Тĕнче çине çĕмел çинчен тинкертĕм
Аннепеле тыр вырнă чух тахçан:
Йĕтем çинчи тыр кăшăлĕ пуль терĕм
Ирхи хĕвел шевлиллĕ тухăçа.
Тĕнче çине уй варринчен танкертĕм,
Пĕр ĕç тытсассăн мăшăр аллăма.
Тыр-пул ăсти юхтарнă тар пуль терĕм,
Çăра калча çинчи çут сывлăма.
Тĕнче çине йĕтем çинчен тинкертĕм,
Çулсем иртсен, пĕр тулăх кĕркунне.
Ял-йыш чун-чĕринчи хĕлхем пуль терĕм
Тин сăвăрнă сар тулă кăшăлне.