Пурăнма çуралнисем пекех
пурăнатăп эпĕ,
хĕвел тухать –
хĕпĕртетĕп,
уйăх тухать –
ыйхăлатăп,
сехет йĕппи куçнишĕн
сехĕрленсе пурăнмастăп.
Манăн сехет хăçан чарăнасса
малтанах пĕлес пулсан
мĕн тунă пулăттăм-ши эпĕ?
Юлашки сехетсенче
юлташăмсене
юлас куна халаллăттăм пулĕ,
юлашки самантсенче
юлнă кун-çулăма хак парăттăм пулĕ.
Чи пĕтмĕшĕнче
«чĕлхемĕре упрăр»-тейĕттĕм,
мĕн хупичченех куçăма
мăнук çине тинкерĕттĕм.
1977, октябрĕн 28-мĕшĕ, Хураçырма