Ун чухне йăлтăр кулнăччĕ сассăр,
Телейлехчĕ — самант — паçăр.
Шăплăха ăнланма пуçласассăн
Шăплăха улталать сасă.
Пуç çинче — пĕлĕтсем — аслатишĕн!
(Хăмăр мар пĕлĕтсем — хăвăл).
Куçсене çатăр çеç хупассишĕн
Чулланать те хытать кăмăл.
Пĕлĕтсем — çиçĕмсен йăлтăрккишĕн!
(Пĕлĕтсем — хăмпăсем — тулнă).
Чечексем! Чечексем... — пĕчĕк-киç-çĕ! —
Чуллă мар, чуллă мар — чунлă!
Пуç çинчех — пĕлĕтсем — аслатишĕн...
Пĕлĕтсем — çиçĕмсен йăлтăрккишĕн...