Маçак Мăн Еххем 110 çулне асăнса
Ала тытса анне-çанталăк
Пуçларĕ мамăк юр сапма.
Ак кун та иртрĕ... иртрĕ талăк,
Çапах пĕлмест вăл чарăнма.
Шап-шурă юр çемçе тӳшекĕн
Ӳксе хупларĕ пур çĕре.
Хресчен лаша кӳлсе тӳлеккĕн
Ак тухрĕ хапхаран хире.
Çĕн юр... Çĕн йĕр юлать çул çийĕн...
Лаши чупатĕ юрттипе.
Хуçи ĕçре тарланă, пиçнĕ,
Пĕлет вăл пурнăç тутине.
Ларса пырать... çук шухăш урăх...
Лаши чупать те тулхăрать.
Сăрхури кун пранларĕ сурăх —
Хресченĕн чунĕ савăнать.
Савăннипе хресчен çӳлта мĕн
Çитме васкать хăти патне.
Сăрхури кун çуратнă кинĕ —
Пĕлмест хăти ачин ятне.
Сăрхури кун Тур панă пурнăç
Путеккине те ачине.
Тур пăрахман, чăн пурнăç-курнăç:
Курма лекет курманнине.
Ак ял... ял пуçĕ... хăтин килĕ...
Лаша ак алăк умĕнче
Хăти тăрать: ни чĕрĕ — вилĕ,
Çапах тытать ут пуçĕнчен.
— Хăта, хăта... кукаç эп пултăм,
Хам хĕршĕн ĕçрĕм савăнса.
Чăрмавçине эп алă султăм...
Кун-çулĕ пытăрччĕ ăнса.
Кил... кĕр... киле. Хăна пулатăн
Çурштоф тăрать сĕтел çинче.
Хăта, эс те вĕт ватăлатăн,
Вĕтти пусать ура çине.
Çук ĕненме...
Кукаç халь эпĕ...
Çулсем пыраççĕ тĕк иртсе,
Анчах вĕт çамрăкчĕ-çке эпĕр:
Сикетпĕрччĕ шай туйсенче.
— Çапла, хăта, çапла, тăхлачă
Ĕçетĕп эпĕ тав курки.
Çамрăксемпе пурнатпăр тачă,
Тĕрĕс-тĕкел алли-ури.
Хăта, пире Тур пачĕ ывăл,
Ун ячĕ мучĕш ячĕпе.
Çуралчĕ вăл таса та сывă,
Вăл тайрĕ тăхăр кĕренкке.
— Ача парни илсе пыратпăр:
Пулать вăл сăвăнан ĕне.
Тул çутăлсан, ыран тухатпăр...
Хăта, кала эс кĕрĕве.
Ача ан ӳстĕр сĕтсĕр-çусăр,
Вăй илтĕр вăл мĕн ачаран.
Ват ĕнине, тен, сутăр?... пусăр?...
Е усрăр утă тулăхран.
— Юрать, куç курĕ. Тав сăрашăн
Каç пуличчен çитес киле
Хăта, ан хупăрла, тархасшăн,
Çитет ĕçсе... ыр çул пилле.
Хресчен çулта... лаши юртатĕ...
Çӳлтен ӳкетĕ мамăк юр.
Кам-ши çак пурнăçа юратмĕ —
Çынра этем илемĕ пур.
Раштав, 1991.