Икĕ хутлă çурт çунать.
Халăх калаçса тăрать:
«Пӳрт кĕçех пĕтет çунса,
Киле кайăпăр часах».
Эп ларатăп тĕлĕнсе:
Çулăм çуккă, тĕтĕм çех,
Ку вара пушар-и-ха?
Чупса килтĕм кăлăхах.
Пĕр пушарникĕ мана
Пакурпа çӳлтен юнать:
«Мĕн ларатăн, тет, унта?
Вĕт эс тытăннă çунма».
Эп хăрушшăн кăшкăрса
Сиксе тăтăм васкаса.
Вутпуççи çине хамах
Эпĕ ларнă-мĕн, ухмах.
Эп пушарнике калап:
«Сап мана, теп, шывпапа».
Вăл пит лăпкăн ответлет:
«Манăн шывĕ çуккă», тет.
Эпĕ уншăн çилленсе,
Ятăм чĕлĕме чĕртсе.
Кӳршĕ хушрĕ сӳнтерме:
«Ав, тет, çăт шур тĕтĕме».
Пушартан киле аран
Çитрĕм урмăш пуçпалан.
Арăм кăшкăрать мана:
«Сĕрĕм тивнĕ сăттана!»