Çеçенхирти ир. Çеçенхир — инçет.
Ан васка çаплах — кăвак çут килет.
Хумханать кăлкан, пăлханать пĕрмай.
Çĕр каçах пире ачашлать питрен.
Çутă сывлăм-и куçунта вылять?
Илсе кай мана кăвак çутлăха...
Кăвак çутлăха, çутă тунсăха,
Парнеле мана çеçенхирти ир.