Ылтăн кĕркуннеччĕ, çулçă тăкăнатчĕ.
Пĕр-пĕччен утаттăм кӳршĕ ял шкулне.
Яш чĕре сикетчĕ, тĕлпулма хавасчĕ,
Тĕл пулсан хыпатчĕ çулăм чĕрене.
Çамрăклăх вылятчĕ, кăварлă çунатчĕç
Вунулттă тултарнă хĕрĕн тутисем.
Пĕр сана курасшăн, пĕр санпа пуласшăн.
Телее тупасшăн пулнă пĕрлешсе.
Иртре яшлăх шавĕ, юрату ултавĕ,
Асăнмалăх юлчĕç хуçăк кăмăлсем.
Халь кампа-ши, тусăм, юнашар утатăн?
Кам çине пăхаççĕ хăмăр куçусем?
Ылтăн кĕркунне те, ешĕл çуркунне те
Пĕр-пĕччен тухатăп укăлча умне.
Эс мана мансан та, эп сана кĕтетĕп.
Манас марччĕ санăн Таккавар ялне.