Каç кӳлĕм пирĕн çуртра пурăнакан Иван Иванович урамри сак çинче ларакан çынсене яланхи пекех çĕнĕ хыпар пĕлтерчĕ.
— Паян, кĕске вăхăт хушшинчех, Мускавра пурăнакан йыснапа телефонпа калаçрăм. Ĕнер, вăт, Шупашкарпа, виçĕм кун Мурманскпа, ыран Владивостокпа калаçасшăн.
— Укçине ăçтан çитеретĕн вара çак хуласемпе калаçма? — ыйтрĕ унран вун çиччĕри Света.
— Ман, салиднăй оклад, плюс — премия, — хирĕç хуравларĕ вăл.
Чăн та, эпĕ тĕрлĕ хуласемпе калаçса курман. Пĕр кун, кăнтăр хыççăн, килти ĕçсем нумай пулнипе, Иван Иванович калашле, кĕске вăхăт хушшинчех «Канаш» хаçат редакцине «укçа тӳлемесĕрех» информаци пама шут тытрăм. Хавхалансах утатăп телефон будки патне. Телефонпа хура куçлăх тăхăннă пĕр çамрăк хĕрача хĕрсе кайсах такампа калаçать. Çумри тепĕр телефонĕ ĕçлемест. Кĕтсе тăрасси тесе автовокзал çумĕнчи лавкка патĕнчи телефон патне утатăп. Унти телефон кĕпçине касса кайнă тата. Вăхăта кĕскетес шутпа мороженăй илсе çирĕм, автовокзалти комиссионнăй лавккара пултăм. Пĕр çирĕм минут иртсен каллех телефон патнелле утатăп. Хайхи, куçлăхлă хĕрача, çавăнтах иккен-ха, хĕрсех калаçать. Кукăль илсе çиетĕп, автовокзалăн иккĕмĕш хутне хăпарса чей ĕçетĕп. Çур сехет те иртсе кайрĕ пуль ĕнтĕ. Ба! Татах çав хĕрача тăрать, черетре пĕр вунă çын тăраççĕ-тĕр. Çынсем пăшăрханнине кура эпĕ те чăтаймарăм:
— Девушка, Вы более тридцати минут разговариваете по телефону, — терĕм.
— Нет, около часа, — хушса хучĕ тепри.
— Ладно, граждане, заканчиваю, — терĕ вăл телефон кĕпçине вырăнне хурса.
Вăл ман еннелле çаврăнчĕ те тарланă куçлăхне сăмса тутрипе шăлса илчĕ. Ман умра пирĕн çуртра пурăнакан Света тăра парать.
— Эсĕ Мускавпа калаçмарăн пулĕ çак вăхăт хушши? — тетĕп ăна.
— Дядя Коля, в соседнем доме у меня подруга живет. Я с ней разговаривала...
— Не лучше ли сходить к ней домой и разговаривать сколько тебе угодно? — хумханса тавăртăм эпĕ.
— У них лифт не работает, да по телефону удобней, и бесплатно... Света куçа мăчлаттарса иличченех таçта кайса çухалчĕ. Мĕн чухлĕ вăхăт çухатрăм ăна пула. Çак вăхăтра çитес çĕре çитсе чей ĕçсе лармаллаччĕ ĕнтĕ. Тĕрĕс вĕт, тăвансем?