Çĕр çине çуралакан мĕнпур çын кун-çулĕнчех Çӳлти Хуçа пил парса, ятран-шывран ыр сунса пехиллесе палăртан уйрăм шăпа тĕвви пур, çавăн çинчен малалла сăмах çăмхин çиппине кăштах сӳтме шухăш пур.
«Шăпа хуçи эпĕ хам!» — тет пиртен нумайăшĕ, çавнашкал шутлакансен, чăн та, шутсăрах йышĕ. Анчах тĕрлĕ пăтăрмах урлă утса иртнĕçем, пурнăç тути-масине кăшт астивсе пăхнăçем, çавăн пек калакансен ылмашăнать шухăшĕ. Ку кăна-и, пăх та кур, сахалланать шут-йышĕ. Мĕн хистет çапла тума, шухăша улăштарма?
Шăпа текен пулăмпа этем кăна хуçа мар, унăн тĕвви Тӳпепе çыхăнура пулнине саманта та манар мар. Турра манса пурăнсан, хăвна кăна уяса хăвшăн кăна тăрăшсан, çут тĕнчере ыр шăпа пулмĕ саншăн нихăçан. Е усалпа туслашса укçа-нухрат пайтишĕн çын куççульне юхтарсан — пуласлăхри шăпуна ăмсанмалли çуках сан.
Ырри — ырпа таврăнать, усалли усалпалах сан çинелле тăрăнать. Апла пулсан, тăванăм, шăпа кӳрен ырлăха туллин курас тесессĕн, пурнăç çулĕн хĕррине чипер çитес тесессĕн — кашни кунах тĕнчере чĕптĕм-чĕптĕм пулсан та ыр ĕç тума пултарар. Кун çуттине кăтартнă атте-аннемĕрпеле тăван несĕл-ратнене чун-чĕремĕрте упрар, шăпа тĕвви пурнăçра тĕнче тытса пыракан, пурне те пĕлсе-сиссе, туйса-курса тăракан Пултараканăмăрпа çыхăннине астăвар! Астăвар та тĕв тăвар, хамăр вăя пурнăçра ыр ĕç валли ытларах уйăрмашкăн тăрăшар!