1
Тунсăх çурутравĕ... Самаях улшăннă иккен эсĕ. Çурхи шывсем пĕр шелсĕр çурнă санăн кăкăрна. Тахçан тем пысăкăш сарăлса выртаттăнччĕ-çке. Тип çырмана икке пайлаттăн. Халĕ вара... Икĕ çынна çума-çумăн лармалăх çеç юлнă. Ун чух кунта ем-ешĕл те сĕтеклĕ курăк ешеретчĕ. Ун чух... Тăхта-ха, миçе çул пулман эпĕ çакăнта? Пĕр ултă-çичĕ çул та пулĕ. Çук, тата ытларах: çичĕ çул та ултă уйăх. Мĕнле хăвăрт иртет иккен пурăнăç!
Туслăх çурутравĕ... Тĕрĕссипе, ун ячĕ апла мар. Нимĕнле ят та çук унăн. Ăна эпĕ çапла ят панă. Çак çĕр лаптăкĕ пирĕн туслăха çуратрĕ. Çирĕплетрĕ. Кайран вара вăлах уйăрчĕ... Туслăх çур утравĕнчен тунсăх çур утравĕ пулса тăчĕ.
Мĕн чухлĕ вăхăт ирттермен пулĕ эпĕ кунта! Мĕн чухлĕ ĕмĕт, мĕн чухлĕ шухăш юхса кайнă çак тип çырмара. Чарăна пĕлмен шухăшсем, пурнăçа кĕмен ĕмĕтсем... Паян вĕсем пурте ĕнерхи кунра, иртнĕ пурнăçра юлнă. Çак çур утрав çинче çуралса çирĕпленнĕ туслăх та манăçа тухнă. Шел, халĕ çакă пĕтĕмпех асаилӳре кăна пурăнать. Манăн асаилӳре...
Пĕтĕмпех улшăннă кунта. Пĕтĕмпех. Тăвайккинче ешерекен йăмрасем те.
— Аппа, ытла хĕррине ан пырăр. Кунта çĕр хăйне хăй ишĕлсе тăрать.
Турăçăм, ун сасси! Пулма пултараймасть...
— Мĕн? — хам хыçра вăл — Ваня — тăрассине шанса вăрт çаврăнтăм. Кăлăхах. Ман умра пĕр çич-сакăр çулхи арçын ача тăрать иккен.
— Ытла хĕрринче тăма хăрушă теп.
Унăн сасси... Чуна çывăх, çепĕç сасă. Чим-ха, ку ача пĕтĕмпех Ваня сăнлă-çке! Ун кăвак куçĕ, кăшт каçăртарах сăмси, çӳхе тути. Çамки çине усăннă çӳç пайăркисем те пулин Ваньăнни евĕрех вĕлкĕшсе тăраççĕ.
— Эпĕ асăрхарăм-ха. Эсĕ мĕн ятлă?
— Сергей. Эпĕ ав çавăнта, ту çинче, пурăнатăп.
Ту çинче? Пĕтĕмпех улшăнса пĕтеймен-ха иккен кунта.
— Кам ачи пулатăн вара?
— Ман анне Нина ятлă.
— Аçу?
— Атте? Çук вăл, Вилнĕ манăн атте.
Вилнĕ! Ваня вилнĕ-и? Çук! Ку йăнăш. Пысăк йăнăш. Тен, ку ача Ваньăн мар? Тен, эпĕ йăнăшатăп? Анчах... Анчах акă вăл. Кĕлеткипе те, сăнĕпе те каснă лартнă Ваня. Вĕсен хушшинче пĕр уйрăмлăх çеç — çул хушши. Çакă çеç. Çакă çеç...
2
Питĕрнĕ-и? Тĕлĕнмелле. Нихăçан та кăнтăрла хапхана питĕрсе ларман. Таçта ют яла кайнă-шим? Нумайлăха-ши?..
— Елюк мар-и çав? Куç хавшарĕ, паллаймарăм.
— Эпĕ те-ха. Кĕрейместĕп ак, — шухăша кайнăран хам çума кӳршĕ карчăкĕ, Санюк аппа, пырса тăнине те сисмен. — Сывлăх сунатăп. Пирĕннисем ăçта-ха?
— Инкӳ пĕчченех юлчĕ вĕт... Чирлекелет юлашки вăхăтра. Ватах мар пулин те, чĕрипе аптрать. Виçĕм кун «Васкавлă пулăшу» чĕнсех больницăна ăсатрăм.
— Ах, инкек! Халĕ мĕнле-ши?
— Микул Ваççи райцентра кайсан кĕрсе тухрăм терĕ. Чиперех терĕ.
Мĕн тăвас ĕнтĕ халь ман? Ялта пĕлĕшсем нумай, кам патне каям-ши?
— Çул çинчен канмалла пирĕн пата кĕр, — ман шухăша вуланă пекех сăмахларĕ Санюк аппа. — Аçу килне кĕрсе курас тесен, уçă манра. Кил-çурта пăхкаласа тăма инкӳ мана хушса хăварчĕ.
— Тавах ĕнтĕ. Чăрмантарса çӳрем мар. Килех кĕресчĕ-ха ман.
Мĕн чăрманни ĕнтĕ, — пиçиххи çумĕнчен уçă çыххине салтса илнĕ май калаçрĕ кӳршĕ хĕрарăмĕ. — Каярах та пулин каçса лар. Именсе ан тăр. Кӳршĕсем вĕт.
— Каçатăп. Ак кĕрсе вырнаçатăп та каçатăп.
— Каç çав, каç.
Чĕриклетсе уçăлчĕ хапха. Тăпсине тахçантанпах сĕрмен пулас. Чуна çӳçентерекен сас парать. Кил карти хушшине те курăк пусса лартнă. Ку çуртра пачах та пурăнман пекех.
Тăван килĕм! Атте килĕ. Ытла тăлăххăн ларатăн эсĕ. Нумаях пулмасть-çке çакăнта, пĕр темиçе çул каялла кăна, пурнăç вĕресе тăратчĕ: пӳртре ача-пăча хĕвĕшетчĕ, витере — выльăх-чĕрлĕх. Халĕ вара кунта тупăкри пек шăплăх. Пурнăç чарăнса ларнă тейĕн. Тахçан тăвăр пулнă пӳрт те пуш-пушах. Ун ăш-чикĕ ерипен асапланса вилекен ватă евĕр мĕскĕннĕн курăнать. Нӳрĕпе кăвакара пуçланă стенасем пӳртри сывлăша йывăрлатаççĕ. Сывлăш пӳлĕнет.
...— Елюк, мĕншĕн çывăрмастăн? Çывăр. Иртерех-ха тăма. Ултă сехет çитсен хамах вăрататăп.
— Çук-ха, çывăрас килмест. Ман сăвă çырмалла. Ĕнер çыраймарăм. Тен, халĕ шăрçалăп.
— Çырса пăх-ха апла. Анчах пĕчĕккисене ан вăрат. Пĕчĕк йăмăкпа шăллăм ман çумра, кăмака сентри çинче, ним сисмесĕр çывăраççĕ. Ирхи тĕлĕк тутлă — вĕсем вăранмĕç-ха.
Атте каллех кăмака умне пĕшкĕнчĕ. Кашни ирех, эпир шкула кайиччен, пире валли вĕри апат хатĕрлет вăл. Паян та акă пĕтĕм тĕпеле пиçсе пыракан шаркку шăрши сарăлнă. Юрататăп эпĕ атте кăмака умĕнче ĕçленине сăнама. Асамçă пек туйăнать мана вăл çак самантра. Унăн ырă та ăшă куçĕ тарăн шухăша путнăн курăнать. Мĕн çинчен шухăшлать-ши атте çакăн пек самантсенче? Пирĕн, хăйĕн çул çитмен ачисем, çинчен-ши? Тăван килтен инçетрисем çинчен-ши? Анне çинчен-ши? Паллах. Паллах, пирĕн çинчен. Ун пурнăçĕнче эпир кăна. Чи хаклисем. Чи юратнисем. Анчах анне пирĕнпе пĕрле мар. Атте çумĕнче паян эпир çеç. Пурнăçа пĕлмен, чăн-чăн йывăрлăхсене курман, атте-анне çунатти айĕнче ачашшăн çитĕннĕ тĕпренчĕксем. Халĕ вара çурма тăлăх пепкесем. Анне те, атте те халĕ пирĕншĕн атте. Туятăп, çăмăл мар ăна. Анчах вăл — чăтăмлă, вăл — вăйлă.
Аттеçĕм. Атте. Юрататăп эпĕ сана. Паян çак тĕксĕм те тăлăх пӳртре эпĕ çакна татах та ытларах туятăп. Вăхăт пур сурана та тӳрлетет теççĕ. Анчах манăнне мар. Эсĕ çукки маншăн мĕнле пысăк çухату пулнине вăхăт иртнĕçемĕн вăйлăрах та вăйлăрах туйса пыратăп. Ку суран ни-хăçан та тӳрленмĕ. Çулсем иртнĕçемĕн вăйлăрах çеç сурать вăл, чĕрене кăшлать, ыраттарать. Нумай çулсем хушши хамран хам тартăм. Чĕре ыратăвĕнчен, пĕчченлĕхрен.
Шел, хам канăçа тупаймарăм.
3
— Иртме юрать-и? ...
Санюк аппа килĕнче нимех те улшăнман. Тĕрленĕ чӳрече каррисем, стена çинчи сăн ӳкерчĕксем. Пурте хăйĕн яланхи вырăнĕнче. Сăн ӳкерчĕксем... Вĕçĕ-хĕррисĕр пурнăçăн пĕчĕк саманчĕсем. Чи хаваслă е тарăн шухăшлă самант-сем. Хаваслă е тунсăх сăнсем. Палланисем. Палламаннисем. Акă тата, эпĕ те пур иккен кунта. Аннепе, аппапа.
...Эпĕ пĕр çич-сакăр çулта. Çĕртме, çук, утă уйăхĕ. Шăрăх кун. Паян эпĕ иртенпех аттепе касура çӳретĕп. Кĕтӳ яла аниччен вăхăт ытла нумай. Халĕ кăнтăрла та çитмен-ха. Манăн вара хăвăртрах сулхăн çĕре пытанас килет. Анчах юрамасть. Чăрсăр пăрусем çакна кăна кĕтеççĕ. Тахăш вăхăтра пăрçа уйне кĕрсе кайма ĕлкĕреççĕ, мурсем. Лакăштатса чуп вара вĕсем хыççăн. Пичче килсен мана киле ярĕç. Анчах темшĕн васкамасть-ха вăл. Хĕвелĕ вара кăшт та хĕрхенме пĕлмест. Хĕртет те хĕртет. Паян-хи кун сулхăн юхан шыв хĕрринче выляма аван.
— Блюк! Çывăрса каймарăн пулĕ те?
— Эпĕ халех!
— Хамах хăвалăп. Эсĕ киле вĕçтер. Ирпе аннӳ зоо-цирк курма каяс пек калаçрĕ. Вĕçтер.
— Эсĕ мĕнле вара?
— Пĕчченех пăхкалăп. Киле çитсен пиччӳне васкат. Кăнтăр апачĕ те чиксе килтĕр.
— Юрать.
Вĕçтертĕм вара эпĕ, çара уранскер, ешĕл çерем тăрăх. Атте мана каялла чĕнсе илесрен шикленнипе-ши е анне хулана мансăрах тухса каясран хăранипе, çаврăнса пăхмасăр чупрăм...
Çак сăн ӳкерчĕке çав кув тунă. Зооциркра Санюк аппапа ун Люся хĕрне тĕл пултăмăр. Пĕрле сăн ӳкерттертĕмĕр...
— Ай-уй, Елюк килнĕ иккен! Эпĕ кил хушшине тухнăччĕ те.
— Эпĕ-ха. Хама тупрăм ак.
— Сăн ӳкерчĕк пирки калатăн-и? Юнашаррине пăх-ха.
— Санюк аппа! Мĕнле лекнĕ сан пата ку сăн ӳкерчĕк?
— Люся чиксе хунă ăна.
Ман ачалăхăн тепĕр саманчĕ. Виççĕн — Нина, Валя тата эпĕ ку ӳкерчĕкре. Уйрăлми туссем те, пĕр çулхисем те мар. Çав самантра ăнсăртран юнашар пулнăран çеç пĕрле сăн ӳкерттернĕ эпир. Хăçан, кам ӳкернĕ ăна — халĕ аса илейрес те çук.
— Эсĕ ура çинче ан тăр, вырнаç диван çине, — чĕнчĕ мана кӳршĕ карчăкĕ. — Яланлăха-и е хăнана çеç килтен?
— Çитет пулĕ тĕнче касса çӳресе. Çурçĕртен кăнтăралла, тухăçран анăçалла пулса курман вырăн юлмарĕ пулĕ.
— Пĕчченех-и-ха?
— Пĕчченех. Ман упăшка пуласси çуралма ĕлкĕреймен-ха.
— Вăхăт ĕнтĕ. Вăхăт. Пĕччен пурнăç — çур пурнăç çеç.
Санюк аппа, эс яланхи пекех пит тĕрĕс калатăн. Анчах пӳрмен пулсан? Мĕнех тăвайăп эп?
— Сан ӳсĕмрисем пурте çемьеллĕ ĕнтĕ. Санран чылай çамрăккисем те пĕрлешсе пĕтрĕç пулĕ. Халĕ ытла ир çемье çавăраççĕ çав.
— Ытла ватă марçке. Ĕлкĕрĕп-ха.
— Уншăн мар калатăп. Пурнăç иртет-çке. Пурнăç. Пурин те хăйĕн вăхăчĕ. Хĕл варринче улма йывăççи çимĕç памасть.
— Санюк аппа, ман вăхăчĕ çитмен пулĕ апла. Ялта мĕнле? Çич çул ытла пулман килте. Ман тантăшсем тата епле? Нинăпа Валя ăçта?
— Çич çул çитре те-и вара? Эх, вăхăт хăвăрт иртет. Тантăшусем-и? Кам ăçта саланнă. Тĕрлĕ çĕре. Çимук Каттн ялтах. Кӳршĕлле пурăнакан Кĕркурне качча тухрĕ те кашни çул тенĕ пек ача çуратса парать. Галя таçта стройкăра. Унти хусаха качча тухнă. Уйăх каялла мăшăрĕпе яла килсе кайрĕç. Нина ялтах. Упăшкасăр ача çуратрĕ. Халĕ ача садĕнче ĕçлет. Ачине, Çеруша, шеллесе вилетĕп.
— Мĕншĕн?
— Юлашки вăхăтра Нина ĕçме вĕренчĕ. Час-часах эрни-эрнипе урăлма пĕлмест. Пăсăлчĕ хĕрарăм. Пăсăлчĕ.
— Валя мĕнле?
— Эсĕ мĕнле Валя пирки ыйтатăн? Леш касри Çимунăн усрав хĕрĕ пирки мар-и?
— Аха. Çавăн çинчен.
— Вăл сан хыççăнах ялтан тухса кайрĕ. Ферма çуртне тума килнĕ бригадăри пĕр платника качча тухрĕ те кайрĕ. Халĕ вăл ăçтине, мĕнлине ялта никам та пĕлмест пулĕ. Çимунĕ патне хыпар янине те илтмен.
— Кӳршĕри Ваня тата ялтах-и?
Куштан Ваççа Иванĕ-и? Тĕнче касса çӳрет пуль.
Апла иккен. Саланнă çĕршыв тăрăх тантăшсем. Шел. Анчах Валя, Нина е Катя шăпи мар пăшăрхантарать мана. Мана вăл çеç кăсăклантарать. Çапла. Мĕншĕн хама хам улталас? Нумай çул хыççăн тăван яла эпĕ пĕр ăна курма çеç килнĕ. Пĕр уншăн...
Ваня, Ваня... Хаяр та çепĕç, ачаш та илемлĕ. Чун илли те пурнăç хавасĕ. Сан ятна пин хут ылханнă эпĕ. Çĕр хут асран кăларса ывăтма тупа тунă. Асăмран чĕрсе пăрахнăччĕ те пуль. Анчах та чĕремрен, вĕри чĕререн мар. Кашни каçах ман кашни тĕлĕкре сан сăну. Сӳнекен туйăма çĕнĕрен чĕртекен, чĕрене ыраттаракан, пĕчченлĕх тунсăхне илсе килекен сăн. Миçе çул санран тартăм эпĕ. Тартăм... Тартăм — хăтăлаймарăм. Халĕ таврăнтăм.
4
Тӳпери çăлтăрсем яланхилле çап-çутă. Пачах та улшăнман вĕсем. Илĕртӳллĕ, анчах ытла та сивĕ. Çĕртен пин-пин çухрăмра, çав вăхăтрах пирĕн пата пит çывăх.
Паян, шăпах паян çак çăлтăрсем уйрăмах йăлтăркка, паян вĕсем уйрăмах çĕр патне çывăх, илĕрӳллĕ. Çапах вĕсем ĕнерхи, виçĕм кунхи евĕрех сивĕ, чĕрене пачах та ăшăтмаççĕ. Çĕнĕ уйăх шевли те яланхи пекех. Унăн вăрăм урисем такăрлатнă сукмак тăрăх таçта инçете кайса çухалаççĕ.
Эпĕ те пĕрре мар çак сукмакпа куç курнă инçете кайма ĕмĕтленнĕ. Анчах сукмак мана яланах тăлăххăн ларакан шурă хурăн патне кăна илсе çитеретчĕ. Çак хурăн айĕнче ансăр сак ларатчĕ. Акă вăл. Икĕ çын лармалăх лутра сак. Халĕ те хăй вырăнĕнчех. Халĕ те çирĕп, яп-яка. Камăн ăста алли туса лартнă-ши ăна? Кăна никам та пĕлмест. Эп хама мĕн астунăранпах ларать вăл. Ача чухне эпир кунта килле выляттăмăр. Кайран каçхи шăплăха тимлеме çӳре пуçларăмăр. Кăшт каярах вара...
...— Елюк, сана çапла минут хыççăн минут пĕр чарăнми иртнишĕн шел мар-и?
— Валя! Пурăнма кăна пуçлатпăр-çке. Умра ĕмĕр. Тулли ĕмĕр! Санпа ман пурнăçра вуншар пин, миллион самант, минут, сехет пулĕ.
— Анчах мана ыран вилме пӳрнĕ пулсан? Ун чух вара мĕнле?
— Валя! Сур-ха виç хутчен.
— Тем чул сурсан та пӳрнинчен иртеймĕн. Эпĕ вара юратма та, пурăнма та ĕлкĕреймен.
— Аха, юратма! Юратма ĕлкĕрес килет иккен-ха. Уншăн мĕн пăшăрханатăн? Саня сан хыçран йыт çури пек çӳрет.
— Елюк, эп...
— Акă ăçта вĕсем, çурхи шăпчăксем! Ваня, кил-ха кунта. Шăпчăксен юррипе киленер.
Сисмен те иккен эпир пирĕн пата хамăр кас ачисем, Ваньăпа Саня, пырса тăнине.
— Аха! Кунта-и-ха вĕсем, кашта çинчи сар чăхсем? Çапла выляса-кулса Ваня пирĕн хушша кĕрсе ларчĕ.
Анчах ансăр сак çинче виççĕне тăвăртарах. Вальăпа иксĕмĕр те пĕр харăс ура çине сиксе тăтăмăр.
— Ăçта васкатăр? Эпĕ хурчка мар, тытмастăп, — Вальăна хăй çумĕнчех тытса хăварчĕ Ваня.
Эпĕ пĕчченех кăшт айккине, тăлăх хурăн айне, кайса тăтăм. Çак самантра, пĕлместĕп темшĕн, хама ытла та тунсăх пулнине туйса илтĕм. Шăпах çак самантра ман чĕрере тем йăшăлтатса илчĕ. Ман пурнăçра ытла тăруках темĕн улшăнчĕ. Халиччен пачах шухăшлаттарман кӳршĕ ачи Ваня ман чĕрене кĕрсе вырнаçрĕ.
Шăпах çак каç, çак самантра çуралчĕ пулĕ манăн юрату. Пĕрремĕш черчен те хаяр юрату...
— Чĕнсен те илтместĕн. Е пирĕн пеккисемпе калаçса çăвар тутине те ямастпăр-и?
Шарт сиктерчĕ мана пыр тĕпĕнчен хăйăлтатса тухакан саса. Эпĕ çав сасă еннелле пуçа пăртăм. Куçăм тĕлне вăтам пӳллĕ хĕрарăм мĕлки шуса тухрĕ. Пĕрре пăхсан вăл чылай ватă курăнать. Тирпейсĕр çыхнă, тĕссĕрленнĕ тутăр айĕнчен ылтăн сарă çӳç кăтрисем курăнаççĕ. Анчах тăнлав тĕлĕнче вĕсем кăвакара та пуçланă. Куç айĕнче, тута кĕтесĕсенче нумай вĕтĕ пĕркеленчĕк, самаях сарăлнă кĕлетке. Хăй кăштах сыпнă пулас. Куçĕ тĕтреллĕ чĕнтĕрпе сырăннă. Куçĕ тахçан илемлĕ пулнă курăнать. Халĕ вăл хăй илемне çухатнă ĕнтĕ.
— Ырă каç нултăр. Паллаймарăм-ха.
— Ан йĕрĕн. Çӳп-çап купинчен тухнă пакăç мар эп, — терĕ хĕрарăм ман çума ларнă май эпĕ сак вĕçнерех сикнине курса. — Çĕтĕк-çурăк, килсĕр ыйткалакан та мар.
Ку вăл — Нина. Пулма пултараймасть! Нина. Яштака ӳллĕ те илемлĕ, яланах тирпейлĕ Нина... Халĕ çак хĕрарăм кĕлеткинче ăна аса илтерекен нимĕнле йĕр те юлман. Санюк аппа ун çинчен «ĕçкелет» терĕ. Анчах тахçан эп пĕлнĕ Нина çак таранах нĕртен тухасси çинчен шухăшлама та пултарайман.
— Чĕлхӳне те çăтрăн-им тата? — тута хĕрринчи те йĕрĕнчĕк, те хаярлăх куллине пытармасăр çаплипех калаçрĕ хĕрарăм.
— Нина!.. Аван-и, Нина?
— Палларăн-и-ха апла? Палларăн. Эпĕ вара сана ав леренех уйăрса илтĕм. Çак сак çинче сан пек каçăрăлса лараканни ялта урăх никам та çук...
— Кунта нимĕн те улшăнман. Çич çул мар, çич кун та иртмен тейĕн.
Иртнĕ çав, иртнĕ. Çичĕ çулĕ те, яшлăх кунĕ те.
Пурнăçра тĕлĕнмелли нумай. Пурăнатăн çапла нумай çулсем хушши юнашар, анчах пĕр-перне лайăх пĕлсе çитейместĕн. Ак Нинăпа эпĕ ултă кил урлă çеç пурăнатăп. Эпир нумай çул хушши пĕр-пĕрне кашни кун курнă пулĕ.
Тен, кунне темиçе хутчен те. Эпĕ вара ăна пĕрремĕш хут хам пĕр вун виçĕ-вун тăватă çулта чухне çеç курнă пек астăватăп. Темме пула-çке маларах асăрхаман эпĕ ăна. Нихăçан та пĕрле выляманран çапла-ши ку? Е вăл манран çулталăк çурă-ик çул кĕçĕнрех пулнăран? Пĕлместĕп. Нина ытларах арçын ачасемпе çӳренĕ. Уйрăмах леш касри Володьăпа питĕ туслăччĕ. Кайран çак туслăх юратăва та куçрĕ пулас. Анчах ытла çирĕп пулмарĕ курăнать вăл. Часах хуçăлчĕ. Нина вун ултта çитсен юхха хĕр ятне илтрĕ. Вара ун пĕтĕм пурнăçĕ анаталла кусма пуçларĕ. Юлашкинчен вăл туссемсĕр, савнисĕр — пĕччен — тăрса юлчĕ. Ăна мĕн пулнине никам та ăнланмарĕ. Нина хăй те кама та пулин мĕн те пулин ăнлантарса пама тăрăшмарĕ.
5
...Эс йĕретĕн-и, эс йĕретĕн-и,
Ма салхуллă сан йăл куллу?
Шăнкрав курăкĕ парне пултăр-и?
Шăнкрав курăкĕ — уйрăлу...
Юрă кĕввине пăсса çухăрашрĕ хĕрарăм. Юрланинчен ытла кăшкăрашрĕ вăл. Сасси ларсан вара хăй умĕнчи сăмакуна кĕленчеренех сыпа-сыпа илчĕ. Йӳç шĕвеке хĕрарăм пĕр çӳçенмесĕр ĕçрĕ. Юнашар выртакан хура çăкăр татăкне те тĕкĕнмерĕ. Унăн хăвăртрах ним пĕлми пуличчен ĕçсе лартас, хăй пурнăçĕ çинчен манас килчĕ. Анчах эрехĕ те пуçа каймарĕ, шухăшсем те юхма чарăнмарĕç. Нина паян нихçанхинчен те ытларах тăнне çухатиччен ĕçсе лартасшăн çунчĕ. Çакăн сăлтавĕ вара Елюк пулчĕ. Каçхи тĕлпулу ăна пăлхантарса ячĕ, хĕрарăм чунĕнче асаилӳ хумне çĕклерĕ.
Елюк,.. Вăл каллех Нина çулĕ çинче. Вĕсен пурнăç çулĕсем тĕл пулсан яланах хĕресле касăлăççĕ.
Утас çук урăх, чупас çук урăх
Сывлăм сырăннă сукмакпа.
Шăнкрав курăкĕ парне пултăр-и?
Шăнкрав курăкĕ — уйрăлу.
Самаях ерипен юрларĕ Нина. Хăиĕн пĕтĕм мĕскĕнлĕхне нихçанхинчен уççăн курчĕ вăл. Чунĕ çемçелсе кайнине, куçĕ куççульпе тулнине туйса илчĕ. Йĕрсе ярас мар тесе чунне хытарни те пулăшмарĕ: тăварлă куççуль шăрçисем пурпĕрех пĕр чарăнми юхрĕç. Юлашкинчен чăтăмлăхĕ те пĕтрĕ — пуçне сĕтел çине хучĕ те ĕсĕклесех ячĕ. Хыттăн. Хытăрах та хытăрах.
— Анне! Анне, ан макăр.
Нина пуçне çĕклерĕ. Сĕтел кĕтессинче çичĕ çулхи ывăлĕ тăрать. Ачан тахçанах çуса тасатман кĕпи хăйĕн тĕсне çухатнă, çанă вĕçĕсем çĕтĕлнĕ. Нумай вăхăт хушши хачă курман çӳçĕ самаях çитĕнсе кайнă.
— Анне, манăн çиес килет. Апат пĕçер-ха...
— Апат-и-ха сана! Апат-и? — хăйĕн пĕтĕм тарăхăвне ачи çине силлерĕ хĕрарăм. — Хăлха чикки кирлĕ мар-и тата?
Тапранса кайнă трактор пек кĕрлерĕ Нина. Ачине хыттăн çутăлтарса ячĕ, чарăнми киревсĕр сăмахсемпе ятларĕ. Пĕчĕк Сергее татах та çупкă лекетчĕ пулĕ, анчах лешĕ хăвăрт хăй вырăнне, тĕттĕм кăмака хыçне, кайса ларчĕ. Амăшĕ вара тем таранччен пĕр-пĕчченех янăрашрĕ. Юлашкинчен ывăнчĕ пулас: кĕленче тĕпне пушатрĕ те ларнă çĕртех тĕлĕрсе кайрĕ. Часах пӳртре вăл илемсĕррĕн хăрлаттарса çывăрни кăна илтĕнсе тăчĕ.
Кăмака хыçĕнче хӳтлĕх тупнă Сергей вара чылайччен шăлне çыртса куççульне çăтрĕ. Вăл йĕме кăна мар, хытăрах сывлама та хăрарĕ. Хытса кайнă пекех ларчĕ. Анчах ача кăмăлĕ ача кăмăлех. Часах пĕтĕм пит-куçĕ куççульпе çăвăнчĕ унăн. Хăй çаплипех сас кăларма хăрарĕ-ха. Чунĕ çурăлса каясла кăшкăрчĕ пулин те ача пĕр сассăр ĕсĕклерĕ, куççульне пытарма пуçне минтер айне чикрĕ. Кунта ун аллине лӳчĕркенсе пĕтнĕ пĕчĕк сăн ӳкерчĕк лекрĕ.
— Атте, — хăй сисмесĕрех сасăпа каларĕ ача. Кайран хăйĕнчен хăй хăраса пуçне минтер айне татах та шаларах чикрĕ.
Çак сăмаха çичĕ çулхи Сергей хăйĕн кĕске пурнăçĕнче пĕрре те каласа курман. Ашшĕне пĕрре те пулин курнине астумасть. Сергейсен килĕнче ăна нихăçан та аса илмеççĕ. Вăл çук, пачах çук пекех. Анчах Сергей хăй халиччен курман, палламан çав çын çинчен чылай пĕлет. Аслисен калаçăвĕнче ăнсăртран та пулин ун ячĕ тухсан ача хăлхине вăштах çĕклет. Пĕр сăмах сиктермесĕр итлеме тăрăшать. Аслисем вара Сергее ним ăнланман ача вырăнне хурса час-часах ун умĕнчех: «Каснă лартнă Куштан Ваççа Иванĕ», — теççĕ. Çакна тĕрĕслемех Сергей Ваççа пиччесен килĕнчен çак сăн ӳкерчĕке йăтса тухрĕ. Кайран вара, пӳртре пĕччен юлсан, чылай вăхăт хушши сăн ӳкерчĕкри çынна хăйĕнпе танлаштарчĕ. Çынсем йăнăшмаççĕ. Каснă лартнă...
«Кураймастăп. Кураймастăп! Кураймастăп!!!» — пĕтĕм тĕнче илтмелле кăшкăрас килчĕ ачан. Çапах та вăл паçăр-хи пекех шăпăрт пулчĕ. Куççульпе нӳрленнĕ пĕчĕк минтерне кăна хытăрах та хытăрах çыртрĕ. Сергей хăйĕн амăшĕ вăранасран, хĕнеме пултарассинчен хăрарĕ. Ачана çак шăплăх та, çак тĕттĕмлĕх те шиклентерчĕ. Çавăнпа вăл пĕр сассăр куçне хупса выртрĕ. Ача хăвăртрах ыйха путма, илемлĕ тĕлĕксем курма ĕмĕтленчĕ. Анчах çывăрса каясси пулмарĕ унăн. Тепĕр самантранах вăл хырăмĕ питĕ выçса çитнине туйса илчĕ. Ача чылайччен çиес килнипе çапăçса — ун çинчен манса кайма тăрăшса — выртрĕ. Çĕнтереймерĕ. Май килнĕ таран шăпăртрах пусса сĕтел патне пычĕ, унта выртакан çăкăр чĕлли патнелле аллине тăсрĕ. Анчах пĕр чĕптĕм вăй юлманскерĕн пуçĕ çаврăнса кайрĕ те сĕтел çинчи кĕленчене йăвантарса ячĕ. Лешĕ çав самантрах урайне ӳксе çĕмĕрĕлчĕ.
— Кам мурĕ кунта?! — ыйхă тĕлĕшĕпе кăшкăрса ячĕ амăшĕ. Хăй умĕнче ывăлне курсан вара: — Ак сана, шуйттан çурине! — тесе хыттăн çутăлтарса ячĕ.
Пĕчĕк Сергей пĕр сассăр пӳрт кĕтессинелле ывтăнса кайрĕ. Анчах амăш çапнине те, пырса çапăнса ыраттарнине те туймарĕ вăл. Хăй аллинчи татăк çăкăра хăвăрт-хăвăрт хыпа пуçларĕ. Ача çак самантра алăри чĕлĕ çинчен çеç шухăшлама пултарчĕ. Унăн тутине, ăшшине кăна туйрĕ.
6
...— Валя, Елюк, — çаплипех ӳкĕтлерĕ Саша, — айтăр пирĕнпе шашлыка. Хамăр кас ачисем çеç каятпăр.
— Елюк темле те, манăн каяс килмест-ха, — килĕшме васкамарĕ Валя.
— Мĕн темли пултăр, пыратпăр, Валя, эсĕ те кутăнлашса ан тăр. Кайса килер ĕнтĕ тата.
— Юрĕçке. Анчах ытла нумай тăмăпăр, — юлашкинчен килĕшрĕ-килĕшрех Валя.
Паçăр, Саша чĕннĕ чух, Валя турткаланса тăчĕ пулин те, шашлыка каймалли вăхăт çитессе чăтăмсăррăн кĕтрĕ, Темиçе тĕрлĕ кĕпе улăштарса тăхăнчĕ — пĕри те кăмăла каймарĕ. Юлашкинчен джинс йĕмпе çутă кăвак джемпер тăхăнма шутларĕ.
Калаçса татăлнă вăхăта Вальăсен хапхи умне икĕ мотоцикл çитсе чарăнчĕ. Сашăпа Ваня иккĕшĕ пĕр харăс çитнĕ иккен. Тин çеç вун пиллĕк тултарнă хĕре çакă савăнтарчĕ те, хурлантарчĕ те. Хăйне илемлĕ тесе шутламанран тӳрех иккĕн килни савăнтарчĕ ăна. Çав вăхăтрах халăх умĕнче хăй кăмăллакан каччă çумне пырса ларма хăю çитерейменни хурлантарчĕ. Валя нимĕнле те Ваня мотоциклĕ çине пырса лараймарĕ. Лупашкаран иртмессерен каччă çумне сĕртĕнме тивесси вăтантарчĕ ăна. Вăл йăпăрт-япăрт Саша хыçне вырнаçрĕ. Лешĕ, çакна кăна кетнĕ пек, хăйĕн «тимĕр утне» çийĕнчех чĕртсе ячĕ. Самантран хăлхара çил шăхăрни тата мотор кĕрлени çеç илтĕнсе тăчĕ.
Ваня вăрман уçланкине чылай кая юлса çитрĕ. Ун хыçĕнче Елюк ларса килчĕ. Вĕсем çитнĕ чух уçланкăра вальс кĕвви янăратчĕ ĕнтĕ. Ваня мотоциклне чарнă-чарман, хальхинче Саша тусĕнчен маларах, Валя умне пырса тăчĕ. Тепĕр самантран кăшт тунсăхрах илемлĕ кĕвĕ хĕрпе каччăна хăй ытамне илчĕ. Вĕсем пĕр сăмахсăр, пĕр-пĕрне куçран пăхма вăтанса ерипен çаврăнчĕç. Валя хăйĕн пуçĕ çăмăллăн çаврăннине туйса илчĕ, ал-ури çыхланчĕ, пит-куçĕ хĕмленсе çунчĕ. Хăйне хăй туйми пулчĕ тейĕн çав. Ташă кĕвви те хăлхана кĕмерĕ.
— Валя... Валя, — таçти тĕпсĕр шăтăкран тенĕ пек илтĕнчĕ Ваня сасси. — Мĕншĕн чĕнместĕн? Мĕншĕн?..
Хĕр пуçне çĕклерĕ. Ик мăшăр куç пĕр-пĕринпе тĕл пулчĕç. Валя хăйĕн чĕри сиксе тухасла тапа пуçланине туйса илчĕ. Тук! тук! тук! Тăнлава темĕн шаккарĕ.
— Валь, эсĕ мана питĕ-питĕ килĕшетĕн, — çаплипех çепĕççĕн пăшăлтатрĕ каччă.
— Эсĕ те... мана... килĕшетĕн, — аран-аран сас пачĕ Валя. Вăл хăйĕн пичĕ çунса тухасла хĕрелсе кайнине сиссе пуçне Ваня хулпуççи çумне тайрĕ.
Хĕрпе каччă пичĕсем пĕр-пĕрне сĕргĕнчĕç. Куçа куç тинкерчĕ. Хĕлхем тутасем пĕр-пĕрин патнелле туртăнчĕç. Тахăш самантра куçсем хупăнчĕç, тутасем пĕрлешрĕç.
— Ванюша! Ташă вĕçленнĕ! — çумрах кăшкăрса ячĕ Нина. — Мĕн çаплипех уйрăлаймастăр? Айтăр. Шашлык пиçрĕ.
Нина сасси уяр кунри аслати пек пулчĕ. Валя, хăине пуçран çапнăн, кăвайт еннелле тапса сикрĕ. Ăна Ваня та чарма ĕлкĕреймерĕ.
— Чĕннĕ сана такам, — хаяррăн пăхса илчĕ Ваня Нина çине. — Мĕн çапкаланса çӳрен?
— Эпĕ мĕн... эпĕ... — хăйне хăй хӳтĕлеме пăхрĕ Нина. Ваня ăнăçсăр пырса тухнă хĕрпе калаçса тăмарĕ. Вăрт çаврăнчĕ те Вальăна шырама васкарĕ.
Нина пĕр вăхăт ним хускалмасăр тăчĕ. Ун чунĕнче темĕн йăшăл турĕ. Çакă кĕвĕçӳпе ăмсану туйăмĕ пулчĕ. Хăйĕнпе пĕр çулти Валя каччăсемпе Нинăран маларах çӳре пуçлани кĕвĕçтерчĕ ăна. Çак темĕн тунсăх туйăмĕ те пулчĕ. Мĕн ачаран килĕштерекен тусĕ Володя Нина хĕр çулне кĕрсе пынине асăрхаманни хурлантарчĕ. Именчĕк каччă çав вăл Володя. Хĕртен виçĕ çул аслăрах пулин те, ытла та хăюсăр. Ăна çак Ваньăпа танлаштараймăн. Ваня хаваслă, чарусăр тата кăшт хаяр ача. Нинăна пурпĕрех чĕмсĕр те йăваш Володя ытларах килĕшет. Хĕрпе каччăн пĕрпеклĕхсем нумай. Нина та, ун пекех, пысăк ушкăна юратмасть. Ытларах пĕччен е Володьăпа пĕрле пулма тăрăшать. Ĕмĕтленме, нумай çывăрма юратать. Тĕрĕссипе каласан, Нинăпа Володьăна нумай калаçма та кирлĕ мар. Вĕсем пĕр-пĕрне сăмахсăрах ăнланаççĕ. Анчах каччăн Нина чĕринчи юрату хĕлхемне те пĕр сăмахсăр туйса илесчĕ те. Çук вĕт. Е туйсан та курмăша перет Володя?
— Шăнмарăн-и? — пиншакне хĕр хулпуççийĕ çине уртса ячĕ тем самантра юнашар пырса тăнă Володя. Пиншакне уртса ячĕ те хăй айккине, такам йăвантарнă çăка çине, кайса ларчĕ. Вăл хĕр умĕнче пĕр самант кăна пулчĕ, анчах Нина унран эрех шăрши кĕнине туйса илчĕ. Çакă ăна тĕлĕнтерчĕ. Халиччен Володя эрех-сăра сыпнине курманччĕ вăл.
— Нина, — куçне айккинелле тартса сăмахларĕ каччă» — ман санпа калаçмалли пур.
— Мĕн çинчен?
— Нина... — хăй сăмахне нимĕнле çавăрса калаймарĕ Володя. — Мана кĕркунне салтака илсе каяççĕ.
Хĕр хăйĕн чĕрипе каччă кун çинчен мар, урăххи, вăл тахçанах кĕтни, çинчен калаçу пуçарасшăн пулнине туйса илчĕ. Анчах сăмах чĕнме васкамарĕ. Халĕ вăл ун тусĕ мĕншĕн эрех сыпнине те ăнланса илчĕ. Хăюллăрах пулма. Çакă хĕре кулăшла пек туйăнчĕ. Çапах Нина паçăрхи пекех ăнланманçи пулчĕ. Унăн тĕнчери чи сăваплă сăмахсене çак каччă чĕлхинчен илтес килчĕ.
— Эпĕ юрататăп сана, — юлашкинчен пулеметпа пенĕ пек хăвăрт каласа хучĕ Володя. — Тахçантанпах юрататăп...
Ваньăпа Вальăн пăшăлтатăвне те, Володьăпа Нина калаçăвне те çак каç уçланкăн чи тĕттĕм кĕтессине пытаннă пĕр мескĕн чун çеç курса, илтсе тăчĕ. Ансăртран çеç тăватă чĕре юратупа тата туслăх çулăмĕпе çуна пуçланине курнă хĕр уçланкăри кăвайт сӳнсен те хăй вырăнĕнчен хускалмарĕ. Çак вăхăтра вăл хăйĕн пĕчченлĕхне, хăй юратăвĕн пĕтĕм ыратăвне кăна туйрĕ. Çĕр çинче çак каç унран телейсĕр çын çукчĕ. Ку вăл Елюк пулчĕ.
…— Ваня хăвалать! Ваня тытать!
Пĕр çĕре пуçтарăннă ача-пăча чăлпар саланчĕ. Кашниех Ваньăран аяккарах чупса кайма тăрăшрĕ. Валя та ыттисемпе пĕрлех айккинелле тапса сикрĕ. Анчах ытла вăйлах мар, Ваньăран чи аякра тăрать-çке вăл. Арçын ача, паллах, ăна хăвалас çук. Унран япăх чупакансем те чылай.
— Валя, тар! — кăшкăрчĕ хыçран такам.
Шăп та лăп ик утăмра Ваня тăрать. Хĕр ача çиçĕм пекех вырăнтан хускалчĕ. Анчах ăнăçсăр. Урлă выртакан патакран çакланчĕ те хырăм çине шаплатрĕ. Хыçранах пыракан Ваня вара Вальăран такăнчĕ. Те юриех, те ăнсăртран хĕр ача çине ӳкрĕ.
— Эпир ура хурса ӳкерме калаçса килĕшмен, — хăлха çумĕнчех илтĕнчĕ Ваня сасси.
— Тăр! Мĕн çаплипех выртатăн?
Ваня шӳтле-шӳтле ура çине çĕкленчĕ. Çапах хĕр ача çумĕнчен пăрăнса кайма васкамарĕ.
— Пулăшам-и? — аллине тăсрĕ вăл.
Валя ун аллине асăрхаман пек пулса хăех тăрса ларчĕ. Самаях хытă ӳкнĕ иккен вăл. Чĕркуççи çинче чылай пысăк суран. Юнĕ те юхать.
— Ай-уй, эсĕ аманнă! Хур шăнăр курăкĕ, — тахăш самантра сиплĕ курăк тупса татрĕ Ваня. — Хур, хур. Атту уксах ураллă хĕр пулăн та, хамăнах качча илме тивĕ.
Валя хăйĕн суранĕ чăтма çук ыратнине туйса илчĕ. Улесе макăрма та хатĕрччĕ вăл. Анчах Ваньăн шӳчĕ, кăмăллă сасси хĕр ачашăн эмелтен те сиплĕрех пулчĕç. Ыратнине пăхмасăрах Валя та шӳтлеме пăхрĕ.
— Халь авланма тивет ĕнтĕ. Тиветех.
6
— Валентина. Семеновна-а! Мĕн эсĕ паян пĕрре те хăв пек мар? Чĕнсен те илтместĕн. Калаçсан — итлеместĕн.
— Э-э, — Валя пуçне çĕклерĕ. Ăна хăйпе пĕр бригадăра ĕçлекен Надя тусĕ чĕнет иккен. — Каçар. Шухăша кайрăм та...
— Мĕн çинчен кунĕпех шухăшлатăн вара? Вăрттăн савни тупса ятăн-им?
Валя хăйĕн тусĕ ытла та тĕл лектернинчен тĕлĕнчĕ. Унăн вăрттăн шухăшĕсене вулать тейĕн.
— Мĕн савнийĕ ĕнтĕ пирĕн текех, — тӳрех хирĕçлеме васкарĕ вăл. — Иртрĕç пулĕ пирĕн вăхăтсем.
— Ах тур! Ак çитмĕл çулхи карчăк тăрать. Валя! Эсĕ хăçан юлашки хут тĕкĕр çине пăхнă? Эсĕ халь... Эпир халь санпа чи сĕткен çырласем.
«Эсĕ питĕ илемлĕ, — янăрарĕ çак вăхăтра Вальăн хăлхинче. — Илемлĕ! илемлĕ...» Вăл каллех хăйĕн ĕçĕ çинчен те, Надя тусĕ çинчен те манчĕ. Асаилӳпе ĕмĕт ăна таçта инçете-инçете илсе кайрĕ.
— Валь! Смена вĕçленчĕ. Эсĕ çĕрĕпех ĕçлесшĕн мар-и тата?
Пурте киле кайма пуçтарăннă иккен. Пĕр Валя çеç ĕç тумĕпе. Хăй çапла сӳрĕк пулнăшăн аванмарланчĕ хĕрарăм.
— Эпĕ ку çурта паянах комисси аллине парасшăн, — хăйне хăй шӳтпе тӳрре кăларма пăхрĕ Валя.
Бригадăри хĕрарăмсем пĕр харăс кулса ячĕç.
— Капла сана валли материал çитереймĕпĕр. Хĕрхен эс пире, — шӳт çине шӳтпе хуравларĕç вĕсем. — Айта каяр. Ыран валли ĕç хăвар.
Пĕрле ĕçлекенсенчен юлас мар тесе вăйлах хыпаланчĕ пулин те, Валя стройкăран чи юлашкинчен тухрĕ. Халь тин хĕрарăм хăйĕн хăвăртрах киле чупмалли çинчен шутласа илчĕ. Çула май унăн лавккана апат-çимĕç, виçĕ çулхи ывăлне садикран кĕрсе илме ĕлкĕрмелле. Валя тинех пылак ĕмĕт пĕлĕчĕсемпе сывпуллашса çĕр çине анчĕ. Вăл тăруках хăй çемьеллĕ пулнине аса илчĕ. Намăс. Мĕнле намăс! Уйрăмах Валя хăйĕн упăшки Валера, пĕчĕк Ванька ывăлĕ çинчен çапла çăмăллăн манма пултарнишĕн намăсланчĕ. Мĕнле манма пултарнă вăл вĕсем çинчен? Мĕнле?
Валя çичĕ çул каялла качча тухрĕ. Унăн упăшки Валера вĕсен ялне ферма çурчĕ тума килнĕччĕ. Вăл качча юратса кайман. Юратуран тарса тесен тĕрĕсрех те пулать. Мĕн юратăвĕ пулма пултарнă вĕсен хушшинче? Платниксен бригади ялта çичĕ уйăх пурăнчĕ. Çак вăхăт хушшинче Валерăпа Валя пĕр-пĕрне виçĕ хут та курман пулĕ. Ыррăн пĕрре те калаçман. Ун чухне Валя Ваньăпа çӳренĕ. Çапах та Валера качча кайма ыйтсан пĕр иккĕленмесĕр килĕшрĕ. Шăпах çак вăхăтра вĕсем Ваньăпа иккĕшĕ хытă вăрçăнчĕç. Нина ун савнинчен ача кĕтнине пĕлчĕ те, уйрăлчĕç. Вальăна ялта Ваньăпа, Нинăпа юнашар пурăнма питĕ йывăрччĕ. Çавăнпах васкаса качча тухрĕ. Килтисем чарнине те пăхмарĕ. Вăрттăн тухса тарнă пекех кайрĕ.
Паянхи кунччен Валя çапла качча тухнишĕн ӳкĕнменччĕ. Паян та ӳкĕнмест вăл. Валера лăпкă, ĕçчен арçын. Вальăран сакăр çул аслăрах пулнине пăхмасăрах пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе пурăнать мăшăр, Çителĕклĕ те тату пурăнаççĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Пурте лайăх, пурте пур. Анчах... Çакна Валя паян уйрăмах аван туйса илчĕ. Анчах юрату çук. Качча тухнă чух Валя вăхăт иртнĕçемĕн юрату килĕ тесе шутларĕ.
Йăнăшрĕ...
Килмерĕ... Паллах, хăнăхрĕ вăл Валерăна. Унтан ытла мар.
— Анне, мĕншĕн кая юлтăн? Пурне те илсе кайрĕç. Эпĕ пĕчченех.
Хăй шухăшĕпе пыракан Валя садик тĕлне çитнине те сисмен. Акă пĕчĕк Ванюша та хапха умĕнче кĕтет ăна.
— Ванюша! Ан кӳренсем ĕнтĕ аннӳне. Кăштах каярах юлтăм ак, — урăх нимĕн те калаймарĕ Валя ывăлне. Мĕн калайĕ вăл пĕчĕкскере? Мĕн ăнлантарса парайĕ? Хăй те нимĕн ăнланмасть.
— Манăн маттурсем те çитрĕç, — çапла кĕтсе илчĕ арăмĕпе ачине Валера. Вăл Вальăн тулли сумкисене илчĕ те пушатма кухньăна кайрĕ. — Паян пире ĕçрен иртерех ячĕç, — илтĕнчĕ кухньăран ун сасси. — Эпĕ каçхи апат та хатĕрлерĕм. Тӳрех апат çиме килĕр.
Вальăпа ывăлĕ хывăнса çăвăнчĕç те кухньăна кĕчĕç. Плита умĕнче тăракан упăшкине курсан Валя ăна тин çеç курнăн чарăнса тăчĕ. Темĕнле ачашлăх, ăшă хум килет ун енчен. Ăнлантарса пама йывăр çакна. Анчах Валя пĕрремĕш хут хăйĕн упăшки ăна мĕнле хытă юратнине туйса илчĕ. Сăмахсăр, чĕрипе ăнланчĕ.
Хĕрарăм чĕри юрату хумне тытакан чи сисĕмлĕ хатĕрсенчен пĕри. Пĕр йăнăшсăр ĕçлет вăл. Юрату суккăр теççĕ. Анчах унăн чи çивĕч куçĕ вăл — чĕре.
— Тавах, Валера, — пĕрремĕш хут хăй пырса чуптурĕ Валя упăшкине. — Тав.
7
Кун хыççăн кун хăвăрт иртсе пычĕ. Ваня Степан Иваныч килĕнче пурăна пуçлани уйăх ытла ĕнтĕ. Ватă мучи ăна вăхăтлăх ĕç тупма пулăшрĕ. Строителе вĕреннĕ Иван валли депора та ĕç тупăнчĕ. Кăмăла каякан ĕçех мар та — çапах юрать, Тепĕр тесен, арçынна ку пачах та пăшăрхантармарĕ. Çак кунсенче ир те, каç та Иван пĕр шухăшпа çеç пурăнчĕ.
Валя... Акă кам пăшăрхантарчĕ, асаплантарчĕ ăна. Уйăх ытла иртрĕ пулин те, чуна уçса пĕрре те калаçаймарĕç вĕсем. Валя унран тарса çӳрет тейĕн. Степан Иваныч патне çаплипех кашни кун кĕрсе çӳрет-ха вăл. Анчах Иванпа калаçасран кашнинчех пăрăнать. Ытларах ун калавне итлет, хăй çинчен вара пачах калаçмасть. Иван çамрăклăх кунĕсем, иккĕшĕн хушшинчи юрату çинчен калаçу пуçарма пăхсан сăлтав тупса пăрăнса утать.
Йăнăшрĕ курăнать Иван. Валя чĕринче юрату пачах юлман. Вилнĕ вăл, пĕр йĕрсĕр çухалнă. Анчах хĕрарăм куçĕнчи хĕлхем, Ваньăна курсан çуралакан хĕлхем, мĕне пĕлтерет? Вальăн тунсăхлă, салху сăнĕ тата?
Иккĕленӳпе паллăмарлăх кăшларĕ çак кунсенче Иван чĕрине. Вăл канăçне çухатрĕ. Апат çиме ларсан апачĕ анмарĕ, çывăрма выртсан ыйхи килмерĕ унăн.
Тата мĕн чухлĕ вăхăт çапла асапланнă пулĕччĕ ĕнтĕ Иван, анчах пĕррехинче хĕрарăм хăех сăмах пуçарчĕ.
Çак кун Валя Степан Иваныч патне ĕç хыççăн кĕчĕ. Вăл тӳрех тĕпелте кăштăртата пуçларĕ. Иван, яланхи пекех, унпа киленсе ларатчĕ.
— Ваня, — сасартăк калаçа пуçларĕ Валя. — Ваня, сана яла таврăнсан лайăхрах пулать. Эсĕ яла кайма тухнă вет.
— Хăвалатăн. Мĕншĕн?
— Ăнлан. Çалла сана та, мана та лайăх пулĕ. Иксĕмĕре те.
— Эсĕ мана хăвалатăн, анчах эпĕ сана юрататăп. Çаплипех юрататăп.
— Калаçар мар кун çинчен.
— Мĕншĕн? Эсĕ те мана юрататăн вĕт. Эсĕ те... Апла пулсан мĕншĕн таратăн? Манран тарса пытанăн. Мана хăваласа ярăн. Анчах хăвăнтан ăçта пытанăн? Юратуран мĕнле тарайăн?
— Ваня! Вань! Ваня, чарăн! Эпĕ çемьеллĕ çын. Манăн упăшкам, ывăлăм пур. Текех эп ирĕклĕ çын мар.
— Çемье, çемье!.. Юратусăр пурнăç... Мĕне тăрать вăл?
— Мĕн вăл юрату? Маншăн вăл — çемье. Упашкам, ывăлăм... Степан Иваныч, юлашкинчен. Çакă вăл ман юрату...
— Эпĕ вара?
— Эсĕ... Эсĕ манăн çамрăклăх. Хаваслă çамрăклăх. Анчах яшлăх кунĕсем иртсе кайрĕç. Текех каялла таврăнмĕç. Эп паянхи кунпа пурăнатăп. Иртнипе мар. Паянхи кун вара маншăн — Валера тата пĕчĕк Ванька. Вĕсем кăна.
— Манăн... Манăн вара мĕн тăвас?
— Таврăн яла. Таврăн Нина... ывăлу патне. Эсĕ вĕсене кирлĕ. Сана — вĕсем. Пуринчен ытла ывăлна кирлĕ эсĕ. Ачана ашшĕ кирлĕ... Кай. Телейлĕ пул.
8
Шак! шак! шаккаççĕ кустăрмасем чугун рельссене. Миçе пин çухрăм юлчĕ пуль хыçра. Умра тата мĕн чухлĕ-ши?
Пурнăç кустăрми те çавнашкал. Чупать. Чупать хăй йĕрĕпе. Эпир килетпĕр те каятпăр. Кустăрмасем çаплах чупаççĕ. Çын ĕмĕрĕ çак çулăн чи пĕчĕк пайĕ. Кам алă, кам тăхăр вунă çул пурăнать.
Такама вара тата сахал пурăнма пӳрнĕ.
«Эпĕ... Мана миçе çул панă?» — хăйĕнчен хăй ыйтрĕ Иван. Акă вăл чĕрĕк ĕмĕр хушши çĕр çинче пурăнать. Ку нумай. Çителĕклĕ. Çав вăхăтрах питĕ сахал. Хыçра çирĕм пилĕк çул. Умра вара? Тата çирĕм пиллĕк? Вăтăр? Хĕрĕх? Е çулталăк кăна? Сехет? Самант?
Тĕлĕнтермĕш япала вăл пурнăç. Пурăнатăн çапла. Пурăнатăн. Анчах умра хăвна мĕн кĕтнине пĕлместĕн. Ăçта йăнăшрăн? Ăçта çук?
Ачана ашшĕ кирлĕ. «Акă вăл манăн чи пысăк йăнăш, — вĕлтлетрĕ шухăш. — Пысăк йăнăш». Иван Вальăн юлашки сăмахĕсене аса илчĕ. Халĕ ăна вĕсенче тĕрĕслĕх тĕшши те пур пек туйăнса кайрĕ. Анчах ача тесе юратман çынпа çемье çавăрма... Çук. Иван ку йăнăша тумасть. Пĕрре такăнни те çителĕклĕ.
Урапасем чугун рельссене çаплах шаккарĕç. Чӳрече леш енче ялсемпе хуласем, тусемпе айлăмсем вĕлтлете-вĕлтлете юлаççĕ. Вăрăм та мăнаçлă пуйăс хăватлăн малалла ăнтăлать. Такама уйрăлу, такама тĕлпулу парнелеме васкать.
Кунĕпех пуçăмра тĕрлĕ шухăш явăнчĕ. Ал-ура ĕç патне пымарĕ. Вун çиччĕри хĕр евĕрех хĕвел анасса кĕтрĕм. Иванпа курса калаçма ĕмĕтлентĕм.
Кĕтнĕ чух вăхăт хăвăрт иртмест. Анчах пурпĕрех ерипен те пулин шăвать. Эпĕ те каç пуласса кĕтсе илтĕм-илтĕмех. Ăçта каймалла? Ăçта тĕл пулăп эп Ивана? Ниçта кайма аптрамалла. Эй, тепĕр тесен... Уттарам урасем ăçта илсе кайнă çĕре. Урасем вара мана хурăн патне илсе çитерчĕç.
Никам та çук. Пĕчченех вырнаçрăм сак çине. Тĕрлĕ шухăш пуçа кĕрет. Пурин çинчен те, çав вăхăтрах ним çинчен те мар ман шухăшсем.
Ырă каç, Елюк! Мĕншĕн пĕчченех ларатăн? Мĕнле çывăх, анчах палламан хулăн сас.
Пуçа çĕклерĕм.
— Ва-а-ня! Иван!
— Салам. Эсĕ те ялта иккен. Пурнăçсем мĕнле? Чиперленсе кайнă эсĕ, пăхатăп та.
— Мĕн эсĕ! Чиперленнĕ тет. Ватăлнă тесен тĕрĕсрех пулĕ. Эсĕ ак çирĕпленнĕ, арçын пулнă.
Çапла пĕр-ик сăмахпа перкелешсе илтĕмĕр те шăплантăмăр. Пирĕн калаçу вĕçленчĕ. Иван манпа юнашар вырнаçса ларчĕ те пирус чĕртсе ячĕ. Тем çинчен шухăша кайрĕ вăл, Тарăн шухăша. Эпĕ те сăмах чĕнмерĕм. Ун шухăшне татас темерĕм. Эпĕ Иван çак самантра манран, çак вырăнтан инçетре пулнине лайăх ăнлантăм. Пурпĕрех сăмах чĕнмерĕм. Ăна лайăхрах сăнама кăна тăрăшрăм. Хама çывăх, тахçан пĕлнĕ йĕрсене шырарăм. Тупаймарăм. Ытла та улшăннă Иван.
— Елюк, эпĕ авланас тетĕп, — тăруках калаçа пуçларĕкаччă.
— … ?
— Йышăнĕ-ши мана Сергей? — те манран, те хăйĕнчен ыйтрĕ Иван.
5
Сергей ашшĕ яла таврăннăранпа самаях вăхăт иртрĕ. Çак тапхăрта вăл кашни кун тенĕ пек Нина патне килсе кайрĕ. Малтан Сергей унран ютшăнчĕ. Хăй ăна мĕнле курайманнине пур япалара, кашни сăмахра кăтартма тăрăшрĕ. Каярахпа вара Сергей унсăр тунсăхла пуçларĕ. Кашнинчех вăл килессе чăтăмсăррăн кĕтрĕ.
Ашшĕ яла таврăннăранпа Сергей амăшĕ те чылай улшăнчĕ. Ача хăйĕн амăшĕ самаях хитре хĕрарăм пулнине курчĕ. Çӳç-пуçне пуçтарсан, илемлĕ çипуç тăхăнсан питĕ чипер иккен вăл.
Сергей ĕнтĕ таса тумтирпе, çĕнĕ пушмакпа çӳрет. Амăшĕ ăна кунне виçĕ хут вĕри апат пĕçерсе çитерет. Çакна хăнăхман ача малтан хăйне юмахри пек туйрĕ. Ырă тĕлĕкри пек. Çавăнпа та куçне уçсан çакă пĕтĕмпех çухаласран хăрарĕ. Халĕ те, хăнăхрĕ пулсан та, кăшт шикленет.
Паян та Сергей хăйĕн ашшĕне кĕтет. Вĕсем пĕрле пулă тытма кайма калаçса татăлнă. Анчах ашшĕ темшĕн килме васкамасть-ха. Улталарĕ-ши вара? Ача ним тума аптранăран вăлтине тепĕр хут майлама тытăнчĕ. Паян çĕр хут та тĕрĕслерĕ пулĕ те, çапах...
— Эсĕ хатĕр мар-им-ха, Сергей? — кăмăллăн калаçрĕ ача çумне пырса тăнă Иван. — Пар-ха, хам пăхам вăлтуна.
— Хатĕр! Паçăрах хатĕр. Ăман тытса та хатĕрлерĕм.
Маттур. Айта. Аннӳне кĕрсе кала та каяр.
Алран алă тытăнса утрĕç Иванпа Сергей. Хаваслăн тамăнаçлăн, пуçне çӳле çĕклесе пычĕ ача урам тăрăх. Хăй пурнăçĕнче пĕрремĕш хут пĕчĕк Сергей урам тăрăх çапла нимрен хăрамасăр, ниçта васкамасăр, лăпкăн утрĕ. Никам та хыçран «вĕлтрен кайăкĕ» тесе кăшкăрмарĕ. Урамри ачасем ăна ăмсанса пăхса юлчĕç.
Нумай пĕлекен, таçта та пулса курнă Иван пиччĕшне ача-пăча тӳрех юратса пăрахрĕ. Каçса кайсах итлеççĕ вĕсем ун калавĕсене. Кашниех Иван пиччĕшпе юнашартарах ларма тăрăшать. Анчах лешĕ кашнинчех Сергее çеç хăйпе çумăн лартать. Унпа çеç çапла урам тăрăх алла-аллăн тытса утать. Çавăнпа ăмсанаççĕ те ĕнтĕ ачасем Сергее. Хисеплеççĕ. Яланах мăшкăлласа çеç калаçнă леш касри Андрей та халĕ Сергейпе сумлăн калаçать...
— Çитрĕмĕр. Меллĕрех вырăн тупар. Çакăнта эпĕ ача чух ак çакăн пек карас тытнăччĕ, — аллине чавса таран тытса кăтартрĕ Иван.
— Эй-й! Çакăн пысăкĕшех мар пулĕ? Ытла пысăк.
— Чăнах та, ытла пысăк. Кăшт пĕчĕкрех пулас... Арçынпа ача пĕр харăс кулса ячĕç. Иванăн шӳчĕ питĕ вырăнлă пулчĕ. Сергей кула-кула хăй чăнкă çыран патне питĕ çывăха пынине те асăрхаман. Ăнсăртран шуса кайрĕ те шыва ӳкрĕ. Çакă пĕтĕмпех питĕ хăвăрт пулса иртрĕ. Ача кăшкăрса яма та ĕлкĕреймерĕ. Ишме пĕлменскер тӳрех пĕве тĕпнелле кайрĕ. Ăна сывлăш çитмерĕ. Вăл çăварне уçрĕ. Анчах сывлăш вырăнне ӳпкине шыв кайрĕ...
— Сергей! Çеруш! Ывăлăм... Мĕнле эс?
Сергей аран-аран куçне уçрĕ. Ун умĕнче чĕркуççи çинче ашшĕ ларать. Ача сасартăк хăй халь тин вилĕм аллинчен хăтăлса тухнине ăнланчĕ. Вăл ашшĕне мăйĕнчен çакăнчĕ те макăрса ячĕ.
— Ывăлăм! Ан макăр. Эпир пĕрле. Манпа чухне нимрен те ан хăра.
Сергейĕн çак самантра ашшĕне мĕнле вăйлă юратнн çинчен калас килчĕ. Анчах ача «атте» тенисĕр пуçне урăх ним калаймарĕ. Тепĕр тесен, Иван хăех ывăлĕ мĕн каласшăн пулнине чухларĕ. Ĕнтĕ тин арçын хăй те çак пĕчĕк чуна мĕнле вăйлă юратнине туйса илчĕ. Вăл ывăлне хытăрах чăмăртарĕ, ăна йăпатасшăн пулчĕ. Анчах шăпах халĕ пур сăмах та ытлашши пулнине ăнланчĕ те нимĕн те каламарĕ.
6
Хура кĕркунне. Çут çанталăкăн чи тунсăх саманчĕ. Эпĕ яла таврăннă чух йĕри-тавра сип-симĕсчĕ, чечек-курăк ешеретчĕ. Тӳпере кайăксем чĕвĕлтететчĕç. Халĕ çакă пĕтĕмпех таçта çухалнă. Тунсăх... тунсăх кăна юлнă.
Чĕрере те тунсăх. Пĕччен килсе кĕтĕм тăван яла. Пĕчченех тухса каятăп. Ăçта? Кăна хальлĕхе хам та пĕлместĕп. Телей шырама. Тĕнче аслă-çке. Таçта мана, пĕр мана кăна кĕтекен çын та пур пулĕ. Пирĕн вăхăт çитмен ĕнтĕ. Çавăнпа пĕр-пĕрне тĕл пулман ку таранччен.
Каллех тăван ялпа сывпуллашатăп. Манăн çак самантра тăван енĕн кашни кĕтесне, кашни тĕсне асра хăварас килет. Инçетри вăрман, тин кăна сухаласа пăрахнă анлă уй, çип пек тикĕс урамсем, тарăн вар, пĕчĕк çеç çур утрав... Ачаран пĕлнĕ, чĕрене çывăх, юратнă кĕтес.
Çапла эп чылайччен тăтăм. Каллех хамран хам таратăп иккен. Лере инçетре телей тупатăп тени те суя йăпану кăна. Анчах кунта та юлма пултараймастăп. Иванпа пĕр ялта пурăнма, ăна кашни кун курма, вăл урăххин пулнине пĕлсе тăма ытла та йывăр. Йывăр чĕрене кĕллен-терекен, ăса пăтраштаракан юратупа кĕрешме. Çак юрату хама çунтарса яма пултарасси пăшăрхантармасть-ха мана. Эпĕ хам ăссăрлăха пула пĕчĕк Сергей шăпине пăсасран, ачан телейне аркатасран хăратăп.
Авă вĕсем. Виççĕн. Пĕр çемье. Икĕ мăн çын. Варринче ача. Çакă пуль вăл телей. Атте-анне çумĕнче пурăнма вĕренни. Атте те, анне те сана юратнине пĕлсе тăни.