĕрсе тăнă Синичкин çине, тепре хăйпе халь кăна çепĕççĕн калаçса ларнă çамрăк хĕрарăма тĕлĕнсе пăхса илчĕ те кĕсйинчен туртса кăларнă чĕлĕмне телефон аппарачĕпе юнашар хурса сĕтел хушшинчен хыпалансах урай варринелле тухрĕ.
— Йăнăшмастăп-и эпĕ, туссем?.. Эсир... эсир!.. Кантăкран кĕнĕ хĕвел шевли пӳлĕме çутатса ячĕ, çамрăк хĕрарăмăн кăвак куçĕсенче савăнăç куççулĕн тумламĕсем ялкăшса илчĕç. Виталий тек чăтаймарĕ, аллисене малалла тăсса ун еннелле ыткăнчĕ, тепĕр самантран йĕтĕн çӳçлĕ йăмăкне сарлака кăкăрĕ çумне пăчăртарĕ.
— Пичче!
— Йăмăкăм!
— Эпĕ суту-илӳ карапĕ çинче врач пулса ĕçлетĕп, — терĕ Виталий йăмăкĕ, пиччĕшĕ тупăннăран чĕререн хĕпĕртенипе хĕрелсе кайнăскер. — Ĕнер пирĕн судно Кубăран таврăнчĕ, киле çитетĕп те...
— Вери, епле шыраса тупрăн эс мана?
Виталий йăмăкĕн калавне Быков та, Павел Ефимович та питĕ тимлĕ итлерĕç. Çамрăк хĕрарăм сасси хĕвел шевлисемпе тулнă аслă пӳлĕмре пĕрре савăнăçлăн та çĕкленӳллĕн, тепре тунсăхлăн та хурлăхлăн янăраса тăчĕ... Хăйĕн пурнăçĕ çинчен каласа панă май вăтана-вăтанах пиччĕшĕн куçĕсенчен ăшшăн та юратуллăн пăха-пăха илчĕ, тинĕс шывĕпе пиçĕхнĕ аллисене тыта-тыта чăмăртарĕ.
...Одесса енчен килекен поезд çитсе чарăннă хыççăн, станци çине фашистсен самолечĕсем бомбăсем тăкма тытăннă вăхăтра, унти стрелочница Олеся Михайловна Ильченко дежурствăран килне таврăннă пулнă-мĕн. Тăкăрлăкран аслă урама тухас умĕн вăл сасартăк шыв колонки енче ача çухăрса макăрнине илтнĕ.
Унта чупса çитсен вара çĕр çинче темиçе хĕрарăм тăсăлса выртнине, вĕсенчен пĕрин кăкăрĕ çумĕнче пĕчĕк çеç хĕр ача йăшăлтатнине асăрханă. Хăй ачине темле ют хĕрарăм тытнине вилес умĕн сиснĕ курăнать амăшĕ, куçне уçнă та аран-аран тухакан вăйсăр сассипе çапла йăлăнса ыйтнă:
— Тархасшăн, вилме ан парăр хĕрĕме... Ăна Вери тесе чĕнеççĕ, Синичкина Вера Сергеевна. Пиччĕшĕ, Виталий, асламăшĕпе пĕрле поезд çинче. Хамăр эпир... эпир...
Амăшĕ ачине шанса хăварнă ют хĕрарăма хăй Одессăран хăш вырăна кайма тухни çинчен пĕлтересшĕн пулнă-и тен, анчах вăйĕ пĕтсе çитнипе урăх пĕр сăмах та каласа хăварайман...
Олеся Михайловна Ильченко çичĕ уйăхри хĕр ачана вăрçă нушине пăхмасăрах тĕрĕс-тĕкел ӳстернĕ, упăшки Будапешта ирĕке кăларнă чух пуçне хунă хыççăн пĕчĕк Вери уншăн пĕртен-пĕр çывăх тăван пулса юлнă. Олеся Михайловна хăй ĕçлесех Верие институтран вĕрентсе кăларнă. Халĕ вăл пенсире ĕнтĕ, Верипе унăн упăшки, суту-илӳ карапĕн капитанĕн помощникĕ Коваленко, тинĕссемпе океансенче нумайлăха пыракан рейса тухсан икĕ мăнукне питĕ юратса пăхать.
Вери Олеся Михайловна хăйĕн тăван мар амăшĕ иккенне пĕлмен. Ĕнер, рейсран таврăннă хыççăн, амăшĕ ăна пĕр тĕрке хаçат тыттарса Виталий Синичкин çинчен мĕн çырнине тĕплĕн вуласа тухма сĕнсен Вери питĕ тĕлĕннĕ.
«Синичкин дельфинĕсем «Фаттерлянда» тупма пулăшни çинчен пĕлетĕп-ха эпĕ, — тенĕ Вери» — радиопа çĕн хыпарсене пурне те илтсех тăнă эпир».
«Хаçатсем Синичкин кун-çулĕ çинчен мĕн çырнине вуласа тух, — тенĕ амăшĕ. — Тата унăн сăн ӳкерчĕкĕсене те пăх».
«Анне, эсĕ темĕншĕн хумханатăн пулас, мĕскер пулчĕ сана?» — ыйтнă Вери.
«Кур-ха Синичкин сăнне, — тенĕ Олеся Михайловна, — вăл мана санпа пĕр сăнарлăн туйанать. Тен, мана кăна çавăн пек курăнать...»
Вери пĕрре тĕкĕр çинчи хăйĕн сăнĕ çине пăхнă, тепре — амăшĕ тĕллесе кăтартнă чаплă биофилолог сăн ӳкерчĕкне.
«Ой, чăнах та, каснă лартнă эпех-çке!» — савăнăçлăн кулса янă вăл çак пĕрпеклĕх çинчен амăшĕ мĕн пирки сăмах пуçарнине çаплах ăнланаймасăр.
«Вери, Виталий Сергеевич санăн тăван пиччӳ пулĕ тере шутлатăп эпĕ», — тенĕ амăшĕ.
«Епле майпа? — шалтах тĕлĕннĕ Вери. — Манăн нихçан та пичче пулман-çке! Хушаматăм та пачах урăхла: Ильченко».
«Аçăр ячĕсем вара?»
«Манăн атте Сергей пулнă тесе хăв та пĕрмаях асăнаттăн-иç?..»
«Верочка, эс Кубăран таврăнасса тахçанах кĕтетĕп, лар та итле эпĕ мĕн каласа кăтартнине... Сана пăхса ӳстерсе çын çине кăлартăм эпе. Иртнĕ вăрçăра санăн пĕр тăвану та чĕрĕ юлайман пулĕ тенĕччĕ эпĕ, анчах халĕ урăхларах шутлама пуçларăм. Каçар, хĕрĕм...»
Олеся Михайловна Верие вăрçă пуçламăшĕнче хăш станцире епле майпа вилĕмрен çăлса хăварнине тата тăван амăшĕ ют хĕрарăма хĕр ачан хушамачĕпе ячĕ тата унăн пиччĕшĕ çинчен мĕн пĕлтерме ĕлкĕрнине пĕтĕмпех каласа панă.
Çакăн пек кĕскен каласа пачĕ Вери хăй кун-çулĕн шăпи çинчен пиччĕшне.
— Асанне ун чух анне ăçта выртнине шыраса тупнă, анчах вăл сана апла тăк, паллах, курма пултарайман. Вара ют станцире мана та çухатса хăварас мар тесе часрах каялла вакуна таврăннă. Эх, епле хĕпĕртĕ вăл эсĕ чĕрĕ иккенне пĕлсен!.. — чылай чĕнмесĕр тăнă хыççăн пĕлтерчĕ Виталий.
— Асанне пурнать-и-ха? — çав тери савăнса ыйтрĕ Вери.
— Сакăр вунналла çывхарса пырать ĕнтĕ, уйăх каялла çеç эпĕ Чăваш çĕршывне кайса килтĕм... Сана, пĕчĕкскерне, хăй епле сиктерсе юратнине те лайăх астăвать.
Виталий йăмăкне Павел Ефимович Тарасовпа паллаштарчĕ, ашшĕн кун-çулĕ çинчен кĕскен каласа пачĕ.
Вăхăт питĕ хăвăрт иртсе пычĕ. Юлашкинчен Вери, çывăх тăванĕсем çинчен пĕлнипе ялкăшса çиçекенскер, Виталипе Тарасова тата Быкова хăйсем патне чĕнчĕ.
— Анне кĕтсе ывăнчĕ пулĕ... Туятăп эп вăл килте паян епле ларнине. Андрей те портран час таврăнатăп терĕ. «Пиччӳсĕр ан та кил», — тесех ĕçе тухса кайрĕ. Куккăшĕ сасартăк тупăннишĕн ачасем мĕнле савăнĕç-ши? Эпир вĕсене сан çинчен кунта килсе паллашиччен каласа пама тăхтарăмăр...
— Чим-ха, Вери, экспедици врачĕпе калаçса илем-ха эп... Пĕлтерем ăна Павел Ефимовичпа сана тупни çинчен...
Синичкин Ренăна пристане паянах чаплă хăнасем пырса çитесси çинчен пĕлтерчĕ тата дельфинсене пурне те тинĕс кукрине чĕнсе тухма хушрĕ.
Паçăр Виталий сăмах май йăмăкне биофилологипе хытă интересленнĕ пиркиех хăй ватă хусаха тăрса юлни çинчен пĕлтернĕччĕ. Акă халĕ пиччĕшĕ врач лаборанткăпа кăмăллăн та хисеплĕн калаçрĕ. Катер çинче юлнă хĕр Виталишĕн пурнăçри хаклă çын иккенне Вери ăнланчĕ.
Часах хаваслă çынсен ушкăнĕ шыва путнă карапсене тупса палăртакан экспедици çуртĕнчен тухса тинĕс хĕрнелле çул тытрĕ. Малта алла-аллăн тытăнса Виталипе Вери пычĕç, вĕсенчен кăшт каярах юлса Быковпа Тарасов утрĕç.
— Тепĕр рейса тухиччен эпир упăшкапа иксĕмĕр отпуск илетпĕр те атте-анне çĕршывне кайса килетпĕр...
— Олеся Михайловнăна та хăвармастпăр, — терĕ Виталий. — Павел Ефимовича та хамăрпа пĕрлех илетпĕр. Паянах асанне патне телеграмма çаптаратăп...
— Тен, Ренăна та?.. — чеен кулчĕ Вери. Анчах Виталий савнийĕн ятне илтсен кулмарĕ.
— Эсĕ ăнланма тивĕç: маншăн Рена экспедици врач лаборантки çеç мар, йывăрлăхсенче алă усма паман чи çывăх тус та... Вăл пирĕн асанне кăмăлне кайĕ тесе шутлатăп.
— Ах, мĕн чухлĕ ман сана каласа памалли! — терĕ Вери татах пиччĕшĕн аллине хыттăн чăмăртаса. — Вăтăр çул ытла эпир пĕр-пĕрне пĕлмен-çке!
— Манăн та, йăмăкăм, çавнашкалах!.. Юрать, атте Хура тинĕс дельфинĕсене сăнаса пынисем упранса юлнă, — терĕ Виталий. — Биофилологи енĕпе ĕçлениех мана Одессăна илсе çитерчĕ, çавна пулах ав аттен йĕрĕ çине ӳкрĕм, сана тупрăм!..
— Пиччем!..
Виталий йăмăкĕн йăрăс пĕвĕпе сарă çӳçне, тинĕс пек тарăн кăвак куçне пăхса тăранаймарĕ. Икĕ тăвана тӳпери хĕвел те шевлисене тавраналла юриех пĕр шелсĕр сапаланăн, урамри йывăçсем те вĕсен телейĕ çинчен савăнса пăшăлтатнăн туйăнчĕ.