Самант кирлĕ пире
çуралсан йăл кулма,
кипкене йĕпетме те кирлĕ.
Сехет кирлĕ пире
сиккипе çӳреме,
çывăрса карăнма та кирлĕ.
Кунсем кирлĕ пире
чунсене вăркатма,
кĕвĕçсе кĕвелме те кирлĕ.
Çулсем кирлĕ пире
çемьеллĕ пулма,
çынсемпе пурăнма та кирлĕ.
Ĕмĕр кирлĕ пире
этемрен ÇЫН пулма,
мăнука сиктерме те кирлĕ.
1977, ноябрĕн 26-мĕшĕ, Хураçырма