Çеçпĕл Мишшине
– Пĕлтер, вăрманăм, мĕн тăвас,
ыр тусăм, евитле!
– … итле …ле.
– Ухмахсене ухмах теме
хăю çитертĕм çеç…
– … тертĕм çеç … тĕм çеç.
– Айăпсăрне хӳтĕлеме
хăю çитертĕм çеç…
– … тертĕм çеç … тĕм çеç.
– Нивушлĕ пур пăтранчăкпа
тивет пĕрле юхмах?
–… ухмах …ах.
– Нивушлĕ çак уяр-инкек
татах та типĕтет?
– … пĕтет …тет.
– Апла кала, мĕн тумалла?
Туссем – юман кĕреш.
– … кĕреш … кĕреш.