Çĕр çинче пĕр пĕчĕк Çутçĕр ятлă хулара Чĕвĕлпи ятлă хĕрача пурăннă. Вăл питĕ хаваслă кăмăллă, çепĕç чĕлхеллĕ, анчах пĕчĕкренех сусăр пулнă. Унăн пĕр ури тепринчен кĕскерех пулнă. Çавна пула вăл хăй тантăшĕсемпе пĕрле выляса çӳреймен. Тус-юлташĕсем чупса, выляса çӳренине хуйхăрса пăхса ларнă. Унăн ĕмĕчĕ — хăвăртрах сываласси.
Пĕр каçхине Чĕвĕлпи тĕлĕк тĕлленнĕ. Вăл илемлĕ те асамлă вăрманта çӳренĕ. Кунта йывăçсем те, чечексем те питĕ хăйне евĕр пулнă. Вĕсем тĕрлĕ тĕслĕн çиçсе çуннă. Хурăнăн симĕс тĕсĕ йăлтăртатса тăнă, пилешĕн хĕрлĕ тĕсĕ куçа йăмăхтарнă. Чечексем çинчен каламалли те çук. Ку Чĕвĕлпине питĕ тĕлĕнтернĕ, çав вăхăтрах питĕ килĕшсе кайнă. Тĕлĕнмелли малалла пулнă-ха. Ара кунти йывăç-курăк, чечексем калаçма пултарнă. Ку çеç-и? Кунти чĕрчунсем те калаçаççĕ иккен! Чĕвĕлпи пурне те сывлăх сунса асамлă вăрман тăрăх малалла утнă. Кĕçех вăл тĕлĕнмелле юханшыв патне çитсе тăнă. Ак тамаша! Юханшыв пĕрре çутă кăвак тĕспе, тепре кĕрен тĕспе çуталса выртнă. Чĕвĕлпи ларса канма шутланă. Вăл ӳсентăрансен калаçăвне илтнĕ. Кĕçех юханшыв хĕррипе Çӳреçи ятлă асамçă иртсе каймалла иккен. Вăл ку вырăнта вăхăтран вăхăта пулать иккен. Чĕвĕлпин ăна питĕ курас килсе кайнă, мĕншĕн тесен унччен нихăçан та курман пулнă.
Çапла вара Чĕвĕлпи кĕтнĕ-кĕтнĕ, анчах лешĕ ниепле те килме васкаман. Мĕнле-ха капла? Мĕншĕн килмест-ха çаплах?
Çапла Чĕвĕлпи виçĕ кун та виçĕ каç кĕтнĕ çав асамçăна. Юлашкинчен юханшыв унчченхинчен те ытларах çуталса кайнă, тавралăх йăлтăрти çутăпа çиçме пуçланă. Шухăша кайса тĕлĕрме пуçланă Чĕвĕлпи пуçне çĕкленĕ те юханшыв леш енче тĕлĕнмелле урхамах çӳренине курнă. Лаши хăй юр пек шурă пулнă, çилхи кĕмĕл пек йăлтăркка, пуçĕ çинче вара патшасен чăн-чăн шурă ылтăнтан тунă пуç кăшăлĕ! Авă епле иккен вăл Çӳреçи-асамçă, тĕлĕннĕ хĕрача.
Улăх тăрăх Çӳреçи урисем çĕре перĕнмесĕр вĕçсе пынă. Ку çеç-и! Çак лаша сыватуçă та иккен! Малтан хуçăлнă, аманнă туратсем вăл иртсе пынă çемĕн каллех сыпăннă, юсаннă иккен! Чĕвĕлпин çак лаша патне ыткăнас, чупас килнĕ, анчах ăна сусăр ури чупма паман. Кĕçех кунти чĕрчунсем Чĕвĕлпи шухăшне туйса илнĕ. Вĕсем хăйсем ăсталанă киммипе ăна юханшыв тепĕр енне илсе каçнă. Юханшывĕ хăй те çыран хĕрне çитиех хум кăларса хĕрача ларнă кимме ишме пулăшнă. Сусăрккана çыран хĕрринчен Тимĕр шапа çерем çинее çитме пулăшнă. Вĕсем питĕ кăмăллăн калаçнă.
Кĕçех Çӳренçи-асамçă Чĕвĕлпине асăрханă та ун патне çывхарнă. Хĕрача асамçă çывхарнăçемĕн ун ăшшине туйма тытăннă. Кĕçех çан çурăмĕ ыррăн сăрăлтатма тытăннă. Хĕрача сисмен хушăра асамçă темле курăнман вăйĕпе ăна сыватнă. Ах, епле савăнăç!
Çав каçран пуçласа кашни каçах хĕрачапа лаша пĕрле тĕл пулнă. Халĕ ĕнтĕ Çӳренçи-асамçă çеç мар, Чĕвĕлпи те сыватуçă ĕçне яваçнă. Вĕсем иккĕшĕ те тавралăх илемĕшĕн тăрăшнă. Çак хăйсем килĕштернĕ вырăна Çуткунлăх тесе ят панă, мĕншĕн тесен иккĕшĕ тĕл пулнă вăхăтра кунта нихçанхинчен те çутă пулнă.
Çапла вара, Чĕвĕлпи сусăрккаран сыватуçă пулса тăнă. Халĕ мана Чĕвĕлпи тĕлĕкрен вăрансан та ун шăпи çаплах юлассăн туйăнать.