Паян иртенпех çумăр çапса çăвать. Шултра тумламсем чуречерен шакăртаттараççĕ. Çил йывăçсен çулçине лăскать. Çакăн пек усал çанталăкра Павлуш хутпа кăранташ илет те хăйĕн юратнă ĕçне пуçăнать. Хут çине малтанхи йĕрсем çырăнсанах каччă куçĕ умне кӳршĕри Çиçĕм сăнарĕ тухса тăрать. Вăл ăна кăранташпа, сăрăпа, гушьпа та çырса курнă. Вĕсенчен чи пахине стена çинех çакса хунă. Çиçĕм сип-симĕс кавир пек курăк хушшинче пĕчĕк ача евĕр выляса выртакан ӳкерчĕк вăл.
Павлуш сĕтел хушшине вырнаçса ларнăччĕ çеç — тусĕ ăна сăмахпа тĕртсе те илчĕ:
— Павлуш, тĕлĕнетĕп санран. Лашасăр пуçне эсĕ нимĕн те асăрхамастăн пулмалла. Сисместĕн-и, Лариса сан çине мĕнле ăшă куçпа пăхать, сăлтав тупса пирĕн пулĕме килсех тăрать вĕт.
— Мĕн эсĕ, Миша, Лариса пĕр ял хĕрĕ пулнăран кăна пирĕн пата кĕрсе тухать, — кулса пĕлтерчĕ каччă. — Тен, вăл сана курассишĕн пирĕн пӳлĕмрен тухма пĕлмест? Сана курсанах пичĕ нар пек çунать, вăтаннипе чĕлхи çыхланать.
Павлуш шăл йĕрсе юлташне татах хĕрететчĕ пулĕ, анчах Миша аллине сулчĕ çеç.
Икĕ тус яланах çапла пĕр-пĕрне йĕкĕлтесе илеççĕ пулин те халиччен пуршăн-çукшăн хирĕçсе курман. Халĕ те ахăрса илчĕç те кашни хăйĕн ĕçне пуçĕнчĕ. Анчах тарăн шăплăха каллех Миша хускатрĕ:
— Павлуш, ыйтнăшăн ан кӳрен те мĕншĕн эсĕ яланах лашасем ӳкеретĕн? Урăх ӳкерчĕксем тума пĕлместĕн-и? Санăн альбомунта мĕн тĕрлĕ ут çук пулĕ?!
Пĕр ӳкерчĕкĕ мана уйрăмах килĕшет, унта пĕчĕк тиха çил пек вĕçтерсе пырать. Çилхи вĕл-вĕл вĕлкĕшет, кăтра хури парашют евĕр сарăлнă. Юмахри лаша тейĕн. Мĕн тери маттур çилçунат!
Павлуш тусĕ çине пăхса илчĕ те: «Каласа парас-ши, вăл манран кулмĕ-ши? Ачалăхри инкексене асаилес килмест те», — текен шухăшпа канăçсăрланчĕ. Унтан ӳсĕрес килмен çĕртенех кăххăм-кăххăм текелесе сăмахне пуçларĕ.
…Эпĕ ун чухне 4 çултаччĕ. Анчах ниепле те чĕлхе туянайманччĕ. Кунĕпе асанне çумĕнчен хăпма пĕлмен. Вăл манпа кунĕпе тем пирки те юмахлатчĕ. Эпĕ ăна тимлĕ итлеттĕм-ха, хам чĕлхепе пекĕлтететтĕм, çапах сăмахĕсем ăнланмалла пулман. Анне, ĕçрен пушансан, ӳкерчĕклĕ алфавит сарса хурсах манпа тимлетчĕ. Урамри ачасемпе хутшăнаттăм, анчах хама йĕкĕлтеме пуçласанах пăрăнса каяттăм. Куçăмран шăрçа пек куççуль шăпăртататчĕ. Асанне çумне тĕршĕнеттĕм те макăрса яраттăм. Вăл çурăмран лăпкаса, пуçран ачашласа лăплантарма пуçлатчĕ:
— Мăнукăм, шкула кайиччен чĕлху уçăлать ак. Ун чухне çăварна хупми пакăлтатăн-аслисене çĕр тĕрлĕ ыйтупа минретĕн. Ан макăр, шăкăлчи, эсĕ сатур ача вĕт.
Ватă çыннăн ăшă сăмахĕ пусăрăнчăк кăмăла çĕклеме пĕлет мар-и, Павлуш вăрăм патак çине утланса ларать те чун йăпатмăш тавралла чупкалать. Унтан урама тухса вирхĕнет. Ак, тамаша! Унта хăй пекех йăкăлт-якăлт сиккелесе килекен тихана курать, урисемпе тăпăртаттарса, савăннипе çихĕрсе ярать:
— И-ха! И-ха! И-ха-ха!
Кил таврашĕнче кăштăртатакан асламăшĕн савăнăç куççулĕ юхса анать, вăл сасăпах «Тавах, Турра» — тесе хурать. Мăнукĕн чунран каланă сăмахĕ уншăн ылтăнран та хаклăрах пулать. Вăл хыпалансах ахăлтатса кулакан мăнукĕ патне васкать, ăна çупăрласа: «Тиха вăл. Тиха», — тесе темиçе хутчен ачана калаттарать.
Асламăшĕ калани чăна килчĕ. Павлуш чĕлхи пĕчĕк тусне пулах уçăлчĕ. Икĕ пĕчĕк чун çав тери туслашрĕç. Урампа иртсе пынă чухне Çиçĕм (ăна Павлуш çапла чĕнме пуçланăччĕ) унпа сывлăх сунатчĕ тейĕн «и-ха-ха».
Тепрехинче лаша Павлуша вăрмантан илсе тухнă. Ĕçĕ акă епле пулса иртнĕччĕ. Павлушсен ялĕнчен инçех мар Упа кати ларать. Ял халăхĕ çулла унта выльăх валли утă хатĕрлеме каять. Пĕррехинче вĕсен çемйи те Çиçĕме кулсе утта кайма тухать, Павлуш та ашшĕ-амăшĕнчен юлмасть. Вăрмана çитсен аслисем тӳрех ĕçе пикенеççĕ. Лаша пуçне уха-уха ешĕл курăк туртать. Павлуш малтан вĕсене пулăшать-ха, анчах вăрман пурнăçĕ питĕ кăсăклă-çке! Акă хăлхана таçта «кук-кук» тени кĕрет, умранах чĕрĕп çемйи иртсе каять. Пуç тăрринченех темĕн сарлака çунаттисемпе хăлаçланса вĕçсе куçран çухалать. Уçланкăра темĕн чухлĕ хĕп-хĕрлĕ çырла хăйне тутанса пăхма йыхăрать, ăçтан чăтса тăрăн! Ача асамлă тĕнчере пĕччен тейĕн, путек пек сиккелесе вăрман варрине кĕрсе каять — уçланкăран аяккарах кайнине сисмест те. Пăхать йĕри-тавралла: никам та çук. Вăрман юрлать, шăхăрать, шавлать, чуна шиклентерет. Çумра юратнă Çиçĕм пурри кăна хăрушлăха çĕнтерме пулăшать. Павлуш лашана, тав тунă евĕр, ачашласа илет те унтан йĕнер çине улăхса ларать, вăрман ăшĕнчен васкамасăр юрттарать.
Çуллахи каникул çитсен Павлуш Çиçĕме шыв хĕррине илсе каять. Лаша питĕ шыва кĕме юратать, тем вăхăт хушши киленсе тăрать. Çав вăхăтра ăна арçын ача çуса ярать, çилхисене турать. Хĕвел çутинче урхамах çуталса, йăлтăртатса çеç тăрать. Ăна пăхса ытармалла мар: лутра та тĕреклĕ вăл, урисем кĕске пулин те вăйлă. Тем пек йывăр тиев пулсан та чарăнса тăмасть. Сăрт çине туххăмрах улăхса каять, нимĕнле хулăпа та хăвалама кирлĕ мар. Ун пирки «ĕç лаши» теме пулать. Пĕр çу çитсен янаваршăн кану кунĕ çук темелле: кашни кун ăна е çĕрулми лартнă çĕртре, е çерем сӳреленĕ вырăнта курма пулать. Çавăнпа ĕçлесе ывăннă лашана Павлуш çăкăрпа е сахăрпа сăйлать. Çиçĕм ăна тав туса тутипе питĕнчен сĕртĕнет, пуçне уха-уха илет.
Кĕркунне вĕсем пĕр-пĕрне сайра кураççĕ. Павлуш шкулалла утать, Çиçĕм картишĕнче тăрать. Павлуш кашни вырсарни куна чăтăмсăррăн кĕтет, ара çав кун вăл каллех Çиçĕмпе тĕл пулать-çке! Анчах пĕррехинче Павлушăн чĕри теме сиссе чĕпĕте-чĕпĕте илет, вăл çиçĕмле хăвăртлăхпа Матви пиччесем патне çитсе тăрать.
— Матви пичче, Çиçĕм курăнмасть? Мĕн пулнă ăна? Чирлемен-и ман юлташăм, — пăшăрханса ыйтать Павлуш.
— Тем амакĕ пырса çулăхнă çав, ура çине тăраймасть ак. Каçранах йăшрĕ, тен, сана курсан савăнĕ. Пыр-ха, пыр тусу патне, — йăваш сасăпа каларĕ пичче.
— Çиçĕм, Çиçĕм, — çурăмĕнчен, пуçĕнчен ачашларăм тусăма, — йывăрах чирлерĕн-и? Çав вăхăтра унăн йăваш куçĕнче çутă тумламсем асăрхарăм.
Павлуш хăйĕн калаçăвне малалла тăсаймарĕ. Пырне темле чăмакка капланчĕ, куçĕ самнтарах тĕксĕмленчĕ, пит-куçĕ туртăнса илчĕ. Вăл каласа пĕтермесĕрех хут çине упĕнчĕ. Тулта çанталăк кĕтмен çĕртен улшăнчĕ: çумăр чарăнчĕ, пĕлĕт уçăлса киле пуçларĕ, çил тухрĕ, çурт умĕнчи хурăнсем кашлама тапратрĕç.