Сантăр ятлă пĕр пуян
Пурăнать пирĕн ялта.
Выльăх-чĕрлĕхĕ нумай,
Кĕлет тулли тыр-пулли.
Унăн пахча çимĕçĕ
Яланах ăнса пулать.
Икшер-виçшер лавпала
Пасара сутма каять.
Пысăк чапла садĕнче
Тĕрлĕ çимĕç ӳстерет.
Урмари ачасене
Панулмипе хăналать.
Ун патĕнче тарçăсем
Куллен чупса ĕçлеççĕ.
Çакă çĕрме пуяна
Юрама тăрăшаççĕ.
Хăш чухне тарçисемпе
Тырă вырма та тухать.
Ирхи сывлăм ӳксессĕн
Утă çулма кăмăллать.
Пуян тарçă-тĕрçине
Хисеплесе пурăнать.
Тыр-пуллипе укçине
Ялан вăхăтра парать.
Çавăнпа та Сантăра
Ял-йыш чунтан хисеплет.
Ĕçке хăй патне чĕнсен
Ялан вăхăтра çитет.
Унăн пӳрчĕ кермен пек
Курăнать аякранах.
Çак илемлĕ кил-çурта
Кĕрсе курма май шырать.
Çурчĕ тавра йăмрасем
Шав кашласа ӳсеççĕ.
Йамра çине вĕллесем
Кашни çулах çакаççĕ.
Ырă çуркунне çитсен,
Шăнкăрчсем вĕçсе килсен,
Вĕллисене йышăнсан
Сантăр питĕ савăнать
Çĕрме пуян пулсан та
Ялан ырă кăмăллă.
Унран пулăшу ыйтсан
Нихăçан та хирĕç мар.
Укçа-тенкĕ кирлĕ чух
Унран пырса ыйтаççĕ.
Кирлĕ тавар тупмасан
Пуян патнех утаççĕ.
Ывăл-хĕрĕ унăн çук,
Темшĕн турă паман-çке.
Килĕштерсе арăмпе
Иккĕшĕ çеç пурнаççĕ.
Пĕррехинче çак пуян
Пасара тухса каять.
Çул çӳреме шанчăклă
Лаша туянма шутлать.
Пасарĕ пит пысăк-çке,
Мĕскер кирлĕ, пурте пур.
Çăкăр, тăвар, çăнăхĕ,
Тĕрлĕ апат-çимĕçĕ.
Кунта акă илемлĕ
Япаласем сутаççĕ.
Хушпу, тухья, тевечĕ
Мĕнле хĕре илĕртмĕ?
Сăхман, тăлăп, кăçатă,
Кĕрĕк те сăран атă.
Пирĕ тĕрки-тĕркипе,
Пылĕ катки-каткипе.
Лаша, ĕне, сурăхĕ,
Килти кайăк-кĕшĕкĕ.
Мĕн кирлине суйла çеç
Пуш алăпа ан кай çеç.
Пĕр кĕтесре виçĕ çын
Лаша сутса тăраççĕ.
Кашниех хăй таварне
Иртекене сĕнеççĕ.
Хайхи пуян васкаса
Вĕсем патне çывхарать.
Урхамах çинчен сăмах
Часах пуçарса ярать.
Виççĕш те хăйсен утне
Мухтаççĕ те мухтаççĕ.
Пирĕн пуян Сантăра
Илмешкĕн тархаслаççĕ.
Акă тăрать çӳрен ут,
Тепри турă лаша-çке.
Кусем темшĕн пуяна
Кăмăла каймаççĕ-çке.
Виççĕмĕш урхамахне
Питĕ сăнаса пăхать.
Çак тимĕр кăваккине
Туянма кăмăл тавать.
Унăн урийĕ çӳллĕ,
Кĕлетки те илемлĕ.
Часрах çула тухасшăн
Тапăртатса çеç тăрать.
Сутаканĕ пуяна
Вăрттăнлăхне пĕлтерет.
Питĕ ăслă иккен вăл
Калаçмашкăн та пĕлет..
Кăшкăрма та ятлама
Çак лашана юрамасть.
Вăхăтра çитермелле,
Вăхăтра шăвармалла.
Сĕнĕве пурнăçласан
Лаша кăмăллă пулать.
Пĕртен-пĕр кӳрентерсен
Калаçма та пăрахать.
Сантăр укçине тӳлет,
Чĕн йĕвенне хатĕрлет.
Çавăртать те лашине
Пасартан тухса утать.
Çапла лаша туянса
Пуян килне таврăнать.
Хăйĕн тарçи-тĕрçине
Савăнăçне пĕлтерет.
Эрне, уйăх иртсессĕн
Хыпар яла сарăлать.
Çак асамлă ут çине
Пурте ăмсанса пăхать.
Пуян хăйĕн тусĕпе
Инçе çула та тухать.
Вулăса та вĕçтерет,
Кантура та чуптарать.
Кирлĕ канаш пама та
Урхамахĕ пултарать.
Хăйĕн чаплă лашине
Пуян питĕ юратать.
Çăварни эрни çитсен
Катаччи ярăнтарать.
Акатуйра ăмăртса
Яланах мала тухать.
Лаша Сантăр умĕнче
Тапăртатса çеç тăрать.
Унăн ырă кăмăлне,
Ĕçченлĕхне вăл савать.
Кун пек ăслă лашана
Ĕмĕрне те курман-çке.
Çак пуянăн пурнăçĕ
Темшĕн ăнса пырать-çке.