Сăр шывĕ юхать
Авăнса, сарăлса.
Ун сăнĕ пăхать
Таврана хумханса.
Ун сăнĕ çине
Куç кӳрет Етĕрне.
Вăл хăй илемне
Кăтартать Сăр шывне.
Илем ват хула
Хĕвел тухнă чухне,
Ирхи сывлăмпа
Сăнне çунă чухне.
Хĕвел шевлисем
Хула çийĕн çиçеç.
Туй-чан сассисем
Хăлхана илĕртеç.
Мăнаçлă хула
Кашни кун ман умра.
Çĕклет кăмăла
Ячĕпе сас пара.
Тăван çитсе кур
Етĕрне тăрăхне
Килленчĕк тĕс пур
Сăр çинче ир енне.
Пыран çаранпа,
Е утан улăхпа.
Курса куçупа
Эс туян чунупа.
Епле... мĕнлерех
Çутă кун çиçнине,
Чуна кĕретех
Пур илем санăнне.
Çапла Етĕрне...
Ватă çамрăк хула.
Вăл хăй халăхне
Чăн кăларнă çула.
Хисеплĕ çынсем
Пулнă, пур... сахал мар.
Вĕсен ячĕсем
Пирĕн чыс... пархатар.
Таланцев хуçа
Етĕрне хăтлăхне
Парса шанăçа,
Кӳрет илемне.
Ашмарин чĕлхи
Чăваш чĕлхине
Çырав сăмаххи
Тӳр кĕртет йĕркине.
Чĕртме сывлăха
Волков-тухтăр кунта
Сыватма халăха
Шур пульницă лартать.
Мордвинов артист —
Чап, мухтав Етĕрнен.
Ун чĕре юррипе
Çĕкленен, çитĕнен.
Хула Етĕрне
Çĕкленет, çитĕнет.
Вăл хăй халăхне
Сумлă ăнăç пиллет.
Тивлет пулнăран
Пурнăç тытăм сӳнмен,
Тивлет ăннăран
Пурнăç пур Етĕрнен.
Утать малалла
Ватă... çамрăк хула
Юханшывпала
Пурнăçри çулпала
Тăватă ĕмĕр ытла.