Хĕвре пăхса ӳстернĕ шанчăка
сан кутамккун пĕр кĕтесне хурам-и?
Эп хам паян юлсассăн та çука,
пӳспе тирпейлĕн чĕркесех парам-и?
Инçе çула тухатăн-çке. Унта
тумхахлă тĕттĕмлĕх те, тем те пур-тăр.
Апла ман шанчăк санăн аллунта
куçсăррисен туйи пек кирлĕ пултăр.
Пулăшмалла-çке пирĕн пĕр-пĕрне,
ӳстерĕп-ха, ан хăртăр çех тымарĕ.
Кайран, эп хам çула тухас чухне,
мана хăй шанчăкне
теприйĕ парĕ.
1977, майăн 7-мĕшĕ, Шупашкар