Калать хăшĕ: ирĕк пачĕç
Демократсем кашнине,
Вăрă, шульăк, коммерсант çех
Кураççĕ ун уссине.
Пит нумай пăтăрмахсем
Реформăсем тунă чух.
Пурнăçланмаç саккунсем:
Мур реформин усси çук.
Укçа çук, çимелли çук.
Пурнăç кайрĕ пăсăлса.
Пирĕн холодильникра
Шăши вилнĕ çакăнса.
Коммерсантсем усрĕç, ав,
Çĕнĕ ресторан «Пучах».
Икçĕр тенкĕлĕх эп çирĕм.
Хырăм пурпĕр пуш-пушах.
100 вакунлă пуйăссем
Килетчĕç Шупашкара.
Халь килеç вуннăллисем —
Пурнăç вун хут хавшакрах.
Хамăрăн культурăна,
Сартармаççĕ халь пире.
Кĕме май çук кинона:
Мăриккан шăрши перет.
Уçрĕç çĕрлехи барсем.
Яшлăх шавлать çĕрĕпе.
Пăсăлаççĕ моральсем
Секспа та ĕçкĕпе.
Арăмĕпе упăшки
Пуплеç çывăрма выртсан.
Чи малтан укçа пирки,
Секс пирки чи кайран.