Çĕршывăмăр сарлака та аслă, теççĕ.
Вĕç-хĕрсĕр сĕм вăрмансемпе хирсем.
Пĕчĕкренех ăша илсе ӳсеççĕ
Çапла вĕрентнине ачамăрсем.
Чăнах, Çĕршывăм аслă — килĕшетĕп.
Çитекенни çук анлăш-урлăшпе.
Аш кăнтăра, сив çурçĕре çитетĕп —
Çакна туятăп эп чун-чĕремпе.
Ăçтан сăмахĕ тухнă? Халь пĕлеймĕн:
Çуралнă енпелен тăван кĕтес
Этемшĕн «пĕчĕккĕ çĕршыв» кăна-мĕн.
Апла вăл Çĕршывран мĕскер кĕтес?!
Тăван Çĕршыв пĕрре кăна. Ан манăр!
Çук пысăкки, çук пĕчĕкки унта.
Эппин ялан хисеплĕ, çумлă пултăр
Çуралнă, ӳснĕ ен пурнăçунта.