Çĕпĕрте, Тобольск хули çывăхĕнче, «Чăваш тăвĕ» текен вырăн пур.
Г.Комиссаров-Вантер.
Аваплăх сасси янăрать Çĕпĕртен —
Ыр Улăп унта та çӳренĕ иккен.
Чуна хĕмлентерчĕ вут чуль пек ыйту:
Мĕнле тĕлĕнтермĕш упрать Чăваш ту?
Мĕскер-ши унта? Е аваллăх арчи,
Е Улăп мухтавĕ сăрта куçнă-ши?
Камран ку чухне ыйтмалла-ши тӳрремĕн:
Мăн Улăп суха сухаланă пулсан
Мĕнле çимĕç панă-ши Çĕпĕр çеремĕ?
Мĕскер шăтса çитĕннĕ çав акаран?
«...Поэзи çуначĕшĕн мĕн вăл инçет —
Ман туйăм Чăваш тӳпемне вирхĕнет.
Çитетĕп, виçетĕп, куçпа тинкеретĕп.
Ăнлантăм: чăваш терт-нуши ку — сăрт мар.
Эй, Гури пичче, пултăн халăх тĕрекĕ —
Ĕçре курмасан та ят-сум, пархатар.
Вулатăп-вулатăп тĕпчевçĕ ĕçне —
Пĕлсе çитереймĕн аваллăх ăсне.
Катрам-катрамшарăн катса-тĕпретсен те,
Эс тупнă ăс-пурлăхăн хакĕ чакман.
Сăрт-ту шăпипе пĕрешкел чăваш ĕçĕ —
Ватсан-çĕмĕрсен те курнать катаран.