Çуркунне çитсессĕн
Ăшă çил вĕрсессĕн
Пахчари шур çĕмĕрт
Çуратать шух ĕмĕт.
Çамрăклăх килет пек
Ман пата вĕçсе.
Юрату пиллет пек
Шурă-шур çеçке.
Пăлханса утатăп
Çĕмĕртĕм патне.
Ачалла хуçатăп
Чĕрĕ чечекне.
— Татмалла та марччĕ, —
Терĕм эп хама,
Анчах тем хуçтарчĕ
Чечекне тем-ма.
…Эп кунтан иртеттĕм
Шкулалла вăр-вар.
— Ма пĕччен вăл? — теттĕм,
Çĕмĕртлĕ утрав.
Çуркунне килсессĕн
Кăмăл çĕкленет.
Çуркунне çитсессĕн
Çĕмĕртĕм чĕнет.
Ыр сипетлĕ çĕмĕрт,
Çук, сана манман.
Çĕмĕрт, çамрăк ĕмĕт,
Асăмрах пурнан.
— Туслăха ан çĕмĕр, —
Вăшăлтатрĕ çĕмĕрт.
— Эп сана манмастăп.
Эс ан ман мана.