Шухăш чĕрене кĕрсе вырнаçрĕ,
Хĕрхенӳсĕр шăнтрĕ темĕнччен.
Хĕртекен хĕвелĕ хăвăрт кайрĕ.
Хĕл те çитрĕ.
Эпĕ — пĕр-пĕччен.
Пĕр-пĕччен...
Тӳпе те тĕксĕмленчĕ,
Уйăх сапрĕ ĕнтрĕк шевлине.
Ма татах тавралăх тискерленчĕ,
Кăтартас теет-ши вăйлине?
Çутă кун куç умĕнчех хуралчĕ.
Куринке салхуллăн тĕлĕрет,
Ӳкĕнӳ таçтан-муртан çуралчĕ,
Чарăнмасăр чун-чĕре йĕрет.
Шухăш чĕрене кĕрсе вырнаçрĕ,
Хĕрхенӳсĕр шăнтрĕ темĕнччен.
Шартлама çанталăкĕ çухалчĕ,
Хĕл те иртрĕ.
Эпĕ — пĕр-пĕччен...