Эпир виççĕн. Мостовой, Кубань тăрăхĕнчи казак, вăрçăччен уй-хир бригадирĕ пулса ĕçленĕ. Тепри Ленинградри рабочи — Щербенев. Виççĕмĕшĕ эпĕ — Атăл çинчи чăваш.
Отряд командирĕ пире Каменка ятлă пысăк салара вырнаçнă фашистсен вăйне пĕлме хушрĕ. Пирĕн тăшмана курăнмалла мар. Салара миçе салтак тăнине, мĕнпе хĕçпăшалланнине, дозорсем ăçта вырнаçнине тĕрĕс пĕлсе таврăнмалла.
Эпир Каменка таврашĕнче иккĕмĕш кун çӳретпĕр ĕнтĕ. Ыран каçхине задание пурнăçлани çинчен командира çитсе пĕлтермелле.
Каменка тăшман тылне фронтпа çыхăнтаракан çул çинче ларать. Ăна пур енчен те вăрман хупăрласа илнĕ. Сала варрипе пĕчĕкех мар шыв юхса иртет. Ун урлă хывнă кĕпере тăшман уйрамах хытă хураллмть. Вăл юханшыв çинчи пĕртен-пĕр шанчăклă кĕпер. Ăна çĕмĕрсен, тăшманăн фронтпа çыхăнакан чи пысăк çулне темиçе кунлăха та пулин пӳлсе лартнине эпир ла-йăх ăнланатпăр.
Кĕперĕн сылтăм енче кирпĕчрен тунă чиркӳ ларать. Халь ун тăрри çук. Ăна хĕçпе касса татнă пекех сӳсе пăрахнă. Тулаш стенисене те снарядпа шăтарса пĕтернĕ. Вăл, аякран пăхсан, кантăр ани çине кайăксене хăратма лартнă мĕлке евĕр, çĕтĕк-çатăк курăнать. Чиркĕве хирĕç, çул леш енче, икĕ хутлă чул çурт ларать. Вăрçăччен унта шкул пулнă пулас. Халь вăл çуртра карательсем тăраççĕ. Эпир сăнанă тăрăх, шкулта сахалтан та çĕр çынна яхан вырнаçнă. Унсăр пуçне, ялти ытти пӳртсенче те фашистсем тухса çӳрени курăнать.
Чиркӳ çине икĕ пулемёт лартнă. Унта яланах салтаксем тăраççĕ. Тата кашни урам вĕçне пĕрер пулемёт вырнаçтарса лартнине асăрхарăмăр. Каçхине ялта патрульсем çӳреççĕ.
Ял фронт çывăхĕнче пулнă май, тăтăшах çар чаçĕсем, автомашина, танк колоннисем иртсе çӳреççĕ. Тепĕр чухне вĕсем ялта çĕр каçма чарăнаççĕ.
Эпир Каменкăра тăракан карательсем çинчен сахал мар пĕлетпĕр ĕнтĕ. Çапах та партизансен раэведчикĕсемшĕн ку çителĕксĕр.
Иккĕмĕш каçхине, Щербенева сала çывăхĕнчи варманта хăварса, Мостовойпа иксĕмĕр Каменкăна кайсах курма шутларăмăр. Эпир разведкăран таврăнаймасан та, пирĕн юлташ тăшман çинчен мĕн пĕлнине отряда çитсе калама пултарать.
...Юханшывăн чăнкă çыранĕ хĕррипе асăрханса утатпăр. Çанçурăма сăрăлтаттаракан кĕрхи сивĕ çумăр вĕтĕртетсе çăвать. Тĕттĕм. Куç хăнăхса çитиччен виçĕ-тăватă утăмри япалана та уйăрса илме хĕн. Урасем пакăлчак таран пылчăк ăшне путса пыраççĕ. Ура ярса пусма йывăр. Темиçе утăм тусанах, канма тивет. Сас пуласран асăрханмалла. Тĕттĕмлĕхе куçсем шывланиччен тинкерсе пăхатпăр, итлетпĕр.
Сала хĕрринчи çуртсем патне çывхарса çитнĕччĕ ĕнтĕ. Юханшыв урлă кармашнă кĕпер те, ун çинче каллĕ-маллĕ утса çӳрекен часовойсем те уçăмлăнах курăнма пуçларĕç. Çав вăхăтра çĕрлехи тӳпере кăнтăрлахинчен те çутăрах пулса кайрĕ. Те пире сиссе, те ăнсăртран, кĕпер хуралçисем çутатакан ракетăсем яма тытăнчĕç. Малтанах çĕрлехи шăплăха пăшал кĕрĕслетнĕ сасă пăсрĕ. Унтан ял вĕçĕнче пăшалпа икĕ-виçĕ хут пени илтĕнчĕ. Тепĕр самантран пĕтĕм сала ура çине тăчĕ тейĕн. Пур çĕрте те автомат, пулемет шăтăртатни, ют чĕлхепе кăшкăрашса çуйăхни илтĕнсе тăчĕ.
Эпир Мостовойпа пылчăк ăшне тăсăлса выртрăмăр. Пуçа çĕклемесĕр салара мĕн пулса иртнине сăнатпăр. Карательсем кун пек хăтланни пирĕншен питĕ вырăнлă пулчĕ. Ракетăсемпе çутатнă хушăра эпир шкул патĕнче виçĕ тупă вырнаçтарса лартнине асархарамăр. Кĕперĕн икĕ пуçĕнче те пĕрер пулемёт перет. Кусем пирĕншĕн çĕнĕ япаласем.
Салара шăв-шав мĕнле ăнсăртран пуçланчĕ, çавăп пекех хăвăрт шăпланчĕ. Кĕпер çинче тахаш такама кăшкăрса ятлани илтĕнчĕ. «Пăшал персе тревога туна салтака тустараççĕ пулмалла», — тавçăрса илтĕмĕр эпир. Унтан, малтанхи пекех, тимĕрпе бетонран тунă кĕпер урлă автомашинăсем кĕмсĕртеттерсе каçса çӳреме пуçларĕç.
Ир енне çумăр çума чарăнчĕ. Çурçĕртен сивĕ çил кастарса вĕрме пуçларĕ. Хура пĕлĕтсем вăрман çийĕпе сала урлă шăва-шăва иртеççĕ. Сарă, хĕрлĕ çулçăсем вĕлтĕртетсе ӳкеççĕ. Вĕсем, йĕпескерсем, пирĕн алăсене, пите çыпçăнаççĕ.
Щербенев патне эпир питĕ шăнса, кӳтсе таврăнтăмăр. Вăл пирĕн пекех йĕпенмен. Хăрăк тунката çумне таяннă та, типсе кайнă çăкăр таткине кăшласа, ирхи апат тăвать.
— Мĕн турăр эсир салара каçхине? Хăвăр пулăшу ыйтмарăр та, пыма шутламарăм, — шӳтлет Щербенев!
— Хамăрах лайăх тустартăмăр фашистсене. Куртăн пуль? — кулать шӳте юратакан Мостовой.
— Куртăм-ха. Фронтри пекех кĕрлерĕ сала пĕр хушă.
Эпир Мостовойпа пысăк чăрăш айĕнче ташша çаптарса ăшăнатпăр. Сиксе чĕтренипе шăлсем хире-хирĕç перĕнмеççĕ. Йĕпе кĕпе-йĕм ӳт çумне çыпçăнса çанçурăма çӳçентерет. Фуфайкăсенчен пăс йăсăрланать.
— Эсир икĕ талăк çывăрман. Эпĕ кĕçĕр кăштах тĕлĕрсе илтĕм. Кунтан инçех мар пĕр уçланкăра утă капанĕ пур. Утă ăшне кĕрсе выртса ăшăнăр, — сĕнчĕ пире Щербенев. — Эпĕ унччен салана сăнаса тăрăп.
Щербенев та пирĕн пекех икĕ каç çывăрманнине эпир ăнланатпăр. Паллах, вал салара «çапăçу» пынă вăхăтра çывăрса выртма пултарайман. Пире хĕрхенсе калать ĕнтĕ. Çавăн пек вĕсем партизансем. Юлташшăн çăварти çăкăра кăларса пама хатĕр,
Эпир Щербенев сĕнĕвĕпе килешмесĕр тама пултарайман. Шăмă таранах шăнса кӳтнĕ-çке-ха. Мостовой утă ăшне кĕрсе выртнă-выртманах ăшшăн мăшлаттарса çывăрса кайрĕ. Мана та ыйхă пусса илчĕ...
...Щербенев пире кăнтăр çитес умĕн кăна вăратрĕ.
— Хыпар пур!-тăрмалама тытăнчĕ вăл пире.
— Вăрçă пĕтмен пуль? Питĕ савăнса кайнă эсĕ, — тăрăхласа ыйтрĕ Мостовой.
— Итлĕр! — хĕвелтухăçнеллс пуç сĕлтрĕ Щербенев.
— Мĕ-ĕн?
— Тупăсемпе переççĕ.
— Мĕнех вара?..
— Фронт çывхарать! Йывăр орудисемпе переççĕ! — кăшкăрса каларĕ Щербенев, пĕчĕк ача пек савăнса.
Эпир таçта инçетрен тарăн нӳхрепре хултăрчă çавăрнă чухнехи пек илтĕнекен сасăсем пирĕн пата çитнине туйрăмăр. Вăл сасăсем каярахпа вăйланнăçемĕн вăйланса пычĕç, уçăмлăрах илтĕнме тытăнчĕç.
— Илтетĕр-и эсир? — тӳсеймесĕр тепĕр хут ыйтрĕ Щербенев.
— Илтетĕп...
— Эпĕ те...
— Фронт вăл!
Щербенев пире йăтса çавăрттарма тытăнчĕ.
— Фронт çывхарать! Фронт... — кăшкăрать хăй. Эпир çывăрнă хушăра çанталăк уяртса кайнă-мĕн.
Кĕрхи хĕвел ăшшипе çĕр йăсăрланса пăслаланать. Таврара утă шăрши кĕрет. Щербенев пĕлтернĕ хыпар пирĕн кăмăла çĕклерĕ, савăнтарчĕ. Фронт çывхарать! Мĕн чухлĕ кĕтнĕ эпир çак вăхăта!
Вăрман хĕррине тухса, бинокльсенчен сăнама тытăнатпăр. Малтанах пăхсан, ялта нимепле улшăну та пулман пек туйăнать. Чиркӳ тăрринчи часовойсем те урам вĕçĕсенчи пулемётсем те вырăнтах тăраççĕ. Çапах разведчик куçĕсем витĕртерех кураççĕ. Каменкăра пысăк улшăнусем пулса иртнĕ иккен. Шкул умĕнчв салтаксем ĕнерхинчен йышлăрах хĕвĕшеççĕ. Фронт еннелле танксем, йывăр тиенĕ автомашинăсем, пысак тупăсем кăкарнă тракторсем иртеççĕ. Сала витĕр ĕне кĕтĕвĕ тухса кайрĕ.
— Тарма хатĕрленеççĕ мар-и кусем? — тет Щербенев.
— Лере питех те начар пулмалла вĕсене, — кулать Мостовой.
— Çăмăлах пулас çук...
— Тинех пуçланчĕ иккен..
...Саларан икĕ кустăрмаллă урапа туртнă хĕрарăм тухрĕ. Вăл пирĕн еннелле çывхарса килет. Хĕрарăм пĕччен мар-мĕн. Урапа çинче улт-çичĕ çулхи ача ларса пырать. Урапана хыçалтан тепĕр арçын ача тĕртет. Вĕсем çывăхранах иртрĕç пулин те, пире асархаймарĕç. Эпир чăтлăхра выртатпăр.
— Ыйтса пĕлес кусенчен! — тет Мостовой.
— Кирлĕ мар. Саларан курма пултараççĕ. Вармана кĕрсе кайччăр, — асăрхаттартăм юлташсене.
Урапа туртнă хĕрарăм, çултан сулахаялла пăрăнса, пысăк уçланкăри çĕрулми ани çинче чарăнчĕ. Икĕ арçын ача çĕрулми аврисене тăпăлтарма тытăнчĕç. Хĕрарăм, вĕсен амăшĕ пулас, урапа çинчен кĕреçе илсе, çĕрулми кăларма пуçларĕ.
Щербеневпа Мостовоя салана сăнама хăвартăм. Хам çĕрулми кăларакансем çывăхнерех кайса выртрăм. Эпĕ вĕсене питĕ лайăх куратăп, вĕсем мана асăрхамаççĕ.
Ачасем икĕ михĕ çĕрулми пуçтарса тултарчĕç. Хĕрарăм михĕсене урапа çине çавăрса хучĕ те кӳлĕнсе сала еннелле туртса кайрĕ. Ачасем çĕрулми пуçтарса юлчĕç.
Урапаллă хĕрарăм куçран çухалсан, эпĕ ачасем патне тухма шутларăм. Вĕсене сасартăк хăратса пăрахас мар тесе, автамата çурăм хыçнерех пытарса çакрăм. Хĕрсех ĕçлекен ачасем эпĕ пынине сисмерĕç. Мана асăрхасан, пĕчĕкреххи карт сиксе илчĕ те пиччĕшĕ хыçне йăпшăнса тăчĕ. Кăвак куçĕсем чарăлса кайрĕç. Кĕç-вĕç йĕрсе ярас пек сиксе чĕтрет.
— Ан хăрăр, ачасем, — лăплантарма тăрăшрăм эпĕ. — Тивместĕп.
— Эп... эп... Эпир хă-хăрамастпăр, — тытăнчăклă каларĕ аслăрах ачи. Куçĕсем çинех анса ларнă пысăк çĕлĕкне хывса, çĕтĕк çанă вĕçĕпе тарлă çамкине шăлса типĕтрĕ.
— Ан хăрăр çав... Хăш ялсем эсир?
— Эпир-и? Каменкăран...
— Мĕн ятлă эсĕ?
— Митя. Ку ман шăллăм — Якур, — ответлерĕ асли хăюлланса.
— Шкул ачисем-и эсир, Митя?
— Вăрçăччен вĕреннĕччĕ... Халь шкул ĕçлемест.
— Вăрçă пĕтсен, каллех ĕçлеме пуçлать акă. Нумай юлмарĕ ĕнтĕ, Митя. Тупă сассисене илтетĕн-и?
Митя, хĕвелтухăçнелле пăхса, чылайччен итлесе тăчĕ.
— Фашистсене хăвалаççĕ-и унта?
— Хăвалама тытăнчĕç ĕнтĕ.
— Хăвăртрахчĕ...
Ача, манпа калаçать пулин те, çаплах-ха хăрама пăрахаймастъ.
— Эсĕ манран ан хăра, Митя, — терĕм эпĕ, ăна куçран пăхса.
— Эсĕ ху... ăçтисем пулатăн? — ыйтрĕ вăл.
— Партизан.
— Партиза-ан? — тĕлĕнчĕ вăл. — Суятăн. Партизансем пĕчченшерĕн çӳремеççĕ.
— Эсĕ курнă-и вĕсене?
— Хам курман. Çынсем каланине илтнĕ. Фашистсем хытă хăраççĕ партизансенчен.
— Каменкăра нумаййăн-и вĕсем?
— Фашистсем-и? Питĕ нумай.
— Миçе çын пулĕ?
— Шутне те пĕлместĕп. Эс чăн-чăн партизан-и? Пирĕн Петĕр пиччене курман-и? — ыйтма тытăнчĕ ача.
— Партизансем нумай, çавăнпа тĕл пулман та пулĕ, — терĕм эпĕ Митьăна. Ача пăшăрханнă пек пулчĕ. Эпĕ, кайăк пек шăхăрса, Мостовойпа Щербенева чĕнсе илтĕм. Митя вĕсене курсан тин савăнса кайрĕ.
— Чăнах та партизансем иккен, — терĕ вăл, пирĕн автоматсене асăрхасан. — Эпĕ халиччен те кун пек пăшал курман. Фашистсен урăхла, — каллех уçăлчĕ Митя кăмăлĕ.
— Пионер терĕн-и-ха эсĕ? — ыйтрăм эпĕ Митьăран... — Вĕреннĕ чухне пулнă. Халь партире тăмастăп, — ответлерĕ вăл мăн çын пек.
Мостовойпа Щербенев кулса ячĕç.
— Партиецсене полицайсем çакса вĕлереççĕ, — хушса хучĕ Митя. — Пирĕннисем килеççĕ тесе суймастăр-и?
Митя каллех хĕвелтухăçнелле, тупă сассисем илтĕннĕ çĕрелле, пăхса илчĕ.
— Килеççĕ, шăллăм. Нумай юлмарĕ ĕнтĕ, — терĕ Щербенев.
— Пирĕн атте те унта...
— Аçу та килет. Эпир ачасене çĕрулми пуçтарма пулăшса патăмăр. Митя шăллĕ Якур та хăюлланса çитрĕ. Вăл пĕр вĕçĕмсĕр шакăлтатса калаçма тытăнчĕ.
— Атте таврăнсан, каллех хамăр пӳрте пурăнма куçатпăр. Çапла вĕт, Митя? — ыйтать пĕчĕк Якур.
— Куçатпăр...
— Халь ăçта пурăнатăр вара эсир?
— Мунчара. Пирĕн пӳртре полицайсем пурăнаççĕ.
— Паллах, полицайсене пӳртрен те, ялтан та, хамăр çĕршывран та хăваласа кăларатпăр.
Якурпа Митя савăнаççĕ. Эпир те вĕеемпе пĕрле савăнатпăр. Фронт çывхарса килни пирĕн чун хавала çĕклерĕ.
Тепĕр ирхине Митьăпа амăшĕ каллех икĕ кустăрмаллă урапа туртса пычĕç. Вĕсем пире çĕрулминчен пĕçернĕ ăшă çăкăрпа хăналарĕç. Митя эпир ыйтнине питĕ тĕплĕн пурнăçласа килчĕ. Вăл пире нумай çĕнĕ япаласем пĕлтерчĕ. Митя каласа панă тăрăх, ял планне турăмăр. Хăш пӳртре фашистсем вырнаçнине палăртрăмăр. Халь эпир кĕпере миçе çын хуралланине, ун патне хăш енчен çывхарма май пуррине пĕлетпĕр.
Отряда палăртнă вăхăтра таврăнтăмăр. Командир пире тимлĕ итленĕ хыççăн рота, взвод командирĕсене чĕнтерме хушрĕ.
— Эсир лайăх апатланăр та кăштах канса илĕр, — терĕ вăл, пире ăсатса. — Кĕçĕрсх каятпăр.
Çур çĕр иртнĕ тĕле Каменка салине пĕр вăхăтрах партизансен виçĕ отрячĕ хупăрласа илчĕ. Çумăр çунипе тата кĕрхи тĕттĕм каçпа усă курса, партизансен разведчикĕеем фашистсен ял вĕçĕнче тăракан часовойĕсене тĕп турĕç. Урамсенче хĕрӳ çапăçу пуçланчĕ.
Тăшман салтакĕсем çывăрма выртнă çĕртен шурă кĕпе-йĕмсемпех урама сиксе тухаççĕ. Вĕсене пирĕн партизансем пĕрерĕн-пĕрерĕн шĕкĕлчесе тăчĕç. Уйрăмах кĕпер патĕнче çапăçу вăраха тăсăлчĕ. Тимĕрпе бетон юпасем хыçне пытаннă фашистсемпе полицайсем чĕррĕн парăнасшăн пулмарĕç. Ир енне, тул çутăлас умĕн тин, кĕпер пирĕн алла куçрĕ. Партизансен подрывникĕсем сăвай юписем айне тол, аммонал чавса хучĕç. Тепĕр самантран пысăк кĕпер сывлăша çĕкленчĕ.
Пăшал сассисем шăплансан, нӳхрепсене пытанса ларнă хĕрарăмсемпе ватă старикссм, ача-пăчасем урама тухрĕç. Вĕсем партизансенс ытала-ытала чуптăваççĕ.
— Митя! Якур! — палласа илтĕмĕр эпир халăх хушшинче хĕвĕшекен ачасене.
Митьăпа унăн шăллĕ Якур пирĕп пата чупса пычĕç. Эпир Митьăпа Якур çинчен, вĕсем пире мĕнле пулăшни çинчен хамăр комаидира каласа патăмăр.
— Маттур ачасем эсир, — терĕ командир, ачасене çӳле çĕклесе. — Сире чĕререн тав тăватăп.