Çуралнă кун-ши пулнă е уяв —
Çитет тет Чĕрĕп тус патне Куян.
Туссем нумай, шавлаççĕ пит,
Эрех — юхать, пĕлмеççĕ чик.
Каять Куян ӳсĕрĕлсе,
Ларать çакскер мĕкĕлтетсе.
Унтан ура çине тăрса:
«Киле каяп!», — тет çухăрса.
«Ларсам, тупаймăн вĕт килна, —
Тет Чĕрĕп ӳсĕр Куяна.
— Пăхсам, епле тайкаланан,
Кăштах выртсам-ха, урăлсам.
Хăрушă халĕ вăрманта —
Çӳрет тееççĕ Арăслан».
Куян кĕмерĕ ӳкĕте:
«Кам?! Арăслан?! Çав мĕкĕте?!
Эп хам ăна тытса çиеп,
Тирне çич хут сӳсе илеп,
Çап-çарамас, Африкăна,
Хуса яратăп эп ăна!..»
Пырать хайхи вăрманпала,
Улать, кĕрлет ват кашкăрла.
«Мĕн Арăслан! Тĕк вĕçтерсе
Эпир унтан вăйлисенне!»
Çак ӳсĕркке шавне илтсе
Вăранчĕ Арăслан сиксе.
Вăл ячĕ-илчĕ куяна:
«Мĕскер шавлатăн, тунката,
Памастăн çывăрма мана?!
Ай-уй, эс ӳсĕр-çке ача!
Хыпса тултарнă мăй таран!»
Куян веç урăлч самантра!
Сăлтав шырать вăл çăлăнма:
«Эп мĕн... Эп леш... Сире ăнлантарма...
Каçар! Пулса эп хăнара...
Кăшт ĕçнĕ Саншăн ытларах...
Сан çурусемшĕн ĕçнĕччĕ, вара...
Вăт, ӳсĕр пултăм самантрах!»
Йăл-йăл çиçет тет Арăслан —
Тапса сикет килне куян.
Сыпман-ĕçмен çав Арăслан —
Пуçне çухатнă мухтасан.
Сергей Михалков
Куçарнă, 2010, раштав, 23.