Çутăлас умĕнхи кăвак шуçăм
Çăлтăра лăн вĕрсе сӳнтерет.
Ылттăн-кĕмĕл Хĕвел тухас умĕн
Тухăçран çĕнелсе кун килет.
Лăпкă ыйхă çухатнă ял-йышĕ
Вăранать те тăрать кун курма:
Çĕнĕ кун, тет, ан пултăрччĕ выçă,
Çĕнĕ кун юрамасть çывăрма.
Кайăксем те вăраннă: юрлаççĕ...
Сывлăш уçă, яп-янкăр тӳпе.
Пĕвере шурă пăс явăнатĕ,
Явăнать, йăтăнать вăл çӳле.
Канăçа-çке çухатнă пĕр пулăç
Ăманпа улталасшăн пулла.
Пулăçсем ял çинче татах пулĕç
Вылятма чĕтрекен сар хулла.
Ялти ывăл-хĕрсен пурнăç тулăх:
Ан ӳркен ĕçлеме ял çинче.
Уçăлма каçхине савнă улăх
Пăчанар юхан шыв хĕрринче.
Ыр сунса çĕн куна саламлатăп,
Саламлатăп тăван халăха.
Анăç пурнăç ăна халалатăп
Çĕнтерме пурнăçри япăха.
Нарăс, 1996