Çанталăк çутă та илемлĕ. Сăртри йывăçсем хушшинчен кĕрхи хĕвел таврана хăватлă вут-хĕмпе сирпĕтет. Пахчасенче чăпар чечексем вĕл-вĕл чухенеççĕ. Маринене çуралнă кун ячĕпе саламлаççĕ. Вăр-вар, чĕрĕ хĕрача çичĕ çул тултарать. Çуралнă кун тĕлне ăна темле парне те парса тултарчĕç. Хреснамăшĕ шкул сумки, ручка-кăранташсем парнелерĕ. Маринен тулли пичĕ вылякаласа илет, кăвак куçĕ вăхăчĕ-вăхăчĕпе çуталать те тĕксĕмленсе каять. Вăл темшĕн кăмăлсăр пулни курăнать.
Август уйăхĕн юлашки кунĕсенче Марине шкула кайма хатĕрленчĕ. Пĕррехинче вĕсем амăшĕпе пасара çул тытрĕç. Васкамасăр ретсем хушшипе утрĕç, кирлĕ япаласене тыткаласа, тăхăнса пăхрĕç, мĕн кирлине йăлт туянчĕç темелле. Ывăннипе иккĕшĕн те уринчен ури иртмерĕ, анчах Марине пасартан тухма килĕшмерĕ. Ара кунта вăл пысăк, вăрăм çуçлĕ, калаçакан пуканене асăрхарĕ. Тем пулсан та шкула кайиччен пуканепе выляса юлас килет. Амăшĕ хĕрĕ çине ытарайми куçĕпе пăхса илчĕ, унăн кăпăшка аллинчен çавăтрĕ, унтан малалла ярса пусрĕ. Халь-халь макăрса ярас патне çитнĕ хĕр пĕрчи аллине карт туртса илчĕ, юнтарса тутине тăсрĕ. Калаçма юратаканскер, пĕр сăмах чĕнмерĕ, амăшĕ хыçĕнчен лĕпĕстетсе утрĕ.
Акă икĕ çын яла пырса кĕчĕç: пĕрин аллинче сумкăсем, тепри-пушăллах.
Марине амăшĕнчен самай хыçа юлнăччĕ ĕнтĕ. Çав вăхăтра пĕр урамран урапаллă лаша тухрĕ, ун хыçĕнче тихи сиккелесе выляса пырать. Вăл çуллĕ, илемлĕ, хăмăр тĕслĕ, йăл-йăл курăнать. Ыттисем пек пуçне усса мар, каçăрăлса тăрать. Ӳкерчĕк çинчи пек. Шăпах мана кĕтет тейĕн. Тиха питĕ килĕшрĕ. Пĕрре амăшĕнчен мала чупса каять, унтан каялла вирхĕнет. Лаши аран уткалать, хуçи те ниçта васкамасть пулмалла. Сĕрмен урапа хăлтăрт-хăлтăрт туса сасă кăларать. Ача пек чупкалакан тиха çеç тăкăрлăка кĕрсе çухалать. Лаша «эсĕ ăçта кайрăн» тенĕ пек кĕçенсе илчĕ, анчах чарăнмарĕ. Пĕчĕк хăмăр тиха амăшне куçран çухатсан питĕ хăрарĕ-ши — каялла вирхĕнсе çитрĕ. Амăшне хăваласа çитрĕ те пуçĕпе ун çумне тĕршĕнчĕ, унран пĕр шит юлми утрĕ. Çакна курсан Маринен чунĕ хурланчĕ, чĕрчунсем те амăшĕсĕр телейсĕр пулнине ăнланчĕ. Лашапа тиха çапла тĕл пулнине нихăçан та курман вăл. Куç илмесĕр вĕсем çине пăхать хĕрача. Чунĕ ытла та тăвăнса çитет, чĕрине хурлăхлă туйăм çавăрса илет, куçĕнчен вĕри куççуль тумламĕсем юхса анаççĕ. Марине амăшĕсĕр мĕн тери начар иккенне ăнланчĕ. Унăн та çак вăхăтра амăш çумне лăпчăнас килчĕ, вăл амăш хыççăн чупрĕ. «Анне! Анне! — терĕ вăл амăшне хăваласа çитсе — анне, эсĕ маншăн чи хакли».