Чуна кĕрсе вĕрет те çил —
Ăна тăнлать халь манăн кил.
Каçа юлайнă юр-тăман
Килсе çитет пит аякран.
Имшер çуртан мĕлт çутинче
Чĕтрет эрешлĕ чӳрече.
Пĕр çурт мăрйи çеç тĕтĕме
Парать çăтма сĕм тĕттĕме.
Ялтан пачах эп уйрăлман.
Унтах-ха яшлăхăм та ман,
Тавах сана, тăван инçет —
Çуралнă енĕм, çут тивлет.