Хĕр çумĕсем
Эпĕр илсе килтĕмĕр
Тул кĕлти пек пикене.
Тул арпи пек ан тăвăр.
Ай-яр-ай-яр ай-я-я.
Пирĕн йысна пит аван,
Асатте пек туйăнать.
Алне туя тытиччен
Авлантарас терĕр пуль?
Ай-хай йысна пит маттур,
Тайлăк хапха юпи пек,
Тайкаланса, ай, çӳрет.
Ай-яр-ай-яр ай-я-я.
Платник пырать урампа.
Пуртти катăк, курăр-ха.
Ай-хай йысна Ванюк пур,
Шăлĕ катăк, курăр-ха.
Туй ачисем
Сад улмине татман пулсан,
Хĕллечченех юлатчĕ.
Инке хамăр илмен пулсассăн,
Ай-хай, ват хĕр пулатчĕ.
Пирĕн инке пит сарă.
Хăй ялĕнче кам илет?
Çавăнпа яла каймарĕ,
Пирĕн яла хăй килчĕ.
Пирĕн инке ĕçчен, тет.
Ĕçе каймалла чухне
Мăйăр çиме ларать, тет.
Ай-яр-ай-яр ай-я-я.
Пирĕн инке ăста, тет,
Пĕçерме аш яшкине.
Вăл купăста вырăнне
Хупах янă кастрюльне.
Чашăк тулли аш яшки
Лартса парсан, кам çимест.
Ай, инке Анюк пур.
Сĕнсе парсан, кам илмест.