Усал хыпар утпа çӳрет,
Ырри вара — çуран.
Пĕри — çынна телей кӳрет,
Тепри — сĕнет суран.
Ик хирĕç хыпара епле
Пĕр тан йышăнмалла?
Пĕри — туртать тӳпенелле,
Тепри — аялалла.
Çуран çӳрен — юрлаттарать,
Юлан утли — йĕртет.
Пĕри — çын пурнăçне тăсать,
Тепри — кĕскелетет.
Алла тытса çăкăр-тăвар
Ыйтасчĕ Турăран:
Утпа çӳретĕр ыр хыпар,
Усал хыпар — çуран!