Ыйхăра тĕллентĕм: эсĕ кайрăн
Пăрахса мана ют арçынпа.
Каласам, сана мĕскер эп турăм
Мĕншĕн тискерлентĕн чунупа?
Ăмсанса чӳречерен пăхатăп:
Утрăн унпала ыталанса.
Тавăрăттăм, çитейсен хăватăм,
Ал çинче кăна сана йăтса.
Çаврăнса пăхмасăр эсĕ утрăн.
Тен, пулмарăм та-и асăнта?
Тен, сана кураймăп ĕнтĕ урăх,
Пулмăп нихăçан ытамунта?
Кĕвĕçсе пăхса сывлатăп ассăн.
Сĕм хупларĕ шухăш-кăмăла.
...Тĕлĕкре манран каяс пулсассăн,
Вăрансан хăть таврăн каялла.