Урамра тӳлек те ăшă çанталăк. Хутран-ситрен йытăсем канăçсăррăн вĕрсе яни тата картана вырнаçса пĕтеймен пирки выльăх-чĕрлĕх макăрни илтĕнет. Ялти культура керменĕнчен ташă кĕвви тата çамрăксем ахăлтатса кулни, кăшкăрашса калаçни урамра шăплăха сирет. Мăнтарăн çамрăкĕсем, кунĕпе ĕçлесе ывăнаççĕ пулин те пĕр каç та клуба каймасăр юлмаççĕ, тунсăхласа çитнĕ тантăшĕсене курма вăскаççĕ. Çамрăк çамрăках çав. Юн вĕресе çеç тăрать. Чĕре тухса ӳкесле хыттăн тапать. Мĕн тери хăвăртрах каç пултарас килет. Уйра ĕçлетĕн-и, вăрманта утă çулатăн-и е кил хушшинче тирпейлетĕн-и — пуçран чун савакан çын сăнарĕ тухмасть. Ывăнса çитсен те хĕвел аниччен нумай юлмарĕ ĕнтĕ, чăт тесе лăплантаратăн. Пĕрмаях савăнăçлă юрăсем юрлас килет, ытла та телейлĕ самантсенче вара çунат хушса вĕçме те хатĕр. Юханшыв хĕрринчи лăстăркка ватă йăмрасем çулçисене шывра чӳхени, тӳпере каçса кайса тăри юрлани, хĕвел хĕртсе пăхни — пурте саншăн пек туйăнать... Халь йăлтах тĕксĕмленнĕ, çутă уйăх та ман çине сиввĕн те хĕрхенсе пăхать пек. Хĕвел те кăнтăрла манран куçне тартать.
Сакă çинче ларакан Натали аппа сисмесĕрех йывăр асаилĕве путрĕ. Ăна халь никам та кансĕрлемест. Çанталăкĕ лăпкă. Аса илмелли вара çав тери нумай. Пуçри шухăшсем хăвăрт-хăвăрт мĕлтлетеççĕ. Натали аппа куçне ал тутрипе шăлса илчĕ. Унăн пит çăмарти çине икĕ вĕри тумлам юхса анчĕ. Çакна туйнă пĕркеленчĕк пичĕ туртăна-туртăна илчĕ. Аллисем тăр-тăр чĕтрерĕç. «Эх, пурнăç!» — терĕ вăл ассăн сывласа. Вара тарăн шухăша путрĕ...
Çулла. Утă уйăхĕ. Хĕр-тантăшсемпе вăрманта кунĕпе курăк çулнă хыççăн юрăсем шăрантарса ялалла антăмăр. Ывăннине туймастпăр та хамăр. Пурин пичĕсем çинче те кулă çиçет. Эх, пĕрне-пĕри тĕрте-тĕрте илетпĕр, вылятпăр. «Паян камсен умне тухăпăр-ха, — теççĕ хĕр пĕрчисем, — хамăрăн яланхи вырăнах-и?» Çак ыйтăва туххăмрах татса пачĕç вĕсем. Купăсçăсене систерме Наталие хушрĕç. Вĕсемпе çуммăн пурăннăран хĕр хăвăрт килĕшрĕ. Хура çӳçлĕ тата хăмăр куçлă Натали амаçури амăшĕпе тата унăн тăватă ачипе пурăнать. Пурнăçĕ пылак мар пулин те, йăваш та сăпайлă хĕре чăтмах тивет. Унăн тăватă пиччĕшĕ те пуçĕсене Аслă вăрçă хирĕнче хунă. Тăшман пĕтернĕ пур тăванĕсене. Çывăх çыннисемсĕр юлнă хĕр хăйне куллен чăтасах пулать тесе лăплантаркаларĕ. Малтан амăшĕ, кайран ашшĕ йывăр чирлесе çĕре кĕчĕç. Тăлăх Наталийĕн нумай хура-шур курма лекрĕ, амаçурипе пурăнса ним ыррине те курмарĕ вăл. Урăх ниçта пурăнма çуккипе тăван килтен тухса кайма васкамарĕ. «Ун пек тума ĕлкĕрĕп-ха, — шутларĕ ĕнтĕ. — Ют хĕрарăмăн икĕ кĕçĕн ывăлĕнче аттен юнĕ те пур, амăшĕ усал пулин те пĕчĕкскерсемпе калаçса йăпанăп». Çаплах каларĕ вăл хулана кайма йыхăрнă тантăшĕсене.
Вăрçă пĕтнĕ çул Натали çирĕм иккĕреччĕ. Ахăр самана вăхăтĕнче каччăсем çинчен шутлама вăхăт та пулман, юратмалли вăйпитти каччăсем пурте вăрçăра пулнă. Чун савни тени вара хальлĕхе Натали валли тупăнман-ха. Мĕншĕн качча кайма çав-териех васкамалла вара, вăл пиçсе çитнĕ хĕр çеç. «Пурнăç йăлтах майлашăнса кайтăр, пĕлнĕ каччăсем салтакран та килсе пĕтмен, — тет вăл. — Турă çырни, тен, салтакра.»
Хĕр кăçал 24 тултарать. 17 мар ĕнтĕ, анчах та вăхăт таппи ун пичĕ çине нимĕнле йĕр те хăварман. Халĕ те яштака пӳ-силлĕ, çинçе пилĕклĕ, чипер пит-куçлă, çырла пек хĕр. Чи илĕртекенни вара Наталире — икĕ хулăн çивĕчĕ. Вĕсене усса ярсан — чăн-чăн пирешт. Тен, çавăнпа та-и, ăмсанатчĕç ăна юлташĕсем. «Телейлĕ эсĕ пирĕн», — тетчĕç. Темĕн çав, çакна илтме кăмăллă пулин те, хăйне телейлĕ туймарĕ вăл. Пĕрре мар ĕсĕклĕсе макăрнă, минтер çивиттине тăварлă куççульпе йĕпетнĕ. Мĕн каласан та, çакă çутă тĕнчере атте-анне çук пулсан, аннӳн кăпăшка аллине хăвăн пуç çинче туяймастăн пулсан, хуть те пĕлĕте çити ылтăн кермен туса лартчăр, тăлăхшăн йăпану та, киленӳ те мар. Вăл яланах тунсăхлă. «Турă телей валеçнĕ чухне эпĕ килте пулман пуль çав», — тесе хурланать вăл тепĕр чух. Хĕр-тантăшĕсем хушшинче çеç хăйне аван туять. Пуринпе те сăпайлăн калаçать. Кам та пулин йывăрлăха çаклансан ăна пулăшма васкать. Ялта хисеплеççĕ ăна, ырă кăмăлне ăмсанаççĕ. «Ку хĕрте темĕнле вăрттăн вăй пур пуль, — теççĕ ваттисем ун пирки, — калаçма пуçласан тыткăнлать».
Акă Натали килĕ умне çитрĕ. Йĕри-тавра пĕр сас-чӳ илтĕнмест. Амаçури амăшĕ ĕçрен таврăнман пулас. Хĕр çавана çакрĕ те йăпăр-япăр килне кĕчĕ. Юрла-юрла урай çуса тухрĕ. Тарпа вараланнă кĕпине çуса тасатрĕ те каçхи апат пĕçерме лартрĕ. Çăмах тунă вăхăтра амаçури амăшĕ пырса кĕчĕ. Тутине яланхи пекех уснă, темĕн мăкăртатать. Ăна çиллентересрен шикленсе Натали пĕр сăмах та чĕнмерĕ. Пӳлĕмре шăп. Мăн çынсем иккĕшĕ те çăварĕсене шыв сыпнă тейĕн. Сасартак хĕрарăм сасси мĕнпур шăплăха çурчĕ. «Итле-ха, ватă хĕр, миçе çул ман ĕнсе çинче ларса юна ĕçсе пурăнма шутлатăн? — пуçларĕ усал сăмахне вичкĕн чĕлхеллĕ «тăванĕ». — Санпа пĕр çулхисем тахçанах мăшăрланса пĕтнĕ, халĕ упăшкисемпе ачи-пăчисене тăрантараççĕ. Эсĕ вара кунĕпе те çĕрĕпе пĕчĕк ача пек тринкки-тринкки сиккелесе çӳретĕн. Çитет, чăтăмлăх пĕтрĕ». Урса кайнă хĕрарăм нимĕнле те çиллине шăнараймарĕ, татах та татах тулхăрчĕ. Натали куççульне кăларас мар тесе чăтса тăрать. Мĕнле-ха капла? Вăл тăван килĕнчех пурăнать-çке, кунта ашшĕпе амăшĕ пурăннă, пиччĕшсем çак çуртран вăрçа ăсаннă, вăл та кунтах çуралнă. Хăйĕн чи пирвайхи утăмĕсене çак урай тăрăх пусса кайнă. Çак çын ăна тăван килĕнчен хăваланă пек пулса тухать вĕт? Наталин пырĕнче темĕскер капланса пырать пулсан та, хăйне лăпкăрах тытма тăрăшрĕ. «Эсир мĕн каласшăн, Униççе аппа. Çак çурт ман чунăн пĕр пайĕ, — терĕ вăл сасартăк. — Тата хальччен пурăнса та пĕр сивĕ сăмах каламарăм, пĕчĕккисемпе çепĕç те ачаш пулма тăрăшрăм...» Натали тата мĕн-тĕр калатчĕ пуль, анчах амаçури амăшĕ ун патне урса кайнă пек чупса пычĕ те пĕр кĕтмен çĕртен çивĕтĕнчен ярса илчĕ. «Э-э, эсĕ çапла калаçма вĕреннĕ-и-ха, шуйттан хĕрĕ, тухса кайнă пултăр ман çуртран, хамăн килте тет-ха тата мур илесшĕ, вĕçтер, шăршу-маршу ан юлтăр!» — тарĕ сурчăкне српĕте-сирпĕте. Ытла та тискер кăшкăрашрĕ Униççе. Тата та лăкăртатма кăмăлĕ пурччĕ, анчах та хĕр урăх нимĕн те чĕнменнине пула килтен шăлне çыртсах тухса кайрĕ. Натали вара çак çуртра юлма пултараймарĕ. Вăл кĕпи-тумтирĕсене амăшĕнчен юлнă арчана тултарма пуçларĕ. Чунĕ кӳтсе килнĕрен куççульне епле тытса чарас тесен те чăтса тăраймарĕ, ĕсĕклесе йĕрсе ячĕ. Пурнăç ун патне пĕр шелсĕр пулнăран вилесси килсе кайрĕ. Ниепле те лăпланаймарĕ вăл. Хăйĕнпе хăй тем туса хума та пултарнă пулĕччĕ-и, тен, çак самантра кӳршĕ хĕрĕ Нина килсе кĕмен пулсан. Вăл ăна лăплантарма тăрăшрĕ. Иккĕшĕ пĕрле йывăрах мар арчана йăтреç те урамалла тухрĕç. Амаçури амăшне çĕр çăтнă тейĕн, ниçта та курăнмарĕ. Хĕрĕпе тĕл пуласран хăраса тăрать пуль-ха пĕр кĕтесре. Е кăштах намăсланать-и?
Натали тăван килĕ çине нумайччен пăхса тăчĕ. Ачалăхĕпе, çамрăклăхĕпе уйрăлнă пек туйăнчĕ ăна.
Наталишĕн халь пĕртен-пĕр çул çеç — кӳршĕ яла ашшĕн шăллĕ патне каймалла. Хулана каяс килмерĕ унăн. Çумра укçа-тенкĕ те пĕр пус та çук. Мĕнле пырса кĕрĕн-ха тата пĕр пĕлмен хулана? Вырăсла та аван пĕлмест. Ашшĕн тăванĕ патне çитнĕ çĕре хĕвел тусем хыçне пытаннăччĕ ĕнтĕ. Ăшă вырăна кĕрсе выртсан та хĕр часах çывăрса каяймарĕ. Ĕçрен кая юлса таврăннă пиччĕшĕпе инкĕшĕн калаçăвне лешĕсем çывăрса кайичченех итлесе выртрĕ. «Пурăнтăр ара, тăван-çке, ытлашши çăвар пулмĕ», — çак сăмахсем Наталие лăплантарчĕç. Ирхинеренех уншăн лăпкă кунсем пуçланчĕç темелле. Пиччĕшсен ачисем нумай, çапах та хирĕçсе-çапăçса курман вĕсемпе. Килти ĕçсене те хушмасăрах туса пырать, пĕчĕкскерсемпе те вылять тепĕр чух.
Урамра ăшă. Çанталăк ытарма çук аван. Натали паян юлташĕсемпе урама вăййа тухать. Чи капăр кĕпине тăхăнчĕ те çӳçне икĕ çивĕт туса усса ячĕ. Куçĕсем вара нихçанхинчен те илемлĕрех, хуп-хура техĕмлĕ çырлана аса илтереççĕ. Чĕри те теме сиснĕ пек хыттăнрах тапать. Тепĕр самантранах тантăшĕпе пурте пуçтарăнакан вырăна утрĕ. Çамрăксем чылайăн пухăннă. Натали сасартăк ушкăнра калаçса тăракан халиччен курман пĕр илемлĕ те яштака пӳ-силлĕ качча асăрхарĕ. Лешĕ ăшшăн кулкаласа тăрать. Натали сисмерĕ те йăм-хура çӳçлĕ, пысăк куçлă каччă унăн чĕрине тыткăнласа та пăрахрĕ. Анчах та ун çине пăхакан вичкĕн куçсем хĕрсем хушшинче татах та пуррине асăрхарĕ вăл. Кама килĕшмĕ çар тумне тăхăннă вăрăм та тĕреклĕ каччă? Чăн-чăн паттăр тейĕн. Кулнă-калаçнă чухне курăнакан шурă шăлĕсем ăна тата та илĕртӳллĕрех тăваççĕ. Натали ним тăваймасăр тăчĕ. Аван мар пулин те, куçĕсене палламан каччă çинчен илеймест. Хăй вара пĕр хĕрелет, пĕр шуралать. Хĕр-тантăшĕсем çинчен те туххăмрах манса кайрĕ вăл. Телее, унăн «ыйхине» илемлĕ кĕвĕ шăрантаракан купăсçăсем татрĕç. Таврана чăваш юрри-кĕвви сарăлчĕ. Хĕрсем те юрлама пикенчĕç. Чăн-чăн савăнăçпа туслăх каçĕ. Унтан пуçларĕç ташлама, тăрăс та тăрăс тутараççĕ. Мĕн тери такмак пĕлмеççĕ-ши хăйсем? Йĕкĕтсемпе пикесем пĕр-пĕрне йĕпле сăмахпа та чыша-чыша илеççĕ. Çак телейлĕ те хаваслă çамрăксем çине пăхсан нумаях пулмасть ĕмĕчĕсене вăрçă ахрăмĕ хупласа хунăччĕ тесе те калаймăн. Паян вĕсемшĕн пурнăç савăк та ырă. Хăйсем те мал ĕмĕтлĕ вĕсем.
Акă Оля, Наталин тусĕ, айккинче тăракан икĕ каччă çине кăтартса: «Çав вăрăмми пирĕн ял каччиех вăл, паян салтакран отпуска таврăннă», — терĕ. Вара пăртак тăрсан: «Илемлĕ вĕт, ячĕ вара Андрей», — тесе тĕртсе илчĕ. Тантăшĕ ун çинчен куçне илменнине сисрĕ вăл. Натали килĕшсе пуçне сулчĕ. Таврана вальс кĕвви сарăлчĕ. Эх, купăсçи вара! Чĕрене тыткăнлать мар-и ун кĕвви. Алли мĕнлерех вылять!
Çамрăксем мăшăрăн-мăшăрăн çаврăнаççĕ. Сарлака сакă çинче Натали пĕчченех ларать. Акă ун умне пĕр çын килсе тăчĕ. «Çак салхуллă пикене ташă картине чĕнме юрать-ши?» — терĕ вăл шӳтлерех. Хĕр пĕр самант пуçне çĕклеме именсе хытнă пек ларчĕ, унтан чăмăр куçĕсемпе ун çине чăр пăхрĕ. «Хитре пике, эсир хăвăрăн шăплăхăра сирнĕшĕн ман çине тарăхса, чĕлхĕре çăтса ямарăр пуль?» — терĕ яштака каччă. Куçĕсем вара хĕр çине чăрсăррăн пăхрĕç. Натали урăх йăлăнтарма шутламарĕ. Каччă унтан пăрăнасран хăранăн вăшт кăна тăчĕ те: «Ташша тухма хатĕр», — терĕ. Акă вĕсем çăмăллăн ташласа çаврăнаççĕ. Çуначĕсем пулсан вĕçсе кайĕччĕç. Чи малтанхи сăмаха каччă пуçларĕ. Натали чĕри халĕ пушшех те хăвăрт тапать. Хумханнине кăтартас мар тесе шӳтлеме, кулма тăрăшрĕ. Халĕ вĕсем пĕр-пĕрин ятне çеç мар, халиччен мĕнлерех пурăнни çинчен те пĕлеççĕ. Мăшăр куçĕсем те пĕр-пĕрин çине юратса пăхрĕç. Ташă вĕçленсен Наталипе Андрей паçăрхи сакă çине кайса ларчĕç. Ташла-ташла ывăннипе-ши пĕр хушă нимĕн те чĕнмерĕç, унтан каччă хуллен кăна хĕрĕн аллине хăй патнелле илчĕ. Натали хирĕçлемерĕ. Чи малтанах тĕлĕк мар-ши ку тесе ăнланаймасăр ларчĕ-ха. Чĕринче юрату çуралнине пĕрре те шанас килмерĕ. Нивушлĕ ăна та шăпа çакнашкал ырă туйăм парнелеме шутларĕ?
Андрей хĕре салтак пурнăçĕ çинчен каласа пачĕ. «Тепĕр çур çултан вуçех яла килетĕп», — терĕ. Унтан Натали куçĕсенчен юратса та тĕмсĕлсе пăхрĕ.
— Сана пĕрре курсах килĕштерсе пăрахрăм, ан хăваласам мана çумăнтан, — терĕ Андрей хĕре куçĕнчен пăхса.
— Эпĕ те... — Наталийĕн сасси çĕтрĕ. — Анчах та пирĕн çулсем пĕр мар-çке, — хушшăмăрта виçĕ çул. Эсĕ манран кĕçĕн.
— Çулсем расни ниме те пĕлтермест, эсĕ пĕр-пĕр вунçиччĕринчен те çамрăкрах курăнатăн-ха, — терĕ Андрей пикене ыталаса. Хăй вара яланхиллех шӳтлерĕ.
Çак каç çĕр çинче тата тепĕр юратуллă мăшăр çуралчĕ. Кашни кунах тĕл пулатчĕç вĕсем. Пĕр-пĕрне ăшă сăмахсем калатчĕç, ĕмĕтленетчĕç. Çамрăк мăшăршăн каçхине те хĕвел хĕртнĕн туйăнатчĕ. Натали пушшех те илĕртӳллĕ пулса кайрĕ. Чунĕнче тин çеç çуралнă туйăм — юрату хуçаланчĕ. Вăл чĕререн юратрĕ. Андрей те телейлĕччĕ çак кунсенче. Каччă салтакра пĕр янкăлти вырăс хĕрĕпе çыхланса кайнине манма тăрăшрĕ. Малашне йăлтах йĕркеллĕ пулĕ тесе шутларĕ. Пуçĕнчен Натали сăнарĕ тухма пĕлмерĕ. Тĕлĕкре те пулин юратнă хĕрне куратчĕ, илемĕпе киленетчĕ. Ашшĕ-амăшĕпе калаçрĕ те отпуск вĕçлениччен авланса хăварма шут тытрĕ. Натали те хирĕç пулмарĕ. Чи малтан вăрттăнлăхĕпе пиччĕшĕпе инкĕшне паллаштарчĕ. Тепĕр каçхине килĕшсе те кайрĕç. Шăматкунах çĕр çĕмĕрттерсе туй туса ирттерчĕç. Тин çеç çуралнă çемье теп килтех пурăнчĕ-ха. Андрейсен çемйи пысăк, ун хыçĕнчен тата пилĕк ача. Çавах та туслă пурăнатчĕç. Пĕрлешсен вунă кунтан уйрăлма та вăхăт çитрĕ. Иккĕшĕ те куççульне пытармарĕç. Анчах нимĕн те тăваймăн, салтака каймаллах. «Кĕçех килетĕп те урăх нихăçан та уйрăлмăпăр, — терĕ çамрăк упăшка арăмне. Юрататăп сана, чунăм».
Çур çул чăннипех те хăвăрт иртсе кайрĕ. Наталин варĕнче пĕчĕк пепке çитĕнет. Хĕрарăм сăнĕпе шуранка. Ĕçлеме те нумай тивет ĕнтĕ. Çемйи те пысăк. Андрейран малтан çыру кулленех килсе тăнă пулсан, халĕ сайра çеç савăнтаркаларĕ. Начарри çинчен нимĕн те çырмастчĕ. Вăл çĕнĕ хыпар яма та васкамастчĕ. Юлашки йĕркесенче: «Часах таврăнатăп, кĕт», — тетчĕ. Натали кĕтетчĕ, шанатчĕ. Раштав уйăхĕ те вĕçленчĕ, анчах Андрей тăван килне килме васкамарĕ. Наталин чĕри кӳтсе çитрĕ, тем чунĕнче те лăпкă мар. Уйăх çурăран çамрăк арăм ырă мар çыру илчĕ. «Каçар, вырăс хĕрарăмĕ хамран вăйлăрах пулчĕ», — тенĕ вăл хăйĕн кĕске çырăвĕнче. — Эпĕ... авлантăм, тĕрĕсрех каласан çак хулана качча тухрăм. Соня ман пуçа çавăрса ячĕ. Эп телейсĕр, эпĕ вăйсăр. Анчах ан ман, эпĕ сана çеç юрататăп». Çак çырăва кĕç-вĕç çуратмалли хĕрарăм ĕмĕрне те кĕтмен паллах. Натали кăшкăрса йĕме пуçласан, хунямăшĕ лăплантарма хăтланчĕ. «Турăран хăра, ачу кĕçех çĕр çине килмелле, тархасшăн лăплан, — терĕ вăл кинне çупăрласа. — Ухмах ĕнтĕ, ачи хамăн та, ăсĕ хăйĕн тесе ахальтен каламаççĕ ваттисем. Çакнашкал арăма пăрахăçлама-и?..»
Пулас аннен пурăнасси те килмерĕ, макăра-макăра сăнне-питне çухатрĕ. Халь ĕнтĕ вăл пĕртен-пĕр япала çинчен çеç шутлать. «Пурăнатăпах, вилместĕп, ачам йĕркеллĕ çеç çуралтăр», — тетчĕ вăйне-халне çухатнăскер. Телее, кунта инкек пулмарĕ: Натали паттăр ывăл ача çуратрĕ. Упăшки çине тарăхнă пулин те пепкене унăн ятне хучĕ. Мĕн тăвăн, юрату кĕлленмен-ха.
Пĕчĕк Андрей пĕр уйăх тултарсан, тăлăх хĕрарăм кивĕ çурт илчĕ те çавăнта пурăнма куçрĕ. Ачи пăртак тĕреклене пуçласан ĕçе тухрĕ. Пурнăçĕ хуллен майлашăнса йĕркеленсе пычĕ. Упăшкин тăванĕсем ăна пăрахмарĕç. Мăнукĕ каснă лартнă ашшĕ-çке: кулли те, куçĕсем те. Ăслă калаçăвĕпе амăшне йăпататчĕ Андрей. «Аннеçĕм, куççульне шăл-ха, эпĕ макăрмастăп вĕт», — тетчĕ пĕрмай амăшĕ салхулланнине курсан.
Вăхăт малалла шурĕ. Качча тухма урăх шутламарĕ Натали. Ку суран та-ха сывалса çитмен, чĕпĕтсех ыратать. Хăтана та килсе пăхрĕç, анчах та пурне те пĕр сăмахпа хуравларĕ. Çук.
«Çемьери пурнăçпа йăпанса пурăнмалли телее Турă пӳрмен пулсан, мĕншĕн тепĕр хут качча тухас-ха ман? — терĕ вăл. — Халĕ мĕнпур йăпанăç та — ывăлăмра». Пĕр уяр кун яла куçса килнĕ упăшки темĕнле ӳкĕтлесен те, сиртен ниçта та каймăп тесе каçару ыйтсан та каçармарĕ Натали. «Каснă чĕлле çĕнĕрен çыпăçтараймăн», — терĕ вăл. Çакна калама йывăр пулчĕ ăна, чĕри те кутсе çитнĕччĕ. Ашшĕ ывăлне çепĕç сăмахсем каласа çумне пăчăрта-пăчăрта ыталани те хальхинче ун чĕрине хускатмарĕ. Лешĕ мĕн тери йăлăнсан та каçармарĕ упăшкине. Андрей тухса кайсан вара шăлне çыртрĕ, ӳлесе йĕчĕ, хăйне хăй вăрçрĕ, анчах хыçалтан чупса тухмарĕ. Сăпайлă та, илемлĕ хĕрарăм ĕмĕрлĕхех упăшкасăр юлчĕ. Çук, урăх качча тухмарĕ вăл. Ачи телейĕшĕн тăрăшрĕ. Унăн пĕчĕк Андрейĕ ăна юратнă çыннине аса илтерсех тăчĕ. Калаçма та ашшĕ пекех васкамасăр калаçать. «Ăçта ман атте?» — тесе ыйтсан, амăшĕ макăрмасăр чăтаймасть вара. «Сан аçу инçетре, часах килеймĕ вăл», — тет куçне шăла-шăла. Пĕччен хĕрарăм ĕçре тата ывăлĕнче йăпанăç шырарĕ...
Унтанпа нумай шыв-шур юхрĕ. Ывăлĕн халь аслă ачи салтакра. Натали аппа кинĕ патĕнче пурăнать. Хисеплеççĕ ăна тăванĕсем, юратаççĕ. Хĕрарăма çавах пурнăçра темĕн çитмест пек туйăнать. «Мĕн тери телейсĕр юрату килсе тухрĕ ман пурнăç çине, çав тери телейсĕр», — терĕ Натали аппа ассăн сывласа. — Вăхăт-вăхăтпа пурнăç мĕнле йывăр пулсан та хамăн ята яман, çынран ыйткаласа, тĕмсĕлсе пурăнман, йăлтах хамăн алăпа тунă. Çителĕклĕ пурнăçпа пурăнма пулмарĕ те...» Вĕри куççульне ал тутрипе шăлса илчĕ. Пӳрте кĕме васкамасăр тĕттĕмелле темĕнччен пăхса ларчĕ...