Таçта шалта, кăкăрăмра,
çитмĕл те çичĕ сăмахăм пӳлминче,
çитмĕл те çичĕ кăмăлăм çӳпçинче
аннем пилĕпе чĕркенĕ тĕшĕ-вăрă пур,
асамлă юрă акма çĕнĕ вăрлăх пур.
Эй, поэзи турри,
çав тĕшĕ-вăрра
çынсен чĕрисене акмалăх парăсăнччĕ,
акнă тырă-пулă çине
ăшă çумăр çутарăсăнччĕ,
сипетлĕ нӳрĕк ӳкерĕсĕнччĕ,
ăшă хĕвелне пăхтарăсăнччĕ,
пĕр пĕрчĕ акса
пин пĕрчĕ илме парăсăнччĕ.
Çак сăмахсем манăн мар –
аннем пиллесе хăварнăччĕ.
Эй, поэзи турри,
ан çырлах, ан хĕрхен.
Пӳрнĕ пулсан пил ту,
пӳрмен пулсан кĕл ту.