1. Пĕрремĕш эрне
Пĕлмест пĕр çын та чун хушăннине,
Çак тĕнчене «çĕн кайăк» килнине.
Анчах та эпĕ пур.
Пурнатăп, ав, эрне.
Хам сăмаха калатăп тĕнчене.
Пĕлмест анне те эпĕ пуррине,
Пĕлмест атте те эпĕ килнине.
Анчах та эпĕ пур.
Илтетĕн-и, тĕнче?
Ман евĕр çын пулман-ха халиччен.
Çут уйăх курчĕ:
«Кĕмĕл кайăк пуль».
Хĕвел йăл кулчĕ:
«Ылтăн кайăк пуль».
Анне çаплах сисмест эп килнине,
Пĕлмест атте те эпĕ пуррине.
Е «ылтăн-и», е «кĕмĕл-и» — ăнланăр:
Эп çын. Çынах.
Çынран юласшăн мар.
Телей курмашкăн тивĕç те пур манăн —
Этем прависĕр кайăк пулас мар.
Тавах: тухаççĕ уйăхпа хĕвел.
Вĕсем пулсассăн, çитĕ-ха мехел.
Тĕнче те пĕлĕ эпĕ пуррине,
Хисеплесе пуç тайĕ ман енне.
2. Виççĕмĕш эрне
Кама мĕн ĕç эп вĕтĕркке пулни.
Чи пĕчĕк чунăн пур хăйне пӳрни.
Пĕччен пурнатăп хăтлă керĕмре —
Парне те парăм çук ман хальлĕхе.
Кун-çул пама ыйтатăп аннерен.
Телей сунма ыйтатăп аттерен.
Ан шикленсемĕр парăма кĕме —
Ăна татмашкăн хатĕрех парнем.
Парни хамах-çке:
эп арçын ача.
Сенкер куçсем — ик йăлтăркка шăрçа.
Ман пек этем çут тĕнчере пĕрре.
Çав кăмăл еккипе тапать чĕре.
Хăрах питре вылять хĕвел çути.
Çиçет çут уйăх шевлипе тепри.
Çакна анне сисмест —
чĕри сисет.
Курмаст атте те —
кăмăлĕ килет.
Аннен ачаш чĕлхи эп килнĕрен
Чĕкеç пулса юрларĕ пĕр кана.
Çуначĕ тутана тивертнĕрен
Чĕкеç чĕлхиллĕ турĕ вăл мана.
Атте чĕри салатнă тĕвĕрен
Хăватлă кайăк тухрĕ ирĕке.
Çуначĕ кăмăла çĕкленĕрен
Çав кăйкăр евĕр чунăм ĕрĕхет.
Вун сакăр кун тултартăм эп паян,
Вун сакăр çул та çитĕ
пурăнсан.
Ман сассăма та илттĕр çут тĕнче,
Ан мантăр шутлама суйлавсенче.
Вут кайăк кăмăлне туять поэт,
Сар кайăк сассине илтет поэт.
«Çĕн кайăка» та эс пĕрре тăнла,
Ман сассăма пĕр ăстрăм рифмăла.
Тĕнче суйлавĕ пулмалла тепре,
Унта суйлаççĕ çĕнĕ ĕмĕре.
Çав суйлавра бюллетеньсем çеç мар,
Кашни çынна чун хĕлхемне тыттар.
Ман сассăма пĕр ăстрăм рифмăла,
Суйлавçă панă сас тесе шутла.
Чун тĕпĕнчен çут тĕнчене кăлар —
Эп халь этем прависĕр кайăк мар.
3. Çиччĕмĕш эрне
Ак хускалаççĕ пĕчĕк аллăмсем,
Ак вылянаççĕ ĕнтĕ урасем.
Эп юратасшăн пултăм аннене,
Чуппа тăвасшăн пултăм аттене.
Вĕсем шутлаççĕ урăххи çинчен —
Пустуй çĕклем чăрмантарать иккен.
Анне калать:
«Пулмасть ӳстересси».
Атте калать:
«Çĕклемĕ ытлашши».
Çак çĕклеме пăрахмалла вĕсен —
Çемье бюджечĕ
шăтăклă иккен.
Ма пăлханатăр-ха, атте-анне?
Эп çитĕнсен саплатăп шăтăкне.
Чĕлхем туять чĕкеç эреветне,
Илет-çке кăмăл кăйкăр хăватне.
Анчах никам та сассăма илтмест,
Никам та шухăш-кăмăла сисмест.
Атте ятлать çĕршыв çулне-йĕрне,
Анне ятлать инфляци йыттине.
Ма кулянатăр-ха, атте-анне?
Тяппи ман пусĕ
тĕрĕс çул çине.
Чупма хатĕрленеççĕ урасем,
Чăмăртанаççĕ пĕчĕк алăсем.
Тата кăштах ӳсем-ха:
ун чухне
Хӳтерĕп эп инфляци йыттине.
Парламентарин пилсĕр саккунне
Ма ылхансах вăрçать атте-анне?
Мĕнле парламент?
Ун мĕнле саккун?
Пĕлетĕп эп: саккун пур юратун!
Пĕлетĕп эп: тытать вăл тĕнчене,
Çыхăнтарать телей кăвапине.
Ăна пăхăнакан кашни этем
Пулмасть тĕнчешĕн
ытлашши çĕклем.
...Телей саккунĕн çитĕ-ши мехел?
Хавхалантарчĕç уйăх та хĕвел:
Пехил парсассăн аçупа аннӳ
Мехел çитет, иртет иккĕленӳ.
Юратупа ачашлăх саккунне
Пĕрле илсе тухас-ха тĕнчене.
Ман ал-ура тĕрекленсессĕнех
Унпа тивĕçтеретĕп кашнинех.
Пархатарне кăтарттăр тĕнчере,
Телей кӳрейтĕр пур телейсĕре.
Васкамалла ман
ирĕке тухма,
Сăвапсăр саккуна ылмаштарма.
... Аннен чĕри шакканине илтетĕп.
Чуна çӳçентерсе сиксе илет вăл.
Ман сисĕм органĕ илет хыпар:
Тĕнче аннен ачаш арки çеç мар.
4. Саккăрмĕш эрне
Такам шари туса çухăрнăран
Шартах сиксе вăрантăм ыйхăран.
Аппа ку, Таня.
Килнĕ садикрен.
Ăна уйăраятăп сассинчен.
Эп чышкăпа юнатăп Таньăна:
Эй, пысăк хĕр,
мĕн кирлĕ-ха сана?
Пурнатăн ирĕк аслă тĕнчере.
Ташлас чухне çӳрен йĕре-йĕре.
Тухмарĕ сассăм хăтлă керĕмрен —
Кăшкăрнине пулмарĕ илтекен.
Эп, авă, куртăм-илтрĕм пĕтĕмпех:
Канашлăва пуçтарăнать çемье.
Эпир тăваттăн хамăр çемьере:
Атте, анне, Танюша, эп тепре.
Анчах çемье канашĕ, иçмасса,
Пачах та итлемерĕ ман сасса.
Танюшăпа калаçрĕç аслисем,
Мана сăмах чĕнмеççĕ те вĕсем.
Аттешĕн эпĕ чĕрĕ чун та мар,
Анне те
шанчăка хурасшăн мар.
Йĕрет-çке Таня.
Мĕншĕн вăл йĕрет?
Кӳренчĕклĕ саспа пит ĕсĕклет.
Йĕрет вăл тантăшне кӳреннĕрен,
«Чăваш чĕппи» тесе витленĕрен.
Эх, Таня, Таня!
Эс мĕскер тăван?
Ху пысăк ĕнтĕ —
пурпĕрех айван.
Анне чăваш, атте чăваш — пĕлен.
«Чăваш» тенишĕн
мĕншĕн кӳренен?
«Чăваш чĕппи» тесе чĕнсен мана
Чуп тунă пулăттăм калакана.
Çынсем асăрхани —
телей вăл, Таня.
Мана çак тĕнчере, ав, пурте маннă.
Анне лартать сана чĕрçи çине,
Парать йăваш чăвш ачашлăхне.
Эх, Таня, Таня!
Ма çаплах йĕрен?
Мăнаçланас чухне эс кӳренен.
Атте пуçлать сана лăплантарма,
Хăватлă алă илчĕ ытама.
Эх, Таня, Таня!
Ма тута тăсан?
Хавасланас чухне эс юншăхлан.
Чĕкеç пулса
вĕçсе тухас килет,
Хĕр ачана ман йăпатас килет.
Часрах тухасчĕ çутă тĕнчене,
Шăлса илесчĕ Таня куççульне.
... Ача йĕрет —
анне хута кĕрет.
Атте ятла-ятла ăс вĕрентет:
«Калаç ялан аван чĕлхепелен,
Йăлтах ман хăв чăваш пулни çинчен».
Атте, мĕскер калатăн эс пире?
Мĕнле аван чĕлхе пур тĕнчере.
Чи аванни —
атте-анне чĕлхи.
Унпа ăçтан тавлашĕ урăххи.
Илтетĕн-и:
чĕлхемĕр те чĕтрет.
Чĕлхе те Таньăпа пĕрлех йĕрет.
Пĕрне лăпкаççĕ,
тепĕрне таптаççĕ,
Мăшкăлласа
çӳп шăтăкне яраççĕ.
Ачаш та ырă кăмăллă анне!
Мĕн-ма хута кĕместĕн чĕлхене?
Мĕн-ма илместĕн арăку çине?
... Лăпланчĕ Таня — ĕсĕклет чĕлхе.
Патвар та çирĕп кăмăллă атте!
Мĕн-ма хӳтĕлеместĕн чĕлхене?
Мĕн-ма илместĕн кăмăл ытамне?
... Йăл кулчĕ Таня —
хаш сывлать чĕлхе.
Атте-анне мана илтейменрен
Часрах тухас килет çак пӳлĕмрен.
Чĕкеç пулса вĕçесчĕ тĕнчере,
Лартасчĕ хам çине чĕлхемĕре.
5. Тăххăрмĕш эрне
Пĕлетĕп эп кулма та кӳренме те.
Куратăп та илтетĕп чиперех.
Телей ачи пулма ĕмĕтленетĕп.
Хĕвел çути çитет-çке кашнинех.
Ман сисĕм органĕ пурне те пĕлĕ:
Сивве, ăшша, усалпала ырра.
Несĕлсене пĕр вунă ĕмĕр ĕлĕк
Упранă сыхлăх пурăнать манра.
Чун сисрĕ усала —
пытанмалла.
Пуçа чикес анне чĕри айне.
Çырлахтарма инфляци йыттине
Мана персе парасшăн пулмалла.
Анне! Анне!
Хур шухăша хӳтер!
Шуйттан чури туса ан кӳрентер.
Арçурие тухасшăн мар, аннеçĕм,
Çынна тухмашкăн эп ĕмĕтленетĕп.
Арçурисем ахаль те сахал мар
Шиклентереççĕ чăвашсен чунне.
Турат хуçаççĕ вăрманта çеç мар,
Йăлтах ватаççĕ несĕл йывăçне.
Чун сисрĕ усала —
пытанмалла.
Анчах ниçта та хӳтлĕх çук пулас.
Ман тăхăр сыпăкри ват асанне
Юн таппинчен кăларчĕ сассине:
«Чăваш хĕрарăмĕ мĕн ĕлĕкрен
Шикленнĕ тет ача амакĕнчен.
Шикленнĕ...
Пурпĕр чун тĕпренчĕкне
Персе паман акар йыттисене.
Хăрах урийĕ тупăкра пулсан та
Ача кипкийĕсем ун пулнă янтă.
Хĕрарăм чунĕсĕр этем кăна
Хурах пусать пуль айăпсăр чуна».
Амак пулмастăп саншăн эп, анне.
Илтетĕн-и чĕреçĕм тапнине.
Эп сывă-çке.
«Эпи» те пилсĕр мар.
Ача амакĕ халь хăрушă мар.
Сăпка юрри мана асамласан,
Анне кăкри хăй сиплĕхне хушсан,
Тĕпренчĕкрен çĕкленĕ пăхаттир.
... Анне,
тур панă телее ан сир.
Ӳссессĕн тухăп эп «вут кайăка»
Хӳтĕлемешкĕн мĕскĕн çынсене.
Акар йытти те тарĕ аякка.
Инфляци те хĕстерĕ хӳрине.
Анне, çăлсам чĕрӳн тĕпренчĕкне.
Ан ил хур çылăха чĕрӳ çине.
Турри шутлатăр юлнă кунсене.
Йытта персе ан пар, анне!
... Анне-е!
6. Вуннăмĕш эрне
Скафандр пек кĕпе хӳтлĕхĕнче
Эп кутăн-пуçăн çаврăнма пĕлетĕп.
Атте, çакна курман-çке эс пĕрре те.
Эп саншăн чикелентĕм хальхинче.
Атте, мĕн-ма каллех сăмах чĕнместĕн?
Тен, халĕ те мана эс çын теместĕн?
Атте, манран эс ним те ан пытар —
Эп халь çынран нимпе те катăк мар.
Арçынпала арçын калаçнă пек
Кала тӳрремĕн:
мĕншĕн кунĕпе
Эс йывăр шухăш-кăмăлпа çӳретĕн,
Саманана та ылханса илетĕн?
Тĕнче пасарĕ кĕр кĕрлет, анчах
Аллу сан ĕç патне пымасть пачах.
Эс тăхăр сыпăкри асаттерен вĕрен —
Пасарсенче те илнĕ вăл тĕрек.
Çич уйăх илейменшĕн ĕç укçи
Питех ан хуçăл —
çирĕп хул пуççи.
Чăваш чăтма вĕреннĕ ĕмĕртен.
Тата кăштах чăт
эп çураличчен.
Эп — сывă çын —
сан кăмăлна çĕклетĕп.
Эп чикĕл-макăль çаврăнма пĕлетĕп.
Пулсассăн ку чухне çаврăнăçуллă
Пасар ĕмри те килĕ ăнăçуллă.
Чăтсам тата кăшт,
чăтăмлă атте!
Ылханлă арçури ан ту манран.
Ар пуçĕн çулĕ терт-нуша енче,
Малашлăха курать вăл ачинче.
Чăваш ар пуçĕнче кантра çĕрмест,
Çынна кӳрентерни
çĕре ӳкмест.
Ар ывăлне сутса яран ар пуçĕн
Кун-çулĕ типĕ шанкă евĕр хуçăк.
Чăваш чунне тĕвĕлекен атте!
Мĕн-ма ултав ачи тăван манран?
Пула сачу ултав ачи пулсан,
Килес кунна мĕнпе сыпăнтаран?
Чăтсам, атте,
ан хуçăл ытлашши.
Тăхта ултав ачи тума манран.
Эп аслă çутă тĕнчене тухсан,
Чечек те çурĕ несĕл йывăççи.
7. Вун пĕрмĕш эрне
Пуç пӳрнине ĕметтĕм киленсе...
Сисмен те эпĕ,
кайнă тĕлĕрсе.
Çăхан сăмсиллĕ çын килсе кĕрет,
Телей кăвапине касса илет.
Хăла юпах тиха хӳри çумне
Çыхасшăн вăл
телей кăвапине.
Хăла тиха кĕç-вĕç тапса сикет,
Акар йытти ман хыççăн ĕрĕхет.
Ӳт-пĕвĕм сӳ тăвать.
Шартах сиксе
Вăрантăм эп хăрушлăха сиссе.
Тĕнче ахăлтатать: «Чăваш чĕппи,
Пӳрне телейĕпех çырлах, эппин».
Тулли телей валеçекен тĕнче!
Инкек ачи туса ан кӳрентер!
Шăпа телейĕ кăвапа çинче.
Вăл пур пулсан,
эп сывă та чипер.
Телей ачи çуратакан тĕнче!
Хаяр инкек сунса ан кӳрентер!
Ырра ĕмĕтленсе юн таппинче
Кун-çул таппи те палăрать чипер.
Чăваш чунне тĕвĕлекен тĕнче!
Тĕнче кулли туса ан кӳрентер!
Арçурие тухса вăрмансенче
Çĕтсе çӳресшĕн мар-çке эпĕ те.
Ахаль те чăвашсем çут тĕнчере
Çĕтсе çӳреççĕ тĕрлĕ çĕрсенче.
Пур вăй-халне те пултарулăхне
Вĕсем параймĕç хăйĕн халăхне.
Çак пурăнăç — хăналăх çеç. Пĕрех
Ачашăн та сăйлавĕ хĕсĕкрех.
Ларасшăн мар эп кун кĕрекинче,
Çынна çитесчĕ тетĕп çул çинче.
Тĕнче! Тĕнче!
Кĕтрет çути тĕпрет —
Çухалнă çын та тупăнса килет.
Кун куркине тыттар эс кашнине.
Ан питĕрсем кун-çул калинккине.
Тĕнче! Тĕнче!
Кĕртсемччĕ хăнана!
Хам кĕпене саклат парап сана.
Пулас ачун ăраскалне хуçни
Пулать-и пурнăçа саплаштарни?
8. Вун иккĕмĕш эрне
Пуçхĕрлĕ ӳкрĕм эп
чикеленсе,
Тĕнче мана илтменшĕн кӳренсе.
Кайран лăш пулнă пит ывăннăран.
... Мухтав юрри вăратрĕ ыйхăран.
Янрарĕ гимн Чăваш Республикин.
Çурхи тĕнчемĕр чĕрĕлет-çке тин.
Такам чĕри сикет
савăнăçпа.
Ман чунăм тулнă
йывăр хуйхăпа.
Мухтав юрришĕн хапăл самана
Илтмест пулас çуралайман çынна:
Аннеçĕм кайрĕ тухтăрсем патне
Татса яма телей кăвапине.
Анне ларать шап-шурă пӳлĕмре,
Шутлаççĕ минутсем ман ĕмĕре.
Çут хачă пурнăç çиппине касать.
Эй, турă! Тухтăр та хурах пусать.
Анне выртать шап-шурă пӳлĕмре.
Шутлаççĕ çеккунтсем ман ĕмĕре.
Мухтав юрри çуратнă самана
Илтес темерĕ хурлăхлă çынна.
Мухтав юрри çуратнă самана
Илтет пулас поэтсене кăна.
Ман сассăма та рифмăла, поэт.
Тăнлатăр самана та президент.
Куратăп эп: кĕрекере поэт.
Куран куçпа вăл курмăша перет.
Анчах куран куçа тусассăн курмăш,
Сăмах ĕречĕ кĕвĕленĕ урмăш.
Илтетĕп эп: трибунăра поэт.
Илтен хăлхи ун илтмĕше перет.
Хăлха çине суя упа пуссан,
Чăн-чăн упа ташăçине тухан.
Тăнлать мана каçалăкри поэт.
Нуша курни нуша мĕнне пĕлет.
Хăватлăрах пулаймăн турăран —
Мана эс çăлайманшăн ан кулян.
... Анне чĕри
тапать,
тапать,
тапать...
Халатлă тухтăра вăл тав тăвать.
Мухтав юрри пулса та çаврăнать,
Хурчка пулса чуна тăпăлтарать.
Ман тăхăр сыпăкри ват асанне
Юн таппинче кăларчĕ сассине:
«Çамка çине этем çураличчен
Турри хура çыру çырать иккен».
... Ман юлашки çеккунт юн тумламне
Çĕре ӳкермĕ...
Ах, анне!..
...........................................................................
... Сасси çĕтсен те,
янăрарĕ ахрăм.
Куçать вăл сăвă çаврăмне вăраххăн.
9. Ахрăм
Сăпка юрри савмасть пуш сăпкана.
Мухтав юрри савмасть мухтакана.
Укçа куçасшăн
укçалли патне.
Шырать телей те телейлисене.
Чапли мухтать хăй пек чаплисене.
Вăйли те ал тытать вăйлисене.
Хăватсăрри патне
хăват куçмарĕ.
Телейсĕрри патне
телей куçмарĕ.
Çуралайман ачашăн сӳнчĕ çутă.
Тĕнчемĕр курмăш пулчĕ-çке ăна.
Пуçа ухса сăмах пуçларĕ ода.
Çав кĕвĕпе янрарĕ самана.
Мухтав параппанне çапа-çапа,
Çĕкленчĕ параппанçă та чаппа.
Çуралайман ача сасси çĕтет —
Ун ахрăмĕ чуна шиклентерет.
Çуралайман ача шăпиллĕ лира
Телейсĕр ахрăм сас çине çеç пырĕ.
Лăплантарасшăн мĕскĕн мĕскĕне
Тĕртсе пăхать чи çепĕç хĕлĕхне.
Хӳхлев юрри
тумлатрĕ куççульне
Хĕрес çинчен поэт чĕри çине.
Анчах та икĕ тăлăх —
тăлăх мар.
Пĕрле пулса хивре сăмах калар.
10. Эп вилсен тепĕр çул
Анне мана пăрахсан
Йытă пычĕ туллама.
Тартăм-
тартăм йытăран —
Кăшлаймарĕ чунăма.
Атте манран пăрăнсан
Çулăхрĕ хура çăхан.
Тартăм-
тартăм çăханран —
Чунăм хăтăлчĕ аран.
Пăрахсассăн та анне,
Пăрахмасть
уйри çăка.
Уй пурне те курнăран
Эп те пăхрăм аякран.
Пăрăнсассăн та атте,
Пăрăнмасть лаштра юман.
Йăлт илтетĕп эп сире
Вăрман хăлхи пулнăран.
Анне мана пăрахни
Шăп çулталăк çитнине
Мăрьере çил шăхăрни
Йыхравларĕ каçхине.
Манăн чунăм çĕр хута
Таврăнчĕ тăван киле.
Кĕтĕм эп çурхи сада
Ӳхĕ пек хӳхле-хӳхле.
Чĕвĕлти чĕкеç пулса
Лартăм пĕр турат çине.
Эреветлĕ юрласа
Систеретĕп килнине.
Ирхине атте, анне
Сада тухрĕç ман пата.
Çуралайман ывăлне
Паллаймарĕç, тупата.
Çуралман çын чунлине
Чухлаймарĕ-ши аттем?
Чунăм чĕкеç пулнине
Тĕшмĕртмерĕ-ши аннем?
Таня çеç аслисемпе
Эпĕ халиччен илтмен
Ăнланма çук чĕлхепе
Чĕвĕлтетрĕ тем çинчен.
Çепĕç аллипе анне
Ачашларĕ Таньăна.
Темĕнле ют чĕлхепе
Юрă вĕрентет ăна.
Атте вăйлă аллипе
Вĕлт çĕклерĕ Таньăна.
Илтмен-пĕлмен чĕлхепе
Ăс парать пулас ăна.
Тĕлĕнтĕм эп чăннипех:
Тăван сăмах çĕтнĕ-шим?
Е ăна та ман пекех
Йытта персе панă-шим?
Çепĕç, чĕвĕлти чĕлхе
Арçурие тухнă-ши?
Кĕреймен-ши хӳтлĕхе —
Йытă çисе янă-ши?
Курăк пулса тайăлса
Сĕртĕнетĕп аннене.
Вăл хăварчĕ таптаса
Йыт çӳппи пек ачине.
Турат пулса авăнса
Ыталатăп аттене.
Ку та ывăтрĕ хуçса
Йыт хӳри пек ачине.
Пултăм эп хура çырла —
Илĕртетĕп Таньăна.
«Йыт çырли» тет пулмалла —
Тапрĕ ывăтрĕ мана.
Йыт кăшланă телейпе
Халь çӳретĕп çĕрĕпе,
Хăрушла йĕре-йĕре
Хăратас тесе сире.