Штанаш сали варринче вăрçăра çапăçса пуçĕсене хунă паттăрсене чысласа 2,5 метр çӳллĕш палăк вырнаçтарнă. Пирĕн умра ур-ра! тесе малалла ăнтăлакан совет салтакĕ. Пăшал тытнă сылтăм аллине вăл çӳле çĕкленĕ, сулахай аллинче — пуçĕнчи каска. Урисем айĕнче вакланнă фашист свастики. Палăк айккине вăрçăра пуçне хунă паттăрсен ячĕсене çырса хунă.
Палăка 1969-мĕш çулта çак ялта çуралса ӳснĕ пĕрремĕш ракетчик Иван Николаевич Коннов ăсталанă, ăна вăрçă пĕтнĕренпе 25 çул çитнĕ ятпа 1970 çулта хута янă. Шкул директорĕ, ĕçпе вăрçă ветеранĕ Мартынов Виктор Мартынович, тахçанах Штанаш салинче паттăрсене асăнса палăк лартма ĕмĕтленнĕ. Иван Николаевич çакăн пирки пĕлсен шкула пулăшма шутлать. Палăка вырăнти материалтан тума шутланă. Шкул ачисем, колхозниксем куллен хастар ĕçленĕ: çĕр чавнă, кирпĕч тултнă, хăйăр çăрнă. Пионерсем палăк тĕпне 21-мĕш ĕмĕрти пионерсем валли чĕнӳ çырса кĕленче ăшне хунă.
— Коннов пире ĕçленĕшĕн укçа та тӳлетчĕ, — ăшшăн асаилеççĕ çав вăхăтри Штанаш пионерĕсем, — кунне вунă пус. Икĕ кунта пĕр çăкăр тата мороженăй илмелĕх укçа пуçтарăнатчĕ. (Çăкăр вăл вăхăтра 14 пус тăнă, мороженăй — 5 пус). Палăк çине тĕплĕнрех пăхсан Иван Николаевич Коннова паллама пулать. Ку тĕрĕсех: Коннов, хăй çут тĕнчерен уйрăлнă пулин те, кашни хăнана постамент çинче кĕтсе илет.
Палăк умĕнче ветерансем шкул ачисене хăйсен асаилĕвĕсемпе паллаштаратчĕç, хăрушă вăрçă çулĕсене асаилетчĕç.
Пурнăç малаллах шăвать, çулсем иртеççĕ. Пирĕн ялта халĕ пĕртен-пĕр ветеран çеç пурăнать.
Пĕрремĕш ракетчик, «Катюша» установкин командирĕ, Хĕрлĕ Çăлтăрпа Аслă Отечественнăй орденсемпе тĕрлĕ медальсен кавалерĕ Иван Николаевич Коннов, Аслă Отечественнăй тата Хĕрлĕ Çăлтăр орденсен кавалерĕ Иван Федорович Ефимов лейтенант, полк ывăлĕ Николай Тихонович Кассиров, пĕрремĕш колхоз председателĕ Савельев Иван Григорьевич, Хĕрлĕ Çăлтăр, икĕ хутчен Отечественнăй вăрçă орденĕ тата чылай медаль илме тивĕçлĕ пулнă Ишмейкин Автоном Герасимович техник-лейтенант... Пурте вĕсем ирсĕр тăшманпа çапăçнă, ирĕклĕхшĕн кĕрешнĕ. Паттăрсем вилеççĕ,анчах та вĕсен ĕçĕсемпе ячĕсем халăх асĕнче вилĕмсĕр.
Кашни этемĕн хăйĕн шăпи. Маларах асăннă ветерансем пурте тĕрĕс -тĕкел тăван киле çĕнтерӳпе таврăннă, вăрçă хыççăн тăрăшса ĕçлесе татах та медальсемпе орденсем илме тивĕçлĕ пулнă. Халăхра ырă ят хăварнă.
Кашни этемĕн хăйĕн ячĕ тата хушамачĕ. Ăçтан тупăннă-ха чăвашăн хушамат? Ĕлĕк-авал чăвашăн хушамат пулман теççĕ. Чăваша та хушаматпа чĕнме пуçласан чиркӳре пĕрине характерне кура, теприне ĕçне кура, виççĕмĕшне ашшĕ ятне кура хушамат парнеленĕ теççĕ. Чăваша та хушаматпа чĕнме пуçлаççĕ. Конновсем ялта темиçе çемье. Пĕри те хăйсен хушамачĕ ăçтан пулса кайнине каласа параймарĕç. Ялти ватăсем çукпа пĕрех, вĕсенчен ыйткаларăм: пĕри те Коннов хушамат ăçтан пулса кайнине пĕлмест. Пĕр хушаматлă Конновсенчен ыйтрăм, вĕсем те хăйсен хушамачĕ ăçтан тухнине пĕлмеççĕ.
— Лаша нумай усранă пулас Конновсем е лаша пек хытă ĕçленĕ. Лашапа çыхăннă пĕр-пĕр пăтăрмаха пула та Коннов хушамат çыпçăнма пултарнă.
...Пĕррехинче тăватă ветеран Иван Николаевич, Иван Федорович, Николай Тихонович тата Иван Григорьевич Çĕнтерӳ уявĕнче пĕрле тĕл пулчĕç. Сăмах çине сăмах ...
— Сурансем канăç памаççĕ, — ассăн сывлать Иван Григорьевич.
— Эпĕ те темиçе хутчен те аманнă çав, çумăр тавраш пуçланас умĕн яланах сурансем ыратма пуçлаççĕ, — тет Иван Федорович.
— Ан та калăр-ха, Финляндирех алă-урана шăнтса ярса чутах урана тататчĕç. Урана таттармарăм.
— Эпĕ ветеринар, тен, урана сыватма май пур, — тесе çине тăтăм. Сипленнĕ хыççăн тăван яла таврăнтăм. Эпĕ выльăх тухтăрĕн дипломне алла илнĕччĕ, мана лаша пачĕç, ĕçлеме пуçларăм. Врачсем патне кайсах тăрса. Вăрçă тухиччен сывалса çитрĕм. Партизансем патĕнче çапăçнă чух темиçе хутчен те аманса, контузи те пулса, çурăм шăммине амантса виçĕ уйăх гипс ăшĕнче те выртса, çур çул госпитальсенче сиплентĕм, сывалса çитсен каллех çара таврăнтăм. Тăван киле таврăнма телейĕм пулчĕ, — тет Иван Николаевич.
— Госпитальтен панă справкăна пăрахма хушмарĕç, вăл халĕ те упранать, — тет Иван Федорович.
Çапла калаçкаласа ларнă хушăра сисмен те, çанталăк пăсăла пуçланă. Çил çавăрттарма пуçларĕ, çиçĕм йăлт-ялт çутатса илет, аслати авăтса кĕмсĕртеттерет.
— Аслати сассине илтсенех шарт! сикетĕп, — тет Николай Тихонович. Вăл та вуниккĕрех салтак ачи пулса вăрçа хутшăннă-çке! Шăпа ăна та салтак гимнастерки тăхăнтартнă.
Сивĕ çил ватăсене çӳçентере пуçларĕ.
Ача-пăча çумăртан пачах та хăрамасть, тем хушăра урам ачасен шавĕпе тулчĕ. Çумăрла выляççĕ, пĕрне-пĕри шывпа сирпĕтеççĕ, кăшкăрашаççĕ.
— Пăхăр-ха, пăхăр! Пĕлĕт çинче лаша чупать!
— Ан сӳпĕлтет!
— Вăт ĕненмеççĕ. Сăнарах пăхăр-ха, лашасем чупаççĕ, пĕрре кăна мар, темиçен те!
— Лашасем «Катюшăсене» турттараççĕ, снарядсем тиесе килеççĕ, ракетăсем вĕçтереççĕ!
Çиçĕм çиçет, аслати авăтать, пĕлĕтсене айăн-çийĕн çавăрттарать. Ачасем аслатирен пачах та хăрамаççĕ, йĕп-йĕпе пулса килĕсене чупса кĕрсе кайрĕç.
Çурхи çумăр нумай пымасть. Кĕçех çанталăк юсанчĕ, хаяр пĕлĕтсем вăрман хыçне çухалчĕç. Хĕвел пĕлĕт тыткăнĕнчен хăтăлчĕ, йăл-йăл çиçет. Çутçанталăк уяртрĕ, ăшăта пуçларĕ.
— Килтисем кĕтсе ывăнчĕç пулĕ пире, — текелесе ватăсем вăраххăн килелле утрĕç.
Иван Федоровичăн çурчĕ çырма айккинче ларать. Ватта утма йывăр, анаталла аннă чухне те, тăвалла хăпарма та çумăр хыççăн самаях шуçлак. Туйине, алри автомата тытнăн, çирĕп тытса утать ветеран. Паçăр ачасем шӳтлесе каланă сăмахсем ăна вăрçă хирне илсе çитерчĕç, вăл асаилӳсен авăрне путрĕ.
...Çамрăк каччă вăрçăччен çарта пулнă, кĕçĕн командирсен курсне пĕтернĕ. Вăрçă пуçлансан вăл кавалеристсен полкне лекет. Салтакра кавалерист пулнине шута илсе яраççĕ ăна унта.
— «Юратнă лашам Мощнăй ятлăччĕ. Питĕ хытă чупатчĕ, йăрăччĕ. Шел, пĕрремĕш çапăçурах çапăçуран тухаймарĕ...
— Пĕрремĕш çапăçу халĕ те чĕтрентерет. Лашасемпе çĕр каçа 100 çухрăм таранах каяттăмăр, фашистсене улталас тĕллевпе çапла куçаратчĕç. Командир малта, ун хыçĕнче отряд сиктерсе пырать. Тăшман чăнах та ĕненетчĕ, пирĕн çарсем урăх çĕре куçнă тесе çулне улăштаратчĕ. Çав хушăра пирĕн тĕп вăйсем кĕтмен çĕртен тапăнатчĕç те тăшмана хавшатса хăваратчĕç. Çав каç кавалеристсем лашасем çине утланса ларчĕç те анаталла вĕçтерчĕç. Сасартăк тăшман тăхлан сирпĕте пуçларĕ. Тăшман пулемечĕсем шатăртатма, хĕм тăкма тытăнчĕç. Та-та-та-та! Тра-та-та! Чу-ув! Чу-ув! шăхăрса пульăсем çĕр ăшне чăмаççĕ. Çерçисем пек чĕв-чĕв тăваççĕ. Унччен те пулмарĕ — мина-снаряд çурăла пуçларĕ, ракетăсем ялтлата-ялтлата илеççĕ, пĕтĕм тавралăх кисренет. Хаяр çапăçу хускалса кайрĕ.
— Фашистсем эпир кайнине курнă, шăпах вĕсен тĕлне сиксе тухрăмăр çав каç. Пире нимĕç фашисчĕсем хупăрласа илчĕç.
— Урра! Малалла! Пĕр утăм та каялла чакмастпăр! Ман хыççăн! — тесе кăшкăрса лашасемпе малалла вирхĕнетпĕр.
Акă пĕри лаша ĕнси еннелле чикеленсе анчĕ, аллинчи пăшалĕ çĕрелле вĕçерĕнсе ӳкрĕ. Салтак çĕре тĕшĕрĕлсе анчĕ, лаши малалла тапса сикрĕ. Каялла çаврăнса чупса килчĕ, хуçи йĕри-тавра çаврăнкаларĕ, кĕçенсе илчĕ. Çав хушăра каллех пулемет хĕм тăкма тытăнчĕ, лаши те хуçипе юнашар чикеленсе ӳкрĕ.
Салтаксем касса янă йывăçсем пек тăкăнаççĕ. Пуля сасси, лаша кĕçенни, аманнисем йынăшни, вут-çулăм, юн. Çулăм ялкăшать, тĕтĕм йăсăрланать. Çак самантра ракета хыпса илчĕ, çатăртатса çунса, таврана вĕтĕ хĕм сапса, пирĕн пуç тăрринелле вĕçсе анчĕ. Пулемет шатăртатса илчĕ.
Эпĕ лашана чĕлпĕртен турткаласа итлеттересшĕн, анчах та вăл пулемет сассинчен хăраса унталла-кунталла вирхĕнет. Пульăран хăраса пуçа лаша çумнерех чикетĕп. Унччен те пулмарĕ, Мощнăя тем пулчĕ, вăл такăнчĕ, карт туртăнчĕ, кукленсе ларчĕ, тухса ӳкес мар тесе урана хытарса чилхеперен çатăртаттарса тытрăм, лашапа пĕрле хам та йăванса кайрăм. Мощнăй хăрăлтатса илчĕ те хускалми пулчĕ. Вилчĕ. Ман пурнăçа сыхласа хăварчĕ, лаша пуçĕ çумне çыпçăнса ларман пулсан эпĕ те чĕрĕ юлаймастăмччĕ. Куçăмсем ирĕксĕрех йĕпенчĕç, пит çăмартисем тăрăх куççуль тумламĕсем юхса анчĕç.
Çак çапăçура чылай салтак вилчĕ, салтаксемпе танах лашасем те. Кун хыççăн мана урăх лаша пачĕç, вăл та йăрăччĕ, вăл та çапăçура пуçне хучĕ.»
Иван Николаевич та çав каç чылай вăхăт хушши çывăраймасăр выртрĕ. Ачасем «Катюша» тесе шӳтлесе чупни уншăн пачах та шӳт мар-çке! Коннов вăрçăра «Катюша» установкин командирĕ пулнă.
Вăл гварди капитанĕн Иван Андреевич Флеровăн реактивлă артиллерин уйрăм батарейине лекнĕ. Мускав çывăхĕнчи Бородино уйĕнчи Кутузов палăкĕ умĕнче тупа тунă. Вăрттăн хĕç-пăшал пирки никама та, нимĕн те калама юраман. «Катюшăсемпе» мĕнле усă курмаллине вĕреннĕ чух нимĕн те çырма юраман.
1941 çулхи июлĕн 14-мĕшĕнче «Катюшăсем» пĕрремĕш хут залп панă. Фашистсем Орша чукун çул станцине тем тĕрлĕ техника илсе килсе тултарнă, çарсем йышлă пухăннă. Шăпах çакăнта сăнаса пăхма шутланă та ракета установкисене, çĕнĕ хĕç-пăшала.
Орша станцийĕ çине ракетăсем пеме пуçлаççĕ. 15 сехет те 15 минутра Оршăра — ракетăсен вут-çулăмлă çавра çилĕ. Оршăран Берлина çиттĕр вăл!
— Станцире йăлтах çунчĕ, сирпĕнчĕ, ирĕлчĕ, тимĕрĕ те, тăпри те, çынни те, — куç умне тухать ветеранăн.
Пĕтĕмпех вут-çулăм айне путнă, фашистсен наступленийĕ путланса ларнă. Часах батарейăна пуçтарăнма хушнă. Установкăсем, пĕрин хыççăн тепри, вăрмана кĕрсе çухалнă.
1941 çулхи юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче Смоленск облаçĕнчи Богатырь ялĕ çывăхĕнче Флеров ертсе пыракан ушкăн фашистсен ункине çакланать. Тăшмансем ракетчиксене çавăрса илеççĕ, парăнма ыйтаççĕ, хаяр çапăçу пуçланать. Снарядсем пĕтсен пĕр установка та фашистсен аллине лекмест, тан мар çапăçура чылайăшĕ пуçне хунă, сывă юлнисем установкăсене сирпĕтсе янă. И.Флеров капитан та хăйĕн установкипе сывлăша сирпĕнет.
Темиçе салтак вăрман хӳтлĕхне пытанса çăлăнса юлать, вĕсен хушшинче — Иван Коннов та. Чăваш каччи тăшман тылне юлать. Смоленск таврашĕнчи вăрмансенче партизанра çӳрет. Разведчик пулать. Мускав, Сталинград, Курская дуга, Эстони, Хĕрлĕ Чутай, Штанаш: ракетчик, партизан, разведчик, инженерипе сапер взвочĕн командирĕ, выльăх-чĕрлĕх уйрăмĕн заведующийĕ, ветработник, колхоз председателĕ, ИПС директорĕ, ревизи комиссийĕн председателĕ — пур çĕрте те малти ретре пулнă, Штанаш ялĕн ятне яман.
Шăпах Иван Николаевич Коннов флеровецсем пирки шырав пуçарса ярать, вăрçă хыççăн чылай çул иртсен тăван çĕр-шыв манăçми паттăрлăх пирки пĕлет.
Иван Николаевич ялти чиркĕве чĕртсе тăратассишĕн нумай тăрăшрĕ. Вăл ертсе пынипе шкул ачисем вăрçăран таврăнайман кашни паттăрăн чĕрĕ палăк пултăр тесе шкул пахчинче улмуççисемпе йывăçсем лартса хăварчĕç.
...Кĕçĕр тĕлĕкре Иван Николаевича курнă. Шурă çӳçлĕ, вăрăмрах пӳллĕ çын васкамасăр шкул садĕнче утать. Хăй лартса чĕртнĕ улмуççисене, сад хĕррипе лартнă чăрăшсене пăхса çаврăнчĕ. Кедр умне çитсен чарăнчĕ, ăна икĕ аллипе ыталаса тытса тем каларĕ, куçĕсене шăлса илчĕ. Мана асăрхасан ман паталла çывхарчĕ. Тем çинчен калаçрăмăр, ытлашши пурне те ас тумастăп, анчах та вăл юлашкинчен:
— Чĕрĕ палăксене те, чултан тунисене те, историллĕ çуртсене те юсасах тăрăр! Ан ваклăр, ан аркатăр! — тесе хушса хăварса уялла утса кайрĕ...
Вăрçă паттăрĕсене халалласа лартнă палăк умĕпе иртсе куллен ĕçе çӳретĕп. Палăк пире вилнисене асра тытма, мирлĕ пурнăçа сыхлама чĕнсе калать:
«Ан пултăр вăрçă нихăçан! Яланах пултăр мир!»