Çак ĕç пĕр пĕчĕк ялта пулса иртет…
Пурăннă тет çак ялта пĕр хĕрача. Вăл Улькка ятлă пулнă. Улькка мĕн пĕчĕкренех ашшĕпе амăшĕсĕр тăрса юлнă, хăйĕн кукамăшĕпе ӳснĕ. Кукамăшĕсĕр пуçне унăн çывăх çын урăх никам та пулман. Улькка яланах унпа хайĕн чунне уçса калаçнă. Хĕр ача питĕ тирпейлĕ, ĕçчен пулнă. Вăл кукамăшне питĕ юратнă.
Пĕррехинче Улькка хăйĕн юлташ хĕрĕ патне пилĕк çухрăмри яла каять. Вĕсем нумай калаçса лараççĕ. Вăхăт иртни те сисĕнмест. Часах тӳпене уйăх шуса тухать. Çăлтăрсем пĕр-пĕринпе куç хупмалла выляççĕ. Тулта тĕттĕмленсе каять. Хĕр киле каясшăн пулать.
— Улькка, юл ĕнтĕ, каç пулчĕ. Санăн уй витĕр каймалла-çке! Пĕччен çĕрле çӳреме хăрамалла, — тет ăна Ируç, Улькка юлташĕ.
— Çук, çук. Килех каятăп. Кукамай та мана çухатрĕ пулĕ. Эпĕ киле час таврăнманшăн кулянса çĕрĕпех çывăраймĕ, — тет Улькка.
— Ара, шăнкравла ĕнтĕ кукаму патне. Пĕр каçлăха юлсан нимĕн те пулмасть ĕнтĕ. Юл ман патра, çĕр каçмалăх вырăн та пур кунта, — терĕ Ируç.
— Эй, телефонăн зарядки те пĕтнĕ. Шанкăравлаймастăп. Сана кансĕрлес мар, килех каятăп.
— Кирлĕ мара ан калаç-ха, Улькка! Никама та кансĕрлеместĕн эсĕ.
— Çук, килех каятăп.
— Юрĕ апла, каях киле.
Улькка тухса каять. Тӳпери уйăх çап — çутă. Улькка пĕр хушă ун çине пăхса тăрать. Кукамăшĕ уйăх çинчи пике çинчен каласа панă юмаха аса илет. «Чăнах пулнă — ши вăл?» — шухăшлать хĕрача. Уй тăрăх чылай утать, çулне ниепле те тупаймасть.
— Сехет утатăп, çул тупаймастăп. Мĕншĕн итлемерĕм-ши Ируçа. Мĕн тумалла ĕнтĕ халĕ? Киле мĕнле çитмелле?
Сасартăк Улькка теме сиснĕ пек çаврăнса пăхрĕ те хараса ӳкрĕ. Ун хыççăн темĕнле шурă япала чупать.
— Лаша пулĕ ку. Çухалса кайрăм, тата темĕнле лаша чупать ман хыççăн. Хăçан çул шыраса тупăп-ши?
Улькка малалла вĕçтерет. Ак сасартăк такăнса ӳкет. Хăвăртрах тăрать те каллех чупать. Анчах ик-виç утăм кăна тăвать, лаша ун умне пырса тăрать.
— Ан хăра манран, эпĕ сана нимĕн те тумастăп, — тет лаша каччăн çемçе сассипе.
Улькка нимĕн те калама пĕлмест. Вăл тĕлĕнсе кайнипе калаçайми пулса ларать.
— Ан хăра тетĕп, Улькка. Эпĕ сана киле кайса яратăп, — тет лаша ăшшăн.
Улькка тин калаçма пуçларĕ.
— Лаша мĕнле калаçма пултарать? Тен, эпĕ ухмаха тухатăп? Ăçтан эсĕ ман ята пĕлетĕн? — Ульккан пуçĕнче тĕрлĕ ыйту çуралать.
— Санăн ыйтусем нумай. Пĕрремĕшĕ, эсĕ ухмаха тухмастăн. Иккĕмĕшĕ, эпĕ ахаль лаша мар. Виççĕмĕшĕ вара, эпĕ сан çинчен веçех пĕлетĕп, — тесе хуравлать лаша.
— Мĕнле вара капла?
— Эсĕ нумай ан калаç, хăпарса лар мана çине. Сана киле çитеретĕп.
Урхамах пĕшкĕнчĕ. Улькка ун çине хăпарса ларчĕ. «Кун пекки пулма пултараймасть, эпĕ çывратăп пулĕ-ха», — тесе шухăшлать хĕрача.
Лаша Ульккана киле çитерет.
— Тавтапуç сана, эсĕ пулмасан эпĕ кил килме çул тупаймастамччĕ, — терĕ Улькка.
— Ним те мар, — терĕ урхамах.
Хĕрача хыçала çаврăнса пăхать те, лаша çук. Улькка киле чупса кĕрсе каять. Кукамăшĕ çывăрать. Улькка кукамăшне вăратас мар тесе чĕрне вĕççĕн утса кĕрсе выртрĕ. Анчах ниепле те çывăрса каяймарĕ, вăрманта тĕл пулнă урхамах унăн пуçĕнчен тухма пĕлмерĕ..
Тепĕр ир хĕрача хĕвел тухичченех тăрса ларать. Кукамăшĕ мăнукне ирхине курсан тĕлĕнсе каять.
— Улькка, эпĕ сана Ируç патĕнчех юлатăн пулĕ терĕм, çывăрма кĕрсе выртрăм, — терĕ кукамăшĕ .
— Манăн Ируçа чăрмантарас килмерĕ, киле çитсессĕн сана вăратас мар тесе шăппăн кĕрсе выртрăм.
— Ну, юрĕ апла.
— Кукамай, айта сĕтел хушшине ларар, ман манна каласа кăтартмалли пур, — терĕ Улькка.
Сĕтел хушшине ларчĕç.
— Темĕн пулмарĕ пулĕ те? Чĕре теме сиснĕ пек паян ирех йăшкать. Ниепле те лăпланаймастăп. Ируçпа хирĕçмерĕн пулĕ те? — терĕ кукамăшĕ.
— Çук, çук, çук. Манпа çул çинче тĕлĕнмелле ĕç пулса иртрĕ. Анчах эсĕ ан кул, юрать-и?
— Кулмастăп, мĕн пулчĕ вара?
— Итле…
… Эп уйра çухалса кайрăм, темиçе сехет те утрăм пулĕ, çул нимĕнле те тупаймастăп. Утатăп, утатăп та хыçра темĕнле сасă илтетĕп. Кайран тин лаша тапăртатнине ăнкарса илтĕм. Эпĕ хăраса ӳкрĕм, чупрăм, анчах лаши хăваласа çитрĕ. Кукамай, мĕн пулчĕ санпа?
Кукамăшĕ Улькка мĕн çинчен каланине ăнланчĕ те шурса кайрĕ… Вăл хăйпе пулнине аса илчĕ.
— Нимĕн те, ан пăх эс ман çине.
— Халь лаши хăваласа çитрĕ. Манпа вăл çын сассипе калаçма пуçларĕ. Манăн ята та пĕлет вăл, кил ăçтине те…
— Хĕрĕм, никама та ун çинчен каласа ан кăтарт. Манпа та çавăн пек ĕç хĕрĕх çул каялла пулса иртрĕ.
— Кукамай, чăнах та-и? Малалла вара мĕн пулчĕ?
— Нимĕн те, анчах çав лаши сана хăйĕн çинчен тепĕр уйăхран пĕлтерме пултарать.
— Мĕнле?
— Каламастăп, хăвах пĕлĕн… — терĕ те кукамăшĕ пӳлĕмрен тухса кайрĕ.
«Мĕнле апла ку?» — тесе шухăшларĕ Улькка.
Çав кунах Улькка хулана вĕренме тухса каять. Уйăх сисĕнмесĕрех иртсе каять. Улькка яла каникула таврăнать. Кукамăшĕ валли тĕрлĕ кучченеç илсе килет.
— Кил, юратнă кил! — тет Улькка киле килсен. — Мĕн тери хаклă иккен эсĕ маншăн. Мĕн тери тунсăхларăм саншăн. Ялта тата сывлăшĕ мĕнле уçă. Сывласа тăранаймăн. Эх!
— Уй, Улькка, хĕрĕм, эсĕ килсен чун савăнсах кайрĕ. Тунсăхласа çитрĕм сансăр. Пĕччен питĕ кичем. Юрать-ха мăр-мăр кушак пур. Калаçатăп вара унпа кунĕпех. Мана ăнланас пек хăй мăрлатать вара, ман çума тĕршĕнет. Хав мĕнле тата? Экзаменсене мĕнле патăн?
— Эпĕ те тунсăхласа çитрĕм, кукамай. Экзаменсемпе «пиллĕк» паллă илтĕм.
Хĕр хывăнса тăхăнать те кукамăшне ĕçлесе пулăшать. Хăйĕн çепĕç чĕлхипе калаçать те калаçать. Кил-çуртра тирпейлесе тухать, пахчара çум çумлать. Çырмаран шыв кӳрсе килет. Кукамăшĕ çав вăхăтра мăнукĕ юратакан вĕлтĕрен яшки пĕçĕрет. Кукăль пĕçерме тесе чуста çăрать. «Эх, Ульккан ашшĕпе амăшĕ пурăннă пулсан мĕнле савăнĕччĕç хĕрĕ ĕçчен те пултаруллă пулнинчен», — шухăшлать хăй ăшĕнче. Улькка каç еннелле вăрмана çырла çиме каять.
Акă уçланкăна çитет. Кунта çырла темĕн чухлех. Хĕрача хăйĕн пуракне тултарать те канма ларать. Пĕр темиçе сехет ларать. Сасартăк темĕнле сасă илтĕнет. Çаврăнса пăхать те тĕлĕнсе каять. Тĕмĕсем хушшинчен палламан хитре каччă тухса тăрать.
— Салам, — тет ăшшăн каччă.
«Ку сасса эпĕ таçта илтнĕччĕ-ха, анчах аса илейместĕп», — тесе шухăшлать Улькка.
— Салам, — тет Улькка.
— Эсĕ Улькка-и?
— Аха, çавă. Тем кирлĕччĕ-и?
— Çук, манăн санпа калаçмалли пур-ха…
— Тем пулнă-и мĕн?
— Çук, нимĕн те пулман. Çак выранта паян каçхи саккăрта тĕл пулатпăр, юрать-и?
— Юрать.
— Сывă юл…
«Мĕн пулнă-ши? — тесе шухăшлать хĕр, — кайран пĕлĕп… Мĕншĕн тӳрех тĕл пулма килĕшрĕм-ха? Мĕнле каччă пулчĕ ку? Тен, вăл мана улталать?»
Акă сакăр сехет çитет. Улькка çав уçланкăра ларать. Саккăр çитрĕ. Çав вырăнтанах каччă тухать.
— Килтĕн-и?
— Килтĕм-килтĕм, — вăтанса калать хĕр. Каччă ун çине чăр пăхать.
— Эпĕ Сентти ятлă. Манăн сана каласа памалли пур.
— Мĕн?
— Астăватăн-и, эсĕ пĕр уйăх каялла çухалса кайнăччĕ?
— Астăватăп.
«Кукамай каланă пек пулать», — тесе шухăшлать Улькка.
— Эсĕ унта урхамаха куртăн, çăпла вĕт?
— Çапла, — Улькка чĕри тăпăлт-тăпăлт тапма пуçлать.
— Çав… урхамахĕ… вăл… эпĕ… — тет Сентти.
— Мĕн? — тесе ыйтать те Улькка тăнран каять.
Улькка куçне ялт уçса ярать. Вăл килте кравать çинче выртать иккен. «Эпĕ тĕлĕк куртăм-и вара? Мана ун пек туйăнмасть. Апла киле мĕнле çитрĕм-ши? Нимĕн те ăнланмастăп. Кукамая каламалла-ши?» Çак ыйтусем Ульккана канăç памаççĕ.
Хĕр хăвăртрвах тăхăнать те вăрмана васкать. Кукамăшне хăй ăçта кайнине каламасть.
Акă Улькка çав уçланкăна çитет. Хăй вырăнĕнче ларать.
— Эпĕ эсĕ килессе пĕлтĕм, — терĕ хыçалтан Сентти.
Улькка нимĕн те калаймарĕ.
— Эсĕ манран ан хăра.
Улькка калаçайми пулса ларать.
— Эпĕ сана веçех каласа кăтартатăп. Сана уйра курсан манăн чун çунатланса кайрĕ. Сан çинчен кунĕпе шутласа çӳрерĕм. Мана питĕ йывăр... анчах… эпĕ...
— Мĕн? — Улькка тин калаçма пуçларĕ.
— Улькка, нивушлĕ эсĕ ăнланмастăн?
— Мĕн ăнланмастăп?
— Эпĕ… сана… юрататăп… Мана çак сăмахсене калама питĕ йывăр. Эпĕ каялла урхамах пулатăп е… çын пулатăп, анчах…
— Мĕн?
— Çакă санран килет. Енчен те эсĕ мана юратнине пĕлтеретĕн, эпĕ ĕмĕрлĕхех çын пулса тăратăп. Енчен те...
Улькка нимĕн те калаймасть. Унăн хăйĕн туйăмне ăнлантарса пама сăмах та çитмест. Унăн макăрас та килет, савăнас та килет. Темиçе минутран çеç Улькка:
— Эпĕ нимĕн те калаймастăп… Ыран çак вăхăтра тĕл пулăпăр.
Çак сăмахсене калать те хĕр кил еннелле чупать.
Каçпа вăл нумай йĕрет, шутлать. Выртнă чухне вăл кантăка такканă сасă илтет. Кантăк патне пырать те, нимĕн те çук. Анчах вăл çапах лаша уррисем тапăртатнине илтет.
Улькка кукамăшĕ апат пĕçернĕ сасăпа вăранса каять. Тăхăнать те кукамăшне пулăшма каять. Пулăшса пĕтерсен Улькка кукамăшне:
— Кукамай, эпĕ санран пĕр канаш ыйтасшăн.
— Мĕн пулчĕ, хĕрĕм?
— Астăватăн-и, эпĕ сана урхамах пирки каласа кăтартнăччĕ.
— Астăватăп.
— Тата эс çав урхамах тепĕр уйăхран тĕлĕнмелле хыпар пĕлтерет тесе каларăн.
— Çапла, хĕрĕм.
— Эпĕ темиçĕ кун вăрмана çӳрерĕм. Пĕррехинче эпĕ ларнă чухне темĕнле каччă тĕмĕсем хушшинчен тухрĕ. Калаçма пуçласан эпĕ ун сассине илтнĕ пек туйăнатчĕ. Кăшт кĕскен калатăп. Вăл Сентти ятлă. Вăл кукамай… — … çав урхамахĕ… Кукамай, мĕн пулчĕ?
— Эпĕ çапла пуласса малтанах шутларăм. Улькка, итле. Манпа та çакăн пек ĕç пулса иртнĕччĕ. Сан кукаçу урхамах пулнă. Пĕлетĕп, пĕлетĕп, ун пек япала пулма пултараймасть, анчах ку тĕрĕсси.
— Кукамай, суймастăн-и?
— Çук, Улькка. Эсĕ веçĕх каламарăн. Вăл сана юратать, эсĕ те… Анчах эсĕ хăвах шутла. Санăн шăпу хăвăн аллунта. Çакна пĕлсе тăр.
— Тавтапуç, кукамай… Эпĕ хамах шутлас терĕм.
Çак сăмахсемпе Улькка тĕпелрен тухса кайрĕ. Вăл кĕлетĕн пĕр пӳлĕмне кĕчĕ. Унта тĕттĕмре пĕр сехет ларчĕ пуль. Кунта авалхи япаласем нумай: кисĕп, хултăрчă, ăса, пир тиртмелли вырăн. Кунта ун ват кукашшĕпе кукамăшĕн япалисем те пур. Кĕлет кĕтессинче çăпата çакăнса тăнине курчĕ. Ăна кукашшĕ кукамăшне çуралнă кун ячĕпе хĕрĕх çул каялла туса панă. Ун çинчен мăнукне кукамăшĕ тахçанах каласа кăтартнăччĕ. Çăпата айĕнче кукашшĕн шĕшли выртать. Кукашшĕпе хăйĕн ашшĕпе амăшне аса илчĕ. Вĕсем вунă çул каялла машинпа аварине лекнĕ. Пурте вилнĕ. Улькка пичĕ тăрăх куççуль юхса анчĕ. Çăпатапа юнашар кукамăшĕн тухйипе шупăрĕ çакăнса тараççĕ. Çав тухйипе, шупăрĕпе вăтăр çичĕ çул каялла кукамăшĕ качча кайнă. Ларчĕ, ларчĕ Улькка, кĕлетрен тухса кайрĕ. Утрĕ, утрĕ вăл тулта, хĕвел аннине курчĕ. Улькка вăрмана каять. Вăл каччăпа тĕл пулнă вырăна çитрĕ. Акă качча ун умне тухса тăчĕ. Улькка ăна юратнине пĕлтерчĕ. Сентти хĕре ăшшăн ыталаса илчĕ те ĕмĕрех пĕрле пулма сăмах пачĕ.