Анне пек çын, шăллăм, çук вăл тесшĕн
эп сана, çуках кунта тупма.
Тĕнчипе ун пеккисем миçен-ши
çурăлан чуна кăшт пусарма?
Хуйхă-суйхă пуснă çын пырать-и
хуйхи-суйхине чăтайманран,
хайĕнчен хăй хăш-пĕри тарать-и,
пил парать анне, шеллет чунран.
Вĕсемпе пĕрлех туять хăйне те
хăтăлнăн асаплă инкекрен.
Аннене кашнийĕ ĕненет-тĕр,
тав тăвать чунран та чĕререн.
Çын, тĕнче хуйхи чунне тулсассăн,
калаçма пĕр чун та юлмасан,
çурăлса чĕри каяс пулсассăн —
никама та, шăллăм, ан вăрçсам.
Эпĕр пулмасан, çитеймесессĕн
е килсе тухсассăн пĕтмелле,
тирпейле те, макăр, макăр эсĕ.
Йĕр, хӳхле эс эпĕр илтмелле...