Пуçласа паян тиха
Амăшпе тухать уя.
Тиха питĕ çамрăк-ха,
Амăшĕпе паллашни
Пилĕк кун çеç çитнĕ-ха.
Ури тĕпĕ те хытман,
Пушмак пулса та çитмен.
Пурĕ пĕрех амăшне
Кӳлсе тухрĕçĕ ĕçе.
Çуркуннепе пурин те
Ака- суха тумалла.
Çавăнпа та лашана
(тихи пĕчĕк пулин те)
Суха пуçне кӳлмелле.
Тиха питĕ савăнать
Çутă хĕвел ăшшинче.
Тринкки-транкки тукалать
Хăй амăшĕ çумĕнче.
Лаши и-хи ихĕрет,
Тихине çапла калать:
«Вырт-ха, ывăлăм, канса,
Часах ывăнăн чупса.
Куран, суха тумалла,
Ман кунĕпех утмалла,
Пĕтĕм вăй-хал пĕтиччен
Суха пуçне туртмалла».
Итлемест ăна тиха,
Чупать вĕçрен йăранпа.
Савăнать вăл чăннипе
Çут тĕнче илемĕпе.
Кăнтăрла ак çывхарать,
Тиха ывăнса çитет,
Тринкки-транкки тек сикмест,
Аран-аран уткалать.
Иртенпе ĕнтĕ тиха
Ним те хыпман çăвара.
Хырăмĕ пит выçнипе
Тилмĕрет вăл амăшне:
«И-хи-ха, анне, тăр-ха,
Чарăнса сĕт çитер-ха,
Вăйăм çук ман тек утма,
Выртас килет сулхăнра».
Лаши и-хи кĕçенет,
«Тата кăшт çеç, кĕт-ха, — тет, —
Апат вăхăчĕ çитсен,
Хуçа апата кĕрсен,
Эпĕ сана çитереп,
Ачашласа юратап».
Тиха кĕтсе илеймест.
Пит ывăнса çитнипе,
Урисем ыратнипе
Йăран çине йăванать,
Унтан çывăрса каять.
Çав вăхăтра пахчана
Тухать хура Ульяна,
Кăнтăрлахи апата
Кĕме чĕнет хуçана.
Ваççа кĕме килĕшет.
«Лашана шыв пар-ха, — тет.
Ăшĕ хыпрĕ пулмалла,
Аран туртать сухана,
Тихийĕ те ывăнса
Çывăрать халь пахчара».
Ульяна пăхса илет
Тиха выртнă еннелле,
Вара кăшкăрса ярать
Ваççана чышса илсе.
«Мĕн эс, Ваççа, нимуй-и?
Санăн ăсу çуккă-и?
Ма вырттартăн тихана,
Пăстарса ман йарана?
Сухан лартнă эп унта,
Курмастăн-им куçупа?»
Унтан вăрт çеç çаврăнса
Кĕрсе каять картана.
Кăшт тăрсассăн патакпа
Урса тухать каялла.
Тиха выртать, хускалмасть,
Вăл халь ним те ăнланмасть.
Амăш тем чул чĕнсен те
Апат çиме вăл тăмасть.
Çӳçне-пуçне вĕçтерсе,
Патаккине çĕклесе
Урса кайнă Ульяна
Чупать тиха патнелле.
Унтан урмăш сасăпа
Темĕн те пĕр кăшкăрса
Хыттăн çапать тихана.
Тиха туртăнса илет,
Ерипен куçне уçать,
(Питĕ айван пулнăран)
Мĕн пулнине ăнкармасть,
Тăрса тарма чухлаймасть.
Тиха тăрса тарманни
Ульянана уртарать.
Вара тепĕр хут вăйпа
Туртса çапать вăл ăна.
«Мĕн тăван эс, Ульяна! —
Кăшкăрса ярать Ваççа. —
Вĕлерен вĕт тихана,
Айвана эсĕ çапса».
Лăпланмасть-ха Ульяна,
Кăшкăрать вăл Ваççана:
«Хупса хур-ха картана,
Тăтăр унта пĕр кана».
«Юрĕ, кĕр-ха эс пӳрте», —
Тет Ваççа хăй арăмне.
Вара тихана йăтса
Тăратать ура çине.
Тиха вăйĕ çуккипе,
Урисем тытманнипе
Каллех тӳнет çĕр çине.
Ваççа хăраса каять,
Ульянана кăшкăрать:
«Илсе тух-ха наçилкка,
Йăтса кĕрер картана,
Каç пуличчен картара
Канса вырттăр сулхăнра».
Вара вĕсем тихана
Йăтса кĕчĕç картана.
Тиха нимĕн те туймасть,
Ырă тĕлĕк те курмасть.
Каçпа, суха вĕçленсен,
Ваççа ĕçрен пушансан,
Илсе кĕрет лашана
Тихи патне картана.
Лаши и-хи кĕçенет,
Тихине çиме чĕнет:
«Тăр-ха, ывăлăм, кил-ха,
Çитерем сĕте сана,
Паян эсĕ выçăпа
Вăйран кайрăн пуль кунта».
Амăш сассине илтсен
Тиха савăнса каять.
Пĕтĕм вăйран тăрăшса
Ура çине вăл тăрать.
Вара пит ыратнипе,
Куç хуралса килнипе,
Каллех йăванса каять,
Унтан тăнне çухатать.
Лаша тем чул кĕçенет,
Тихине тăма чĕнсе,
Анчах тиха тек илтмест,
Пуçне те вăл çĕклемест.
Ватă лаша кулянать,
Вĕри куççуль юхтарать.
Хăй пурнăçне асилсе
Çапла калать ывăлне:
«Пирĕн пурнăç çăмăл мар,
Кун-çулăмăр вăрăм мар.
Вăй-хал пур чух кунсерен
Йывăр ĕçе кӳлеççĕ.
Вăй-хал пĕтсе çитсессĕн
Е чирлесе ӳксессĕн
Аш-какая яраççĕ.
Пĕлтĕр аслă ывăлăм
Кĕркуннеччен савăнчĕ,
Яланах хамăн çумра
Тринкки-транкки сикетчĕ.
Ăна курса, юратса
Хам та питĕ савнаттăм.
Вăйлă ăйăр пуласса
Чунтан кĕтсе тăраттăм.
Анчах кĕркунне çитсен,
Уйра апатсем пĕтсен,
Ман юратнă ывăла
Сутса ячĕç ют яла.
Эсĕ вара, пепкеçĕм,
Пилĕк кун çеç савăнтăн,
Питĕ сахал пурăнтăн».
Лаша чунтан хурланать,
Вĕри куççуль юхтарать.