1
Пĕт-пĕлтĕк! Пĕт-пĕлтĕк! — путене сассипе янăрарĕ алăк çумĕнчи шăнкăрав. Алăка уçма васкамарĕç. Пĕт-пĕлтек! Пĕт-пĕлтĕк!
— Салам. Мĕнле килме пĕлтĕн? — кăшт куренчĕк, кăшт йĕкĕлтеш саспа кĕтсе илчĕ килнĕ çынна хваттер хуçи.
— Ырă каç, Диана. Иртме юрать-ши?
— Ирт килтĕн пулсан.
Çӳллĕ те хытанка каччă кĕрсе тăчĕ. Аллинчи хĕп-хĕрлĕ, шултра кĕл чечек çыххине хĕр еннелле тăсрĕ, чуптуса илме пăхрĕ. Вăрт çаврăнса чакрĕ Диана. Чечекне те илмерĕ, чуптума та ирĕк памарĕ.
— Ирт килтĕн пулсан, — темле тунсăхлăн чĕнчĕ тепĕр хут каччăна. Çавăнтах йĕкĕлтесе те илчĕ: — Сашок, килти пек пул.
«Сашок» тени каччăна килĕшсех каймарĕ. Анчах вăл хăйĕн кăмăлсăрлăхне палăртмарĕ.
— Эсĕ çаплах мана кӳренсе çӳретĕн-и? — хĕр кăмăлне çавăрас тесе йăпăлти саспа ыйтрĕ каччă.
— Çаплах.
— Диана! Тен, çитет кутăнлашса.
— Кутăнлашса? Манăн санпа ĕç çук. Акă алăк — тух та ут.
Каччă чĕнмерĕ. Мĕнех калайăн сана тух та ут тенĕ чухне. Саша пурпĕрех тухса кайма васкамарĕ. Вăл кĕтрĕ. Мĕне? Хĕр кăмăлĕ çемçелессе, йăл-йăл кулса хăйне мăйран уртăнасса. Кăмăлсăр Диана хăй çумне вăйлăрах та вăйлăрах пăчăртанасса... Кĕтрĕ. Кун пек вăрçăнни вĕсен маларах та пулкаланă-çке. Вăрçăннă та мирлешнĕ. Мирлешнĕ те вăрçăннă.
— Диана! Тута тăсни сана пĕртте килĕшмест, — ĕнтĕ шӳтпе хĕр кăмăлне çавăрасшăн пулчĕ аптранă каччă.
— Килĕшмест тĕк килĕшмест. Каларăм-çке — сан ĕç çук. Тата мĕн каласшăн?
Мĕн каласшăн? Мĕнех калама пултарать Саша? Хĕрĕн çилли вăрăм та çӳллĕ хӳме евĕрех пулчĕ. Пăрăнса иртме те, урлă каçма та, каласа ӳкĕте кĕртме те çук. Темĕнле аптăрав. Ăнăçсăр самант.
— Хăвалатăн пулсан каятăп. Пĕр кайсассăн урăх таврăнмастăп.
— Эп сана хăваламастăп, — кулас темен çĕртен кулса тинех кăшт çемçенрех сăмах хушрĕ хĕр. Анчах çав самантрах сиввĕн те типпĕн: — Чипер çӳре, — тесе хучĕ.
Саша текех сăмах чĕнмерĕ. Вăл лăпкăн, пĕр кӳренӳсĕр аллинчи кĕл чечек çыххине хăйпе хĕр хушшине сапаларĕ. «Чипер», — терĕ те тухса кайрĕ.
Каччă хăтланăвĕ Дианăна тĕлĕнтермерĕ те, кӳрентермерĕ те. Кӳренмелĕх те, тĕлĕнмелĕх те вăй юлмарĕ ĕнтĕ унăн. Чуна çунтарса кăларакан ырату ăна пĕтĕмпех вăйсăрлатрĕ. Ерипен, тĕлĕкри пек çăмăллăн шуса анчĕ хĕр урайнелле. Йĕплĕ кĕл чечек тунисем çинех чĕркуçленчĕ. Уте тирнине туйса йăнăшса, ĕсĕклесе ячĕ.
...Диана Сашăпа паллашнă кун нимĕнпе те палăрса тăмарĕ. Çулталăкри ытти виç çĕр утмăл пилĕк кун пекех хăвăрт иртсе кайрĕ. Иртсе кайрĕ, анчах хĕрĕн асне, чĕрине кĕрсе юлчĕ. Диана халĕ те ăна кашни çеккунчĕ таранах астăвать.
Çав кун кăнтăрлахи апата тухнă Диана хăйĕн тус-юлташĕсемпе пĕрле ĕç вырăнне таврăнма васкамарĕ. Паян иртенпех унăн халиччен çимен е тахçанах тутанса курман çимĕç астивес килчĕ. Çывăхри пĕчĕк пасарта кун пекки тупăнмарĕ. Çавăнпа хĕрĕн пĕчченех лавккана кайма тиврĕ. Чĕлхе Мускава илсе çитерет теççĕ пулсан, хырăм тени çĕр чăмăрĕ тавра та утса çаврăнтарать пулĕ. Диана та паян хăй шыракан çимĕçе илсе çимесĕр ĕç вырăнне таврăнас кăмăллă пулмарĕ. Телее, нумай шырамарĕ. Мĕн шырани лавкка умĕнче тупăнчĕ. Диана ют çĕршывра кăларакан тĕрлĕ çимĕçсене юратсах каймасть. Сайра хутра çеç туянать вăл вĕсене. Паян вара хĕр тӳрех ютран илсе килнĕ пылак пăр умĕнче чарăнса тăчĕ. Анчах хăшне туянмал-ла? Тем тĕрли те пур кунта. Тĕрлĕ тутăлли, тĕрлĕ тĕсли, тĕрлĕ хакли. Пăхса тăрсан-тăрсан пурпĕрех мар-и тесе «Казанова» ятлине суйласа илчĕ.
Тутлă çимĕç пĕрре çыртса илсенех кăмăла кайрĕ. Кашни тутанмассерен вара — ытларах та ытларах. Анчах телей инкексĕр çӳремест пулас. Такам мурĕ Дианăна хыçалтан пырса çапăнчĕ те çăвар патне илсе пынă пылак пăр лач туса асфальт çине ӳкрĕ. Улесе ярас килчĕ хĕрен. Тутине пĕлмелĕх те, тăранмалăх та çиеймерĕ-çке вăл.
— Çисе тăранайманнине çуласа тăранас çук, — сăмах чĕнчĕ Дианăна пырса çапăннă çамрăк каччă.
Диана ун çине сиввĕн пăхса илчĕ.
— Ан кӳренĕр. Эпĕ ăнсăртран, — çаплипех сăмахларĕ çакскер. — Акă манăнне илĕр. Эпĕ ăна уçман та-ха.
Диана çухалса каймарĕ. Параканран ил, çапаканран тар тенине асра тытса каччă тăсса панă çимĕçе пĕр тав сăмахĕсĕрех илчĕ.
Çапла тĕл пулчĕç Дианăпа Саша, çапла паллашрĕç.
2
Хĕвел шевли карса хунă чӳречерен сăрхăнса кĕрсе Диана пичĕ çине ӳкрĕ. Ыйхăран вăранса лăпкăн çеç выртакан хĕре ачашларĕ. Анчах Дианăн паян пĕртте шевлепе киленсе выртас килмерĕ. Кăмăлĕ пулмарĕ. Ним сăлтавсăр кăмăлĕ пулмарĕ. Ним сăлтавсăр... Çук, сăлтавĕ пур.
Диана лăпкăн выртрĕ. Анчах канлĕн мар. Хĕрĕн пачах та вырăн çинче йăваланса выртас килмерĕ. Тăрас кăмăлĕ те пулмарĕ.
Ентĕ вăхăт та чылая кайнă. Тăмалла... Йывăррăн çĕкленчĕ Диана вырăн çинчен. Ним тĕллевсĕр хваттер тăрăх çӳрерĕ. Тĕпелтен алăк патне, алăкран — тĕпеле. Кирлĕ мар çĕртенех япаласене пĕр вырăнтан тепĕр вырăна иле-иле хучĕ. Çапла ним сăлтавсăрах кухньăна та темиçе хутчен кĕрсе тухрĕ. Кĕтесре ларакан холодильникран пуçланă эрех кĕленчи кăларчĕ. Пĕчĕк черккене тултарчĕ. Анчах çакă хĕре сахал пек туйăнчĕ курăнать. Вăл пушă стакан илчĕ, унта хĕррипе тан тенĕ пекех эрех ячĕ. Çакна Диана пĕтĕмпех васкамасăр, пĕр шухăшсăр хăтланчĕ. Çак ĕçе вăл мĕн çуралнăранпах туса пурăннă евĕр. Хăнăхнă йăлапа пурнăçланă пек.
Тулли стакана ӳпĕнтермелли кăна юлчĕ. Анчах Дианăна темĕскер чарса тăчĕ. Хĕр тăруках стакан çийĕнче хаяррăн вăрçăнакан ӳсĕр хĕрарăмпа арçын, хăранипе кравать айне пытаннă пĕчĕк ача ĕмĕлкисене курчĕ. Диана хăраса кайрĕ. Мĕн тăвать вăл? Мĕн хăтланать? Çак таранах вăйсăрланса кайрĕ-ши? Йӳç шĕвек ун юлашки шанăçĕ-ши? Çук. Диана куçĕ умĕнчен пĕр-пĕрне мĕнле те пулин вăйлăрах ыраттарма тăрăшакан ӳсĕрсен, çакна пĕтĕмпех пăхса ларакан ача сăнĕсем каймарĕç. Хăлхара усал сăмахсем, шăппăн-шăппăн ĕсĕклекен сасă янăрарĕ. Çук. Ку Диана шăпи мар. Унăн çак ыратăва чăтмалăх та, кунран пин хут вăйлăраххине тӳсмелĕх те вăйĕ пур. Чун-хăват вăйĕ. Хĕр стакана сĕтел кĕтессине шутарса лартрĕ. Ваннăй пӳлĕмĕ еннелле утрĕ. Анчах таврăнчĕ. Апăрша стаканне алла илчĕ. Çук, ĕçмерĕ вăл ăна. Ерипен каялла кĕленчене ячĕ те пĕр-пĕр кунра кирлĕ пулать тесе холодильника пуçтарса лартрĕ.
Хăйĕн ӳт-пĕвĕпе чунне Диана вĕри шыв тултарнă пысăк ваннăра çеç вăйсăрланма ирĕк пачĕ. Мăй таранах шыва путса канлĕн выртрĕ...
Пĕт-пĕлтĕк! Пĕт-пĕлтĕк!
Диана ваннăйран тухнăччĕ те ĕнтĕ. Тĕкĕр умĕнче вăрăм çӳçне типĕтсе тăратчĕ.
Пĕт-пĕлтĕк! Пĕт-пĕлтĕк!
— Эс тем, ку таранччен çывăрмастăн пулĕ те? — яланхи пекех хаваслă кулăпа, ырă кăмăлпа çитсе кĕчĕ Дианăн чи çывăх тусе Рая. — Э-э-э! Мунчи тутлă пулчĕ-и? Салам.
— Салам. Ирт.
Туссем пĕр-пĕрне пит çăмартинчен чуптуса сывлăх сунчĕç.
— Эсĕ тем, сӳрĕк кăмăллă? — Диана хыççăн пӳлĕме кĕнĕ май чĕвĕлтетрĕ Рая.
— Çук-çке. Ăçтан шутласа кăлартăн? — хăйĕн япăх кăмăлне кăтартас мар тесе тунчĕ Диана.
— Ак тамаша! Пăх та кур. Суясшăн тата. Куçу сутать вĕт, куçу.
Диана чунра мĕн пуррине Райăран пытарма пăхни усăсăр пулнине ăнланчĕ. Вăл тусĕн хулпуççийĕ çине пуçне хучĕ те пĕчĕк ача пекех куççульпе ĕсĕклесе ячĕ.
— Çаплах хытă кӳрентерчĕç-и? Кам?
— Саша... Хăваласа ятăм эпĕ ăна.
— Тĕрĕс тунă. Таси паха. Вăл мана нихăçан та килĕшмен.
Нихăçан та килĕшмен. Килĕшмен... Дианăна килĕшнĕ-çке çав пуçтах Сашок. Питĕ килĕшнĕ. Мĕнле вăйлă килĕшнине пĕр Диана кăна пĕлет. Вăл анчах.
3
Иртенпех хула пасарĕ тăрăх çӳрекен Роберт самаях ывăнчĕ. Йӳнĕрех тавар тупасси, ăна хаклăрах хакпа вырнаçтарасси çăмăл ĕçех мар. Кирлĕ çынсемпе паллашасси, ĕçлĕ çыхăнусем йĕркелесси те питех ĕшентерет, Анчах кĕсьере вак укçа шăнкăртатнисĕр пуçне хут укçа хулăнăшне те туяс тесен Робертăн кустăрмари пакша пекех кускалама тивет. Вăл кускалать те. Эрнере çичĕ кун, талăкра çирĕм тăватă сехет хушши кускалать.
Паян та Роберт ăçта кăна çитмерĕ-ши, кампа кăна калаçмарĕ. Тĕлпулусем вара яланах ăнăçлă пулмаççĕ. Хăш чух каятăн, кĕтетĕн — усси çук. Ку тĕлĕшрен паянхи кун каччăшăн тухăçлă пулчĕ. Кама курас тенине курса калаçрĕ вăл, мĕн тăвас тенине турĕ. Услам тума та пултарчĕ. Çавăнпа кăмăлĕ те лайăх. Ара, енчĕк укçа тĕркипе тулса тăнине курма кам хавас ан пултăр.
— Эй-й! Хамăр ялсем! Мĕн палламасăрах иртетĕн? — Роберта çурăмран тĕртсе чĕнчĕ такам.
Каччă хыçалалла çаврăнчĕ. Ун умĕнче хăйĕн чи çывăх тусĕ Иван тăрать.
— О-о-о! Иван, иптеш ачи! Здорово! — салтака ыталаса илчĕ Роберт. — Хăçан таврăнтăн?
— Ĕнер çитрĕм. Паян яла каятăп.
Ĕлкĕретĕн яла. Кĕтекен савнисем çук вĕт.
Савнисем çук тенине илтсессĕн Иванăн хавас куçĕ тĕксĕмленчĕ. Чатук Танине аса илчĕ ĕнтĕ вăл. Салтака кайсан тата виçĕ уйăхран хăйне манса урăххине качча тухнă савнине. Улшăнăва Роберт та асăрхарĕ. Хăй ытлашши персе янине ăнланчĕ вăл. Анчах каланă сăмах кайăк пек — вĕçсе тухсан тытаймастăн.
— Ĕлкĕретĕн яла. Эс таврăннине паллă тăвар. Пĕрре ресторанах кĕрсе ларар-ха.
— Ресторан тăрăх çӳреме укçи çукрах. Ак каплах, пĕр-ик кĕленче илсе паллă тăвăпăр.
— Айта-айта. Манăн пур.
— Пуян инке еткер хăварчĕ-им?
— Инке укçипе калаçмастăп. Эп хам укçа çапатăп, — вĕçкĕн сасăпа хуравларĕ Роберт. Çавăнтах аванмарланса кайрĕ — салтакран таврăннă чух хăй те çерçи пекех çараччĕ-çке. — Суту-илӳпе аппаланатăп. Паян шăпах укçа илтĕм.
— Каяр ара хăналатăн пулсан. Тепĕр чух манран тухать.
Хăналанмаллипех хăналанчĕç вара туссем. Те пилĕк çĕр, те улт çĕр тенкĕлĕх ĕçсе-çисе янă — шутламан. Çур çĕр çитеспе кăна тухрĕç ресторантан. Киле таксипе каясшăнччĕ, анчах ытла та ӳсĕрскерсене никам та лартасшăн пулмарĕ. Хăйсем тата вĕçĕмсĕр хăлаçланчĕç, тем юрлама пăхрĕç. Камах лартса кайтăр ĕнтĕ вĕсене? Урăлтаркăч машини пуçтарса кайсан кăна.
Малтан каччăсем пĕрлех утрĕç, анчах часах Иван таçта çухалса юлчĕ. Те кая юлчĕ ĕнтĕ вăл, те пĕр-пĕр тĕмескерен такăнса ӳкрĕ. Кăна Роберт пĕлмерĕ. Пĕлесех те килмерĕ. Вал хăй те тĕттĕм тăкăрлăкра темиçе хут такăнса самаях вараланса пĕтрĕ.
— Мурсем! Çутă майлаштараймаççĕ вĕт, — усал сăмахсемпе ятлаçрĕ Роберт.
Пĕрре-иккĕ ӳксе тăнă хыççăн каччă самаях урăлчĕ. Утти те çирĕпленчĕ. Те утрĕ вăл, те пĕр вырăнтах тапăртатрĕ, анчах ытла та ерипен малалла шурĕ. Акă такам ăна хăваласа çитрĕ те иртсе кайрĕ.
— Э-эй! — тем каласшăн пулчĕ ăна Роберт. Лешĕ чарăнса тăмарĕ.
Ун вырăнне милици машини пырса чарăнчĕ. Хăвăрт сиксе аннă икĕ çамрăк милиционер Роберт патне чупса пычĕç.
— Çамрăк çын! Сирĕн пирĕнпе пымалла пулать, — ĕнтĕ каччăна машина патнелле сĕтĕрнĕ май калаçрĕ вĕсенчен пĕри.
— Ăçта сĕтĕретĕр эсир мана? Манăн киле каймалла, — усал сăмахсене суйламасăр янăрашрĕ Роберт.
— Килна урăлсан кайăн. Халĕ вара малалла ут, — резина патакĕпе ураран самаях вăйлăн çапса сăмах хушрĕ иккĕмĕш.
— Ăçта илсе каятăр эсир ман упăшкана? — таçта çывăхрах янăраса кайрĕ хĕрарăм сасси. Кĕтмен çĕртен пулнăран вăл милиционерсене те, Роберта та хăратса ячĕ. — Манпа вăл. Кăшт каярах çеç юлчĕ.
Хĕрарăм урăх сăмахласа тăмарĕ. Икĕ милиционер хушшинче тăракан Роберта çавăтрĕ те малалла утса кайрĕ. Урăлтаркăч машини нимсĕрех тапранса кайрĕ.
— Э-э! Чим-ха, арăмăм. Эп хăçан авланнă вара?
— Урăлтаркăчра çĕр каçас килет пулсан машинăна каялла тавăр, — Роберт хăйне йĕкĕлтенине ăнланса хаяррăн хуравларĕ хĕрарăм. Вăл каччăран вĕçерĕнсе малалла утрĕ.
— Э-э! Тăхта-ха. Эпĕ вара мĕнле?
— Мĕн мĕнле? Килна кай. Телейĕ пулсан чиперех çитсе пĕтĕн.
— Киле? Ăçта ман кил? Эпĕ хăш урамра?
Хĕрарăм пĕр хушă сăмах чĕнмесĕр Роберт çине пăхса тăчĕ. Унтан: «Ут ман хыçран», — терĕ те ерипен малалла вĕçтерчĕ...
— Ирт, — алăк кукринчи çутта çутса иртме чĕнчĕ хĕрарăм.
Роберт алăк урати урлă шиклĕн ярса пусрĕ. Шикленмен çын та шикленĕ. Тем шутлă-ха ку хĕрарăм. Ара, пачах пĕлмен арçынна çапла ним мар çур çĕр варринче хăй хваттерне илсе килчĕ те. Хăй самаях ӳсĕр пулин те, каччăн ăс-тăнĕ тăрă.
— Мĕн алăк кукринчех çухалса кайрăн? — каччăн шиклĕхне ăнланса лăпкăн сăмах хушрĕ хĕрарăм. — Салтăн та ирт. Эпĕ чей лартса ярăп.
Роберт тумтирне хывса кухньăна кĕчĕ. Халĕ тин вăл хăйне урăлтаркăчран çăлнă хĕрарăма çутă çинче курса сăнама пултарчĕ, Çулĕпе вăл çирĕм виççĕ-çирĕм тăваттăран аслăрах пулмарĕ. Чиперкке те, нĕрсĕр те мар. Вăрăм çырă çӳç, тăрăхла пит, çӳхе илемлĕ тутипе кăшт вăрăмрах сăмса, хыткан кĕлетке тата тунсăх куç. Унăн пĕтĕм сăнĕнче темĕнле çирĕплĕх палăрса тăрать.
— «Эй» теме аван мар. Эсĕ мĕн ятлă? — газ плити умĕнче кăштăртатнă май калаçрĕ хваттер хуçи.
— Роберт. Эсĕ?
— Диана.
Калаçу çыпăçмарĕ. Çакăн пек тĕлĕнтермĕш лару-тăрăва лекнĕ Роберт пĕтĕмпех çухалса кайрĕ. Мĕн темелле, мĕн ыйтмалла? Кăна каччă пĕлмерĕ. Диана вара сăмахлас кăмăллă пулмарĕ. Чей те вĕсем ытлашши калаçмасăр ĕçрĕç. Кайран Диана вырăн сарчĕ.
— Эсĕ диван çине вырт, — сарса пĕтерсен лăпкăн пĕлтерчĕ вăл Роберта. Каччă кĕлеткинче арçынлăх вăйĕ ӳссе-ӳссе пынине те асăрхамарĕ тейĕн. — Эпĕ çутта сӳнтеретĕп.
Çутă сӳнчĕ. Диана хăйĕн кравачĕ çине майлашса выртрĕ.
— Диана, — çурма саспа чĕнчĕ каччă хĕре. Хуравлакан пулмарĕ. — Диана, мана пĕччен сивĕ.
Хĕр каллех чĕнмерĕ.
Роберт тем хушă хăй вырăнĕ çинче йăшăлтатса выртрĕ. Юлашкинчен чăтăмлăхĕ пĕтрĕ. Вăл ерипен çĕкленчĕ те хĕр патне пычĕ.
— Диана, ăшăт-ха мана.
— Роберт, ан алхас, — тинех сас пачĕ хĕр. Анчах ун сасси каланă сăмахсене хирĕçлерĕ. Хăй кай терĕ пулин те, ун сасси кил тесе илĕртрĕ.
Каччă вăшт кăна хĕрпе юнашар вырнаçрĕ. Диана паçăрхи пекех ун еннелле çурăмпа выртрĕ. Роберт ачашшăн хĕре çупăрларĕ, нӳрлĕ тутипе Дианăн çара хулпуççине, мăйне чуптурĕ. Лешĕ вара нимĕнле туйăмсăр, тăм кĕлетке пек выртрĕ. Каччă çаплах чуптурĕ, кăшт чĕтрекен аллисемпе хĕр кĕлеткине ачашларĕ. Чуптурĕ те ачашларĕ.
Тем самантран Диана тăруках Роберт еннелле çаврăнчĕ. Тарăннăн сывла-сывла качча ачашла, чуптăва пуçларĕ. Унăн тути вĕттĕн-вĕттĕн чĕтрерĕ. Тути кăна-и? Хĕрĕн пĕтĕм кĕлетки лăпкăлăха манса чĕтре-чĕтре илчĕ. Роберт хăюланчĕ. Вăл хăйĕн арçынлăхне ирĕке ямалли самант çитнине ăнланчĕ.
— Çитет, — тăрук хыттăн каласа хучĕ пĕтĕмлех каччă ытамне путнă Диана. — Çитет алхасса. Кайса вырт хăв вырăну çине.
Уяр кун аçа çапнине Роберт курманччĕ. Хĕр сасси ăна пĕтĕмпех хытарса лартрĕ.
— Çитет терĕм. Кай, — качча тĕртсе ячĕ Диана. Роберт чутах урайне персе анатчĕ. — Темиçе ан калаттар.
Пуçран чукмарпа çапнă пек, тăна кĕреймесĕр çĕкленчĕ вăл хĕр çумĕнчен. Хăй вырăнĕ çине кайса выртрĕ. Мĕн пулчĕ ку? Тĕлĕк е чăн? Çакна ăнланаимасăрах Роберт çывăрса кайрĕ.
4
Тук! тук! шаккаççĕ кусакан урапасем чугун рельса.
Тук! тук! шаккать тимĕрçĕ хĕртнĕ тимĕре.
Тук! тук! сиксе тухасла янăрать тăнлав.
Тук! тук! Кĕлеткере пĕр чĕптĕм вăй çуккине туйса вăранчĕ Иван. Ĕнерхи ресторан уншăн ахаль иртмерĕ. Каччăн шăм-шакĕ кисĕппе хĕненĕ евĕрех ыратрĕ. Пуçĕ çурăлса тухасла янăрарĕ те шавларĕ. Эрех-сăрана Иван ĕнер кăна пĕрремĕш хут ĕçмен. Анчах халиччен хăйне паянхи пек япăх пулнине астумасть. Ытларах ĕçнĕ пулас. Ытларах... Çемçен каланă. Ĕçсе янă эрехе черккепе мар, литр-литрĕпе шутлама пулать пулĕ. Тĕлĕнмелле. Мĕнле çитсе пĕтнĕ-ши Иван аппăшĕ патне? Чăннипех те тĕлĕнмелле. Пĕрле ларса ĕçнĕ Роберт хăш самантра, ăçта çухалса юлнă-ши тата? Тем пек тăрăшсан та Иван ĕнерхи хаваслă каçăн ăнăçсăр вĕçне аса илеймерĕ.
— Тук! тук! — хальхинче каччă пуçĕнче мар, алăка шаккарĕç. — Тук! тук! — Иван вырăн çинчен çĕкленчĕ. Анчах вăй-халĕ пулманран пĕр утăм та тăваймарĕ. — Тук! тук!
— Уçатăп, уçатăп, — аран-аран алăк патне çитсе сăмах чĕнчĕ Иван. — Эсир мĕн çăмăлпаччĕ? — алăк умĕнче темле хĕр тăнине курса ыйтрĕ вăл.
— Сан пек чипер те çамрăк каччăсене тутлă ыйхăран вăратас кăмăлпаччĕ, Ванюш.
Хăйне ятран чĕннине илтсен каччă хĕр çине сăнарах пăхрĕ.
— Диана! Каçар тӳрех палласа илейменшĕн, ирт, — умри хĕр Рая аппăшĕн чи çывăх тусĕ иккенне ăнкарса аванмарланчĕ Иван. Мĕнле тӳрех паллаймарĕ-ха вăл ăна? Тепĕр тесен, аппăшĕн тусне каччă пĕрре-иккĕ кăна курнă. Ăна та пулсан салтака кайиччен.
— Çаплипех ватăлса кайрăм-и вара? Палламалла та мар, — йăл-йăл кулса калаçрĕ алăкран кĕнĕ Диана.
— Мĕн эсĕ? Эпĕ хам мухмăр-сухмăрпа сана тӳрех паллаймарăм.
— Çапла пултăр ĕнтĕ, çапла пултăр, — каччă именсе кайнине асăрхаса калаçăва урăх еннелле пăрма васкарĕ Диана. — Эсĕ хăçан таврăннă?
— Виçĕм кун çитрĕм. Эсĕ ирт. Эпĕ çăвăнса тирпейленем.
Хĕр пӳлĕмелле иртрĕ, каччă — ваннăйне. Рая патĕнче Диана пĕрремĕш хут кăна мар. Ăçта мĕн выртнине, ăçта мĕн ларнине вăл хваттер хуçинчен те лайăхрах пĕлет пулĕ. Çавăнпа та хĕр хăна пек, тĕпеле иртсе лармарĕ: пӳлĕме тирпейлеме пуçларĕ. Кайран Диана кухньăна иртрĕ. Купаласа хăварнă таса мар чашăк-тирĕке çуса тасатрĕ, чей вĕретме газ чĕртрĕ. Ентĕ халь хăна пек ларма та юрать. Диана кухньăрах, пĕчĕк сĕтел çумĕнчи пукан çине вырнаçса ларчĕ. Тем самантран ĕмĕтпе шухăш тĕнчине путрĕ. Газ плити çинчи чейник шавĕ хĕрĕн шухăш кустăрмине татах та хытăрах хăваларĕ. Малалла та малалла, хăвăртрах та хăвăртрах...
...Кĕрхи çăлтăрлă каç. Ансăр сукмакпа иккĕн алла-аллăн тытăнса утаççĕ. Васкамасăр, çăлтăрлă тӳпепе киленсе, тем çинчен лăпкăн калаçса утаççĕ.
— Диана, парнелем-и сана çут çăлтăр? — хĕре чарса тăратса ыйтрĕ каччă.
— Ай-уй, Çемен! Ытла та пысăк парне сĕнместĕн-ши эс мана? — тӳпенелле пăхса калаçрĕ хĕр. — Ăçта хурайăп-ши эп ăна?
— Çăлтăрĕ тӳперех юлтăр. Анчах санпа маншăн вăл — сан çăлтăр пулĕ. Ун ячĕ — Дианка. Çапла, Дианка. Авă куратăн-и? Мĕнлерех йăлтăркка, çутă вăл. Мĕнлерех илĕртӳллĕ. Диана, сан пекех илемлĕ.
— Çемен, Çемен! Эс мана вăтантаратăн.
— Мĕншĕн? Эп чăннине калатăп-çке. Эсĕ çав çăлтăр пекех илемлĕ, — аллипе тин çеç ят панă çăлтăра тĕллесе сăмахларĕ каччă. — Анчах çăлтăр таçта инçетре, манран пин-пин çухрăмра. Эсĕ вара çумра. — Каччă хĕре ыталарĕ. Васкамасăр тутаран чуптурĕ. — Паян та, ыран та, ĕмĕр тăршшĕпех пул юнашар.
— Пулатăп, пулатăп... пулатăп, Çемен...
...— Диана! Такам алăка шаккать. Уçаймастăн-и? — ваннăй алăкне кăшт уçса кăшкăрчĕ Иван. Ун сасси кухньăра ларакан хĕре асаилӳ тӳпинчен çĕр çине антарчĕ.
— Паллах, уçатăп.
— Улăштармалла та-ха çак шăнкăрава. Алă çитеймест, — алăка çапла шаккаса тăма тивнине тӳрре кăларса калаçрĕ Рая. — Салам, Диана. Эсĕ тахçанах килнĕ-и? Нумай кĕттертĕм пуль.
— Çук-çке. Хальтерех кăна çитрĕм.
— Ман шăллăм, Ваня, вăранса пĕтсе-и?
— Тăнă. Ваннăйĕнче вăл.
Сăмах çинех Иван тухрĕ. Ах, лекрĕ те-çке ăна аппăшĕнчен! Яла ашшĕ-амăшне курма кайма васкаманнишĕн, ĕнер вил ӳсĕр те тăр пылчăк килсе кĕнишĕн лекрĕ. Ют çын умĕнчех çапла пăсăрлантарни Ивана тарăхтарчĕ. Анчах вăл çакна палăртмарĕ. Рая ятланине каччă хирĕç пĕр сăмах каламасăр итлерĕ. Аппăшĕ хăйне мĕнле вăйлă юратнине пĕлнĕрен ун сăмахĕсем кӳрентермерĕç. Усал тăвас тесе мар, ырă сунса ятлать-çке вăл. Тата Райăн тарăхăвĕ нихăçан та нумая пымасть. Пĕрре лайăх ятлаçса «пăс кăларать» те — лăпланать. Урăх нихăçан та аса илмест.
— Диана, каçар-ха. Анчах вăхăтра тӳрлетмесен чул стена та ишĕлет. Ман шăллăма вара пачах та чулран туман, — ĕнтĕ Иванăн кĕске çӳçне урлă-пирлĕ вĕлкĕштерсе шӳтлерĕ Рая. — Айтăр чей ĕçер.
Виççĕшĕ те сĕтел хушшине вырнаçса ларчĕç. Иртнине аса илчĕç, пуласлăх пирки ĕмĕтленчĕç. Сĕтел хушшинче ытларах Иван пуплерĕ. Салтакри пăтăрмахсене каласа парса хĕрсене култарчĕ, хăйĕн малашнехи планĕсем çинчен калаçрĕ.
Пысăк ĕмĕтсемпе таврăннă Иван тăван çĕршыва. Хура çĕр çинче ĕçлес, вĕренес, тулли пурнăçпа пурăнас кăмăлпа. Каччă мĕнле хавхаланса калаçнине итлесе ларнă май Дианăн та кăмăлĕ уçăлчĕ. Вăл хăйĕн шухăшĕсем çинчен пуçĕпех манса Иван сăнлакан пуласлăх ытамне кĕрсе ӳкрĕ. Диана хăйĕн пурнăç опытĕнчен мĕн ĕмĕтленни ытларах чух пачах пурнăçланманнине лайăх пĕлет. Анчах каччăн ĕмĕчĕсене пурнăç чăнлăхĕн сăрчĕ çумне çапса аркатма васкамарĕ вăл. Çутă ĕмĕт Ивана хăйне кăна мар, пурнăç йӳçекне сыпса курнă Райăпа Дианăна та хавхалантарчĕ. Шанăç çуратрĕ.
— Пĕлетĕр-и эп мĕн шутлатăп? — аппăшĕпе Диана çине ыйтуллăн пăхса ыйтрĕ Иван.
— Мĕн? — харăс персе ячĕç хĕрсем.
— Этемшĕн чи пысăк телей, чи пысăк пуянлăх, чи пысăк савăнăç вăл — пурнăç. Çакна эп салтакра чух ăнлантăм. Çавăнпа та манăн пурнăçран мĕн илме май пуррине пĕтĕмпех илес пулать. Ырана хăвармасăр — паянах.
— Ой, шăллăм! Айванкка-çке эс ман, — Ивана ыталарĕ Рая.
Диана нимĕн те чĕнмерĕ. «Пĕтĕмпех паянах илес килет... Анчах пурнăç нихăçан та, ниме те ахаль памасть. Кашни утăмшăн кĕрешме, кашни çитĕнӳшĕн пысăк вăй хума тивет. Ахаль нимĕн те памасть. Парсассăн та санăнне чи хаклине, чи кирлине илсе каять», — Ивана хирĕçлесе шухăшларĕ вăл.
5
...— Кил, Диана! Ан хăра.
— Аюк! Хăратăп, Çемен.
— Мĕнрен? Эпĕ санпа-çке, — хĕре хулпуççинчен ыталаса калаçрĕ каччă.
Диана умра сарăлса выртакан вĕçĕ-хĕррисĕр кӳлĕ хĕрринчи пĕчĕк кимĕ çине шикленсе пăхрĕ. Хĕрĕн ярăнас килчĕ, анчах шывран хăрани тытса чарчĕ.
— Айта хăравçă ан пул, — Диана еннелле аллисене тăсрĕ кимĕре тăракан Çемен.
Диана текех хирĕçлемерĕ. Хăй шăпине вăл çак çирĕп те вăйлă алăсене шанса пачĕ. Вĕсем вара ăна çепĕççĕн те ачашшăн çĕклесе кимĕ çине лартрĕç, çыранран уйăрса кӳлĕ варринелле илсе кайрĕç.
— Турăçăм, мĕнле илемлĕ! Пĕртте çыранран курăннă пек мар, — кӳлĕ анлăшĕпе киленсе тĕлĕнчĕ Диана. — Ытарайми илем.
Каччăпа хĕре лартнă пĕчĕк кимĕ васкамасăр ишрĕ. Вĕтĕ-ветĕ хум ункисене пĕрин хыççăн теприне çыран еннелле сапаласа вăл кӳлĕ варринче чарăнчĕ.
— Çемен, эп хăрамастăп! — чĕвĕлтетрĕ хĕр. — Пачах та хăрамас.
— Айванккаçăм! Чипер хăравçă эс ман, — хăй умĕнчех тăракан хĕре çумăн лартса калаçрĕ каччă. — Парăп-ши вара эп хамăн çăлтăра çак кӳлле ӳксе сӳнме? Пултарайăп-ши сансăр пурăнма? — васкамасăр, питĕ-питĕ ачашшăн çупăрларĕ вăл хĕре. Çавăн пекех çепĕççĕн çӳхе тутине чуптурĕ...
Чăнкăр! чăнкăртатса кайрĕ сĕтел хĕрринче ларакан сехет. Диван çинче выртакан Диана шарт! сиксе вăранчĕ. Тăрса ларчĕ. Ытла та кĕтмен çĕртен пулнăран хĕр анраса кайрĕ. Пуçра пĕр харăс пин шухăш вылярĕ. Миçе çитнĕ-ши халь? Сĕтел çинчи сехет улттă кăтартать. Тул çутăлать-ши е каç пулать? Хĕр кантăкран пăхрĕ — çук, пĕлеймерĕ. Урамри тĕксĕмлĕхпе шăплăх ăна нимĕн те каламарĕç. Аптраса кайнă хĕр диван çине ларчĕ. Тем самантран çеç вăл пĕтĕмпех вăранса, тăна кĕрсе çитрĕ. Хăй кăшт выртса çывăрсах кайнине те, халĕ, паллах, каç пулнине те астурĕ.
Диана лăпланса каллех диван çине тăсăлса выртрĕ. Ниçта та васкас çук — мĕншĕн лăпкăн выртас мар? Анчах хĕр тепĕр минутранах вăшт сиксе тăчĕ. Мĕнле манса кайнă-ха вăл? Унăн тĕлпулăва каймалла-çке. Шăп та лăп çиччĕ тĕлне.
Ак пуçланчĕ те пăтăрмах. Диана хыпаланса, чупа-чупа тенĕ пекех, пуçтарăна пуçларĕ. Темиçе тĕрлĕ тум улăштарчĕ — тем, нихăш те кăмăла каймарĕ. Пĕри ытла вăрăм, тепри — кĕске. Пĕри — хулăн, иккĕмĕшĕ — çӳхе. Юлашкинчен вăл кĕске юбкăпа çутă сенкер блузка тăхăнчĕ. Анчах кунпа хĕвĕшӳ вĕçленмерĕ. Васканă чух яланах çапла вĕт. Ĕç çыпăçуллă пулмасть. Кашнинчех тирпейлĕ пуçтарăнакан çӳç те паян тем тусан та вырнаçтарнă пек выртасшăн пулмарĕ. Капла та турĕ хĕр, апла та — усси çук. Тарăхнă енне Диана ăна çурăм тăрăх сапаласа ячĕ. Нимĕнле те пуçтарăнмаççĕ пулсан çаплипех пулччăр.
Кунпа та пăлхану вĕçленмерĕ. Пит-куçа сăрлама ларсан та пĕр виç-тăват хут çуса яма тиврĕ. Паян хĕре нимĕн те кăмăла каймарĕ. Пурне те тиркерĕ вăл, пуринпе те кăмăлсăрланчĕ.
Чылай вăхăтран тин пуçтарăнса çитрĕ Диана. Паллах, ăна хăй мĕнле тăхăнни пачах та тивĕçтермерĕ. Анчах текех хывăнса тăхăнма, сăрланма вăхăчĕ те, кăмăлĕ те пулмарĕ. «Мĕн ытла ăшталанатăп çак эп? — тĕкĕр умĕнче капăрланнă май шухăшларĕ хĕр. — Такампа тĕл пулма кайнă пек. Вăл паян пур та ыран — çук. Мĕн уншăнах пит капăрланас?» — çапла шухăшларĕ Диана хăй çине юлашки хут пуç тӳпинчен пуçласа ура тупанĕ таран пăхнă май.
Кая юласран шикленсе хваттертен çиçĕм пек тухса вĕçрĕ. Пуринчен ытла вăл хăйпе тĕлпулу палăртнă каччă кĕтсе илеймесĕр пăрахса каясран хăрарĕ...
Хулан тĕп урамĕнче вырнаçнă «Апогей» ресторан умĕнче пирус ĕмсе тăракан Роберта Диана троллейбусран ансанах асăрхарĕ. Анчах каччă патне чупса пыма васкамарĕ. Малтан кăшт тăхтасă лăпланчĕ, кайран тин ерипен ярса пусса ун еннелле утрĕ.
— Хĕрсем каччăсем патне кăшт кая юлса çитме тăрăшнине пĕлетĕп-ха эп. Анчах çак кăшт тени пĕр сехетех танлашма пултарассине шутламан, — сывлăх сунмасăрах ӳпкелешме пуçларĕ Роберт.
— Пĕр сехетех кая юлтăм-ши? — пĕр айăпсăр сăн-пит тума васкарĕ Диана.
Çак самантра вăл питĕ кулăшла курăнчĕ пулас. Хĕр каласа пĕтеричченех Роберт кулса ячĕ.
— Пĕр сехетех мар, анчах вăтăр сакăр минут — точно, — аллинчи сехечĕ çине пăхса халь тин кăмăллăн калаçрĕ вăл.
— Ну, ку нумаях мар, — ĕнтĕ хăй те кулса пуплешрĕ Диана.
Вĕсем ресторана кĕчĕç. Хывăнса тирпейленнĕскерсене алăк патĕнче кĕтсе илнĕ официантка уйрăм сĕтел хушшине кайса лартрĕ, меню килсе пачĕ. Мĕн ĕçсе-çимеллине Роберт хĕре суйлаттарасшăнччĕ, анчах Диана яхăнне те ямарĕ. «Мана валли эрехне пылаккине пама ыйт», — терĕ çеç вăл.
Каччă заказ тунă вăхăтра Диана ресторан ăш-чикне, ытти сĕтелсем хушшинче ларакан мăшăрсене сăнарĕ. Кунти лăпкăлăх, кăшт тĕксĕмрех çутă ăна килĕшрĕ. Ытла хытах мар янăракан ташă кĕвви те кăмăла кайрĕ.
Официантка пăрăнса утсан каччăпа хĕр пĕр вăхăт чĕнмерĕç. Пĕрне-пĕри питĕ сахал пĕлнĕрен ютшăнчĕç те пулас. Паллашнă ятпа шаккаса ĕçсен кăна иккĕшĕн те чĕлхисем чăхăмлама пăрахрĕç. Ыйту хыççăн ыйту пачĕç вĕсем пĕр-пĕрне, шăкăл-шăкăл калаçрĕç. Вăхăт-вăхăтпа Роберт кулăшла анекдотсемпе хаваслă самантсене аса илсе хĕре култарчĕ.
Часах ресторана килнĕ мăшăрсем пĕрин хыççăн тепри ташă картине туха пуçларĕç. Роберт та Дианăна ташша чĕнчĕ. Çăмăллăн çĕкленчĕ хĕр сĕтел хушшинчен. Анчах ташă картинче кам çумне пырса çапăнассине пĕлнĕ пулсан вăл çемçе пукан çинче пăталаса хунă пекех ларнă пулĕччĕ. Пĕлмен... Çĕкленчĕ те кĕтесри сĕтел хушшинчен Сашăпа сап-сарă çӳçлĕ, çинçе пилĕклĕ хĕр тухнине курчĕ. Пуçран чукмарпа çапнă пекех пулчĕ ку. Сашăна урăх хĕрпе курни мар, ăна хăйне нумай вăхăт иртнĕ хыççăн курни пăлхантарса ячĕ. Диана каялла пукан çине лĕш ларчĕ. Анчах Саша асăрхама ĕлкĕрчĕ ĕнтĕ ăна. Авă куçĕпе мĕнле пăралать.
— Диана, темĕн пулмарĕ пулĕ те? Эсĕ сăнран веç улшăнса кайрăн, — хĕр пĕр çеккунтрах çапла ылмашнинчен пĕр тĕлĕнсе, пĕр хăраса ыйтрĕ Роберт.
— Çук-çке. Нимех те мар. Анчах ташша тухмастпăр.
— Юрĕ ара...
Хĕрпе каччă хушшинчи калаçу татăлчĕ. Вĕсем текех паçăрхи пек шăкăл-шăкăл калаçма та, кулма та пултараймарĕç.
— Сирĕн хĕре ташша чĕнме юрать-ши? — янăраса кайрĕ сас.
Диана пуçне çĕклерĕ. Сĕтел умĕнче Саша тăрать.
— Çук. Эпĕ ташламастăп, — хуравлама васкарĕ Диана. Саша çаврăнса утмарĕ. Хĕр çине йĕкĕлтеш куçпа пăхса тăчĕ, темĕн кĕтрĕ.
— Çухалса кайман-ха эсĕ, Диана, — терĕ вăл тем самантран. — Мана çакăншăн хăваласа ятăн-и? — Роберт еннелле пуçĕпе сĕлтрĕ. — Хăвăрт маннă эс мана. Хăвăрт. Е манпа чухнех ăна... — малалла каччă усал сăмахсен суйламан пуххине каларĕ. — Пĕлетĕп, эсĕ...
Диана текех чăтса лараймарĕ. Умра тăракан Сашăна тĕртсе ярсах алăк патнелле вирхĕнчĕ. Роберт хыçран чĕнни те, Саша калаçни те ун хăлхннче пĕрлешсе, хутăшса кайрĕç. Чуна йывăрлатса вăя пĕтерчĕç.
Тăхăннă-тăхăнман вĕçсе тухрĕ Диана ресторантан. Хăлхара Сашăн юлашки сăмахĕсем кăна янăрарĕç. «Пĕлетĕп эсĕ çăмăлттай пулнине», — терĕ вăл. Мĕн пĕлетĕн эсĕ? Мĕн?!
Çăмăлттай терĕн, Çăмăлттай... Анчах çак çăмăлттайлăх мĕн хака ларнине пĕлетĕн-и? Кашни хавас самантшăн тӳленине. Куççульпе. Тунсăхпа. Ыратупа. Кулнă чух макăрнине, куççуль витĕр кулнине пĕлетĕн-и? Мĕнех пĕлетĕн эсĕ? Мĕнех?..
6
Килелле выртакан çул яланах кĕске. Анчах çул çинчи хĕрĕх пилĕк минут яла таврăнакан Иваншăн нихăçанхинчен те вăрăм пулчĕ. Яка çулпа чупакан автобус питех те ерипен пынăн, кирлĕ мар çĕртех чарăннăн, чарăнăвĕсем ытла та вăрăм пулнăн туйăнчĕ ăна. Çула кĕскетес тесе кантăк çумĕнче ларакан Иван тĕлĕрсе илме пăхрĕ. Çук, пултараймарĕ. Чĕре пăлханчăклăн хăвăрт тапни тĕлĕрсе кайма памарĕ. Кăшт та пулин лăпланас тата вăхăт ерипен шунине асăрхас мар тесе каччă пуçа килнĕ сăвă йĕркисене вула пуçларĕ:
Тăван енĕм, тăван енĕм!
Эп уйрăлнă санпала.
Тăван енĕм, тăван енĕм!
Илĕртен эс хăв патна...
Тăван кĕтес. Иван хăй çуралса ӳснĕ ялта пулманни çулталăк çурă çитрĕ. Мĕн таран улшăннă пулĕ ĕнтĕ вăл çак вăхăтра. Инçетри Таджикистан çĕршывĕн чиккинче службăра тăнă Ивана вăл тĕлĕкре кăна тĕлленнĕ. Кашни каç тенĕ пекех. Чи савăк, чи илемлĕ тĕлĕксем пулнă вĕсем. Чи-чи... Халь акă каччă тинех чулпа хăйăрлă сукмакпа мар, хура сĕткен çĕре витнĕ курăк-çулçă тăрăх утать. Нимрен хăрамасăр, никамран шикленмесĕр, çирĕп пусса.
Куç илмесĕр пăхса пычĕ Иван кантăкран. Автобусран анса юлсан вара чăтаймарĕ — тăван ял еннелле чупсах кайрĕ. Алра йывăр çĕклем пурри, хирĕç вĕрекен çил ăна чараймарĕç. Çулĕ çывăх пулманни те хăратмарĕ. Чупрĕ те чупрĕ вăл. Ял патне çывхарса пынăçемĕн вара хă-вăртрах. Тата хăвăртрах...
Акă укăлча хапхи те курăнса кайрĕ. Чупма та чарăнмалла пек ĕнтĕ. Чарăнмалла, лăпланмалла. Иван вара çаплах чупрĕ. Ял хапхинчен тухнă çынна курсан çеç чарăнчĕ. Утма пуçларĕ те ним мартанах пăлханса кайрĕ. Хирĕç килекене ун аякранах паллас килчĕ. Çулталăк çурă хыççăн тăван ялта курнă пĕрремĕш çын-çке вăл. Сăнаса пăхрĕ Иван çывхаракана. Сăнарĕ... Анчах хăрах аллипе ача, тепринпе пысăках мар сумка çĕкленĕ хĕрарăма паллаймарĕ. Çĕнĕ çын е хăна хĕрарăмĕ пулчĕ пулас вăл.
Салтакпа ачаллă хĕрарăм хушши кĕскелсе пычĕ. Иван кăна мар, хĕрарăм та Ивана куç илмесĕр пăхса пырать иккен, Вăл та хăйне хирĕç килекене палласа илме тăрăшать-ши? Калама йывăр. Анчах ун сăнĕнче салтак кам пулнине пĕлесшĕн çунни палăрмарĕ. Пачах урăхла. Тĕлĕнни, хăрани, савăнни, вăтанни пулчĕ ун сăнĕнче — пĕртте паллама тăрăшни мар.
Ĕнтĕ Иванпа хĕрарăм хушшинче шутлă утăмсем юлчĕç. Каччă çаплах ăна паллаймарĕ. Пĕрре пăхсан питĕ аван пĕлнĕ, чĕрене çывăх сăн пек туйăнать. Сăнарах пăхсан — пачах курман-пĕлмен çын.
Ик-виç утăм юлсан хĕрарăм чарăнчĕ, аллинчи сумкине çĕре лартрĕ. Темĕн кĕтнĕн тилмĕрсе пăхрĕ вăл каччă çине. Иван чарăнмарĕ. Сăмах та чĕнмерĕ. Чĕрипе палласа илчĕ вăл хăй умĕнче тăракан хĕрарăма. Палларĕ, анчах сăмах чĕнмерĕ. Чĕнмерĕ... Ытла та кĕтмен, шутламан çĕртен пулнăран Иван хăйĕн савни пулнă Таньăна сывлăх сунма та пултараймарĕ. Мĕнле утнă çавăн пекех иртсе кайрĕ. Самантлăха чарăнмасăр, пĕр сăмах чĕнмесĕр. Кăкри çумне ача чăмăртанă хĕрарăм та чĕнмерĕ. Куçĕ кăна шывланчĕ унăн.
Пĕр самант кăна е сехете яхăнах тăчĕ-ши Таня çул варринче? Вăл кăна пĕлмерĕ. Алăри ача йăшăлтатни тăна кĕртрĕ ăна. Ерипен алла илчĕ вăл умри сумкăна. Халран кайса утса кайрĕ.
«Вăл мана кураймасть. Кураймасть...» — вĕçĕмсĕр пăшăлтатрĕ Таня. Тепĕр тесен, мĕн кĕтнĕ-ха вăл? Мĕн кĕтнĕ юратăва çапла çăмăллăн сутнă хыççăн? Ивана салтакран кĕтсе илме тупа тунине манса виç уйăхранах урăххине качча тухрĕ пулсан? Мĕн кĕтнĕ курайманлăхпа йĕрĕнӳсĕр пуçне?
Иванпа Таня пĕр çулхисем. Мĕн ачаран пĕрле выляса ӳснĕ. Шкула та пĕрлех кайнă, пĕр парта хушшинче ларнă.
Пĕрремĕш кунран пуçласа юлашки шăнкăравчченех. Яланах пĕрле, пур çĕрте те юнашар пулнăран ял ачисем вĕсене «упăшкипе арăмĕ» тесе те мăшкăллатчĕç. Иванпа Таньăна çакă, паллах, питĕ пăшăрхантаратчĕ. Миçе хутчен çапăçман пулĕ арçын ача йĕкĕлтеме юратакансемпе? Мĕн чухлĕ кĕпе-йĕм çурнă? Миçе хут сусăрланнă? Кăна никам та шутламан.
Ăслă классене çитсен кăна лăпланчĕç вĕт кулма юратакансем. Ывăнчĕç курăнать. Тен, хăнăхрĕç те пулĕ.
Çакăн хыççăн вĕсем пĕр тапхăр лăпкăн пурăнчĕç. Çĕр çинче Иван ятлă арçын ачапа Таня ятлă хĕр ача пуррине пурте манчĕç тейĕн. Анчах çинçешке хĕр ачаран йăрăс пӳллĕ хĕр, арçын ачаран сарлака хул-çурăмлă, шăнăрлă каччă çитĕнсе пынă май ăмсанса хушша кĕрекенсем татах тупăнчĕç. Çирĕп туслăхпа таса юратăва ăмсанакансем. Мĕн кăна туса пăхмарĕç пулĕ вĕсем. Хĕрпе каччăна ăрçăнтарса яма мĕнле кăна тăрăшмарĕç. Уйрăмах Куçма ветипе леш касри Вася. Иртсе çӳреме те памастчĕç-çке. Кашни меллĕ самантпа усă курма тăрăшатчĕç.
Пĕрре çапла, вуннăмĕш класс пĕтерсессĕн пуль, çуллахи каникул вăхăтĕнче Таньăн уйăх çурă хулара пурăнма тиврĕ. Амăшĕпе пĕртăван Анук аппăшне йывăр операци тунă хыççăн пăхмаллаччĕ. Иван ялтах юлчĕ. Хĕрпе каччăшăн пĕрремĕш вăрăм уйрăлу пулчĕ. Нихăшне те çăмăл килмерĕ. Вăхăта кăшт та пулин кĕскетес тесе вĕсем кашни кун пĕр-пĕрин патне çыру çырса тăчĕç. Пĕри яла, тепри хулана. Кашни кун çырчĕç, кашни кун илсе вуларĕç.
Çапла иртсе кайрĕ пилĕк эрне. Улттăмĕшĕ те çаплах пуçланчĕ. Эрне варринче Таня яланхи пекех почта ещĕкĕнчен çыру кăларса илчĕ. Кĕтнĕ çыру. Палланă, чуна çывăх почерк... Çырăва вăл çакăнтах, пусма тăваткăлĕнче, уçрĕ. Палланă почерк, анчах темĕнле ют сăмахсем. Пĕрре вуларĕ хĕр çырăва, тепре. Вуларĕ те вуларĕ — нимĕн ăнланаймарĕ. Мĕн çырать унăн савнă Иванĕ? Мĕн?
«Таня! Пĕлетĕп, ман сăмахсем сана ыраттарĕç. Анчах суя та телейлĕрех тумĕ. Çавăнпа та ĕç-пуç шала кĕрсе кайиччен манăн халех пирĕн хушăри çыхăнăва татас килет. Эпĕ сана юратмастăп! Каçар, юратмастăп...» Пулма пултараймасть! Таня çырăва темиçе хут вуларĕ, Мĕн вуланине унăн ĕненес килмерĕ. Пулма пултараймасть. Ĕненме йывăр... Çук, Таня çак хута ĕненме пултараймарĕ. Мĕн çырнине Иван ăна хăйне куçран калатăр. Çапла, куçран пăхса...
Текех хĕр нимĕн çинчен те шухăшлаймарĕ. Май килнĕ таран хăвăртрах Иванпа тĕл пулса калаçасси çеç канăçсăрлантарчĕ ăна. Вăл ытлашши пĕр самант тăхтаса тăмасăрах яла тухса чупрĕ.
Каччă çырăвне çине-çинех вуланă вăхăтра Иван та çавăн евĕр çыру илсе вуланине Таня пĕлмерĕ. Хĕр ялалла васканă самантра каччă хуланалла çул тытрĕ.
Ялпа хула хушшинчи çул варринче тĕл пулчĕç весем. Пĕр-пĕрне куçран пăхрĕç те сăмахсăрах ăнланчĕç — пĕтĕмпех суя. Хĕрпе каччă чĕрисем юратупа çунса тăраççĕ. Ытти пĕтĕмпех суя.
Каярах çак пăтăрмах вĕçне çитиех уçăлчĕ. Амăшĕ вырăнне вăхăтлăха почтальонкăра ĕçленĕ Светăпа Вася каварĕ пулнă иккен ку. Хĕрпе каччăн юрату çирĕплĕхне тĕрĕсленĕ кавар.
Çавăн чухне çакă хăйсен юратăвĕшĕн чи пысăк тĕрĕслев пулчĕ тесе шутланăччĕ Таня. Йăнăшрĕ... Умра терĕслевсем пĕрре кăна мар пулассине пĕлмерĕ.
Чи пысăк тĕрĕслевĕ вара Иван салтака кайни пулчĕ. Ун витĕр хĕр юратăвĕ тухаймарĕ. Хуçăлчĕ те сӳнчĕ. Мĕншĕн çапла пулса тухнине Таня ун чухне те, тепĕр тесен, халĕ те ăнланаймасть. Пурте хăвăрт, пăтрануллă пулса иртрĕ. Темĕн пулчĕ вăл... Çиçĕм пек йăлтăртатрĕ те хĕр шăпине синкерлетрĕ.
Иванăн салтак ячĕ тухни хĕрпе каччăшăн кĕтменлĕх пулмарĕ. Ăна вĕсем кĕтнĕ. Паллах, уйрăлу çăмăл иртмерĕ, анчах куççуль таврашĕсĕр. Макăрма вăхăчĕ çитмерĕ. Кунĕпех, çĕрĕпех уйрăлмасăр çӳрерĕç вĕсем. Калаçрĕç, аса илчĕç, шӳтлерĕç те кулчĕç. Ара, пур-çке вĕсен мĕн çинчен аса илмелли, мĕнрен кулмалли. Пур... Кайран, ир çинче, Таня Ивана военкомата çитиех ăсатса ячĕ. Иван кунта та чарăнми шӳтлерĕ, пурне те култарчĕ. Хăй хыçĕнчен пысăк тимĕр алăк хупăниччен пĕр самант маларах çеç текех шӳтлемесĕр савнă хĕрĕ еннелле çаврăнчĕ.
— Таня! Уйрăлма вăхăт çитрĕ, — терĕ вăл хĕре куçран пăхса. Пĕлетĕп, кĕтме çăмăл мар, анчах ан ман: эпĕ сана питĕ вăйлă юрататăп. Санçăр мана япăх пулать. Ан ман çакна.
Таня манмарĕ. Тимĕр хапха хупăннă-хупăнман кĕте пуçларĕ. Кĕтсе илессине пĕлсе, хăй юратăвне шанса...
Кĕтнĕ чух вăхăт хăвăрт шумасть. Кашни кун, кашни минутра Иванпа пĕрле пулма хăнăхнă Таньăна вара вăхăта савнă каччисĕр ирттерме пĕртте çăмăл пулмарĕ. Тепĕр чух ним патне ал пымасть, ниçта ларма-тăма пĕлмелле мар. Темĕнле канăçсăрлăх, тунсăх чунра. Килте, тăватă стена хушшинче, çак тăвăрлăх татах та ӳсет. Çавăнпах Таня нумаях пулмасть Иванпа юнашар утнă сукмакпа таса хире çул хыврĕ. Кашни каçах. Халăх çине, клуба, тухас кăмăл пулмарĕ унăн. Хай çумне сухăр пек çыпăçакан Вася куçĕ умне лекес килмерĕ.
Сыхланакана турă сыхлать теççĕ те, шăпаран иртеймĕн çав. Таня темле тăрăшсан та Васьăпа хирĕçсе каяссинчен сыхланса çитереймерĕ. Пĕрре, каçпа хăйĕн хăнăхнă сукмакĕпе уçăлса çӳренĕ чух, пырса тăрăнчĕ вăл ун çумне. Тĕрĕсрех, вĕсен çумне. Таньăран пĕр класс каярах вĕренсе пынă Любăпа пыратчĕ вăл. Клубран таврăнатчĕç-ши е ахаль уçăлса çӳретчĕç? Вĕсене маларах асăрханă пулсан Таня çул айккине пăрăнса пытаннă пулĕччĕ. Анчах шухăшпа асаилусен авăрне путнă хĕр хирĕç килекенсене ик утăм юлсан çеç асăрхарĕ. Ăçта тарса пытанăн ĕнтĕ ун пек чух?
— Ак тамаша! Тĕпсакайĕнче пурăнакансем те çутта туха пуçланă тем? — хăй умĕнче Таня пулнине курсан тӳрех ун çине сиксе ӳкрĕ Вася. Юнашар Люба тăнине те манса кайрĕ. — Хăй тата анис улма пекех хĕп-хĕрлĕ, пачах та шурса кайман.
Хĕр Вася сăмахĕсене илтмĕш пулчĕ. Сукмак çинчен пăрăнса иртсе кайма пăхрĕ. Кап! ярса тытрĕ ăна каччă. Хăй çумне туртса илчĕ.
— Шурса кайман та чĕлхине вара çăтнах курăнать, чĕвĕл чĕкеç, — йĕкĕлтеме пăрахмарĕ Вася.
— Яр! Мĕн пăтрансах кайрăн? — каччă ытамĕнчен хăтăлма пăхрĕ хĕр.
— Ай-ай! Калаçма та пĕлет-çке. Апла, тен, ăшшине те çухатман-ха, — ахăрса хĕре вăйлăрах ыталарĕ сĕмсĕр каччă. Вăл ӳсĕр иккен: эрех шăрши сăмсана шар пырса çапрĕ.
— Яр терĕм-иç, — тарăхса кайнине пачах пытармасăр калаçрĕ Таня. — Яр, атту...
_ Мĕн атту? Мĕн? — çаплипех ахăрчĕ Вася. — Атту сыхлавçă «упăшкуна» евитлесе парап тесшĕн-и?
Таня самантлăх çухалса кайрĕ. Чăнах, мĕнпе хăратаять вăл çак пуçтаха? Ним калама пĕлмелле мар. Чĕлхе çине çеç шанма тивет. Хул-çурăм вăйĕпе илейрес çук.
— Сыхлавçă «упăшку» çак самантра çинçе пилĕклĕ чиперккене ăшăтать тем. Эсĕ вара «читлĕхре» пурăнан.
Çат! çутăлтарса ячĕ Таня пĕр чарăнмасăр пакăлтатакан каччăна. Кĕтмен çĕртен пулнăран лешĕ тайăлсах кайрĕ. Хĕре вĕçертрĕ. Вăл тата темĕн каласшăнччĕ. Таня сăмах чĕнме памарĕ. Çăвар уçнăскерне пĕтĕм вăйран тĕртсе ячĕ. Вася мĕн çумне пырса çапăнассине те уямарĕ.
Хăйпе ӳсĕр каччă хушшинче пулса иртнине Таня çав самантрах манма тăрăшрĕ. Çапах шутламасăр каланă сăмахсене манаймарĕ. Темшĕн вăл вĕсене кайран та çине-çинех аса илчĕ.
Çак ĕç хыççăн хĕр урама пачах тухми пулчĕ. Пĕтĕм пушă вăхăта килте ирттерчĕ. Çыхрĕ, çĕлерĕ, тĕрлерĕ. Ал-ĕç патне чун выртмасан сăвă кĕнеки вуларĕ. Е хăйĕн савнă Иванĕ патне вăрăм-вăрăм çырусем çырчĕ. Кашни каçах. Хурав кĕтсе илмесĕрех.
Çĕнĕ çул каçне те Таня пĕччен ирттерме хатĕрленчĕ. Тăванĕсемпе те, юлташĕсемпе те мар — пĕччен. Анчах уяв шутланă пек иртмерĕ. Пачах вăл шутланă пек мар.
Çур çĕр çитиччен тăват сехет маларах ун патне Люда пырса кĕчĕ. Вăл Таньăна клуба илсе тухма кĕнĕ иккен. Çакă хĕре самаях тĕлĕнтерчĕ. Ара, мĕнле тĕлĕнмĕн-ха кунта? Людăпа Таня çывăх туссем мар-çке. Хăçан та пулин юнашар ларса калаçни те пулман. Пĕр-пĕрне евĕклĕхшĕн çеç сывлăх суннă. Вĕсене нимĕн çыхăнтарман. Тен, Толик? Людăн пиччĕшĕ. Вăл пĕр вăхăт Таньăпа çӳреме хăтланса пăхрĕ. Анчах май килмерĕ. Çавăнпах хăнне кĕтмен çĕртен Люда чĕнме кĕнинчен те, çапла тилмĕрсех ӳкĕтленинчен те питĕ тĕлĕнчĕ. Люда вара ун кăмăлĕ пулманнине пăхмарĕ: клуба тухма чĕнчĕ, хаваслă уявпа илĕртрĕ. Таня ăна хирĕçлерĕ-хирĕçлерĕ те — килĕшрĕ. Илĕртӳ ытла пысăк пулчĕ çав.
Хĕрсем клуба пырса кĕнĕ чух унта халăх лăк тулличчĕ. Пурте пĕрле, çав вăхăтрах кашни хăйĕн ушкăнĕнче ташлатчĕç çамрăксем. Таня кунта пурне те паллать.
Пĕр ялсем, Толик та пур. Каччăсем вĕсене хаваслăн саламласа кĕтсе илчĕç. Темшĕн пĕрре Толик çине, тепре Таня енне пăхса йăл-йăл кулчĕç. Темĕн систерсе куç хĕсрĕç. Таня çакна пĕтĕмпех асăрхарĕ те, асăрхамарĕ те. Мĕн курнинче нимĕн тĕлĕнмелли курмарĕ. Пурте хаваслă — çавă кăна.
Сехет йĕпписем васкаса çур çĕр çитнине кăтартрĕç. Çĕнĕ çулччен вăхăт нумаях та юлмарĕ. Клубри халăх салана пуçларĕ. Ара, сехет вун икĕ хут çапнине тулли кĕрекере шампань эрехĕ çĕклесе кĕтсе илме самай асамлăрах-çке. Кайран вара каллех клуба ташласа савăнма тухма пулать. Хăть ирчченех...
Таня та килелле кайма пуçтарăнчĕ. Никама систермесĕр тухса каясшăнччĕ вăл. Хăй тăр пĕччен таврăннине никама кăтартмасăр. Пулмарĕ. Ташă каçĕпех юнашар пулнă Толик пĕччен кăларса ямарĕ, ăсатса ярасшăн пулчĕ. Хĕр хирĕçлерĕ. Анчах часах килĕшрĕ. Унăн пачах пĕччен утас килмерĕ. «Мĕн пулать ара Толик пĕрре ăсатса янишĕн? Нимĕн те», — çапла шухăшларĕ вăл. Ним усалли çинчен аса илмесĕр каччăпа юнашар утрĕ.
Ентĕ сехет вун иккĕ çапиччен шутлă минутсем юлчĕç. Таньăпа Толик васкаса, чупнă пек хăвăрт утрĕç. Акă каччă пурăнакан урама та çитрĕç. Тĕттĕм тăкăрлăка кĕчĕç. Кунта таçти муртан вĕсен умне тăваттăн сиксе тухрĕç. Хĕр «ай» теме çеç ĕлкĕрчĕ. Тĕттĕмлĕхрен тухнисем ăна темĕнпе витрĕç те таçталла çĕклесе кайрĕç. Мĕн пулса иртнине ăнланайман Таня кăшкăрма та пултараймарĕ. Чĕри çеç ырра мар систерсе ыратса илчĕ.
Тем самантран хĕре ура çине тăратрĕç, пуç çине витнĕ çиттине илчĕç. Тĕттĕмрен çутта тăрук тухнăран Таня нимĕн те курмарĕ. Кĕçех ăнланчĕ: ăна вăрласа кĕнĕ. Вăрт çаврăнчĕ хĕр алăк еннелле. Тухса тарма пăхрĕ. Май килмерĕ. Вăрласа килнĕ каччăсем кăларса ямарĕç.
Макăрса та, кăшкăрса та, ӳкĕтлесе те, ылханса та пăхрĕ Таня. Усси пулмарĕ — кăларса ямарĕç. Виçĕ кун пурăнчĕ хĕр Толик патĕнче. Виçĕ кун йăлăнчĕ, виçĕ каç ылханчĕ. Виçĕ кун та виçĕ каç ӳкĕтлерĕ Толик. Тăваттăмĕш кунне вара алăка уçрĕ.
~ Таня, юлашки хут ыйтатăп. Пул ман арăм. Ял халăхĕ умĕнче эсĕ пурпĕрех ĕнтĕ манăн, — терĕ вăл.
—Ял халăхĕ умĕнче мар, эп хам умра таса пулни мана кирлĕрех. Эпĕ сана пачах та юратмастăп. Е санăн кашни самантра урăххи çинчен ĕмĕтленекен арăмпа пурнăçа ĕмĕрлес килет-и? — ĕнтĕ ӳкĕтлесе те, ылханса та мар калаçрĕ Таня. — Кай...
Таня киле таврăнчĕ. Анчах тăван килте те, ял çинче те ăна ăнланмарĕç. Пулнине пулман, пулманнине пулнă пек туса мĕн кăна каламарĕç-ши. Хăшĕсем вăрттăн, теприсем куçранах. Кашни кĕтесрех. Таньăна мĕн таран йывăр пулнине пĕри те асăрхамарĕ. Ял халăхĕ çеç-и? Хăйне çуратса ӳстернĕ амăшĕ те унăн сассине илтмерĕ, хĕрĕ мĕн каланине мар, ял çинчи элеке тимлерĕ. Çăмăл пулмарĕ Таньăна. Унăн мĕн илтнине итлемесĕр, мĕн курнине курмасăр пурăнма тиврĕ. Ахальлĕн пăччен усал тĕнчене епле хирĕç тăрайăн?
Вăхăт иртсе пычĕ. Элекçĕсем Таня пурри çинчен мана пуçларĕç. Анчах хĕр ир лăпланчĕ курăнать. Инкек тени ăна хыçран пĕр шит юлмасăр хăваларĕ. Хăй юратăвне упраса хăварма тăрăшаканскерĕн чунне тăвăрлатрĕ, амантса ыраттарчĕ.
Ял çинче Таня ятне асăнма та пăрахрĕç. Шăпах çак вăхăтра Толик аварие лекрĕ. Машина çапса кайнă ăна. Такампа та пулма пултаракан инкек. Апла пулин те ял халăхĕ çак ĕçе тӳрех Таньăпа çыхăнтарчĕ. Хĕр хăйне тиркесе качча тухманшăн хуйхăрнипе хăй çине алă хума тăнă имĕш Толик. Çавăнпах машина урапи айне сикнĕ. Хĕр мăшкăлне тӳсеймесĕр...
Тин кăна кăшт лăпланнă Таня чунĕшĕн çакă çĕнĕ пăлхану хумĕ пулчĕ. Иванран тахçантанпах çыру çукки ăна пушшех вăйлатрĕ. Иккĕленӳ çуратрĕ. Çак кунсенче вăл темшĕн тахçан Вася каланă сăмахсене час-часах аса илчĕ. Вĕсем ир тăрсан та, каç выртсан та хăлхара янăрарĕç. Хĕр çакна нимĕнпе сиреймерĕ.
Юлашки тумлам тени пĕр ял хĕрĕ Света ячĕпе янă Иван çырăвĕ пулчĕ. Света кĕнеки ăшĕнче тупрĕ çырăва Таня. Те юри, те ăнсăртран чиксе хунă ăна. Кăна хĕр пĕлмерĕ. Пĕлесех те килмерĕ. Ахаль те тамăкри пек пурăнаканскер çак çыру хыççăн пуçĕпех ăссăрланчĕ пулас. Çырура мĕн çырние те вуламарĕ-çке вăл. Вулаймарĕ.
Анчах хăйне нĕрсĕррĕн сутнăн туйрĕ. Хăйне тата хăйсен юратăвне,
Толик патĕнче больницăра Таня темиçе хут та пулчĕ. Çапах та ун патне кĕмерĕ. Чирлисем патне килнисем хушшинче ларчĕ-ларчĕ те тухса кайрĕ. Кĕрес тесен те ĕнтĕ миçемĕш кун тăнсăр выртакан Толик патне кĕртместчĕç ăна. Кĕрес тесен те...
Толик больницăра самаях выртрĕ. Киле килсен те вырăн çинчен тӳрех çĕкленеймерĕ. Каччă больницăран тухиччен Таня унпа курса калаçрĕ-калаçрех. Мĕскĕнленмесĕр, нимшĕн те каçару ыйтмасăр. Калаçу çăмăл пулмарĕ. Юлашки вăхăтра мĕн пулса иртни хĕре кăна мар, каччăна та сĕртĕнмесер иртмен иккен. Паврама юратакансем ун ятне те чылаях «чăмланă».
— Эпĕ сана вилсе каяслах юрататăп, анчах хама хам вĕлерме шутламан та, — калаçу хăй аварие лекни пирки тапрансан пĕлтерчĕ Толик. — Юрату пурнăç парнелет — вилĕм мар...
Калаçма нумай калаçрĕç, хĕр чĕри пурпĕрех çăмăлланмарĕ. Хăйне çаплипех темшĕн айăплă туйрĕ вăл. Çак туйăм кайран та сĕвĕрĕлмерĕ. Сĕвĕрĕлме терĕн... Кунран-кун вăйланчĕ пулĕ. Толик çаплах ура çине тăрайманни, Иванран миçемĕш эрне ĕнтĕ хыпар пулманни чуна йывăр-латрĕ. Сĕрĕм тивнĕ хыççăнхи евĕрех пурăнчĕ вăл.
Кун хыççăн кун иртрĕ. Пĕррехине вара Таня никамран ним ыйтмасăр, никама нимĕн каламасăр Толиксен килне кайрĕ. Çав каç вăл ашшĕ-амăш килне таврăнмарĕ, каччă килĕнчех юлчĕ.
Çапла качча кайрĕ Таня. Çапла Толикăн саккунлă арăмĕ пулса тăчĕ.
7
Вăхăт иртрĕ. Куна кун, эрнене эрне улăштарчĕ. Киле таврăннă хыççăнхи пăлхануллă вăхăт таçта хыçа юлчĕ. Кунсем хăйсен яланхи еккипе улшăнса пычĕç, Ни васкамасăр, ни тăхтамасăр. Ĕнтĕ Иван салтакран таврăнни кӳршĕ-аршăсемпе пĕлĕш-тăванĕсене те хумхантарма пăрахрĕ. Каччă хăй те ирсерен «Подъем!» тесе кăшкăрса тăратнине манса амăшĕн çепĕç те лăпкă сассипе вăранма хăнăхса çитрĕ. «Тревога!», «В ружье» тенисем те асра усал тĕлĕк пек çеç тăрса юлчĕç.
Иван хăй пурнăçĕн çак сыпăкне часрах манма тăрăшрĕ. Ăна тискер е усăсăр ирттернĕ вăхăт тесе шутланăран мар, асилӳсем ытла йывăр пулнăран. Санран виç утăмра пыракан салтак кĕтмен çĕртен снайпер пульли çине пырса кĕрсе хуçăлнине, хăв аллунти юнпа чыхăна-чыхăна кайса тем пăшăлтатакан тусун сенкер тӳпе пек янкăр куçне аса илни чуна хавхалантармасть. Анчах çакна манма та çăмăлах мар. Ирĕксĕрех ун вырăнĕнче эпĕ пулма пултарнă-çке текен шухăш пуçра вĕлтлетет. Пулма пултарнă... Иван нихăçан та такам çурăмĕ хыçне пытанман. Суккăр пуля çумран пăрăнса иртнишĕн ун айăпĕ çук. Çук, куншăн мар... Куншăн мар хăйне айăплă туять каччă. Паян вун саккăр тултарса Тăван çĕршыва сыхлама каякан салтаксем мирлĕ пурнăçрах вуншарăн, çĕршерĕн пуçĕсене хуни чунра айăп туйăмĕ çуратать. Вăрçă тесен вăрçă мар... Ан-чах киле цинк тупăкра таврăнакан салтаксен шучĕ кунран-кун ӳсет. Кам айăплă? Кунта Иванăн та, ялсемпе хуласенче ывăлĕсене кĕтекенсен те, кĕтменнисен те айăпĕ çук. Çав вăхăтрах пурте айăплă! Ĕнер çеç ача шутĕнче çӳренĕ çамрăксене çапла шутламасăр вилĕме хирĕç хăваласа кайнине курса тăрсах сăмах чĕнменнишĕн айăплă. Эпир айăплă.
Ку çеç мар-ха. Ку çеç мар канăçсăрлантарать каччăна. Чунĕнче темĕнле ăнлантарма йывăр пушăлăх пуррине туять вăл. Çак туйăм ĕнер е виçмине çуралман. Чылай маларах. Савнă хĕрĕ урăххин арăмĕ пулса тăнине пĕлсен темĕн татăлчĕ унра. Тĕттĕм пушлăха путрĕ. Ăна каччă чунĕпе çеç мар, пĕтĕм кĕлеткипе туйса тăрать. Пушлăх. Вĕçĕ-хĕррисĕр пушлăх.
Укăлча хапхи умĕнче тĕл пулнă хĕрарăмра савнă Таньăна палласа илейменни те ăнсăртран пулмарĕ пуль çав. Пачах ăнсăртран мар. Çунса кайнă юрату кĕлĕпе пĕрле асран çывăх сăн та çухалнă курăнать. Манăçнă. Е çук. Тĕксĕмленнĕ, анчах пуçĕпех çухалман. Ахальтен мар Иван хăй çӳрес çулĕ ял вĕçнелле пачах выртман çĕртен кунне темиçе хут вĕсен çурчĕ умĕпе иртет. Ахальтен мар киле таврăнсан илнĕ Таня çырăвне, ĕнтĕ çĕтĕлме те ĕлкĕрнĕскере, татах та татах вулать. Хăй те ăнланмасăр темĕн шырать.
Акă халĕ те вăл ун аллинче. Кашни йĕркине, кашни сăмахне, кашни сас паллине пăхмасăр пĕлекен çыру.
«Ваня! Эсĕ манăн çырăва алла илмесĕрех çухатма, çурса тăкма е çунтарса çилпе вĕçтерме пултарăн. Çапах ыйтатăп — ан васка! Вуласа тух. Вĕçне çитиех. Эпĕ ĕнтĕ эсĕ мана каçарма пултарасси пирки ĕмĕтленместĕп. Манăн сан умра нимĕнле айăп çук пулсан та. Анчах ша-натăп: ăнланма тăрăшăн. Çакна кăна шанатăп. Шанман пулсан çак йĕркесене те çырман пулăттăм», — тесе пуçланă çырăва.
Иван самантлăха чарăнчĕ. Куçне хупрĕ. Малалла вуламарĕ. Тĕрĕссипе, вуларĕ, анчах сăвă каланă пек пăхмасăр, хăйĕн асĕнчен. Çапла вуланă май мĕн çырнине куçĕ умне кăларса пычĕ.
Нумай çырнă Таня. Нумаййи çинчен аса илнĕ... Иван военкомат алăкĕнчен кĕрсе каинă самантран пуçласа укăлча хапхи умĕнчи тĕлпулу таран. Хăйĕн кашни утăмне, мĕнпур шухăшне.
Каччă çырăва вĕçне çитиех çапла куçне уçмасăр, хăй асĕнчен вуласа тухрĕ. Юлашки пăнчă таранах. Пурте уçăмлă, пĕтĕмпех ăнланмалла. Иван хĕрĕн шухăш-кăмăлне, мĕн калас тенине веçех ăнланчĕ пек ĕнтĕ. Анчах темшĕн ун чĕри çаплипех; «Мĕншĕн? Мĕншĕн юратăва упрай-марăн?» — тесе пăлханчăклăн тапрĕ. Мĕн ку? Ыйту е ӳпкелешӳ? Турех калаймăн. Тен, ыйту та, ӳпкев те — пурте пĕрле. Çапах каччă Таньăна ӳпкелемерĕ. Такама, теме — анчах ăна мар. Пачах урăхла. Ытларах хăйне, пĕр хăйне айăпларĕ, Айăпне те, сăлтавне те хăйĕнче шырарĕ.
Иван хăйĕнпе мĕн пулса иртнине ăнланаймарĕ. Çак самантра Таньăна пĕтĕм чĕререн курайми пулнă пулсан ăна чылай çăмăлтарахчĕ. Анчах ытла вăйлăн та черченнĕн юратнăран кăшт çеç кураймасăр тăма та пултараймарĕ. Каялла таврăнма май çук. Кăна вăл пĕлет. Малашлăх та ытла тĕтреллĕ-çке! Нумаях пулмасть унăн кашни утăмĕ, пĕтĕм ĕмĕчĕпе шухăшĕ Таньăпа, пĕр Таньăпа çыхăннăччĕ. Халĕ çакă çук. Пурнăç вара малаллах шăвать. Иванăн та пурăнмалла. Пурнăçне çĕнĕрен йĕркелемелле. Анчах мĕнле?
8
Тук, тук! Тук, тук!
— Такам алăка шаккать мар-и? — хыттăн кĕрлекен магнитофон сассине кăшт пĕчĕклетсе сăмах чĕнчĕ Диана.
— Çук пуль, Хăнасене килме иртерех-ха. Иван килес тĕк хăй уçса кĕрет — уçă пур унăн, — газ плити çинче пиçсе пыракан апата тутанса пăхнă май сăмахларĕ Рая.
Диана чĕнмерĕ. Хăлхи урăхла илтрĕ пулас. Тук, тук! — ун иккĕленĕвне сирсе янраса кайрĕ пӳлĕмре.
— Ай-уй, килсе çитрĕç-ши? Пирĕн вара нимĕн те хатĕр мар, — тӳрех хыпаланса ӳкрĕ Рая. — Алăка эсĕ уç-ха.
Эпĕ кунта тирпейлем.
Диана ума çакнă саппунне салтса алăк уçма утрĕ. Тĕкĕр умĕпе иртнĕ май çӳç-пуçне якаткаларĕ.
Тук, тук!
Хĕр алăка уçрĕ.
— Хĕрсем, эсир çывăрсах кайман пулĕ те унта, плита умĕнче? — Диана мĕн те пулин калама ĕлкĕриччен хушса хучĕ Иван. — Алсем йăтăнса анаççĕ. Пулăш-ха, — хăй аллинчи сумкăсемпе пакетсен пĕр пайне хĕре тыттарчĕ вăл. — Роберт, мĕн эсĕ алăк урлă та каçаймастăн. Айта, айта. Ирт.
Диана тинех Иван пĕччен маррине асăрхарĕ. Пуçне çеклерĕ те пĕр вĕриленсе, пĕр пăлханса кайрĕ. Пит çăмартийĕсем хĕмленсе çуннине туйса илчĕ. Анчах çав самантрах хăйĕнпе темĕн пулса кайнине пытарма васкарĕ. Килнĕ каччăсене алăкран кĕме çул парам пек туса тĕттемрех кĕтеселле пăрăнчĕ.
— Паллашăр. Ку — Диана, ман аппан çывăх тусĕ, — хĕрпе пулса иртнĕ улшăнăва вуçех асăрхамасăр каччăпа паллаштарма пуçларĕ Иван. — Ку — Роберт, ман юлташ. Пирĕн кӳршĕ ялсем.
Халĕ ĕнтĕ килнĕ каччă та Диана çине сăнаса пăхрĕ. Вăл та ăна палларĕ курăнать. Тутине кулăпа çиçтерçе темĕн калама пăхрĕ. Анчах Диана сăмах чĕнтермерĕ. Хыпаланса аллине тăсса пачĕ.
— Салам. Паллашма хавас, — тере вăл, Куçĕ вара; «Ан чĕн! Палланă ан пул!» — теçе çиçрĕ.
— Салам, — те хĕр куçĕ мĕн каланине ăнланнăран, те урăх сăлтавпа тек нимĕн те каламарĕ Роберт.
Ытти хăнасем килсен те, сĕтел хушшинче вырнаçса ларсан та Дианăпа Роберт хăйсене тин çеç паллашнă пек тыткаларĕç. Пĕр-пĕринпе сахал калаçрĕç, темрен именчĕç. Уйрăмах Диана.
Часах пĕрремĕш ташă кĕвви янăраса кайрĕ. Сĕтел хушшинчи çамрăксем мăшăрланса ташă картине тăчĕç. Дианăна хăйпе хирĕçле ларнă Роберт ташша илсе тухрĕ.
— Салам, — пăшăлтатрĕ каччă ташла пуçласан. Диана ун çине тĕлĕнсе пăхрĕ:
— Эпир санпа паçăрах пĕр-пĕрне сывлăх сунмарăмăр-им?
— Паçăр саламлани вăл — саламлани мар. Ют çынсем пек.
— Эпир санпа тăвансем-им тата?
— Тăваннине тăван мар та, анчах вуçех палламан çынсем те мар, — хĕре хăй çумне çупăрласа куç хĕсрĕ каччă.
— Паллама паллатпăр та — кун çинчен ытлашши çын пĕлмесен лайăхрах, — Роберта куçран тӳррĕн пăхрĕ Диана. — Итле-ха. Манса кай пирĕн тĕлпулусем çинчен. Мана та аса ан илтер, — терĕ вăл тепĕр самантран.
— Мĕншĕн? Эпĕ сана темпе кӳрентермерĕм пулĕ те?
— Çук... Кӳрентермен.
— Апла мĕншĕн?
Манăн аса илес килмест. Урăх нимĕн те ан ыйт.
Роберт текех сăмахламарĕ. Ташă тăршшĕпех çапла калаçмасăр çаврăнчĕç вĕсем. Каччă кӳренчĕ курăнать.
— Йывăра ан ил. Каярах эпĕ сана веçех ăнлантарса парăп. Халĕ нимĕн те ан ыйт, — терĕ Диана ташă кĕвви вĕçлениччен пĕр самант маларах.
— Хăçан?
— Кайран.
Ташă вĕçленчĕ. Малалла çĕнĕ кĕвĕ янăрарĕ. Хĕр Роберта тав туса ташă картинчен тухрĕ. Тĕксĕм пӳлĕмĕн чи тĕттĕм кĕтесĕнче ларакан диван çине кайса вырнаçрĕ. Ытлашши савăнас кăмăл пулмарĕ унăн.
— Каçарăр та, эпĕ çакăнта ларсан сире чăрмантармастăп-и? — Диана çине айăпа кĕнĕ шкул ачи пек пăхса ирĕк ыйтрĕ тахăш самантра пырса тăнă Петĕр.
— Тархасшăн. Вырăна сутăн илмен эп, — кулса ярасран хăйне аран-аран тытса чарса хаваслăн калаçрĕ Диана. Хăйĕн пăсăк кăмăлĕ пĕр самантрах çапла уçăлса кайнинчен тĕлĕнчĕ хĕр. Унăн çак каччăпа татах та татах калаçас килчĕ. Каччă вара хĕрĕн калаçас кăмăлне кăна мар, хăйне те тек пачах асăрхамарĕ. Тен, асăрхасшăн пулмарĕ. Çакă Дианăна тата вăйлăрах кăсăклантарса ячĕ. Вăл каччă çине вăрттăн-вăрттăн пăха-пăха илчĕ, хăлхипе куçĕ пĕр ăна çеç тимлерĕç.
Петĕре Диана ним чухлĕ те пĕлмест. Рая патне хăнана та вăл ăнсăртран çеç лекнĕ пулас. Рая савнийĕн юлташĕ пек паллаштарчĕç унпа паçăр. Питĕ лăпкă, ытла та лăпкă каччă. Пачах арçынла мар. Йăрăлăхĕ те çук. Пĕрре пăхсан йывăр чирпе асапланакан нишлĕ çын пекех курăнать вăл. Пĕртте чĕрĕ çын евĕр мар.
Ак халĕ те диван кĕтессине ларчĕ те тӳрех никама курми, илтми пулчĕ. Кĕлетки ват çыннăннилле кăшт пĕкĕрĕлнĕ, куçĕ пуш-пушă. Диана вилнĕ çын куçне курман. Анчах темшĕн Петĕрĕнне унăн вилĕ куç теес килчĕ. Чăннипех те вилĕ вĕсем: пĕр туйăм, пĕр пăлхану палăртмаççĕ. Ăшă та, сивĕ те мар. Илемлĕ, кăвак, пушă куç. Халăхра куç чун тĕкĕрĕ теççĕ. Петĕр чунĕнче çапла хăрушла пушлăх-ши вара? Ытла хăрушла...
Диана хăйпе çумăн ларакан каччăпа сăмах пуçарма хăтланса пăхрĕ. Кăлăхах. Петĕр «çапла», «çук» тенисĕр пуçне ытлашши пĕр сас кăлармарĕ.
— Итле-ха, Рая. Мĕнле каччă вăл Петĕр? — тусĕнчен ыйтрĕ пылак шыв илме сĕтел патне пынă Диана.
— Эпĕ хам та пĕлместĕп. Турра пĕтĕм чунтан ĕненнине çеç калама пултаратăп. Мĕн вара? Кăмăла кайрĕ-им?
— Кайма кайман та — интереслентерсе ячĕ.
— Ну, ну! Интересленсе пăх, — тусне ыталаса кулчĕ Рая. — Анчах ăна ниепле калаçтарма пĕлмелле мар. Чул стена пекех чĕмсĕр.
Диана хăй вырăнне таврăнма васкарĕ. Петĕр ĕнтĕ диван çинче пĕччен марччĕ. Унпа юнашар Роберт ларать. Каччăсем тем çинчен тавлашаççĕ. Авă Петĕр мĕнле хĕрӳллĕн калаçать. Тĕлĕнтермĕш! Диана паçăрхи Петĕр çапла чĕрĕлсе каясси пирки шухăшламан та. Чăннипех тĕлĕнмелле.
— Çын хăй телейне хăй туптать теççĕ пулин те, эпир пурте турă айĕнче çӳретпĕр. Пире унран иртме пӳрмен.
— Эп мĕн туни пĕтĕмпех турă ирĕкĕнче пулсан, манри усал та унранах пулĕ? — йĕкĕлтеш сасăпа ыйтрĕ Роберт.
— Çĕр çине пурте пĕрешкел таса та ырă пулса килеççĕ. Çын хăйне хăй пăсать. Турă умĕнче те, хăй умĕнче те пысăк çылăха кĕрет. Чи малтанах хăй умĕнче, — çаплипех хĕрӳллĕн калаçрĕ Петĕр.
— Чим-ха, чим. Хăй умĕнче çылăха кĕрет терĕн. Мĕнле ăнлантаран эсĕ çакна? — Петĕре чарсах ыйтрĕ Иван. Магнитофон пĕчченех тăлăххăн кĕрлесе ларать иккен — ташлакансем çук. Пурте Петĕрпе Роберт тавра пухăннă.
— Çапла. Хăй умĕнче çылăха кĕрет. Чунĕ мĕн ыйтнине, мĕн тума пултарнине пĕлмесĕр. Ун сассине илтмесĕр. Этем хăйĕн ăсĕпе — кунран-кун çивĕчленсе, хаярланса, хăюланса пыракан ăсĕпе — чунне сывлама памасăр пăвать. Вĕлерет. Чунĕпе пĕрле хăйĕнчи тасалăха, çынлăха вĕлерет...
— Сан шутпа, манра пĕр-пĕринпе кĕрешекен икĕ вăй пур апла. Чун тата ăс. Ăс чунпа пĕрле çынлăха та вĕлерет пулсан, пуçран катăккисем чи çынлăхлисем пулса тухаççĕ. Çĕр çинчи çынлăха упраса хăварас тесен пирĕн пурин те ăсран тайăлмалла пулать-и вара? — тавлашăва хутшăнчĕ Рая.
— Ку вăл урăх калаçу. Кунта эпир чĕрĕ-сывă çынсем пирки пуплетпĕр. Ăспа чунăн пĕр шайра, пĕр виçере тăмалла. Çавăн чух кăна этем хăйшĕн хăй канлĕх тупать. Чун ăсран е ăс чунран пысăкрах пулсан çын телейлĕ пулмасть. Чунри туйăм хумĕ е ăс-тăн сивлĕхĕ ăна вĕлерме пултарать. Вĕлерет те. Ӳт-пĕвне мар пулсан шалти пурнăç çăлкуçне.
Диана ларнă çĕртен çĕкленчĕ. Кантăк патне пычĕ. Петĕр мĕн калани пĕтĕмпех хăй çинчен каланă пек туйăнчĕ ăна.
— Этем хăйне, шалти вăйне тĕпчеме ӳркенет. Çакăнта унăн чи пысăк инкекĕ, — хăй сăмахне малалла тăсрĕ Петĕр. — Хамăрăн шалти «эпĕ»не пирĕнтен чылайăшĕ пачах пĕлмест. Эпир чылай çăмăлтарах çул тупнă. Хăрушлăхран пытанса пуçне хăйăр ăшне чикекен страус пекех хамăртан хамăр тарса пытанма пăхатпăр. Хамăртан хамăр таратпăр.
Çук, Диана текех итлеме пултараймарĕ. Васкамасăр тăхăнчĕ те хваттертен тухса кайрĕ. Тавлашакансенчен пĕри те вăл кайнине асăрхамарĕ.
9
Пĕт-пĕлтĕк! Пĕт-пĕлтĕк!
Диана кĕттерсе тăмарĕ. Алăка уçрĕ.
— Салам, чунăм! Таркăн тусăм! Чĕрĕ-сывах чупатна? — алăк уçăлса кайичченех такмакла пуçларĕ Рая.
— Салам, салам. Ирт хăвăртрах, — тусне хĕмленсе тăракан питĕнчен чуптуса сывлăх сунчĕ Диана. — Эсĕ мĕн пăравус пекех пашкатăн? Хыçран кашкăр хăвалать-им?
— Кашкăр-мĕнне пĕлмерĕм, анчах чипер каччă пыратчĕ вара. Çавна ирттерсе ярас марччĕ тесех чупнă çĕрте чупса, утнă çĕрте утса çитрĕм, — çиелти тумне хывнă май шӳтлерĕ хĕр. — Сирĕн çуртра канмалли кунсенче лифта сӳнтерсе лартасси йăлана кĕчĕ пулас, — терĕ вăл тепĕр-такран.
Диана чăтаймарĕ, кулса ячĕ. Ара, юратмасть Рая çуран утма. Паян вара унăн саккăрмĕш хута çитиех хăй уттипе хăпарма тивнĕ.
— Кулах, кул. Кулаканăнне ăçта çыпăçнă теççĕ-ха? — кӳренем пек пулчĕ Рая.
— Ирсерен зарядка тума ӳркеннĕшĕн асап кăтартни кăна вăл пире. Ан хуйхăр, кĕлеткӳ çинçе, ришка евĕр çинçе, пулĕ, — тусĕн вăййине йышăнса сăмахларĕ Диана.
Хĕрсем иккĕшĕ те харăс кулса ячĕç.
— Эпĕ «рюмка» кĕлеткеллĕ пулсан, эсĕ пичке пек тулса кайăн, — хăйĕн кăшт туллирех кĕлеткине кăтартрĕ Рая.
Шӳтлесе те кулса туссем пӳлĕмелле иртрĕç.
— Ĕнер мĕншĕн тухса тартăн? — кăшт кӳренчĕк саспа ыйтрĕ хăна пӳлĕмре. — Никампа сывпуллашмасăр. Шыраттарса халтан ячĕç вĕт.
— Ай-уй! Кама кирлĕ пултăм-ши эпĕ çав териех?
— Хăв пĕлместĕн-им? Е унăн ятне çине-çинех калаттарас, татах та татах илтес килет-и? Апла калам — Ро-бер-та-а! — юлашки сăмахне уйрăмах тăсса каларĕ Рая.
— Роберта? Ăçтан аса илнĕ вара вăл мана?
— Чим-ха, Диана, — тусне куçран пăхрĕ Рая. — Темĕн пытаратăн эсĕ манран. А ну, кала-ха! Мĕн пулса иртет унта сирĕн хушăра?
— Нимĕн те. Итле-ха, Рая, манăн Роберт çинчен те, моберт çинчен те сăмахлас килмест. Урăх сăмах çук-им пирĕн?
— Юрĕ, юрĕ. Анчах калаçуран пăрăнса юлтăм тесе ан шутла. Веç каласа памасăр пурпĕрех хăпмастăп, — Диана хăй калас темен чух унран пĕр ытлашши сăмах ыйтса илейрес çуккине пĕлнĕрен текех çине тăмарĕ Рая. — Эсĕ ăçта кайма пуçтарăннă?
— Чиркĕве, пыратăн-и?
— Чиркĕве-е? — ытла кĕтмен хыпар пулнăран çăварне те хупаймарĕ Рая. Диана атеист иккенне пĕлекенскершĕн çакă пысăк тĕлĕнтермĕш пулчĕ.
— Мĕн хытсах кайрăн? Е маншăн чиркӳ алăкĕ хупă-им?
— Çук та-ха, анчах... — Рая шăпланчĕ, мĕн каламаллине пĕлмерĕ.
Пĕчченех утрĕ Диана чиркĕвелле выртакан сукмакпа. Тепĕр чух ăна кам та пулин хуса çитсе е хирĕç пулса иртрĕ. Хĕр вĕсене асăрхамарĕ. Яланхинчен те ерипенрех, тем çинчен шухăша кайса утрĕ. Акă чиркӳ çурчĕн ылтăн тăррисем те курăнса кайрĕç. Яри уçă хапха умĕнче ча-рăнчĕ Диана. Тем вăхăт кĕрен-тухана сăнарĕ. Кĕмелле-ши е çаврăнса каялла утмалла? Иккĕленӳ, темрен хăрани хĕре пĕр вырăнта хăратса тăчĕ. Чиркĕве вара çынсем кĕчĕç те тухрĕç. Уçă хапха умĕнче кашниех хăй çине хĕрес хучĕ, пуç тайрĕ.
Диана та чиркӳ еннелле ярса пусрĕ. Анчах вăл хăй çине хĕрес хума та, пуç тайма та пултараймарĕ. Пĕлменрен мар, чунĕнчи темĕнле вăй ăна çапла тума чарнăран. Чиркĕве те хĕр çаплипех пуçне çӳле çĕклесе утса кĕчĕ. Васкамасăр тӳрех куç тĕлне пулнă турăш умне пырса тăчĕ.
«Турăçăм! Эсĕ чăннипех те пур пулсан, çак хут çинчи ӳкерчĕк çеç мар пулсан илтсем ман сасса, — хăй сисмесĕрех пăшăлтатрĕ Диана. — Илтсем...»
Хĕр такăнчĕ. Малалла мĕн каламаллине пĕлмерĕ. Халăх, çунакан çуртасен йывăр шăрши унăн сывлăш çулне картларĕ. Дианăн тăруках вăй пĕтсе кайрĕ, куçĕ хуралса килчĕ. Вăл хăй те сисмесĕр халиччен пĕлмен сывлăшпа пурăнакан чиркӳ çуртĕнчен уçă çĕре сиксе тухрĕ. Усал ĕç тунă пекех чупсах кайрĕ.
Акă Иринăнах илер. Утать те утать вăл ним тĕллевсĕр такăр сукмакпа. Утать, шухăшлать — апла пулсассăн пурăнать. Анчах мĕн пĕлет вăл пурнăç пирки? Мĕн пĕлет иртнипе ыранхи çинчен? Çак самантра такам урăххи такăрлатнă сукмакпа çăмăллăн утнă евĕр, пурнăç çулĕпе те пĕр йывăрлăхсăр утмасть-ши хĕр? Тепĕр тесен, мĕншĕн-ха унăн çулран пăрăнса кĕрт ашнă пек, чăрмав çук çĕрте чăрмав шырамалла? Такам урăххи Иринăн тата унпа çумăн çитĕнекен ăрăвăн кашни утăмне йĕрлесе, виçсе хунă-çке. Çулĕ такăр та тӳрĕ — ытлашши ыйту кăна ан шыра. Анчах çĕнĕ ăрун пурнăçа хăйшĕн хăй çĕнĕрен уçас, хăй куçĕпе курса хаклас, чĕрипе туйса пĕлес килет.
— Ыйту, ыйту... Мĕн чухлĕ ыйту, — сисмесĕрех саспа каларĕ шухăш авăрне путнă Ирина. Çавăнтах хăй тĕллĕн кулса та илчĕ. Каллех хăйĕн яланхи юхăмне, шухăшпа ыйту тĕнчине, çаврăнса кĕнĕ иккен вăл. Ним çук çинчен шухăшламасăр пĕр самант пурăнаймасть çав хĕр. Çавăнпах ĕнтĕ ăна аслă классенче вĕреннĕ чух философ тесе ят та панăччĕ. Анчах ку вăл ун çумне мăшкăл ят пек çыпăçмарĕ. Пачах урăхла. Вĕрентекенсем хĕр ача ыйтăвĕсем çине хурав пĕлмесен калаçу вĕçленнине пĕлтерекен сăмахчĕ вăл. «Пĕлетĕп, эсĕ философ, анчах халĕ эпир урăххи пирки калаçатпăр», — теетчĕç ун пек чух вĕрентекенсем. Сăмах вăйне çамрăклах туйса илнĕ Иринăна çакă, паллах, тивĕçтерместчĕ. Каярахпа вара хăй ыйтăвĕсем çине хăех хуравсем шыра пуçларĕ. Анчах ыйту мĕн чул ансатрах, хуравĕ çавăн чухлĕ кăткăсрах иккен. Аслисем вара чи айван ыйтусенчен яланах пăрăнаççĕ. Тепĕр тесен, пурнăçри пĕтĕм пулăмсемпе туйăмсене вĕсем пĕр хăйсене тивĕçтерекен «призма» витĕр кăлараççĕ. Çут çанталăк панă чăнлăх туйăмĕ хăйĕнче пысăк пулнăран Иринăна çакă уйрăмах ăнланмалла марччĕ. Тĕлĕнмелле, анчах аслисем пĕр енчен пĕтĕм чун-тăнĕпе чăнлăха хирĕç тăраççĕ, тепĕр енчен — мĕн виличчен çав чăнлăха шыраççĕ.
Аслисем, аслисем... Миçемĕш хут ĕнтĕ хĕр хăйне çак шухăш çинче тытать. Çине-çинех аслисем тет вăл. Анчах хăй те çав пурнăç урапи çинех ларнине манать. Ĕнтĕ вăл та ача шутĕнче мар — кăçал вун саккăр тултарать. Ун çулĕнчи хĕрсем çемье çавăрма та пуçланă. Хăш-пĕрисен ача-пăча та пур. Çаплине çаплах-ха, çапах Ирина çакна чунĕпе те, ăсĕпе те йышăнасшăн мар...
Тăн-н! пырса çапăнчĕ чиперех утса пыракан Ирина çумне темĕнле апăрша. Кĕтменлĕх хĕре хăратса ячĕ. Хăй çумне пырса тăрăннă çынна куриччен Ирина вăл сапăннă тутлă духи шăршине туйса илчĕ. Питĕ палланă шăршă. Хăй яланах усă куракан «Красавица ночи» ятлă духи.
— Ой! — шарт сикрĕ Ирина.
— Каçарăр, — каялла чакрĕ хĕр çумне пырса çапăннă хĕрарăм. Иккĕшĕ те пĕр самант хытса тăчĕç. Ирина хĕрарăм иртсе кайтăр тесе тăхтарĕ, лешĕ вара — тем сăлтавпа... Самантлăха çеç чарăнчĕç вăсем, анчах иккĕшĕ те пĕр-пĕрне тимлĕн санарĕç.
— Каçарăр, — каллех каçару ыйтрĕ сарлака аналлă шлепке, хура куçлăх тăхăннă хĕрарăм. Вара текех тăхтамасăр тата васкавлăрах ярса пусса малалла утрĕ. Ирина та хăй çулĕпе кайрĕ.
«Мĕн ку? Куç ылмашăвĕ е шăпа кулли?» — хăй пырса çапăннă хĕр сăнне манаймасăр шухăшларĕ чупнă пек малалла вирхĕнекен хĕрарăм. Кĕтмен те шанман вăхăтра хăй сăнне палламан хĕрте курни Валентина Михайловнăна пĕр хăратса, пĕр тĕлĕнтерсе ячĕ. Пĕрешкел çын çĕр çинче çиччĕ тенине илтнĕ-ха вăл. Анчах хăçан та пулсан вĕсенчен пĕринпе пырса çапăнма пултарасси çинчен шухăшламан. Вун çиччĕри яшлăхне вăтăр урлă каçсан тĕл пуласса шанман. Ытла та пĕр сăнлă-çке вĕсем Аппăшĕпе йăмăкĕ е амăшĕпе хĕрĕ пекех.
Амăшĕпе, амăшĕпе... Чим. Чим-ха, хĕрĕ, унăн хĕрĕ, унăн тĕпренчĕкĕ вĕт-ха вăл? Мĕнле малтанах ăнланаймарĕ вара çакна Валентина Михайловна. Хăй тахçан пăрахса хăварнă, каярах вилнĕ тесе шутланă хĕрĕ. «Турă, пурах-ши вара эсĕ? Илтрĕнех-ши манăн кĕлле? — сисмесĕрех юхса аннă куççульне пăлханчăклăн шăла-шăла пăшăлтатрĕ хĕрарăм. — Каçартăнах-ши манăн çылăха?»
4
Валентина Михайловна (ача чухне вара ăна темшĕн пурте Веруня тесе чĕнетчĕç) хулара çуралса ӳснĕ. Унăн пĕрремĕш утăмĕпе астăвăмĕ те хулапах çыхăннă. Нумай хутлă пĕрешкел çуртсем, унталла та кунталла чупакан машина тавраш, вĕçĕ-хĕррисĕр тăсăлакан вăрăм урам. Паян, хăй ачалăхне аса илнĕ чух, вăл чи малтан çакна куç умне кăларать. Унтан кукамăшĕсен пысăках мар ялĕ аса килет. Ара, хулара çуралнине пăхмасăрах мĕн шкула кайиччен ялта ӳснĕ-çке. Вăрман варринче капăрланса ларакан ял уншăн ют пулман.
Веруня (ку ят ĕнтĕ мĕн паспорт иличченех Валентина Михайловнăпа çӳрерĕ) çемьери пĕртен-пĕр ача пулчĕ. Анчах ашшĕ-амăшĕ те, кукамăшĕ те ăна çирĕп тытатчĕç. Нихăçан та ытлашши иртĕхтермен. Çапах ытла хаяр та пулман. Вĕсен юратăвне Веруня кашни утăмра курса, туйса тăратчĕ. Хăй те вĕсене хисеплетчĕ, чĕререн юрататчĕ.
Тепĕр тесен, унпа çирĕп пулни пачах та кирлĕ марччĕ. Мĕн тума юранипе юраманнине хĕр ача шалти темĕнле сисĕмпе туйса тăратчĕ. Кирлĕ самантра чарăнма пĕлетчĕ. Çапла тума ăна никам та вĕрентмен. Ку унра хăйĕнче ларатчĕ. Паллах, хăш-пĕр чух Валентина Михайловнăн та пуçне çухатса пĕр-пĕр ăссăрла ĕç тăвас килетчĕ. Анчах шалти çирĕплĕхпе йĕркелĕх туйăмĕ çапла тума чаратчĕç. Тен, çавăнпах вăл хăйне яланах пĕр ӳсĕмрисенчен аслăрах та ăслăрах пек туятчĕ. Уйрăмах ял ачисенчен.
Валя вăтам классене çӳре пуçласан унăн юратнă кукамăшĕ çĕре кĕчĕ. Çак вăхăтран вара яла сайра çӳре пуçларĕ вăл. Тепĕр темиçе çултал кукамăшĕсен çуртне вуçех сутса ячĕç. Валя пурпĕрех ялпа çыхăну çухатмарĕ. Сайра хутра пулин те хăйсен çуртне илсе юлнă Макçăм пиччĕшĕсем патне (малтан вĕсем ял вĕçĕнчи пĕр пĕчĕк çуртра шăллĕн çемйипе пĕрле пурăнатчĕç) килкелесе кайрĕ. Макçăм пиччесен аслă хĕрĕпе Наташăпа питĕ туслăччĕ вĕсем. Хĕр тусĕн ашшĕ-амăшĕ те Вальăна хăйсен хĕрĕ пек хапăл туса кĕтсе илетчĕ. Мĕнле-ха урăхла? Ара, хĕрсем пĕр варта тĕвĕленсе ӳснĕ тăвансем пекех çывăхчĕ-çке. Вальăн çемйинче те Наташăна яланах хапăлччĕ. Тата хĕр ачасем кăна мар, вĕсен ашшĕ-амăшĕсем те пĕр-пĕринпе хутшăнатчĕç. Çакă вара вĕсен туслăхне татах та çирĕплететчĕ.
Васкамасăр шăнкăртатакан çăл шывĕ пек таса та пĕр тикĕс юхса иртрĕ ачалăх. Ытарлă вăхăтчĕ вăл. Илĕртӳллĕ асаилӳсем хăварнă тапхăр.
Кунсем иртрĕç. Тантăшсем ача çулĕнчен тухса хĕр шутне кĕчĕç. Ял хĕрĕн ялта, хуларин хулара савнисем тупăнчĕç. Анчах хăйсен хушшинчи çывăх туслăха пăхмасăрах хĕрсем пĕр-пĕрин савнийĕсене пĕлмерĕç. Кулăшла та кӳренмелле пек ĕнтĕ çакă: Валя яла пырсан Наташа каччи таçта пулчĕ, Наташа хулана килсен — Вальăн. Вăхăчĕ вара малаллах васкарĕ. Акă ĕнтĕ хĕрсене çураçса та хунă — пĕр-пĕрин савнийĕсене çеç çаплипех пĕлмеççĕ-ха вĕсем.
Часах мăнкун та çитрĕ. Наташăпа Вальăн пурнăçĕнчи вун саккăрмĕш мăнкун. Пирĕнтен никам та Турра ытла ĕненмест. Анчах çак уява пурте — ачи-пăчи те, вăйпиттипе ватти те кĕтет. Вăл тĕн уявĕ пулнине ваттисем çеç астуса тăраççĕ. Ачасемпе яшсемшĕн вара ку пĕрле пухăнса савăнмалли пысăк уявсенчен пĕри пулса тăрать.
Çак çул Валя, яланхи пекех, мăнкуна кукамăшсен ялне кайрĕ. Ара, ăна ялта ирттерме чылай савăнăçлăрах-çке: кашни килте сана тăван пек кĕтсе илеççĕ, алăка шаккасан палламастăп тесе уçмасăр тăмаççĕ.
Мăнкун кунĕ ачасемшĕн кăнтăрла, яшсемпе хĕрсемшĕн каç кӳлĕм уяв. Наташăпа Валя та ытти яш-кĕрĕмрен юлмарĕç. Вăхăт каç еннелле сулăнсан ял вĕçĕнчи çеремлĕ вырăна ятарласа лартнă таканкки патнелле утрĕç. Кунта ĕнтĕ çамрăксем чылай. Тĕттĕмленсе çитейменрен ачи-пăчи те çывăхрах явăнса çӳрет. Анчах вĕсене аслисем таканкки таврашне яхăнне те ямаççĕ. Авă хăш таранччен черет йышăннă. Ара, кашни каччах хăй савнине ярăнтарасшăн-çке.
Тӳпенелле ирĕклĕн вĕçсе каяссăн пĕр çӳлелле, пĕр аялалла анать таканкки. Хулăн каштаран урлă янă вĕренĕ унпа пĕр майлăн темĕн ĕнĕрлет. Кашни хăпармассерен вара каччисем ши! шăхăраççĕ, хĕрĕсем шари! çухăраççĕ.
Акă таканкки çине вăтам пӳллĕ, сарлака хул-çурăмлă каччă хăпарса тăчĕ. Вальăпа çумăн тăракан Наташа ăна курсан нимле мар хускалса илчĕ. Пĕр вăхăтрах таканкки еннелле те, çамрăксем хушшинелле те туртăнчĕ вăл. Çӳле хăпарнă каччă вара йăл çеç кулса ăна хăй патне чĕнчĕ.
— Валя, тух! Эпĕ хăратăп... — темшĕн пăшăлтатса калаçрĕ Наташа. Тусĕ мĕн те пулин калама ĕлкĕриччен ăна хăй çумĕнчен таканкки еннелле тĕксех ячĕ. Çакна кĕтмен Валя ӳкмеллех сирпĕнсе кайрĕ. Телее, каччăсем тытса ĕлкĕрчĕç ăна.
—Ну, Володь! Пăх-ха. Сан пата хĕрсем мĕнлерех вĕçсе тухаççĕ, — ахăрса та шӳтлесе Вальăна таканкки çинех çĕклесе тăратрĕç вĕсем. — Апла ял ятне ан яр. Кăтарт хăна хĕрне чуччу мĕнле ярăнмаллине.
Пĕр çӳлелле, пĕр аялалла вĕçрĕ таканкки. Кашни хăпармассерен çӳлерех хăларчĕ. Валя хăй хăранине палăртса шăй-шай çухăрманран таканкки таврашĕнче тăракансем татах та çӳлерех çĕкленме хистерĕç. Володя, паллах, вĕсене итлемесĕр тăмарĕ. Унăн хăйĕн те хĕр сехĕрленнине курас килчĕ. Ши-ши шăхăрчĕ вăл. Таканккине вăйлăрах та вăйлăрах суллантарчĕ. Хĕр çаплипех сас памарĕ. Урлă янă вĕрен çеç вшик-вшик туса сывлăша касрĕ.
Пĕтĕм тавралăх хаваслă шӳт-кулăпа кĕрлесе тăчĕ, вун-шар мăшăр куç хăрушла çӳлелле хăпаракан хĕрпе каччăна пăталарĕ. Валя вара никама та асăрхамарĕ. Хăйĕнчен хăй тĕлĕнчĕ вăл. Лупас тăрне те сехĕрленмесĕр хăпарса анайманскер паян чи правур каччăсене тĕлĕнтерсе тӳпенелле çӳлерех те çӳлерех хăпарать, шăй-шай сас кăлар-масăр йăл-йăл кулать.
— Ну, тусăм! Тĕлĕнтеретĕн, — хăй вуçех çухалса кайнине пытармасăр кĕтсе илчĕ тин çеç таканкки çинчен аннă Вальăна Наташа. — Сирпĕнсех каятăр пулĕ терĕм.
— Сирпĕнсе кайма терĕн. Таканкки çинче акробатран кая мар тăрать, — тахăш самантра туссем патне пырса тăчĕ Вальăна ярăнтарнă каччă. Хăй вăл анис улма пекех хĕрелсе кайнă, хăвăрт-хăвăрт сывлать, куçĕнче савăнăçлă хĕлхем çиçет.
— Эх, эсĕ те çав! Мана çывăх туссăр тăратса хăвараттăн вĕт, — качча курсан тӳрех юнам пек турĕ Наташа. — Паллашăр. Ку — Валя, хулари тусăм.
— Володя, — аллине хĕр еннелле тăсрĕ каччă. Çавăнтах хушса хучĕ. — Ялти тусĕ.
Хĕрсем харăс кулса ячĕç.
Мăнкун тĕлĕнтермĕшĕ пирки ял çинче чылай вăхăт хушши юмахларĕç. Анчах темле тĕлĕнтермĕш пулсан та, ун пирки ĕмĕр калаçаймăн ĕнтĕ. Ара, ялта кашни кунах мĕнле те пулин пăтăрмах сиксе тухать-çке. Кашни çĕнĕ хыпарĕ вара тĕлĕнмеллерех. Çавăнпах ытларах чухне ирхи тĕлĕнтермĕш каç тĕлне хăйĕн асамлăхне çухатать, часах манăçать.
Хăна хĕрĕн хăюлăхĕ пирки калаçни те нумая пымарĕ. Пĕрре хытă шавласа илчĕç те тек аса илмерĕç. Валя çеç çаплах лăпланаймарĕ. Паллах, çакăн çинчен никампа та калаçмарĕ вăл. Пĕчченех асаилӳпе йăпанчĕ, савăнчĕ те хурланчĕ.
Чунне уçса калаçма çын тупаймарĕ Валя. Юттипе кун пирки хăйĕн калаçас килмерĕ, тусĕпе сăмахлама вара ытла йывăр пулчĕ. Ара, Володя унăн савнă каччи-çке! Мĕнле калăн-ха ăна сан савни ман асран тухма пĕлмест, çĕр те каç чуна хумхантарать тесе. Ку вăл Наташăна сутни, унăн юратăвне аркатма пăхни мар-и вара? Çакăн çинчен шухăшласан Валя хăйне сутăнчăкран сутăнчăкрах, чи путсĕрринчен те путсĕр çын пек туйрĕ. Çаплине çапла та-ха, анчах хăйĕнпе те нимĕн тăваймарĕ вăл. Çав шухă каччăна аса илмесĕр, ун çинчен шухăшламасăр, ĕмĕтленмесĕр пурăнаимарĕ хĕр. Вăхăт иртнĕçемĕн тата асаилĕвĕ те темĕнле асамлăрах, илĕртӳллĕрех курăнчĕ.
Кашăк-тирĕк шăкăртатмасăр пулмасть теççĕ. Хура кушак чупса иртесси вара такам хушшинче те пулать. Пĕр-пĕрне юмахри пек вăйлă савакансем хушшинче те. Çак инкек Наташăпа Володьăна та перĕнмесĕр иртмерĕ. Хăйĕн вăрăм хӳрипе вара Вальăна та сĕртĕнчĕ. Унăн пĕтĕм черченлĕхĕпе тискерлĕхне хĕр чылай каярах çеç ăнланса хаклама пултарчĕ.
Алла аттестат илнĕ хыççăн канма тесе яла килнĕ Валя ни усаллине, ни ыррине сисмерĕ. Хăйĕн тусĕ савнийĕпе вăрçăнса кайнине пĕлни те ăна савăнтармарĕ. Анчах Наташăпа калаçнă, ăна йăпатма пăхнă май хĕр чĕринче темĕнле шанăç хĕлхемĕ амаланчĕ. Хальлĕхе вăл аран-аран çеç вĕлтлетрĕ-ха. Ниме шанмалли те çукчĕ ĕнтĕ унăн, анчах шанăç пурпĕрех вилмерĕ. Тен, асăрхĕ Володя Вальăна? Тен, хĕр чĕринчи туйăм каччă чунне те хĕмлентерĕ. Пĕлмерĕ Валентина Михайловна пĕрремĕш юрату çăлкуç пек таса та хăва пек çирĕп пулнине. Пĕлмерĕ вăл ĕмĕрлĕхех юлнине.
Наташăпа Володя мĕншĕн вăрçăнса кайнине халĕ ĕнтĕ астумасть те Валя. Те иккĕмĕш, те виççĕмĕш каç (паллах, хĕр яла аннă хыççăн) Наташăсен кантăкĕ умĕнче такам ши-ши! шăхăрчĕ. Такам тени Володя пулнине хĕрсем иккĕшĕ те тӳрех ăнланчĕç. Анчах нихăшĕ те вырăнтан хускалмарĕ. Шăпах ăна курас мар тесе Наташăпа Валя урама тухмаççĕ те, халĕ чупса тухĕç-и? Шăхăрĕ-шăхăрĕ те кайĕ. Нумаях янрашса тăмĕ. Çапла шухăшларĕç вĕсем. Анчах кантăк айĕнчи «кайăк» кайма васкамарĕ. Пĕрре-иккĕ çеç мар, çине-çинех вунă-вун пилĕк хутчен шăхăрчĕ. Шăхăртăрах. Хĕрсем пурпĕр илтмĕш пулса ларчĕç. Уйрăмах Наташа.
— Шăпчăк юррин каçĕсем хыçа юлнă тесеттĕм. Тем, апла мар, — шăхăракан çаплипех лăпланайманнине кура шахвăртса калаçрĕ Наташа амăшĕ. — Атя ĕнтĕ, хĕрсем, тухса лăплантарăр каччăна. Атту хăй сассипе пĕтĕм яла çеç мар, кӳршĕ ялти хăлхасăр карчăксене те вăратĕ.
Хĕрсем сисмесĕрех йăл-йăл кулса илчĕç. Пĕлет çав амăшĕ вырăнлă сăмах калама. Вăл мĕн калани мар, мĕнле калани ытларах чухне витĕмлĕ.
— Валя, ман тухма вăй çитес çук. Эсĕ тухса кĕр-ха, — тусĕн куçĕнчен тилмĕрсе пăхса ыйтрĕ Наташа. — Кала, кайтăр вăл. Вăхăтне ахаль çухатса ан çӳретĕр.
Самантлăха çеç тесе тухрĕ Валя. Каялла вара шурăм-пуç çутипе кăна кĕчĕ. Самаях сыпса килнĕ Володя тӳрех кĕртсе ямарĕ ăна. Тепĕр тесен, хĕр хăй те каччăран уйрăлма васкамарĕ. Алран çавăтса ял вĕçнелле туртсан — хирĕçлемерĕ. Ыталаса илсе чуптăва пуçласан та тĕртсе ямарĕ. Темĕн çинчен чарăнми калаçрĕç вĕсем. Темĕн çинчен — çакна Валентина Михайлоина астумасть. Анчах Володьăн пĕр тикĕс сасси халĕ те хăлхара, каччă çапла хăйне çывăх тăнăран хумханни те асрах. Çав каç Валя вăхăт çинчен те, хăй ăçта, кампа юнашар пулни пирки те шухăшламарĕ. Унăн ăс-тăнĕ пĕтĕмпех чун-чĕре туйăмне парăнчĕ. Хĕрĕн пĕтĕм ӳт-пĕвĕ чĕре таппине çеç пăхăнчĕ.
Малалли пĕтĕмпех питĕ хăвăрт та сасартăк пулса иртрĕ. Тахăш самантра хăйне ачашлакан, чуптăвакан каччă ытамĕнче тăнне çухатнă пулас Валя. Мĕн пулса иртнине ăнланиччен маларах пĕçĕ тăрăх вĕри юхса аннине туйрĕ хĕр. Çакă ăна тăна кĕртрĕ, ăс-тăнне ĕçлеттерсе ячĕ. Анчах качча сирсе яма кая юлчĕ вăл. Пылак сĕткене сăрхăнтаракан пыл хуртне чечекрен уйăрайман пекех, каччăна та хĕртен сирме çукчĕ...
Тепĕр тăватă эрне çурăран Валя хăйĕн çие юлнине пĕлчĕ. Хыпар ăна савăнтарчĕ. Ара, темле хĕр те ача амăшĕ пулма ĕмĕтленет-çке. Валя та, паллах, хăй пепкине уть-уть тума ĕмĕтленнĕ. Анчах савăнăç нумая пымарĕ. Тепĕр самантранах вăл хăй мĕнле йывăр лару-тăрăва лекнине ăнланчĕ. Мĕн калĕç? Хĕр пуççăн ача çуратма хатĕрленет-çке вăл. Пĕччен ача çитĕнтерме çăмăлах мар. Укçа-тенкĕпе çыхăннă йывăрлăхсенчен ытла çын сăмахĕ хăрушăрах. Мĕн кăна калаçмĕç ĕнтĕ? Вальăн вара пур сăмаха та илтме, сăмах чĕнмесĕр ирттерсе яма тивĕ. Чăннипех те пĕччен-çке вăл! Ăна йăлатма, пулăшма пултаракан çын çумра çук.
Наташăпа Володя часах мирлешрĕç. Вальăна вара каччă: «Каçар, анчах эпĕ санпа пулаймастăп. Санпа юлсан та яланах Наташăна юратăп. Ан кĕр пирĕн хушша», — тесе çеç хăварчĕ.
Пуç тăрăх сивĕ шыв янă пек çӳрерĕ хĕр. Чуна уçса калаçма никам çукки тата ытларах канăçсăрлантарчĕ. Кампа калаçăн ĕнтĕ? Амăшĕпе? Амăшĕ ăна яланах ăнланнă. Анчах кун пек япалана вăл та ăнланаймĕ, йышăнаймĕ. Тусĕпе? Наташăн ку хыпара пĕлмелле мар. Пĕлсен те — чи юлашкинчен. Володьăпа? Илтесшĕн пулĕ-ши вăл Валя пирки мĕн те пулсан? Тата кĕлмĕçленмеллех-ши хĕрĕн юрату ыйтса?
Валя хăйне хăçан та пулсан çакнашкал йывăр пулнине астумасть. Юлашки кунсенче тĕлĕкрен вăранса çитеймен пекех çӳрерĕ. Хăйне Валера качча тухма ыйтнине те, вăйлă туй кĕрлеттерсе ирттернине те сĕрĕм витĕр тенĕ пек çеç астăвать. Туй хыççăн тин вăранчĕ вăл...
Пĕлме пултарайман асаплă кунсем пуçланчĕç. Валя хырăмпа качча тухнине Валера пит хăвăрт ăнланчĕ. Ачи хăйĕн маррине те часах шутласа кăларчĕ. Çакăнтан пуçланчĕ те ĕнтĕ вĕсен чашăк-тирĕк шакăртатасси. Çын çинче çеç йăл-йăл кулса калаçрĕç, шăкăл-шăкăлччĕ вĕсем. Иккĕш кăна юлсан вара Вальăшăн чĕр тамăк пуçланатчĕ. Валера чи малтанах ача ашшĕ кам пулнине пĕлесшĕнччĕ. Çук, ал çĕклесе курман Валя çине упăшки. Анчах нумай чух сив сăмах чи шĕвĕр патакран та хытăрах пырса тивет-çке. Кĕлеткене мар, чуна сусăрлать.
Çапла иртрĕç Вальăн кунĕсем. Качча тухнăранпа хăйне пĕр самант та пулин лăпкăн та телейлĕн туйнине астумасть вăл, Ача çуралсан (Вальăн чăр-чăр куçлă та мăнтăркка пирĕшти — ăна урăхла нименле калаймăн — çуралчĕ) Валера арăмне ачана больницăран илсе тухтар-марĕ. Тус-тăванĕсем хушшинче ача сыв мар çуралнă пирки вилнĕ тесе хыпар сарчĕ. Юлашки вăхăтра пĕтĕмпех вăйсăрланса кайнăран мĕскĕн Валя упăшкине хирĕç каяймарĕ. Вăл каланă тенĕ пек турĕ те ачине пĕрре кăкăр ĕмĕртсе курмасăрах пăрахрĕ...
Мĕнешкел пысăк йăнăш — çук, преступлени тунине Валя çулсем иртсен çеç ăнланчĕ. Турри те ăна тек ача памарĕ. Валера айăпĕ пулчĕ-ши кунта е Вальăн хăйĕн? Кăна вăл пĕлеймерĕ. Тата темиçе çултан вара çемйи те арканчĕ. Арçын ачашлăхĕпе çемье ăшшине пĕлмесĕрех уйрăлчĕ вăл упăшкинчен. Текех качча тухма шутламарĕ.
5
Йывăç-курăк сĕткенленсе папкаланать, симĕсленет, кайран вара сарăхса çаралать. Çулран-çул — çапла. Диана ялан çӳрекен çул айккипе ятарласа лартнă çăкасемпе тĕмсем хăйсен тумне çапла улăштарса тăнине пĕрремĕш çул кăна мар курать. Çакă ăна кăшт тĕлĕнтерет пулин те, пачах та асамлă пек туйăнмасть. Мĕнех, пурнăç йĕрки çапла. Диана вара ытларах вăхăт мĕнле хăвăрт, çиçĕм евĕр хăвăрт вĕçсе иртнинчен тĕлĕнет. Тин çеç ачаччĕ вăл, тахăш самантра хĕр шутне кĕчĕ. Ĕнер кăна вун çиччĕ-реччĕ, паян вара чĕрĕк ĕмĕр тултарать.
Чĕрĕк ĕмĕр... Чарăнми вăхăт юхăмĕшĕн çак тапхăр пĕр самант чухлĕ кăна. Анчах этем ĕмĕрĕшĕн вăл пурнăçăн пысăк сыпăкĕ. Хыçалта мĕн юлнине, малта мĕн кĕтнине тишкермелли вăхăт. Йывăç лартса ӳстерсен, çурт лартсан тата ывăл çитĕнтерсен пурнăçри тивĕçне пурнăçланă теме юрать теççĕ арçын пирки. Хĕрарăмшăн вара? Унăн çак пурнăçра тивĕçĕ мĕнре? Арăм пулса арçын кăмăлне тивĕçтерсе пурăнасси е чылай пысăкрах? Çакăн çинчен Диана тахçантанпах шухăшлать. Паян кăна мар вăл пĕрремĕш хут çак сукмакпа утать. Паян кăна мар хăйĕн тивĕçĕ пир-ки шухăша каять...
Темшĕн-çке эпир яланах хамăр инкексемшĕн такама урăххине айăплатпăр. Такама, теме — анчах хамăра мар. Çак тĕлĕшрен Диана та ыттисенчен уйрăлса тăмасть, Ара, капла пурăнма чылай çăмăлрах-çке. Этем вара яланах çăмăл çул шырать. Хăй умĕнчи йывăрлăхсене курмасăр, тĕрĕсрех, асăрхаман пек пулса ытларах нăйкăшма юратать.
— Акă! Çакланчĕ те чиперкке ман ытама, — кап ыталаса илчĕ шухăша кайнăран никама та, ниме те асăрхамасăр утакан Дианăна каччă. — Салам! — чăпăрт чуптуса илчĕ вăл хĕре питрен.
— Салам, — хăйне Роберт ыталаса илнине курса лăпкăн саламларĕ Диана. Вăл каччă ытамĕнчен хăтăлма пăхрĕ. Кăлăхах. Лешĕ ăна ытла та вăйлă ярса тытнă, вĕçертес кăмăлĕ çук. — Ах, каплах ан сĕмсĕрлен-ха. Тăп-тăр кăнтăрла, халăх умĕнче, — каччăран эрех, пирус тата хаклă йышши одеколонăн хутăш шăрши кĕнине туйса сехĕрлене пуçларĕ Диана. Усĕр яшсенчен тем те кĕтме пулать.
— Сĕмсĕрленместĕп-çке, — хăй хăюлăхĕнчен хăй кăшт вăтанса тинех хĕре вĕçертрĕ Роберт. — Ăçталла çул тытатăн?
— Çуретĕп уçăлса, — ерипен малалла утса кайрĕ Диана.
— Мана та хăвпа пĕрле ил-ха, — хĕртен юлмарĕ каччă.
— Пырах. Кансĕрлеместĕн.
Малалла хĕрпе каччă юнашар утса кайрĕç. Анчах вĕсен хушшинчи калаçу час-часах татăлчĕ. Çавăнпа ытларах сăмах чĕнмесĕр пычĕç. Мĕншĕн çыхăнмарĕ-ха вĕсен сăмахĕ? Роберт хăй енчен шӳтлеме те, кулмасăр калаçма та пăхрĕ. Диана вара унăн кашни сăмахне шăртланса йышăнчĕ. Çапла хăтланса вăл каччăна аптратсах çитерчĕ. Ентĕ Роберт ним калама та, ним тума та пĕлмерĕ.
— Диана, мĕншĕн эсĕ çапла? — тарăха пуçласа ыйтрĕ каччă.
— Мĕнле?
— Мĕншĕн кутăнлашатăн? Е эпĕ сана мĕнпе те пулин кӳрентертĕм-и?
Диана хирĕç чĕнмерĕ. Тĕрĕссипе, мĕншĕн хăйне çапла тыткаланине вăл хăй те ăнланмарĕ.
— Эсĕ мана килĕшетĕн, — хĕр чĕнменнине кура малалла сăмахларĕ Роберт, — Манăн санпа пĕрле пулас килет.
Диана çаплах чĕнмерĕ.
— Ахальтен мар чĕрене хушаймăн теççĕ. Эсĕ мана тиркетĕн пулсан эпĕ чунранах сĕкĕнмĕп. Чипер çӳре хăв çулупа. Анчах ĕмĕт пĕлĕтĕнче ярăнса телей умĕнчен иртсе ан кай.
Текех каччă пĕр сăмах та каламарĕ. Вăрт çаврăнчĕ те васкамасăр утса кайрĕ. Диана вара мĕнле тăнă çаплипех тăчĕ.
Кӳренчĕ... Паллах, кӳренчĕ. Мĕнле-ха урăхла. Ним маршăнах шăртланчĕ те-ха хĕр. Ним маршăнах.
Роберт паçăрхи пекех васкамасăр утрĕ. Анчах кашни ярса пусмассерен каччăпа Диана хушши пысăкланса пычĕ. Çакна пăхса тăракан хĕр тăруках хăйĕн чĕри яш чиксе илнине туйрĕ. Пуçĕнче тӳрех пин тĕрлĕ шухăш пĕр харăс явăна пуçларĕ.
Каять... Часах пач курăнми пулĕ. Диана! Мĕн туса тăратăн? Чуп, чуп! Хуса çит. Ирĕк пар ăна хăвна ăнланма. Хăвăнпа çывăхрах пулма...
Хыçран чупма? Нихăçан никам хыçĕнчен чупманнине паян ярса пусатăн-и? Вăл кайĕ те — тепри килĕ.
Хăçанччен? Хăçанччен çапла тăрăн? Пĕчченлĕх хăв чĕрӳне пĕтĕмпех шăнтса хытарасса кĕтетĕн-и? Чуп! Хăваласа çит!
Шутлă вăхăтра пин шухăш вĕçсе иртрĕ Диана пуçĕнче. Вăл хăйĕн пĕтĕм кĕлетки, чунĕ вăйсăрланса кайнине туйрĕ. Темшĕн куçĕ шывланчĕ.
Çук, Диана текех чăтаймарĕ. Çак вăйсăрлăха, çак ыратăва чăтаймарĕ. Пĕрремĕш утăма иккĕленсе, иккĕмĕшне çирĕппĕн ярса пусса Роберт еннелле утрĕ. Тем самантран чупсах кайрĕ. Каччă çаврăнса та пăхмарĕ, чарăнса та тăмарĕ. Акă Диана ăна хуса çитрĕ. Иккĕленсе те хăраса (каччă тĕксе ярасран хăраса) Роберт аллине тытрĕ. Каччă сăмах чĕнмерĕ. Хĕр еннелле пăхса ăшшăн йăл кулчĕ те хăй аллинчи алла хытăрах чăмăртарĕ...
Çăра лартнă çăкасемпе тĕмсем хушшипе выртакан сукмакпа иккĕн утрĕç. Ним çинчен те сăмахламарĕç вĕсем, Пĕр-пĕрин аллине хытăран та хытăрах чăмăртарĕç.
Иккĕн утрĕç. Вĕсене пĕчченлĕх йĕрлемерĕ.
6
Хăй пурăнакан çурт тĕлне пырса чарăниччен самаях шикленнĕ Стас чылай вăхăт хушши ним тĕллевсĕр хула урамĕсем тăрăх ярăнса çӳрерĕ. «Хӳре çине» ларнă хура «Лада» çухалса юлнине курсан çеç килĕ еннелле çул тытрĕ. Çапах васкамарĕ. Сых ятне тепĕр хутчен хăй чăннипех те тарса ӳкнине тĕрĕслерĕ. Турра шĕкĕр, «Лада» курăнмарĕ. Хальлĕхе Стас хăтăлчĕ. Анчах нумайлăха-ши? Лида пиччĕшĕсем (Валентинпа Игорь пачах хĕр пиччĕшĕсем пулманнине Стас халĕ те, каярах та пĕлмерĕ) хăйне алран вĕçертес çуккине арçын лайăх ăнланать. Улт çĕр пин тенкĕ ура айĕнче йăваланса выртмасть. Кунашкал тупăша вара вĕсем ахаль вĕçертмĕç.
Вăтăр çула çывхарса пыракан Стас аслă пĕлӳ — инженер специальноçне алла илнĕ. Анчах хăй ĕçĕпе вăл нумаях ĕçлемерĕ. Уйăхĕ-уйăхĕпе ĕç укçи илеймесĕр тарăхса çитнĕрен бизнеспа аппалана пуçларĕ. Пĕр пысăках мар фирмăна куçрĕ. Паян укçа-тенкĕллĕ пулас тесен йăрă та çивĕч пулмалла. Пурнăç çапла ыйтать. Яланах таçта чупмалла, таçта васкамалла. Стасăн çĕнĕ ĕçĕ те командировкăсемпе çыхăннă. Эрнере пĕр кун килте, ултă кун таçта çул çинче вăл. Çакă ăна килĕшет. Паллах, арăмĕ малтан мăкăртаткаларĕ-ха ĕнтĕ. Анчах вăл та, яланхи укçасăрлăхран йăлăхнăскер, çакăнпа часах килĕшрĕ, ӳпкелешме пăрахрĕ.
Час-часах командировкăсене çӳренĕрен Стасăн таçта та çитме, такампа та паллашма тиврĕ. Пĕрре çапла ун машинине вун çич-вун сакăр çулхи чиперкке чарчĕ. Вăл хулана кайма тухнă иккен. Хĕр хăйне лартса кайма ыйтрĕ. Хăйĕн çулĕ те хуланалла выртнăран Стас Лидăна (çул хĕрринче сасăласа тăракан хĕр Лида ятлă пулчĕ) машинăна лартрĕ. Ара, пĕччен сĕнксе пыриччен çакнашкал чиперккепе пуплесе пыма чылай кăмăллăрах-çке.
Арçынпа хĕр калаçса кайрĕç. Паллашрĕç. Хăй çамрăккине пăхмасăрах Лида ăслă хĕр пулчĕ. Пур ыйтупа та калаçу тытса пыма пултарчĕ. Ун пирки пуш чиперкке тесе калаймăн.
Кăмăллă калаçура вăхăт та хăвăрт иртрĕ, çул та чылай кĕскелчĕ. Хĕре Стас вокзал таврашĕнче антарса хăварчĕ. Лартса килнĕшĕн Лида укçа тӳлесшĕнччĕ, арçын килĕшмерĕ. Чиперкке умĕнче хăйне мĕскĕннĕн кăтартас килмерĕ унăн.
— Апла пулсан пысăк тав, — тикĕс те шултра шăлĕсене кăтартса йăл кулчĕ Лида. — Акă ман телефон. Тунсăх пуссан шăнкăравла.
Стас ним калама та ĕлкĕреймерĕ. Хĕр машина алăкне хăвăрт хупса халăх хушшинче çухалчĕ. Арçын малтанах çырса хатĕрленĕ телефон номерĕ çине куç хӳрипе пăхса илчĕ те аллинче лутăркарĕ — анчах пăрахмарĕ, кĕсйине чиксе хучĕ.
«Тунсăх пуссан шăнкăравла», — терĕ Лида. Çамрăк арçын тунсăхĕ вара хĕр куçран çухалсанах «йӳçе пуçларĕ». Çапах шăнкăравлама васкамарĕ вăл. Ĕнтĕ улттăмĕш çул çемьепе пурăнакан Стас çапла пĕр самантра пуçа çухатма юраманнине пурнăç опытĕнчен пĕлет. Кунашкал ĕçре пысăк асăрханулăх кирлĕ. Паллах, Лида пек чиперккесене арçын паян кăна мар куçлать. Ара, илем патне кам ан туртăнтăр? Чăваш классикĕ те ахальтен мар ĕнтĕ хирти сарă чечеке ăшă куçпа кам пăхмĕ тенĕ. Арăм кăна çакна ан систĕр. Ытти-хытти вара ним те мар.
Ăçта ӳкессе пĕлсен тӳшек сарнă пулăттăм теççĕ ваттисем. Инкеке лекессине сиснĕ пулсан пĕчĕк хут таткине Стас лӳчĕркесе кăна мар, вĕттĕн-вĕттĕн çурса çилпе вĕçтернĕ пулĕччĕ. Анчах мĕнрен мĕн пулса тухассине эпир ытларах чух курмастпăр çав. Инкек хăш енчен килсе çапассине пĕлместпĕр.
Стас та çакна пĕлмерĕ. Туйăм юхăмне пăхăнса вăл тем самантра асăрханулăхне çухатса суккăрланчĕ.
Чиперкке Лидăпа арçын хĕр хваттерĕнче тĕл пулчĕ. Хăй илсе килнĕ пылак эрех кĕленчине пушатнă хыççăн Стас хĕре ерипен янракан юрă кĕввипе ташша чĕнчĕ. Пĕр-пĕрин ытамне кĕрсе ӳкнĕ мăшăр часах кĕвĕ сассине те, таврара мĕн пулнине те илтми, курми пулчĕ. Эрех ĕçнĕрен, пĕр-пĕрин çывăхлăхне туйнăран вĕсен чĕрисем хăвăрт-хăвăрт тапрĕç, ӳчĕсем хĕрӳленсе хĕмленчĕç...
Малалла мĕн пулса иртнине Стас халĕ те çӳçенмесĕр аса илеймест. Тем самантра пӳлĕме ике патвар кĕлет-келлĕ çӳллĕ каччă кĕрсе тăчĕ. Вĕсем тӳрех вырăн çинче хĕрпе савăшса выртакан арçынна ярса тытрĕç. Ытлашши сăмах каламасăр, «паттăрсен» çăварĕнчен чарăнми сăрхăнакан усал сăмахсене шута илмесен, Стаса хĕнеме тапратрĕç. Пĕлсе, вăйлă ыраттармалла, анчах кăвак хăвармалла мар çапрĕç, тапрĕç, чышрĕç каччăсем. Стас хăй те имшеркке те вăйсăр арçын мар. Анчах кĕтмен çĕртен тата тӳрех иккĕн аллине лекнĕрен вăл хăйне нимĕнле те хӳтĕлеймерĕ.
Çакна пачах та кĕтмен арçынна ватса ывăнсан каччăсенчен аслăраххи лăпкăнрах калаçа пуçларĕ. Малтанах вăл Стаса Уголовнăй кодексăн çĕр вăтăр пĕрремĕш статйипе хăратрĕ. Кайран сăмаха укçа çине куçарчĕ. Кăмăл-сипет «тăкакĕшĕн» улт çĕр пин тенкĕ кăларса хурсан çак пӳлĕмре мĕн пулнине манса кайма пулчĕ. Тинех Стас хăй мĕнле капкăна лекнине ăнланса илчĕ. Вăйлă серепене çаклатрĕç иккен ăна. Анчах суйламалли çук-çке! Хăй мĕнле çирĕп алла лекнине арçын паçăрах кĕлетки çинче туйса илчĕ.
Мĕнпе вĕçленнĕ пулĕччĕ-ши хваттерти тĕркĕшӳ Стас вĕсене улталама май тупайман пулсан? Вăл тăна кĕрсе çитрĕ ĕнтĕ. Каччăсем кăшт тимсĕрленнипе Стас çав самантрах усă курма васкарĕ. Алăкранах тухса каяймарĕ-ха вăл, уçă кантăкран сикрĕ. Телее, çӳллĕ пулмарĕ, иккĕ-мĕш хут кăна. Машинине те подъезд умнех лартнăччĕ...
Çав ăнăçсăр каç хăйне серепене лектернĕ чиперккепе «паттăрсенчен» Стаса тарса ӳкме май килчĕ. Анчах нумайлăха-ши? Лешсем хăйне çапла çăмăллăн вĕçертес çук-кине вăл питĕ аван ăнланать. Хăçан та пулсай вĕсем ăна тупаççех. Алла пулсан унăн çухалмалла. Вăхăтлăха хуларан тухса каймалла.
Кама инкек, такама синкек тесе ахальтен каламан пуль çав. Телей тени вара Стаса пăрахмарĕ. Тепĕр куннех ăна виçĕ уйăхлăха инçе командировкăна ăсатрĕç. Хуларан тухса кайма сăлтав та тупăнчĕ, никама нимĕн ăнлантарас та çук. Уйрăмах арăма. Çакă пĕтĕмпех Стасшăн алă май пулчĕ. Кун пек ăнăçăва çухатма вăл пултараймарĕ.
Валентинпа Игорь, чăннипех те, Стаса çапла çăмăллăн вĕçертме шутламарĕç. Ара, ку вăл вĕсен «бизнесĕ-çке».! Вĕсене тăрантарса пурăнакан ĕç. Пурте ăнăçлă вĕçленсен Валентин кĕсйине виç çĕр, унăн тусĕнне ик çĕр, чиперкке Лида аллине вара çĕр пин кĕмелле. Кун пек укçаран (ним тумасăрах килекен укçаран) мĕнле ухмах пăрăнтăр?
Çавăнпа юлашки эрне хушшинче Валентинпа Игорĕн кĕрсе тухман «шăтăк» юлмарĕ. Пур çĕрте те ыйтрĕç, сăнарĕç, итлерĕç вĕсем. Шанăçа çухатмасăр, пурпĕрех тупасса пĕлсе шырарĕç. Тем вăхăтран чăннипех те тупрĕç. Çын йĕп мар çав — тĕлли-паллисĕр çухалаймасть. Паллах, хальлĕхе вĕсем Стаспа хăйĕнпе курнăçаймарĕç-ха, анчах ун хваттер тĕлне пĕлчĕç. Апла çур ĕçне тунă. Текех ĕнтĕ вăл ниçта та тараймĕ. Темле кайăк та хăй йăвине таврăнать. Кĕтме çеç пĕлмелле. Каччăсем кĕтрĕç. Кăнтăрла та, çĕрле те. Ку вĕсемшĕн хăнăхнă «сунар» ĕçĕ çеç пулчĕ. Ĕнтĕ Стас лекесси те вăхăт ыйтăвĕ кăна.
Анчах «сунарçăсен» чăтăмлăхĕпе нервисем çирĕпех пулмарĕç. Пĕр тĕттĕм çĕр вара вĕсем йăнăшрĕç. Хальхинче каччăсен хăйсен тарма тиврĕ. Ара, ĕç шăм-шак ватнипе çеç вĕçленмерĕ-çке...
7
Пиртен нумайăшĕ ялтан тухнă. Пурте çĕр ачисем. Анчах пурнăç çулĕ чылайăшне çуралнă кĕтесрен инçе илсе кайса çĕн çĕрте тымар яртарнă. Пулса çитнĕ вăрра кĕрхи çил вĕçтернĕ пекех тĕнче тăрăх сапаланă. Çакна пăхмасăрах эпир яланах — кам маларах, кам каярах — хамăр çуралнă кĕтесе çаврăнса çитетпĕр. Пире тăван анне пек кĕтсе илекен çĕршыва, хамăрăн пĕчĕк е пысăк яла таврăнатпăр.
Чăваш çĕрĕн çырма-çатраллă, вĕçĕ-хĕррисĕр вăрманлă кĕтесĕнче вырнаçнă çак пысăках мар ял та çакнашкал вырăнсенчен пĕри. Такама илĕртет, тахăшне аса илтерет, теприне тĕлĕкре курăнать вăл. Анчах кашнин асĕнче çутă... çутă та илемлĕ йĕр хăварать. Çакна вара эпир хамăр чĕрере ĕмĕр тăршшĕпех упраса утатпăр. Вĕçне çитиех.
Ĕнерхи куна таврăнма çул çук. Ĕнерхипе паянхине пĕртен-пĕр кĕпер — асаилӳ çыхăнтарать. Хăйĕн ачалăхĕ вĕçсе иртнĕ ялалла утакан Валентина Михайловна та шăпах çак кĕпер çине ярса пуçрĕ. Васкамасăр тӳпери çунтарса ярасла хĕртекен хĕвеле, таврари пĕр хусканăва туймасăр утрĕ хĕрарăм. Аса илмелли нумай. Çулĕ вара кĕске.
Мĕне шанса, мĕн кĕтсе таврăнать ĕнтĕ вăл миçемĕш çул ура ярса пусман яла? Кăна Валентина Михайловна хăй те пĕлмерĕ. Анчах хула варринчи ăнсăрт тĕлпулу хыççăн пĕтĕм чунĕ ăна çакăнта килме хистерĕ. Преступник яланах преступлени тунă вырăна таврăнать теççĕ. Тен, Валентина Михайловнăшăн та çакă хăй пĕрремĕш хут йăнăш çулĕ çине пуснă саманта таврăнниех?
Ялалла выртакан çул уншăн çăмăл пулмарĕ. Кашни ярса пусмассерен ури çумне пĕрер пăт çакланнăн туйăнчĕ. Е çук. Тĕрĕсрех, çак йывăр пăт чун çине тиенчĕ. Ял хĕрринчи пĕрремĕш çурт тăррисем курăна пуçлани вара Валентина Михайловнăна çаврăнса пăхмасăр çак кĕтесрен инçерех тарма хистерĕ. Анчах ăçта? Асаилӳрен тарма пулать-ши? Тата хăçанччен? Ахаль те унăн пĕтĕм пурнăçĕ темрен тарни, теме шырани мар-и-ха ĕнтĕ...
Валентина Михайловна çапла асапланса ял хапхинчен кĕрсе кайнă самантра ăна хирĕç тепĕр енчен тăваттăн утрĕç. Васкамасăр — таврари кашни сас-чĕве, тĕс-илеме асăр-хаса пычĕç вĕсем. Шӳтлерĕç те кулчĕç. Тӳпери хĕвеле, анлă уй-хире, ал тупанĕ çинчи пек курăнса ларакан яла курса киленчĕç çамрăксем.
Çамрăклăх, çамрăклăх... Пурте илемлĕ, пурте таса уншăн. Пурнăçра пин çул пур — пурне те хăйшĕн уçă тесе шутлать вăл. Пурнăç ăна асамлăн курăнать.
* * *
— Мускав каллех çумăр калать. Утăçи çумăра лекет е, кум? — хăйпе çумăн лараканран канаш ыйтса калаçрĕ ĕнтĕ самаях шуралнă Сантăр мучи.
Мучипе юнашар вырнаçнă Владимир Николаевич (ялти пек каласан Микула Волочĕ е Володь пичче) çулĕçемпе хăй кӳршинчен чылай çамрăкрах. Пĕр çирĕм-çирĕм пилĕк çул. Анчах çĕр ĕçĕнче унран канаш ыйтасси çак ялта йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Маларах, пĕр вунă-вун пилĕк çул ка-ялла çур акине е çĕртмене хăçан тухасси, ĕçе мĕнрен пуçласси пирки Владимир Николаевич ашшĕпе, Микула мучипе, сăмахлатчĕç. Каярах çак хисеп ват мучирен ун ывăлне куçрĕ. Паллах, ялта унран аслăрах çын нумай. Анчах темме-çке пурте — хăйĕнчен ватти те, çамрăкки те — пысăк ĕç тумалла чух сăмахлама яланах ун патне утать.
— Паян-ыран çулса пăрахма пултарсан типĕтсе капанлама ĕлкĕрĕпĕр, — анăçалла пăхса калаçрĕ Микула Волочĕ. Вăл тата темĕн каласшăнччĕ, анчах ял хапхинчен палламан майра кĕнине курсан чĕнмерĕ. Çывхарса килекене куç илмесĕр сăнарĕ.
Эпир пурте куллен вуншар çынпа паллашатпăр. Анчах кашнинпех çывăх туслашмастпăр. Пĕрисене паллашнă кунах манатпăр. Теприсемпе кăшт чылайрах — пĕр-икĕ çул е нумайрах хутшăнатпăр. Виççĕмĕшсемпе çеç ĕмĕр тăршшĕпе юнашар утатпăр. Çапах, паллашу вăрăм е кĕске пулнине пăхмасăр, кашнинех мĕнпе те пулин астуса юлатпăр. Пĕри мĕнле калаçни, тепри — кулни е пăхни, виççĕмĕшĕн утти пирĕн ăс-тăна, таçта шала кĕрсе ларать. Вăхăт иртнĕçемĕн эпир ун çинчен манатпăр. Ăнсăрт тĕлпулу çеç тӳрех пурне те аса илтерет. Ăçта курнă эп ăна? Кама аса илтерет вăл? Палласа илме тăрăшса асапланатпăр вара.
Ял хапхинчен кĕнĕ хĕрарăма курсан Микула Волочĕ те шăпах çак ыйтусене хуравлаймасăр ăшталанчĕ. Çук, хĕрарăм сăнĕнче те, пĕвĕнче те ним паллани курмарĕ арçын. Анчах ун утти, аллине мĕнле суллани тата типтерлĕ пуçтарса хунă çӳçне час-часах мĕнле якатса илни ăна такама аса илтерчĕ. Кама? Çакна Владимир Николаевич ниепле аса илеймерĕ.
Хĕрарăм вара çывхарса пычĕ. Вăл самаях пăлханать пулас Унăн кашни хусканăвĕ çакна палăртать. Акă вăл Сантăр мучипе Владимир Николаевич ларакан сак тĕлне çитрĕ.
— Здравствуйте, — терĕ çеç хĕрарăм. Чарăнса та тăмарĕ. Анчах темшĕн Володя çине уйрăмах тĕсесе пăхрĕ. Куçĕпе персе пăрахма хатĕр пек, савăнăçпа хуйхă, ачашлăхпа тӳрккеслĕх, юратупа курайманлăх хĕлхемне сирпĕтрĕ.
Мĕн пĕлменнине пĕлес, маннине аса илес туртăм этемĕн ача чухне кăна мар, каярах та сыхланса юлать. Пуçа пуш шухăшпа анратасси Владимир Николаевичăн йăлара çук. Анчах паян çак йăлана арçын сисмесĕрех пăсрĕ. Хĕрарăм иртсе кайсан та, Сантăр мучипе пупленĕ хушăра та, каярах килелле утнă май та илемлĕ, анчах хаяр хĕлхем сирпĕ-текен куç пирки шухăшлама пăрахмарĕ вăл. Ун хуçи кам иккенне пĕлеймесĕр асапланчĕ...
— Кукка! Салам. Эпир çитрĕмĕр, — алăкран кĕнĕ-кĕмен Владимир Николаевич мăйĕнчен уртăнчĕ аппăшĕн кĕçĕн хĕрĕ Лариса. Вăл хăй юлташĕсемпе хăнана килесси пирки куккăшĕпе иртнĕ эрнере калаçса килĕшнĕччĕ. Ара, ытла илемлĕ вырăнсем-çке кунта! Пулă тытма пĕви, кăмпа татма вăрманĕ, чечек-курăк пуçтарма анлă хирĕ — пурте пур. Канмалли куна лайăх ирттерме кунтан ытла мĕн кирлĕ?
— Салам, салам, — Ларисăна çурăмран лăпка-лăпка саламларĕ Владимир Николаевич. — Мĕнле çитсе пĕтрĕр?
Куккăшсем патне Лариса час-часах çӳремест. Ара, вĕсем кӳршĕ районта пурнаççĕ-çке. Вĕсен хушши вара пĕр çухрăм çеç мар. Тата Лариса ашшĕ-амăшĕ темшĕн Володь куккăшсем патне çӳресех каймасть. Ашшĕпе куккăшĕ пĕр сĕтел хушшинче лăпкăн хăналаннине хĕр курманпа пĕрех. Теме пула (мĕншĕнне хĕр ниепле те ăнланаймасть) вĕсем яланах хирĕçеççĕ, пĕр-пĕрне чăтма пултараймаççĕ, Çакна пăхмасăрах куккăшсен килĕнче Ларисăна яланах хавас. Володь куккăшĕн хĕр ача çукран-ши (ун арăмĕ пĕрремĕш ывăлне çуратсанах вилнĕ, тепре вара Володя авланман) е урăх сăлтавпа хĕре вăл питĕ юратать.
— Кукка, паллаш. Ку ман юлташсем, — тĕпелте вырнаçнă çамрăксемпе паллаштарчĕ Лариса.
Çемçе диван çинче ларакан яшсемпе Владимир Николаевич ал тытса паллашрĕ. Черет паçăртанпах сервант умĕнче алăк еннелле çурăмпа тăракан хĕр патне çитрĕ. Анчах вăл пӳлĕмре мĕн пулса иртнине пĕртте курмарĕ пулас. Унран та ытларах — шухăшпа çак вырăнтан пачах урăх çĕрте пулчĕ.
— Кукка, ку пĕрле вĕренекен тусăм, — хĕр çаплипех сăмах чĕнмесĕр çурăмпа тăнине кура паллаштарма васкарĕ Лариса. — Ирина, ку Володь кукка.
Лариса хăйне хулпуççирен тытсан çеç хĕр кил хуçи еннелле çаврăнчĕ.
— Кам вăл? — Арçынна тӳрремĕн куçран пăхса кăшт чĕтрекен, пăлханчăк саспа ыйтрĕ вăл.
Владимир Николаевича хĕр ыйтăвĕнчен ытла ун сăне хытарса лартрĕ. Ирина аллинчи сăн ӳкерчĕкĕ вара аса-илӳ урапине кустарса ячĕ. Ял хапхинчен кĕнĕ хĕрарăм, нумай çул каялла арăмĕпе ун çывăх тусĕ ӳкерттернĕ сăн ӳкерчĕк тата хурав кĕтсе кăшт чĕтрекен хĕр тӳрех пĕр çыхха çыхăнчĕç.
— Кам вăл çак хĕр? — арçын ним каламаннине кура пăлханса ыйтрĕ хăна хĕрĕ. Вăл пĕрре Владимир Николаевич çине, тепре аллинчи ик тумлам пек хăй сăнлă хĕр çине пăхрĕ...
8
Ăс-хакăлпа эп пурăнма вĕрентĕм,
Тӳпенелле пăхса Турра кĕлтурăм.
Хам чĕрери лăпкăлăха тупмашкăн
Нимле сăлтавсăр çĕрĕпе çӳрерĕм.
Ăс-хакăлпа эп пурăнма вĕрентĕм... Ытла хытах мар, хăй валли хăй çурма сасăпа çеç çине-çинех вуларĕ темшĕн шăпах паян аса килнĕ йĕркесене Диана. Ăс-хакăлпа пурăнма... Калама çăмăл. Пĕр кун кăна пурăнса пăхсан вара кашкăр пекех ӳлесе ярăн. Чун, чун тетпĕр. Анчах вăл этем кĕлеткин хăш кĕтесĕнче вырнаçнине те, мĕн чухлĕ вырăн йышăннине те тĕплĕн пĕлместпĕр. Физиологи ăслăлăхĕшĕн чун тени çук. Çапах пурте ăна туятпăр. Хамăр пурнăçри çĕр утăмран тăхăр вун тăххăрăшне шăпах вăл ыйтнă, хушнă, хистенĕ пек тăватпăр.
Ăс-хакăлпа эп пурнăма вĕрентĕм — çук, Дианăн паян çак йĕркесене урăхларах сăмахсемпе улăштарас килчĕ. Хам чунăма эп итлеме вĕрентĕм! Çапла кăшкăрас килчĕ хĕрĕн. Анчах вăл кăшкăрса та, пăшăлтатса та каламарĕ. Çак сăмахсен асамлăхĕпе сăваплăхне Диана кĕлеткен кашни клеткипе туйрĕ. Хăйĕн чĕри çапла телейлĕн те çă-мăллăн хăçан тапнине хĕр тахçантанпах астумасть. Паян вăл пурнăçăн çакăн вăрăмăш сыпăкне суя ĕмĕтсемпе йăпанса ирттернишĕн çеç ӳкĕнчĕ.
Дианăн пĕтĕм кунĕ каçа хатĕрленсе иртрĕ. Пĕр самантра тăванран тăван пулса тăнă Роберта кĕтнĕ май хăйĕн юхăнса кайнă хуçалăхне йĕркене кĕртрĕ. Çурĕ, тасатрĕ, якатрĕ, апат пĕçерчĕ. Тахçанах ĕнтĕ хĕр кил-çурт таврашĕнчи ĕçе çапла юратса туман. Паян вăл хăйшĕн тепĕр чăнлăх уçрĕ: пурнăç юратнă çыншăн пурăнсан çеç илĕртӳллĕ.
Пӳлĕме каç сĕмĕ те çапрĕ. Алăк шăнкăравне кĕтсе Диана чӳрече умне вырнаçрĕ. Кĕтнĕ чух ялан пăлханатăн. Роберт килмелли вăхăт çывхарса пынăçемĕн хĕр те минутсерен ытларах канăçсăрланчĕ. Чĕри те нихçанхинчен вăйлăрах тапрĕ, хăй те чирлĕ çын пек пĕр вĕриленсе, пĕр шăнса тăчĕ. Анчах кĕтни, шанни, пăлханни кăлăхах пулчĕ. Сĕтел варринчи вăрăм çуртана Диана пĕчченех çутрĕ...
Çак самантра хĕр хăйне мĕнлерех туйнине тавçăрса илме йывăрах мар. Пĕр хутчен те пулин улталанса курнă çын ăна ăнланать.
Ултав... Каллех ултав. Шăпах чĕрери пăра ирĕлме, шанăçа çуралма ирĕк панă, юрату тĕнчинелле утăм тунă самантра. Юхакан шыва икĕ хут кĕреймĕн теççĕ, анчах темшĕн-çке пĕр тымартанах вун пилĕк хут та такăнатăн. Темме-çке пĕрремĕш хутĕнченех ăна курма вĕренейместĕн. Такăнатăн, ӳкетĕн — ура çине çĕкленнĕ хыççăн каллех ун умнех çитсе тăратăн. Тен, такам урăххишĕн çакă пачах çапла мар пулĕ — Дианăшăн вара ку ылханлă ункă. Вĕçленме пĕлмен пач тĕттĕм каç.
Çунакан çуртан вĕри тумламĕсем хытăрах та хытăрах ирĕлсе юхрĕç. Куççуль пекех туйăнчĕç вĕсем. Çулăмăн кăшт кăвакрах чĕлхи çине пăхнă май Диана çурта тумламĕсене куççульпе миçемĕш хут танлаштарнине шута илме пăхрĕ. Çук, хĕр макăрмарĕ. Хăй чунне хытарма вăл тахçанах вĕреннĕ. Çак самантра вара ун чĕрине çирĕп чул — мрамор çăтрĕ. Ăс-тăнĕ те каллех паянхи, çак самантри пурнăçпа кăна пурăнма пуçларĕ. Тин çеç, темиçе сехет каялла, Диана пачах урăх юхăмра ишетчĕ-çке. Ачашлăхпа асамлăх, юратупа ĕмĕт хупăрлатчĕ ăна. Халĕ вăл ерипен чулланса, юрату ăссăрлăхĕнчен урăлса пычĕ...
Пĕт-пĕлтĕк! Пĕт-пĕлтĕк!
Шап ӳксе ванчĕ хĕре тыткăнланă сивĕ чул. Диана самант каялла хăй мĕн туйнине, мĕн çинчен шутланине манса алăк еннелле туртăнчĕ. Кам? мĕн? тесе ыйтса тăмарĕ вăл — тӳрех уçса ячĕ.
Салам! — питĕ ывăнчăклăн та асаплăн йăл кулчĕ Роберт. Пĕр утăм ярса пусрĕ те Диана мĕн те пулин калама ĕлкĕриччен ун ури умне ӳкрĕ. Çав самантрах таса урай юнпа хĕрелчĕ...